Анатолий Емельянов
Ҫавал сарӑлсан
…Вижу я, что небо не богато,
А про землю стоит говорить
1. Хур кайӑксем инҫе вӗҫсен те…
1
Пуйӑсран халь ҫеҫ аннӑ Павел самантлӑха вырӑнтах хытса тӑчӗ. Унӑн куҫӗ умне мӗн ачаран палланӑ сӑнсем тухрӗҫ. Илемлӗ те тӑпӑл-тӑпӑл вокзал ҫуртне ӗлӗкхиллех сарӑ сӑрпа сӑрланӑ, алӑкӗсем хӑмӑр. Ҫӳле, балкон чӳречи айне, станцӑ ятне вырӑсла тата чӑвашла ҫырса ҫапнӑ. Мускава ҫитесси миҫе ҫухрӑм юлнине кӑтартнӑ. Балкон чӳречин пӗр куҫӗ ҫӗмрӗк, унтан акӑ икӗ кӑвакарчӑн вӗҫсе тухса кайрӗ. Вокзала кӗрес тесен вӗтӗрех те илемлӗ картлашкапа хӑпармалла. Картлашка ик енӗпе — шӗтӗрнек карта. Карта урлӑ вӗрене турачӗсем усӑнса аннӑ.
Ас тӑвать Павел, паянхи пекех ас тӑвать: Гальӑна института вӗренме ӑсатнӑ чухне вӗсем вӗрене айӗнче тӑчӗҫ. Вӗрени вара сарӑлса кайнӑ, ҫӑка пуснипе йӑлтах перрон еннелле тайӑлнӑ.
Ҫапла, малтанхи хут ӑсатнӑ чухне ҫумӑр ҫӑватчӗ, унран пытанса, Павелпа Галя ҫак турат айне кӗрсе тӑчӗҫ. Самаях вӑрӑм та ҫӑра ҫулҫӑсем тумламсене тытса чараймастчӗҫ пулин те, кунта ҫумӑр ҫуни питех сисӗнместчӗ, сайра тумламсем ҫеҫ патлататчӗҫ.
Ара, ҫамрӑк пулнӑ, ҫынсем курасран та вӑтаннӑ, кунта вара хӗре ыталаса чуп тума та пулать. Гальӑна ӑсатнӑ чух темшӗн-ҫке яланах ҫумӑр ҫӑватчӗ, киле таврӑннӑ чух яланах пылчӑка ҫӑрса утма тиветчӗ. Пулман телее тиек параймӗ тенешкел, пӳрмен шӑпан ҫулӗ те юплӗ пулчӗ пуль. Ӑсататчӗ-ха Павел, пур-ҫук вӑхӑта тивӗҫтеркелесе кашнинчех станцӑна килетчӗ… Юлашкинчен хӑйне ӑсатрӗҫ.
Кӗркуннеччӗ ун чухне, анчах ҫанталӑк ҫуллахи евӗрлех ӑшӑ тӑратчӗ. Пуйӑса кӗтсе каҫ та пулнӑччӗ ӗнтӗ, унта-кунта салтак ачисем юрӑ юрлакалатчӗҫ.
Павелпа Галя каллех вӗрене айне кӗрсе тӑма хӑтланнӑччӗ. Анчах йывӑҫ пӗр ҫултах тата ӳссе кайнӑ, тураттисем тата аяларах усӑннӑччӗ. Кам пӗлет, ҫав хушӑра каччӑ хӑй те ӳснӗ пуль? Вун тӑххӑрта-ҫке. Пӗр вӑхӑт ӗнсине пӗксе тӑнӑ Павел хӗре ҫапла каланӑччӗ:
— Куратӑн-и, пире туратсем те вӑтанма хушмаҫҫӗ. Пире вӗсем пытарасшӑн мар, ҫынсем умне кӑларасшӑн.
— Уссе кайрӑн та шалча пек… — тенӗччӗ хӗр ҫурма шӳтлерех, ҫурма ӳкӗнерех. Хӑй ҫапах та чи малтан тухнӑччӗ, унтан никамран вӑтанмасӑрах, ӑсатма пынӑ ял-йышсем умӗнчех, хулран хул тытӑнса перрон тӑрӑх утса кайнӑччӗ. Пуйӑс ҫитнине те сисменччӗ вӗсем, кӗҫ-вӗҫ тапранса каясси ҫинчен пӗлтерсе пӑравус кӑшкӑртни хыпалантарса ӳкерчӗ. Тӑварлӑччӗ Гальӑн тутисем. Кайран, вакуна кӗрсен ҫеҫ, ҫав тутасен тӑварӗ хӗр куҫҫулӗ пулнине ӑнланчӗ.
— Кӗтетӗп сана, Павел, — тенӗччӗ хӗр.
— Хӑҫанччен?
— Хӑв мана маниччен…
…Тепловоз кӑшкӑртни Павела шартах сиктерчӗ, анчах вӑл вырӑнтан тапранмарӗ-ха. Иртнӗ ултӑ ҫул хушшинче вӗрене турачӗсем сарӑлса кайнӑ, татах та усӑнса аннӑ, халь вӗсен айне вун виҫӗ-вун тӑватӑ ҫулхи ача ҫеҫ кӗрсе тӑмалла… Мӗн тӑвӑн: вӑхӑт та, пурнӑҫ та пӗр вырӑнта тӑмасть. Унтанпа ултӑ хутчен Ҫавал пӑрпа витӗнсе пӑртан тасалнӑ; ултӑ хут ҫӗмӗртлӗх ҫеҫкене ларнӑ.
Павела илсе ҫитӗрнӗ пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ. Сасартӑк хӑлхара ултӑ ҫул каялла каланӑ сӑмахсем янраса кайрӗҫ:
— Кӗтетӗп сана, Павел…
— Хӑҫанччен?
— Хӑв мана маниччен, — илтӗнчӗ пек катари хӗр сасси.
— Кӗтрӗн… Урӑх каччӑ тупиччен, — терӗ Павел, чӑматанӗсене ҫӗклесе. Ӑна кӗтсе илнӗн, ӑна ал панӑн вӗренен пӗчӗк турачӗсем хускалчӗҫ. Утма пуҫланӑскер, чаранса тӑрсах тепӗр хут пӑхрӗ: самаях пӗр пысӑк туратне такамӑн чунсӑр алли хуҫнӑ. Хуҫӑк вырӑн пӗвер чирӗпе пурӑнакан ҫын сӑн-пичӗ пек сарӑхнӑ, ун вӑрринчен турат хӑвӑлӗ темӗнле тӑлӑх та мӗскӗн куҫпа пӑхнӑн туйӑнӑть.
— Хуҫӑк турата сыпаймӑн, арканнӑ юратӑва чӑмӑртаймӑн, — аса килчӗҫ халӑх сӑмахӗсем. Ытла та ир-ха. Хӗвел халь ҫеҫ тухма хатӗрленет. Тен, тухнӑ таши, унӑн шевлисем тӳпене йӑлтах ҫутатса янӑ, хӑй ҫеҫ ҫуртсем хыҫӗпе курӑнмасть.
Хурала пуҫланӑ ҫулпа вокзалран иртсе пӗр ик ҫӗр утӑм кайсанах Павел алли ывӑннине туйрӗ. Мӗн калӑн: чӑматанӗсем пысӑк. Ахаль мар ӗнтӗ юлташӗсем: кунта икӗ хӗр ачана хупса илсе кайма пулать, тесе кулатчӗҫ. Питех те аван ӑсатрӗҫ ӑна: чӑматанӗсене юлташӗсемех вакуна йӑтса кӗчӗҫ, багажне те юлташӗҫемех станцӑна леҫрӗҫ…
Район центрӗнче ҫӗнӗ ҫуртсем нумай ӳссе ларнӑ. Вокзал урамӗ ултӑ ҫул каялла ял урамӗнчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастчӗ. Йывӑҫ ҫуртсем, хӗлле — юр, ҫулла — тусан, ҫуркуннепе кӗркунне иртсе каяйми пылчӑкчӗ. Халь ав, икӗ енӗпех тротуар, ҫулне асфальтланӑ. Йывӑҫ ҫуртсен вырӑнне акшарпа шуратса лартнӑ икӗ-виҫӗ хутлӑ чӳл ҫуртсем ҫӗкленнӗ.
Казахстанра, пӗр уйӑх каялла ҫеҫен хир пулнӑ вырӑнта, поселок ӳссе ларнине Павел хӑй те сахал мар курнӑ. Сарлака та куҫпа виҫейми ҫӗршывшӑн пӗр Казахстан нимӗн те мар, кашни кӗтесех пӗр евӗрлӗ ӳстерсе чечеклентерме те унӑн вӑй ҫителӗклӗ.
Симӗс сӑрпа сӑрланӑ тимӗр карта ӑшӗнче ларакан ҫурт умӗнче Павел канма тесе тӑчӗ. Ҫурчӗ икӗ хутлӑ. Алӑкӗ ҫӳлте. Сухан хуппи тӗслӗ алӑк патне бетон картлашка хӑпарать. Иккӗмӗш хут чӳречисем айӗнче виҫӗ хӗрлӗ ялав. Вӗсене уяв ячӗпе ҫакнӑ пулмалла. Ҫил ҫук. Ялавсем вӗлкӗшмеҫҫӗ. Вӗсене илме маннӑ-ши? Тен, яланах ҫапла ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Ку райком ҫурчӗ мӗн. Ӑна Павел ҫырса ҫапнине вуланӑ хыҫҫӑн пӗлчӗ.
Картан шал енне йӗркен-йӗркен ҫӑка лартнӑ. Ҫӑкисем сакӑр-тӑхӑр ҫултан ытлах мар пулӗ-ха, Павел пӗвӗнчен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех. Сӗткенӗ хӑпарма тытанннпе хуппине тӗс кӗре пуҫланӑ.
Уснӗ поселок, ӳснӗ. Халь хула евӗрлех вӑл. Ултӑ ҫул хушшинче вӗҫӗмсӗр улшӑну! Елӗк парти райкомӗ темиҫе чӳречеллӗ, ҫиелтен тӑмпа шӑлса лартнӑ пӗчӗк пӳрте вырнаҫнӑччӗ. Халь ав, райком ҫурчӗ кермен пек.
Машинӑсем курӑнмарӗҫ.
— Ӑҫта васкас? Халь килте пекех ӗнтӗ. Чӑматанӗсене кӗртсе лартсан, тӳрех учета тӑма та юрать. Машинӑсем пулмасан, ялтан кам та пулин лашапа килӗ-ха, — шухӑшларӗ Павел.
Хытса лӑрнӑ алӑк шатлатса уҫӑлчӗ. Пусма картлашки ҫине хурӑн шӑпӑрӗ йӑтнӑ хӗрарӑм тухрӗ. Райком умне ирех ҫитсе тӑнӑ ҫын кӑсӑклантарчӗ пулас ӑна, шӑлма пуҫличчен каччӑ ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл.
«Инке тес — ҫилленӗ, кинеми тес — ватӑ мар», — шухӑшларӗ Павел, ӑна сӑнанӑ май. Хӗрарӑм, вӑтаннӑн, ӗҫе май хӑпарнӑ кӑвак кофтине туртса юсарӗ, пушаннӑ тутӑрне туртса ҫыхрӗ.
— Сирӗн пата чӑматансем лартма юрамӗ-ши?
— Юрамасӑр тата, — сасартӑках хуравларӗ вӑл. Унтан шелленӗн ҫапла хушса хучӗ: — Машинӑ кӗтетӗр пулӗ те.
— Ара. Ҫуккӑ-ха вӑн.
— Иртерех мар-и… Пулаҫҫӗ ак. Эсир Элӗкелле пуль?
— Ҫук, Ҫавалкаса кӑна.
— Э-э-э. Апла хамӑр районсемех. Кӗртсе ларт, ларт. Ял ячӗ хӗрарӑм кӑмӑлне йӑлтах ҫемҫетрӗ. Вӑл Павела хӑех икӗ хутлӑ алӑка уҫса пачӗ.
— Раздевалкӑна лартӑр ак. Паян эп дежурствӑра пулатӑп. Ҫухалас ҫук, ан хӑрӑр, — тесе, пӗчӗк алӑк сӑлӑпне ҫӗклерӗ.
— Ку чӑматансене пули-пулми ҫын йӑтас ҫук, — кулса ячӗ Павел. — Тавтапуҫ сире.
— Тавӗ-мӗнӗ… Чӑрмавах мар. Кунта яланах ҫын. Каччӑ самантлӑха ҫурт ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Стенисене ҫурри таран кӑвак, ҫуррине шурӑпа сӑрланӑ. Пысӑках мар фойе. Стенасем ҫумӗпе колхозсен ӑмӑртӑвне кӑтартакан стендсем. Хисеп хӑми. Кунтанах икӗ еннелле коридор каять. Чӳрече патӗнчи кӗтесре урайӗнченех хӑпаракан пысӑк тӗкӗр, чӳрече умӗнче телефон. Урайне улаллӑ-чӑлаллӑ селикат плиткисемпе сарнӑ… Павел урама тухас тесе алӑк хӑлӑпне тытрӗ.
— Тӑхтӑр-ха, — чарчӗ ӑна хӗрарӑм. — Паян парти активӗн пухӑвӗ пулать. Ҫавалкасран та килеҫҫӗ ӗнтӗ. Сире ларса кайма чухах.
— Ну? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Чӑнах, ара.
— Вӑт тавтапуҫ… Телейлӗ ҫуралнӑ иккен эпӗ.
2
Ҫӗнерен уҫнӑ столовӑйне кайса ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Павел военкомата кӗрсе учета тӑчӗ. Каярахпа вӑл Ҫавалкас енне иртекен шоссе хӗррине тухрӗ. Пушӑ машинӑсем район центрнелле килеҫҫӗ, каялла каяканнисем вара е вут, е тырӑ, е удобрени тиенӗ. Вӗсемпе каясси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Палланӑ ҫынсем те курӑнмарӗҫ.
Вӑхӑта кӗскетес тесе, Павел тухӑҫалла каякан тӗп урампа утрӗ. Халь кунта ҫӗнӗ универмаг та пур иккен. Икӗ хутлӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкартинчен пӗртте пӗчӗк те, япӑх та мар. Кӗнекесем сутакан лавкка та пуян. Нумай-мӗн кунта кирлисем. Йӑтса кайма йывӑррине пӗлсех пӗр ҫыхӑ кӗнеке туянчӗ. Кирлӗ чух кирли тупӑнмасть, пурри пӑсмасть.
Райкома каялла ҫитсе кӗнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Алӑк патӗнчи сӗтел ҫумӗнче тӑракан арҫын (вӑл райком инструкторӗ пулчӗ пулас) хӑтӑрса илчӗ:
— Комсомол организаци секретарӗсен яланах кая юлса килес йӑла. Хӑҫан йӗркене кӗрсе ҫитетӗр? Пӑсса ячӗ сире Завьялов. Зала ан кӗрӗр, ав, балкон ҫине хӑпарӑр. Ӑҫта? Ӑҫта? Хывӑнӑр малтан. Ну, халь айтӑр.
Васканипе Павел арҫыннӑн сӑн-питне те пӑхса илеймерӗ. Хирӗҫмерӗ те. Мӗнех вара, вӑл коммунист вӗт. Мӗншӗн кӗрсе итлес мар, мӗншӗн район пурнӑҫӗпе паллашас мар?
Качча инструктор иккӗмӗш хута ертсе кайрӗ. Балконра ҫынсем сахал. Пурте пекех тата ҫамрӑксем. Павел малти рете пырса ларчӗ.
Президиумри кӗрнеклӗ арҫын «Ҫавал» колхоз председателӗ Трофим Матвеевич Прыгунов сӑмах илесси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Павел хӑйсен колхоз председательне палламасть. Ялтан илкеленӗ ҫырусем тӑрӑх ҫеҫ, вӑл Марье упӑшки пулиине, яла пӗр виҫӗ ҫул каялла таврӑннине пӗлет. Марьерен шутласан, упӑшки ҫӳллӗ те яштака, пӗр вӑтӑрсенчен иртнӗ арҫын пулмалла пек.
Трофим Матвеевич, каччӑ кӗтнӗ пек залран мар, президиумран тухрӗ. Вӑтам пӳллӗ хӑй. Хытанка. Шӑртлӑ хура сухаллӑ. Васканӑ-ши, хырӑнма та ӗлкӗреймен. Сӗтел хушшине йеркипех ларнӑ ҫынсем ӑна трибунӑ умне тухма ҫул пачӗҫ.
— Юлташсем!
Ку сӑмаха вӑл утнӑ чухнех, трибунӑ патне ҫитиччен каларӗ. Сасси унӑн ҫинҫе, хӗрарӑмӑнни евӗрлӗрех. Ҫапах янравлӑ. Микрофон ҫук пулин те, чи катара ларакансене те аван илтӗнет.
Юлташсем!
Зал шӑпах.
— Пирӗн тӑван правительствӑпа юратнӑ парти ҫак юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхне аталантарас тесе мӗн-мӗн кӑна тумарӗҫ пулӗ. Василий Иванович ун ҫинчен паха каларӗ. Мӗне тӑрать декабрьти Пленум! Маттур пирӗн парти. Курать колхоз нушине, пулӑшать. Пӗр сӑмахпа каласан, пире ал ҫинче йӑтса ҫӳременни ҫеҫ. Ӗҫлеме нумай ҫӑмӑлланчӗ. «Ҫавал» колхоз вуншар ҫул хушши юлса пынине районта мар, республикӑра та пӗлменни пулман пуль. Халь вал ҫӑпата сырнӑ колхоз мар, атӑ тӑхӑннӑ. Халлӗхе кирзӑ ҫеҫ, ҫапах атӑ. Ан васкӑр, хромне те тӑхӑнӑпӑр. Унӑн паянхи шайне хӑш-пӗр ҫирӗп хуҫалӑхсем те ӑмсанма пултараҫҫӗ. Василий Иванович та ырӑпа асӑнчӗ. Парти пирӗнтен тӑван рабочи класа ытларах аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта пама ыйтать. Эпир паратпӑр. Хамӑр сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне пӗлтӗр утмӑл центнер аш панӑ, ҫӗр хӗрӗх центнер сӗт…
— Ашне сутӑн илсе-и? — мӑкӑртатать Павел ҫумӗнче ларакан ҫамрӑк. — Ют ҫын аллипе кӑвар туртса ыр ят илме ҫӑмӑл… Эс хӑв вӑюпа мекӗрленсе пӑх.
Павел ҫамрӑк енне ҫаврӑнса та пӑхмасть, вӑл председатель сӑмах майӑн аллине сулланине тата унӑн куҫӗсем ялкӑшнине ҫеҫ курать. Трофим Матвеевич мухтанарах калаҫать пулин те, ҫынсене хӑй тыткӑнне илет.
— Пӗр сӑмахпа, ҫапах та эпир хуллен шӑватпӑр. Пирӗн ӗмӗр — спутниксен ӗмӗрӗ, пирӑн ракетӑ хӑвӑртлӑхӗ пулмалла. Анчах районти колхозсен ҫуррийӗ юлса пырать. Ҫурри пуян, ҫурри чухӑн. Эпир пуянсемпе чухӑнсене хӗрӗх виҫӗ ҫул каялла пӗтернӗ тетпӗр пулсан, чухӑн колхозсене хӑҫан пӗтерӗпӗр? Час мар, тупата час мар. Пӗри, ав, хӑйсен колхозӗнчен совхоз тӑвасса кӗтет. Ӗҫ тухмӗ! Патшалӑх пулӑшсан ула курак та хура пулать. Тепри ӗҫке ерсе лайӑх хуҫалӑхах юхӑнтарса янӑ. Колхоза юхӑнтарнӑшӑн никам та тӗрмене лартмасть, ҫавӑнпа ялта йытӑ пӑтратманӗ те председатель. Юлса пынин сӑлтавӗ кунта ҫеҫ мар. Хӑш-пӗр чухне ӑҫта ярса пусмастӑн — шӑтӑка сикетӗн. Шӑтӑкне кам алтнӑ? Хамӑр районти организацисемех. Чи малтанах маншӑн ҫывӑх райсоюзран пуҫлар. Пирӗн колхозӑн паянхи куна тӑхӑр вунӑ стан урапа. Тепӗр уйӑх ҫурӑран вӗсене кӳлсе тухмалла. Тӑхӑр вунӑ стан вӑл — куса тӑрансем ҫине куҫарсан виҫ ҫӗр утмӑл пулать. Пӗрне те шин туртман. Колхозӑн пӗр татӑк та тӑрӑх тимӗр ҫук пулсан, мӗнпе туртатӑн? Хурама хуппипе е пушӑтпа шинлама ҫук вӗт. Виҫӗ ҫул пире Герасимов кӗҫех пулать, тесе шантарать. Шантарнипе шӑналӑк мар, михӗ те ҫӗлеймӗн. Ку ҫеҫ-и? Ҫичӗ автомашинӑран иккӗшӗ ҫӑпатисем ҫӗтӗлсе пӗтнипе усӑсӑр лараҫҫӗ. Арӑм туфлинчен скат тӑваймастӑн. Шухӑшлатӑн та тӗлӗнетӗн: районти организацисен автомашинӑсен скачӗсем вӗрҫӗнӗ, вӗсене планпа параҫҫӗ. Пире? Колхозсем вара ама ҫури ачисем пек ҫеҫ пулса юлаҫҫӗ. Эпир те катӑк мар, эпир те социализм тунӑ, халӗ коммунизм тума пуҫӑнтӑмӑр. Сӗт-ҫу, аш-пӑш тесен, инспекци техничкинчен пуҫласа райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ таранах ыйтаҫҫӗ: пар та пар. Герасимовран урапа тӗнӗлӗ сӗрме мазут икӗ уйӑх ыйтатӑп. Автолпа сӗр, тет. Тупӑннӑ аристократ. Тен, сысна ҫӑвӗпе сӗрес? Тен, пылпа сӗрес?
Залра кулнисем илтӗнеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри ал ҫупать.
— Маттур! — шухӑшлать Павел, хӗрсе кайнӑ председатель ҫинчен куҫне илмесӗр.
— Купӑста пирки. Икӗ ҫул халь пирӗн колхоз купӑста лартать. Мӗн тума лартатпӑр — хамӑр та пӗлместпӗр. Пӗр сӑмахпа, ӗнесене ҫитерме ҫеҫ. Районтан пире план параҫҫӗ, ӑна ҫурӑл та пурнӑҫла. Купӑстине йышӑнма Герасимовӑн склад та ҫук. Поселок халӑхӗ валли йӳҫӗтнӗ купӑста Болгарирен турттарса килни намӑс. Намӑс, юлташсем… Хамӑрӑн ҫӗр, хамӑрӑн ал ҫуккӑ пек. Персе пӑрахмалла ҫавнашкал сутӑҫсене. Е тата ак колхозсем ҫурт-йӗр нумай тӑваҫҫӗ. Мӗнпе витетӗн? Улӑмпа-и? Дикарствӑ, варварствӑ вӑл улӑмпа витни, Ӑҫта шифер? Хӗҫ тимӗр ӑҫта? Ӑҫтине те пӗлетпӗр… Ӗҫкӗлле ярӑнтаратӑн, Герасимов юлташ.
— Тӗрӗс! — кӑшкӑрать пӗри.
— Факт! Фактпа кӑтарт! — янӑрать тепӗр сас залран. Анчах сӑмах калаҫаканӗ ӑна итлемест те.
— Сире суту-илӳ тума мар, юр тасатма ҫеҫ шанмалла. Патшалӑх укҫине ахалех илетӗр. Эсир те, Василий Иванович, ун пирки мерӑсем йышӑнмастӑр. Ҫӗрӗк ҫӗка ҫӗр ҫул ларать, теҫҫе те, Герасимов пеккисем калармасан, хӑйсен ирӗкӗпех тухса каймӗҫ.
— Факт! — кӑшкӑрать тахӑшӗ аялтан каллех.
— Факт тетӗр? Купилех мейӗр. Ҫу заводнех илер-ха. Вӑрӑсем кунта. Ҫу процентне чакарса кӑтартаҫҫӗ. Пӗррехинче инспекци зоотехникне илсе кайрӑм. Тӗрӗслерӗ. Лайӑхах. Тӗрӗсех, пӗр сӑмахпа. Кушак хӑҫан хӑйма ҫимеллине пӗлет. Ӑна часах тытаймастӑн. Пирӗн колхозра Анна Андреева дояркӑ пур. Ҫу заводӗнче вӑл хӑй тӗллӗн техникумра вӗреннине пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ сӗт леҫме ӑна яма тытӑнтӑм. Мӗн тетӗр эсир? Иккӗмӗш куннех Изергин текен маҫтӑра ҫаклатрӗ. Мӗнле улталать тетӗр? Сепаратор чашӑкӗсем хушшине кӗпе тӳммисем кӗртсе хурать те, хӑйма ҫурри ытла обрат ҫине тухать. Вӑл ӑна обрат тесе килне йӑтса каять е тепӗр хут сепаратор витӗр ярать. Мӗншӗн халь те Изергин унтах? Мӗншӗн халь те ӑна суда памастӑр? Унӑн тахҫанах тӗрме кирпӗчне шутламалла, эсир качакана купӑста пахчинчех усратӑр, — ҫаврӑнать Трофим Матвеевич президиум сӗтелӗ еннелле.
— Тӗрӗс! — кӑшкӑраҫҫӗ залран.
— Промкомбинат пирки калаҫса чӗлхе апат тутине те пӗлми пулчӗ ӗнтӗ, — тӑсать вӑл малалла. — Ҫунашка комбинат тунӑ ҫунаран ҫирӗпрех. Пӗр уйӑх ӗҫлесен тупанӗ шӑтать, ҫур кубометр вут тиесен хурамисем татӑлса каяҫҫӗ. Хӑҫанччен кӑна тӳсмелле? Василий Иванович! — сасартӑк каллех президиум енне ҫаврӑнать вӑл, — калӑр-ха, пирӗн ҫӗршыв Финляндипе е Швеципе суту-илӳ тӑвать вӗт. Тен, район валли лайӑх ҫунасем ярса пама Хельсинкине ҫырас?
Залра кулаҫҫӗ, президиумрисем те хускалса илеҫҫӗ.
— Ку тӗрӗс, — мӑкӑртатать Павел ҫумӗнчи ҫамрӑк каллех.
— Комбинат тӑвакан кирпӗч пирки калаҫмасӑр каллех чӑтма ҫук. Кирпӗч мар вӑл, юлташсем, тӑм купи. Саман вӗсен кирпӗчӗнчен ҫирӗпрех. Мӗн туса ларать унта директор? Тахҫанах улӑштармалла ӑна. Рабочи клас маркине ҫӗртет. Ҫакнашкал пысӑк пухусенче итлетӗн те ӑна, кашнинчех пахалӑха хӑпартма сӑмах парать, кашни виҫӗ сӑмах хыҫҫӑнах коммунизма асӑнать. Коммунизм вӑл санӑн савнийӳ мар, ӑна ӗҫпе асӑнмалла. Комбинат кирпечӗсемпе капитализм ҫуртне ҫеҫ тумалла, хӑвӑртрах ишӗлсе антӑр. Ҫурта ҫутса ҫурт лартаймӑн тенешкел, чӗлхепе пакӑлтатинпе кирпӗчрен вут чулӗ пулмасть.
Павела хӑйсен колхоз председателӗн калаҫни килӗшет ҫеҫ мар, вӑл хӑй ӑшӗнче унпа мухтанма пуҫлать. Трофим Матвеевич ҫитменлӗхсене тӳсме пултарайман, никамран та хӑраса тӑман, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан этем пек туйӑнать. Унашкаллисемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл.
— Эп вӗҫлетӗп, — сассине вӑйсӑрлатать оратор. — Колхоз ҫуракине вӑхӑтра ирттерӗ тесе шантаратӑп.
Зал ал ҫупать.
— Вӑйлӑ калаҫать, — персе ярать Павел.
— Ку мӗн вӑл? Пӗр-икӗ ҫул каялла ӑна тӑвӑллӑн ал ҫупсах ӑсататчӗҫ. Ашӑхланчӗ Прыгунов, — калаҫӑва хутшӑнать Павел ҫумӗнчи сарӑ ҫӳҫне ҫамки ҫине ачалла туранӑ ҫамрӑк.
— Ма ӑшӑхланчӗ?
— Хӑйӗн те ҫылӑхсем пур.
Анчах мӗнле ҫылӑхсем пуррине шарламарӗ. Председатель ӗҫӗ ҫӑмӑлах мар, ӑна Павел пӗлет. Кашни ҫитменлӗхшӗнех вӑл ответлӑ. Ӗлӗкех шӳтлесе ҫапла калаҫатчӗҫ: партире тӑракан председательсем ытти ӗҫченсемпе танлаштарсан, выговор илес енӗпе пӗрремӗш вырӑн пышӑнаҫҫӗ имӗш. Суту-илӳре ӗҫлекенсем те вӗсене ҫитеймеҫҫӗ-мӗн.
Трофим Матвеевич хыҫҫӑн критиклесе калаҫакансем пулмарӗҫ те. Ытларахӑшӗсем хӑйсен колхозӗсем ҫуракине мӗнле хатӗрленни ҫинчен каласа параҫҫӗ, сӗт суса илесси чаксах пыни пирки пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ. Павела ыттисен калаҫӑвӗ кӑсӑклантармарӗ, ытларах вӑл президиумра ларакансене тата пуху ирттерекен зала сӑнарӗ.
Сценӑ ҫинче, стенасен икӗ енӗпе Маркспа Ленинӑн мрамор бюсчӗсем лараҫҫӗ. Ҫӳле ҫакнӑ пысӑк лозунг выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессипе ҫывӑх ҫулсенчех Америкӑна хуса ҫитсе иртсе кайма чӗнет. Маччаран виҫӗ люстрӑ усӑнса тӑрать, варринчи самаях пысӑк. Ҫӳлти чӳречесенчен кӗрекен хӗвел ҫути вӗсен кӗленче яраписемпе вылять.
Президиумӑн симӗс пуставпа витнӗ вӑрӑм сӗтелӗ варринче пуху председателӗ ларать. Вӑл кама сӑмах панине пӗлтерет, оратора тимлесех итлет, ӑна пӳлмест. Хӑй ҫавракарах пит-куҫлӑ, янаххи пӑч путӑк. Сӑнран пӑхсан пӗр хӗрӗх ҫулсене ҫывхарать темелле. Кам пӗлет, тен, унран та каярах, тӑлпӑнрах ҫынсем ахаль ҫулланнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ҫамки тӑрӑх ҫулсен сӳри виҫӗ шӑлӗпе тарӑн йӗр туса хӑварнӑ. Вӗсӗм калаҫакан ҫине ӳпӗнерех выртса, куҫ айӗн пӑхнӑ чух катаранах палӑраҫҫӗ. Тата куҫӗсем… Вӗсем ытла та сенкер.
Акӑ, председатель ҫӗкленчӗ те яланхи пек лӑпкӑ сассипе пӗлтерчӗ: — «Ҫавал» колхоз механизаторӗ Владимир Баранов сӑмах илет.
«Володя!» — кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ Павел, ӑна шыраса.
Питех те кӗтмен ҫӗртен пулчӗ ку. Хӑй ӑҫта-ха тата? Аялта-мӗн. Ав, трибунӑ умӗнче Володьӑн палланӑ кӗлетки курӑнса каять. Йӑрӑмлӑ хура костюм, шурӑкӗпе тӑхӑннӑ вӑл. Брюки вӗҫне ҫӑмат кунчи ӑшне чикнӗ. Хӑй вара пуҫ тӑррине шыв тултарнӑ тулли стакан лартнӑ евӗр утать.
— Юлташсем! — пуҫлать вӑл ораторсен калӑпӗнчен хӑтӑлаймасӑр. — Эп хам тухса калаҫма ҫырӑнманччӗ…
— Эсир, Баранов юлташ, хӑвӑр пӗр-пӗччен ҫӗр гектар ҫинче кукурузӑ ӳстерни ҫинчен каласа парӑр, — ҫӗкленет пухӑва ертсе пыраканӗ, ӑна пулӑшасшӑн пулса.
— Юлташсем!
Ку сӑмах хыҫҫӑн каччӑн сасси ҫирӗпленет, Павел та халь уншӑн сахалтарах хумханать: ӗлӗкхи хастарлӑхне ҫухатман пулсан, аптрасах тӑракан ача марччӗ-ха.
— Пире парти активӗн пухӑвне чӗннӗшӗн малтанах эп райкома тав тӑвасшӑн. Апла пулсан, пире шанаҫҫӗ, пире коммунистсем хӑйсен вырӑнне юлаканӗсем тесе шутлаҫҫӗ. Атту ку таранччен кунашкал пысӑк та ятлӑ пухӑва комсомол организаци секретарӗсене пӗрре те чӗнменччӗ. Тавтапуҫ сире, Василий Иванович, тавтапуҫ сире, пиччемӗрсемпе аттемӗрсем. Ҫак шанӑҫа ӗҫпе тӳрре кӑларӑпӑр. Пирӗн Трофим Матвеевич тухса калаҫрӗ. Манӑн ытлашши мӗн калас? Пур ҫын пурпа мухтанать, ҫукки ҫукшӑн кулянать. Пирӗн, ҫамрӑксен, ҫукки ытларах. Пӗр виҫӗ кун каялла эл ВЛКСМ райкомӗнчен хут илтӗм. Унта пирӗн комсомол организацин ҫак ҫулта ҫирӗм пилӗк пин ҫӑмарта сутмалли ҫинчен пӗлтернӗ. Ку заданипе эп виҫҫӗмӗш ҫул тертленетӗп. Так. Пӗлтӗр вун сакӑр пинччӗ, кӑҫал тата ҫичӗ пин хӑпартнӑ. Эп нимӗн те ӑнланмастӑп: партипе правительствӑ колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтараҫҫӗ те, ку хут каллех памалла тӑвать. Эп, мӗн, хирӗҫ мар, кирлӗ пулать, ӗненетӗп. Анатӑп та трактор ҫинчен, тачкӑ ҫине карҫинкка лартса, ял тӑрӑх ҫӑмарта пухма тухса утатӑп. Тӑрпанкӑ теме пуҫларӗҫ. Шутлӑр-ха, шӳт-им унта кашни комсомолецран ик ҫӗр ҫӑмарта пухма? Хӑшӗ-пӗрин килӗнче пӗтӗмпе те икӗ-виҫӗ чӑх кӑна, теприсен пачах та ҫук. Иртнӗ кӗркунне халер килчӗ те, чӑххисене ҫеҫ мар, автанӗсене те хӑвармарӗ. Ӑҫтан тупса паратӑн халь ҫӑмарта? Комсомол райкомӗ хӗсет, вӑл халер-мӗнне пӑхсах тӑмасть. Вара пасара кайса теҫеткине пӗр-ик тенкӗ парса ил те патшалӑха закуп хакӗпе сут. Так. Мӗн туни пулать ку? Ман шутпа ку, Василий Иванович, партие улталани пулать.
— Тӗрӗс! — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ залран.
— Тӗрӗс! — терӗ Павел ҫумӗнчи ҫамрӑк та.
— Кунта райкомӑн пӗрремӗш секретарьне ытла хисеплеҫҫӗ, — шухӑшларӗ Павел.
— Иртнӗ вырсарникун район центрне килмелле пулчӗ. Пасара тухрӑм та, пирӗн ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Александр Петрович Завьялов тӑра парать. Аллинче карҫинкка. Ҫӑмарта илет. Туя хатӗрленет-и-ха ку тесе шухӑшлатӑп малтанах.
— Ну-ка, Володя, — тет мана, — тыт карҫинккана. Ме, — тет, — сана укҫа, ил те ҫӗр ҫӑмарта, заготкантур лавкки патне тух.
Так. Эп вуннӑмӗш теҫетке илмӗ ҫеҫ хатӗрлентӗм, мана хулран милиционер яп! ҫеҫ ҫулса тытрӗ. Аха, тет, усламҫӑ, тинех ҫаклантӑн-и? Ҫӳҫ вирелле тӑрса кайрӗ. Вӑл мана акт ҫырма милицине сӗтӗрет, пасар халӑхӗ ман тавра кӗпӗрленнӗ. Пӗр путсӗр хӗрарӑмӗ тата питрен лачлаттарса сурчӗ. Намӑс, тет, сана ҫакнашкал кӗлеткепе услам туса пурӑнма. Колхоза ямалла сана, унта тӑна кӗртеҫҫӗ, тет. Тупӑннӑ кӗртекен. Ӑна хӑйне, поселок мещенне, колхоза ямалла. Вӑл пур, милицие таса ҫын ҫине вӗскӗртсе тӑрать. Милиципе судьяна ӑна мӗн? Факт кирлӗ. Факт пур. Юрать Александр Петрович ҫитрӗ. Вара хашах! сывласа ятӑм. — Каҫарӑр, — чыс ларать мана милиционер. Усламҫӑ ятне илтсен, сан ҫине ҫынсем сурсан, хӑть каҫар унта, хӑть ан каҫар. Хир урли курӑнать те, сӑмса айӗнчи курӑнмасть. Тытасчӗ сирӗн чӑн-чӑн усламҫӑсене. Так, кайса леҫрӗмӗр ҫӑмартасене. Мана Александр Петрович закупшӑн панӑ квитанцие силлесе кӑтартать: — Куртӑн-и? — тет. — Так, точнӑ, куртам, — хурарлатӑп ӑна. — Ыттисемшӗн пример. Манран районта пӗр комсомолец та тӑрса ан юлтӑр. Эп, тет, ҫӗр процентлӑ пролетариат, ҫавах патшалӑха усӑ кӳретӗп. — Ҫӑмарти кам валли каять? — ыйтатӑп эп. — Рабочи клас валли, пролетариат валли, — хуравлать вӑл. — Апла пулсан, Александр Петрович ахалех шар курать…
Павел президиумра ларакан Трофим Матвеевич Володя ҫине ҫиллексе пӑхнине асӑрхать. Колхоз председателӗ кӗлеткипех трибунӑ енне ҫаврӑнса ларнӑ, хытанка аллипе хура сухаллӑ янахне хыпалать. Пухӑва ертсе пыраканӗ ҫеҫ ҫаплах хӑй лӑпкӑлӑхне ҫухатмарӗ, тимлесех итлерӗ. Акӑ, колхоз председателӗ унӑн хӑлхи патнех пырса темскер пӑшӑлтатрӗ. Вара вӑл та чӑтаймарӗ курӑнать:
— Эсир, Баранов юлташ, кукуруза ҫинчен каласа парӑр.
— Калатӑп, Василий Иванович, калатӑп, — тӑсрӗ малалла Володя… — Вӑл пирӗн хӑна мар, яланлӑх килнӗ культурӑ. Ун валли колхоз чи лайӑх ҫӗр уйӑрать, пӗтӗм тислӗкӗн ҫуррине унта тӑкать. Акӑ ӑҫта вӑл манӑн ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗ. Эп мӗн… Лайӑх тӑваткалсем туса акса хӑваратӑп, ҫум курӑкӗ шӑтиччен культиваци тума пуҫлатӑп.. Илтрӗр-и? Ҫум курӑкӗ шӑтиччен… Вара пӗр метр ытларах ӳсичченех кӑпкалататӑп. Вӑт сана гектартан сакӑр ҫӗр центнер силос масси те. Кукурузне тума вӗрентӗмӗр ӑна. Так. Ытти тырӑсем ҫинчен мантӑмӑр, ыттисем ама ҫури ачисем пулса юлчӗҫ. Ҫавӑнпа колхозниксенчен тепӗр хут ҫӑмарта пухма тапратрӑмӑр…
Павела Володя сӑмахӗсем килӗшсех каймарӗҫ. «Ҫакнашкал пысӑк аудиторинчи ятлӑ ҫынсем умӗнче ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӑтланать» — шухӑшларӗ вӑл.
— Хӑҫан эс, Баранов, ачалла хӑтланма пӑрахатӑн? Санран хӑвӑн опыту ҫинчен каласа пама ыйтаҫҫӗ, эс пур, пӗр сӑмахпа, чӑх хыпалакай карчӑкла, ҫӑмарта ҫинчен лӗпӗртететӗн, — сасартӑк сиксе тарсах пӳлет ӑна Трофим Матвеевич.
— Опыт ҫинчен хаҫатра та ҫырнӑ. Вулаччӑр. Халь хутла пӗлмен ҫын ҫук, — терӗ те лешӗ, трибунӑ ҫинчен айса кайрӗ.
Володя сассинче Павел час-часах ырланипе тата мухтанипе мӑй кӑмӑлланса кайна юнтаракан ҫын шӑнӑрне тӳйса илчӗ. Тен, йӑнашрӗ вӑл? Унашкал пулма пултараймасть. Ҫапла, курманни ултӑ ҫул. Кам пӗлет, мухтав ҫынна хӑш-пӗр чух пӑсать. Трофим Мӑтвеевичӑн юратнӑ тракторисчӗ пулӗ-ха. Унсӑрӑн епле ҫакӑн чухлӗ ҫын ҫинче колхоз председательне ҫапла хуравлатӑр?
Зал сасартак шӑпланчӗ. Халӑх ҫинче сайра пулать унашкалли. Пине ҫитрӗ, теҫҫӗ ӑна халӑхра. Ҫав шӑплӑха каллех пуху пуҫлӑхӗн сасси ҫурса ячӗ:
— Тӑхтав, — терӗ вӑл.
Павел аялти хута чупса анчӗ. Вӑл Володьӑна шырарӗ, анчах лешӗ утӑ купи ҫине пӑрахнӑ йӗппе пӗрех ҫухалнӑ.
Ҫумранах «Ҫавал» колхоз шоферӗ Виссарион Маркович иртсе кайрӗ. Павел ӑна кукшинченех пӗлчӗ. Темшӗн ҫав самантра пуҫа ваттисен сӑмахӗ пырса кӗче: «Ыр ут — хушка, ыр ҫын — кукша». Парторг таҫта васкать, тӑхтамасӑрах тулалла тухрӗ. Зал алӑкӗ патӗнчех Трофим Матвеевич хӗрсех темӗнле арҫынпа калаҫать. Кӑшт-кашт илтӗнекен сӑмахсем тӑрӑх тепри райсоюз председателӗ пулма кирлӗ.
Ҫынсемпе сӗртӗне-сӗртӗне иртсе, Павел ВЛКСМ райкомӗ вырнаҫнӑ коридора тухрӗ. Алӑк уҫӑлса кайрӗ, унӑн умнех хӗрелсе кайнӑ комсорг сиксе тухрӗ.
— Володя!
Каччӑ самантлӑха хытса тӑчӗ, унтан, палласа илсе, вӗҫсе каяс кайӑкла аллисене сарчӗ, Павела ыталаса илчӗ.
— Калатӑп, балконра темӗнле палланӑ ҫын ларать, тесе.
Тӗл пулсан яланах ҫапла-ши вӑл? Калас темелли нумай, анчах чӗлхе вӗҫне нимӗн те килмест. Ыйтса пӗлмелли те пур, темӗн чухлех, анчах мӗнрен пуҫламалла? Юлашки ӑсатӑва-и? Юлашки ҫырӑва аса илмелле-и? Пӑхатӑн вара пӗр-пӗрин ҫине урӑх нихӑҫан та курас ҫукла.
— Эс апла килте те пулман? — ыйтать Володя.
— Ҫитеймерӗм-ха. Сан сӑмахна итлесе савӑнтӑм.
— Эс кулассипех халь, — тӗксӗмленчӗ каччӑ. — Каллех ак бюрона чӗнеҫҫӗ. Сана чапа кӑларатпӑр, эс хӑв ӳркеҫ вӑкӑрла хӑвна хура ҫӗр сапса хурататӑн, теҫҫӗ. Каллех Александр Петрович Завьялов ятларӗ. Пур комсоргпа та санпа ӗҫленӗ чухлӗ ӗҫлесен, тата ҫулталӑкран нервӑсем хавшанипе вилетӗп, тет. Мана ВЛКСМ Тӗп комитечӗ ахалех ылтӑн сехетпе наградӑланӑ имӗш. Хам ыйтса илнӗ пек тӗксе илеҫҫӗ. Эп мухтавсӑр та, наградӑсӑр та пурӑнатӑп… Икӗ алла ӗҫ пултӑр, — татса хучӗ Володя.
— Эс машинӑпа-и?
Лашапа. Трофим Матвеевич ҫын лӑках тиесе килчӗ.
Апла чӑматансене леҫсе паратӑн.
Конешнӑ. Калаҫмаллӑх ҫук. Ӑҫта вӗсӗм?
— Кунтах.
— Питех васкатӑн-и?
— Мӗнле калас… Атте те, анне те кӗтмест, ҫавах тӑван ял чӗререн тухмасть.
— Так… Апла кайрӑмӑр.
— Пуху пӗтмесӗрех-и? — Райком кондуитне ҫакланатӑн ак.
— Тупрӑн хӑрамалли… Ҫӗнтерӳҫӗсене район каҫарать. Трофим Матвеевич ак яла ҫитсенех сӑмсаран тикӗт сӗрет. Вӑл каҫармасть, — терӗ Володя.
Ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе вӗсем урама тухрӗҫ.
3
Юр хӗллехи пек шурӑ мар ӗнтӗ: талккӑшӗпех тӗссӗрленнӗ. Вӑл складра выртакан тӑвара аса илтерет. Ҫапах та тӗллӗн-тӗллӗн хӗвел ҫутинче пин-пин пӗрчӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗм талккӑшӗпех шӑрҫа сапса тухнӑ тейӗн…
— Шоссепе кайсан, лашуна кашни икӗ минутранах пӑрса пыр. Машинӑсем сывлама памаҫҫӗ. Ку тихапа пӗтес пулать. Кӑҫал ҫеҫ кӳлме вӗрентнӗ. Куртӑн-и, тухнӑранпах чупать, — каллех сӑмах ваклама пуҫларӗ пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр пынӑ Володя. — Ни тилхепе хытарнине, ни пушатнине туймасть.
Чӑматансене тата кӗнеке ҫыххине ҫуна умне хучӗҫ. Хӑйсем юнашар, чӑматансем ҫумне вырнаҫрӗҫ.
Район центрӗнчен тухсанах ҫул вӑрмана кӗрет. Ҫавалкассем лашапа тата ҫуран кунтан ҫӳреҫҫӗ: тӳрӗрех, сивӗре те ӑшӑрах. Вӑрман ҫыншӑн ҫур тӑлӑп. Тӗп ҫулне тракторсем алтӑкласа пӗтернӗ. Унтан лашапа иртме хӗн: яла ҫитиччен сиктернипе варсӑр пулатӑн. Ҫавӑнпах пуль ҫуна ҫулне тата вӑрман ӑшнерех хывнӑ. Ҫулӗ тӑвӑр, ӳречесем час-часах ҫапӑннипе е сӗртӗннипе йывӑҫ хупхисене сӗве-сӗве пӑрахнӑ.
— Лар, мӗн чӗркуҫҫи ҫинче пыратӑн, — сенчӗ Володя. — Ан хӑра, ыраш улӑмӗ вараламасть. Вараласан та, ҫитсенех тасататпӑр.
— Капла лӑйахрах. Ак, вӑрмана пӑхса пыратӑп. Сайралсах юлнӑ. Ҫак вырӑнта, ас тӑватӑн-и, епле яштака хырсем ларатчӗҫ, — аса илчӗ Павел.
— Вӑрманпромхоз… Ахаль пӑчкӑпа татмаҫҫӗ вӗт халь. Пӑхатӑн та: икӗ кун хушшинче квартал ҫук та. Касса турттарса пӗтернӗ. Ҫапла халь… Эй, — аллипе сулчӗ Володя, калас шухӑшне татса — Вӑрману-масару, тарам-ха. Эп хам калама пуҫланине пӗтереймерӗм. Ҫапла, салтака эп сан хыҫҫӑн тепӗр ҫулне кайрӑм. Так. Шутлатӑп малтанах: телей хамран малтан ҫуралнӑ тетӗп, ҫавӑнпа Мускава службӑна лекесси пирки пачах та иккӗленмен. Тӗлӗкре вара Ленин мавзолейӗ патӗнче часовойра тӑраттӑм. Малашнехи те паллӑ пулнӑ: пурӑнма Мускавах юлатӑп, пӗр-пӗр хитре Мускав майрине качча илетӗп. Ҫуралман тиха пилӗкне авнӑ эп… Станцӑ-ра лартрӗҫ те — Тухӑҫалла. Акӑ сана Мускав, тетӗпхам. Хӑв пӗлетӗн: эп ытлашши хуйхӑрса ҫӳрекен этем мар. Тухӑҫ мӗнрен начар? Свердловок, Томск, Омск… Пӗр сӑмахпа, ҫав хуласенчен пӗрне те пулин лекме ӗмӗтленетӗп. «Пачӗҫ» сана вӑл хуласене. Виҫӗ эрне тавар турттаракан пуйӑспа кайрӑмӑр, унтан — Ҫурҫӗре. Самолетпах леҫрӗҫ. Унтах сержантсен шкулне пӗтертӗм. Вара мана тата инҫерех ӑсатрӗҫ. Провидени бухтине каялла тухма ҫӗр утмӑл ҫухрӑм. Хӗлӗ ытлашши сивех мар, тӳсмелле, анчах ҫил-тӑман пуҫлансан, эрнипех пырать. Е тата Поляр каҫӗ персе ҫитсен, ӗмӗрне те ҫутӑ кун курассӑн туйӑнмасть. Уйӑха хӗвел вырӑннех кӗтетӗн. Ҫавах чикке тухатпӑр, ҫавах сыхлатпӑр. Кама тытан унта? Шурӑ упана-и? Аслӑ шпион Ҫурҫӗре пырса кӗрет-и? Пырса кӗрсен те вилет вӑл. Ватӑ пограничниксем каласа панӑ тӑрӑх, пирӗн участокра иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче пӗр кайӑка та ҫаклатман. Вӗсене тытмасан мӗн интересӗ пултӑр пограничникӑн? Хӑвӑн нарядна тӑрса ирттеретӗн те ӑҫта каятӑн? Хулана-и? Яла-и? Вӑл та, ку та ҫук. Е тата хӗвел тухсан, уйӑхӗ-уйӑхӗпех анса лармасть: те каҫ, те кӑнтӑрла? Ҫунать вӑл пӗр виҫе анӑҫра ялтӑртатса. Ашши хӑйӗн виҫӗ пуслӑх та ҫук. Ҫулла гимнастеркӑпа тухсан, хӗвел енче ӑшӑ, тепӗр енче шӑнтса вӗлерет. Пӗр сӑмахпа, пирӗн патри март пуҫламӑшӗ евӗрлӗ. Вӑт, тетӗп, Володя сана Мускав… Тунсӑх тата… Вӑл сан ҫумна йӗпе кӗпе пек ҫыпӑҫать те, уйӑр ӑна… Малтанах эп унран хатӑлмалли меслет шыра пуҫларӑм. Тупрӑм вӗт. Провидени бухтине хамӑр столовӑй валли продуктсем тиеме кайсан, пӗрер е икӗ литр спирт илсе таврӑнаттӑм та, вырсарникунсенче вара самаях савӑнса йӑпанаттӑм. Салтаксене систерес мар тесе, эпир старшинапа каптеркӑна хупӑнса ларса ӗҫеттӗмӗр. Усӗр пулман, сӑмса тӑррисем хӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑшрӑ ан кӗтӗр тесе, мускат мӑйӑрӗ чӑмлаттӑмӑр. Кайран замполит сисрӗ. Вара икӗ ҫул хушши ман ҫинчен куҫне ямарӗ. Ятламан вӑл мана пӗрре те, анчах ҫурма шӳтле каланипех ятланинченте ытларах намӑслантаратчӗ. Вӑлах кӗнекесем вулама вӗрентрӗ. Эп ялта пулсан Джек Лондона тытмалла-и? Ӑна эп йӑлтах вуласа тухрӑм. Унӑн геройӗсем единоличниксем-ха, ҫапах та мӗнле маттур ҫынсем. Кам пӗлет, Ҫурҫӗр ҫинчен ҫырни кӑмӑла каятчӗ пуль ҫав, тӗнчене мансах кӗнекери геройсемпе айланаттӑм. Постран таврӑнатӑн та — дежуркӑра тимӗр кӑмака ҫунать. Сивӗре шӑнса ӗнтӗркенӗ пограничниксем ҫывӑраҫҫӗ, е тепри, тӑван килӗшӗн тунсӑхлаканни, ҫыру ҫырать. Сан пур, ҫывӑрассу та, ҫыру ҫырассу те килмест. Ӑшра темӗнле хавал вырнаҫнӑ. Эп ҫил-тӑвӑл витӗр, ҫулсӑр-мӗнсӗр ик ҫӗр ҫухрӑм кайма та хатӗр. Пӗр сӑмахпа, хӑвна пер-пӗр герой вырӑнне туятӑн. Чӑн та, полярниках пулса таврӑнтӑм. Акӑ, куртӑн-и? — ҫара аллисене тӑсса кӑтартрӗ Володя, — хӗлле те алсиш сайра тӑхӑнатӑп. Пирӗн сивӗсем халь мана нимӗн чухлӗ те илеймеҫҫӗ. Пулла та ҫара аллӑнах каятӑп.
— Апла сан мӗншӗн кулянмалла? — ыйтрӗ Павел. — Ҫирӗп ҫын пултӑн кӑна.
— Так. Эс мана ӑнланмарӑн. Манӑн та ҫӗршыва курас килет. Эс ав Германинче пулнӑ, Казахстанра виҫӗ ҫул пурӑннӑ. Эп — Ҫавалкасрах. Ҫемьеллӗ пулсан сӑмсуна ялтан кӑлараймастӑн. Иртнӗ ҫулта сан пата пырас тесе те шухӑшларӑм. Унта мӗнле пурнӑҫ? Пурте «целина та целина», теҫҫӗ. Каласа пар хӑть, атту тек манран ыйтатӑн…
Павел кӗскен хӑй ҫинчен каласа пачӗ, ҫав хушӑрах Володьӑран тӑван колхозӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
— Мухтанмаллиех сахал, ҫапах ӗлӗкхи мар. Трофим Матвевич юса пуҫларӗ. Паян илтрӗн пуль? Мухтанать пӑртак, ҫапах та ҫынсем юратаҫҫӗ. Сӑмах парсан тӑвать вӑл. Ҫавӑнпа шанаҫҫӗ ӑна. Арҫынсем юратсах каймаҫҫӗ — ирӗк сахал парать. Хӗрарӑмсем кун пек председателе Ҫавалкас курман, теҫҫӗ. Ӗҫлекен ҫынна пӑшӑрхантармасть. Так. Ҫынсене пӗлсех ҫитеймест-ха. Арӑмӗ хыҫҫӑн кайкалать, — терӗ Володя.
Акӑ Салука та. Вӗтӗ шӗшкӗлӗх. Юнашарах юманлӑх. Ҫак юмансене Павел ҫуралнӑ ҫул лартнӑ тетчӗ амӑшӗ. Ҫӑка пулсан ҫав хушӑра кӗлет пӗренилӗх ӳсмелле, кусем халь пуслах тума та юрӑхсӑр. Ытла та ҫӑра ҫав. Пӗрре те сайратман ӗнтӗ, ҫавӑнпа начар ӳснӗ.
— Колхоз председателӗ сана хисеплет пулас.
— Эй, ун пурти-аври ҫурӑм хыҫӗнчех. Хӑй шухӑшланӑ пек тумасан, тӑванне те хӗрхенмест.
Володя, ӗлӗкхинчен шутласан, улшӑнманпа пӗрех.. Ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ вӑтам пӳллӗ каччӑ. Пичӗ ҫилпе тата хӗвелпе тӗксӗмленнӗ. Сӑмси ӗлӗкхиллех шӗвӗр те кӑштах каҫӑр. Павела вӑл чӗрӗп сӑмси пек туйӑнать. Сарӑ куҫӗсем шухӑ, пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ. Янахӗ шӗвӗр. Калаҫнӑ чух кулмалла та калаҫмасть темелле, анчах ҫын хӑтланӑвне тӗрӗс ӳкерсе илни ирӗксӗрех култарать.
— Комсомол ӗҫӗпе епле ӗлкӗретӗн? — ыйтрӗ Павел.
— Мӗн калас… Лена пулӑшмасан, выговор хыҫҫӑн выговор туянмалла. Завьялов хӗрхенсех тӑмасть.
«Мӗнле Лена» — ыйтасшӑн пулчӗ Павел, анчах ытлашши кӑсӑкланни аван мар пек туйӑнчӗ. Урӑх вӑл шарламарӗ.
Ҫӳрен тиха тухнӑранпах юрттине чакармарӗ. Халь вӑл чуппине татах вӑйлатрӗ. Чӗрни тӗпӗнчен хӑпӑнса тухакан юр кӗмӗркисем каччӑсен тумтирӗ ҫине пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ. Ҫуна та текех сулӑнкалла сулӑнмарӗ.
Йывӑҫсем те сайралчӗҫ.
— Ҫавалкаса та ҫитрӗмӗр, — пӗлтерчӗ Володя, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса. Халь тӳрех пирӗн пата кӗретпӗр. Кӗҫӗр килне ан та кай. Ҫуркуннеччен пурӑн хамӑр патрах. Ӑшӑтсан, куҫу курӗ. Эпир аннепе ҫеҫ, Колька ҫемйипех вӑрманта.
Павел чӗнмерӗ. Вӑл тӑван ялӗ ҫине савӑнӑҫлӑн тинкерчӗ.
4
— Аннушка, илтетӗн-и? Кунта ак чусран пӳлӗм каратӑп, пулас арӑма ухватсемпе, турчкасемпе кӗрешме вырӑн пулчӗ те, — терӗ Павел, сӑрӗ кайнипе тӗссӗрлене пуҫланӑ пукан ҫинчен анса. — Хӗрне тупасси ҫеҫ юлчӗ. Этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫӗ хут йӑнӑшать, теҫҫӗ: пӗрре ҫуралнӑ чух, тепре авлансан…
— Сирӗн кӑмака анине мӗншӗн урамалла кӑларнӑ? — Павела чарасшӑн пулчӗ Анна — Кунта асӑрхамасан, турчка аврипе чӳрече кантӑкне те ҫӗмӗрӗн, — ӗҫлеме пӑрахсах Павел патне пычӗ вӑл.
Шурӑ чечеклӗ кӑвак штапельтен ҫӗлетнӗ кӗпе ҫаннисене хӗр чавса таранах тавӑрса лартнӑ. Вӑрӑм та хулӑн ҫивӗтне пуҫӗ тавра кӑшӑлланӑ. Тӑтӑшах сивӗ шыва чикнӗрен-ши, аллисем хур ури пек хӗрелсе ларнӑ.
— Мӗншӗн тетӗн? Ӗлӗк чӑвашсем хӑйсем мӗн ҫинине кӳршӗсем е пырса кӗнӗ ҫын курасран хӑранӑ. Именнӗ эппин. Пуяннисем алӑк патне вырӑсла кӑмака тутарнӑ, чухӑннисем пирнешкел…
— Тупрӗ ӑнлантармалли, — ҫиллененҫи пек турӗ Анна. — Эпир пуян-им? Пирӗн кухньӑ вырӑсла.
— Халь йӗрки ҫавнашкал кайрӗ. Пурте вырӑсла тӑваҫҫӗ.
Павел стена ҫумне ҫакнӑ тӗкӗре тӳрлетсен, хӑй ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ. Ҫирӗм ултӑ ҫул… Чӗрӗк ӗмӗр иртсе те кайрӗ. Пӗр-икӗ ҫул каялла, ав, эрнере пӗрре кӑна хырӑнаканччӗ, халь ӗнер ҫеҫ хырӑннӑ пулин те, хура палӑра пуҫланӑ.
— Ӑшӑнмасть пӳрт. Иккӗмӗш ҫӗклем ҫунать, — калаҫма пуҫларӗ Анна. — Тусан тата. Ултӑ ҫул пурӑнман пӳртре тусан ӑҫтан тухма пултарать?
— Чӳречерен кӗрет.
— Ҫапла пуль ҫав. Пуҫӑннӑ-пуҫӑннах, маччисене те сӗрсе пӑрахас. Кур-ха, пӗренесем ҫине те тусан ларнӑ, — мунчалапа сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ Анна.
Ҫавалкассем пӳрте шалтан штукатуркӑламаҫҫӗ. Пӗр тикӗс касса саваласа якатнӑ пӗренесем ахалех пӳрт ӑшчикне илем парса тӑраҫҫӗ. Чӑрӑш пулсан — вӗсем шӑратнӑ ҫу тӗслӗ, ҫӑка-тӑк — услам ҫу евӗр шурӑ. Кашни уявра тенӗ пекех хӗрарӑмсем пӳрт сӗреҫҫӗ. Кӗлпе е хӑйӑрпа сӗрнӗрен пӗренесем хушшинчи мӑк та ҫийӗнсе пӗтсе курӑнмиех пулать. Нумайӑшӗсем халь те урайне сӑрламан. Пӗрисем сӑрланӑ урай сивӗ пулать, теҫҫӗ, теприсем хӗрарӑм канаса вӗренет, теҫҫӗ. Сӑрланӑ урая ҫума ҫӑмӑлрах.
— Пӗччен ӗлкӗретӗн-и? — Тен, пулӑшма ҫын тупас? Атту сан фермӑна та каймалла пуль?
— Эп каласах килтӗм. Каҫченех ирӗклӗ. Ҫын та кирлӗ мар. Пӗр-пӗрне чӑрмантарни ҫеҫ. Эс мана пӗр тӑватӑ витре шыв ӑҫса кӗрсе пар та, урах ан чӑрмӑнтар, — хушрӗ Анна.
— Охо! Эс пулас упӑшкуна тытма пултармалла, — кулчӗ каччӑ.
— Ура ҫинех пустарас ҫук. Ытлашши ан кул. Юлашки хут сӗрсе паратӑп. Аннен хӗресна ывӑлӗ тесе ҫеҫ. Авланан пулсан, хӑвӑртрах авлан, — тавӑрчӗ Анна.
— Пыратӑн-и? Хӑть паянах юл, ан кай.
Хӗрӗн чакӑр куҫӗсем самантлӑха чарӑлса пысӑкланчӗҫ. Вӑл каччӑ шӑл йӗрнине аван ӑнланчӗ.!!
— Ак хӗртне турчкӑпа авлантарам. Ӑсса кӗр хӑвӑртрах, — ҫирӗппӗн хушрӗ хӗр.
Мӑшӑр витре йӑтнӑ Павел васкасах тула тухрӗ.
Ҫӑл хӗреснашшӗсен карти чиккинче. Тахҫанах, колхозcем пуҫланнӑ ҫулах, ӑна Павел ашшӗпе хӗреснашшӗ пӗрлешсе алтнӑ. Кивӗ хӑвӑл ҫӗрсе кайнӑ ӗнтӗ, ӑна хурӑн пурапа улӑштарнӑ. Пурине саваласах тунӑ. Ҫӑл хуппи петлеллӗ, йывӑҫ хӑлаплӑ. Ӑсмалли витрин вӗренне карта юпинчен кӑкарнӑ, витрине шетӗрнек ҫине ӳпӗнтернӗ.
Кил хушшине юр хӗвсе тултарнӑ. Халь вӑл самаях пусӑрӑннӑ. Ун ҫинче ура йӗрӗсем палӑраҫҫӗ.
Мӑшӑр витрепе иккӗ хутланӑ хыҫҫӑн Павел пӳрт маччи тӑрне хӑпарчӗ. Ура айӗнче типсе кайнӑ ҫулҫӑсем чаштӑртатрӗҫ. Катан пирпе карса хунӑ чӳречерен кӑшт ҫеҫ ҫутӑ кӗрет. Каррине уҫас тесе, Павел хуллен кӑна туртрӗ, ҫиппи татӑлса та кайрӗ. Ҫӗрнӗ. Ӑна амӑшӗ хан виличченех ҫакнӑччӗ. Сакӑр ҫул иртнӗ унтанпа. Мӑрье патӗнчех хуп лар: ӗлӗк унта тыр хуратчӗҫ. Пир вырӑнне пӳрт ҫамки патнерех лартнӑ, каштисенчен темиҫе хӗҫ ҫӑкса янӑ. Вӗсен шӑлӗсем хушшинче туллиех тусан, эрешменсем урлӑ та пирлӗ картасем карнӑ. Хултӑрчӑпа ҫӗрӗсен чӗресне каштаран ҫыхса лартнӑ. Ура айӗнчех сенӗксем, кӗреҫесем. Вӗсене Павел ҫара кайиччен персе хӑварнӑччӗ.
Амӑшӗн япалисене курсан, Павел чӗри сасартӑк такам хестернӗн ыратса кайрӗ. Кунта вӑл урӑх тӑраймарӗ, анса картишне тухрӗ.
Паян, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ҫитрӗҫ вӗсем Володьӑпа. Чӳречесене ҫапнӑ чуссене хӑйпӑтса пӳрте кӗчӗҫ. Малтан кӳршӗсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ, пӗри те, тепри те пулӑшасшӑн пулчӗ. Анчах каччӑн пӗччен юлас килчӗ, вӑл вӗсене эп кунта пурӑнмастӑп, кӗрсе ҫеҫ пӑхас терӗм, тесе суйрӗ.
Вӑл хӑех, хӑй аллипе пуҫтарса тирпейлесшӗнччӗ. Анна сисрех. Халь, ав, пулашать.
Ӗлӗк, ҫара кайиччен, аслӑк тӑрне пусма хурса хӑварнӑччӗ: вырӑнтах-мӗн, никам та тӗкӗнмен. Шӑлӗсем ҫеҫ типнипе шултӑркаса кайнӑ. Павел пусмана йӑтса тухса пӳрт ҫумне тӑратрӗ.
Павел килӗ кайри урамра, уй хӗрринче. Анкартийӗ Ҫавалӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗрнех тухать. Ҫара кайиччен кунта электростанци валли пӗве пӗвеленӗччӗ. Ун чухне сарӑлса кайнӑ Ҫавал анкарти юписене те илнӗччӗ. Вӑйлӑ ҫумӑр килчӗ те татса кайрӗ. Унтанпа ӑна никам та пӗвелемен. ГЭС ҫурчӗ ҫеҫ тӑлӑххӑн ларать.
Пӳрт умӗнчи йӑмрасен турачӗсем сарӑлса кайса мӑрье патнех кармашнӑ. Умра тӑван тавралӑх.
Ял Ҫавал еннелле касса анакан виҫӗ-тӑвата ҫырма тӑрӑхне вырнаҫнӑ. Ҫырмасем вӑрмана тата ҫичӗ-сакӑр юп пулса кӗреҫҫӗ. Ҫуркунне вӗсем шавлӑ. Ӗлӗк шыв арманӗ те пулнӑ, ҫулла типсех лараҫҫӗ. Чӑх ури те пытанмасть унта. Авӑрсемпе лупашкасенче те шыв чакать, вара ача-пӑчасем йӑрӑ та чее йӑпӑлтӑк пулӑсене алапа ҫеҫ мар, алпа та тытаҫҫӗ.
Урамӗсем ҫырмасене пула кукӑр-макӑр. Пӗр урам теприн вӗҫне пырса тӑрӑнать. Кил урлах ҫӗнӗ пӳрт. Ултӑ ҫул хушшинче пӗтӗм ял ҫӗнелсе улшӑннӑ. Ҫӗннисене кашнинех шифер е шуҫ, е чус витнӗ. Кашни пӳртӗн пекех террасӑ, умӗнче те, хыҫӗнче те пахчасем. Шӑпӑр евӗр ҫаралса юлнӑ чиесемпе ярпайса кайна улмуҫҫисем халь кӗҫ-вӗҫ ешӗлленсе вӑй илме пуҫлассӑн туйӑнать.
Вӑхӑт — тӗлӗк. Васкавлӑ иртет вӑл, васкавлӑ. Павел ҫара кайиччен кӑна, ав, кӳршӗ хӗрачи Анна, кӗтессисем ҫӗтӗлсе кайнӑ, хӗрлӗ кӑшман тӗслӗ портфель йӑтса шкула чупатчӗ, халь вӑтам шкултан та вӗренсе тухнӑ, хӳхӗм хӗр пулнӑ. Каччи кам-ши? Пурах ӗнтӗ. Унашкал хӗре кам куҫӗ асӑрхамӗ? Хитрене хӗрӗх ҫын куҫ хывнӑ, теҫҫӗ.
Пӑхать Павел ял ҫине, ытараймасӑр пӑхать. Пуҫра шухӑшсем.
Ял… Ҫын кунта ҫуралса ӳснӗ пулсан, унӑн тӗлӗкри пек ачалӑхӗ симӗс курӑклӑ ҫеремпе нӳрӗк варлӑ ҫырмасенче, вӗтӗ шӗшкӗлӗхсемпе хӗрлӗ ҫупкӑмлӑ пилеш ӳсекен вӑрмансенче; яшлӑхӗ айлӑмлӑ-тӑвайккиллӗ хирсенче, шавлӑ улахсемпе акатуйӗнчи пек вӑйӑ картисенче иртнӗ пулсан — вӑл яла манаймасть. Ӑна аса илсенех сӑмсана хурӑн е ҫӗр ҫырли шӑрши кӑтӑклать. Куҫа хупсассӑн та шурӑ шупӑр тӑхӑнакан садсем, ырӑ шӑршӑ кӑларса симӗсленекен вӑрмансем ума тухаҫҫӗ. Камӑн хӑлхине килентермӗ-ши пар лаша шӑнкӑравӗ пек шӑнкӑрти шыв? Кама илӗртмӗ вут чулӗсем айӗнчен тапса тӑракан иксӗлми ҫӑл куҫӗ? Камӑн ӑна ывӑҫласа ӗҫес килмӗ шӑрӑх кунсенче?
Улӑхра канашлӑва пухӑннӑ капансен шӑччисем пуҫ ҫийӗпе иртсе пыракан пӗлӗтсене тупӑ пек тӗллеҫҫӗ. Каллех вӗсем патне пӗр вун пилӗк ҫул каяллахи пек ачасен ушкӑнӗпе кайса пытанмалла выляс килет.
Каҫхине ҫул ҫинче илӗртекен ҫутӑсем хулари евӗр каптӑмӑн та хутлӑ-ҫийлӗ мар, сайран, ҫуталакан хуртсене такам сапаласа пӑрахнӑн, ӗнтрӗкпе выляса ҫиҫеҫҫӗ. Мӗн тери ырӑ, мӗн тери илӗртӳллӗ пӗр ҫӗрте ҫухалакан, тепӗр ҫӗрте ҫӗнӗрен чӗрӗлекен ҫутӑсене пӑхса тӑма! Вӗсенче илӗртекен канӑҫлӑх, иртсе кайнӑ ачалӑх, вӗсенче малалла чӗнекен пурнӑҫ, вӗсенче тутлӑ ӗмӗтсем, пурнӑҫланман шухӑшсем.
Ял… Пӳртсемпе сарайсем, анкарти-карта таврашӗ. Пӗр-пӗр ишӗлсе аннӑ карта сыпакне курсанах пӳрт-ҫурт малалла туртнине чӑтаймасӑр тевӗш пек татӑлнӑн туйӑнать. Ӑҫта туртать, ӑҫта сӗтӗрет пӳрт картапа кӑкарнӑ ҫӗре? Ӑҫта илсе каясшӑн? Е ӗмӗрхи йӑлана кӑкарнӑ вӗрен ҫав тери ҫирӗп-и?
Ҫулсем иртӗҫ. Кун-ҫул малалла татах та хӑвӑртрах васкӗ, анкартисем те пӳртсенчен татӑла-татӑла юлӗҫ. Турта аврашки якалса, ҫийӗнсе пӗтнӗ пулсан, нумая пымасть, анчах халлӗхе вӑл чӑткалать-ха. Чӑтать ҫеҫ те мар, туртать. Тепри унта колхоз ӗҫне тухмасӑр чакаланать. Ара, ҫири кӗпе кама ҫывӑх мар? Хура куракла — хура пулсан та хамӑнах.
Кӗреҫепе тикӗссӗн каснӑ юр катрамӗсем йӗпеннӗ чус ҫийӗпе чарӑнкаласа, капланкаласа шуса анчӗҫ. Юр хырнӑ май ӑшӑ пулчӗ. Павел ҫӳхе пиншак тӳмине те вӗҫертсе ячӗ. Уй енчи пӳрт тӑррине хырса пӗтерсе кил енчине куҫрӗ. Кунта, ҫурҫӗр енӗ пулнӑран пулас, чуссем те мӑкпа витенме пуҫланӑ, хӑшӗсем пӑта кӑпӑлӗнчен тухса кайнӑ. Мӗн калӑн, чус ӗмерӗ ҫирӗм ҫултан ытла мар ҫав: вӑрҫӑ тухнӑ ҫул витнӗччӗ, халь улӑштармӑлла та пулнӑ. Юрать-ха, мӑрье тӑрӑх ҫеҫ шыв кайнӑ.
— Салам, ҫӗнӗ ҫӗр каччи! Килнӗ ятпа салам! «Уй хӗрринчи Митрахван пӳрт тӑрринчен юр тӑкать, пӗчӗк ача сар Йӑван, шӑхлич калать савӑнать.»
Павел сас илтӗннӗ еннелле пӑхрӗ.
Уҫа хапха алӑкӗ патӗнче Санька тӑрать. Фуфайкӑпа, галифепе. Хром аттине сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ. Хура каракуль ҫӗлӗкӗ айӗнчен пӗр кӑтра пайӑрка сылтӑм еннелле тухса кайнӑ. Е хӑй юри кӑларнӑ-ши?
— Салам! Эс иккӗмӗш класра вӗреннӗ сӑвва халь те манман-ҫке. Ха, палламалли те ҫук тата, кӗреш пек сарӑлса кайнӑ.
— Санах ҫитеймерӗм. Ӑрат мар-и… Атте аптрамасть те, анне пӗчӗк. Ӑна хыврӑм пуль. Вунӑ пусла ҫӗр штук килекен килька пулӑ пек, — кулчӗ Санька ҫӑвар туллин.
Павел хырса антарнӑ юр купи ӑшне сикрӗ. Кӗҫех ыталашса илчӗҫ.
— Ултӑ ҫул курманни, — терӗ Санька. — Эп сана яла урӑх таврӑнмасть пуль теттӗм. Мӗн калӑн, чапа тухнӑ ҫын…
— Ҫитӗ чӗлхӳне якатса. Хӑв ӗҫсӗр ларнӑ пек чухӑна перен…
— Ӗҫсӗр мӗнӗ… Эс орденла, пирӗн ҫук.
— Юрӑри пек, ҫукран пур пулать.
— Апла та пулӗ, — кулса ячӗ Санька. — Пӑрах кӗреҫӳне. Айта, тӗл пулнӑ ятпа ман пата кайӑпӑр.
— Малтан ӗҫне вӗҫле, кайран юрать ӗҫме.
Пӗри хӑйӑхлӑ, тепри мӑйӑхлӑ ан пултӑр. Мӗн кутӑнлашан? Кайрӑмӑр. Килте ман нихҫан та туй сӑри татӑлмасть, — шухӑшсӑррӑн ахӑлтатрӗ Санька. Павел пусма хӗрне капланнӑ юра тӗксе антарчӗ.
Уху, тӗтӗм тухать! Вӑт ку философи! Мӑрйине чана йӑва ҫавӑрмани? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Санька, сӑмах ваклама сӑлтав шыраса.
— Ҫук. Мана кӗтсе тӑнӑ вӗсем, — тавӑрчӗ Павел, пусмине илсе тӑратнӑ май.
— Апла эс пурнасах тетӗн?
— Халех вилесшӗн мар.
— Ун пирки мар-ха эп. Халь ахалех куҫатӑн. Пырса пурӑн пирӗн пата. Пӗр пӳрчӗ пушах ларать. Ҫулла куҫу курӗ… Хӗр тупсан — авланатӑн, тупмасан ан кулян. Пирӗн ӗмӗре инке арӑмӗ те ҫитет, — каллех шӑл йӗрчӗ Санька.
— Хӗрӳ-арӑму тарам. Пӗччен пурӑнма хӑнӑхнӑ эпӗ, — хуравларӗ Павел. Анчах лешӗ хӑй шухӑшне тӗплесех ҫитерме тӑрӑшрӗ:
— Трактористшӑн пулсан, чи малтанах инке арӑмӗ кирлӗ. Мӗншӗн? Пӗр енчен тракторист шуйттан ҫури пек ҫӑрӑлчӑк, унтан — пӑсара пекех шӑршлӑ. Ӑна мазут ӑшӗнче усраҫҫӗ тейӗн. Мӗнле хӗрен качча тухса унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвас килтӗр? Ватта юлнӑ хӗрсем мӑйран ҫакӑнсан кӑна?.. Инке арӑм вара пур енпе те хӗртен лайӑхрах.
Павел чӑтаймасӑр ахӑлтатса кулса ячӗ.
— Эс, Санька, инкесем енӗпе специализациленнӗ пулмалла.
— Тӗрӗс, — кулмасӑр тавӑрчӗ Санька, — Усси ытларах.
— Ҫитӗ сана. Айта, пӳрте кӗрер. Пирӗн пике сӗрсе те пӗтерчӗ пуль, — юлташне ҫавӑтрӗ Павел.
Ҫав самантрах ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлчӗ, пусма картлашки ҫине икӗ тулли витрепе Анна тухрӗ. Саньха тӑпах чарӑнчӗ. Хӗр те, вӗсене курсан, витрисене лартрӗ. Алӑк тем хушӑра шалтлатса хупӑнчӗ. Каччӑсем хӗрӗн пысӑк чакӑр куҫӗпе пуҫ урлӑ ҫыхнӑ сирень чечекӗ тӗслӗ косынкине ҫеҫ курса юлчӗҫ.
— Павел! — кӑшкӑрчӗ хӗр, кушак шӑтӑкӗнчен пӑхса. — Ку шывне кайса тӑк та таса шыв ӑсса кӗртсе ларт. Ҫуса пӗтермесӗр кӗртместӗп.
— Вӑт ротӑ командирӗ, — шӳтлерӗ Павел. — Приказсем еплерех парать вӑл. Ӑна качча илекен хӑй пуҫӗпе пурнаяс ҫук. Эс калашле, ирӗксӗрех инке арӑмӗ пирки шутлама тивет, — терӗ Павел ахӑрса.
Ҫак самантра пӗтӗм тӗнче савӑннӑн туйӑнчӗ ӑна, ҫавӑнпа та вӑл илемлӗ те хитре Санька Аннана курсанах хӗрелнине асӑрхамарӗ..
Кайран калаҫу ӑнмарӗ. Санькан шӳчӗ те таҫта тарса ҫухалчӗ: — Эп тислӗк куписене пӑхма тухнӑччӗ. Ҫӗрме тытӑннӑ-и вӑл, тытӑнман-и, — тесе хучӗ унран мӗн сӑлтавпа килнине такам ыйтнӑн, — Пырса ҫӳре.
— Эх, тӑхта. Ҫитнӗ-ҫитменех парӑма кӗрер мар. Малтан ман пата… Эс ӗлӗкхи юлташсене систер. Каҫхине кунта пухӑнатпӑр. Пӳрт тасалать унччен. Володя пӗлет.
Сӑру пур-и?
Кам тутӑр? Эрех пур. Казахстан эрехӗ.
Ӑнлантӑм. Эрех пулсан, сӑра та тупатпӑр. Кайма ирӗк парӑр, старшина юлташ, — шӳтлесе чыс пачӗ вӑл.
5
Пуш уйӑхӗн варринче тӳпе таса, хӗвел куҫ ҫутине илет, ҫил кас-кас ӑшӑ хумӗпе сивӗ юра йӑштарать.
Кӑнтӑрла пӳртсемпе хуралтӑ хӗррисем куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, каҫхине шӑнса пыракан тумламсенчен сӳре шӑлӗсем ҫакӑнаҫҫӗ.
Ҫуна ҫулӗ сӑрра чикӗнет, «лорх» ҫӗр улми хуппи тӗслӗ. Унӑн варри асат хуҫнӑ ҫын ҫурӑмӗ лек курпунланса юлнӑ.
Сӑрт ҫамкисене хӗвел юртан тасатать. Ӑна курсанах Иванов сӑвви аса килет:
Тусем-сӑртсем хуп-хура
Юре кайса пӗтнерен…
Анчах курӑк тухни курӑнмасть-ха.
Анӑҫ час-часах пушарлӑ, ҫапах тепӗр кунне ҫанталӑк ҫуллахи пек пӑсӑлмасть. Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ каллех кӗленче пек таса та кӑвак явлӑклӑ.
Паян кӑнтӑрла иртсен пӗлӗтсем хӗвеле хупларӗҫ, сӗреке евӗр сарӑлса Ҫавала анчӗҫ. Ӗнтрӗк ҫывхарни те сисӗнмерӗ.
Ҫамрӑксем пӗрерӗн-пӗрерӗн Павел патне пуҫтарӑнчӗҫ. Каҫ пуличчен «ДТ-54» маркӑллӑ тракторпа ӗҫлекен Гришӑпа Элекҫи кӗрсе тухрӗҫ, анчах иккӗшӗ те нумай лармарӗҫ. Вӗсем ытларах колхоз пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫрӗҫ. Трактористсене Виссарион Маркович кӑмӑла каймасть-мӗн. Трактора пачах та пӗлмест имӗш, юсамалла пулсан тӳрех РТСа каймалла. Ӑна мӗн? Ӗҫкӗ ҫеҫ пултӑр. Унран эрех шӑрши кӗнӗ чухлӗ трактортан мазут шӑрши те кӗмест-тӗр.
Пӗр ҫын хакӗ пасар хакӗ мар тенешкел, тен, кӳрентернӗ пуль бригадир? Теприсем таса ҫыннах мӑшкӑлтӑк шывӗпе сапма хатӗр. Апла шутлама сӑлтав ҫук пек: вӗсем иккӗшӗ те вӑрҫӑра пулнӑ, тракторпа та вун виҫшер ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗшӗ те пурнӑҫра пӑркаланма юратман ҫынсем. Шӳте те юратаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле шӑпаллӑ вӗсем: пӗр ялтан, пӗрле ӳснӗ, пӗрле ҫара лексе пӗр пулемет расчетӗнче ҫапӑҫнӑ, пӗр кунтах киле таврӑннӑ. Халь пуҫаналлӑ. Элекҫи Купӑста Павӑлӗн аслӑ хӗрне, Гришка — кӗҫӗннине илнӗ. Элекҫийӗ хура, шатра питлӗ, ҫӳҫӗ хӗлӗх пекех хытӑ. Ҫавӑнпах-ши вӑл ҫӳҫне шакла кастарать.
— Куҫӗсем хӑмӑр, ҫын ҫине тӳлеккӗн, кӑшт ывӑннӑн пӑхаҫҫӗ. Тем йӑли тата ун: час-часах пуҫ ывӑтакан лашалла мӑйне тӑсса карланкине сулахай аллипе сӑтӑрса илет.
Гриша — сарӑ, симӗс куҫлӑ, лаптак питлӗ. Сӑмси кӑвакалӑнни пек. Павел ҫара кайичченех ас тӑвать: ӗҫре пулсан, Гришӑн чи малтан сӑмси вараланать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна яланах аллипе шӑла-шӑла илет. Халь те ав сӑмси тӑтӑшах ӗҫекен ҫыннӑнни пек хӗрлӗ.
Павел вӗсене эрех сыптарчӗ. Малтан турткаланса тӑчӗҫ, кайран — кикирикӗсем хӗрсен, хӑйсем патне хӑнана чӗнчӗҫ те тухса кайрӗҫ.
— Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем, — шухӑшларӗ Павел. Пӗр ялтан пулсан та ҫара кайиччен Павел вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе кураймарӗ.
Анна фермӑна кайиччен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хӑварчӗ, чашӑк-тирӗк ҫитмӗ тесе килӗнчен илсе каҫрӗ. Хӑн юлма килӗшмерӗ. Ӗнесем те сумалла-мӗн, зоокружок занятийӗ те кӗҫӗрех. Ҫитменнине, ашшӗ вырӑнне хурала каймалла, лешӗ Павела иртенпех курма килесшӗн. Ӗлӗк фермӑра хуралҫӑ иккӗ пӳлнӑ, кӑҫал Трофим Матвеевич ӗҫ кунне ахаль тӑккалас мар тесӗ ӗнтӗ те перре ҫеҫ хӑварнӑ.
— Кала, хӑвӑртрах килтӗр хӗреснатте, — ӑсатса ячӗ Павел Аннана.
Володя ҫитрӗ. Уринчи калушне алӑк патне сарнӑ хаҫат ҫине хывса хучӗ, аллинчи сеткине пӑтана ҫакрӗ.
— Анне шӑрттан парса ячӗ. Пӗр виҫ теҫетке чӗр ҫӑмарта. Так. Шӑши шӑкӗ те тинӗсе пулӑшу тенешкел, кӑшт-кашт ҫырткалама пырӗ…
— Ҫӑмарташӑн ак комсомол райкомӗнчен лекет. Эс патшалӑха парас чух ӗҫкӗре пӗтересшӗн, — кулчӗ Павел.
— Эп хам плана тултарнӑ. Пирӗн ҫирӗм икӗ чӑх, пӗри те халерпе чирлемен, — тикӗс шӑлӗсене кӑтартса кулчӗ каччӑ. — Вӑл мӗн, Трофим Матвеевичран лекрӗ вӑт. Юрать, эп пухуран тарнине пӗлмест. Виссарион Марковичне тавӑртӑм: эс, терӗм, хӑв пасарсем тӑрӑх пӑрусем пухса ҫӳретӗн пулсан, эп пасара ҫӑмарта пухма тухас ҫук.
— Сӑлтавсӑр ан кӳрентер, — вӗрентсе каларӗ Павел.
— Сухан ҫимесӗр шӑршӑ кӗмест. Вӑл-ку та тарам. Эп мансах кайнӑ: Трофим Матвеевич сана ирех пыма хушрӗ, «Старике» парасшӑн пулмалла.
— Мӗнле «старике»? — ӑнланмарӗ Павел.
— «С-80» текен трактора. Чӗрӗк хакпа илнӗскерне. Моторне пӗлтӗр кӗркунне юсакаларӗҫ, анчах гусеницӑн пӳрнисем ҫук. Илме мана ячӗҫ. Аран яла ҫитертӗм, — сӗтел умне пырса ларчӗ Володя. Ҫӳхе пиншак тӳмисене вӗҫерчӗ. — Пӳртне хутса тултарнӑ. Мунча пек, — терӗ.
— Мана ҫав «старик» ҫеҫ кирлӗ те.
Эс аккуна качча панӑ пек ан савӑн. Унпа ӗҫличчен ытларах сулхӑнра ларатӑн. Никӑм та тытмарӗ ӑна. РТСра списать тунӑ та Трофим Матвеевич шкул ачисене тимӗр-тӑмӑр пухтарса илчӗ. Юсасшӑн тепӗр пилӗк-ултӑ пин пӗтерчӗ пуль. Кӗлетки пур ун, ҫиелтен аванах, анчах килнӗренпе ниҫта та тапранман.
Володя ури ҫӑмӑл пулчӗ. Санькӑпа Петӗр тимӗрҫӗ ҫитрӗҫ. Саньки витрепе сӑра йӑтнӑ.
— Тӗл пулу-тӑк — тӗл пулу пултӑр. Сӑра мар, спирт. Кӗркунне тунӑскер; пылпа йуҫӗтнӗ.
— Кунашкал кучченеҫ килсех тӑтӑр, — тавӑрчӗ Володя.
Вӗсем хыҫҫӑнах хӗреснашшӗ каҫрӗ. Кӗнӗ-кӗменех вӑл Павела ыталаса чуп турӗ. Ҫӳллӗ каччӑн лутра пӳлле ватӑ умӗнче пӗшкӗнме тиврӗ. Мучин куҫӗсем шывланчӗҫ.
— Иртсе лар, иртсе лар, — тӳрех кӗрекене туртрӗ ӑна Павел.
Хӗреснашшӗне ытла ватах та темелле мар. Вӑл вӑрҫӑчченех сухалне ӳстерсе янӑ та, халь те сухалпах. Ялта ӑна хӑйӗнчен ҫамрӑк ҫынсен ачисем те тахҫанах мучи, теҫҫӗ. Вӑл ӗлӗкех селӗпчӗ, халӗ малти шӑлӗсем ӳкнӗ те тата вӑйлӑрах палӑрать.
— Тахшанах таврӑнмалла. Хушашӑр кил вӑл, йӗвеншӗр кӗшре пекех. Ахаль те ашӑрхарӑм. Кам пӗлет: кукӑр алӑллишем тупӑнӗш те, пӗр-пӗр япалана йӑтша кайшан Микулай Андрейчӑ айӑплӑ.
— Унашкал калас ҫук. Тавтапуҫ сана кил-ҫурт пӑхса пурӑннӑшӑн, — ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Павел хӗреснашшӗне.
— Макарычшӑн мар-и, мучи? — кулчӗ тимӗрҫӗ Петӗр.
— Сан ятран, хӗреснатте, шампанскинех уҫма лекет.
— Мана ахалли те пырать, — тавӑрчӗ мучи.
— Ларӑр, вырнаҫӑр, Ыттисем ӑҫта?
— Ыттисем? — тӗлӗнчӗ Санькӑ. — Пӗрле вӗреннисенчен ялта эпир ҫеҫ. Ыттисем йӑлтах аякра. Борис — врач, Иосиф — лесничий, Леонид — инженер. Хӗрӗсем качча кайса пӗтрӗҫ. Ялта эпир ҫеҫ.
— Эпир ҫын мар-им? — ҫиҫрӗ Володя. — Эпир ҫӗре юратаканнисем.
Шампански пӑкки хаплатса тухрӗ.
— Тӗл пулнӑ ятпа эппин. Малалла пӗрле пурнассишӗн, малалла пӗрле ӗҫлессишен, — кӑпӑклӑ стакана ҫӗклерӗ Павел.
— Шӗтелӗ тулли кӗрекеллӗ, хуши тараватлӑ пултӑр, — тӑчӗ хӗреснашшӗ. — Ашу шурчӗ вырӑнне кермен шӗклентӗр, уйӑх пек шар кин пултӑр.
Володя ыр сунакан мучирен кулмасӑр чӑтаймарӗ.
— Пӗр ҫиччӗрен кая мар ача-пӑча. Хӗреснашшӗ каччӑ йӗпленине чӑн вырӑннех хучӗ пулас, эрехне чи малтан ӗҫсе сухалне шӑлчӗ:
— Ай, шампань! Вӗреннӗ шын мӗн лайӑхне пӗлет. Эш пур, Шанька, бригадира кӗнӗренпе аншарли хышшӑн чупа пушларӑн. Конюшнине пымашшеренех шанран шунӑк хуран-шӑрши кӗрет. Ак шакна ӗшмелле. Шӑрши те щук, чӗрене те кашмаш, ашу-аннӳ те чухӑн мар.
— Хӗрне панӑ чух ӗҫӗн, — тӗксе илчӗ Володя. Павелпа юнашар ларакан Санька хӗрелчӗ, тытнӑ вилкине те каялла хучӗ:
— Чӗлхӳне пӑрӑҫ сӗртӗн-им? Ҫулталӑкра пӗрре пулнӑ та, икӗ ҫул асӑнать.
— Кирлӗ. Эп хӑть партийцӑ мар, анчах ман шукмак партипе пӗрле. Шана Вашли Иванович пӗлет-и? Шук. Эпир унпа кумаллӑ теме юрать. Вӑл мана эшир, тет, эп ӑна — эш. Кумшумульцӑ пулшан эш, шан шул партипе пулмалла. Ӗшрӗн-тӗк — килтен ан тух, партире тӑман колхозшникшем ан курччӑр.
Павел кулса ячӗ. Хӗреснашшӗ ҫав-ҫавах иккен: ҫынран тӑрӑхлама юратать, ӑс парать.
Ҫуттине пуҫларӗҫ. Санькан кӑрчама та пӗрер курка ҫаврӑнчӗ. Эрех юнсене саланса чӗлхесене салтса ячӗ.
Микулай мучи, чӑвашсен йӑлипе, хӑнана кайиччен ҫисе каҫнӑ пулас, сахал ҫырткаларӗ. Кӗҫех вӑл сӗтел хушшинчен тухса пӑхӑрпа туртнӑ йывӑҫ чӗлӗмне пирус ватса тултарчӗ. Вӑл каччӑсем те хӑй патне пырасса кӗтрӗ, лешсем унсӑрах сӑмах ҫӑмхи ҫине пусрӗҫ. Хӗрелсе кӑйнӑ Санька вилкине алран ямасӑр калаҫать:
— Сана Германие, мана Ленинград облаҫне илсе кайрӗҫ. Зенитчик пултӑм. Ракетлӑ чаҫе лекесшӗнччӗ, ҫук, пулмарӗ. Килтӗм те ҫартан, вӑрманпромхоза. Ҫул ҫинче диспетчерта ҫулталӑк ӗҫлерӗм. Машинӑсене вӑрмана кӗме путевкӑ ҫырса паратӑн та, вӑт сан петӗм философи. Кӗсьене укҫа шӑнкӑртах кӗрсе выртать. Киле ҫӳреме инҫе мар, икӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Уҫӑлмалӑх ҫеҫ.
— Тата ма пӑрахрӑн? — чӑтаймасть Петӗр.
— М-ма тесе ват сурӑх калать. Сӑлтавне эс пӗлмесен те, Павел пӗлет. Эп ӑна ҫырупа пӗлтернӗ.
— Тем, ас тумастӑп.
— Пулӗ. Тен, пӗлтерме те маннӑ пуль? Яланах ҫыру ҫырасси ҫулталӑк урпа пӑтти ҫинӗ пекех йӑлӑхтарать. Пӑрахма хам ӑс-тӑнпах ӗҫлеме пӑрахрӑм. Вӑн, тетӗп, Павел малти ӗретре, ҫӗнӗ ҫӗрте чапа тухрӗ. Пирӗн председатель те тахҫан суту-илӳ ӗҫепе аппаланнӑ, кунпа халь виҫҫӗмӗш колхоза ҫӗклет. Эп вӗсенчен мӗнрен кая? Путевкӑна ӑна айван хӗрача та ҫырса ларать. Пӑрахрӑм та килтӗм. Вӑт ман философи.
— Эп колхозран ниҫта та кайман та, ҫапах пурӑнатӑп, — хушса хучӗ Петӗр.
Петӗр ҫиелтен хӑйпашка пек курӑнать, пичӗ хытанка. Анчах хул пуҫҫийӗ сарлака, брюки ӑшне чикнӗ кӑвак клеткӑллӑ кӗпи витӗр кӑкӑрӗсем, тулли хул мускулӗсем уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ. Чӑмӑрӗ пӑт пуканӗ пысӑкӑшех. Аллин ӳтне кӑмрӑк тусанӗ кӗрсе тулнӑ. Ҫусан та каймасть. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн вун ултӑ ҫултанпах ӗҫлет ҫав. Амӑшӗ ватӑ пирки ӑна ҫара та илмерӗҫ. Петӗре малтан ӗҫе вӗрентнӗ Шӑнкӑрч мучи, махоркӑпа хутӑштарса астматол туртаканскер, юлашки ҫулсенче ӗҫлеймиех пулчӗ. Пӗтӗм тимӗрҫӗ ӗҫне Петӗрӗн туса пымалла.
Павел тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗнле станоксем, мӗнле ӗҫ хатӗрӗсем пуррипе интересленчӗ, анчах Петӗр хуравӗ ӑна ҫырлахтараймарӗ. Самантлӑха кил хуҫи шухӑша кайрӗ:
— Сан лаҫра апла трактор валли плуг тума пулмасть? — ыйтрӗ вӑл.
— Плуг? — тӗлӗнчӗ Петӗр. — Ӑна РТС мастеркойӗнче те тӑваймаҫҫӗ. Пирӗн лаҫра ӑна тума тимӗр те, хатӗрсем те ҫук. Тӗренне улӑштарса лартма пулать, — тимӗрҫӗ лаҫҫи чухӑн пулнишӗн хӑй айӑплӑ пек, куҫӗсене Павелтан пытарчӗ Петӗр.
— Мӗн тӑватӑн эс плугпа? — хутшӑнчӗ Володя. — Кирлӗ пулсан, Прыгунов илсе пырать. Вӑл РТС директорӗпе пӗр алри пӳрнесем пек. Кирлӗ пайсене тупма пирӗн председательтен ӑсти районта та ҫук.
— Вӑт ку тӗрӗс. Ку Трофим Матвеевичӑн философийӗ, — хушса хучӗ Санька. — Вӑл кирек кама та хӗл варринче апельсин тупса пама пултарать.
Чӗлӗмне туртса пӗтернӗ Микулай мучи каллех сӗтел хушшине пырса ларчӗ. Татах ӗҫрӗҫ.
— Павӑл, итле, мӗн калатӑп эп шана, — кӑлпасси татӑкне ҫӑварӗнче йӑвалантарчӗ Микулай мучи. — Урӑх ништа та кайманни аван вӑл. Выртан кашка мӑкланать, щӳрен кашка якалать.
— Пуҫӗпех таврӑнтӑм ӗнтӗ.
Чикмек юпишем нумӑйӑшӗ шӗрше кайнӑ. Шулла вишӗшне улӑштарша лартрӑм. Тата тепӗр шичӗ-шакӑр шып юшамалла. Каллех тракторпа ӗшлеме каятӑн пулшан, вӑхӑту пулмаш. Авланаш пулать шан. Хӗрарӑмшӑр кил — амӑшӗшӗр ача. Аршына шамрӑкла авланнине нимӗн те шитмешт, уншӑрӑн вӑл чупкӑнланша каять. Шалтака кайичченех авлан, терӗм. Эш ман ывӑл вӗт, — терӗ Микулай мучи.
Вӑл сасартӑк тапса тухнӑ куҫҫульне шӑлса илчӗ. Ват ҫын хуйхине пурте пӗлчӗҫ: вӑрҫӑран виҫӗ ывӑлран пӗри те таврӑнман. Кашниех кӗреш юман пек тӗреклӗскерсемччӗ.
Мучи хӑйӗн ҫемҫелнӗ кӑмӑлне часах хытарчӗ. Ҫамрӑксене хӑв хурланнине кӑтартмалла-и ара? Эй, ӗмӗр сакки сарлака. Тем те курнӑ пуль: утмӑл пиллӗкрех ав, малти шӑлсем те ӳксе пӗтрӗҫ, пуҫ та кукшаланса кайрӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫеҫ унашкал ан пултӑрччӗ, ан тухтӑр тек вӑрҫӑ.
Хӑнасем хуллен саланчӗҫ.
Чи малтан «хӑмла пахчине шаларах кӗршен ирхине пуш ыратать» тесе ҫамрӑксенчен ытларах ӳсӗрӗлнӗ хӗреснашшӗ тухса утрӗ. Виҫӗ каччӑ пӗрлех тапранчӗҫ.
Хӑнасем кайсан, пӳртре пӗччен ларас килмерӗ Павелӑн. Ытла та пушӑ та тӑлӑх пӳрт ӑшчикки. Амӑшӗн арчи те, тумтирӗсем те хӗреснашшӗсем патӗнчех. Паян вӑл вӗсене илсе каҫма шухӑшламарӗ. Казахстанран янӑ хӑй япалисем те паян-ыранах ҫитес ҫук.
Вӑл тумлансах тухрӗ. Тулта уҫӑ. Уй енчен ӑшӑ ҫил вӗрет. Хушшӑн-хушшӑн вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем ӳкеҫҫӗ. Юр татах нӳрелсе кайнӑ, хуралт тӑррисем ҫаплах тумласем тӑкаҫҫӗ.
Акӑ вӑл тӑван кӗтес! Мӗн чухлӗ тунсӑхламан-ши чӗре кунта килесшӗн? Шухӑшсем ҫунатланса вӗҫнӗ, ҫывӑрса каяймасӑр мӗн чухлӗ асапланнӑ. Яланах умра тӑван кил-ҫурт, савнӑ хӗрӗн тӑван та ҫывӑх сӑнарӗ туха-туха тӑнӑ. Вӑлах мар-ши уйӑрчӗ Павела ҫак ялтан? Ҫапла ҫав, ҫапла: пӗр сӑлтавӗ Галя пулчӗ. Анчах халь ӑна мӗншӗн аса илес?
Каччӑ анаталла утрӗ.
6
Пӗр-пӗр урам, палланӑ йӑмра е алӑк умӗнчи пӗчӗк кӑна тенкел, халь юр айӗнчен хуп-хура йӗпенсе тухаканскер, иртнине аса илтерет.
Павел Гальӑсен тӗлне ҫитрӗ.
Пулман вӑл вӗсем патӗнче пӗрре те, анчах кил-ҫурчӗ тӗлне ӑҫтан мантӑр-ха? Авӑ, урамалла тухакан икӗ чӳречи ҫап-ҫутах. Виҫҫӗмӗш чӳречи тӗксӗм. Халь шалта ашшӗпе амӑшӗ ҫеҫ ӗнтӗ.
Хӑй? Тахӑш хулара вӑл, ӑна Павел пӗлеймест. Мӗн тӑвӑн: савнийӗ те ҫук, юратӑвӗ те иртсе кайнӑ, анчах чӗре ҫаплипех ухмахланса, картлатса сикет. Аса илӳ йӑл илет те — ҫӑмхи хӑй тӗллӗнех сӳтӗлме пуҫлать.
Ҫуллахи ӑшӑ каҫ. Пахчари тенкел ҫинче санла юнашар хӗр ларать. Ҫывӑхрах вӑйӑ карти шавлать. Ҫумра савни пулсан, мӗншӗн вӑйӑ картине тӑмалла? Сывлӑш пиҫсе пыракан ҫӗмӗрт шаршипе тулнӑ. Тӳпере ҫӗнӗ уйӑх ҫурла пек ҫакӑнса тӑрать. Ун ҫине пӑхсассӑнах Степан Щипачевӑн сӑвви аса килет:
Сидим одни, обнявшись под луной.
Но все длинней косые тени кленов.
Луна спешит: на целый шар земной
Она одна, одна на всех влюбленных.
Ҫапла ҫав, ҫапла: хӑв юратнӑ чух пӗтем тӗнче юратнӑн туйӑнать, пӗтӗм тӗнче санпа пӗрле савӑнать.
Кӗркунне Гальӑн института каймаллаччӗ… Пуҫ тӑрринче — пан улмисем. Хӗрӗн пичӗ те йӗкӗте пулса ҫитнӗ улма пек туйӑнать. Павел малтанхи хут ыталаса чуп турӗ. Ҫавӑн чух, ӑнсӑртран пӗлӗт айӗнчен, тулли уйӑх тухсан, вӑл ҫулмаклӑ та пиҫсе ҫитнӗ ылтӑн арпус пек курӑнчӗ. Ура вӗҫнех пан улми татӑлса ӳкрӗ.
— Яр, пӑчӑртаса вӗлеретӗн, — терӗ хӗр. Анчах хӑй каччӑран пӑрӑнмарӗ, каччӑран тармарӗ.
— Кӗтетӗп. Манран лайӑххи тупсан — манса начартараххи лексен — аса илӗн, — терӗ каччӑ.
— Павел мӗнле намӑс мар сана? Пӗр эс ҫеҫ ман чӗрере, — тавӑрчӗ хӗр.
Капланса килекен хура пӗлӗт уйӑха шӑналӑкӗпе хупласа хучӗ те тавралӑх тӗксӗмленчӗ…
Вӗреннӗ чух вӑхӑт сахал. Яла Галя сайра хутран ҫеҫ килкелесе кайрӗ. Ҫырусем. Кун сиктерсех ҫыру. Хӗр иккӗмӗш курсран вӗренсе тухсан, Павелӑн ҫара кайма черет ҫитрӗ.
Куҫҫульпе йӗпеннӗ хӗр тути… Хӑлхара халӗ те станцӑра хӗр каланӑ сӑмахсем янӑраҫҫӗ.
— Кӗтетӗп сана, Павел.
— Хӑҫанччен?
— Хӑв мана маниччен.
— Кӗтрӗ… Урӑх каччӑ тупиччен. Ахальтен каламаҫҫӗ ҫав Ҫавалкасра: хӗр юратӑвӗ тепӗр каччӑ тӗл пуличчен тесе.
Галя качча тухсассӑнах, Павел ун патне ятлаҫса ҫыру ҫырса ячӗ. Пулмарӗ хурав.
Павела яла таврӑнма та намӑс пек туйӑнчӗ. Эй, айван пулман-и тата? Халь пулсан, ҫапла ҫеҫ каламалла: мӗн намӑсӗ пултӑр унта, хӗр сана юратман, вӑл урӑххине, санран лайӑхраххине тупнӑ, ӑна хӑйӗн чӗрипе тасалӑхне панӑ. Тепӗр хут халь тахҫанхи сӑмахсем аса килчӗҫ:
— Манран лайӑххи тупсан — манса кайӑн, начартараххи лексен — аса илӗн. Лайӑхраххи тупрӗ.
Клуб ӗлӗкхиех-мӗн. Чӳречисем ҫап-ҫутах. Апла пулсан, ҫамрӑксем саланман-тӑр. Кӗрес — Володьӑпа Санькӑран тата Петӗртен аван мар. Чӗнчӗҫ вӗт-ха. Каланнне каялла тунӑшӑн мӗнех пултӑр тата?
Алӑк патне ҫитичченех вӑл купӑс сассине илтрӗ. Ура айӗнче ҫенӗк хӑмисем чӗриклетрӗҫ. Клубӑн тепӗр вӗҫӗнчи чӳрече патӗнче ҫын кӗлетки. палӑрать. Хӗр-и вӑл, каччӑ-и — пӗлме ҫук. Ун патне пырас? Лайӑх-и вара? Тен, пӗр-пӗр хӗр каччине вӗчӗрхенсе сӑнать? Тен, каччӑ хӗрне? Арканнӑ юрату, тен? Апла пулсан, ан тӗкӗн. Ан сап суран ҫине тӑвар.
Клуба кӗрсе тӑрсассӑнах Павел хӑйне нумай куҫ сӑнанине туйрӗ. Вӑл ташлакан мӑшӑрсене куҫларӗ. Ав, Петӗр. Темӗнле пӗчӗк пӳллӗ хӗрпе.
Купӑсне Володя калать иккен. Пуҫне аяккалла пӑрса хунӑ. Уншӑн халь ҫак ҫут тӗнчере «Дунай хумӗсем» вальссӑр пуҫне нимӗн те ҫук пек. Кӑштах сыпнине пытарма хӗн: тӑртаннӑ питне хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
Анна кунта ҫитме ӗлкӗрнӗ. Темӗнле палламан хӗрпе ташлать. Кӗвӗ хӑвӑртланчӗ. Ҫаврӑнма пуҫларӗҫ. Хӗрӗн мӑшӑр ҫивӗчӗ чӗкеҫ ҫунатти пак сарӑлса кайрӗ.
— Мӗн ютшӑнса тӑратӑн? — илтрӗ сасартӑк Павел Санька сассине. — Кил, кунта вырӑн пур.
Павел каччӑ ҫумне пырса ларчӗ. Унпа юнашарри — Гайкӑ Ваҫҫи. Вӑл Петӗр патӗнче мӑлатук ҫапаканни. Кулӑ ҫеҫ ӗнтӗ, тимӗрҫӗре ӗҫлемелле-и унӑн. Вун пилӗк-вун ултӑ ҫулсенче пулӗ-и? Лутака. Кук тӗрриллӗ. Пурӑнасса вӗсем Петӗрпе кӳршӗллӗ пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн пӗчӗкренех чылай вӑхӑтне тимӗрҫӗ лаҫҫинче ирттернӗ. Пӗр виҫӗ ҫул каялла, хӑй тӗллӗн гайкӑсем тума вӗренсен, шкула пӗр кӗсье гайкӑ пуҫтарса пынӑ пулнӑ. Ҫавӑнтанпах ӑна Гайкӑ Ваҫҫи теҫҫӗ. Вӑл тӑрса ал пачӗ.
— Аван-и, Павӑл пичче, — терӗ.
— Ташларӑм пӗрре. Вальс мӗн вӑл? Пустуй атӑ тӗпне якатни кӑна. Ӑна майрасем ташлаҫҫӗ. Мана вӑл ташӑ — районтан килекен хӑш-пӗр лектор пек туйӑнать. Маншӑн пулсан, «цыганкӑ» пар. Акӑ мӗн кирлӗ мана — калаҫма пуҫларӗ Санька.
Бригадир чӗлхи тытӑнчӑклӑрах. Ахӑртнех, ташлани татах ӳсӗртнӗ пулас ӑна.
— Эсӗ халӗ те ташша вӑйлӑ ҫапатӑн пулӗ-ха…
— Ҫитекен ҫук. Района кайсан та пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, — хуравларӗ вӑл мухтанарах. Карттусӗ айӗнчен тухса кайнӑ кӑтрине юсарӗ.
— Пултаратӑн, — ырларӗ Павел.
— Ҫавалкассен аяла пулмалла-и? Эпир вӑрман ҫыннисем. Хир енчисен айне пулман, пулас та ҫук. Эпир Хапӑссам. Илтнӗ-и? Хапӑс, хапӑс, хапарах, ӳксессӗн те маларах. Ҫапла калаҫҫӗ пирӗн патра, — йӑлӑхтармаллах калаҫма пикенчӗ вӑл.
Купӑс чарӑнчӗ.
Павела Володьӑпа Петӗр те асӑрхарӗҫ. Тепӗр самантранах ун тавра каччӑсем кӗпӗрленчӗҫ. Хӗрсем ҫеҫ вӑтанса пыма хӑймарӗҫ. Павел хӑй ҫывӑхра тӑракан Лисукпа Любӑна ал пачӗ. Каччӑ ас тӑвасса вӗсем иккӗше те фермӑра ӗҫлетчӗҫ. Халь ӑҫта-ши?
— Мӗн чарӑнтӑр? — илтӗнчӗ сасартӑк пӗр хӗрӗн уҫӑ сасси. — Ташламастӑр пӳлсан, вылятпӑр. Тӑрса тухӑр.
Павел ку кам-ши, тесе шырарӗ. Аннапа ташлакан хӗр-мӗн, йӑрӑс пӳллӗ. Кӗрен платйӗ ҫинчен симӗс ҫӑм кофтӑ тӑхӑннӑ. Капрон чӑлхапа, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфлиле. Илемлӗрех кӗске мӑйне шап-шурӑ явлӑкпа чӗркенӗ. Тӑрӑхларах питлӗ. Сарӑ ҫӳҫне кӗскен татса кӑтралатнӑ.
— Учительницӑ пулӗ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Павел. Ҫамрӑксем тӑрса тухрӗҫ.
— Эй, Володя, — янрарӗ ҫав уҫӑ сасах. — Мӗн кӗреҫе аври ҫӑтса янӑ пек тӑратӑн, — терӗ вӑл качча, хул пуҫҫинчен ҫапса.
Володя вартах ҫаврӑнчӗ, тытма хӑтланчӗ, анчах… хӗр кулли ҫеҫ янраса юлчӗ. Тракторист хӗр хыҫҫӑн ыткӑнчӗ. Лешӗ те чее. Аван курать качча, шухӑшне витӗрех ӑнланать. Пӗр енне сулӑнтӑр ҫеҫ — хӗр тепӗр енне. Йӑлтах хӑшкӑлтарчӗ. Володьӑна. Тӗлӗнмелле: балеринӑ пекех ку хӗр, уншӑн ҫӳллӗ кӗлелӗ туфли те чӑрмав мар.
— Ку кам хӗрӗ? — ыйтрӗ Павел Санькӑран. — Пирӗн ялсемех-и е таҫтан килнӗскер?
— Пӗр-пӗр урҫа качча илсен, пирӗн ял пулать, — тавӑрчӗ бригадир. — Пурӑнсан куратӑн ак.
Хуравӗ темӗнле сивӗрех. Пӗр-пӗринпе хирӗҫме сӑлтавӗ пулнӑ-тӑр.
«Хӗрсем, — шухӑшларӗ Павел. — Уяври пекех хӑпса тухнӑ. Папкари те, ҫеҫкене ларни те, сарри те, хури те. Ҫавалкас хӗрӗсем. Кам пӗлет, тен, ҫаксенчен пӗрне юратса пӑрахӑп. Кам пӗлет, тен, каллех юрату тӳнтерле тавӑрӑнӗ…»
— Кушака шӑши чуптарса вӗлерет. Хӗрхенӗр… Тӑсӑлса ӳкиччен юлашки хут купӑс калатӑп. Хӗрсен вальсӗ. Каччӑсем, шӑпӑрт тӑрӑр, хӗрсем хӑйсем ташлама чӗнеҫҫӗ, — сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа сӑмах хушрӗ Володя.
— Ухмах! Пӗчӗк ачалла чупать. Унӑн вырӑнӗнче пулсан, суратӑп ҫак вӗт-шакӑр ҫине. Пӗлмест вӑл хӑй хакне, — тутине ҫуласа илсе калаҫрӗ бригадир.
— Комсоргӑн ҫапла пулмалла та.
— Мӗнле ҫапла?
Павел хуравлама ӗлкереймерӗ. Купӑс каҫӑхса кайсах янӑрарӗ, малтанхи мӑшӑрсем ташша тухрӗҫ. Ун патне Анна пырса тӑчӗ.
— Кайрӑмӑр, кӳршӗ каччи. Курар-ха казахстансем еплерех ташланине.
— Чаплах мар, чӑвашстансем, — терӗ Павел, сулахай аллине хӗр хул пуҫҫи ҫине хурса.
Вӗсене те ташӑ ҫавра ҫилӗ ярса илчӗ. Павел Аннана мӑшӑрсем хушшипе ӑста илсе пычӗ.
— Ҫӳллӗ каччӑпа ташлама та ҫӑмӑл. Володя пулсан, ҫапӑнтарса тӑна кӑларатчӗ.
— Ан мухта, куҫахтаратӑн.
Вӗсемпе юнашар паҫӑрхи палламан хӗр Гайкӑ Ваҫҫипе ташлать. Каччи хӗр хул пуҫҫи ҫӳллӗшӗ те ҫук, ҫавӑнпа пуҫне каҫӑртсах ҫӳлелле пӑхать. Лешӗ вара ӑна сӑнаса каҫса кайсах ахӑлтатать.
«Вӑтансах тӑмасть, хӑй ҫине пӑхтарма юратать, — шухӑшларӗ Павел, хӗр кӗлеткине сӑнаса. — Мӗншӗн-ши час-час ахӑрать? Е ун чӗринче ниҫта вырнаҫайми телей, е ҫав тери ҫӑмӑл шухӑшлӑ. Тата мӗншӗн-ха эп вӑл хӗре сӑнатӑп?»
— Ман пата пымарӑн. Мӗн сӑлтавпа-ши? — ыйтрӗ Павел Аннаран.
— Ӗҫке тӳсме пултараймастӑп, — тутипе витленҫи турӗ Анна. — Сана килнӗ ятпа тесе ҫеҫ каҫаратӑп.
— Апла эпир ҫӳпҫипе хупӑлчи. Ҫулталӑкра пӗрре сыпатӑп, ку таран ҫӑвара пирус хыпман.
Купӑс чарӑнчӗ. Ҫамрӑксем алӑк патне кӗпӗрленчӗҫ.
— Тӑхта, эп пальто тӑхӑнам. Пӗрлех кайӑпӑр, — чарчӗ Павела Анна.
— Эп хирӗҫ мар. Тен, каччуна ҫиллентеретӗп? Вӑл ӑсаттӑр.
— Каччисем ҫуралман-ха, — кулчӗ Анна. Пӗрлех тухрӗҫ.
Ҫенӗк вӗҫӗнче вӗсене паҫӑрхи палламан хӗрача кӗтсе илчӗ. — Калатӑп вӗт кайман тесе, — терӗ вӑл. Каллех темшен ахӑлтатса кулса ячӗ. Ку Павӑла пачах та килӗшмерӗ. Лашӗ хӑюлӑхне сутӑн илмест-мӗн. Павел Аннана ҫавӑтсанах, хӗр тепӗр енне куҫрӗ, темиҫе утӑм юнашар утсанах каччӑран ҫапла ыйтрӗ: — Сире ҫаклатма юрать-и?
— Тархасшӑн, — ҫепӗҫреххӗн тавӑрма тӑрӑшрӗ каччӑ.
— Павел, каҫар, — терӗ Анна, — сана паллаштарма мансах кайнӑ. Паллашӑр халь те пулсан.
Каччӑ чарӑнсах алне пачӗ, ятне каларӗ.
— Лена, — тавӑрчӗ хӗр.
Каллех утрӗҫ. Халь калаҫу хуҫи Лена пулчӗ. Каллех вӑл кула-кула хӑйне Гайкӑ Ваҫҫи виҫҫӗмӗш ҫыру пани ҫинчен пӗлтерчӗ. Лешӗ, ачалла, тӑнран тухмаллах юратса пӑрахнӑ имӗш. Ку каллех Павел кӑмӑлне каймарӗ: юратуран кулмаҫҫӗ.
Ура айӗнче ҫӗнӗ юр нӑтӑртатать Ҫавал айлӑмӗнчен ҫил вашлаттарсах вӗрет. Анчах тӳпе ҫаплах тасалса ҫитмен-ха, ҫаплах унта тӗксӗм шӑналӑк карӑнса тӑрать. Сывлӑш сисӗнмеллех нӳрелнӗ.
— Эпӗ сирӗн ҫинчен илтнӗ, — сӑмах хушрӗ пӗр хушӑ чӗнмесӗр пынӑ Лена. — Клуба кӗрсе тӑрсассӑнах палларӑм.
— Курмасӑрах-и?
— Володя каласа панинчен.
— Пулма пултарать.
— Калӑр-ха, мӗншӗн чӑваш халӑхӗ ҫӗршыв тӑрӑх салансан та каяллах ҫуралнӑ вырӑна таврӑнать? Сӑмахран, сирӗн вырӑнта пулсан, эп Казахстанран таврӑнас ҫук.
Павел малтанах хӑй мӗншӗн тухса килнин сӑлтавне пӗлтересшӗнччӗ, сӑмахсем те чӗлхе вӗҫне килчӗҫ. Анчах мӗншӗн кашни тӗл пулаканах чӗрене уҫса парас? Вӑл вара пӗр сӑвӑҫ сӑмахӗсемпе ҫапла тавӑрса хучӗ:
Хур кайӑксем тем чул инҫе вӗҫсен те.
Килеҫҫӗ пӗр иленнӗ вырӑнах.
— Урӑх ӑнлантарма кирлӗ мар, — тавӑрчӗ хӗр. — Тавтапуҫ пӗрле илсе хӑпарнӑшӑн. Ҫитрӗм. Анна, эп ыран ултӑ сехетре пыратӑп. Маларах ҫитсен, манӑн марльӑсене ҫӑваймӑн-ши?
— Эп вӗсене ҫуса хутӑм.
— Апла пулсан, тата лайӑх. Сыв пулӑр.
Лена малтан Аннана ал пачӗ, унтан Павел аллине арҫынла ҫирӗппӗн чӑмӑртаса ҫапла хушса хучӗ:
— Эсир, Павел, пур енчен те лайӑх, анчах чӗмсӗртерех. Асӑрхӑр, унашкаллисене хӗрсем юратмаҫҫӗ.
Хӗр кулса ячӗ те чупсах кайрӗ.
— Мӗн эс хытса тӑратӑн? — сӑмах хушрӗ Анна.
— Ӑҫтан тупӑннӑ ҫав качамас арҫури?
— Ӑна эс Санькӑран ыйтса пӗл. Унӑн айӑпӗпе лекнӗ вӑл Ҫавалкаса, — куларах тавӑрчӗ Анна.
Качча илсе килмен пулӗ те?
— Ҫук. Вӗсем халь иккӗмӗш ҫул пӗр-пӗринпе сӑмах хушмаҫҫӗ. Качча тетӗн тата. Ну, мӗн ҫаплах тӑратӑн?
Айта, ут хӑть, эп сана каласа парӑп, — хулран ҫавӑтрӗ Анна.
— Итлеме хавас, — терӗ Павӑл, хӗрпе танлашса.
— Хавас-и, хавас мар-и, анчах эс ӑна юратма пуҫлатӑн. Ан хирӗҫле. Лена комсомол райкомӗн секретарӗ пулнӑ.
— Вара? Райком секретарӗ пулнӑшӑн юратас-и? Тӗнчене ан култар.
— Пулнӑшӑн, пулнӑшӑн, — йӗкӗлетсе илчӗ хӗр. — Ларакан пукана ӑслӑ этем юратмасть. Итле эс. Вӑт ҫапла!.. Лена пуху ирттерме килчӗ те комсомол путевкипе фермӑна ӗҫлеме каймалли пирки калаҫу пуҫарчӗ. Лена кастарать кӑна. Колхозри фермӑсенче йӑлтах комсомолецсем ӗҫлемелле, тет. Хӗрӗнкӗрех Санька (унӑн чаракӗ ҫукрах, хӑв пӗлетӗн) тӑрать те калӑть: эпир сӑмах ҫапма пурте ӑста-ха, анчах ӗҫ патне пырсан, пурин те пилӗк ыратать. Хӑвӑра ярас пулсан, каятӑр-и? Пуху шӑпланса ларчӗ. Ачасем сывлама чарӑнчӗҫ тейӗн. Мӗнле хуравлӗ комсомол райкомӗн секретарӗ? Лена Санька куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ та ҫапла ҫаптарса хучӗ: «Каятӑп, кӗтӳ пӑхма каятӑп, анчах малашне фермӑсенче шӑлсӑр карчӑксене ӗҫлеттерсе ҫитет»… Эпир шӳтлет тесе. Пӗр Санька палканишӗн мӗншӗн ытла чӗрре кӗмелле? Салантӑмӑр. Лена вара чӑнласах ирхине ирех фермӑна ҫитрӗ. Пирӗн Виктор Андреевич апла та капла… Хӑй те аптраса ӳкрӗ. Ӑҫта ямалла? Район умӗнче намӑс вӗт: райком секретарӗ кӗтӳ кӗтме каять. Вара заведующи ҫапла калать: кӗр хам вырӑна. Лена хӑйӗннех перет. Аран-аран ӳкӗте кӗртсе, ӗне сума хӑвартӑмӑр. Халь иккӗмӗш ҫул ӗне сӑвать те шкулта асла пионервожатӑйра ӗҫлет. Хӗр мар - ҫулӑм. Чӗрӗ каскана та тивертсе ямалла. Тата икӗ ҫултан пединститутран заочнӑ вӗренсе тухать.
— Калатӑп вӗт: Лена яланах: ҫын куҫӗ умӗнче пулма тӑрӑшать. Унӑн мӗнпе те пулсан палӑрмалла. Мухтан-малла эппин… Хаҫатсенче ҫырчӗҫ пулӗ-ха: комсомол райкомӗн секретарӗ фермӑна кайнӑ. Патриотизм, — тӗксе илчӗ Павел.
Йӑнӑшатӑн. Ҫавӑн пек характер: хӑй ӑшӗнчине пытармасть. Ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Ҫавӑншӑн юрататпӑр та ӑна эпир, — тавӑрчӗ хӗр. — Сана килӗшмерӗ пулсан, ыттисене килӗшет…
«Тата мӗн-ха эп ун пирки чӗрре кӗрсех тавлашатӑп?» — хӑйне хӑй ӑшӗнче ятларӗ Павел.
2. Ялта ятлисем
1
Пуху салансан та Трофим Матвеевич райкомран часах тухаймарӗ. Ӑна Василий Иванович хӑй патне чӗнсе илчӗ.
Райком секретарӗ хальхинче кӑшт сивлекрех пек туйӑнчӗ. Унӑн йӑл кулли те ҫухалнӑ, сенкер куҫӗсем шухӑшлӑ. Сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи кивӗ суранӗ татах шурса кайнӑ. Колхоз председателӗ ҫакна асӑрхасанах хумханса илчӗ: парти активӗн пухӑвӗнче тухса калаҫнӑшӑн кӑмӑла йывӑр илчӗ-ши? Ҫук, пулма пултараймасть, вӑл хӑйне тӗксе илнишӗн ҫилленекен ҫын мар.
— Комбайнсемпе молотилкӑсем кӗтеҫҫӗ сире. Тӑсса пырса ҫитет. Район умӗнче намӑс. Хӑҫан илетӗр? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Аптрамалла, — аллисене шанчӑксӑррӑн сарса ячӗ колхоз председателӗ. — Ҫавнашкал хаклӑ хак пулма пултараймасть. Неушлӗ парти ҫавна асӑрхамасть? Пӗр комбайн хӗрӗх пин тӑрать. Ун хакне кӑларас пулсан миҫе ҫул ӗҫлемелле? РТСӗ тракторсене юсанӑшӑн тӑпӑлтарать тата, хӑть Мускава ҫырса яр. Шухӑшлатӑп та, техникӑ иличчен колхоза натуроплатӑ тӳлеме ҫӑмӑлтарах.
— Хаклӑ тетӗн? — ҫӗкленчӗ райком секретарӗ. — Ӗлӗкхиллех государствӑ пӗр центнер тулӑшӑн сакӑр тенкӗ тулесен? Пӗр литр сӗтшӗн темиҫе пус парсан? Мӗн тӑвӑн? Ҫапла ҫав. Хӑвах каларӑн вӗт халь ӗҫлеме ҫӑмӑл тесе.
— Патшалӑхӗ вӑл — мӗнле парать, ҫапла илет.
— Ку вӑл обыватель юрри. Е сӑмах ҫукран сӑмах тӑватӑн. Ҫичӗ ҫуллӑх пырать ҫӗршывра. Эс ӑна ҫӑмӑл план пуль тетӗн-и? Ҫук. Пӗтӗм тӗнчене кӑтартатпӑр хамӑр утнине. Ленин халь сывӑ пулсан тепӗр хут: «Пирӗн хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗ чи лайӑх политикӑ», тесе каламалла.
Тавлашсах кайрӗҫ. Экономикӑна лайӑх пӗлекен райком секретарӗ районти колхозсен тӗслӗхӗпе техникӑ илни колхоза натуроплатӑ тӳленинчен йӳнерех пулнине кӑтартса пачӗ. Лешӗ килӗшмерӗ.
Василий Иванович урӑх шарламарӗ, пӗр хушӑ куҫне Прыгунов ҫинчен илмерӗ. Трофим Матвеевич, вӑл пӑхнинччен пӑрӑнса, урамалла тинкерчӗ.
— Тепӗр чухне эс экономист, тенӗр чухне нумай япалана колхоз председателӗн куҫӗпе ҫеҫ куратӑн. Ан манса кай: эс депутат. Санӑн государствӑ ыйтӑвӗсемпе те интересленмелле.
Сыв пуллашрӗҫ.
…Виссарион Маркович столовӑйне апат та кайса ҫиме ӗлкӗрчӗ, хӑйӗн «дозине» ӳпӗнтерчӗ, унтан тахометрпа баллонсенчн сывлӑш пусӑмне тӗрӗслерӗ. Трофим Матвеевич ҫӑплах тухмарӗ.
Икӗ сеткӑпа япала тултарнӑ колхоз председателӗн арӑмӗ Марье ҫитрӗ. Вӑл шофер вырӑнне кӗрсе ларчӗ те пальто тӳмисене вӗҫертрӗ, тутӑрне ӗнси хыҫне антарса ҫӳҫне юсарӗ.
— Кум! Кил-ха кунта! — алӑка уҫса чӗнчӗ вӑл. Марье пӗр сеткинчен хут чӗрки кӑларчӗ. Виссарион Марковинч куҫӗ умӗнче — кӗске ҫанӑллӑ хӗрача кӗпи. Вӑл пӗр ҫич-сакӑр ҫула ҫитнисене чухах пулмалла. Сарӑ пурҫӑн ҫине кӑвак ункӑсем ҫаптарнӑ. Пӗрӗмӗсем йӑвӑ та вӗтӗ, тӳп-тӳрӗ те илемлӗ. Кӗсйи те пур.
— Хитре-и? — кӑвак куҫне чеен ялкӑштарчӗ Марье.
— Эп хӗрарӑм кӗпине-тумне пӗлсех каймастӑп, ҫапах хитри куҫ умне пӗрре пӑхсах тухса тӑрать.
Кӗпине Марье типтерлӗн чӗркесе сеткине чикрӗ те самантранах кӑвак хутпа чӗркенӗ тепӗр ҫыхӑ туртса кӑларчӗ.
— Ку тата?
Сӑран тӗплӗ, тӗрленӗ питлӗ сарӑ сантали-мӗн.
— Ку та аван. Такам илме хушрӗ-и?
— Эх, кум… Арҫынсем яланах паянхи пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ара, сирӗн Светланӑн менелник пулнине манса кайрӑн-им?
Светлана. Тӑхӑр ҫул тултарать. Авланни те халь ҫеҫ пек. Мӗнле-ха ун ҫинчен ашшӗ манса кайнӑ. Мӗн те пулсан илсе парас пулать. Мӗн илес? Паян укҫине те кӑшт ҫеҫ чиксе тухнӑ, вӑл столовӑйӗнчех пӗтрӗ. Ыйтас — ырӑ мар. Каллех ӑна Марье ухмаха тӑратса хӑварчӗ. Кашни ҫулах хӗреснамӑшӗ мӗн те пулин илсе парать, ҫавӑнпах ӗнтӗ хӗрача вӗсем патӗнчен тухма пӗлмест. Шкултан килсенех унта е клуба каять. Хӗреснашшӗ те ҫавах. Иккӗшӗ ачана ачашласа пӑссах ячӗҫ.
Витӗр куракан хӗрарӑм Виссарион Маркович тӗксӗмленнине самантрах асӑрхарӗ, пальтон шалти кӗсйинчен ҫирӗм пилӗкшер тенкӗлӗхсем туртса кӑларчӗ:
— Ме, кайса ил мӗн те пулин.
— Тен, хамӑр ял лавккинчех тупанать? — иккеленсе ыйтрӗ парторг.
— Эрехрен ытла мӗн пур унта? Светкӑн портфель кивелнӗ, раймага кайса ил. Тӑхта-ха, — чарчӗ вӑл ӑна ҫаннинчен тытсах. Кӑн-кӑвак куҫӗсем такамран хӑранӑн тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, сасси пӗчӗкленчӗ: — Итле-ха, кум, Трофима кӑҫал каллех ҫӗр улми сутма хушас. Пӗлтӗрхи пек тепре кӑнтӑра кайсан… Ӑнланатӑн-и? Атту мана итлеми пулчӗ. «Мӗн вӗрентетӗн те, мӗн вӗрентетӗн», тет кӑна. Сан сӑмахна итлет вӑл.
— Эп калӑп… Манра ӗҫ тӑрас ҫук, — хуравларӗ Виссарион Маркович.
Универмага каясси пулмарӗ.
— Кайрӑмӑр, — терӗ кӗтмен ҫӗртен райкомран тухнӑ Трофим Матвеевич, планшетне ларкӑч ҫине шаплаттарса пӑрахса. — Района килсен апат ҫиме те вӑхӑт ҫук. Пӗри туртать, тепри. Ҫурҫӗр полюсӗнчен вӗҫсе килнӗ тейӗн. Пырса курас хамӑр пата. Курдюкӗсене ӳстерсе янӑ та, лараҫҫӗ ҫытмисене якатса.
Председатель ҫилленнӗ. Ун пек чухне ӑна хӑй мӗн шухӑшласа хунине каласа пӗтермӗ ирӗк пар. Тӑкать пӗр кана та чарӑнать, вӗрет-вӗрет те самантрах сивӗнсе каять. Арӑмӗ те, парторг та унӑн йӑлине аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем шӑпӑртах ларчӗҫ.
— Молотилкӑсем те, комбайнсем те илме лекет.
— Ҫак хакпах-и? — чӑтаймасӑр вартах ҫаврӑнать шофер вырӑнӗнче ларакан Марье.
— Пӗр колхозшӑн йӳнетсе параҫҫӗ тетӗн-и?
— Тракторсемпе те васкарӑн. Юлса пыракан колхоза никам та вӑйпах илтереймест, — тавӑрчӗ арӑмӗ.
— Юлса… юлса, — йӗкӗлтерӗ Трофим Матвеевич. — Эс районтисем пӗлмеҫҫӗ пуль тетӗн-и пирӗн экономикӑна? Василий Ивановичран ҫӳп пытараймастӑн. Пӗлет вӑл Тата мӗн эс ман ӗҫе хутшӑнатӑн? Эс хӑвӑн клубна пӗл. Халиччен хӗрарӑм ӑсӗпе пурӑнман эп! — касса татрӗ упӑшки.
Марьен ҫинҫе те тӳрӗ сӑмса ҫунаттисем сарӑлчӗҫ, куҫ харшисем пӗрӗннипе ҫамки ҫине пӗртен пӗр пӗчӗк йӗр выртрӗ. Мотор пӗр тикӗссӗн кӗрлеме тапратрӗ. Машинӑ темиҫе метртанах пысак хӑвӑртлӑх илчӗ. Марье куҫӗ талӑкӗпех ҫывӑрман ҫыннӑнни пек типпӗн ялкӑшса ҫунчӗ. Катаран пӑхсан, арҫын калаҫӑвӗсем ӑна нимӗн чухлӗ те касӑклантармай пек, анчах вӑл пӗр самахне те вӗҫермерӗ.
— Виҫмине килсе илер те, ӗҫӗ пӗттӗр. Ыран лару туса ирттерес. Эс трактористсене пӗлтер: хатӗрленччӗр. «Старик» валли те тракторист тупмалла. Укҫа тӑкрӑмӑр та ахалех лартатпӑр.
— Кам килӗштӗр унпа ӗҫлеме? Ӗҫленинчен ытларах юсаса вӑхӑта ирттеретӗн. Вӗсем, трактористсем, яланах ҫӗнӗ машинӑ ҫине ларма ӗмӗтленеҫҫӗ, — тавӑрчӗ Виссарион Маркович.
— Барановпа калаҫ-ха эс. Эп ӑна хам та чӗнсе пӑхатӑп. Пулӑшса ят илтертӗмӗр те, хамӑр ҫинех хӑса пуҫларӗ. Текех ӑна парти активӗн пухӑвӗ тесен, колхозран кӑлармастӑп. Тупӑннӑ туй ачи.
— Кукурузӑ пӑсса ячӗ. «Королева» нумай ҫынсене король турӗ, — анасласа илчӗ парторг. Шофер «дози» ӑна самаях ӗнтӗркеттере пуҫларӗ курӑнать.
— Ҫитес пасара кайма хатӗрлен. Выльӑхсем халь хаклӑрах, анчах кӗҫ ҫӑва тухатпӑр. Самӑртса паратпӑр. Аш, аш кирлӗ халь. Василий Иванович иртнӗ ҫулхи декабрьти Пленума аш пленумӗ, тет. Кӑҫал ҫӗр гектар пуҫне тӑхӑр вунӑ центнер илсен, республикипех кӗрлесе каятпӑр. Ҫак кӑкӑра, — лӑпкарӗ председатель парторг кӑкӑрне, — Ылтӑн Ҫӑлтӑр илемлетме пултарать. Пухура ҫапла йышӑнас: камӑн ӗне пур, пӑрушне пуссан ҫулталӑк хушши лаша та, машинӑ та парас мар, ҫийӗнчен пилӗк ӗҫ кунӗпе штрафлас. Пӗр сӑмахпа каласан, ӳстерчӗр, колхоз шучӗпе паччӑр.
— Ку вӑт тӗрӗс, — килӗшет парторг. — Атту ҫур пӑт какайшӑн чӗчӗ пӑрушне пусаҫҫӗ. Камӑ усӑ? Ҫулталӑк усрасан, сахалтан та вунӑ пӑт туртакан пулать. Ҫывӑхри ялсене те кайса илме юрать.
— Апла-тӑк, эп парти линине тӗрӗс ӑнланатӑп.
— Ӑнланман ҫынна кам республикӑ депутатне суйлатӑр? — мухтарӗ Виссарион Маркович председателе.
— Кӑҫал… Кӑҫал эпир хамӑра кӑтартма тивӗҫ. Ман утпа, коммунистсем те, халӑх та хӑйсен тӗллевне ӑнлана пуҫларӗҫ. Ку чи кирли. Ӑнлану пулсан, ӗҫ каять. Ытти колхозсем те пирӗн хыҫҫӑн туртӑнаҫҫӗ. Райком пире ырлать, райисполкомшӑн пулсан… — хӑй шухӑшне вӗҫлеймерӗ Трофим Матвеевич, тем чыхӑнса кайрӗ те хӗремесленсех ӳсӗре пуҫларӗ.
Машинӑ, шоссерен пӑрӑнса, Ҫавалкаса кӗчӗ.
2
Прыгуновсен (тӗрӗссипе Марьесен) килӗ урам ҫырма юпне пырса тӑрӑннӑ ҫӗрте, айлӑмра. Урамалла тӑвата чӳрече тухакан ултӑ кӗтеслӗ пӳрт. Чӳрече хӑлхашкисене чӑвашла тӗрӗпе тӗрленӗ, тӗрлӗ теслӗ сӑрпа сӑрласа илемлетнӗ. Ҫийне чуспа витнӗ, ӑна та шурӑрах кӑвак сӑрпа сӑрланӑ, ҫавӑнпах-ши, пӳрт темӗнле юмахри пек курӑнать. Ҫырма хӗстернипе ҫул пӳрт ҫумнех пӑрӑнать. Виҫӗ ватӑ йӑмра пулмасан, иртен урапа пӳрт кӗтессине те ҫаклатмалла.
Пӗчӗк ҫырма урлах — Виссарион Марковичсем. Шифер витнӗ катмар пӳрт. Умӗнче пӗчӗк пахча карти. Ӑна ятарласа ҫуртарнӑ чусран кашни татӑкнех шӗвӗртсе тата тӗрӗлесе тытнӑ. Пӳртпе юнашарах чӗнтӗрлӗ вырӑсла хапха. Колхоз председателӗн те, парторгӑн та вӗсем пӗр евӗрлех — ҫӗнӗ, иккӗшне те пӗр ӑстаҫах тунӑ.
Виссарион Маркович, е, ялти пек — каласан, Виссар, Совет ҫарӗнчен 1950 ҫулта таврӑнчӗ. Ҫапӑҫусенчех пулаймарӗ, анчах вӑрҫӑ чарӑнас умӗн Берлина чи малтанхи хут хӑйӗн «студебекерӗпе» снарядсем турттарса пычӗ. Ҫартан таврӑнсан вӑрманпромхоза шофера ӗҫлеме кӗчӗ. Мӑшӑрлансанах коммунальнӑй хваттер те пурӑнчӗҫ.
Хресчен йӑли ерекен чирпе пӗрех: пӗр ҫӗрте ҫухалсан та тепӗр ҫӗрте сиксе тухать. Вӗсем хӑйсем ҫурт лартма шухӑшларӗҫ. Машинӑ хӑй ӑллинче, йывӑҫ ура айӗнче. Ҫапах ҫурт-йӗр ҫавӑрасси пӗр кана ҫывӑрасси мар, кивҫене те ярать, тарне те пӑчӗпех юхтарать. Пӳрт пулсан — хуралтӑ хутшӑнать, мунча тусан, лаҫ та хӑпарать. Хуҫалӑхра тыр-пул та, аш-пӑш та пур. Тепӗр чухне ҫӑнӑх кункрине лартма та вырӑн тупаймастӑн, каткисем те ура айӗнче. Ҫавӑнпа кӗлет те кирлех. Йӳҫӗтнӗ купӑста, хӑяр, помидор сакайӗнче ҫемҫелет. Усрама пулать ӗнтӗ ҫур ҫул енне. Кайран? Кӑмӑсланать, пӑсӑлать. Пӗрре кӑларса тӑкнишӗн тарӑхатӑн, тепре… Анкарти хыҫӗнчи ҫырмарах чул. Юманне унта-кунта кайсан хуркаласа килетен, акӑ сана нӳхреп пулчӗ те.
Халь парторг кил хушшине кӗрсен, кунта тӗп килтен пурлӑхсӑр уйрӑлса тухнӑ ҫын мар, ӗмӗрхи ҫӗрме пуян пурӑнать тейӗн. Ҫерҫи те аран ҫеҫ вӗҫсе тухмалла. Ҫурчӗн пӗренисем шултра, хапха патӗнчен ҫенӗк патне ҫитичченех виҫӗ хӑма хурса сарнӑ сарлака тротуар. Ӑна ҫулла ҫеҫ мар, хӗлле те Нина ҫусах тӑрать.
Виссарион Маркович районта ятсӑр ҫын мар. Вӑрманпромхозра чи малта пыракан шофер пулнӑ, ӑна район Совечӗн депутатне те суйланӑ. Чӗлхи-ҫӑварӗ ҫаврӑнать. Ҫара кайичченех тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухнӑ та… Ӗҫлемелле пек ҫыннӑн унтах: машинӑ кивӗ-и, пурнӑҫӗ начар-и… Прыгунов колхоза килсен, тепӗр икӗ уйӑхранах яла куҫрӗ вӑл. Ӑна халь ҫеҫ туяннӑ «ГАЗ-51» автомашинӑна шанса пачӗҫ. Ҫапла таврӑнчӗ ҫын колхоза. Колхоз председателӗ сӗннипе ӑна малтанхи кӗркуннех парти организацин секретарьне суйларӗҫ. Унтан ытла ҫын кирлӗ те мар: ҫаврӑнӑҫуллӑ, кирек кампа та пӗр чӗлхе тупать, — терӗҫ. Колхоз «ГАЗ-69-А» текен ҫӑмӑл автомашинӑ туянсан, унпа ӗҫле пуҫларӗ. Ӑҫта председатель — ҫавӑнта парторг. Кӗркунне, колхоз тракторсем туянсан, ӑна бригадира лартрӗҫ. Ан тив, хальхи суйлавра ӑна депутата суйламан пултӑр, ячӗ пачах та чакмарӗ-ха. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ ялта килтен киле, ламран лама хыпар-хӑнар сарӑлчӗ: «Виссарион Маркович ӗҫет».
— Ӗҫтерсен, кам ӗҫмест.
— Пурнӑҫӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ӗҫет.
— Ӳсӗр выртнине кам курнӑ?.. — калаҫрӗҫ ҫынсем.
…Хӑнасем нумай кӗттермерӗҫ. Сухалне ӳтне кӑвак тӗс ҫапичченех хырнӑ Трофим Матвеевич малтан каҫрӗ. Ун хыҫҫӑнах тутӑрпа кучченеҫ чӗркесе йӑтнӑ, Светланӑна ҫавӑтнӑ Марье те ҫитрӗ. Иккӗшӗ те чупнӑ, хашкаҫҫӗ. Хӗреснамӑшӗ ҫӳхе пальто тӳмине те тӳмелемен, ярапаллӑ пурҫӑн тутӑрне пуҫ ҫине ҫеҫ хурса янӑ.
— Атте, кур! Атте, кур! — сиккелерӗ ҫӗнӗ платйӗ тӑхӑннӑ Светлана. — Пӗл, кам илсе панӑ?
— Иртен-ҫӳрен чикансем пӑрахса хӑварнӑ пуль, — шӳтлерӗ ашшӗ.
— Эс ху чикан. Калама та пӗлместӗн. Цыган, теҫҫӗ. Хӗреснапай панӑ, — вӑрт ҫеҫ чупса кайрӗ вӑл хаҫатпа ларакан хӗреснашшӗ патне. Вара хаҫатне туртса илсе сӗтел ҫине ывӑтрӗ, мӑйӗнчеп яп! ҫеҫ ыталаса илчӗ. Лешӗ ӑна ачашшӑн чӗрҫи ҫине лартрӗ, кӑвак лентӑпа ҫивӗтленӗ ҫивӗт вӗҫӗпе Светланӑна хӑйнех кӑтӑклама пуҫларӗ.
— Ҫухал ҫук. Пулсан чиктермелле, — кулчӗ председатель.
— Сухал пулсан пымас та.
— Кирлехчӗ эс мана иккӗ паллӑсем илекенскер.
— Ан суй! Ман иккӗ паллӑсем ҫук. Эс мана юратан вӗт. Ҫапла-и, хӗреснатте?
Виссарион Маркович Светлана ҫине пӑхса ларчӗ. Тӗлӗнмелле унран: халь те ҫичӗ ҫулхи пек. Ун ҫулӗнчи ачасем вӑтанма, ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, ку вӑтанмасть.
Тулти ӗҫсене пӗтернӗ кил хуҫи арӑмӗ — Нина кӗчӗ. Ҫӗнӗ платйӗ тӑхӑннӑ Светланӑна курсассӑнах икӗ аллине шарт ҫапрӗ, кӳрӗннӗ пит-куҫӗпе Марье енне ҫаврӑнчӗ. Сасси ун уҫӑ, кӑшт хулӑнрах. Ахальтен мар ҫав юрӑ юрлама юратакан хӗрсем ӑна юрӑ пуҫарма ыйтаҫҫӗ.
— Кума, мӗн тӑккаланатӑн пустуй. Кашни ҫулах икшер-виҫшер парне парса ачана ачаша вӗрентетӗн. Ку пирӗн вӑл, — упӑшки ҫине кӑтартрӗ Нина, ача валли мар, ман валли те ӗмӗрӗнче япала илмен. Укҫи пулсан та, запчасть кӑна туянать…
— Эс чипертерех… Мана критиклекенсем сансӑрах нумай, — куларах тавӑрчӗ Виссарион Маркович.
— Сана…. Сана критиклемелле. Хӑнасем килнӗ, вӗсене пӗчӗк пӳртре лартать. Айтӑр, лере пурте хатӗр. Ку вӑл пирӗн… Ҫынсен арҫынӗсем халиччен ӗҫтерме пуҫламалла.
— Таҫти хӑнасемех мар. Ӗлкӗрӗпӗр тем тума та, — тавӑрчӗ Марье.
Мӑн пӳрте икӗ пӳлӗме пайланӑ. Алӑкран кӗрсенех зал. Сӗтелӗ урай варринче. Тавраллах таянмалли пукансем. Маччине белилӑпа шуратнӑ, урайне охрӑпа сӑрланӑ, килте тӗртнӗ кавирсем сарнӑ.
Хитре чечеклӗ ҫи виттипе витнӗ сӗтел хушшине ларчӗҫ. Виссарион Маркович черккесене эрех тултарчӗ. Хӑйне валли стакана ячӗ.
— Пире, шоферсене, хамӑр дозӑ, сире, хӗрарӑмсене, черкке.
Светланӑна «урра» йӑтрӗҫ, юлашкинчен тата Трофим Матвеевич ӑна маччаналла пӗр икӗ хут ывӑтса илчӗ.
— Сана ӗҫме юрамасть, ме канфет, — кӑларса пачӗ вӑл.
— Мӑшӑрсӑр. Хӑрах куҫсӑр пулатӑн, — кулчӗ Светлана.
— Эппин тата ме.
— Ку мӗн ятлине пӗлеп. М-м-и-и-ш-ка… «Мишка на с-с-е-в-ер-е», — тесе пӗчӗк пӳрте чупса тухрӗ вӑл. Йӑли ун ҫапла: яланах ачасене кайса кӑтартать.
Хӑйне ярса панӑ «шофер дозине», чей стаканӗн ҫурри ытларахскерне, Трофим Матвеевич та ӗҫрӗ. Вӑл юратса йӳҫӗтнӗ хӗрлӗ помидор ҫыртрӗ, кӗркуннех пусса шӑнтнӑ хур ашне кӑмӑлласа ҫирӗ.
Нина апат хатӗрлеме ӑста. Кашнин умнех винегрет лартнӑ, сив аш, пахча ҫимӗҫ ярса салат тунӑ та хӑйма сапнӑ. Сӗтел варринче тӗтӗмленӗ тинес пулли, суханпа кӑшӑлланӑскер, ҫӑварне хӗрлӗ кӑшманран тунӑ чечеке хыптарнӑ.
— Кӑмла ҫиетӗн-и? — ыйтать Нина Трофим Матвеевичран. — Сӗтелӗ ҫине лартма вырӑн пулмарӗ. Хӑшне парас? Йӳҫетнине-и е уксус шывӗ ҫинче усранине?
— Тӑварлани халь уҫӑрах. Ӳркенмесен илсе кил, — ыйтать председатель.
Виссарион Маркович каллех ӗҫмешкӗн сӗне пуҫларӗ. Татах ҫырткаларӗҫ. Калаҫу пуҫланчӗ.
Менелник лайӑхах иртетчӗ пулӗ. Трофим Матвеевич ҫӗкленчӗ те: «Сӑра сакки сарлака, анчах ӗҫ яланах калать ан ӗҫ», — терӗ.
Пӗри те асӑрхамарӗҫ вӑл салхуланнине. Ялта колхоз председателӗ хӑнана ҫӳременнине пурте пӗлеҫҫӗ. Хӑшӗсем ӑна чирлӗрен ӗҫме юрамасть, теҫҫӗ, теприсем хӑй хыттипе ӗҫмест тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫынсене курӑнмаллах ӗҫмен вӑл, ӗҫессе хӑй виҫипе ӗҫет.
— Мӗн тата, тиркетӗн-им? — чупса пычӗ Нина. — Сӑрине ӗҫ. Кур-ха, чаш кӑпӑк ҫеҫ. Ятарласа урпа сӑри турӑм.
— Эй, кума, сан колхозра мар, Шупашкарти «Атӑл» ресторанта ҫеҫ ӗҫлемелле, — кулчӗ председатель. — Епле тиркен? Эсир каҫарӑр, эп паян питӗ ывӑнтӑм. Йытӑ ӗҫӗ вӗт. Кама кӑка вӗрместӗн пуль.
— Лар. Этемӗн йӗрки пулать вӑл, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Марье.
Светлана чупса кӗчӗ, хӗреснашшӗне мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ:
— Ямастӑп… ямастӑп, — терӗ вӑл. — Ф-ф-ф-у, санран эрех шӑрши керет…
— Ӳсӗр ҫав эп. Мана эс ҫавах ярасшӑн мар. Апла юрамасть.
Трофим Матвеевич ҫул куркине тытса пачӗ. Асатма пӗчӗк пӳртне тухрӗҫ.
— Эс лар, кума, — ыйтрӗҫ кӳршисем.
— Маншӑн эс юл, — хушрӗ упӑшки те.
— Юрӗ, — килӗшрӗ Марье. — Тӑхта, уҫҫине ме, — ҫенӗке упӑшкипе пӗрлех тухрӗ вӑл.
— Марье, илтетӗн-и, текех хамӑрӑн ҫуралмасӑр нимӗнле менелнике те килместӗп, — пӑшӑлтатрӗ Трофим Матвеевич.
— Хӑратрӑн та…
— Хӑратма мар, сана малтанхи айӑпушӑн ӗмӗрне те каҫарма пӳлтараймастӑп.
— Ан та каҫар, — каялла вартах ҫаврӑнчӗ Марье. Пӳрте кӗчӗ, тӳрех сӗтел хушшине пырса ларчӗ. — Кум, яр-ха ман валли те.
Часах Трофим Матвеевич ҫинчен те манса кайрӗҫ, сӑмах урапи чарӑнмасӑрах ҫаврӑнчӗ.
— Эс эп каланине ан ман, — час-часах аса илтерчӗ Марье ӳсӗрӗлнӗ парторга.
— Каларӑн. Эп хӑҫан манатӑп?
Светлана хӗреснамӑшӗ ҫур ҫӗр ҫитес чух ҫеҫ хӑнаран тухрӗ.
Тулта пӳртри евӗрлех ӑшӑ. Ҫил те ҫук, Таврара ирӗлекен юр шӑрши тӑрать. Йывӑр пӗлӗтсен питлӗхӗ хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗтӗле пуҫланӑ, ҫав вырӑнсенчен темиҫе ҫӑлтӑр курӑнать.
Ял шӑпах. Трофим ҫутӑ та сӳнтернӗ. Пӳрте кӗрес килмест.
Марье йӗпе юра ывӑҫласа ҫамкине сӑтӑрчӗ. Чун уҫӑлнӑнах туйӑнчӗ, пуҫра шухӑшсем йӗркеленчӗҫ.
Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрасем. Вӗсем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Марье юратӑвне. Чи малтан ҫакӑнта чуп тунӑччӗ ӑна Сергей. Ҫакӑнта. Арҫын ачасене кун кӑтартман Марье сасартӑк ҫак хитре каччӑ умӗнче вӑтанакан пулчӗ. Улмуҫҫи ҫуралсан, пан улми пулатех. Тепӗр чухне пӑр та ҫапать, тӑм та тивет, ҫеҫке те шанса кайса тӑкӑнать. Пӑхатӑн та кӗркунне — улмуҫҫи пан улмисемпе малтанхи ача амӑшӗ пек киленсе ларать. Этемӗн пурнӑҫӗ лутӑркансан та, ӗмӗчӗ малаллах, шанчӑкӗ те пурах.
Хӗрӗн шухӑшӗ хӗрӗх, кӑмӑлӗпе чӗри пӗрре.
Вӑрманпромхоз инженерӗ Сергей авланнӑскер пулнине пӗлсен, Марье виҫӗ кун килтен тухмарӗ, лавккине те уҫмарӗ. Ун чухне те ҫакнашкалах ҫуркуннеччӗ, анчах юр ирӗлсе пӗте пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Унтанпа халь ҫичӗ е сакӑр ҫул иртрӗ-ши?
Кайран хӑтана Прыгунов пычӗ. Килӗшме типрӗ. Качча кайсан уйӑх ҫурӑран Марье хырӑм пӑрахрӗ. Виҫе уйӑхри хырӑм.
Ача таврашӗ урӑх пулмарӗ. Ҫавӑнтанпах ӑна Трофим Матвеевич айӑплать. Ҫук, Марье хӑйне айӑплӑ темест.
Туран такам шӑхӑрса анни шартах сиктерчӗ. Марье ҫаплах кӳршисен умӗнче тӑратчӗ, ҫырмавалла чупса анчӗ те вӑл килнелле утрӗ.
Ҫӳллӗ те сарлака кӗлеткеллӗ арҫынпа вӗсем хӑйсен килӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ. Лешӗ хӗрарӑм ҫулне татас мар тесе-тӗр, тӑпах чарӑнса тӑчӗ.
— Охо! Америкӑ уҫрӑм пулать. Ҫавалкасра хӗрарӑмсем те улӑха чупаҫҫӗ-и? — янӑрӑрӗ хулӑн сас.
«Кам ку? — тӗшмӗртме тӑрӑшрӗ Марье, — Сассине тӑҫта илтнӗ. Кӗлетки? Кӗлетки Сергее ас илтерет», — шухӑшларӗ вӑл, унтан сасӑпах ҫапла хушса хучӗ:
— Пирӗншӗн те арҫынпа тан права.
— Права-тӑк — права пултӑр. Сывӑ-и, эппин, Мария Сергеевна.
Хӗрарӑм алли шатӑртах турӗ, анчах вӑл ыратнине палӑртмарӗ.
— Ҫакӑнтах вӗлер, паллаймастӑп.
— Вӗлерме кирлӗ мар. Ӗлӗк Павел тетчӗҫ, халь те ҫаплах чӗнеҫҫӗ.
— Э-е-е, — аса илчӗ Марье, — Ҫӗнӗ ҫӗр йӗкӗчӗ. Килнӗ ятпа апла.
— Тавах.
Марье умне акӑ Павӑлӑн сӑнӗ те тухса тӑчӗ. Ҫулла, почтальон клуба пырса кӗрсен, «Сельская молодежь» журнала туртса кӑларса хучӗ. Хуплашки ҫинче каччӑн ҫӑнӗччӗ.
— Палларӑр-и? — ыйтрӗ почтальон.
— Павел вӗт ку, — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ.
Марье хӗр пӗвне ҫитнӗ чухне Павел ҫиччӗмӗш-саккӑрмӗш классене каякан ача пулнине аван ас тӑвать. Ун чухнех вӑл пӗвӗпе тӗреклӗччӗ. Амӑшӗ вилсен, ялта чылай ун пирки калаҫрӗҫ:
— Маттур, ӗҫчен ача. Ашшӗ килӗнчи тӗтӗме сӳнтермерӗ. Тракторист та пулчӗ.
Халь Марье журналти ӳкерчӗке аса илме тӑрӑшрӗ. Хура куҫ харши. Пиҫнӗ хурлӑхан тӗслӗ куҫсем. Кулнӑран пӑт путнӑ икӗ пит ҫӑмарти. Кӑшт кӑна куранакан тикӗс шӑлсем, — хӗр евӗр именсе кулнӑран ӗнтӗ. Пӗтӗм сӑн-питӗнче хӑй телейне тупнӑ ҫыннӑн савӑнӑҫӗ, ҫамрӑклӑх вӑйӗ.
Ҫынсем мӗн калаҫни те аса килет:
— Ӑна Ленин орденӗ панӑ, теҫҫӗ.
— Аха, вӑл трактор бригадин бригадирӗ.
— Ҫырнине вула, унта йӑлтах каланӑ. Институтра хӑй тӗллӗн вӗренет.
— Инженер пӳлать ӗнтӗ.
— Ҫук, агроном.
Ҫак сӑнсем Марье ас илӗвӗнче ҫиҫӗм пек шуса иртрӗҫ.
— Камсем патне килтӗр?
— Киле. Кӗҫӗрлӗхе Володьӑсем патӗнче вырнаҫкаларӑм.
— Каяллах каятӑр пуль?
— Хӗр тупӑнсан мӗншӗн каяс?
— Хӗрӗ тупӑнӗ. Вӗсем халь кашни каччӑ пуҫне пӗр шаршан, теҫҫӗ. Вӑл мар, аҫу пӳртне юхӑнтарса лартни намӑс.
— Намӑс тӗтӗм мар, куҫа кӗмест. Пӳртне ӑна сутса хӑварма та пулать, — ҫурма шӳтлесе хуравларӗ Павел.
Шӑпланчӗҫ. Марье васкасах Виссарион Марковичсем енне ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫутӑ ҫаплипех сӳнмен-ха.
— Килнӗ ятпа хӑналаҫҫӗ. Килте паян нимӗн те ҫук. Айтӑр Нина кумасем патне. Вӗсен паян хӗрачин менелникӗ.
— Ӑнлантӑм. Апла эсир хӑмла пахчинчен? Сирӗнтен ытла та ырӑ шӑршӑ кӗрет.
— Айтӑр, — каччӑ аллинчен тытрӗ Марье.
— Ҫук, тавтапуҫ. Ӗҫке енне ҫаврӑнсан, хуҫа та тарҫӑ пулнӑ, тет.
— Тарҫӑ пуласран хӑратӑр-и?
— Тӗрӗс, Мария Сергеевна. Сыв пулӑр. Ырӑ тӗлӗк курӑр. Мана Володя кӗтсе те ывӑнчӗ пулӗ.
Каллех атӑ айӗнче юр натӑртатрӗ. Йӑмра ҫумне сӗвеннӗ Марье каччӑн ӗмӗлки курӑнми пуличченех пӑхса тӑчӗ.
3
Трофим Матвеевич хӑй Кӳлхӗррисем.
Вӑрҫа вӑл чикӗ хӗрринче кӗтсе илнӗ. Арканнӑ чаҫӑн юлашкисемпе фашистсен ункинчен тухнӑ. Малтанхи хут аманса сывалсан, ӑна индентантсем хатӗрлекен курса янӑ. Виҫӗ уйӑхран каллех фронт, каллех бомбӑсемпе снарядсем айӗнче. 1943 ҫулта, йывӑр контузи хыҫҫӑн, вӑл килне таврӑнчӗ. Ҫулталӑк ытларах колхоз председателӗнче ӗҫлекелерӗ те каллех фронта тухса кайрӗ.
Ҫын мӗнрен хӑрать, ҫавӑнтан вилет теҫҫӗ. Вӑрҫӑ чарӑнасси икӗ кун юлсан, ӑна каллех снаряд хумӗ ҫӗклесе ҫапрӗ. Госпитальте ҫур ҫул еннех выртнӑ хыҫҫӑн Трофим Матвеевич килне таврӑнчӗ. Ҫур ҫул ниҫта та ӗҫлемерӗ. Ун чух аллисем те чӗтретчӗҫ, калаҫма тытӑнарах калаҫатчӗ. Хӑйне колхоз председательне суйлас тесен те килӗшмерӗ, райсоюза кайрӗ. Малтан экследитор, каярахпа председателӗн заместителӗ пулчӗ.
Пӗртен пӗр амӑшӗ вилсен, ялти ҫурт-йӗрне те сутса ячӗ, район центрӗнче ик ҫӗр пӑт тырӑ парса чул ҫурт туянчӗ. Мӗн калӑн: ун чухне тырӑ хаклӑччӗ ҫав.
Хӑйсен колхозне каялла вӑл 1954 ҫулта кайрӗ. Пӗрисем ӑна хӑй ӗҫӗнче мӑкӑлтаннӑ терӗҫ, теприсем парти чӗннипе килнӗ текелерӗҫ. Чӗлхене карта тытман, анчах вӑл колхоза ура ҫине тӑратрӗ. Вара, икӗ ҫул каялла, «Ҫавал» колхоза ертсе пыра пуҫларӗ.
Кунта килме чылай сӑлтав пулчӗ. КПСС райкомӗ ӑна вӑтӑр пин шучӗпе яма ыйтса обкома ҫырчӗ. Килӗшрӗҫ.
Трофим Матвеевичӑн арӑмӗ Ҫавалкасран. Вӗсем кунта килнӗ ҫулхинех ашшӗпе амӑшӗ умлӑ-хыҫлах ҫӗре кӗчӗҫ. Вилнисем хыҫҫӑн сикеймӗн. Никам та вилӗмсӗр мар. Чӗррисем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа малалла тӑсаҫҫӗ. Районти ҫуртне сутса ячӗҫ. Ҫапла Трофим Матвеевич Ҫавалкас ҫынни пулса тӑчӗ.
Вӑл килнӗ чух «Ҫавал» районта чи кая юлнӑ колхозчӗ. Вӑрман ҫывӑхӗнчи ялсем. Кермен пек ҫуртсем, вӗр-ҫӗнӗ хапхасемпе хӳмесем. Ҫӗр мар усӑ парать кунта, вӑрман хӑйӗн ӑшӑ тӑлӑпӗпе витет. Вӑрман пек пуянни, уй пек асли ҫук. Вӑрман нихӑҫан та пушӑ ямасть. Пултараканӗ унтан-кунтан тупкаласах ҫулталӑкра пӗр-икӗ пура кӑларать, кам тата курӑс ҫӗр аллӑ пӑт таранах хатӗрлет, пӗр-икӗ капан утӑ лартать. Акӑ сана вунӑ-вун пилӗк пин укҫа та.
Хресчен ҫемйи хӗсӗр мар. Анкарти вырӑнне татса илесрен килте пӗр-пӗр ватти е уксах-тӗсекки юлать, колхоза ӗҫлеме тухать. Ыттисем ӗҫе е вӑрманпромхоза е чугун ҫул ҫине, е район центрӗнчи предприятисене вырнаҫнӑ.
Ялсем пуян, колхоз чухӑн. Пасарта хӑма е чус, мӑк е курӑс тиенӗ лавсене курсанах пурте паллаҫҫӗ. Ҫавалкассем. Ахальтен мар ӗнтӗ Ҫавалкаса: «районӑн ӗнчӗ пӗрчи» теҫҫӗ. Кама пура, чус е хӑма кирлӗ — вӑл Ҫавалкаса утать, кам ута йӳнӗрех хакпа тупса илесшӗн — каллех кунта.
Ҫук, пурте пӗрешкел мар. Ялта йӳнеҫтерме пӗлекенсем кӑна мар. Тӑлӑх хӗрарӑмсем, ватӑ-вӗтӗсем колхозах ӗҫлеме тухаҫҫӗ. Хӑшӗ — ячӗшӗн, хӑшӗ чунӗпех.
Ҫаплаччӗ вӑл Ҫавалкас.
…Виссарион Мӑрковичсем патӗнчен каҫнӑ Трофим Матвеевич хывӑнсах ыйтрӗ.
Ашра шӗкӗ. Кӑшлатьте кӑшлать. Юлашки ҫулсенче ҫиелех туха пуҫларӗ. Чӑтаймасть чӗре ыратнине. Ҫынсем патне каятӑн та, кашниех хӑй телейӗпе савӑнать. Киле ҫитетӗн те — тӑр-пӗччен. Марье те пулин час-часах библиотекӑра. Лавккара ӗҫлеме пӑрахнӑскер, мур тума кӗчӗ-и унта? Пурнӑҫ танӑҫ мар-и, упӑшки ӗҫлени ҫитмест-и?
Ӗҫре ҫынпа ятлаҫмалли те пулать, хуйхи-суйхи те пур. Этем те хурҫӑ мар, унӑн кӑмӑлӗ пур: вӑл савӑнать, вӑл ҫунатланать, пӑшӑрханать, кулянать. Киле ывӑнса таврӑнатӑн та, кампа йӑпанса ӑшӑтатӑн чӗрене? Ҫав Светланӑ пек ача пулсанччӗ…
Кун-ҫул урапи малаллах кусать. Чарас тесен те чараймастӑн. Этеме пӑхӑнмасть ҫав кустӑрма, хӑй кусӑмӗпех туртать вӑл этеме. Ҫулсем те иртеҫҫӗ. Хӗрӗх урлӑ каҫни те сисӗнмерӗ. Ят пур ӗнтӗ: вӑл савӑнтарать. Трофим Матвеевич тесен районта мар, республикӑра та пӗлеҫҫӗ. Анчах кам шутлӗ-ха вӑл телейсӗр тесе? Ҫапах та телейсӗр. Кам айӑпӗпе? Марье айӑпӗпе. Ҫук, каҫарма пултараймасть вӑл ӑна…
Трофим Матвеевич малтанхи хут Ҫавалкаса тӑхӑр ҫул каялла. Май уявӗ иртсе кайсан килчӗ. Лавкка хупӑччӗ. Ҫынсем продавщицӑ чуччу патӗнче терӗҫ.
Сарлака-сарлака, ҫеремлӗ урам варринче икӗ йӑмра хушшине чуччу ҫакнӑ. Ярӑнакансем сулӑмпа ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ чухне вӗсен айӗпе мотоциклет ҫине ларнӑ хӗр вӑшт! кӑна тухса каять.
— Вӑт анра! Пӗртен пӗрре ҫитсе ҫапсан вилет вӗт, — шухӑшларӗ райсоюз председателӗн заместителӗ. Чуччу ларкӑчӗ хӑйне ҫитсе ҫапас пек чӗри кӑртлатса илчӗ. Тӑвраллах пухӑнса тӑнӑ каччӑсемпе хӗрсем Марье чуччу айӗнчен тухса каймассеренех алӑ ҫупаҫҫӗ, хавхалантарса тем кӑшкӑраҫҫӗ.
Акӑ, хӗр каялла таврӑнса хӑйӗн мртоциклне йӑмрасем патне тӑратрӗ. Тем хушӑра вӑл халь ҫеҫ ярӑнса чарӑйнӑ чуччу ларкӑчӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, унтан чапа тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек ҫынсене мӑнкӑмаллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
— Кам манпа ярӑнать?
— Арҫурипе арҫури ярӑнтӑр, — шӳтлерӗ тахӑшӗ.
— Е Ҫавалкасра манпа ярӑнма каччӑ ҫуралман-и?
— Каччи пур, — хуравларӗ Трофим Матвеевич, чуччу патнелле ҫывхарса.
— Э-э, зампред., — тере Марье шӳтлӗрех. Пысӑк кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшрӗҫ, вӑл илӗртмелле кӑмӑллӑн кулса-сахӑр пек шурӑ та тикӗс шӑлӗсене кӑтартрӗ:
— Юрӗ. Кӳлхӗррисем тупӑнчӗ. Хӑрасан эп явап тытмастӑп.
— Курӑпӑр кам хӑранине.
Ярӑнакан мӑшӑр ҫӳлтен те ҫӳле кайса пычӗ. Авӑнчӗ юманран хывнӑ ҫирӗп кашта.
Кам ярӑнман пуль чуччупа? Сана хирӗҫ тӑракан хӗр кӑвак тӳпенелле хӑпарса кайнӑн туйӑнать. Унӑн пит-куҫӗнче ҫухалми савӑнӑҫ вылять, кӗпе аркисем ҫилпе вӑркӑшаҫҫӗ. Аялалла аннӑ чух тӗпсӗр авӑралла вӗҫнӗ пек туйӑнать: чӗре хӑвӑрттӑн картлатса тапать, ишет, ишет вӑл кӑкӑрта, хӑй вырӑнӗнчен тухса кайнӑскер. Санпа пӗрле ҫӗр ишет, санпа пӗрле йӑмрасем сулланнӑн тӳйӑнать.
Трофим Матвеевич ун чухне хастар хӗрачана темӗнле пулсан та хӑратма шутларӗ. Хӑлхасенче ҫаплипех ҫил шӑхӑрчӗ. Иккӗшӗ те хӗрелсе кайрӗҫ, ҫапах тапма пӑрахмарӗҫ.
Чуччу чарӑнсан, ҫӗре чи малтан Марье сикрӗ.
— Вӑт каччӑ! — пысӑк пӳрнине ҫӗклерӗ хӗрача. — Эсир мӗн? Ҫавалкас каччисем тетӗр тата. Мулкач чӗрисем эсир, — кулса ячӗ вӑл.
— Ырлах ӗнтӗ пуҫлӑхна.
Тепӗр самантран Трофим Матвеевич мотоциклетӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларса пычӗ. Катрашкаллӑ, тумхахлӑ ял урамӗн ҫулӗпе Марье машинине ҫирӗппӗн тытрӗ, лупашкасем урлӑ асӑрхаса каҫарчӗ.
Лавккине уҫса шалтан ҫаклатрӗ. Халатне хывсан, Трофим Матвеевич хӗр кӗлеткине курса хытса тӑчӗ. Вӑл яштака пӳсиллӗ. Ҫаврака хул пуҫҫийӗсем сӑпайлӑ та, пилӗкӗ ҫинҫе. Трофим Матвеевич Ленинграда кайсан, эрмитажраччӗ пулас, «Венера Таврическая» кӗлеткине курнӑччӗ. Марье ӑна темшӗн тӳрех ҫав сӑнара аса илтерчӗ. Акӑ вӑл ун енне ҫаврӑнчӗ те, куҫ умне тӑпӑл-тӑпӑл ҫӗкленсе тӑракан кӑкӑрӗсем тухрӗҫ.
— Венера, — хӑй те сисмесӗрех персе ячӗ Трофим Матвеевич.
— Мӗн?
— Чиперлӗх турри иккен эсир…
— Ӑна пӗлместӗп. Ухмахлӑхӑн турӑ пулсан, вӑл мана пӑхса ӳстернӗ пулӗ, — кулчӗ хӗр. — Ҫавна асӑрханӑччӗ Трофим: савӑнӑҫлӑ ҫӗртенех Марье сасартӑк тӗксӗмленнӗччӗ. Унтан: — Сирӗн мӗн тӗрӗслемелле? — тесе ыйтнӑччӗ.
Трофим Матвеевич ача пекех пулса кайнӑччӗ. Ҫапла, вӑл жалобӑ тӗрӗслеме килнӗ. Лайӑх таварсене тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене сутни ҫинчен, лавккана час-часах хупӑ тӑратни ҫинчен ҫырнӑччӗ унта. Марье ҫакна илтсен аптраса ӳкессе кӗтнӗччӗ вӑл, анчах лешӗ ахӑлтатса кулса ячӗ.
— Тӗрӗс. Ку элеке ман ҫинчен мар, сирӗн ҫинчен ҫырнӑ. Тавар ҫителӗксӗр пулсан, ман кама мӗн парас? Мана эсир ыйтнӑ таран тавар парсан, никам та элек ҫырмасть.
— Пур таварне те сутма пӗлмелле.
Ӑна мана ҫын ан вӗренттӗр. Кам пай укҫи тӳленӗ, ҫавна чи малтан йӗтӗн тутӑр та, йӳнӗ ҫитсӑ та…
— Эп килнӗ чух лавкка мӗншӗн хупӑ?
— Ӑҫтан иртен пуҫласа каҫченех тӑратӑн? Ҫын ҫуккӑ та — хупрӑм.
Марье хӗрлӗ эрех кӗленчине уҫрӗ, стакан ҫине ячӗ.
— Каҫарӑр, ӗҫместӗп. Сӗннишӗн тавтапуҫ, — хирӗҫлерӗ Трофим Матвеевич.
— Пӗлетпӗр эсир мӗнле ӗҫменнине. Ялпо председателӗ арҫын продавецсене ӗҫнӗшӗн е эрехе ваккӑн сутнӑшӑн ятлать, хӑй пирӗн лавккана килсен ҫур литра шап ҫеҫ ҫавӑрса хурать. Укҫине шамӑ яланах манса каять.
«Пуҫлӑхсем ҫинчен еплерех шутлать вӑл. Тата хӑюлӑхӗ ӑҫтан тупӑнать?» — шухӑшларӗ каччӑ. Чӑтаймасӑр вӑра:
Пурне те эс пӗр аршӑнпа ан виҫ, — тенӗччӗ.
Эй, арҫыннӑн аршӑнӗ-мӗнӗ пӗрех: эрех те хӗра-рӑм, — пӗр шиксӗр таварнӑччӗ Марье.
Трофим Матвеевич асӗнчен хӗр сӑнарӗ тухма пӗлмерӗ. Ӑна тӗлӗкре те ҫын ҫине кӑшт куларах пӑхакан илӗртӳллӗ куҫсем йӗрлерӗҫ. Вӑл вара тепӗр эрнерен райпо председательне лартса хӑнана кайрӗ…
Макӑрнипе куҫӗ хӗрелнӗ хӗре ҫав каҫах илсе таврӑнчӗҫ. Марье ун чухне вун тӑххӑртаччӗ. Вӑл… Вӑл вара вӑтӑр иккӗреччӗ.
Телей ҫулсенче-ши?
Ҫук. Еплеччӗ тата вӑхӑчӗ! Шап-шурӑ ҫурӑлнӑ ҫӗмӗртсем хӑйсемпе хӑйсем кантӑк умӗнче киленетчӗҫ. Шӑпчӑк ҫӗрӗпе юрӑ шӑрататчӗ. Кам пӗлет, тен, вӑл вӗсемшӗн кӑна каҫӑхса кайса юрланӑ? Тен, пахчара та вӗсен телейӗшӗн кӑна ҫӗмӗрт шурӑ пӗркенчӗкпе пӗркеннӗ? Ҫапла туйӑнатчӗ Трофим Матвеевича, ӑна ҫӗр ҫинче утнӑн мар, пӗлӗтре вӗҫнӗн туйӑнатчӗ. Унӑн чи хитре арӑм, вӑл вӑрах вӑхӑт авланмасӑр пурӑнни сая каймарӗ.
Юлташӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пысӑках мар туй. Унтан кану. Тӗлӗкри пек, пӗр шухӑшсӑр иртсе кайрӗ чӑп-чӑп уйӑхӗ…
Пӗр каҫхине, утӑсем ҫулас вӑхӑт ҫитсен, Трофим Матвеевич темӗнле сас илтнипе вӑранса кайрӗ. Марье йынӑшать-мӗн. Упӑшки сиксе тӑрса арӑмӗн вырӑнӗ патне чупса пычӗ.
— Тас пар! — шӑлӗсене качӑртаттарчӗ Марье. — Чунсӑр! Эп вилсен те тӑрса пӑхмастӑн.
Трофим Матвеевич тавҫӑрса илчӗ.
— Мӗн тӑватӑн эсӗ? Мӗн тӑватӑн? — чупкаларӗ вӑл.
Хам пӗлетӗп. Ҫуттине сӳнтер.
Марье урӑх чӗнмерӗ. Юн кайнипе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑнне ҫухатрӗ.
Куҫҫуль пӗрчи кӑларасчӗ хӑйӗн. Трофим Матвеевич врача чӗнесшӗн пулчӗ, анчах арӑмӗ тархасласа йӑлӑннинчен иртме пултараймарӗ.
Шурса кайнӑ сӑнлӑ Марье ирхине вырӑн ҫинчен нимӗн пулман пекех тӑчӗ, васкамасӑр тумланчӗ.
— Ӑҫта каятӑн эсӗ?
— Маншӑн эс ӗҫлетӗн-им?
— Тӑнсӑр. Е сан вилес килет-и?
Упӑшки ӑна пур пӗрех ӗҫе ямарӗ. Ҫапах пӑсӑлса юлчӗ. Усал ӗҫ турӗ вӑл. Трофимран ыйтмасӑр. Ҫаксем аса килчӗҫ колхоз председательне.
— Ҫавӑншӑн каҫармастӑп. Халь ача вунна ҫитмелле, — саспах мӑкартатрӗ Трофим Матвеевич. Анчах ӗшенни тата эрех сыпни хӑйсеннех турӗҫ: вӑл сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.
Марье пӳрте кӗнӗ чух упӑшки ҫывӑратчӗ ӗнтӗ. Утиялне те, простынне те тапса сирнӗ. Пырса юсарӗ. Хывӑнсан, тӗкӗр умӗнче чылайччен пӑхса тӑчӗ. Шухӑшлӑ куҫӗсем улшӑнса ҫӗнелчӗҫ тейӗн: пысӑк савӑнӑҫпа ҫиҫеҫҫӗ. Анчах савнӑҫ хӗлхемӗ нумая пымасть, кӗҫех сӳнет. Каллех куҫсем шухӑшлӑ. Ҫӳхе тути хитрен, йӗрӗлче пек пӗрӗнчӗ, вара вӑл хӑй ҫине хӑй пӑхса пӑшӑлтатрӗ:
— Курӑпӑр… Эс манӑн пулатӑн… Манӑн кӑна. Марье шухӑшласан тӑвать.
Диван ҫине кайса ларчӗ. Чунӗ тӑвӑлса килчӗ, Марье вара нумай ҫулсем хушшинче пӗрремӗш хут сасӑсӑр макӑрса ячӗ. Куҫҫуль тумламӗсем шапӑртатрӗҫ, вӗсенӗ вӑл шӑлмарӗ те.
4
— Сан пуҫу пур-и? Паян шыв кайнӑ та, халь тин килсе калатӑн. Наряд эп каҫхине панине пӗлместӗн-и? Ӗнер килтех пулнӑ пуль вӗт эс, аҫа ҫапманскер. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑн пӳртӳ тӑрринче пӗр пӗрчӗ юр та ҫук, ферма витисем ҫинче каштасем хуҫӑлмалла юр выртать. Хӑв эс председатель пулнӑ. Мӗнле ертсе пынӑ эс — пӗлместӗп, — ятлаҫрӗ Трофим Матвеевич.
Павел ӑна сассинченех палласа илчӗ. Темшӗн-ҫке тата пӳлӗм алӑкне те уҫах хӑварнӑ. Кунта сас илтӗнме мар, пӗтӗмпех курӑнать. Качча хӑйне те ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ, вӑл вара «юрать-и» тесе кӗрсе кайрӗ, сывлӑх сунчӗ. Колхоз председателӗ ырӑ та, хура та чӗнмерӗ, пуҫӗпе ҫеҫ алӑк патӗнче ларакан пукан ҫине сӗлтсе кӑтартрӗ. Павел лармарӗ-ха.
Унӑн сассине илтнӗ Федор Васильевич та каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ахӑртнех, вӑл ӑна палламарӗ пулас.
— Юрӗ, юрӗ. Ҫын та, нимӗн те ыйтмастӑп текех, — мӗскӗннӗн тавӑрчӗ хӑй, каллех председатель енне пӑхса. Унтан пиҫиххи хушшинчен тухса кайнӑ пушӑ ҫаннине йывӑр япала ҫакса янӑ пек суллантармасӑр ҫаврӑнса утрӗ. Алӑкне ҫилленнӗ ҫын пек мар, хуллен хупса хӑварчӗ. Тулти пӳртре хӑма чӗриклетрӗ, кӗҫех ҫенӗк алӑкӗ шалтлатрӗ.
Колхоз председателӗ малтанах шарламарӗ. Тем ҫинчен шухӑшларӗ-ши вӑл е Федор Васильевич йӑлтах тухса каясса кӗтрӗ. Пӗлме хӗн. Кӗҫех Трофим Матвеевич хура куҫӗсемпе Павела чӑрсӑррӑн тӗллерӗ. Малтанхи хӗрӳлӗхне ҫухатмасӑр, калаҫӑва малалла тӑсрӗ.
— Пӗр сӑмахпа каласан, уралантар колхоза ҫакнашкал ҫынсемпе. Каснӑ-лартнӑ качака таки. Сӗчӗ те, ҫӑмӗ те ҫук. Мӗнле ӗҫ шанса парас ман ӑна? Кӑларса ярас — ҫемйине выҫтарса вӗлерет. Ҫуралаҫҫӗ ҫӗр ҫине ҫавнашкал щупка этемсем. Туртса пыр вара вӗсене пушӑ урапа туртнӑ пек. Чӑмласа паратӑн та, ҫӑтса яма пӗлмест. Хӑлтӑртатма ӑста хӑй.
Председатель хӗрӳллӗ калаҫни Павел кӑмӑлне каять. Ал сулланисем те вырӑнлӑ, куҫӗсем те чунра мӗн пуррине пытармаҫҫӗ. Ҫамки ҫине анса выртнӑ хытӑ хура ҫӳҫӗсем ҫеҫ ӑспа ӗҫлекен ҫыннӑнни пек мар. Ҫавӑнпа-ши, ансӑртарах пӗчӗк ҫамки темӗнле сивлеклӗхе пытарать, ҫӳхе тути ҫынна хӗрхенми чунсӑрлӑхпа хытса ларнӑ.
— Лар, лар, — терӗ вӑл Павела. — Ура ҫинче тӗрӗслӗх ҫук. Ӑҫтан?
— Ҫавалкассемех.
— Ну? — тӗлӗнчӗ председатель. — Каҫарӑр, паллаймарӑм… Сӑлтавсӑрах мар пулӗ: е эсир манран сулхӑнра пытанса ларатӑр, е хулара ӗҫлетӗр.
— Сулхӑнра халланма вӑхӑчӗ пулман, — хуравларӗ Павел, председателе тӳррӗн пӑхса. — Кадышев эп. Казахстанран килтӗм.
— А-а-а. Таҫта илтнӗччӗ. Курма килтӗн-и?
— Ҫук, яланлӑхах.
— Колхозрах ӗҫлесшӗн-и?
— Ӑҫта пултӑр тата?
— Ырлатӑп ҫеҫ, — тӑчӗ председатель. — Ырлатӑп. Аҫу пӳртне пушӑ лартни те килӗшмест. Анкартипе эпир усӑ куртӑмӑр ӗнтӗ. Кӑҫал ӗҫлетӗн пулсан, пӗтӗмпех паратпӑр. Тракторисчӗ вӗт-ха эс? Пӗр сӑмахпа каласан, сан валли трактор та пур. Паянах йышӑн.
— Тавтапуҫ шаннӑшӑн, — тӑчӗ Павел та.
— Тӑхта, Виссарион Маркович патне хут ҫырса паратӑп. Вӑл сирӗн бригадир, — каллех парчӗ председатель. Умӗнче выртакан блокнотран пӗр таса листа тӑпӑлтарса илсе васкасах ҫырчӗ, унтан Павела тыттарчӗ.
— Чавтар. Вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче пулма кирлӗ.
— Юрӗ. Ман ыйтмаллисем пурччӗ, — терӗ Павел, хуҫлатнӑ хут татӑкне илсе.
— Пӗлетӗп. Пӗтӗмпех пулать. Бухгалтера калатӑп. Халлӗхе пӗр центнер тул ҫӑнӑхӗ ҫитет-и? Ҫитет. Аш ҫук. Пур пеккине патшалӑха ярса тӑратпӑр. Ӗнӳ фермӑрах. Ултӑ ҫул суса тӑнӑшӑн пӗр ултӑ ҫӗр литр сӗт парӑпӑр. Илсе каяс тетӗн пулсан, илсе кай, е укҫа тӳлесе илепӗр. Урӑх мӗн сана? Кирлине ыйт. Ӑҫта пурӑнатӑн?
— Килтех.
— Авланнӑ-и?
— Ҫук-ха.
— Питӗ лайӑх. Калама ҫук чаплӑ хӗр тупса паратӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, председатель сӑмахӗ. Ӗнен. Пирӗн унта комсомол райкомӗн секретарӗ ӗне сӑвать. Хӗр мар, вут. Сӑнран эс маттур, кӗлеткӳпе Илья Муромевда танах. Атту тек ял каччисене тиркет. Сана курсан, ак, ирӗлсех кайӗ. Халь яра пар. Каҫар, васкатӑп эп. Федор Васильча кайса пӑрам-ха. Тракторне йышӑн та килсе кала. Паян эп кунӗпех колхозра, района каймастӑп. Мӗн ҫитмест унта, кала. Тупатпӑр.
Павела колхоз председателӗ хӑй шухӑшне итлеменни пӑшӑрхантарчӗ. «Ӗҫӗ нумай пуль, — шухӑшларӗ вӑл правленирен тухнӑ май. — Ҫын нушине те пӗлет тата. Ҫӑнӑх, сет парать. Вӗсем те кирлӗ».
Униче хапхине ҫитсен, вӑл алри хутне саркаласа пӑхрӗ. Типографирех пичетленӗ бланк иккен: «Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутӑчӗ» тенӗ икӗ йӗрке пур. «В.М.» — тесе ҫырнӑ аяларах. «Ҫав кивӗ трактора Кадышева йышӑнтар. Акт ҫырӑр. Машинӑ тума пулать-и унран? Каҫхине иксӗр те килӗр».
— Эхе, — кулса ячӗ Павел. — Депутат хучӗпе кивӗ трактора мар, ҫӗннине йышӑнмалла. Вӑл пур ҫӗтӗкрен ҫӗнӗ тутарасшӑн. Чее, питех те чее этем.
5
Килне кайса комбинезон тӑхӑнса килнӗ ҫӗре вун пӗр сехет ҫитрӗ.
Арман кӗлечӗ ҫумӗнче ларакан тракторсем патӗнче Элекҫипе Гришка айланаҫҫӗ, Володя «Беларусь» моторӗпе чакаланать. Павел килнине вӗсем катаранах асӑрхарӗҫ, ӗҫлеме пӑрахса трактор ҫуни ҫине пырса ларчӗҫ.
— Асӑрха, Павел, каларӗ тейӗн, арӑмунтан савӑнаймастӑн, — кӑшкӑрчӗ Володя. Павел ҫывхарсан ҫапла хушса хучӗ: — Тепӗр хут калапу ытлашши ан васка.
Пуҫанасем шарламарӗҫ. Иккӗшӗ те харӑсах тӑрса сӑмах чӗнмесӗр ал пачӗҫ, Павела хӑйсем хушшине ларма вырӑн сӗнчӗҫ.
— Васкакан вакка кайнӑ. Так… — каллех тем каласшӑн пулчӗ Володя.
— Мӗн эс паян ҫӑхан пек кӑравклататӑн, — кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ комсорг ҫине Элекҫи. — Ан васка та, ан васка…
— Пур этем те ҫӑхан пек пулсан, турра тав ту. Вӑл вӑтӑр ҫухрӑмрине сисет, эп виҫӗ уйӑхран мӗн пулассинӗ пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Володя.
— Виссарион Мӑркович ӑҫта? — ыйтрӗ Павел трактористсем тавлашса ан кайччӑр тесе.
— Ӑҫта пултӑр вӑл? Лавккара, — нимӗн пулман пекех сӑмах вакла пуҫларӗ комсорг. — Кайни сехет иртрӗ. Картне лартсанах персе ҫитет ак. Хӗремесленчӗ пулсӑн, кӗтсех тӑр: пуҫлать чакаланма. Хӑнӑхсан чӑтма пулать, хӑнӑхаймасан каялла Казахстана тар.
Гришка кулса ячӗ. «Тӗрӗс калать Володя, — терӗ вӑл. — Урӑ чух чиперех вӑл. Ӗҫсен пӑсӑлать. Пӗлмест сыхлама хӑй сывлӑхне. Инфаркт пулнӑ унӑн. Аран-аран ҫӑлса хӑварнӑ, теҫҫӗ.»
— Ан хӑра. Сывлӑхӗ ун упанни пекех. Витре бензин ӗҫсен те нимӗн те пулас ҫук, — хушса хучӗ Элекҫи.
— Хӑй ҫук чух ҫын ҫинчен калаҫни ырӑ мар, — терӗ Павел. — Эсир мана «С-80» трактор ҫинчен каласа парӑр.
— Пӗлетпӗр, — хуравларӗ Элекҫи. — Суратӑп эп сан пек пулсан «Ҫавал» колхозӗ ҫине. Кай ав, кӳршӗри «Красный фронтовика». Сана унта бригадира лартаҫҫӗ. Машинӑсем те йӑлтах ҫӗнӗ. Прыгунов пек хыт кукар мар унта. Ал ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ трактористсене. Тӳлеме те лайӑхрах тӳлеҫҫӗ. Е сан малтан парти райкомне кӗмеллеччӗ. Василь Иванч вырӑн тупса парать.
Гришка итлесе ларчӗ, шарламарӗ. Хушӑран сӑмсине мазутлӑ аллипе сӑтӑрчӗ. Мазутпа хуралнӑ сӑмси ҫу сӗрнӗ пек ялтӑртата пуҫларӗ.
— Эп кирек ӑҫта ӗҫлеме те хатӗр. Мана хӑватлӑрах трактор ҫеҫ кирлӗ. Ҫӗнӗ плуг туса тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Ӑна «ДТ-54» туртаймасть, — тавӑрчӗ Хадышев.
— Эс вара ҫав старике ман каччӑран вӑйлӑрах пуль тетӗн-и? Вӗр-ҫӗнӗ тракторӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Элекҫи.
— Паллах, пӗр вӑтӑр лаша вӑйӗ ытларах.
— Пӗрер уйӑх юсакала-ха та, ҫур сехет ӗҫлемелле тӑвӑн-и?
— Мӗн эс тракторупа мухтанатӑн? Арӑму-им вӑл сан? — пӳлчӗ пуҫанине Гришка. — Павел тытсан ак пукане пек юсаса лартӗ. Атту эс ӑна таҫта «Красный фронтовика» ярасшӑн. Савӑнмалла Павел килнӗшӗн. Сар сӑмсаллӑ пӗр-пӗр чӗппе ярса пӑрсан тата хӑть… Володя та ҫав…
— Ҫапах та васкама хушмастӑп эпӗ. Ҫуракнне тухиччен колхоза тата тепӗр трактор параҫҫӗ. Е «ДТ-75» е «ДТ-54» пулма кирлӗ. Ӑна ҫӑхан пекех пӗлсе тӑратӑп. Ӗненӗр, — тавӑрчӗ Володя.
— Ну, ҫитӗ сӑмахпа ҫатан авса. Ав, Виссарион Маркович та килет, — ҫӗкленчӗ Гришка.
Ҫуна ҫинче ларакан Павел трактористсене сӑнарӗ, вӗсен калаҫӑвне ӑнланса илме тӑрӑшрӗ. Паллах, ӑна юлташӗсем хӗрхенеҫҫӗ. Ҫавна пулах ӗнтӗ кивӗ машинӑна тыттарасшӑн мар. Мӗнле ӑнланччӑр-ха вӗсем, ҫын ӑшӗнче пысӑк та ҫутӑ ӗмӗт ялкӑшать, вӑл ҫав ӗмӗте пурнӑҫласшӑн тем тума та хатӗр. Ун пек чухне хуҫинчен шухӑшламастӑн, вӑхӑтна та, вӑйна та шеллеместӗн. Тепри ӑна-кӑна ӑнланмасть, ӗҫшӗн ытларах туленине ырлӑх тесе шутлать…
Виссарион Маркович мазутланарах панӑ фуфайкӑпа, хура така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе. Сӑнӗпе вӑл самаях улшӑннӑ. Ултӑ ҫул каялла хытанкаччӗ, пит шӑммисем аванах палӑратчӗҫ. Халь ав самӑрланнӑ. Куҫ хупанкисем тӑртанса усӑннӑ, ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсем вӑтанарах, хӑюсӑр пӑхаҫҫӗ. Пичӗ те, кӑшт каҫӑртарах ҫунатлӑ сӑмси те хӗрлӗ, сӑмса вӗҫне вӗтӗ-вӗтӗ хӑмӑр юн тымарӗсем тапҫа тухнӑ.
Ал тытрӗҫ.
— Мана Трофим Матвеевич каларӗ, — терӗ вӑл, ҫуна ҫине ларса. Акт ҫыратпӑр. Ан васка. Туртса ярам-ха пӗр пирус. Хаҫат ҫук-и сан?
— Туртмастӑп эп.
— Вӑл та лайӑх, — терӗ Трофим Матвеевич, кӗсйисенӗ ухтарса.
Павел ӑна председатель ҫырнӑ хута кӑларса пачӗ:
— Ҫак туртма юрамӗ-ши?
— Шӑпах хаҫат хучӗ вӑл, — тавӑрчӗ Виссарион Маркович. Унта мӗн ҫырнине уламасӑрах хут ҫине пачкӑри махоркӑна силлерӗ те самантрах пуҫ пӳрнерен кая мар чикарккӑ пӗтӗрсе хучӗ. Чӗртсе, ҫине-ҫинех антӑхса ҫӑтрӗ, ҫӑварне кӗнӗ махоркӑ пӗрчисене чӑмласа ҫӗре сурчӗ.
— Итле-ха, Володя суйнӑ тӑрӑх, эс коммунист пулма кирлӗ.
Ма суяс? Чӑнах та коммунист, — тавӑрчӗ Павел.
Учета тӑтӑн-и? Тӑман. Пӗр сӑмахпа каласан (Павел ӑнланчӗ: парторг председатель сӑмаххисемпе усӑ курма юратать иккен), ан тӑсса пыр. Василий Иванович йӗркене хисеплет. Тракторна йышӑн та, ыран райкома кайса кил. Юсамалли унта нумаях мар. РТСра запаслӑ пайсем тупаймарӗҫ. Сана хура мазутлӑ шуйттан ҫурисем хӑратса пӗтерчӗҫ пулӗ-ха. Ют ялтан икӗ тракторист килчӗҫ. Иккӗшӗ те тытма хӑраса пӑрахса кайрӗҫ. Итле-ха, эс коммунист. Эп организацие йышӑннӑ чух виҫӗ коммунистчӗ. Ак Элекҫипе Гришка яла таврӑнчӗҫ, икӗ ҫынна ҫӗнӗрен ялтӗмӗр. Эс килтӗн. Саккӑрӑн халь эпир. Ҫапах райком вӑрҫать. Колхозсенчен чи пӗчӗк организацирен. Вӗсене мӗн? Йыш ӳссен пахалӑхӗ чакнине пӗлмеҫҫӗ. Эс Василий Теркин ҫинчен вуланӑ пуль. Аслӑ кӗнеке. Унта ҫавнашкал шухӑш пур, хулана тӑшман аллине салтаксем параҫҫӗ, генералсем ӑна каялла илеҫҫӗ. Вӑл гражданкӑра та ҫапла, шухӑшне каласа пӗтереймесӗр ӳсӗрме тытӑнчӗ Виссарион Маркович. Пичӗ ун хӗртнӗ кирпӗч тӗслех пулса кайрӗ, куҫӗсем куҫҫульпе тулчӗҫ. Махоркан шӑршлӑ тӗтӗмӗпе пӗрле эрех шӑрши Павел сӑмсине пырса ҫапрӗ.
— Е ытлашши ҫемҫе этем, е ытлашши ӳсӗр, — шухӑшларӗ Павел.
— Ҫапларах пулса тухать пурнӑҫра, — хӑй шухӑшне вӗҫлесшӗн пулчӗ парторг. — Тарҫишӗн лайӑх пулни хуҫишӗн лайӑх пулнине пӗлтермест. Эпир тӑрӑшман-и? Тӑрӑшнӑ. Каяймарӑмӑр малалла. Прыгунов килчӗ те колхоза, мӗн тетӗн? Перетпӗр халь. Ун пек ҫынпа ӗҫлеме те, пурӑнма та ҫӑмӑл. Хӑй те герой пулать вӑл тепӗр икӗ ҫултан. Малта пыракан колхозсене таптатӑп, тет. Таптать. Хӑй вилсе выртсассӑн та ҫитсе иртсе каять. Ун пек ҫынпа, Павел, кивӗ тракторпа та ӗҫлеме юрать.
— Эп агитацилемесӗрех йышӑнатӑп, — тавӑрчӗ Павел.
— Эппин атя, кайрӑмӑр, — ура ҫине тӑчӗ парторг. Павела алӑран ҫавӑтрӗ те арман кӗлечӗ патне илсе пычӗ.
— Итле, Павел, — хуллен пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Сана валли запчаҫ икӗ ҫул пурӑнмалӑх ҫитет. Кам тупнӑ тетӗн? Матвеевич. Вӑл сана Ҫавалкас ҫӗрӗ айӗнчен те ылтӑн тупса аарать. Кӗр-ха эс, кӑтартам мӗн пуррине.
— Тӗрӗс, Ҫавалкас ҫӗрӗ ҫинче ылтӑн пур, анчах халлӗхе ӑна никам та тушайман-ха, — тавӑрчӗ Павел.
Виссарион Маркович ӑна илтмӗш пулчӗ. Кӗлетӗн пӗр чӳрече те ҫук. Куҫ ҫути тула тӑрса юлнӑран, кӗрсессӗнех нимӗн те асӑрхаймастӑн. Павел та малтанах нимӗн кураймарӗ, куҫне хупса уҫсан, стена ҫумӗнче лавккари пек ҫӳлӗксем пуррине асӑрхарӗ. Урайӗнче вуншар ещӗк, «Беларусь» тракторӑн скачӗсем…
Виссарион Маркович Павела кӗтесри пӗр ещӗкӗ патне илсе пычӗ.
— Кур, — терӗ вӑл, — пӗтӗмпех сан трактору валли. Моторӗ ун капиталкӑра пулнӑ, ытти хавшак пайӗсене улӑштар. Коммунистӑн малта пымалла, ҫавӑнпа эп сан: шӑн хам кӗпене хывса пама та хатӗр.
— Тавтапуҫ. Кӗпи кирлех мар. Ку пайӗсемшӗн хам та сире тем пама та хатӗр.
Каччӑ ещӗкри детальсене ухтарма тытӑнчӗ. Кунта топливӑ уҫлакан насус, ҫу, топливӑ фильтрӗсем, подкладкӑсем, вкладышсем, шеҫтернесем, форсункӑсем…
— Тата тепӗр ещӗкне кур-ха.
— Чӑн та, трактора ҫӗнетме пулать, — килӗшрӗ Павел.
— Ална пар — кӑмӑллӑн кулса ячӗ парторг. — Целинара пӗрремӗш бригадир пулнӑ пулсан, кунта пӗрремӗш тракторист пулатӑн. Ан васка, бригадира та лартӑпӑр. Хӑнӑх пӑртак халӑхпа.
— Мана тракторӗ пултӑр, ытти ҫӑва тӗпне, — вӑтанӑрах тавӑрчӗ Павел.
Тепӗр самантран парторг сасси тулта янра пуҫларӗ:
— Итлӗр-ха, шуйттан чӗпписем. Тавӑрса парӑр Павела трактор инструменчӗсене. Хӑвӑртрах. Машннӑна ҫын пӳрнепе юсаймасть ӗнтӗ. Пухӑннӑ кунта кукӑр алсем, запчаҫ мар…
Тракторӗ айӗнчен Элекҫи йӑраланса тухрӗ, пӗр хушӑ шарламасӑр парторг ҫине кӳреннӗ куҫсемпе пӑхса тӑчӗ.
— Мӗн лаша сӗлӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн? Сана калатӑп эп.
— Виссарион Маркович! — чӗнчӗ Элекҫи ҫирӗппӗн. — Ҫитет пуль пире кукӑр алсем теме. Пире эс текех ун пек сӑмахпа ан тӗкӗн. Илнӗ пулсан, ыйтса илнӗ.
— Итле-ха, Алексей Петрович. Мӗн эс шӳте те ӑнланмастӑн, — сасартӑк ҫавӑрса ячӗ парторг.
«Хӑравҫӑ», — шухӑшларӗ Павел.
— Ҫапла кала та, — лӑпланчӗ Элекҫи. Хӑй каллех нимӗн пулман пек трактор айне кӗрсе кайрӗ.
Чӑнах та, кӗҫех трактористсем хӑшӗ гайкӑсен уҫҫисене, Володя домкрат илсе пырса пачӗ. Виссарион Маркович вӗсене шута илсе тӑчӗ.
— Шприц ӑҫта? — кӑшкӑрчӗ вӑл пурне те илтмелле.
— Илмен.
— Илмен, — хуравларӗҫ пӗри те тепри.
— Парам сире илмен! — янрарӗ Виссарион Маркович. — Пӗр-пӗр залчаҫшӑн кама та пулсан сӗртӗр пулӗ-ха.
— Так, — пырса тӑчӗ Володя. — Малтан шав кӑларма параппанӗ кирлӗ. Ӗнер кунта кам газикпах килнине аса илесчӗ. Ҫав урапасене шприцларӗ те шприцне кӗлете хума манса кайрӗ.
— Кам килнӗ кунта?
— Хӑв пулмасан кам пултӑр.
— Ну? Эп ас тумастӑп-ҫке.
— Склероз тапранать ӗнтӗ. Парторг шӑпланчӗ.
Кӑвакал пек тайкӑланса кукӑр ураллӑ Хапас Петӗрӗ ҫитрӗ. Бригадир, ӑна асӑрхасан, йӑлтах хыпӑнса ӳкрӗ, ҫырма та пӑрахрӗ:
— Ыттисем пурте пур. Мӗнле пай ҫитмест — кала. Тытӑн халь юсама, — васкатрӗ вӑл Павела.
Хапӑс Петӗрӗ шарламарӗ. Хӑрах урине вӑл маларах шутарчӗ те, брюки кӗсйинчен эрех кӗленчин пуҫӗ курӑнса кайрӗ.
— Итлӗр-ха, — кӑшкӑрчӗ парторг. — Матвеевич ыйтсан-тусан калӑр, эп апат ҫиме каятӑп.
— Кайрӗҫ кӳпме, — тарӑхса юлчӗ Володя.
— Урӑх ӗҫмӗ. Унӑн каҫхине правление ҫитмелле, — терӗ Павел.
— Мӗнле ӗҫмӗ вӑл. Ҫур литр ҫавӑрса хурсан пӗр-икӗ сехет выртса ҫывӑрать те — каллех урӑ. Хӑй ӳсӗр чух унран запаслӑ пайсем шӑйӑрма лайӑх. Кӑмӑле те уҫӑ, хӑй те мӗн панине манса каять.
Павел урӑх калаҫса тӑмарӗ. Вӑл юр ӑшне путнӑ тракторӗ патне утрӗ. Хӑйшӗн ҫывӑх механизаторсен йышне тепӗр хут туйса илнӗскер машинӑна сӗм ҫӗрлечченех юсарӗ.
3. Эх, ҫамраклӑх! Шухӑ-ҫке, шухӑ…
1
Трактора юсаса пӗтересси пулмарӗ. Тепӗр кун ирех Виссарион Маркович Павела килне пырсах вӑратрӗ.
— Симун мурӗ чирленӗ тата. Пӗр сӑмахпа каласан, колхозӑн икӗ вакун удобрени килнӗ. Паян йӑлтах турттарса кӑларасшӑн. Эс унта паянлӑха Симун тракторне кӳл-ха. Ҫара ҫунинех кӑкар, эсир пӗрчӗллӗ супперфосфат тийӗр.
Хирӗҫсе тӑма аван мар пек туйӑнчӗ, Павел васкасах тракторсем патне тухса утрӗ.
Машинӑна вӑл вӗри шывсӑрах тапратрӗ, анчах ун валли пӗр ҫуна та тӑрса юлман. Автомашинӑсем тӑракан гаража кайса икӗ прицеп урапи кӑкарма тиврӗ. Ҫавӑнпа вӑл станцӑна ытти трактористсенчен каярах юлса ҫитрӗ. Автомашинӑпа ҫитнӗ колхозниксем фосфорит ҫӑнӑхне пушатаҫҫӗ. Пӗтӗм тупик таврашӗнче кӑвак тусан явӑнать.
Хӑйӗн черечӗ часах ҫитӗс ҫуккине курсан, Пазел комбинезонне трактор кабинине хывса пӑрахрӗ те апат ҫиме кайрӗ. Ҫывӑхра вокзал ресторанӗ ҫеҫ. Вӑл та пӗчӗкрехскер кӑна. Вокзалра вара халӑх туллиех. Пурте таҫта васкаҫҫӗ, нумайӑшӗсем официанткӑран: «Кӗҫех пуйӑс килет», тесе хӑвӑртрах апат ҫитерме тархаслаҫҫӗ. Хӗвӗшекен халӑха Павел пайтах курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл васкамасӑр чӳрече ҫумӗнчи сӗтел хушшине пырса ларчӗ. Илемлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк официанткӑ самантрах ун умне пырса тӑчӗ. Хӗрӗ чӑнахах вӑр-варскер пулчӗ, кӗҫех унӑн умӗнче купӑста яшки пӑслана пуҫларӗ. Ӑна ҫисе яма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, официанткӑ ун умне иккӗмӗшне те пырса лартрӗ, ҫав хушӑрах темӗнле палланӑ сасӑ Павела ятран чӗнчӗ.
Ку сасӑра ытларах чӗнни мар — тӗлӗнни палӑрчӗ. Каччӑ пуҫне ҫӗклерӗ. Галя! Мӗнле улшӑнса кайнӑ вӑл. Ултӑ ҫул иртнӗ! Хӗр чухне те ҫавракарах пит-куҫӗ халь татах тулли. Йӑрӑс пӗвӗ хулӑнланнӑ. Питне-куҫне сӑрланӑ, ҫавӑнпа-ши, сӑнӗ-пичӗ темӗнле ют пек курӑнать. Тӳлек те мӑн кӑмӑллӑ куҫӗсем ҫеҫ ҫаплипех, вӗсенче ҫынна илӗртекен хӗлхем пур. Унӑн ҫумӗнчех вӗр-ҫӗне шинель тӑхӑннӑ артиллери капитанӗ тӑрать. Хӑй шуранка та тӑрӑхларах питлӗ.
— Ырӑ кун пултӑр, Галя, — пичӗ пӗҫернине туйрӗ Павел. Хӗрарӑм сӑнран пачах та улшӑнмарӗ, капитан енне ҫаврӑнчӗ.
— Гришенька, эп сана пӗлтерменччӗ пулас. Павелпа эпир тӑххӑрмӗш класа ҫитиччен пӗрле вӗреннӗ.
— Паллашма хавас. Гриша, — вырӑсла хуравларӗ упӑшки.
— Павел, — ҫӗкленчӗ каччӑ. Вӑл хӑйӗн хул пуҫҫийӗ ҫӳллӗш те ҫук офицерӑн черченке аллине ҫирӗппӗн, вӑтанмасӑр пӑчӑртарӗ.
Галя ҫумри пукан ҫине ыйтмасӑрах ларчӗ.
— Эсир хӑҫантанпа кунта? Лар, лар, Гришенька — упӑшкине пукан шутарса пачӗ вӑл. — Сире Казахстанра теместчӗҫ-и?
Галя ӑна «эсир» тесе чӗнни ытла та хӑлхана касмалла тата юттӑн илтӗнчӗ. Вӑл хӑй чӗри темӗнле вӗчӗрхенӳллӗн сӳлетсе кайнине туйрӗ, анчах хӑйне часах алла илчӗ.
— Яла ҫитни кӗҫех эрне пулать.
— Ӗҫлеме те тытӑнтӑр-и?
— Куратӑр ак. Паян станцӑран удобрени турттарма килтӗмӗр.
Ашшӑн калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, сӑмахсем тӳрккессӗн тухрӗҫ. Ӗненмелле те мар. Мӗн ачаран юратаканпа ҫапла калаҫмалла-ши вара? Е Павел Гальӑна юратнине упӑшки пӗлмест-ши? Сӑнӗнчен ӑна-кӑна сисме ҫук.
— Эсир халь механик-и? Инженер-и? Сире вӗренет тетчӗҫ.
— Вӗренесси вӗренкелетӗп те, трактористрах ӗҫлетӗп-ха.
— Ик алла пӗр ӗҫ. Ҫавах мар-и? — лӑплантармалла хушса хучӗ Галя. Унӑн куҫӗсем Павелӑн фуфайкине кӑшт куларах тата ютшӑнарах сӑнанӑн туйӑнчӗҫ. Павел та пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫине мӑй тавра хунӑ хура тиллӗн шупка кӗленче куҫӗ темӗнле чунсӑррӑн пӑхнӑн туйӑнчӗ. Галя куҫӗ пек курӑнчӗ вӑл Павела.
Павелӑн калаҫни-туни килӗшмерӗ-ши Галя упӑшкине, часах вӑл ҫӗкленчӗ:
— Эсир калаҫӑр. Тата тепӗр сехетрен пуйӑс килмелле. Черет йышӑнас, атту кассӑ патне пыраймӑн та, — вартах ҫаврӑнса утрӗ офицер.
— Упӑшкам ман… Юратать… — тем каласшӑн пулчӗ Галя.
— Аван, — персе ячӗ Павел.
— Эс апатна ҫи, ан вӑтан, — «эс» ҫине куҫрӗ Галя.
— Вӑтанасси те пулӗ сирӗн пек чиперккесенчен.
— Кулӑрах ӗнтӗ.
Кулӑпа хула ҫавӑраймӑн, тетчӗҫ. Хӑвӑр еплерех пурнатӑр?
— Горькинче эпир. Мускава та, киле килсе кайма та инҫе мар. Ҫавалкасра эп час-часах пулатӑп.
— Ӗҫлетӗр пуль?
— Ҫук, ача ҫуралсанах пӑрахрӑм. Ӑна ҫитӗнтерме те вӑхӑт кирлӗ. Ачана ӑслӑ-тӑнлӑ тума йывӑр, пӑсса яма часах.
«Мӗншӗн вӗренсе патшалӑх укҫине сая янӑ?» — шухӑшларӗ Павел, анчах Гальӑна урӑхла каларӗ:
— Пурнӑҫ ҫитсен ма ӗҫлес?
— Пурнӑҫӗ вӑл ҫын шайӗнчен килет. Вӗренни ытларах ыйтать. Ҫапах хурлама пултараймастӑп. Укҫине Гриша аван илет.
— Эп сана ун пек усраймастӑмччӗ пуль. Тракторист. Шӑршӑ-маршӑсӑр пуҫне мӗн пур ман? — сиввӗнрех кулса илчӗ Павел. — Таврӑнасси ҫур ҫул юлсан кӗтеймерӗн те…
— Шӑпа… Мӗн тӑвӑн? Ҫапла пулса тухрӗ. Эп сана та кӗтмен мар, — тавӑрчӗ Галя. Халь ҫеҫ унӑн питне хӗрлӗ сӑн тапса тухрӗ. Вӑтанчӗ пулас..
— Аса ил-ха ҫак вокзала. Мана ӑсатнӑ чух эс: «Кӗтетӗп сана, Павел», тенӗччӗ. «Хӑҫанччен?» — тесе ыйтрӑм эп. — «Хӑв мана маниччен», терӗн эс. Манманни халь виҫӗ ҫул урӑххине ыталать, тепӗр ухмахӗ ӑна ҫаплах ӑшран кӑларса пӑрахаймасть, — пӑшӑлтатарах каларӗ Павел. Сӑмахӗсем ҫапах вӗри те хумхануллӑ тухрӗҫ.
Галя шарламарӗ. Пичӗ тӗллӗн-тӗллӗн шуралчӗ. Каччӑ сивӗнсе кая пуҫланӑ апатне кӑшт-кашт ҫырткаларӗ те кофӗ килсе лартнӑ официанткӑна укҫа тулерӗ.
— Гриша виҫӗ хут хӑтана пычӗ.
— Вара чӑтаймарӑн пулать.
— Ҫынна пуҫ ҫаптарма юратмастӑп эпӗ.
— Мӗн калӑн: ырӑ чӗре.
— Юрӗ ӗнтӗ, пӳрни пулчӗ пуль. Тепре чухне кӗтекенӗсен те пурнӑҫ пулмасть.
— Апла та пулкалать ӗнтӗ тӗнчере. Сыв пулӑр-ха. Тепре килсен кӗрсе тухӑр, — терӗ Павел. Вӑл Гальӑпа урӑх нимӗн те калаҫмалли тупайманшӑн пӑшӑрханчӗ.
— Чӗннишӗн тавтапуҫ, — ҫӗкленчӗ Галя та. Вӑл часах лӑпланчӗ, пичӗ ҫинчи хӗрлӗ лаптӑксем те ҫухалчӗҫ.
Гальӑпа сыв пуллашса, Павел урама тухрӗ.
— Пулнӑ, иртнӗ, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ вӑл. Унтан пуҫа тӗрлӗ шухӑшсем капланчӗҫ. Пӗрисем Гальӑна ҫаплах манайманшӑн хӑйне вӑрҫрӗҫ. Теприсем унӑн ҫитменлӗхӗсене шырарӗҫ. Туртса тикӗсленӗ куҫ харши… Хӗретнӗ чӗрнесем. Сивӗ те чее куҫӗпе пӑхакан тилӗ. Йӑвалакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ…
— Ӑҫта ҫӳретӗн эс? — ӑна шартах сиктерчӗ Володя. — Тракторна эп пырса лартрӑм. Халиччен тиесе пӗтерчӗҫ пуль. Так. Кайма пӗрлех кайӑпӑр терӗм.
2
Ӗҫрен таврӑнсан, Павел хӑй ӗшеннине туйрӗ. Шыв ӑсса кӗрсе пилӗк таран ҫӑвӑнчӗ, ҫӑмлӑ ал шӑллипе кӗлетки хӗрелсе кайичченех сӑтӑрчӗ. Тумланкаланӑ хыҫҫӑн васкасах кӑвайт чӗртрӗ, ҫӑмарта ӑшаласа ҫирӗ.
Пӗр шухӑш ҫеҫ канӑҫ памарӗ-ха ӑна: киле килни тӑватӑ кун, вӑл пур, ҫаплах хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлаймасть. Ӑҫтан пуҫламалла? Мӗнрен тытӑнмалла? Кам пулӑшӗ ӑна? Кам ӗненӗ? Райкома кайса каласа памалла мар-ши? Е Прыгуновах пуҫ ҫапас?
Унӑн ӗмӗчӗ — плуг. Ҫук, ахаль плуг мар, хӑйне евӗрлӗскер.
Совет Ҫарӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫирӗп шӑм-шаклӑ ҫамрӑка вӗренме те ҫӑмӑл. Унчченех трактора тӗплӗн пӗлекен Павел тата ҫулталӑкран ӑста механик-водитель пулса тӑчӗ. Тата ҫулталӑкран, танксене илсе ҫӳрекен маҫтӑр ятне илсен, ӑна завода куҫарчӗҫ. Вӑл капиталлӑ ремонтран тухнӑ танксене тӗрӗслекен пулса тӑчӗ. Хӑйне валли те вӑхӑт ҫителӗклех тупӑнкаларӗ. Павел ҫамрӑксен каҫхи шкулне ҫӳреме тытӑнчӗ. Тӑрӑшакан — тӑвать. Ҫулла вӑл лайӑх аттестат илчӗ. Кӗркунне, ҫарпа сыв пуллашса, ытти вуншар танкистсемпе пӗрле хӑй ирӗкӗпех Казахстана, ҫӗнӗ ҫӗре тухса кайрӗ.
Каллех вӗренӳ. Института кӗме экзамен тытрӗ. Малтанах ял хуҫалӑхӗ валли инженерсем хатӗрлекен факультета кӗресшӗнччӗ, анчах Павлодарти институтра ҫав факультет пулмарӗ. Урӑх ҫӗре каяс — инҫетре. Чунне хытарсах унӑн агрономи факультечӗпе ҫураҫма тиврӗ. Кайран пачах та ӳкӗнмерӗ.
Заочнӑ вӗренекене дипломшӑн кӑна ҫунать, теҫҫӗ. Ҫук, тӗрӗс мар. Пурнӑҫ чупать, васкать. Унӑн ҫуни ҫинчен тухса ӳксен, уруна та хуҫма пулать, кайран ҫав ҫунана хӑваласа ҫитейместӗн. Пурнӑҫ ҫуни вӑл — вӗренӳ. Малтан Павел очнӑ вӗренме шухӑшларӗ, анчах виҫӗ ҫул хушши салтакра хуйхи-суйхине, савӑнӑҫпа телейне пӗрле пайласа пурӑннӑ юлташӗсенчен уйрӑлаймарӗ.
Заочнӑ вӗренесси ӑна савӑнтарчӗ те, хӑратрӗ те.
Анчах кӗнекесем тытсассӑнах, вӗренӳ Павела хӑй юхӑмне ҫавӑрса илчӗ. Унӑн сӑран сумкинче бригадӑ ӗҫне ҫырса пыракан хутсемпе юнашар хулӑн тетрадьсемпе кӗнекесем вырнаҫрӗҫ. Кашни пушӑ минутрах бригадӑ будкинче-и, совхоз кантурӗнче-и, е общежитире вуларӗ, института конспектсем ҫырса ячӗ. Лерен ырласа ҫырни ӑна татах хавхалантарчӗ. Виҫӗ ҫулта вӑл виҫӗ курс пӗтерчӗ, тӑваттӑмӗш курсшӑн та экзамен пачӗ. Тата икӗ ҫултан унӑн аллинче диплом пулать. Дипломшӑн вӗренет-и вӑл? Ҫук. Павел хӑйӗн ӑс-тӑнӗ кунран кун пуянланса, тавра курӑмӗ сарӑлса пынишӗн хӗпӗртет.
Акӑ, Ҫавалкас ҫӗрӗсемех уншӑн урӑхларах курӑна пуҫларӗҫ. Ҫара кайиччен Павел ӑна ытти трактористсем пекех нимӗн ӑнланмасӑр ҫавӑрттарнӑ. Чӑваш ҫӗршывӗ… Ҫырма-ҫатра. Ҫурхи шывсем капланса килсе ҫӗрӗн тутлӑхлӑ мамӑкӗпе сӗткенне ҫырмасене — Ҫавала, Кӗтнене, Ункӑна, Сӑра юхтараҫҫӗ. Юхать пурлӑх, ҫӗр пуянлӑхӗ юхать, ҫынна усӑ кӳмесӗр ҫухалать. Чӑваш ҫӗршывӗ тӗрлӗ саплӑксенчен ҫӗленӗ кӗпе пек. Тем тӗрлӗ ҫӗр те пур кунта.
Анчах пысӑкрах лаптӑкӗ — вӑрман ҫӗрӗ. Ку ҫӗр ачаш ача пекех, йывӑр ӑна юрама. Ӑна пӗр-икӗ ҫул хушши ан тӗкӗн, вӑл ҫиелтен хура тӑпра пекех курӑнать. Ал лаппи тарӑнӑш чакала кӑна, аяларах кӗллӗ тӑпра пуҫланать. Нимӗн те тытӑнса тӑмасть ҫав кӗлле тӑпра ҫийӗнче: ҫумӑр шывӗ те, ӳсен-тӑрансене тутлӑх паракан апат та. Вӗсем кӗллӗ тӑпра витӗр юхса тухса «амӑш тӑпри», е ялти пек каласан, «арлан тӑпри» ҫине пухӑнаҫҫӗ. Арлан тӑпри ҫур метр тарӑнӑшӗнче е унтан та аяларах. Ахаль каслӑ плуг кӗллӗ тӑпрана ҫиеле ҫавӑрттарса кӑларать. Мӗнле апат пур унта ӳкекен тыр пӗрчи валли? Ҫумӑр ҫусанах чул пек хытса ларать. Ташла — путмасть, хӑма пек янӑрать. Ҫавӑнпа тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк. Ҫав ҫӗре юсама вуншар ҫул кирлӗ. Тислӗк ытларах тӑкрӑн пулсан, тарӑнрах сухалама юрать, тӑкмарӑн пулсан — тарӑн сухалани тип шар. Кӗллӗ тӑпра ҫиеле тухса выртать, малтанхи ҫумӑрпах хытса ларать. Тыррине акса хӑвартӑн пулсан та, шӑтса тухаймасть. Вӑйлӑ тракторсем, тем тӗрлӗ ака пуҫӗ шухӑшласа кӑларчӗҫ, ҫапах та вӑрман ҫӗрӗн тухӑҫӗ суха пуҫӗ вӑхӑтӗнчи шайрах тӑрса юлчӗ.
Ҫак ҫӗре Мальцев меслечӗле сухаласан?
Шухӑшпа ирттернӗ каҫсем! Ҫӗнӗ плуг ҫуралать пуҫра. Кампа малтан канашламалла? Кама хӑвӑн шухӑшна уҫса памалла?
Павел Мальцев патне ҫыру ҫырать.
Анчах ответлӗ-ши вӑл ӑна?
Ӗнтӗ икӗ эрне иртсен хуравне кӗтме те пӑрахнӑччӗ Павел. Пӗр кунхине ӑна сасартӑках ыттисенчен нимӗнпе уйрӑлсӑ тӑмӑн конвертлӑ ҫыру тыттарчӗҫ.
«Хисеплӗ Кадышев, — тесе пуҫланӗ Мальцев. — Санӑн ҫырӑву мана тарӑн шухӑша ячӗ. Ҫакна пӗлтеретӗп: манӑн меслет вӑрман тӑпришӗн юрӑхсӑр. Кам пӗлет: асӑннӑ ҫие кӑштах тарӑнлатни ҫӗрти сывлӑшпа шыв режимне лайӑхлатма май парӗ. Вӑл паллӑ. Эс сӗнекен плуг пирки ҫакна ҫеҫ калатӑп: эп сан чертежна Челябинскри машинӑсем тӑвакан завода ярса патӑм. Унта манӑн лайӑх палланӑ конструкторсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тата мӗн калӗҫ. Малтан тӗрӗслесе пӑхни кирлӗ.
Анӑҫлӑ пулмасан,татах шырама лекӗ. Тӗпчевҫӗ, шыравҫӑ ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Эп ҫӗре тӗпчесе пӗлес, унӑн вӑрттӑнлӑхне тупас тесе хӗрӗх ҫул ӗҫлетӗп, ҫапах лайӑх пӗлсе ҫитрӗм теме пултараймастӑп.
Шыра, тӗпче, Кадышев юлташ. Хӑв шухӑшланине, хӑв ӗмӗтленнине вӗҫнех ҫитер.
Ытлашши нимӗнех каламан пулсан та, Павела Мальцев ҫырӑвӗ хавхалантарчӗ. Вӑл тепӗр чертеж туса тӗпчев институтне ярса пачӗ. Унтан хурав часах килмерӗ, анчах савӑнтармалласкер пулчӗ. Плуг пысӑк шанӑҫ пама пултарать, имӗш, анчах ӗҫре йывӑр та, ҫаврӑнӑҫусӑр. Ҫавӑнпа конструкцие лайӑхлатма сӗннӗ.
Ӑҫта тӗрӗслесе пӑхмалла плуга? Ӑҫта тумалла ӑна? Пӳртре тӗттӗмленсех ларчӗ. Каччӑ лампӑ ҫутрӗ, чӳрече каррисене карчӗ. Общежитири шава хӑнӑхнӑран кичем те салху пек туйӑнчӗ ӑна. Ашри юлхавлӑха сирсе «Политэкономия» кӗнекине тытрӗ. Вӑл вӗренме пуҫланӑ темӑ интереслӗ: «Ҫӗр ренти». Шухӑшлаттарать. «Районтах, республикӑрах тӗрлӗрен ҫӗр. Анчах районпа республикӑшӑн ҫеҫ мар, чылай пысӑк зонӑри колхозсемшӗн пӗр хак. Ҫав хак лайӑх ҫӗрлӗ хуҫалӑхсемшӗн аван. Ҫавалкассен ҫӗрӗшӗн — тӑкак. Гектартан ултӑ центнер илсен те, ҫирӗм центнер илсен те пӗр ӗҫех тума лекет. Тислӗк кӑлар, юр тыт, сухала, сӳреле, ҫум курӑкӗнчен тасат. Ҫулӗ тата. Пӗр колхозӗ станцӑран виҫӗ ҫухрӑмра. Теприн вӑтӑр ҫухрӑм ытла машинӑ хӑваламалла. Пӗри тырӑ леҫсе ытларах тӑкак курать, ӑна та виҫӗ ҫухрӑмрисен хакнех тӳлеҫҫӗ. Ҫавсене шута илме ҫук-ши? Начар ҫӗр ҫинче тырӑ ӳстерме ытларах вӑй хумалла. Вӑйне кура укҫине тӳле.
Тен, эпӗ тӗрӗс мар шухӑшлатӑп? Сана патшалӑх ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫирӗплетсе пачӗ пулсан, эсӗ ӑна юса, пуянлат. Ҫӗре япӑхтарса яни — усал ӗҫ туни. Колхозник хиртен пӗр ҫӗклем улӑм йӑтса кӗчӗ пулсан, ӑна суда параҫҫӗ, ҫӗре япӑхтарса янӑ колхоз председательне е агронома никам та айӑпламасть. Ятласан ятлаҫҫӗ, ятламасан ҫаплипех иртсе каять. Ҫӗре пӑснӑшӑн, ӑна ама ҫури ачине пӑхнӑ пек пӑхнӑшӑн ответ тыттармалли закон кӑлармалла. Вара ҫӗнӗ ҫырма-ҫатра та пулмӗ, колхоз пуҫлӑхӗсем те пуҫ тавра шухӑшлӗҫ».
Кашни темӑ Павела шухӑша ярать, вуласа тухнине чӑн пурнӑҫрипе танлаштарать, тен, ҫавӑнпах-и асрӑ юлать.
Ҫенӗкре ура сасси илтӗнчӗ, алӑка шаккарӗҫ.
— Кӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Павел. Вӑл хӑйне шухӑшран хӑтарнӑшӑн савӑнчӗ.
Анна иккен.
— Мӗн шаккасах кӗретӗн? Ан вӑтан, хамӑр ҫын.
— Ырӑ каҫ пултӑр, эппин, хамӑр ҫын. Ҫынни-качки сан, упапа пӗрех пурӑнатӑн, — кулчӗ хӗр.
Хӑвна та ырӑ каҫ пултӑр. Иртсе лар, пырса чӑмӑртарӗ каччӑ хӗр аллине.
— Ой! упа! — кӑшкӑрчӗ Анна, ыратнӑ аллине силлесе. Ӑна вӑл пӗчӗк ача пек вӗре пуҫларӗ.
— Тӗрӗ. Чехов калавӗнчи упа. Анне ҫавнашкал ҫуратнӑ, кӳршӗ хӗрӗшӗн ӳстернӗ. Кӳршӗре сансӑр пуҫне хӗр ҫук. — кулчӗ Павел.
— Ларатӑн епресе. Атя, клуба тухса кур. Пӗччен таврӑнасси турчкапа ҫухрӑм виҫессипе пӗрех. Иккӗн килме савӑнӑҫлӑрах пулӗ.
— Ташлама эп ухутах мар. Кино уйӑхӗпех пулман, теҫҫӗ.
— Будкӑ ҫук тесе кӑтартмаҫҫӗ. Кӗҫӗр вӑрманпромхозран концертпа килнӗ. Кайран ташӑ. Ытла кичем сан пуртре. Санашкал пӗччен пуранас пулсан, эп тунсӑхласах вилсе каймалла, — калаҫрӗ Анна.
— Асаттесем радиосӑрах пурӑннӑ — шӳтлерӗ Павел. Тӑхта ак, телевизор та илӗп. Ҫавалкас та пӗр ҫултах ял пулман. Пурне те тума вӑхӑт ҫитмест. Икӗ эрне алла кӗнеке тытман. Ыранах института ӗҫ ҫырса ямалла.
— Ыран та кун пур.
— Ырантан ырхан пусать.
— Эп паян юлашки ӗҫ ҫырса ятӑм.
— Хӑв ӗҫлетӗн, мана клуб тӑрӑх сӗтӗретӗн.
— Ку ӗҫне эп пырӗ текелесе васкасах ҫыртӑм.
— Пырӗ тени пыра каять, — каллех шӳтлерӗ Павел. Иккӗшӗ те кулса ячӗҫ. Анна ҫеҫ кӑштах кӑмӑлсӑрланчӗ:
— Ытти ҫынсемпе эс ятлӑ ҫын пек калаҫатӑн. Манпа эс — пӗчӗк ача.
— Ан васка, яш ача пулам ак. Урӑхларах калаҫӑп.
— Пулӑп тени пулла каять, — тавӑрма май килнишӗн савӑнчӗ Анна.
— Юрӗ. Ҫуркунне пулӑ яшки ҫитерӗп. Халь эп тӑхӑнам-ха. Клуба-тӑк — клуба.
Павел тӗпеле кӗрсе хӑмӑр костюм тӑхӑнса тухрӗ. Галстук ҫыхрӗ. Анна ӑна тӳрлетме пулӑшрӗ. Каччӑ шӳтлесе хӗре икӗ чавсинчен тытса ҫӗклерӗ.
— Яр, упӑ… — кулчӗ хӗр.
Урамри чӳрече патӗнче такам кӑштӑртатнӑн туйӑнчӗ. Ӑна Павел ҫеҫ илтрӗ. Каччӑ аллинчен вӗҫерӗннӗ Анна алӑк патне кайса тӑчӗ.
— Качча каяс хӗрпе ан йӑшӑлтат, Васка, — хушрӗ Анна.
Ҫутӑ сӳнтерсе пӳртрен тухрӗҫ. Урамра Павел хӗре хулӗнчен ҫаклатрӗ.
3
Санька Павелсем патне кӗрсе каякан Аннана уттинчен те, кӗлеткинчен те палласа илчӗ. Чӗнес — ырӑ мар, юриех эс кашни каҫ пирӗн алӑк патӗнче ҫӳретӗн теме пултарать. Павел патне кӗрес, кам пӗлет, чӑрмантарни ҫеҫ пулӗ? Тен, Анна кӳршӗ каччине юратать? Хӗр никама та кӗтмен пулсан, Санькӑпа ҫепӗҫрех пулма кирлӗ. Павелах кӗтнӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн тата пӳрт ҫуса патӑр? Кумаллӑ пулни мӗн вӑл? Хӗреснашшӗ хӗрӗ. Тӑван мар, йӑлтах ют юн. Сахал-и халь унашкал пӗрлешекенсем? Чиркӳ саккунӗ паянхи ҫамрӑксемшӗн нимӗн те мар, ӑна-кӑна пӑхсах тӑмаҫҫӗ.
Апла пулсан? Вара пӗтӗм ҫунни, хӗр хуравне кӗтсе пурӑнни сая каять.
Кӗрес. Павел унӑн юлташӗ-иҫ. Пӗрле ӳснӗ, пӗрле ҫара кайнӑ. Анчах тем вӑтантарать, тем кӗртмест. Урасем хӑйсемех униче хапхинчен уялла илсе тухаҫҫӗ. Атӑ кӗли путать те йӗрне пичетлесе хӑварать. Юлашкинчен: «Кӗретӗп», тесе шухӑшларӗ.
Ҫутӑ ҫӳхе карӑ витӗр урамри ҫула хыпашлать. Чӳречерен пырса пӑхас. Вӑрӑллӑ пулать те. Ан тив…
Шалти чӳречен тарланӑ кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ. Йӑр та йӑр юхса анаҫҫӗ йӗр хӑварса тумласем. Чӗре макӑрнӑн туйӑнать вӗсене курсан. Вӑшт та вӑшт иртеҫҫӗ пӳртри мӗлкесем. Тӗпелтен пӗри тухрӗ. Вӑрӑмскер. Павел ку. Уйри чӳрече патӗнчен тепри ҫитрӗ. Пӗчӗкскер. Аппа ку. Вӗсем пӗр мӗлке пулса пӗрлешрӗҫ.
Чӗре тапмах чарӑнчӗ. Ҫӑвар типсех кайрӗ, пырта сывлӑш катрамланса ларчӗ. Санька пӗшкӗнсех карӑ хушӑкӗнчен пӑхрӗ. Нимӗн те курӑнмасть. Хӑлхасем те канма кайрӗҫ: нимӗн те илтӗнмест.
Уртӑннӑ чӳрече хӑлхашки чӗриклетрӗ. Санька такам курасран хӑранӑн васкасах ҫул ҫине тухрӗ. Куҫ умӗнче ҫаплипех шалти хутӑн кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ.
Хирелле утрӗ. Павелсен пӳртӗнчи ҫутӑ сӳнсен ҫеҫ униче патнерех ҫывхарчӗ. Хапха шалтлатрӗ. Павелпа Анна алла-аллӑн тытӑнса урам тӑрӑх анаталла анса ҫухалчӗҫ.
Санька килнелле утрӗ. Ҫывӑракан ашшӗпе амӑшне систермесӗр сакайри нӳхрепрен сӑра ӑсса тухрӗ. Ӑна ӑшӑтмарӗ те. Вӗри мунча чулӗ ҫине шыв сапнӑ пек чашлӑтса анса кайрӗ кӑчама. Ӳсӗрӗлчӗ каччӑ. Клуба вӑл концерт пӗтсен ҫеҫ ҫитрӗ. Вӑрманпромхоз хӗрӗсемпе ҫеҫ ташларӗ. Шахматла вылякан Володьӑпа Павел патне те пымарӗ. Унтан купӑсҫӑна «цыганочка» кӗввине калама ыйтрӗ. Пӗчченех, баяниста ывӑнтаричченех, ташларӗ. Куҫӗсем ун нимӗн те курмаҫҫӗ пек, каччӑ самаях хӗрӗнки палӑрать. Ташша вӗҫлесен яланхи йӑлипе музыканта пуҫ тайса клубран тухрӗ. Алӑка шартлаттарса хупнипе стена ҫумне ҫакнӑ лампӑсем ҫулӑмлӑ чӗлхисене тӑсса такама витлерӗҫ. Кӗмерӗ Санька текех клуба, курӑнмарӗ…
…Каччӑ ҫӑмӑл шухашлӑрахчӗ. Вӑл ашшӗпе амӑшӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, килӗнчи пурнӑҫӗ тӑнӑҫ. Хӑй тулли ӳтлӗ, вӑтам пӳллӗ. Ҫавракарах пит-куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ. Ҫӑра та хура ҫӳҫӗ кӑтра. Сарӑрах хӑмӑр куҫӗ вырӑнта тӑмасть.
Вӑрманпромхозра диспетчерта ӗҫленӗ чухне вӑл пӗр каҫхине хӑй евӗрлех кӑтра ҫӳҫлӗ Нина Шурупова техника, тепӗр каҫхине Лена Лескова кассира ӑсататчӗ. Пӗр каҫхине пӗрне, тепӗр каҫхине тепӗрне ыталаса чуп тӑвасси уншӑн тӗлӗнмеллпех пулман. Хитре! Хитрешӗн нумай хӗр чӗри арча пек уҫӑлать те вырӑн парать. Кӗвӗҫсен те пытарать, хирӗҫсен те килӗшет. Хитрелӗх — ҫут ҫанталӑк парни. Санька унпа вӑтанмасӑрах усӑ куратчӗ.
Район центрӗнчи килне каймасӑр, ӑна шӑматкун ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ, ҫӳҫӗсене водород перекиҫӗпе хӗретнӗ Лида Пакетовӑ, кӗтетчӗ.
Кӗвӗҫекен — хӑй кӗвӗҫнӗ ҫын ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе хӑвӑрт пӗлет, кӗвӗҫекеншӗн шӳтлесе каланӑ сӑмах та час-часах чӑнлӑх. Виҫӗ хӗр те пӗр-пӗрне аван паллакан ҫеҫ мар, ҫитменлӗхсене те пӗлекен пулчӗҫ. Тахӑшне ытларах кӑмӑллатчӗ Санька. Пӗлме ҫук. Унӑн чӗри чул евӗрлех пулнӑ пулас, хӗр асапӗсем ӑна тӗкӗнмерӗҫ те. Вӑйӑ картинче-и, клубра-и — унӑй кӑшт шӑл витӗр тухакан сасси янӑрать, унран маларах никам та ялта «цыганочка» та, чӑваш ташшине те ташлама пултараймасть. Те унӑн ташшине, те унӑн хитрелӗхне ӑмсанакансем ӑна «пӗрремӗш сорт каччӑ» тесе тӗккелесе те илеҫҫӗ.
Утмӑлтан иртсен ват ҫын куҫӗ тӑван ҫӗр ҫине час-часах ҫӳҫенсе пӑхать. Вӑл ӑна тӑрантараканӗ, усраканӗ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех йышӑнаканӗ. Утмӑлтан иртсен алла туя кӗресшӗн, ура утӑмне шутлать. Санькӑн ашшӗпе амӑшӗ те тахҫанах утмӑл урлӑ каҫнӑ. Кин мар, кин ачи ҫамрӑклатать ватта. Анчах старикпе карчӑкӑн ҫамрӑкланасси пулмарӗ-ха.
Туй тума хатӗрленӗ сӑра та ахаль ӗҫкӗрех кӑпӑкланчӗ, туй ачисем сиксе авас урай та тӑван-пӗтен урисемпе тӗрленчӗ, туй арӑмӗсен шӳлкемисемпе вӑчӑрисем те, тухйисем те арчаран тухмарӗҫ; туйсене ҫӳреме юратакан мыскараҫӗ та йытӑ тирне параппан валли ҫӗртме тислӗк айне хураймарӗ, ҫӗнӗ параппан пулмарӗ; ашшӗ те кинӗн минтерӗ ҫинче лараймарӗ, амӑшӗ те парне кӗпи тӑхӑнаймарӗ.
Юлашки икӗ ҫулӗнче тем пулчӗ Санькана, тем улӑштарчӗ унӑн пурнӑҫне. Тепӗр чухне час-часах ӳсӗр, тепӗр чухне уйӑхшар нимӗн те сыпмасть. Ӗлӗкхи мӑнаҫлӑх, хӗрсем ҫине ҫиелтен пӑхни палӑрсах каймасть халь. Ҫулсем иртнӗ май «сортлӑхӗ» чакать-ши? Пӗл качча. Тен, теприсен лӗпки ҫирӗм виҫӗ-ҫирӗм пилӗк ҫулта тин питӗрӗнет?
Вут хутмасӑр тӗтӗм тухмасть, ҫӗр сӑмахсӑр ял пулмасть. Этем улшӑнмалӑх сӑлтавӗ пурах ҫав…
Пӗлесчӗ сирӗн Ҫавалкассинче ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтсе илнине. Пуш ҫамка текен тӑвайкки патне мӗн иртенпех халӑх куҫать. Ҫак тӑвайкки урлӑ урӑм пуҫӗнчен тытӑнса Ҫавала юхса тухакан Сӑнар шывӗн ҫыранӗ хӗрнех пырса тухать. Тӑвайкки тӑрринче тӳпенелле кармашнӑ тӑватӑ хурӑн пас тытнипе юмахри тӗрӗ пек туйӑнать: ытла та чӑлт шурӑ вӗсем. Лӑпӑс-лӑпӑс кӑтра турачӗсем ҫураҫса кайнӑ хӗр пек тарӑн шухӑшлӑ. Ҫулла кунта уявсенче вӑйӑ карти кӗрлет. Тӗр-тӗр вӑйӑ салансан хурӑнсен ҫумӗнче мӗн шуҫӑм киличченех пӗр-пӗринчен уйрӑлайман хӗрпе каччӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑраҫҫӗ. Телей пуриншӗн те пӗр мар: хушша хура кушак та кӗрет, юрату тимӗр мар — арканать, урайне ӳкнӗ тӑм чӳлмекле ҫурӑлать. Уйӑхлӑ-ҫӑлтӑрлӑ е хура чаршавлӑ каҫсенче хурӑнсен шурӑ чӑлхи ҫинче ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ ятсем ҫуралаҫҫӗ. Сӑхакан хут ҫине чернилпа ҫырнӑн, йывӑҫсем ӳснӗ май, саспаллисем сарӑлаҫҫӗ, пысӑкланса кӑмпаланаҫҫӗ. Ҫулсен чуппи кивӗ ятсене ҫухатать, ҫӗннисене хушать.
Юрату хурӑнӗсем. Ҫапла ят панӑ вӗсене Ҫавалкассем. Ҫакӑнта пухӑнаҫҫӗ ҫынсем ҫӗнӗ ҫула. Ҫамрӑкки ӗмӗтленет, ватти — иртнине аса илет. Кам ҫунашкапа килет, кам йывӑҫ тӑркӑчпа, хӑшӗсем тенкелпе е ятарласах пӑрлантарнӑ валашкасемпе. Ҫемьеллисем ҫара ҫуна туртса килме те ӳркенмеҫҫӗ. Купӑс сасси те, сивӗ сывлӑшра янӑракан ҫамрӑксен юрри те, мыскарапа ҫуралнӑ кулӑ та пӗр вӗҫӗм малаллах, малаллах талпӑнакан пар лаша шӑнкӑравӗ евӗр лӑпланусӑр.
Тепӗр чухне сулӑнчӑк ҫапнипе ҫуна ҫур тӑвайккинчех тӳнсе каять, ларса пыраканӗсем шурӑ юр тинӗсне чӑмаҫҫӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем ял илтмелле кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ура ҫинӗ тӑрсан — хӑрани иртет, силлесен тумтир ҫумне ҫыпҫӑннӑ юр та уйрӑлать, хӗве сивӗ ҫапни те манӑҫланать.
Уяв. Асран кайми тӑван ҫӗршыв уявӗ — яшшине ҫунатлантараканскер, ваттине — яшлантараканскер.
Санька ун чухне кӑнтӑрла ҫитиччен хуплӑ ҫуна туртса килнӗччӗ. Хӗрӗнкӗ каччӑн чарусӑр куҫӗ тӑвайккинчен ярӑнса анакан мӑшӑрсене сӑнарӗ. Хурӑнсем патӗнче темиҫе хӗр тӑратчӗҫ.
— Ну, кӑсӑясем, килӗр-ха, вӗҫтеретӗп.
— Лида Пакетовӑна вӗҫтер.
— Ӑна та, сире те. Вырӑн ҫитет. Килӗр тата, мӗн курнӑҫланатӑр? — чӗнчӗ Санька.
— Анна, кай, — тӗртрӗҫ хӑйсен ушкӑнӗнчен пӗрине.
— Анна, кил, — чӗнчӗ каллех Санька.
Ыттисем каччӑн йӑлине аван пелеҫҫӗ иккен. Сахал-и вӑл пӗр ҫуна хӗр тиесе тӑвайккинчен анса ҫитиччен пӗрерӗн-пӗрерӗн юр ӑшне пӑрахса хӑварнӑ?
Анна кӗттерсе тӑмарӗ. Санька ӑна ларма пулӑшрӗ, ҫунине тапса ячӗ. Ҫуна аялалла ыткӑнчӗ. Каччӑн аллисем хӗре ытамласа илчӗҫ… хӗре хӑй ҫумнерех пӑчӑртарӗҫ. Тапкаланакан, вӑрҫакан Аннана каччӑ темиҫе хутчен чуп турӗ…
— Хитре. Мӗнле эп ӑна ку таранччен асӑрхаман? — вӗҫрӗ каччӑн пуҫӗнче шухӑш.
Аяла анса ҫитсен Анна каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ. Санька хӗр куҫӗнчен юхса аннӑ куҫҫуле асӑрхарӗ. Тен, ҫилпе тухнӑ? Мӗншӗн-ха тарӑхтӑр хӗр хӑйне чуп тунӑшӑн?
Анчах урӑхла пулса тухрӗ. Анна Санькӑна темиҫе хутчен питӗнчен ҫупса ячӗ.
— Акӑ сана, намӑссӑр, акӑ! — пӑшӑлтатрӗ хӗр. Анна улӑхри юр кӗрчӗ тӑрӑх аша-аша аяккалла чупса кайрӗ. Санька ҫаплипех пӗрре путакан, тепре ҫӗкленекен пӗчӗк пӳллӗ хӗр кӗлеткине тинкерчӗ. Хӗр яла кӗрсе ҫухалчӗ. Сакька вара ҫунине пӗчченех туртса хӑпартрӗ те килнелле утрӗ. Унӑн чунӗ темӗнле вырӑнта марччӗ ҫав вӑхӑтра.
Мӗн пӑлхатрӗ-ши унӑн чунне? Хӗр ҫупса яни-ши? Мӗнле-ха вӑл ҫавнашкал хитре качча ҫупса яма ал ҫӗклерӗ? Кам тата? Ятсӑрскер. Вӑтам шкул пӗтернӗ ӗнтӗ. Сахал-и халь ялта вӑтӑм шкул пӗтерекен? Ӗне сӑвать. Вӗреннӗ хӗрсем юратаҫҫӗ Санькӑна. Ку ӑна ҫупка ҫитерме хӑять.
Пӗррехииче клубран тухнӑ Аннана Санькӑн аллисем ҫатӑрласа тытрӗҫ.
— Татах вӑрҫатӑн-и, чӗрӗп?
— Мӗн эс куршанак пек ҫыпҫӑнатӑн? — тавӑрчӗ хӗр. — Курнӑҫатӑн ытлашши.
— Ан вӑрҫ-ха, Анна, — шӑппӑн, йӑлӑнса каланӑн сӑмах хушрӗ каччӑ.
— Сана мӗн… сана Лида Пакетова вӗрентет-и?
— Мана валли хам тӑн та ҫитет.
Каччӑ хӗре ӑсатса яма пулчӗ. Лешӗ хирӗҫлерӗ.
— Тавтапуҫ, эп хам та кил тӗлне аванах пӗлетӗп. Сурӑх мар, ҫӗтес ҫук. Ыттисене ӑсат. Ку Санькӑна аптратсах пӑрахрӗ.
«Пулма пултараймасть ялта мана тиркекен хӗр, — шухӑшларӗ вӑл, час-часах хӑйне лӑплантарса. — Тен, урӑх мел шырамалла? Е, ҫарти пек каласан, тактикӑна улӑштармалла? Пуласлӑх пирки систерес…»
Тепрехинче клубран пӗрле тухсан ҫапла ыйтрӗ:
— Нумай калаҫмастӑп: мана качча пыратӑн-н? Акӑ ман философи.
— Тилпӗрен ҫимен-ха.
Каччӑ хӑй сӑмахӗсемпе хӗр чӗрине пӑлхатнине пӗлеймерӗ, вӑл татах ҫине тӑра пуҫларӗ. Юратун курӑнми вӗренӗ ӑна хытах кӑкарса лартрӗ-мӗн. Анна мӗн чухлӗ хирӗҫрӗ, вӑл ҫавӑн чухлӗ тимӗрҫӗлле пӗр вырӑнта кӳпкерӗ.
— Паян та ҫавнах калатӑп: качча пыратӑн-и?
— Эс вӑл шухӑша пӑрах. Вӗренме тытӑн, кӗр пӗр-пӗр института вара ухмахланма вӑхӑт юлмасть, — тавӑрчӗ хӗр.
— Ман ӗҫ вӗренмесӗр те лайӑх.
— Хӑйӗн юрриех, — кӳрененҫи пулчӗ хӗр. Анчах йӗкӗте епле хӑйса калӑн-ха «санӑн сӑмаххусем мана ахаль те канӑҫ памаҫҫӗ», тесе. Аннан хирӗҫлесси те сахалланчӗ, ӑсатма пыма та чармарӗ, хӑй те час-часах каччӑ куҫӗ умне лекме тӑрӑшрӗ.
Санька урӑхларах шухӑшларӗ: Аннан каччӑ пур. Камне вӑл пӗлеймерӗ, ялта мар, таҫта техникумра ӗнтӗ.
Иртнӗ эрнере хӗр сасартӑк ӑна ҫунатлантарса ячӗ. Вӑл унӑн яланхи ыйтӑвӗ пирки ҫапла хуравларӗ: «Ан васка, вӗренсе тухсан татса калӑп».
Сӑнька хӑй улшӑнса кайнинчен хӑй тӗлӗнчӗ. Уя юр тытма тухсан ыттисемпе пӗрлех ӗҫлерӗ, кӗлет патӗнче тыр аллакан хӗрарӑмсене сортировкӑна ҫавӑрса пама пулӑшрӗ. Шӳтлерӗ, кулчӗ.
— Лида Пакетова кайнӑшӑн саваннӑ, — калаҫрӗҫ хӗрарӑмсем.
Чӑнах та ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ районти больницӑна ӗҫлеме куҫрӗ. Каччӑ юратӑвне кӗтсе илеймерӗ пулас.
…Клубран тухнӑ бригадир килнелле утрӗ, «Вӗренсе тухсан татса калӑп, — аса илчӗ вӑл хӗр сӑмахне. — Каларӗ халь. Акӑ кама кӗтнӗ Анна. Павел та аван юлташ, килнӗ-килменех ура хурать».
4
Кӑнтӑрлаччен Анна аптекӑна йышӑнса пӗтерчӗ. Шкап тасатиччен, сӗтелсемпе пукансем тата тӑрӑхла сак ҫине вӑхӑтлӑха кӑларса лартнӑ эмел склянкисемпе кӗленчисене эфирпа йӗпетнӗ мамӑкпа сӑтӑрчӗ. Кристаллӑ йод склянкине витнӗ пергаментлӑ хута улӑштарма тиврӗ: эмел пӑсӗсем йӑлтах ҫунтарса хӑмӑрлатса лартнӑ. Пакетланӑ порошоксем валли те савӑтсем тупӑнчӗҫ. Ҫилӗм ҫук пирки этикеткӑсене ҫыпӑҫтарма коллоидпа усӑ курма тиврӗ, пӳрте эфир шӑрши тапса тухрӗ.
Формологи йӗркипе наркӑмӑшлӑ эмелсене уйрӑм ҫӗрте тытмалла. Ӑна Анна аван пӗлет. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ тепӗр шкап ҫук пулсан? Ҫавӑнпа пӗр ҫӗре хума тиврӗ. Наркӑмӑшлӑ эмелсен ҫӳлӗкӗ ҫине вӑл латынла «Фенено» тесе ҫырса ҫапрӗ, марлӗрен тунӑ каркӑҫпа карса хучӗ. Часах аптекӑ пӳлӗмӗ тирпейленсе, ҫуталса кайрӗ.
— Шикарнӑ. Кӑна ӑнланатӑп. Аптекӑ ӗҫӗ вӑл арҫын ӗҫӗ мар, — ҫырса пӗтернӗ акт ҫине алӑ пусрӗ Костя Коновалов ветфельшер, — Каҫарӑр тӳрӗ каланӑшӑн, санран паян, Анна Николаевна, ҫур литр ӗҫмеллеччӗ. Хӗр тесе ӑна-кӑна ыйтмӑп, ҫапах ху парӑмрине ас илсех тӑр. Ҫавна ан ман: выльӑх тухтӑрӗн пиратран кая мар пулмалла. Уйрӑмах шыҫӑсене ан шелле: кас, вакла. Пӗлмесен, е иккӗленсен хам пата, участока пыр. Малтанах хам та килкелӗп.
— Тавтапуҫ, — тавӑрче хӗр. Ал парсах сыв пуллашрӗҫ.
Анна пӗчченех тӑрса юлчӗ. Пӗтӗм колхоз выльӑхӗн сывлӑхӗ халь унран килет. Ирӗксӗрех шухӑшлаттарать, хӑратать. Ҫитменнине, диплом та илеймен-ха, ҫулла государствӑ экзаменӗ. Хӗр тухтӑр ӗҫне юратать. Тавах Костя Коновалова, вӑл нумай пулӑшрӗ.
Аптекӑ сысна пӑхакансен общежитийӗн пӗр пӳлӗмӗнче. Ӑна чуспа картласа ҫеҫ уйӑрнӑ. Кунтан колхоз правленине каякан ҫул енне икӗ чӳрече, фермӑ енне тепре тухать. Ҫурт умӗнче пӗр пысӑк пӗве. Пӗлтӗр унти шывпа выльӑх шӑваратчӗҫ, кӑҫал Костя чарнӑччӗ. Пӗве леш енче — кормокухньӑ. Ӑна пӗр пысӑк кӗлетрен тунӑ.
Паян ирхине, ӗне ферминчен килнӗ чух, шкул ачи пек пӗчӗк пӳллӗ, вӑтӑртан иртнӗ пулин те ҫирӗмри евӗрлех ҫамрӑк курӑнакан кӑвак куҫлӑ Лисук кӗвентепе шыв ӑсса хӑпаратчӗ.
— Мӗн тӑван ку шывпа? — интересленчӗ Анна.
— Пӗлми те пултӑн-и? Ҫӗр улми пӗҫерме.
— Кунтан юрамасть. Коновалов чарнӑ. Шывӗ хуртлӑ.
— Ай, ӑна эс те пӗлетӗн-и? — куланҫи пулчӗ Лисук. Унӑн сассинче тӑрӑхлани палӑрчӗ.
— Пӗлетӗн-и ҫеҫ мар, чаратӑп та. Каланӑ-тӑк юрамасть тесе — юрамасть. Сыснасене чирлеттерсе пӗтеретӗр, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Анна.
Лисук, урӑх Аннапа калаҫас килменнӗн, шыв витрисене чӳхентерсе малалла темиҫе утӑм турӗ, унтан тем ҫухатса хӑварнӑн каялла ҫаврӑнчӗ:
— Юрать турӑ кама арҫын тумаллине пӗлсе тунӑ. Костя чармасть, ҫурхи шыв таса, тет. Эс пур, ӗҫлеме тытӑнман, хушма та пикенетӗн. Эс мана шыв турттарса пар, эп вара йӑтмӑп. Халех сӑмсуна ытла ҫӳле ан каҫӑрт.
Анна, фермӑ заведующийӗ патне кайса, шыва Ҫавалтан турттарма хушрӗ.
Хапӑс Хветӗрӗ, вӑтам пӳллӗ, аллӑсене ҫывхаракан арҫын, Трофим Матвеевич киличчен колхоз председателӗ пулнӑскер, яланхи йӑлипе янахӗ ҫине тухса ларнӑ пысӑк шӗпӗнне хыпаларӗ. «Шыв? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ фермӑ заведующийӗ. — Ҫуркунне кам Ҫавала каять? Эс хӑв ӗнӳсене унти шывпа шӑвар, мана хушса ан ҫӳре, ман хамӑнах пуҫлӑх пур. Трофим Матвеевич кашни кунах ман тире пӗрер хут сӗвет».
Анна хӑй ветеринари фельдшерӗ пулса ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен калама хӑяймарӗ. Вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑскер, аптекӑ енне ҫаврӑнса утрӗ. Унӑн сӑмахне нимӗн вырӑнне те хуманшӑн йӗрсе те пӑхрӗ. Хуйхи-суйхи аптекӑ йышӑннӑ чух ҫухалчӗ. Ун чухне общежитине Хветӗр кӗнӗччӗ. Анна эмелсемпе аппаланнине курсан, тӗлӗнчӗ пулас: ӳсӗркеленҫи турӗ, Костьӑран пирус илсӗн, тухҫа кайрӗ. Анна ӑна сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ.
Акӑ халь, кормокухньӑ патне шыв турттарса килекен заведующине курсан, Анна савӑнса кайрӗ. Хветӗрӗн сулахай алли ҫук: вӑрҫӑра хӑварнӑ. Малтан протез тӑхӑнатчӗ, халь пушӑ ал ҫаннине ҫыхҫа ҫеҫ лартать. Хӑрах алпа ӑна тилхепе тытма та йывӑр, лашине пӑрнӑ чух тилхепе вӗҫне шӑлпа ҫыртса туртать.
— Вӗсен ҫын ҫитмест пулмалла, хӑй шыв турттарать, — шухӑшларӗ Анна. — Те мана ҫилленнипе хӑй кайнӑ?
Хӗр тухма хатӗрленсе шкапа питӗрчӗ кӑна, алӑка шаккамасӑрах Санька кӗчӗ. Атӑпа, кӑвак плащпа. Ҫар карттусӗ айӗнчен кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем курӑнаҫҫӗ. Ҫурхи ҫилпе тата хӗвелпе пичӗ тӗксӗмленнӗ, тути ҫуркаланнӑ.
— Кӗтменччӗ пуль? Эпир «целинник» те мар, орден та илмен.
Анна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑран пулас, каччӑ сасартӑк шӑплакчӗ, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.
— Эх, Анна! Шанаттӑм, кӗтеттӗм. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ.
— Мӗне шанаттӑн? Мӗне кӗтеттӗн? Мӗн пулнӑ сана? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Анна.
— Пӗлмене перетӗн апла? Вӑхӑта ма ахаль сая ярас. Ме, вуласа тух. Акӑ ман философи…
Хӗре конверт тӑсса пачӗ, вӑртах ҫаврӑнса пукана ӳкерчӗ, алӑк патне ҫитсен ҫеҫ: — Ҫӗнӗ ӗҫре лайӑх ӗҫлемелле пултӑр, — тесе хӑварчӗ.
Пӳрт алӑкне яриех уҫса ярса вӑл кӑштах Микулай мучие ураран ҫапса ӳкермерӗ, каҫару ыйтмасӑрах авӑнакан ҫенӗк хӑмисене силлентерсе утрӗ.
— Эппей! Пыл хурчӗшем тапӑннӑ упалла урша кайнӑ, — янраса юлчӗ мучи.
Каччӑ хӑлхине Николай Андреевич сӑмахӗсем кӗмерӗҫ те.
Ашшӗ сӑнран улшӑннӑ хӗрне курсан, ыраттарнӑ сӑмсине хыпаласа качча тата ытларах ятла пуҫларӗ:
— Анушах тӑмана. Улати калашле, колхош аппендицичӗ. Пушӗнче хӗр те ӗшкӗ. Кам ӑна бригадирта тытать? Хам Матвейчӑ пулшан ӗшрен мар, колхошран кӑларша яратӑп. Тӑхта эп ӑна… — тулалла васкасах тухрӗ вӑл.
Анна конверта уҫрӗ.
«Анна! Пирӗн юрату аманчӗ ҫеҫ мар, вилчӗ те пуль ӗнтӗ. Эс ытла та мӑн кӑмӑллӑ. Ҫавах ман шанчӑк пурччӗ-ха, сӳнменччӗ. Кампа вӑрмана — ҫавӑнпах кӑмпана, тесе шухӑшлаттӑм. Хамӑн пурнӑҫра, хамӑн ӗмӗре санпа пӗрлештересшӑн ҫунаттӑм. Халь те ҫавах-ха…
Пирӗн атте час-часах ҫапла калать: каччӑ автан, хӗр чӑх мар. Шухӑш килнӗ ҫӗртех авланаймӑн. Ват ҫын самахӗ тӗрӗс. Эп сана темиҫе хутчен те хам чӗрене сӗнтӗм — эс тиркерен. Ах, тирӗк тӗпӗ лекесчӗ тиркекене! Каҫар, тен, йывар та калатӑп пулӗ. Каллех ваттисен сӑмахне ас илмесӗр чӑтаймастап: сурӑх тӑвара, хӗр ятлӑ качча юратать. Эсӗ те ав вӗренни еннех пахатӑн. Мӗн калӑн: каччи ахалли мар: унӑн портретне те аш турамалли ывӑс пысӑкӑшӗх тӳса журналта пичетлеҫҫӗ. Кӳршӳсем-ҫке. Шӑхӑрсан та тӗл пулма пулать. Хӑвах каҫатӑн тата.
Телейсӗр эп. Тӑлӑх ҫӳҫе пек ытла та васкаса кӑчкӑ кӑлартӑм. Ак халь тӑм та тиврӗ: шанса типрӗҫ плюш пек яка юрату кӑчкисем. Анчах ҫавна асра тыт: телей этеме сывлӑш пекех кирлӗ. Кам ӑна ҫынсене тупма чӑрмантарать, кам ура хурса такӑнтарать — вӑл путсӗр. Вӑл хӑй телей мӗнне пӗлмест! Вӑл суккӑр! Акӑ ман философи.
Хитрене курма, ӑслипе пурӑнма лайӑх теҫҫӗ. Хитре те, ӑслӑ та эс. Пирӗнешкел ахаль ҫынсем ҫине пӑхас ҫук пулин те, ҫавах тепӗр хут шанас та килет. Хӑв панӑ сӑмаха манмасан, мана кӑштах та пулни хисеплетӗн пулсан, этем вырӑнне хурсан, тӗттӗмленсенех юрату хурӑнӗсем патне тух. Кӗтетӗп. Татах кӗтетӗп. Тухмасан… ӗмӗрлӗхех сыв пул…»
Йӗпетрӗҫ хӗрӗн куҫҫуль тумламӗсем клеткӑллӑ тетрадь листи ҫине ҫырнӑ ҫырӑва, сарса ячӗҫ симӗс чернилпа ҫырнӑ саспаллисене. Чӑтаймарӗ чун та: пыра чӑмӑркка капланса ларчӗ. Йӗни ҫеҫ ҫӑмӑллатать ӑша. Анна сасӑсӑр, лӑпланаймасӑр макӑрчӗ.
Санька… Юратать-ши хӗр ӑна? Ҫӗнӗ ҫул катаччийӗ. Ӑсатусем. Каччӑ ӑна пӗрре те пуҫсӑр пек туйӑнмарӗ. Ыталама мар, алӑ пама та вӑтанать. Ҫӗнӗ ҫулта ӗнтӗ ӳсӗрпе чуп турӗ. Кайран.. Е юратсан ҫын именет? Чӗлхи пур вӗт-ха унӑн. Юрататӑп, тесе каламалла мар-и? Атту яланах пӗр горӑ: качча пыратӑн-и е ҫук?
Ашшӗ Санькӑна юратмасть. Вӑл такамшӑн та паллӑ. Хӗрне каччӑ ӑсаткалать тени амӑшӗн хӑлхине пырса кӗрсен, тӑтӑшах ятлаҫрӗ.
— Тупнӑ вӗҫкӗне. Ял йытти вӑл. Кулать санран. Тӑкампа та ҫӳрерӗ. Хӑв хыҫҫӑн ура ярса ан пустар.
Кашни кунах ҫавнашкал сӑмахсем. Те аннӳне итлемелле, те чӗрене? Кам халичен юратса курнӑ? Амӑше ятлаҫнӑҫемӗн Санька ытларах аса килет. Кӗнеке вулама ларсан та шухӑшсем сапаланса каяҫҫӗ: умра кӑтра ҫӳҫлӗ, кулакан каччӑ тӑрать. Вӑл ӑна хӑй асӗнчен хӑвалама тӑрӑшать, ҫапах умра вӑл. Е унӑн илемлӗ ташши аса килет. Мӗншӗн тиркеҫҫӗ ӑна? Лида Пакетова патне те кайма пӑрахрӗ. Ҫӗркаҫ ҫеҫ урӑхларахчӗ Санька. Тути типсе ларнӑ, куҫӗ темӗнле ют хӗлхемпе ялкӑшать. Ташласса та такам ҫине ҫилленнӗн, тарӑхса ташларӗ. Кайран йӑпах ҫухалчӗ. Шырарӗ Анна. Ҫук. Акӑ мӗншӗн тарӑхнӑ вӑл. Каччӑ чӗри ытла та чӑтӑмсӑр-мӗн. Виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла Санька такам ҫумне те ҫыпӑҫатчӗ, аташма юрататчӗ. Хӗрсем умӗнче пӗр-пӗр усал сӑмах лаплаттарса хурасси уншӑн темех пулман. Улшӑнчӗ халь, урӑх ҫын пулчӗ.
Павел? Ӑна куриччен асра та пулман. Мӗн пӗлет ун ҫинчен хӗр? Ухмаха тухсах Гальӑна юратнине, вӑл качча тухнишӗн тарӑхсах Казахстана кайнине пӗлет. Унпа калаҫма ҫӑмӑлтарах, вӑл нумай курнӑ. Тата ырӑ, ырӑ чӗреллӗ. Хӑй йӑмӑкне вӗрентнӗ пек вӗрентет. Тен, Анна Санькӑна мар, Павела юратать? Ҫук. Пулма пултараймасть. Унпа пӗрле киле килнӗшӗнех кӗвӗҫет-ши Санька?
Ҫын кӗнине те сисмерӗ хӗр.
— Анна! Сысна аҫисем вӑрҫса пӗр-пӗрне амантса пӗтернӗ. Хамӑр кормокухньӑра чух иккӗшӗ те пӳлӗмсене ҫӗмӗрсе тухса кайнӑ та, аран хупса лартрӑмӑр. Пӗри вилет пуль-и! Айта-ха…
Лисук-ҫке. Тухтӑр васкасах йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, анчах хӗрарӑмран мӗн пытарӑн ӗнтӗ?
— Эс, Анна, ирхишӗн ан ҫиллен. Чун кӳтсе ҫитрӗ. Атту пирӗн фермӑ ама ҫури ачи пек. Никам та хисеплемест. Выльӑхӗсене шел. Эп тепрер эрнерен ӗҫлеме пӑрахатӑп. Хал ҫук тӳсме.
«Эх, Лисук, Лисук, — шухӑшлать Анна, эмелсем хатӗрлесе. — Эс мана ирхишӗн макӑрать пуль тетӗн-и? Пур кӳрентернине шута илсен, пурин ҫине те чӗререн тарӑхсан, юнӑхса пурӑнсан — этем-и вӑл? Вӑрӑм-и ҫамрӑк ӗмӗр? Сан ак вӑл иртсе те кайрӗ, ман халь ҫеҫ пуҫланать. Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ачалӑхпа уйрӑлнаранпа? Ҫук. Ав, халь кӳрентерекен ҫыру та ҫыраҫҫӗ ун патне. Унччен кӑна Аннана час-часах ҫунат кирлӗн туйӑнатчӗ. Ҫӳрессе те вӑл утса ҫӳремен: чупнӑ ҫӗрте чупнӑ, утнӑ ҫӗрте утнӑ. Вӑйӑ картине тухсан ҫил арман ҫуначӗ те ун пек ҫаврӑнайман пулӗ. Сайра тухнӑ вӑййа, анчах тухсан савӑнма пӗлнӗ, вӑтанса, пытанса тӑман. Дояркӑра ӗҫленӗ чух та, алла пуш витресем кӗрсен, алсене ҫунат пек сарса, ҫаврӑна-ҫаврӑна чупнӑ. Ҫамрӑклӑх этеме нихӑҫан та иртессӗн туйӑнмасть, ҫамрӑк нихӑҫан та ватлӑх ҫинчен тӗлленмест. Вӑхӑт шӑвать. Ак, Санька чуп тунӑран пӗҫерекен тута. Темиҫе хут ҫупнӑччӗ ӑна уншӑн. Хӗлле пулнӑ вӑл. Халь ҫуркунне. Пӗлмест ҫамрӑклӑх вӑхӑт васкавне, пӗлмест вӑхӑт юхӑмӗ пурнӑҫ урапине ҫавӑрнине. Кӗске этем ӗмӗрӗ, хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх».
— Каяр, Лисук — чӗнчӗ Анна, пӳлӗмне питӗрсе.
— Каяр ҫав, каяр. Атту вилсе выртсан, тӳлесе те ҫитеймӗпӗр. Эс ирхишӗн ан ҫиллен, — тепӗр хут ас илтерчӗ Лисук.
— Ҫилленместӗп. Пӗвери шывпа сыснасем чирлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑвӑрах йывӑр пулать.
— Ҫапла ҫав. Ҫапла.
Вите алӑкне уҫса ярсанах витере шыв тӑнине, ун тӑрӑх ҫӳреме хӑма пӑрахнине курчӗ Анна. Хӑма ҫине пуссан, ура пичӗ таран тислӗк шывӗ хӑпарчӗ. Шеллесе пӑхрӗ Лисук ҫӗнӗ тухтӑрӑн йӑлтӑртатса тӑракан атти ҫине.
— Асӑрха, кунта кӗрсе ӳкме те пулать. Эпир хӑнӑхнӑ та, аптрамастпӑр.
Сыснасем хуҫа сассине, илтсе хускалчӗҫ, нӑриклетме тытӑнчӗҫ.
Вити те вите темеллех мар. Тахҫан хӑма сарнӑ коридор йӗркеллех пулнӑ пуль. Халь хӑш-пӗр ҫӗрте хӑмисем хуҫӑлса кайнӑ, шӑтӑк-путӑк кӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте ура туртса кӑларми пылчӑк. Пӳлӗмсен каштисем, чӳрече ҫытарӗсем ҫинче пӳрне хулӑнӑш тусан.
— Ҫавна тасатма та вӑхӑт тупаймаҫҫӗ-ши? Хветӗр те мӗн пуррипе ҫырлахать, — шухӑшларӗ Анна.
— Акӑ ҫакӑнта, — чарӑнчӗ Лисук.
Чусран тунӑ пӳлӗм алӑкӗ. Ӑна сысна аҫи петлипех тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Халь алӑкне пысӑк вӗрлӗкпе тӗкӗлесе лартнӑ. Кӑтӑрса кайнӑ выльӑх лӑплансах ҫитеймен, тутинчен кӑпӑк кӑларсах тӑшманӗпе ятлаҫать.
— Робинзон… Робинзон… Лӑплан. Лӑплан, — ачашларӗ ӑна Лисук.
Сысна пӑхакан хыҫҫӑн пӳлӗме Анна та кӗчӗ. Пӗчӗк чӳречерен ҫутӑ вӑйсӑррӑн ӳкет. Апла пулин те, чи малтан тухтӑр ҫӗрӗк пӗрене хӑвӑлӗнчен хӑй ҫине чӑл-чӑл пӑхса ларакан йӗке хӳрене курчӗ. Тискер кайӑк пӗрре хӑвӑла кӗме хӑтланчӗ, ҫаврӑнса ҫитеймерӗ, унтан урайне сиксе хӑма айне кӗрсе ҫухалчӗ. Анна кӑшкӑрса ячӗ. Мӗн тӑвӑн-ха: Анна пӗчӗкренпех йӗке хӳресемпе шӑшисенчен хӑрать. Ют сасса илтнӗ е эмел шӑршине сиснӗ сысна аҫи канӑҫсӑрланчӗ, ура ҫине сиксе тӑчӗ. Унӑн кӑкӑрне виҫӗ ҫӗртен ҫурнӑ. Суранӗсене Анна водород перекиҫӗн шывӗпе ҫурӗ, йодоформ сапрӗ.
Теприн патне кайрӗҫ. Ку аҫи «Дикарь» ятлӑскер, нимӗн пулман пекех, хӗрачасене лӑпкӑн кӗтсе илчӗ, Аннан хӑрани те иртсе кайрӗ. Кунӑн аяккнне ҫурнӑ. Хӗрлӗ аш та курӑнать. Лисук «Дикаре» мӑйӗнчен хыҫса, ачашла пуҫларӗ. Анчах суран ҫине эмел лексенех вӑл сайра шӑртне тӑратрӗ, сиксе тӑчӗ. Лисук каялла чакрӗ, Анна пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ. Сысна асавӗ резинӑ атӑ витӗрех ура хырӑмне шӑйӑрса кайрӗ. Тухтӑрӑн аллинчи спринцовки тухса ӳкрӗ. Лисук алӑка хупса лартма ӗлкӗрни ҫеҫ вӗсене ҫӑлса хӑварчӗ.
— Сысна мар, чӗр шуйттан вӑл. Хӑҫантанпа ӑна эпир аша кайса пама ыйтатпӑр. Тем тытса усрать Хветӗр пичи, — янрарӗ Лисук.
Анна сӑмах чӗнмесӗр витерен тухрӗ.
«Эх, фельдшер. Ыран халь санран пӗтӗм фермӑ кулать ӗнтӗ. Лисук сӑмах сарма ӳркенсех тӑрас ҫук. Ӗҫлес дояркӑрах. Кӑҫал та ыттисенчен нумайрах сӗт суса илмелле, — шухӑшларӗ вӑл аптекӑ енне утнӑ май. — Лаша тапсан тата? Вӑкӑр тӗксен? Ҫитрӗ пурнӑҫ. Хӗр пуҫӑн чӑлах пулса юлӑн».
Санька пӑсрӗ тата кӑмӑла. Хӗр самантлӑха хӑйӗн суранӗ ҫинчен те манса кайрӗ. Каллех пыра чӑмӑртак хӑпарчӗ. Ӑна тӗксе антарма куҫҫуль тапса тухрӗ.
5
Мӑн урам тӳремлӗхе анса ҫитнӗ ҫӗрте, виҫӗ юп пӗр ҫырмана пӗрлешет. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫырмана патша вӑрҫичченех курӑс касакансем пӗвеленӗ пулать. Ун чухне тавраллах вӑрман пулнӑ имӗш. Халь тӗве пуҫӗ ҫеремленсе хытса ларнӑ. Ҫурхи сапланчӑк шывсем те, вӑйлӑ ҫумӑр та уншӑн хӑрушӑ мар. Ытлашши шывӗ валакран юхса тӑрать.
Пысӑк пӗве кӳлӗпе пӗрех. Кукурузӑ шӑтса тухса тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, чӑн-чӑн ҫулла пуҫланать. Ун чухне самӑр та лӑпкӑ карпсен туйӗ хусканать. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӗвен ӑшӑх вырӑнӗсенче шыв лӗп. Ҫак вӑхӑтра пулӑсем, лаша кӗтӗвӗ шыва кӗнӗ пек, шапӑлтатса, вӑлча сапма пуҫлаҫҫӗ.
О Пӗверен тухакан тӗтре Иван Андреевичсен садне, кӗлечӗпе хуралтисене, ултӑ стеналлӑ пысӑк пӳртне хупӑрласа илет, тӑвӑр тӑкӑрлӑкран йӑваланса тухса, урам тӑрӑх саланать.
Ҫак вырӑна ҫынсем те ӑмсанса пӑхаҫҫӗ. Мӗн калӑн: шыв хӗрринчи пек ырӑ пурнӑҫ ӑҫта пултӑр? Иван Андреевичӑнни пек сад ялта та урӑх ҫук. Кашни ҫулах пан улми те, грушӑ та, сливӑпа чиесем те ӑнса пулаҫҫӗ. Шыв хӗрринче тӑм тивмест.
Санька ашшӗ ҫирӗп старик. Кӗреҫе пысӑкӑш тӑваткӑл сухалӗ утмӑлтан иртсен ҫеҫ кӑшт кӑвакарчӗ. Кӑтра ҫӳҫӗ халь те ҫӑра-ха. Пасара е района каяс пулсан туя тытмасть, ҫамрӑксемпе танах утать. Арамӗ, хӑйӗнчен вунӑ ҫул кӗҫӗнскер, упӑшкине кура мар ватӑлса кайрӗ. Пӗр вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла ку ҫемье йышлӑччӗ. Асли — Гена, фронтран таврӑнаймарӗ. Хӗрӗсем качча кайса пӗтрӗҫ…
Иван Андреевичӑн килӗ вӑрман оклачӗ евӗрлех. Пӳрт умӗнче яланах пӗрене куписем, вут шаршанӗсем. Хапӑссем кӑларса хураҫҫӗ ӑна. Хапӑс халӑхӗ каштайрах, ҫурма вырӑсларах халӑх. Чӗлхи-ҫӑварӗ яка. Вӑрмана килнӗ каччӑсем начарах пулман пуль ҫав. Хитре сӑн-питлӗ, кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ашшӗ ҫӗршывне — Хапӑс ялне каялла кайса пӗтрӗҫ. Халь ак килте пӗртен пӗр ывӑлӗ Санька кӑна.
Чӑн та ӗнтӗ Иван Андреевич пӗтӗм пурлӑхне хӑй аллипе тунӑ. Акакан ҫӗрӗшӗн сахал вӑрман хӑртнӑ-и? Мунча кӑмаки пысӑкӑш тункатасене кӑларнӑ. Ватӑличчен тӳшек ҫинче ҫывӑрса курман. Урайне тумтир пӑрахнӑ та унтах татӑлса аннӑ. Хӗвелтен малтан тӑнӑ, хӗвел ансан та ларман. Колхозра та ӳркенсе тӑман. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ тухма пӑрахрӗ. Пилӗк ҫӗр ӗҫ кунӗ ту, тырри те, укҫи те тивмест. Сӑвапла ӗҫлемест ҫын.
Анчах ывӑлӗ унӑн улшӑннӑҫемӗн улшӑнса пычӗ. Ытти чух час-часах тул ҫутӑлас умӗн килсе выртаканскер, бригадирта ӗҫлеме пуҫансан, правленинче наряд илсенех килне таврӑнчӗ, библиотекӑран темӗнле кӗнекесем иле-иле килчӗ. Вӗсемпе тепрӗ чухне тул ҫутӑличченех ларчӗ.
— Пӑсӑлтӑн эс, Санька, — тӗлӗнчӗ амӑшӗ. — Улаха кайма та пӑрахрӑн. Пӗрмай кӗнекепе ларатӑн. Интус лаши пекех хытса кайрӑн. Лӑпӑр-лапӑр юмахсене вуличчен хӗрсем патне кай.
— Юмах мар, агротехнекӑ кӗнеки вӑл.
— Ҫавах мар-и, усӑсӑр.
Ҫывӑр эс, ҫывӑр. Ирхине ҫеҫ мана вӑхӑтра вӑрат.
Лӑскаса та тӑми пултӑн.
— Кӗҫӗр нумаях лармӑп.
Ҫак юлашки виҫӗ кунӗнче ҫеҫ ывӑлӑн пурнӑҫӗ тепӗр май ҫаврӑнчӗ. Кӗнекесем ҫинчен те манса кайрӗ вӑл, ӗҫ кунӗ лартмалли нарячӗсене сайра тыткаларӗ.
— Апай, пур-и сан унта?
Амӑшӗ, ассӑн сывласа, сакайӗнчен пылпа тунӑ кӑрчама ӑсса тухрӗ.
— Текех сӑра хуранӗ тытса ҫакмастӑп. Ӗҫетӗн те ҫур ҫӗрччен ухмаха тухнӑ пек сулланса ларатӑн. Ӗҫкӗ вӑл хуҫана та тарҫа кӑларать, — ятлаҫрӗ амӑшӗ.
Ашшӗ ывӑлӗн юратури ӑнӑҫсӑрлӑхне сисрӗ пулас. Малтан шарламасӑр ҫӳрерӗ, юлашкинчен чӑтаймарӗ:
— Авлантаратӑп! Ҫыхса пӑрахсах авлантаратӑп. Кун пек ухмаха тухатӑн эс! Сана, мура, мӗн ҫитаест? Пӳрт-ҫурт ҫук-и? Укҫа сахал-и? — янрарӗ хӗрсе кайнӑ старик.
Ывӑлӗ чӗнмерӗ. Вӑл сӗтел ҫине чавсаланнӑ май аллисемпе хӑлхине хупларӗ те вырӑнтан та хускалмарӗ.
4. Кам сӑнанӑ? Хӗрпе ларнӑ чух…
1
— Ӑҫта? Ӑҫталла каятӑн? Тӑр тетӗп сана! Чарӑн! — кӗрлекен трактор шавне хупласа хурасла кӑшкӑрчӗ Виссарион Маркович.
Вӑл аллине ӑнсӑртран лекнӗ патакпа кабинӑран пырса шаккарӗ. Трактор тапах чарӑнчӗ.
Кабинӑ алӑкӗнчен Павел пуҫӗ курӑнчӗ. Вӑл ларторг кӑшкӑрашнине илтмесӗр ҫӗре сиксе анчӗ. Виссарион Маркович ӑна ҫаннинчен туртсах аяккалла илсе кайрӗ.
— Ӑҫта кӗлет патнелле сӗтӗретӗн? Пурне те ирӗке вырнаҫтарса лартмалла тетӗп вӗт, — кӑшкӑрчӗ вӑл, тракторист ҫаплах илтес ҫук пек.
— Кӗлет ҫумӗнче витсе лартма ҫӑмӑлтарах. Ҫумӑрпа йӗпенмест.
Ҫу каҫиччен мӗн, ҫӗрет-им вӑл? Молотилкине те комбайнсенче тан лартас. Пӗр сӑмахпта каласан, халӑх курать. Пропагандӑ! — терӗ парторг.
Вӗсем калаҫса тӑнӑ ҫӗре Володя килсе ҫитрӗ.
— Так, мӗнле приказ?
— Молотилкӑна та ирӗкех ларттарасшӑн, — хуравларӗ Павел.
— Так, начальствӑ мӗн хушать, ҫавна тӑвӑпӑр, — тикӗс шӑлӗсене кӑтартрӗ Володя. — Тавлашиччен эс, Виссарион Маркович, мана луччӗ пирус пар-ха. Иртенпех туртман. Аш пӗр эрне апат ҫимен пек вӑркать.
— Мӗн? А-а? — илтеймерӗ парторг.
— Пирус, пирус пар тетӗп, — пӳрнине ҫӑварӗ патне илсе пырса, тутипе паклаттарса кӑтартрӗ вӑл.
— Ме, турт, — пирус пачкине кӑларса пачӗ Виссарион Маркович.
Павел васкасах трактор кабинине кӗрсе ларчӗ. Мотор сасси вӑйланчӗ, кӗҫек гусеницӑсем айӗнчен юр кӗмӗрккисем сириӗнме пуҫларӗҫ. Молотилкине те комйайнсемпе юнашарах пырса лартрӗҫ.
Ӗҫре вӑхӑт час иртет. Акӑ хӗвел те анӑҫа ҫитсе ҫулӑмланчӗ, унӑн чалӑшла ӳкекен хӗлхемӗсем хура вӑрман тӑррине кӑварлантарчӗҫ. Хӗвелпе пӗрлех кӑнтӑрлахи ӑшӑ та тарчӗ: ура айӗнчи юр кӑчӑртата пуҫларӗ. Бензин отстойникне уҫса Павелпа Володя алӑ ҫума ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ, вӗсем патне вӗтӗ утӑмсемпе Трофим Матвеевич ҫитсе тӑчӗ. Ҫие вӑл хӑмӑр сӑран курткӑ тӑхӑннӑ, хура каракуль ҫӗлӗкпе. Шурӑ буркин пичӗсем шыв сирпӗннипе саралнӑ.
Павел тӳрех РТСрине аса илчӗ.
— Эс, Кадышев, машинӑсен ҫитменлӗхӗсене ытларах тупма тӑрӑш, — тенӗччӗ ӑна ирхине колхоз председателӗ.
Тракторист чӑнах та тӑрӑшрӗ. Унӑн куҫӗнчен пӗр кӑлтӑк та хӑтӑлаймарӗ. Комбайнсен мӗнле деталӗсем ҫуккине, начаррине каласа пычӗ, Трофим Матвеевич хӑй ҫырчӗ.
— Колхоза тур пӑрахса парать тетӗр-и? Е вӑл савакан ӗне-и? Пӗтнӗ машинӑсене паратӑр, хакне виҫӗ хут шӑйӑратӑр. Чакарӑр хӑть ҫуррине, — йӑлӑнчӗ вӑл машинӑсене хаклама уйӑрнӑ комисси членӗсенчен. Трофим Матвеевич кашнинех юрама тӑрӑшрӗ. Райӗҫтӑвком председателӗн «Коммунизм ялавӗнче» пичетленнӗ статйине «вӑйлӑ», тесе мухтарӗ терӗ, госбанк управляющин шурӑ каракуль ҫӗлӗкне ырларӗ, РТС директорне вӑрӑ столовӑйӗнче «Армения» ятлӑ коньяк атурри ҫинчен систерчӗ. Павел патне пыра-пыра хӑлхинчен пӑшалтатрӗ:
— Шыра. Лайӑх шыра та тирке.
Кашни машинине ӗҫлеттерсе пӑхрӗҫ. Хаклакан комиссипе Трофим Матвеевич РТС кантурне кайнӑччӗ, унтанпа ӑна Павел курманччӗ.
— Пӗтертӗр-и? — ыйтрӗ колхоз председателӗ.
— Так точнӑ! — шухӑшламасӑрах персе ячӗ аллине ҫӗтӗкпе шӑлакан Володя.
— Сортировкӑпа тепӗр сеялкӑ юлчӗҫ. Ӗлкӗреймерӗмӗр, — хуравларӗ Павел, председателӗн путса кӗне хура куҫӗнчен чӑр! пӑхса.
— Сортировкӑ пирки калаҫса татӑлаймарӑмӑр. Илмеллех-и ӑна, илес ҫук-и? Пуян кӳршӗсенчен те кивҫен ыйтма юрать. Ахаль те чылай укҫа тӑкрӑмӑр. Ӗҫ кунӗ пуҫне тенкӗ ҫуршар валеҫесси тухса кайрӗ.
— Техникӑпа лайӑх усӑ курсан, хакне кӑҫалах кӑларма пулать, — хуравларӗ Павел.
— Вӑл тӗрӗс. Сире эп ятарласах пухса калаҫасшӑнччӗ… Колхозӑн халь пурте пур. Пирӗн ҫире текех ют кӗпе мар. Ҫаклатса ҫурма пӑрахас пулать. Ӑнлантӑр-и? — Володя енне чеен пӑхса, куҫне хӗссе илчӗ вӑл.
— Эпир эртээсра чухне те аракатман, — халарӗ каччӑ.
— Пӗлтӗрхине мантӑн-и? Кӗпер ҫинчен кӑштах сикмерӗн.
— Вӑл чепуха. Рулӗ ҫирӗплетнӗ болт татӑлса кайсан тракторсем ҫеҫ мар, машинӑсем те сирпӗнеҫҫӗ.
— Пӗлтӗр болт татӑлнӑ, кӑҫал моторӗ пӑрахӑҫа тухать. Трактор та пӗтет вара, — куларах хушса хучӗ колхоз председателӗ. — Комсорг пулсан та, сана шансах пӗтерместеп. Мана иртнӗ ҫул, апрелӗн пӗрремӗшӗнче, эмтеэс директорӗ патне компресси кирлӗ тесе шӑнкӑравлаттарать. Кам мурӗ пӗлсе ҫитерет машинӑ деталӗсене? Халь манран район кулать. Эртээса кӗмелли ҫук, кашниех ыйтаҫҫӗ: «Трофим Матвеевич, компресси илме килтӗн-и?» Ҫилленсе кӑтарт-ха вӗсене, мазутлӑ шӑл йӗренсене. Татах ҫыпӑҫаҫҫӗ. Тавтапуҫ, тетӗп вара, мана сирӗн компресси кирлӗ мар, хам арӑмӑнах компресси лайӑх.
Павел кулса ячӗ, Володя варне тытсах ахӑлтатрӗ. Ҫаплах калатӑр-и вара?
— Кур-ха эс ӑна: кулать тата, — ахӑлтатрӗ председатель те. — Сана Павел тӑна кӗртсен кӑна.
— Чӑнласах ҫапла кӑлатӑр-и, Трофим Матаеевич? — каллех ыйтать Володя. — Мария Сергеевна пӗлсен ҫунтарать-ха пӗрре.
— Ҫунтарма эп ҫурта мар. Юса, тӑна кӗрт эс ӑна, Кадышев.
— Эп хам та тӑнсӑр мар, — тавӑрать каччӑ. — Павӑла шан-ха ӑна. Паҫӑр, эсир кантура кайсанах, главнӑй инженер ҫулӑхрӗ. Пирӗн пата куҫ, тет. Эс мӗнле институт пӗтернӗ, тет. Павел вырӑнӗнче пулсан, ҫак колхозра ҫӑрӑлатӑп-и. Тупса панӑ та пӗр хӑрӑк трактор, ӑҫтан юсаса пӗтертӗр ӑна, — кулма пӑрахса калаҫа пуҫларӗ Володя.
Трофим Матвеевич та ват ҫерҫи. Ӑна хывӑхпа улталаймӑн, Володя сӑмаххисене шӳтласе ҫеҫ ирттерсе ячӗ:
— Кирлӗ ҫынна иксӗмӗр ҫеҫ мар, Йӑван та курать, Раман та хӑвалать, Ҫтаппан та хӑй патне туртать. Ҫапла, комсорг, Павел вӑл кивӗрҫи те ҫӗнӗ тӑвать.
— Передачӑсен коробкине юсама тивет. Электрооборудовани ҫӗнӗрен кирлӗ, — хутшӑнчӗ Павел.
— Маттур эс, Кадышев. Мана паян эс килӗшрӗн. Пӗлетӗн-и, эпир иксӗмӗр колхоз укҫине мӗн чухлӗ ҫӑлса хӑвартӑмӑр? Вун сакӑр пин. Камисси членӗсем чылай турткаланчӗҫ, аврӑмӑр. Тӳрех усӑ патӑн колхоза.
— Эп тӗрӗсне ҫеҫ каларӑм. Мӗнле деталь кивелнӗ, мӗн ҫитмест. Вӑл усал пулмарӗ пуль, — хӗрелчӗ хӑйне мухтанине юратман Павел.
— Юрӗ. Тавтапуҫ сана, Павел ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ председатель. — Ыран лару пухатпӑр. Ирхине пуҫласшӑн. Вунӑ сехет тӗлне эсир те пырӑр, — чӗнчӗ вӑл.
Сыв пуллашрӗҫ.
Кун паян Павелшӑн питех те усӑллӑ иртрӗ. Таҫта та ҫитме ӗлкӗрекен пурне те паллакан Володя пулӑшнипе вӗсем РТСран шурлӑхсем типӗтмелли плугӑн рамине хурса тухрӗҫ. Темиҫе тӗрен тупӑнчӗ… Плуг тума хӑш-пӗр хатӗрсем пур ӗнтӗ. Анчах ыттисене ӑҫтан тупмалла? Тракторе кивӗскер лекрӗ тата. Унпа ак пӗр эрне иртсе каять. Нивушлӗ ҫур акине тухиччен плуг туса пӗтерейместпӗр?
2
Часах алӑкра хут тӗркисене хул хушшине хӗстернӗ лутра ҫамрӑк курӑнчӗ, унтан хучӗсене председатель сӗтелӗ ҫине пырса хучӗ.
— Мирон, — палласа илчӗ агронома Павел. — Хирпуҫ ачи. Вӑтам шкулта пӗрле вӗреннӗччӗ. Пачах та улшӑнман-мӗн. Ҫаплах лутака, пичӗ ҫарӑк пек ҫаврака, ҫавӑнта ӑна шкулта «ҫарӑк» тесе витлетчӗҫ. Питӗнче халь те ӗлӗкхи пекех кук тӗрри. Вӑл ҫуркунне енне тата ытларах тапса тухнӑ. Алюмини ҫатма ҫине кантӑр вӑрри сарса хунӑ тейӗн. Симӗс куҫӗсем ҫеҫ тӗссӗрленсе шала кӗнӗ пек. Куҫлӑх тӑхӑнать пулас.
Мирон анса ларнӑ пӑчӑр галстукне тӳрлетрӗ, умри пӗчӗк кӗсьерен куҫлӑх кӑларса тӑхӑнчӗ.
— Ӑнлантар пирӗн трактористсене ӑҫта мӗн акмаллине, — хушрӗ Трофим Матвеевич, хӑй вырӑнне кайса ларса. — Мӗн ятлӑ-ха эс? Лар, — ӑна пукан шутарса пачӗ вӑл.
— Мирон Семенович.
—Ӑс пар апла, Мирон Семенович.
Агроном хучӗсене сӗтел ҫине сарса хума пикенчӗ.
— Улӑх пирки калама та кирлӗ мар, — агроном васкаманнипе усӑ курчӗ колхоз председателӗ. — Вӑл паллӑ. Унта кукурузӑпа кантӑр ҫеҫ ылмашать.
— Каҫарӑр уш, Трофим Матвеевич. Эп пӗлетӗп-и, эсир-и? Улӑха кӑҫал пӗрчӗллӗ тырӑсем акмалла, унсӑрӑн ротаци пӑсӑлӑть, — сасартӑк хучӗ ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ Мирон.
— Улӑха эс тырӑ акасшӑн-и? Урах-и е ӳсӗр эс? Унта кӑҫал колхазӑн чӗрӗк тислӗкне тӑкнӑ, — хӗрӳленчӗ председатель.
— Тислек тӑкни аван, — нимӗн пулман пекех хушса хучӗ агроном. — Унта шӑпах ҫӗр гактар ҫурхи тулӑ, ҫӗр гектар сӗлӗ акмалла.
— Каҫар, ачам. Халлӗхе колхозра эп председатель, эс мар. Унта кукурузӑ та кантӑр пулать. Эс луччӗ ытти уйсем ҫинчен каласа пар.
— Ыттисем пирки паллӑ: кашнинчех улшӑну пулать, — хирӗҫлеме чарӑнчӗ агроном. Кӗсйинчен авторучкӑ кӑларса, пусу ҫаврӑнӑш картти патне пычӗ.
Павел хусканмасӑр агроном сӑмахӗсене тӑнла пуҫларӗ. Вӑл тавлашӑва хутшӑнасшӑнччӗ, анчах щарламарӗ. Килнӗ-килмен сӑмсуна кирлӗ мар ҫӗре чикетӗн, тесе калассӑн туйӑнчӗ ӑна. Тата ҫавна ӑнланчӗ Павел: Трофим Матвеевич хӑй шутланине тӑвать. Тӗрӗс-и вӑл, тӗрӗс мар-и, ҫын сӗнӗвне шута илмест.
— Парти пире ытларах кукурузӑ ӳстерме хушать.
Район кӑҫал унӑн лаптӑкне тата икӗ пин гектар ӳстерме йышӑнчӗ. Сирӗн ҫӗр ҫитмен пирки ӑна иккӗмӗш уйри ҫӗртме пуссине акма тивет. Сире тата хушса ҫӗр гектар паратпӑр.
— Ку вӑт парти линииӗ, — хушса хучӗ Трофим Матвеевич.
— Эп сирӗн колхоз юлашки икӗ ҫул хушшинче мӗнле тыр-пул акса тунине тӗплӗн пӑхса тухрӑм, — ҫине тӑрсах калаҫрӗ агроном.
Павел агроном пысӑк йӑнӑшсем тунине самантранах сисрӗ. Колхоз уйрӑмлӑхне Мирон начах та шута илмен. Уйрӑм лаптӑксенче пусу ҫаврӑнӑшне пӑхӑнма кирлӗ мар. Айлӑмсене, чӑнкӑ тавайккин ҫыранӗсемпе шырланӗсене мӗнпе ҫирӗплетмелле? Кунта пусу ҫаврӑнӑшне пӑсса яланлӑхах нумай ҫул люцернӑ е клевер акмалла. Вӗсен тымарӗсем тӑпрана лайӑх ҫирӗплетсе ҫӗр мамӑкне юхтарма памаҫҫӗ. Ҫакна Мирон пачах шута илмест. Тата мӗншӗн ҫаплипех планлас ӗҫе район хутшӑнать? Колхоза хӑйне ирӗк панӑ-ҫке.
Чӑтаймарӗ Павел, ыйтмасӑрах калаҫма пикенчӗ.
—Ҫӗртме пуссине кукуруза акни ман шухӑшпа вырӑнсӑр. Ыраш акмалла пуличчен вӑл пиҫсе ҫитеймест. Шыв кӑна. Шыва аксах тумалла-ши? Унта белок тӗлӗшпе пуян пӑрҫа е викӑ акмалла, е ир пулакан ҫӗр улми лартмалла. Вӗсен усси пур. Кукурузӑ лаптӑкне пысӑклатма палӑртнӑ пулсан, ӑна тӗп ҫӗрсем уйӑрса памалла. Мирон Семенович тунӑ :пусу ҫаврӑнӑшӗ район атланӗ ҫеҫ, вӑл колхоз интересӗпе ҫыхӑнман.
Агроном вартах ун енне ҫаврӑнчӗ. Вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ. Мирон ӑна палласа илчӗ. Сӑнра темле йӗрӗнчӗклӗрех кулӑ ҫуралчӗ.
— Мирон Семенович тунӑ пусу ҫаврӑнӑшӗнче йӑнӑшсем нумай. Мӗншӗн-ха ыттисенчен ытларах сӗлӗ акмалла? Колхозниксене сӗлӗ валеҫсе парасшӑн-и? Пирӗн енче ӗлӗкренпех ҫурхи тулӑ ӑнса пулать, — терӗ Павел ҫирӗппӗн.
Унӑн сӑмахӗсем механизаторсене хумхантарсах ячӗҫ.
— Кукуруза тесе ытти тыр-пулӑ ҫине ҫаврӑнса пӑхми пултӑмӑр, — сиксе тӑчӗ Элекҫи. — Пӗтӗм тислӗке кукурузӑ умне тӑкатпӑр. Тулӑ та халь тулӑ мар, ама ҫури ачи.
— Кадышев юлташ, эсир кукуруза хирӗҫ кайнӑшӑн — парти умӗнче ответлӑ. Колхоз икӗ ҫул хушшинче сӗт суса илессине икӗ хут, аш илессине ҫиче хут ӳстернине курмастӑн-ха. Мӗнпе ӳстертӗмӗр? Кукурузӑна, — сӑмах пуҫарчӗ Прыгунов, Павел еннелле тинкере. «Эп сана хисеплетӗп, анчах хӑвна хушман пулсан, хушша хуппа ан кӗр» — тенӗн туйӑнчӗҫ икӗ хура ҫӗмӗрт куҫ.
— Трофим Матвеевич, эсир тӗрӗс ӑнланмарӑр, — чӑтаймарӗ Павел. — Эп кукурузӑна ҫӗртме луссине акассине хирӗҫ. Ӗнесене ҫулса ҫитерме викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ аксан та кукурузӑран тухӑҫлӑрах.
— Кам вара эс, ытлашши нумай пӗлекенскер? — ҫиллелсе кайрӗ Мирон. — Йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир тракторист пулмалла. Анчах нумай пӗлекен ҫын пекех критиклесшӗн. Эс мана агрономипе ан вӗрент, эп институт пӗтернӗ, — сӗтел ҫинчи хучӗсене пуха пуҫларӗ вӑл.
— Институт тесе пуҫна ытлашши каҫӑртмасан та юрать, — сасартӑк касса татрӗ Володя. — Агроном, агроном… Тракторист та халь агроном. Мана ҫулталӑкра эс пӗрре килсе каркаланса кӑтартни чӑпӑркка аври тӗшне те тӑмасть. Хут агрономӗ эс, ҫӗртен уйрӑлса кайнӑскер. Халиччен плуг аври тытнӑ-и?
— Ҫитӗ сире, — чаранҫи пулчӗ Трофим Матвеевич. Тавлашу татах хӗрсе кайрӗ. Бригадирсам хутшӑнчӗҫ.
— Мӗншӗн пирӗн икӗ хуҫа? Мӗншӗн эпир Сухви ачисем пек пурӑнатпӑр? — сиксе тӑчӗ Санька.
«Сухви ачисем» тенӗрен, нумайӑшӗсӗм кулса ячӗҫ. Сухви — сакӑр вуннӑсене ҫывхаракан карчӑк. Хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре йӗкӗреш ачасем ҫуратнӑ та, икӗ ывӑлӗ те килте мар, хуласенче пурӑнаҫҫӗ. Тахҫанах ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ пулнӑ. Карчӑка ҫеҫ никам та пӑхмасть. Пӗр ывӑлӗ теприне: «Эсӗ каярах ҫуралнӑ, аннене санӑн пӑхмалла», тепри: «эс каярах ҫуралнӑ, санӑн пӑхмалла» теҫҫӗ. Нихӑшӗ те хӑй патне илсе каймаҫҫӗ, иккӗшӗнчен те амашӗ алимент илет, хӑй пӳртне хутса ӑшӑтайманнипе ют ҫын патӗнче пурӑнать.
— Кӑна тата мӗнле ӑнланмалла? — ыйтрӗ председатель.
— Тракторсене эп бригадӑсем тӑрӑх ҫирӗплетсе пама ыйтатӑп. Пӗр хуҫа пултӑр. Трактор бригадине пӗтермелле, — янрарӗ Санька.
Паян вӑл савӑнӑҫлӑ, тути ҫинче кулӑ ҫиҫет.
— Ку тата мӗнле анархи? — хутшӑнчӗ ку таранччен калаҫмасӑр ларнӑ Виссарион Маркович. Вӑл паян канашлӑва пухӑннӑранпах кӗтесри пукан ҫинче шарламасӑр ларчӗ. Сылтӑм аллипе час-часах сулахай кӑкӑрне сӑтӑрчӗ. Трактористсем тавлашни те ӑна интереслентермерӗ пулас, кукшаланнӑ пуҫӗ лӑнк та лӑнк усӑна-усӑна анчӗ.
«Мухмӑрла», — шухӑшларӗ Павел.
— Тен, кашни бригадира тата автомашинӑ ҫирӗплетсе памалла? Унашкал пулсан правлени те кирлӗ мар, — терӗ парторг.
— Тӗрес, Виcсарион Маркович, — килӗшрӗ председатель.
Павел хӗллехи пек хутса тултарнӑ пӳлӗмрен уҫӑлма тухрӗ. Ҫурхи сывлӑш тӳрех чуна тыткӑнларӗ. Ҫил вӑйланнӑ, тӳпене талкӑмлӑ пӗлӗтсем сырса илнӗ. Ҫавах ҫурт хӳттинче юр ирӗлет.
Ҫуркунне ҫитет. Сивӗ хӗл кунӗсем кӗрекерен тухса ҫӳп шӑтӑкнелле йӑпшӑнаҫҫӗ. Кунсерен тенӗ пекех шурӑ катан пирпе витӗннӗ тӳпе кӗленчеленсе кӑвакарать, хӗвел хуранӗ ялкӑшсах ҫунать. Инҫет аяккалла тарнӑ ҫемӗн тарать, куҫпа виҫейми анлӑланать. Кураксем йӑмрӑ тӑрринчи кивӗ йӑвисем те ҫуркунне ҫитнине туяҫҫӗ. Хуҫисене кӗтсе вӗсем ирӗлекен юрпа ҫӑвӑнса тасалаҫҫӗ. Сӑмсисем хуралнӑ ҫерҫисем шыва кӗреҫҫӗ. Ҫунаттисемпе ҫапнипе тӗк вӗҫет. Такам минтер пичӗ силлет тейӗн.
Савӑнать тракторист чӗри. Шухӑше унӑн текех ялта мар, хирте.
Каялла кӗнӗ ҫӗре Виссарион Маркович калаҫатчӗ.
— Матвеич, укҫа кирлӗ тетпӗр. Тен, кӑҫал тепре ҫӗр улмине каймалла мар-и?
— Пӗр ик ҫӗр центнер пек хамӑртан ытлашши пур-ши? Кам пӗлет, тен, вӑрлӑхлӑх ҫӗрнӗ? Пусӑра-ҫке. Запассӑр ларма хӑрушӑ.
— Колхозниксенчен вырӑнти хакпа пухас. Председателӗн питӗнче кулӑ палӑрчӗ, куҫӗсем типшӗн ялкӑшрӗҫ.
— Ку дельнӑ шухӑш. Хамӑрӑн ик ҫӗрне ӑсатсан, колхозниксенчен тӑват ҫӗр пухсан… Василий Иванович каллех тустарать ӗнтӗ. Рабочи клас ӗнси ҫинче пурӑнатӑр тесе ятлать. Эй, тепӗр тесен, упаран хӑрасан сунара тухас мар. Эс, Виссарион Маркович, техничкӑна чӗн-ха. Кунта килмен бригадирсем патне чуптар, кӗҫӗрех пуху пухас.
Павел, улшӑнса кайнӑ председателе курсан, ҫапла шухӑшларӗ:
— Вӑт сутӑҫ… Чӑн-чӑн купец.
— Канашлу хупӑнче. Кайма пултаратӑр. Эс, Мирон Семенович, эс, Кадышев, юлӑр-ха. Тавлашура тӗрӗслӗх ҫуралать теҫҫӗ.
Трактористсем салансан татах тавлашу хӗрсе кайрӗ. Е пӗрре Павелпа колхоз председателӗ, тепре Павелпа Мирон пӗр-пӗрне хирӗҫлерӗҫ. Йӑлтах мар пулин те, иккӗшӗ те Павел шухӑшне шута илмесӗр тӑма пултараймарӗҫ. Каччӑ хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗ тӗслӗхсемпе хӳтӗлерӗ.
— Эс апрономие ӑҫтан пӗлетӗн? — тӗлӗнчӗ колхоз председателӗ.
Ҫӗр ҫинче ӳснӗ. Вӗренетӗп тата.
Техникумра-и?
— Ҫук, институтра.
— Вӑн епле. Пӗр сӑмахпа каласан, эп хам тавлашма юрататӑп. Анчах усси пултӑр. Уссӑр тавлашни — ӗҫе япӑхтарни. Вӗренни аван, анчах кирек камшӑн та пурнӑҫ аслӑ шкул. Мана Павел сӗлӗ усӑсӑр пулни ҫинчен ӗнентерчӗ тетӗр-и? Ҫук, пурнӑҫ ӗнентерчӗ эп ҫавӑнпа унпа килӗшеп. Сан, Мирон Семенович, хӑвӑн пуҫу пулмалла. Атту Вильямс та Вильямс. Вильямс та турӑ мар. Анкартинчи катемлин ҫеҫ хӑйӗн пуҫӗ ҫук. Ҫавӑнпа унран ҫерҫисемпе кураксем кана хӑраҫҫӗ. Эсир тавлашӑрах, ман урӑх вӑхӑт ҫук, — тухса утрӗ председатель.
Миронӑн ҫаврака пичӗ хӗрелчӗ. Ҫапах вӑл хӑйне алла илчӗ, курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе Павел ҫине чӑр пӑхрӗ.
— Эс апла манман-ха, ҫаплах юнӑхса пурӑнатӑн? — шӑл витӗр калаҫа пуҫларӗ вӑл. — Ҫынсен куҫӗ умӗнче намӑс кӑтартасшӑн. Ахалех тӑрӑшатӑн, Павел. Галя сана та, мана та пулмарӗ.
Татах жалобӑ ҫыр, вара, тен, санах пулать.
Эп авланнӑ, — сасартӑк персе ячӗ Мирон.
— Апла пулсан татӑлтӑмӑр. Парас-илес ҫук, — кулса ячӗ Павел. — Эс ҫак тавлашӑва ахалех хӗрпе ҫыхӑнтаратӑн. Эп йӑнӑш ҫулпа утакансене тӳсме пултараймастӑп, — тухса кайрӗ каччӑ. Ӑшра ҫиленӳ туйӑмӗ те, вӗчӗрхенӳ те пулмарӗ.
3
Пӗрремӗш хут шкула кайсан, тепӗр виҫӗ кунтанах учительницӑ Павела хӗрача ҫумне куҫарса лартнӑччӗ. Унсӑрӑн йӑрӑ та шухӑ ачана епле аташма чарӑн. Малтанах вӗсӗм пӗр-пӗринчен ютшӑнмастчӗҫ, анчах ачасем каярахпа кулма тытӑнсан, тек вӗсем пӗр партӑ хушшине тем тусан та лармарӗҫ.
Павел тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫул амӑшӗ сасартӑк вилсе кайрӗ. Ял ҫыннисем хирӗҫ вӑрӑннипе тӗреҫ, врачсем пӳрле аппендицит, тесе пӗлтерчӗҫ. Ашшӗне вӑл кӑшт кӑна ас тӑвать: малтанхи кунах вӑрҫа кайрӗ те Мускав ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче пуҫне хучӗ. Вун ултӑ ҫулхи Павел пӗр-пӗчченех тӑрса юлчӗ. Хӑех килти выльӑхсене пӑхрӗ, хӑех урайне те, кӗпи-йӗмӗсене те ҫурӗ, колхоза ӗҫлеме ҫӳрерӗ. Шкула пӑрахма тиврӗ.
Кӗркунне выльӑхсене колхоза пачӗ, хай МТСа тракториста вӗренме тухса кайрӗ. Ҫуркунне ӑна трактор шанса пачӗҫ, тӑван колхозне вӑл трактор бригадипе таврӑнчӗ.
Пӗр каҫхине Павел ҫӗртме пуссинче культиваци турӗ.
Ҫуллахи каҫ — шӑпчӑк ыйхи. Ҫунатне анчах уснӑ анӑҫ тухӑҫалла шӑвӑнса пычӗ. Хӗр куҫӗ пек кӑвак тӳпе ҫине инҫетри-инҫетри вӑрман сӑнӗсем тексӗммӗн ӳкрӗҫ. Ҫавал хӑви хушшинче шӑпчӑксем каҫӑхса кайсах юрларӗҫ, улӑхри шурлӑхра икӗ карӑш ӑмӑртмалла авӑтрӗҫ.
Культиваци туса пӗтернӗ Павел Ҫавал хӗррине анса ҫӑвӑнчӗ.
Кӑнтӑрла ҫывӑрнӑран-ши ыйхӑ килмерӗ. Килне кӗрсе тумланчӗ те тӑвалла хӑпарчӗ.
Ҫур ҫӗр иртнӗ. Ял сехечӗ — хӗрлӗ киккириклӗ автан — ыйхӑра. Вӑйӑ карти саланнӑ. Анчах кӗҫӗр… Акӑ, шкул урамӗнче кулса шавлани илтӗнчӗ.
— Ӑсату каҫӗ, — шухӑшларӗ Павел.
Ҫулталӑк иртрӗ. Ачасем вӗренсе тухнине пӗлтерекен аттестат илчӗҫ, малалла татах вӗренес тейӗҫ. Вӑл тӑрса юлчӗ. Ҫапах ахаль иртмерӗ ҫул. Тракторист пулчӗ Павел.
Купӑс кӗвви янраса кайрӗ, тахӑшӗн уҫӑ сасси юрӑ пуҫларӗ:
Кам сӑнанӑ? Хевел тухнӑ чух
Тухӑҫ ылтӑн хӗмпе ҫуннине?
Унтан купӑс пӗр ҫаврӑм каласа илчӗ те, юрра ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ҫурхи Ҫавал пек вӑй илнӗ кӗвӗ йӑмра ҫинчи кураксене пӑлхатса анкартисене, ҫуртсен хӳттине саланчӗ.
Йӑлтӑркка шевлине сапнӑ чух
Садсем сывлӑм тӑкса ларнине.
Вӗсем патне каясси килчӗ. Ырӑ мар. Вӑтантарать. Галя та ӑсату каҫӗнче пулнӑ-ши? Чим-ха, унӑн мар-и ҫавӑ шӑнкӑрав пек уҫӑ сас? Уйӑрса ил ӗнтӗ.
Кам сӑнанӑ? Хӗрпе ларнӑ чух
Вӑхӑт ҫил пек чупса иртнине.
«Ларса ҫитӗ, сыв пуль — тенӗ чух
Уйрӑлма пит кичем пулнине.
Ҫук, сӑнаман-ха ӑна Павел, анчах чӗре кӗтет вӑл тӗл пулӑва. Кӗтет. Ав, урасем хӑйсемех Гальӑсем пурӑнакан урамалла утаҫҫӗ. Авӑ, вӗсен умӗнчи пӗчӗк пӗве. Чим-ха, сак ҫинче иккӗн. Пӗри шурӑ тутӑрпа. Тепри? Тепри Санька мар-ши? Ҫула май ларнӑ пуль.
Павел ҫыран хӗррине анчӗ, хӑва турачӗсенчен тытса ларакансен умнех ҫывхарчӗ. Ҫыр хӗррине тухнӑ шапасем шывалла сике-сике сасӑ кӑларчӗҫ. Каччӑ сывлама та пӑрахрӗ. Ҫав самантрах хапха алӑкӗ чӗриклетрӗ. Галя: «сыв пул», тесе килне кӗрсе кайрӗ. Тӑрса юлаканни малтанах вырӑнтан та хускалмарӗ, унтан аллине пуйӑс курнӑ пӗчӗк ача пек сулла пуҫларӗ.
Кӗҫех сӑмса витӗр мӑрлатса темӗнле юрӑ кӗвӗлени илтӗнчӗ, Гальӑна ӑсатма килнӗ каччӑ тӑвалла утрӗ. Павел та хӗр хӑйне курассинчен хӑрамасӑрах ҫыран хӗрне тухрӗ, хӑйӗн тӑшмалӗ хыҫҫӑн утрӗ. Вӑл камне Павел пысӑк пуҫӗпе вӗтӗр-вӗтӗр уттинченех палларӗ: Мирун. Хирпуҫ ачи. Икӗ ҫул хушши пӗрле вӗреннӗччӗ. Ӑна ун чухнех хӗрсем патне ҫыру ҫырать, тетчӗҫ. Чӑнах-мӗн. Ҫырнӑ ҫеҫ мар ав.
Мируна хӑваласа ҫитсен, Павел ӑна пиншак ҫухавинчен ярса тытрӗ. Пӗр самант иккӗшӗ те ним калама аптраса тӑчӗҫ.
— Павел? — сасартӑк палласа илчӗ ӑна Мирун.
— Сана ҫакӑнта тепре курсан, уруна хуҫса яратӑн, — хӑй ҫилленнине пытараймарӗ Павел.
— Ой-йой! Эс мӗн, патша вӑхӑчӗ куртӑн-и? Хӑвна мӗн… — каласа пӗтереймерӗ Мирун. Янахран вӑйлӑ ҫапнипе пӗр-икӗ утӑм каялла сулӑнса кайрӗ те тӑсӑлса ӳкрӗ. Павел ҫаврӑнса пӑхмасӑрах каялла утрӗ.
Килне ҫитсенех вӑл Галя патне ҫыру ҫырчӗ, ӑна чӗрсе тӑкрӗ, унтан татах ҫырса татак чӗрсе тӑкрӗ. Ҫапла пуҫланчӗ пӗрремӗш юрату.
Тепӗр икӗ эрнерен ӑна МТСри комсомол комитетне чӗнсе илчӗҫ. Участокри механик Геннадий Иванавич, мӑйӑхне ӳстерсе янӑскер, комитет членӗсене Мирун ҫырнӑ ҫырупа паллаштарчӗ.
— Лайӑххӑн ӗҫлеме те тытӑнман, вӑл пур, ӗҫме те пикеннӗ. Курӑр-ха ӑна, вӑл юлташне ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшне те хӗнетӗп, тесе ҫырать иккен. Пӗве кайнӑ ӑс пухайман, — ятларӗ комсорг Павела.
Ӑна выговор пачӗҫ. Павел хӑй айӑплине сӗвӗрсе яма та шутламарӗ. Пулнӑ — иртнӗ. Чавса ҫывӑк та, ҫыртма ҫук.
МТСран тухсанах вӑрмана чупса кӗчӗ вал. Ҫӑра курӑк ӑшне тӑсӑлса выртрӗ. Кӗсйинчен комсомол билетне туртса кӑларса, чылай хушӑ Ленин портречӗ ҫине пӑхрӗ. Ума вун ҫичӗ ҫулхи Володя Ульянов тухрӗ. Хусан университечӗ. Студентсем патша саманине кураймасӑр пӑлханаҫҫӗ. Пулас ҫулпуҫ аллисене хӗрӳллен сулкаласа калаҫать. Ӑна жандармсем купӑрласа илеҫҫӗ те аллине сӑнчӑрлаҫҫӗ. Ҫӑра мӑйӑхлӑ тачка полицейски шӑл витӗр сӑрхӑнтарса:
— Каччӑ, мӗншӗн пӑлханатӑр? Сирӗн умра хӳме вӗт, — тет.
— Хӳме те, анчах ҫӗрнӗскер. Тӗртсенех ишӗлсе анать. Камшӑн тӑрӑшнӑ ҫамрӑк Ульянов? Халӑхшӑн, пулас ӑру телейӗшӗн. Ленин пулман пулсан, паянхи тӑлӑх Павел пӗр-пӗр пуян патӗнче тарҫӑра ӗҫлемелле.
Куҫа куҫҫуль капланать: «Мӗн тунӑ пулӗччӗ халь Ульянов манӑн вырӑнта пулсан?» — ҫапла шухӑшланӑччӗ Павел.
Ачалӑх, — айванлӑх. Сакӑр ҫул иртсе кайрӗ унтанпа Мирун калашле, Галя Павелӑн та, Мирунӑн та мар. Хӗр чух хӗрӗх те, качча кайсан — пӗрре. Сахал-и этем пурнӑҫӗнче пысӑк шухӑшсемпе пысӑк ӗмӗтсем? Вӗсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланмасть. Ӑша вара ҫак шухӑш-ӗмӗтӗн йӗрӗ кӑна юлать.
Ҫаксене аса илсе утрӗ Павел килнелле.
4
Виссарион Маркович кухньӑ камаки хыҫӗнчи койка ҫинче ҫывӑрма юратать.
Пухуран таврӑнсан, вӑл Нинӑна вӑратма шухӑшламарӗ. Сассӑр уҫса кӗрсе, хуллен хывӑнчӗ, тумтирӗсене ҫакса ҫутта сӳнтерчӗ.
Каҫ пулсассӑнах тӳпери пӗлӗтсем таткаланса пӗтрӗҫ. Халь ав картишӗнчи чӳречерен кӗрекен уйӑх ҫути пӗренесене сар ҫу сӗрет. Пӳртре шӑпах. Сехет ҫеҫ ывӑна пӗлмесӗр шаккать.
Аван иртре пуху. Халӑх пӗр-икӗ ҫул каяллахи мар: ӗҫшӗн те ҫунать, ҫӑварне те шыв сыпса лармасть. Колхозниксем комбайнсемпе молотилкӑ тата ытти машинӑсем илнешӗн савӑнсӑх калаҫрӗҫ. «Ял ялӗнчен кая юлтӑмӑр, намӑс», — терӗҫ нумайӑшӗсем. Ҫӗр улми сутасси пирки тата. Ҫук, Виссарион Маркович ӑна кӗтменччӗ. Парти пухӑвӗнче Павел малтан пӗр сӑмах та шарламарӗ, колхозниксем умӗнче вара хӑй ҫара кайиччен колхоза кивҫен панӑ ҫӗр улмирен аллӑ пӑтне ахалех, ҫӗр пӑтне государствӑ хакӗпе пама пулчӗ. Кӗтменччӗ кӑна ларторг. Хӑшӗсем: «Ытла йӳне ларатӑн», — тесе кӑшкӑркаларӗҫ. Парӑнмарӗ каччӑ:
— Хамӑр колхоза, хамӑршӑн ҫаратӑп, — тесе хучӗ. Ачи аван пулас, анчах тӳррӗн калама юратать. Ун пеккисене хисеплемест Трофим Матвеевич, хисеплемест. Паянхи канашлура вӑл председателе миҫе хут хирӗҫлерӗ. Пӗлмест-ха вӑл Матвеевич характерне. Ҫӗнӗ ҫын, ӑна никам та ӑс парайман ӗнтӗ. Хӑех лӑпланать акӑ. Тата Володьӑла туслӑ. Володьӑна пӗлме хӗн вара, темле ача вӑл. Темшӗн хисеплеҫҫӗ ӑна комсомолецсем. Час-часах шӳтленӗшӗн-и? Парти активӗн пухӑвӗнче мӗн туса хучӗ вӑл…
Николай Андреевич та чаплӑ каларӗ:
— Хула яла килет, ачашем. Ӗлӗк пире кулаксем хула яла килешшшпе хӑрататчӗҫ, халь эпир савӑнатпӑр.
Тӗлӗнмелле старик. Володьӑпа иккӗшин темӗнле пӗр-пеклӗх пур вӗсен: шӳт тесен, апат ан ҫитер. Ӗҫшӗн ҫунать мучи. Тепӗр ваттӑ, утмӑлтан иртсен, колхозшӑн пӗр утӑм та тутараймастӑн. Тракторсем патне акӑ тепӗр ҫынна хурала тытнӑччӗ. Николай Аидреевич вара ӗҫ кунӗ хушса памасӑрах вӗсене те хураллама пулчӗ. Кирек хӑҫан кайсан та — вӑл унта.
Улшӑнаҫҫӗ ҫынсем. Улшӑнаҫҫӗ. Савӑнмалла ҫеҫ вӗсемшӗн, хӗпӗртемелле, анчах Виссарион Маркович пуҫӗнче шухӑшсем явӑнаҫҫӗ те явӑнаҫҫӗ. Ӑҫта пуҫламӑшӗ, ӑҫта хӗрри?
Ума Марье тухать. Ытла та пуҫтах хӗрарӑм вӑл.
— Маттур эс, кум, — ырларӗ ӑна Марье паян.
— Мӗншӗн? — ыйтрӗ Виссарион Маркович.
— Ӑнланмарӑн пулать.
— А-а…
Ҫынсем илтесрен Марье кумӑшне библиотекӑри пӗчӗх пӳлӗме илсе кӗчӗ.
— Эпӗ санран хамӑнне ҫӗр пӑт парса яратӑп. Киле вӑрлӑхлӑх та кӑшт-кашт ҫикелемелӗх хӑварсан ҫитет. Нина кума аллӑ пӑт пулать, терӗ. Унта колхозӑнне майлаштарӑн кӑштах, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
— Хальхинче эп каймастӑп. Манӑн ҫур аки ирттермелле.
— Ан калаҫ. Трофама каларӑм элӗ. Вӑл ӗҫе санран лайӑх пӗлекенни ҫук.
Хальхинче эп каймастӑп. Мана ҫитет.
Ах, кулӑнлана пуҫларӑн. Ас ту, — ҫиҫсе илчӗҫ Марьен куҫӗсем. Ҫынсем пӗлсен парти билечӗпе витӗнсе юлаймӑн.
Шухӑшсем тӑхлан евӗрлех йывӑр. Малтанах сухан е ҫӗр улми сутма Трофим Матаеевич хӑй кайрӗ. Кайран ҫав ӗҫе пӗтӗмпех Виссарион Маркович ҫине тиерӗ. Кӑнтӑра икӗ хут кайса килчӗ парторг. Йӳнӗрех хакпа сутнӑ тесе пасар администрацинчен суя справкӑ илесси темех мар. Колхозран та пухутлах виҫсе ларса яраҫҫӗ. Малтан пилӗк пин, кайран пилек пин янтӑ укҫа илсе килсе пачӗ Марьене. Икӗ хутӗнче те хӑйӗн ҫӗр улмине сутма парса ячӗ.
Вӑт сана кума. Ҫавӑрса илчӗ йӑлтах хӑй аллине. Вӗсем патне Светланӑна илме каҫатӑн-и — ӗҫкӗ, ахаль каҫатӑн-и — ӗҫкӗ. Упӑшки килте ҫук пулсан, чӗнсе каҫать. Малтан ӗҫместӗп, тесе кайма та тӑратӑн, ырӑ мар. Ҫемҫе кӑмӑлах пӗтерет. Ҫынна кӳрентерме хӑнӑхман.
— Мӗнле шофер эс «прицеп та» кӑкараймасан, — ахӑрать Марье.
«Прицеп» вӑл шоферсен чӗлхипе ҫӗр аллӑ грамм. Вӑл та ӑс-тӑна улӑштарма ҫителӗклӗ. Ӗҫсен хӑравҫи та — хӑюллӑ, ҫемҫе кӑмӑлли татах ҫемӗҫет. Киле килсен арӑ-мӗн пӗр сӑмах та пулин каласчӗ. Чӗнмест. Марье кумӗш патӗнче пулнӑ вӗт. Куми вӗсене нихӑҫан та усал туман. Иккӗшӗ те пӗр шухӑшлӑ мар-и? Иккӗшне те укҫа кирлӗ, пар кӑна, ӑҫтан тата мӗнле тупнине ыйтсах тӑмаҫҫӗ.
Ирхине пуҫ ыратать. Виссарион Маркович ӗҫе кайма тухнӑ ҫӗре яланхи пекех Марье урамри ҫӑлран шыв ӑсать. Каллех куларах чӗнсе илет:
— Мӗнпе чирленӗ, ҫавӑнпа сывалаҫҫӗ. «Прицеп» кӑкар.
Пуҫ вырана ларать, алсем чӗтреме пӑрахаҫҫӗ. Шӑршӑ кӗресрен пӗр-ике шӑл ыхра ҫиетӗн. Каллех сывӑ. Юлашки уйӑхра кашни кунах ҫавнашкал. Тата шуйттан пасарӗ е заготскот. Сутма е выльӑх пама пынӑ ҫынсене пӑру-и, сысна-и, ӗне-и — илетӗн те колхоз ячӗпе паратӑн. Кӑшт хаклӑрах тӳлетӗн те, е приемщик ытларах ҫырса парать — каллех ҫур литр. Уншӑн халь пӗтӗм тӗнчери ӗҫ эрехпе тытӑнса тӑнӑн туйӑнать.
Халь мӗн тӑвас? Самантлӑха Виссарион Маркович хӑйне сӗрекене лекнӗ пулӑ пек туять. Кам хӑтарӗ унран? Нина, Нинах пӗтерчӗ. Мӗншӗн унӑн шарламалла пулман! Мӗншӗн чарас мар?
Епле йӑнӑшрӗ вӑл ӑна качча илсе.
Шухӑшсем пӗр вунӑ ҫул каяраххине куҫ умне кӑлараҫҫӗ.
Нина. Хӑйлашка хӗрача. Урӑх районтан килнӗскер. Аппӑшӗ патӗнче тӑлӑххӑн ӳснӗ. Вӑл грузчикра ӗҫлетчӗ. Ҫав пукане мӗнле йӑвантарнӑ-ши кӗрешсене? Малтан шофер сӑнасах та кайман. Грузчиксем хӗлле фуфайкӑ, ваткӑлла брюки тата ҫӑматӑ тӑхӑннӑскерсем, пурте пӗрешкел курӑнатчӗҫ. Уйӑрса ил вӗсене. Пӗчӗк те хытанка пулнӑран ҫеҫ-и, Виссар ирхине ӗҫе кайнӑ чух та, сменӑ улшӑнсан та Нинӑна кабинӑра илсе ҫӳретчӗ. Ытти тантӑшсем: ларт та ларт теме тытӑнсан: «Эсир ахаль те самӑр», — тесе хуратчӗ.
Хӗр кабинӑна ларсанах алӑ ӗҫӗ тума пуҫӑнатчӗ. Те пур уншӑн шофер, те ҫук? Пас тытнӑ йывӑҫсем те, ҫул урлӑ каҫса каякан пӑшисем те ӑна пачах та кӑсӑклантармаҫҫӗ, тейӗн.
— Ӗҫпех вилетӗн. Вӑрманалла пӑхса пырасчӗ пӗрех хут.
— Пире тум нумай кирлӗ. Сирӗн пӗр ҫӗлӗк — пирӗн вунӑ тутӑр, сире виҫӗ кӗпе — пире ҫиччӗпе те сахал, — кулса илетчӗ Нина. Анчах кӑмӑллӑ сӑнра кулӑ мӗнле хӑвӑрт ҫуралнӑ ҫавнашкалах хӑвӑрт ҫухалатчӗ.
Пӗррехинче..
Кӑвак ҫут килнӗччӗ ӗнтӗ. Машин баллонӗ ҫурӑлса кайрӗ. Улӑштармалли ҫук. Гаражах утма тиврӗ.
Виссар пӗве хӗррине ҫӑвӑнма анчӗ. Пӗве пуҫӗнче пӗчӗк пӳрт. Ӑшӑ гаражсем тӑвиччен кунта автомашанӑсем валли шыв ӑшӑтатчӗҫ. Халӗ мӗскер-ши унта?
Чӳрече икӗ еннелле уҫӑлса кайнӑ. Ҫӳхе чӗнтӗр те ҫилпе, те пӳртрен тухакан ӑшӑпа кӑшт кӑна хумханать. Ун витӗр темле чечек ҫеҫкисем палӑраҫҫӗ.
Виссар чӳрече каррине сирчӗ. Умрах сӗтел. Икӗ койкӑ. Пӗр койки пушах, тилтерлӗн пуҫтарса хунӑ. Тепри…
Каччӑ куҫӗсем хӗре асӑрхарӗҫ. Нина месерле выртнӑ. Утиялӗ ури вӗҫне пухӑннӑ. Шап-шурӑ ҫӳхе простынӗ пилӗкӗ таранах уҫӑлнӑ. Вӑл сылтӑм урине хускатрӗ те пӗрене ҫумне карнӑ чечеклӗ ҫитсӑна перӗнчӗ. Хӗр ассӑн сывларӗ, тути ҫинчи ӑшӑ кулӑ ҫухалчӗ, аллисемпте теме сиссе кӑкӑрне хупларӗ. Унтан вӗсем кӗҫех вӑйсӑррӑн пилӗк тӑрӑх шуса анчӗҫ. Сылтӑм урипе простьне сирсе пӑрахрӗ. Виссар, хӗр кӗлеткине курнипе, сывлама та чарӑнчӗ. Чӗре кӑна хӑвӑрт-хӑвӑрт тапать.
Каҫхине, хӗрачана ӗҫрен лартса таврӑннӑ чух, шофер ун ҫине ӑшӑ куҫсемпе пӑхрӗ.
— Нина, эс миҫере?
— Ма кирлӗ вӑл сана?
— Ахаль.
— Ахаль пулсан… вунсаккӑр тултартӑм.
— Эп сана вун улттӑра тесе.
— Ватӑлтӑм, — кулса илчӗ хӗр.
Хӑрах аллипе каччӑ Нинӑна ҫупӑрласа илчӗ. Хӑйпашка мар мӗн вӑл, тулли ӳтлӗ.
— Чар, — хушрӗ хӗр. — Урӑх сан кабинуна ӗмӗрне те лармастӑп.
Разьезда ҫитичченех вӗсен сӑмахӗ ҫыхӑнмарӗ. Хальхинче яланхилле алӑ ӗҫне тумарӗ…
…Туйӗ шавлах пулмарӗ. Пӗрле ӗҫлекен шоферсем, юлташӗсемне тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Нинӑн шатра питлӗ аппӑшӗ килчӗ. Вӗсем пӗр парта выртнӑ пулсан та, никам та пӗр тӑвансам тесе калас ҫук.
— Телейлӗ эс, кӗрӳ. Ылтӑн алӑ пирӗн Нинӑн. Вӑл пӗчӑккӗ пулсан та, икӗ ҫыншӑн ӗҫлет, — терӗ пӗр виҫӗ хутчен аккӑшӗ.
Чӑнах та, хӗрача пурнӑҫ ҫынни пулчӗ. Хваттерте пурӑннӑ чухнех ӗне илчӗҫ, ҫулсеренех сыснасемпе сурӑхсем хутшӑнчӗҫ. Ӗҫе кайса килме те ӗлкӗрет, выльӑхне те пӑхать. Вӑрман аслӑ: вутӑшӑн укҫа тӳлемен, утӑ — ҫулма ҫеҫ ан ӳркен. Пур ӗҫе те Нина пуҫарса паратчӗ. Те тӑлӑххӑн ӳснӗрен — вӑлах пӳрт лартма хистерӗ. Пурнӑҫ юсансах пыччӗ, Нина ӑна кура, сӑвӑр пек, мен алла кӗнине йӑлтах килелле тултма туҫларӗ…
Ӑнланать Виссар Маркович: яланах капла тӑсӑлса пыраймӗ. Ял ҫине сӑмах тухма пултарать.
Колхозниксем колкоза патшалӑх хакӗпе ҫӗр улми сутаҫҫӗ, Марье хӑйӗнне хаклӑ хаша сутма ҫӗр пӑт парса ярать. Неушлӗ ун пирки Трофим Матвеевич пӗлмест? Пӗлмест пулсан, Марье хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн хӑтланать-ши? Е чеелӗх-ши ку? Инкек ҫитсен, тӳс вара Виссарион Марковичан! Ыттисем айккинчен пӑхса тӑрӗҫ.
Каллех ҫул кӑнтӑралла выртать. Марье каласан — пулатех. Ун пирки иккӗленмелли ҫук. Ан тив, юлашки пултӑр ӗнтӗ ку ҫул, тек вӑл ун пек ӗҫпе ура та ярса пусмӗ. Колхозра та пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахӗ. Кайӗ каллех вӑрманпромхоза…
Ҫаврӑнаҫҫӗ шухӑшсем, ҫаврӑнаҫҫӗ: ыйха ҫывӑха ямаҫҫӗ…
5. Марье
1
— Ах! — шартах сиксе вӑранчӗ Марье. Лачкам тарланӑ. Чӗре тӑвайккирен чупса хӑпарнӑ пек сикет. Ӑшра кичем те тунсӑх, ҫав хушӑрах темӗнле паллӑмарлӑх кӑварӗ ачашшӑн тӗлкӗшет.
Трофим килессе кӗтсе кӑшт кӑна диван ҫине выртнӑччӗ те — тӗлӗрсе кайнӑ. Тӗлӗрсе кайнӑ кӑна — тӗлӗкпе аташма тытӑннӑ. Пӳлӗмре ҫаплах лампӑ ҫунать, темӗнле постановкӑ параҫҫӗ: кӗтесри репродуктортан юрлани, кулни илтӗнет.
Каллех выртрӗ. Тапранас килмест. Шухӑш кӑна Сергей ҫинче. Ӑна курманни халь миҫе ҫул! Ӑҫта кайcа ҫухалчӗ вӑл, пӗлмест ӑна Марье. Вӑл хӑраса тарни кӑyа паллӑ.
Марье ҫемьере чи кӗҫӗнни, ҫавӑнпа уншӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫеҫ мар, виҫӗ пиччӗшӗ те нимӗн те хӗрхенмен. Ялти ҫынсенчен вӗсен кил-йышӗ хутла пӗлнипе уйрӑлса тӑнӑ. Пӗр пиччӗшӗ инженер, Уралти пысӑк заводра ӗҫлет, тапри — майор, кӗҫӗнни — врач йӑмӑкӗ ҫеҫ пиччӗшӗсене хывман. Шкулта вӗреннинчен ытларах арҫын ачалпа ашкӑнма юрататчӗ. Илеймерӗ вӑл аттестат.
Каҫсерен Ҫавалкас урамӗ тӑрӑх тӑлӑх фарӑ ҫутине ялкӑштарса, мотоциклпа хӑлхана ҫурасла ҫатӑртаттарса иртетчӗ хӗрача. Вӑл пӗрене купи ҫине ларнӑ ҫамраксен ушкӑнӗ патне ыткӑнса ҫитетчӗ те вӗсенчен виҫӗ-тӑватӑ утӑмра тормоза ҫихӗрттерсе чарса лартатчӗ. Каччӑсем мотоцикл хуҫине тытма ыткӑнатчӗҫ. Ӑҫтан тытан ӑна? Мотор тепӗр хут кӗрлесе каять те, Марье кулли янраса илет. Мотоциклӑн кайри ҫутине ҫеҫ курса юлма ӗлкӗретӗн вара.
— Вӑт ӳсет ҫивӗтлӗ утаман.
— Качча илекен ырах курас ҫук. Ку темӗнле арҫынна та ташлаттармалла, — калаҫатчӗҫ вӑйӑри ҫамрӑксем.
Ҫулла, пӗр канмалли кун, Марье Машавӑша хӑмла ҫырли татма кайнӑччӗ. Каялла таврӑннӑ чухне лайӑх пыракан мотоцикл чӑх-чӑх! турӗ те чарӑнса ларчӗ. Тапратма хӑтланса пӑхрӗ, тӗртсе те чупрӗ — хусканмарӗ мотор.
Шанӑҫне ҫухатнӑ Марье мотоцикла тӗксе малалла утрӗ. Разьезда ҫитесчӗ, унта паллакан ҫынсем патне те лартса хӑварма пулать. Епле-ха тата вунӑ ҫухрӑма яхӑн ҫавӑтса тухас?
Пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, ӑна мотоциклпа килекен куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑ хуса ҫитрӗ. Машинне вӑл хӑех чарчӗ.
— Ха, тутӑрлӑ мотоциклисткӑ, — тӗлӗнчӗ вӑл. — Малашне автансем те ҫӑмарта тӑвӗҫ, вӑкӑрсем те сӗт парӗҫ. Кам ҫавӑттарса ячӗ? Упӑшку-и?
Марье, ӑшша пиҫнӗскер, инкекне пӑхмасӑрах чӑрсӑрланчӗ: — Сана мӗн ӗҫ? Вӗҫтер хӑвӑн ҫулупа.
— Хаяр мӗн эс.
— Хӑяр мар, кишӗр.
— Ха, йӗплеме те пӗлет.
— Йӗпленме мар, ҫипленме те ӑста.
Каччӑ ахӑлтатсах кулса ячӗ. Унӑн хулӑн сасси вӑрман тӑрӑх янраса кайрӗ.
— Питне кур-ха эс. Кӑмака мӗлки пекех хура.
— Хуна курасчӗ, тикӗт лакӑмӗ. Каччӑ каллех кулчӗ:
— Ҫитӗ сана. Атя, машинна пӑхар.
— Пӑхсан та курӑнмӗ.
Каччӑ хӑйӗн мотоциклне тӗревсе тӗкӗлесе, Марьен «ковровецие» илчӗ.
— Эх-ха-хай. Хӑв хӗрача, ҫамах машинуна арҫынтан та япӑх тытатӑн. Таса мар.
— Ун вырӑнне асатте кукши таса.
Хӗрӗн сӑнӑ пек чӗлхи йӗкӗте йӑлахтарса ҫитерчӗ пулас, урӑх чӗнмерӗ. «Упавшие листья шумят и шумят в саду..:» — тесе юрӑ пуҫларӗ, Мотор патне пӗшкӗнчӗ, тапратмалли ручкӑран темиҫе хут тапрӗ.
— Ха, бензин пымасть. Свечари хӗлхем упана вӗлермелле.
Шӑхӑра-шӑхӑра юрласа карбюратора кӑларса илчӗ.
— Ха, кунта эс йӗтем ҫинчи тусана йӑлтах тултарса лартнӑ. Мотоциклетна илнӗренпе те тасатман пуль.
— Тусанӑ сутӑн илес ҫук. Ма хӗрхенес?
— Тӗрӗс. Татах тултар. Кӗркуннеччен юрӑхсӑра кӑларатӑн.
Каччӑ шӗвӗртнӗ патак ҫине чӗркенӗ таса ҫӗтӗкпе отстойника тасатса бензинпа ҫурӗ, карбюратора тасатрӗ. Васкасах каялла лартрӗ. Кӗҫех мотоциклет кӗрлесе кайрӗ, глушитель трубинчен ҫӑра кӑвак тӗтӗм палкаса тухрӗ.
—Пулчӗ. Халь паллашма та юрать. Сергей.
— Марье.
— Ӑҫтан?
— Ҫавалкассем тетчӗҫ ӗлӗк.
— Ха. Юнашарах. Ӑҫта ӗҫлетӗр?
— Лавккара.
— Ха. Эрех хуҫинех тӗл пултӑм.
— Тӑвар хуҫи. Пӗр кӗлет выртать. Пырса илӗр.
— Кӗрсе тухӑп пӗр-пӗр чух. Сирӗнтен ҫӗр грам тухать.
— Ҫур киль та шел мар.
Кайри ларкӑч ҫине хӑмла ҫырли витри ҫыхса лартнӑ мотоцикл куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑчӗ Сергей. Марье ӑна ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, ӳт-пӗвӗпе туйрӗ, каччӑна лайӑх калаҫманшӑн хӑйне хӑй тарӑхрӗ. Пулӑшнӑшӑн хӑмла ҫырлипе хӑналамаллаччӗ хӑть. Пӑшӑрханни кӑлӑхах пулчӗ. Сергей тепӗр куннех Ҫавалкаса килсе кайрӗ. Ҫав кунран Марье те кашни вак-тӗвекшӗнех вӑрманпромхоз поселокне кайма пикенчӗ. Ырӑ камӑллӑ каччӑ (каччӑсем пурте ырӑ кӑмӑллӑ) ӑна автомашинӑпа ҫӳреме вӗрентрӗ, права илме пулӑшрӗ.
Юрату… Нумая пымарӗ вӑл. Ҫурӑлма ӗлкӗрчӗ те, сарӑлаймасӑрах, тӑм тивнӗ пек, кӑнтӑр хӗвелӗпе шанса кайрӗ. Сергее Киров облаҫӗнчи пӗр вӑрманромхоза куҫарчӗҫ (ҫапла ят тухрӗ), анчах унтан вӑл пӗр хыпар-хӑнар та ямарӗ. Те Марьен ҫие юлни хӑратса пӑрахрӗ ӑна? Пӗтрӗ, путланчӗ юрату. Асран ҫеҫ туха пӗлмест.
Павел? Сергей сӑнарлӑ вӑл. Паян ӑна Марье, кӑнтӑрла иртсен, колхоз правленийӗ умӗнче курчӗ. Ҫӗрле унӑн сӑн-питне тӗплӗн курса юлаймарӗ. Вӑл Володьӑна пӗрле пуху пуласси ҫинчен пӗлтерӳ ҫыпӑҫтаратчӗ.
Марье йӗпе юра чӑмӑккаласа ывӑтрӗ те йӑмра хыҫне пытанчӗ. Чӑмӑркка тӗл лекмерӗ. Володьӑна тивес вырӑнне Павела пырса ҫапӑнчӗ. Икӗ каччӑ ӑна хирӗҫ пере пуҫларӗҫ, чӑмӑрккасем час-часах йӑмра вуллине пырса ҫапӑнчӗҫ. Хӑюланнӑ хӗрарӑм вӗсем умне чупса пырсах юр ывӑҫларӗ те каччӑсене пичӗсенчен сапма пикенчӗ. Володя пӑрахса тарчӗ, Павел хусканмарӗ те. Питне ҫеҫ аллипе хупларӗ. Тепре сапма тӑрсан, пӗшкӗнчӗ те, Марьене пилекӗнчен ҫулса илсе, ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
— Юр ӑшне! Юр ӑшне ывӑт! — илтӗнче ҫав вӑхӑтра упӑшки сасси. Трофим Матвеевич Марье ашкӑннине крыльцаранах пӑхса тӑнӑ пулас. Вӑл вӗсем патне ахалтатса чупса пычӗ те, Марье питне юрпа ҫуса, каялла ҫенӗке тарса кӗчӗ. Арӑмӗ ун хыҫҫӑн чупрӗ, правление кӗрсех упӑшкине юрпа сапса тухрӗ.
Шухӑша алӑкран шаккани татрӗ. Марье чуссӑнки тӑхӑнса ҫенӗке тухрӗ.
— Трофим-и?
— Уҫ.
Пӳрте кӗчӗҫ. Пӳлӗме нӳрӗк те уҫӑ сывлӑш шӑрши сарӑлчӗ.
— Пуху халь тин пӗтрӗ-и?
— Пӗр ҫур сехет каялла. Станцӑпа вакунсем пирки калаҫрӑм. Ыранах тупса пама шантараҫҫӗ. Бригадирсене ирех: ҫынсене хӑвалама хушрӑм.
— Кама яратӑн? ? Хамах каяс тетӗп.
Марье чӗри кӑртлатрӗ, анчах сӑнӗ пачах та улшӑнмарӗ. Упӑшки ҫине кӳренчӗклӗ куҫсемпе тинкерчӗ.
— Ҫур аки ирттерес чух ху сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн-и? Тем усал-тӗсел пулса ан тухтӑр… Ав, Виссар кум ахалех. Кайса килет. Шанӑҫ та ытларах. Парторг.
— Унӑн та трактористсем. Куҫ кирлӗ.
— Тупнӑ бригадир. Вӑл трактор юсама пӗлекенскер-и? Е ӑна улӑштарма ҫын тулаймастӑн? Павел та целинара бригадирта ӗҫленӗ. Вӑхӑтлӑха ларт ҫавна.
— Пӗлмен ҫынна ӑҫтан шанан? — чӑр тинкерчӗ Трофим Матвеевич Марье ҫине.
— Мана мӗн. Эп саншӑн лайӑх пултӑр тесе ҫеҫ… Упӑшки аллине ҫунӑ вӑхӑтра Марье ӑшаланӑ чӑкӑт, чӑмӑрла пӗҫернӗ виҫӗ ҫӑмарта пырса лартрӗ, сӑмавар чӗртсе ячӗ.
— Ӗҫетӗн-и?
— Ҫук.
— Апла васкарах ҫи. Сивӗнсе каять ак.
— Ҫиме ҫийӗн-ха. Пирӗн ҫӗр улми миҫе пӑт пулать?
— Хамӑрӑн-и? — пӗлменҫи пулчӗ Марье.
— Кӳршӗсен мар ӗнтӗ.
— Пӗр ҫӗр ҫирӗм пулӗ. Виҫмен.
— Шел.
— Мӗн тата?
— Пӗлмен эп. Пухура колхоза аллӑ пӑт сутатӑп терӗм.
— Колхоза-и? Пӑтне сакӑр тенкӗпе-и? Пӗр кило та памастӑп. Ӗнене ҫитерсе ярам пӗрех хут.
Председатель апат ҫиме пӑрахсах арӑмӗ ҫине шӑтарасла куҫ айӗн тӑкрӗ. Ҫамки ҫине картсем пухӑнчӗҫ. Пӗлет упӑшкине Марье, унашкал пӑхнӑ чух унпа тавлашни усӑсӑр. Ҫавӑнпа кӑмӑлне ҫемҫетрӗ. Уҫӑпа уҫӑлман алӑка ҫӗмерсе кӗме вӑй кирлӗ.
— Эс хуҫа, сана курӑнать.
— Павел аллӑ пӑт ахалех пачӗ. Мана аллӑ пӑт та сутмасан, ҫынсем мӗн калӗҫ?
Марье шарламарӗ. Апат ҫисе тухсанах, вӑл упӑшкине пырса ыталарӗ.
— Сухална мӗншӗн хырмастӑн?
— Хӗрсем куҫӑхтарасран хӑратӑп.
— Начарланнӑ эс. Каҫал каллех курорта каймалла. Василий Иванович путевкӑ тупса парать. Ӗҫ тесе хӑвна та хӗрхенместӗн. Халӑх тавтапуҫӗ сана сывлӑх тавӑрса параймӗ.
— Ҫулла каймалла та пулӗ. Пуҫ час-часах ыратакан пулчӗ.
— Кайма укҫа кирлӗ.
— Эп илекенни ҫитмест-и?
— Алра нумаях мар. Ыттисем кассӑра.
— Пуррине илесси тем мар.
Сӳнтерчӗҫ. Марье упӑшки ҫумне йӑпшӑнчӗ, ыталарӗ:
— Мӗскер эс паян кушак пек ачашланан? — тӗленчӗ Трофим Матвеевич.
2
«Ҫавал» колхоза виҫе ял кӗрет: Тури Ҫавалкаспа Анатри Ҫавалкас тата Ҫавалкас. Ял чиккисем ӑҫта пулнине халь пӗлме те хӗн. Вӗсене пӗр-пӗр пӗчӗк ҫырма е ҫул ҫинче ӳсекен сысна курӑке тапса тухнӑ тӑкӑрлӑк ҫеҫ палӑртса тӑрать. Колхоз пӗрлешнӗренпе ял ячӗсӗне калакан та сахал. Пурте Ҫавалкас теҫҫӗ.
Тури Ҫавалкас ҫӳлте. Анаткас Муталка тӑрӑхӗнче. Ҫавалкас — Ҫавалӑн икӗ енӑпе ларса тухнӑ. Кунта колхозӑн центрӗ. Клуб, правлени ҫурчӗ, тыр кӗлечӗсем, кӑпӑр-капӑр ял хуҫалӑх машинисем лартмалли сарай, автомашинӑсен гаражӗ.
Правлени хыҫӗнче ҫӑтӑр-ҫатӑр йывӑҫсемпе хупӑрланнӑ пысӑках мар сад ӑшӗнче вулав ҫурчӗ. Ҫакӑнта ӗҫлет Марье.
Ҫак садра, Прыгунов киличчен, районти уполномоченнӑйсем, ҫӑра курӑк ӑшӗнче тӑсӑлса выртса, пӗр-пӗринпе шахматла е шашкӑлла вылянӑ. Василий Иванович ӗҫлеме пуҫӑннӑранпа вӗсем килменпе пӗрех, анчӑх иртни халӑх асӗнчен тухмасть.
…Ирех правление ҫитнӗ Трофим Матвеевич чӳречерен складсем патнелле тинкерчӗ. Унта халӑх хӗвӗшет. Умранах тулли михӗсем тиенӗ лавсем иртеҫҫӗ. Лаша урисем кӑчӑрланса ларнӑ юра сирпӗтсе туртаҫҫӗ, шуса кайнипе малти урисем ҫине кукленеҫҫӗ. Тахӑшӗ лашине чӑм шыва ӳкернӗ, йӗнерчӗк тӗлӗнчен пӑс тухать.
— Ҫывӑраҫҫӗ бригадирсем. Таканлама та наряд памалла — шухӑшларӗ председатель.
Машинӑсен сарайӗ патне ҫитерехпе автомашинӑ кивӗ юпа шӑтакне кӗрсе ларчӗ. Кузовра ларакан кодкозниксем вӑшт-вашт кӑна сиксе анчӗҫ, Трофим Матвеевич хӑлхине «харӑс! харӑс!» — тесе кӑшкӑрни ҫитсе кӗчӗ. Машинӑ тӗмиҫе хут кайлӑ-майлӑ сулӑнчӗ, ҫӑра тӗтӗм кӑларчӗ. Татах харӑслатса тӗкрӗҫ, кӑлараймарӗҫ. Шофер кӗреҫе йӑтса пычӗ.
Тараса патӗнче хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумкӑ ҫакнӑ Виссарион Маркович айлашать. Пӗрре вӑл тараса пуканесене купалать, тепре илет, хутне чӗркуҫҫи ҫине хурса ҫырсан, кӑранташне хӑлха хыҫне хӗстерет. Унтах галифе тӑхӑннӑ Санька. Вӑл, аллисемие сулкаласа, такама тем кӑшкӑрать, михӗсене ҫӗре е тараса ҫине илсе хума пулӑшать.
Фермӑ енчен трактор кӗрлеттерсе тухрӗ. Ун хыҫне икӗ урапа кӑкарнӑ. Вӑл тараса патӗнче чарӑнчӗ. Трактор кӗрлевӗпе тулнӑ тавралӑх сасартӑк шӑпланчӗ, моторне чарнӑ тракторист гусеницӑ ҫине тухса тӑчӗ.
Председатель Кадышева палласа илчӗ.
«Маттур! Пуринчен те ир ҫитрӗ. Каччӑ пек мар, ирех тӑнӑ. Ҫур сехет килтен ҫитме, ҫур сехет тапратма. Халь ултӑ сехет. Апат пӗҫерсе ҫиеймен ӗнтӗ. Эй, хусах пурнӑҫӗ! Хам пурӑнса курнӑ. Ырламаллиех ҫук. Хӑҫан-ха вӑл тракторне юсаса пӗтерӗ? Е ӑна юсасшӑн та мар-и? Виссарион Марковича каламалла. Ҫимуна сахалтарах пӑлахан пертертӗр вӑл»,— шухӑшлать Трофим Матвеевич.
Кӗрсе ларнӑ автомашинӑна кӑларчӗҫ, вӑл та тараса патне пырса тӑчӗ.
Халӑх хӗвӗшӗвӗ Трофим Матвеевича тыткӑнларӗ, ӑшра темӗнле мӑн кӑмӑллӑх ҫуратрӗ. Пӗтӗм колхоз, мӗн чухлӗ ҫын пӗр этеме пӑхӑнать, вӑл хушнине тӑвать, чунне парса пурнӑҫлать. Паянхи Ҫавалкас ӗлӗкхи мар. Халӑхпа ӗҫлеме пӗлмелле. Ӗҫ кунӗ пушӑ пултӑр ҫеҫ, колхозник вӑрмана ӗҫлеме каять, унта май ҫук пулсан, район центрӗнчи завода. Тӗрлӗ артельсемпе промкомбината та ҫын кирлӗ. Хваттер нуши касмасть, ӗҫрен тухсан килнех утаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫавалкассене ӗҫлеме те хаваслансах илеҫҫӗ. Ҫӗклеймерӗ никам та колхоза. Трофим Матвеевич ҫеҫ ӑна алла илчӗ. Ҫавӑнпах пуль Прыгунов «коммерцине» районтисем те кури куҫа курми тӑваҫҫӗ. Василий Иванович ятлакалать ӗнтӗ. Ӑҫтан пурне те курса ӗлкӗртӗр тата секретарь? Колхоза хӑлах енлӗ аталантаратӑн тесе вӑрҫать вӑл. Колхоз хӑй хуҫа, унӑн хӑйӗн демократийӗ: мӗн тупӑшлӑрах, усӑллӑрах — ҫавна туса илмелле те. Пӗлет хӑй хакне Трофим Матвеевич. Ҫавӑнпа никамран хӑрамасть.
Председатель шухӑшне алӑк сасси татрӗ. Пӳрте утса мар, вӗҫнӗ пек кӗчӗ Марье. Упӑшкине пӗр уйӑх курманла пырсӑ ҫулӑхрӗ, пукан ҫине вӑйпах лартрӗ.
— Мӗн эс ирех автан пек савӑнӑҫлӑ?
— Эс ху кам пек? Кайрӑн та тухса, манӑн пӗчченех ҫӗр улми суйласа тултар..
— Пӗтертӗн-и?
— Тара тытрӑм. Халь пӗтереҫҫӗ те пуль.
— Ку вара ытлашши. Хам та пулӑшма пыраттӑм.
— Сана шансан… Библиотекӑна уҫиччен илсе килсе пӑрахасчӗ. Ҫырмаран автомашинӑ хӑпараймасть, пӑрлӑ, тен, трактор яратӑн?
— Вӑн, кайса кала Кадышева. Ҫӗр улми тиеччен ахалех ларать.
Марье ҫӗкленчӗ, упӑшки ҫине ӑшӑ-ӑшӑ куҫпа пӑхса илчӗ:
— Тришка, колхоза пӗр ҫирӗм пӑтне ҫеҫ сутар-ха кӑҫал «Москвич» илесчӗ.
— Сана валли машинӑ ҫуккӑ-и? Эс пуп майри мар машинӑпа чупма.
— Эс ӗмӗрех председательте ӗҫлетӗп тетӗн-и? Пурри пӑсмасть.
— Пулатӑп-и, пулмастӑп-и… — ҫӑмкине пӗрсе куҫ айен пӑхма тытӑнчӗ упӑшки.
Арӑмӗ ӑна аван пӗлсе ҫитнӗ. Мӗншӗн хирӗҫес? Марье ҫавӑнпа та тек калаҫса тӑмарӗ, мӗнле кӗнӗ, ҫавӑн пекех вӗҫсе тухса кайрӗ. Каларӗ пулсан, Марье тӑватех. Улӑшкине мар, шуйттана улталать те, хӑйӗнне тӑватех.
«Укҫа ытларах илнӗҫемӗн выҫлӑхланать. Ҫӗр ҫывӑрмасть ҫӗр тенкӗшӗн. Ҫӗркаҫ ав каштах каларӑм, хам тариччен Виссарион Марковича кайса каланӑ. Лешӗ тата, шкул ачипе пӗрех, Марьене итлет. Хирӗҫтарсе яр-ха арӑмна, виҫӗ кун сана сӑмах чӗнмест, хӑй шутланинчен пӑрӑнмасть. Куркаланӑ ӗнтӗ. Мӗн тӑвать пурлӑхпа? Кама валли? Хӗрхенекенӗнне хӗрлӗ йытӑ ҫиет, тенешкел, сая каять ахалех», — шухӑшлать председатель, трактор патне чупакан Марье хыҫҫӑн пӑхса.
Сӗтел ҫинчи телефон шӑнкӑртатрӗ, Трофим Матвеевич трубкӑна ҫӗклерӗ.
— «Ҫавал» колхоз итлет. Алло. Сывах, Василий Иванович, Салам. Тавтпуҫ. Ӑҫган шӑнкравлатӑр? Хир-пуҫӗнчен алла. Мӗнле калас, вӑрлӑх ҫитет пуль тесеттӗм. Халь ҫурхи тулӑпа люцӗрнӑ вӑрри илме тивет. Пусу ҫаврӑнӑшӗ йӑлтах пӑсӑлчӗ. Кӑҫал сӑрт айлӑмӗсене пӗтӗмпех люцернӑ акасшӑн. Пуху ирттертемӗр. Халӑх ӗҫшӗн ҫунать. Ята ярас ҫук. Ан щикленӗр. Ҫапла, илсе килтӗмӗр. Хаклӑ, Василий Иванович, хаклӑ. Колхозан чӗрӗк тупӑшӗ тухса кайрӗ. Ҫакаҫҫӗ мана кӑҫал колхозниксем. Укҫин виҫӗ пусӗ те ахаль килмест, ӗҫ кунӗпе парассине чакарма юрамасть. Коммерци? Ҫук, Василий Иванович, нимӗнле услам шухӑшӗ те ҫук. Фермӑсем? Ӑнланатӑп. Кӗтӗр тепрер ҫул. Вӑй илер. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫумасан, Ҫавал та сарӑлмасть.
Председатель калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑмӑлсӑрланчӗ. Райком секретарӗ ӑна «Ҫавал» колхозпа кана интересленнӗн туйӑнать. Юрать килмерӗ-ха, вара ҫӗр улмне ӑсатасси те пулмастчӗ пулӗ. Ытлашшине государствӑна сутӑр, тетчӗ: йӳнӗ хакпа ухмах суттӑр. Кунта кӑнтӑр халӑхӗсем килсе пан улмине килоне ҫирӗм пилӗк тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, пирӗн мӗншӗн ҫӗр улмне вӗсем пек сутас мар? Ҫӑкӑр-тӑвар пире-хирӗҫ. Ҫапла вӑл. Фермӑсем пирки те секретарь асӗнчен кӑлармасть. Мӗн тумалла вӑл фермӑсемпе тупӑш памаҫҫӗ пулсан? Усрать колхоз тӑхӑрвунӑ ама. Ҫитет. Ҫӑвӑрласанах — ҫурисене колхозниксем. Пӑхӑр, ӳстерӗр, колхоз шучӗпе государтвӑна парӑр. Укҫи — хӑвӑра, ячӗ — колхоза. Колхоза иртсе пырасси телефон тытса шӑнкӑравласси мар. Ил-ха эс гектар пуҫне утмӑл центнер аш. Пӳсӗр тухӗ. Прыгунов илет. Ырлаҫҫӗ хаҫатсем Трофим Матвевича. Вӑтӑр пинсенчен районта чи хастарри, чи пултарулли. Тӑрӑшман мар, тӑрӑшнӑ. Вӑй хунине парти манакан мар-ха. Депутата суйларӗҫ. Кӑм пӗлет, тен, пӗр-пӗр кун Трофим Матвеевича ылтӑн Ҫӑлтӑр парас текен указ та тухӗ?
Сӗтпе те япӑх мар. Сӗте колхозниксене колхозшӑн партараймаҫтӑн. Ҫавӑнпа ку ферма чысра.
Чӑх ури каялла сирпӗтет. План тултармалӑх ҫур пин усрасан та ҫитет. Икшер-виҫшер пин усрасан вӗсем пӗтӗм колхоз ыррине пӗрчӗн-пӗрчӗн сӑхсах ҫисе ярӗҫ. Колтозниксене вара — кар аври. Малтан пус перекетлеме вӗренмелле, унтан колхоза ертсе пым юрать.
Ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ Трофим Матвевич ҫӗр улми пушатакан колхозниксем патне тухрӗ.
3
Трактор кабининче пӑчӑ та шӑршлӑ. Мотор хӑлхана ҫурасла кӗрлет, трубаран тухакан тӗтӗм, ҫил ҫапнипе, чӳрече хушӑкӗсем витӗр кӗрет. Рычагсем тата. Ҫак мӗшӗлтишӗн мӗн тума тем тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тумалла?
— Хам пулсан, ӗмӗрте те тракторпа ӗҫлессӗм ҫук, — тет Марье. Павел ӑна илтмест, мотор кӗрлевӗ ҫамахне хуплать. Калаҫу пуҫарасшӑн сӑлтав шыраса Марье кӑшкӑрса калать.
— Ҫапла, хӗрарӑм ӗҫӗ мар. Вӗсем ытларах ал ӗҫне юратаҫҫӗ.
— Пӗчченех пурӑнатӑн-и? — кӑшкӑрать каллех Марье.
— Иккӗн, — хуравлать Павел, йӑл кулса.
— Тери кам?
— Хӗртсурт.
Марье те кулас килмен ҫӗртенех кулать. Унӑн вӑтанни те иртет, хӑюланать.
— Итле-ха, Павел, эп сана ҫӗркаҫ тӗлӗкре курнӑ.
— Ак тата. Усала-ши, ырра-ши?
— Калас-и, калас мар-и? — шухӑшлать Марье, качча сӑнаса. Ҫук, унран мӗншӗн вӑтанас?
— Эс мана хытӑ-хытӑ пӑчӑртаса ыталаран. Сывлӑш тухми пуличчен.
— Трофим Матвеевичпа пӑтраштартӑн пулӗ.
— Унпа сана… — кӳрененҫи пулать Марье.
— Чӑн пулсан аванччӗ, — каҫса кайсах кулать каччӑ.
— Сан пек хитре хӗрарӑма ма ыталас мар?
Марье хӑй ҫине ал хурасса кӗтсе куҫне хупать. Анчах тӗкӗнмест каччӑ. Ун еннелле ҫаврӑнарах ларнӑ та тӑхать, пӑхать хӑмар та пысӑк куҫӗпе.
Ҫырма урлӑ та каҫрӗҫ.
— Эх, — вӑрҫать хӑйпе хӑй Марье. Ҫулӗ ытла та кӗске. Маларах пуҫлаймарӑм сӑмӑха…
…Борчӗсене сарса хурса, урапи ҫине хӑма тӗрентерсен, Павел прицеп ҫине икӗ хул хушшине икӗ михӗ хӗстерсе йӑта-йӑта хӑпарчӗ. Виссарион Маркович пулӑшма тесе янӑ Володьӑпа кӳршисем те тулли михӗсене пӳртрен кӑларчӗҫ.
— Вӑй-тӑк — вӑй! — тӗлӗнчӗ Марье, Павел икшер михӗ ҫӗклесе хӑпартмассерен. Унӑн куҫӗсем сӳнми хаваслӑхпа ялкӑшрӗҫ, ҫӳхе тути хупӑнма пӗлмерӗ. Председатель килӗнчи ҫӗр улмие тиесен Виссариои Марковичсем патне куҫрӗҫ. Ӗҫ кал-кал шурӗ. Павел борта хӑпартрӗ. Фуфайкӑ тӑхӑнса тухнӑ Нинӑна прицеп ҫине ҫӗклесе лартрӗ. Черет Марье патне ҫитрӗ. Павел аллине кӗрсенех вӑл чӗтресе илчӗ.
— Пӗтрӗн, мана лартаймӑн.
Павел Марьен вӗри сывлӑшне хӑйӗн пичӗ ҫинче туйрӗ. Тем хушӑра хӗрарӑм каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ те тарчӗ.
— Кума, ан. Вӗсем паян апат та ҫимен. Павел! Володя! Ӑҫта васкатӑр. Атьӑр, атьӑр, — пырса тытрӗ Марье Павела.
— Тен, ҫӗр грам пулать апла, — терӗ Володя, пускӑча хута яма парахсах.
— Кунашкал ӗҫшӗн ҫур кило та шел мар. Ан, кума, тем катемпи пек ларатӑн. Апат ҫиччӗр.
Павелан Нинӑна каллех ҫӗклесе антарма тиврӗ. Лартса панӑ эрех кӗленчине Марье тем пек хистесен те, трактористсем текӗнсе те пӑхмарӗҫ. Ӑшаланӑ ҫӑмартана киленсех сӗтпе сыпса ҫирӗҫ.
— Мункун ҫихмесӗрех ҫирӗмӗр. Ҫылӑхӗ хуҫине пултӑр — шӳтлерӗ Володя.
Шӑпланнӑ Марье, диван ҫине кайса ларса, хусканмасӑр Павела сӑнарӗ. Ыттисем асӑрхама пултарасран та хӑпамарӗ, Нина чӗнсен те илтмерӗ. Павел ун куҫӗн хӗлхемне апат ҫисе тухсан ҫеҫ асӑрхарӗ. Ӑна самантлӑха Галя куҫӗпе тӗл пулнӑн туйӑнчӗ, «юрататӑп сана» тет пулас.
— Мираж, — персе ячӗ Павел саспах.
— Мӗнле мираж?— тӗлӗнчӗ Володя.
— Чӑх ҫӑмарти хур ҫӑмарти пек курӑнчӗ, — шӳтлерӗ Павел, туйӑмне пытарса.
Кӑнтӑрла ҫитерехпе Володьӑпа Павел ҫӗр улми ҫунисене униче хапхинчен тракторсемпе сӗтӗрсе тухрӗҫ. Телефон юписем ҫинче ларакан хурчӑкасем, мотор сассинчен хӑраса, тӳпенелле вӗҫе-вӗҫе ҫӗкленчӗҫ.
4
Тимӗрҫӗн йӑли ҫавнашкал: кӑштах «тӑваймастӑн» е «хатӗрсем ҫук» тесе курнӑҫланма юратать. Анчах тытсан тӑватех.
Павел вара Петӗре тӗплӗн, пытармасӑр, каласа пачӗ. Унӑн ӗмӗчӗ ӑна савӑнтармарӗ курӑнать, пуҫне ҫеҫ сулса тӑчӗ.
— Ураписем пур, ӑна паратӑп. Эка, чӗмере, ӑна лаша плугӗн урапи те юрамасть. Урӑх ман ним те ҫук. Рамисене мӗнле ҫыпӑҫтаратӑн? Болтсемпе-и? Мӗнле шӑтаратӑн? Манӑн пысӑк сверло та ҫук. Эпир ӑна иксемӗр ҫулталӑкра туса пӗтерейместпӗр. Ман хамӑн ӗҫ. Бригадӑсем еплерех ҫунтараҫҫӗ. Хӑвна шанатӑн пулсан — ӗҫле. Тулта тепӗр сунтал пур. Хӑть лаҫҫа кӗрт, хӑть тултах шакка. Эпир хӗрарӑмсем мар, тӗпел кукришӗнех вӑрҫмӑпӑр. Хӑтланса пӑх. Тен, мӗн те пулин кӑларӑн.
— Пӗччен йывӑртарах ҫав. Санах пулӑшма ыйтасшӑн, Петрушка, — терӗ Павел, тимӗрҫӗ час-часах хӑй ӑсталӑхӗпе мухтанма юратнине аса илсе. — Хӑнкӑла урине таканлама пултарнине Петӗр плуг тӑваймӗ-и?
— Эп мӗн… пулӑшӑп. Эка, чӗмере… Тульккӑш тӑвайӑпӑр-ши?
— Ма тумалла мар? Акӑ расчетсам, схемӑ акӑ, — кӗсьерӗн хут тӗрки кӑларчӗ Павел.
Петӗр кӑмрӑкпа хуралнӑ аллисене каткари шывпа ҫуса, шӑлса типӗтрӗ, вара хут ҫине тинкерчӗ.
— Эка, чӗмере. Мӗн линийӗсем кусем? Эп чертежота пӗлместӑп. Ҫичӗ ҫул ҫеҫ вӗреннӗ, — каштах сывласа ячӗ тимӗрҫӗ. — Эс мана луччӑ сӑмахпа ӑнлантар.
Татах кӑтартса пама тиврӗ.
— Эка, чӗмере. Пӗр ҫултах тыр-пул тухӑҫне икӗ хут ӳстерет-и? Вӑт плуг. Апла ма тӑвас мар? Эс Ҫавалкаса, пуйтарса яратӑн, — пӗтӗмпех килӗшрӗ Петӗр.
Лаҫа Гайкӑ Ваҫҫи чупса ҫитрӗ. Вӑл халь ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ курӑнать, кук тӗрри тапса тухнӑ пичӗ ҫинче минтер хутламӗсем касса кӗни те ҫухалман. Сарӑ куҫӗсем ӳрек-сӳрӗкрех. Хӑй фуфайкӑпа, кирзӑ атӑпа. Мӑн ҫӗлӗкӗ хӑлхисӗм тӑрнех анса ларнӑ.
— Эка, чӗмере. Кунашкалах ҫывӑрсан, тимӗрҫӗ пулаймастӑн эс. Эп икӗ сехет ӗҫлетет. Улаха чупма тытӑнтӑн ӗнтӗ, кашни ир ҫывӑрса юлатӑн. Ас ту, ак, кашкӑр капкӑнне ҫакланатӑн.
— Хӗвӗл те тин ҫех тухрӗ. Улаха ху чуп. Кашкӑр капкӑнне те ҫаклан, — нар евӗрлех хӗрелсе кайрӗ Ваҫҫа.
— Эс шкула ҫӳреместӗн-им? — ыйтрӗ Павел, ҫамрӑк ачана тимӗрҫӗрен ҫӑлас тесе. Те тӑлӑх ӳснӗрен, вӑл ҫынна вӑтантарма юратмасть.
— Эп виҫӗм ҫулах ҫиччӗмӗш клас пӗтернӗ, — терӗ Ваҫҫа куҫне ҫӗклеймесӗр.
— Малалла вӗрен.
— Интереслӗ мар. Вӗренес килмест.
— Спутник! Хӑв ӗҫне ан ман. Кӑмрӑк илсе кил. Вун икӗ милиметрлӑ пралук. Болтсем касма тытӑн. Челхӳпе кайран та ӗҫлӗн, — хушрӗ Петӗр.
Ҫамрӑк ача чӗрӗлчӗ, ҫырӑ куҫӗсем тимӗрҫӗ ҫине саванса пӑхса илчӗҫ. Вӑл витре ярса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ.
— Мӗн эс? Урса кайрӑн-им? Ураран ҫапса ӳкереттӗн вӗт. Вӑт спутник, вӑт колхоз аппендицичӗ, — янрӑрӗ тулта Володя сасси.
Комсорг лаҫа кӗчӗ, кашнинех ал пачӗ.
— Так, пуҫлатпӑр апла, Павел.
— Пуҫлатпӑр, Володя. Тимӗр королӗ ак чарма мар, пулӑшма пулчӗ, — Пӗтӗр енне пуҫне сӗлтрӗ вӑл.
— Ан пулӑштӑр-ха. Ӑна. Ҫавалкас Круппне, кашкӑр капкӑнӗпе мар, упа капкӑнӗпе ҫаклататпӑр, — кулса ячӗ Володя, тимӗрҫе куҫ хӗссе. Лешӗ хӗрелчӗ, анчах шарламарӗ. Павел темӗнле кулӑшла истори пулса иртнине сисрӗ, ыйтсан тимӗрҫе кӳрентересрен хӑрарӗ.
— Паян шурлӑх плугӗн рамисене пӑсса вырнаҫтарасчӗ.
— Рамӑ пирки ан кулян. Эп ҫӗркаҫ шкул директорӗпе калаҫрӑм. Вӗсен «трудпа» вӗрентме илсе килнӗ пӗр баллон кислород, пӗр баллон ацетилен пур. Ҫыпӑҫтаратпӑр. Пирӗн вара уншӑн шкул ачисене трактор ҫинчен вӗрентмелле пулать. Ак мӗнле экстлуатаци. Так. Килӗшӳ йывӑр, анчах урӑхла май ҫук. РТСри куҫса ҫӳрекен мастерской ҫӗмрӗк. Ӑна юсиччен ҫур аки иртет.
— Маттур, — савӑнса кайрӗ Павел. — Эпир рамӑсене болтпа ҫыпаҫтарас терӗмӗр. Электродне хамӑр та тӑватпӑр, пурӑ пур.
— Апла паянах илсе килес-и?
— Паянах.
— Хам, тракторпах каятӑп, — лаҫран тухса чупрӗ Володя.
Павел, Петӗре чӑрмантарас мар тесе, сунтала йӑвантарса кӗртрӗ. Тимӗрҫӗ те хӑй ӗҫне пӑрахрӗ ӗнтӗ. Шурлӑх плугӗн тӗренне касса шӗчӗклетнӗ чух вӗсем иккӗшӗ те тар юхичченех ӗҫлерӗҫ.
Комсорт пушӑллах таврӑнчӗ. Директор ыран ҫеҫ парать-мӗн. Парать те, шкул ачисене сваркӑ мӗнле тунине кӑтартма илсе килет.
Рамӑсене зубилӑла касаймастӑн ӗнтӗ. Кӑнтӑрлаччен лаҫра тӗрмешрӗҫ те, кӑнтӑрла иртсен Павел хӑй тракторне юсама тухса утрӗ. Лаҫа колхозниксем пырса тулчӗҫ. Пӗрин пуртӑ хӑйра тытмалла, теприн шӑвӑҫ мӑрье ҫӗлӗкне тутарттармалла. Хирӗҫме хӑнӑхман Петӗр ытти ӗҫне пӑрахсах вӗсемпе айланма пикенчӗ.
— Икӗ мулкача хӑвалатӑп, пӗрин хӳри те курӑнмасть, — салхуллӑн шухӑшларӗ Павел.
Шкул директорӗ хӑй сӑмахне тытрӗ. Ирхине, сакӑр сехетсем тӗлне, вӑл икӗ баллон лартса ҫитрӗ. Трактористсем вӗсене майлаштарса та пӗтереймерӗҫ, шкул ачисем килсе тулчӗҫ. «Трудпа» тата физикӑпа вӗрентекен учительницӑ Маргарита Степановна, вӑрӑм та хыткан хӗрарӑм, те Володьӑна, те Павела ҫапла каларӗ:
— Эх, ӑстасем, халь те аппаратсене вырнаҫтарса ҫитереймен.
Володя йӗплемесӗр чӑтаймарӗ.
— Эсир шкулӗпе ҫулталӑк хушшинче майласа ҫитерейменнине эпир ӑҫтан пӗр сехетре майлӑпӑр?
Павел шӑрпӑк чӗртсе сваркӑ кранне уҫрӗ. Кӑвак ҫулӑм хыпса илсе кӗрлеме тытӑнчӗ. Хӑмӑр кантӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ тракторист шурлӑх плугӗн рамисене касма пикенчӗ.
— Кур-ха, кур, пӑчкӑпа татнӑ пек касать.
— Ҫулӑмӗ ҫине ан пӑх, суккӑр пулатӑн.
— Павел пичи, кӳр-ха, эп те касса пӑхам, — шавларӗҫ шкул ачисем.
Ӑнлантарасса вӗсене Маргарита Степановна ӑнлантарчӗ. Ку класӗ кайсан, тепри килчӗ. Рамисене касса пӗтернӗ Павелӑн сваркӑ тума пуҫӑнмаллаччӗ, анчах учительницӑ татах касса кӑтартма ыйтрӗ.
Уроксем пӗтсен кӑна Павел пӗтӗмлех хӑй ӗҫӗпе ӗҫлеме пикенчӗ. Ҫапах сӗм ҫӗрлечченех тимӗрҫӗ лӑҫҫи патӗнчен ачасем хӑпа пӗлмерӗҫ, колхозниксем курма пычӗҫ. Павел вӗсем енне ҫаврӑнсах пӑхмарӗ, Володьӑпа пӗрле пулас плугӑн рамине ҫыпӑҫтарса хучӗҫ.
5
Марье упӑшкине Шупашкара ӑсатса ярсанах ниҫта кайса кӗме пӗлеймерӗ. Пурӑнман пӳрте кӗрсе арчине уҫрӗ, лайӑх якатса хунӑ платйисене пӑтратрӗ. Тӗлӗнмелле-тӗлӗнмелле хитре кӗпе тӑхӑнас килчӗ унӑн. Пӗри килӗшмерӗ, тепри. Арча тӗлӗнчен хӗр чухнехи сар платйине туртса кӑларчӗ. Трофим ҫураҫма килнӗ каҫхине тӑхӑннӑччӗ ӑна. «Сарӑ тӗс ултавлӑ», тенӗччӗ Трофим Матвеевич. Пулас упӑшки витӗр курнӑ-мӗн. Ҫапах та «ултавлӑ пулсан та хитре», тесе хучӗ.
Халь юратсах утюгларӗ ҫав платйӗне Марье, хывӑнса тӑхӑнчӗ. Пушанман та, тӑвӑрланман та. Тӗкӗр умне пычӗ. Сӑнран пӑхсан та хӗртен нимӗнрен те ӳксе юлас ҫук. Питре ҫаплах ҫамрӑклӑх сӑнӗ ялкӑшать. Сӑмса тӑрринчи йӗр? Вӑл куҫа пӗрмесен палӑрмасть.
Хӗвел сарай хыҫне пытанчӗ. Кӑнтӑрла сӗлкӗшленнӗ юр кӑчӑр пулма пуҫларӗ. Хӑйӑ ҫутас вӑхӑт та ҫитрӗ. Пӳртре нимӗн те курӑнмасть. Ҫапах ҫутӑ ҫутас килмест.
Шухӑшсем хирӗҫӳллӗ, шухӑшсем канӑҫсӑр. Ӑҫта телейлӗ пурнӑҫ Марьешӗн, ӑҫта чӑн-чӑн пурнӑҫ? Ӑҫта юрату? Юрату та ҫук, ӑна ҫынсем ҫеҫ шухӑшласа кӑларнӑ. Кур-ха, ҫуркунне шӑнкӑрчсем епле хитрен курӑнаҫҫӗ. Юррине еплерех шӑрантараҫҫӗ тата. Анчах чӗлхисене кӑларса ӳстерсенех вӑрманалла саланаҫҫӗ. Юрри те пӑчланать. Тӗсӗ те улшӑнса хитремарланать. Хуп-хура шӑнкӑрч сала кайӑк теслӗ пулса тӑрать. Тепӗр юрату килмесӗр те хитрелӗх таврӑнмасть. Чечек те суя ҫеҫкесемпе ҫурӑлать. Хӑй ӗмӗрне тӑсассишӗн хитреленет, хурт-кӑпшанкӑсене илӗртет. Пӗтӗҫленсе юлать — шанать, тилет ҫеҫке. Ӑна татса кӗрсе ларт вазӑна — ҫиелтен тутлӑ шӑршӑ сарать, ӑна чиксе лартнӑ шывӗ шӑршланать. Чечекӗн чӑн-чӑн пурнӑҫӗ вӑрринче. Этем те ҫавах мар-и? Этем — кайӑк мар — тӗкӗсене ҫутҫанталӑк пулӑшнипе ҫутатаймасть; этем чечек мар — ҫеҫке ҫураймасть. Ҫавӑнлах пуль питне-куҫне сӑрлать, чӗринче мӗн пуррине пытарать, ыттисем умӗнче урӑхларах, лайӑхрах курӑнасшӑн. Пурӑнса пӑхатӑн та, унран нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Этем — этемех. Ҫапла пулчӗ Сергейпе. Ашӗ ҫӗрӗк те хӑвӑл пулчӗ каччӑн. Трофим та ӗнтӗ темӗнле вӑрттӑнлӑхне ҫухатрӗ. Халь йӑлтах унӑн умӗнче — кашни вак-тӗвек ҫитменлӗхне пӗлет Марье. Тупӑнать те ҫӗнни — вӑл та кивелет. Ҫапла япала вӑл — юрату. Кам пӗлет, тен, Сергейшӑн та, Трофимшӑн та Марье суя ҫеҫке кӑна…
Ӑшра пӑлхануллӑ, ӑшра тӗтӗм явӑнать, йӳҫӗ тӗтӗм, кулленхи пурнӑҫ тӗтӗмӗ. Пӗччен тӑрса юлсан, ҫумӑнта никам та пулмасан, вӑл татах та йӳҫӗ.
Ҫенӗк алӑкне шалтӑртаттарни ӑна шартах сиктерчӗ. Сысна ҫӗмӗрет-мӗн. Выльӑхӗсене тӗ хупма маннӑ, ӗнине те суман.
Тулти ӗҫсене пухрӗ, ҫенӗкре мотоциклӑн ӑпӑр-тапӑр пайӗсене пӑтратрӗ, ал тормозӗн татӑлса кайнӑ тросне тупса пӳрте кӗчӗ. Ҫӗнӗ шухӑш унӑн пуҫӗнче хӑвӑрт ҫуралчӗ.
— Иккӗн. Эп тата хӗртсурт, — аса килчӗҫ Павел сӑмахӗсем.
— Виҫҫӗн пулатпӑр, — кулчӗ Марье. Буфет алӑкне уҫрӗ, чей стаканӗ ҫине эрех ячӗ. Ҫук, ӗҫес килмерӗ, «Упӗнтер, хӑюллӑрах пулӑн», — хистет шухӑш. — «Пӗрле, пӗрле ӗҫӗпӗр», — хирӗҫлет ҫӗнӗ шухӑш.
Менелникрен тӑрса юлнӑ коньяк кӗленчине пальто кӗсйине чикрӗ, ҫутӑ сӳнтерсе урама тухрӗ.
Таса тӳпе. Уйӑх ҫурмаран каснӑ пӑхӑр укҫа евӗр. Ун тавра ҫӑлтӑрсен пасарӗ пуҫтарӑннӑ. Катара-катара, ҫур-ҫӗр енчи инҫетре пӗлӗтсем вӗтлӗх вӑрман пек курӑнаҫҫӗ. Вӑрманӗ тикӗс мар, ҫырма-ҫатраллӑ, тӑвайккиллӗрех ҫӗре вырнаҫнӑ. Тӑвайкки вӗҫлекинче пӳрт ларать, мӑрйи те пур, мӑрйинчен тухакан тӗтӗмӗ аялалла явӑнса анать, илемлӗ вармана тӗтӗрет. Сасартӑк Марьене тӳпери вӑрман та, хутса янӑ кӑмакаллӑ пӳрт те чӑнлӑх пек туйӑнать, анчах унта «турӑ» мар, унӑн чӗрине пӑлхатакан пӗр-пӗр илемлӗ каччӑ ларнӑн туйӑнать. Ырӑ ҫӳҫенчӗк сӑрӑлтаттарать шӑм-шакка.
— Таврӑн, таврӑн, — тесе чӗнет пек ҫав каччӑ.
Ҫаврӑнсанах ҫил те хирӗҫ вӗрет. «Кай-кай, малаллах ут», тесе хӑвалать. Хыҫра — юмах, умра — чӑн-чӑн пурнӑҫ, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ. Сулса ятӑн пулсан — ҫап, шухӑшларӑн пулсан — ту. Юмахри та ҫынсем ал усса лармаҫҫӗ, юмахри пурнӑҫ — ҫӗр ҫинче телей тупайманнисемшӗн.
Ӑҫта пытанать хӑюлӑх? Сана ялта «арҫынла Марье», теҫҫӗ. Е чӑнах та юрату пур-ши? Юрату вӑтантарать-ши харсӑр Марьене?
Кӑчӑртатать шӑнса ларнӑ юр. Вӑрра кайнӑн ҫӳҫентерет, шиклентерет.
Икӗ каҫ Марье вулав ҫуртне Павел пырасса чӑтӑмлӑн кӗтрӗ. Пымарӗ каччӑ. Володя пӗр-икӗ хут та кӗрсе тухрӗ, пӗрлех ҫӳрекенччӗ, анчах унран юлташӗ пирки ыйтма хӑймарӗ. Халь, ак, килте те пулмӗ, таврӑн вара каялла.
Фермӑран тухакан тӑкӑрлӑкпа вӑрӑм ҫын тухни курӑнчӗ. Вӑл васкамасӑр, ывӑннӑ ҫын уттипе утать. Утӑмӗ — сарлака. Павел пек туйӑнать. Хуса ҫитес. Пӗрле кӗме те лайӑх. Анчах урасем итлемеҫҫӗ, урасем — ют, Марьен хӑйен мар.
Асӑрхамасть, курмасть каччӑ хӑй хыҫӗнчен пыракана. Утать те утать. Хапха алӑкӗ шалтлатрӗ, кӗҫех чӳречерсенчен урама ҫутӑ ӳкрӗ.
Марье хапха умӗнче чылайччен тапранмасӑр тӑчӗ. Умра никам та курӑнмасть. Уҫрӗ. Темшӗн ӑна картишӗнчи кашни кӗтесре ҫын сыхласа тӑнӑн туйӑнчӗ. Тухать пек, сурать пек. Васкасах пусма картлашки ҫине хӑпарчӗ. Кунта самаях тӗттӗм. Уйӑх ҫути те ӳкмест. Крыльца юписенчен пӗр пысӑк пралук карнӑ. Ун ҫине ҫунӑ ал шӑлли тухса ҫакнӑ. Вӑл шӑнса ларнӑ, ҫил вӗрнипе кӑпӑртатса хусканать. Такам утать, такам килет тейӗн.
Чӗтрекен алпа алӑк хӑлӑшне ярса тытрӗ. Питӗрмен. Уҫрӗ. Сӑмсана нефть, тимӗр тата темӗнле палламан шӑршӑ пырса ҫапрӗ. Ҫенӗк хӑмисем тӑрӑх сассӑр утса чылайччен пӳрт алӑкне шырарӗ. Петли-ҫке ку? Ӑҫта хӑлӑпӗ? Акӑ, кунта-мӗн. Шаккарӗ.
— Кӗр! Кӗр! — янрарӗ Павел сасси.
— Ман килес… Ыр каҫ пултӑр, — терӗ Марье, сасси улшӑнса тухнинчен хӑй те тӗлӗнсе.
Тӗпелте ҫӑвӑнакан Павел умывальнике танкӑртаттарать.
— Анна, эсӗ-и? Е хреснапай?
— Ҫук, эп, — хуравларӗ Марье.
Пилӗкӗ таранах хывӑннӑ Павел ҫӑмламас ал шӑлли йӑтса тӗпелтен тухрӗ.
— Мария Сергеевна?! — тӗлӗнчӗ вӑл. — Мӗнле килме пӗлтӗн. Иртсе лар, мӗн алӑк патӗнче тӑратӑн?
— Эп, Павел, сан лата ӗҫпе. Кӗҫ ҫулла пулать… Мотоцикл юсамалла. Ак тросс. Татӑлса кайрӗ. Сыпса параймӑн-и? — васкамасӑр та та вӑтанарах калаҫре Марье.
— Эс иртсе лар, — шалти пӳлеме кӗчӗ Павел. Хӗрарӑм пальтине хывмасӑрах сӗтел ҫывӑхӗнчи таянмалли пукан ҫине пырса ларчӗ, пӳртри шӑплӑхран тӗлӗнсе таврапалла тилкерчӗ. Шап-шурӑ мачча, таса пӗренесем. Сӑрланӑ урайӗ те таса. Кам ҫуса парать-ши? Хӑй мар ӗнтӗ. Хӗрарӑмсем е хӗрсем. Арҫын вӗсемсӗр пурӑнать-и? Анчах кам? Кам алли перӗнет ҫак урая? Ҫав алсемех кил хуҫине ытамлаҫҫӗ-ши? Тӗпелти сак ҫеҫ тирпейсӗр. Унта кӗнекесем купаласа хунӑ, ун айӗнчех уҫса пӑрахнӑ чӑматан такам ҫула хатӗрленес пек кӗтсе выртать. Тумтирӗсене алӑк патӗнчи ятарласа тунӑ вешалкӑ ҫине ҫакнӑ.
Каччӑ тумланса тухрӗ.
— Тирлейлӗ сан, Павел, — чӑтаймасть Марье. — Арӑмӳ пурпа пӗрех. Ман Трофим пулсан…
— Хӗртсурт сӗрсе парать, — шӳтлерӗ каччӑ. — «Телӗнмелле, — шухӑшларӗ. вӑл. — Мӗншӗн-ха председатель арӑмӗн ун патне килмелле? Тросс, тет. Вӗсен ҫывӑхӗнче Петӗр пур. Ман пата ҫитме ҫухрӑм ытла утмалла.
Хайхи куҫ аса килчӗ. Хӑйсам патӗнче апат ҫинӗ чух тӗл пулнӑ илӗртӳллӗ куҫ. Хӑйне вӑтанарах тыткалани мӗн ҫинчен калать тата?
Павел чӳрече каррисене антарчӗ, Марье ҫӑмӑллӑ сывласа яни унӑн шухӑшӗсене ҫирӗплетрӗ. Троса кӑнтӑрла тимӗрҫӗ лаҫҫи патне те йӑтса пыма пулать.
— Кӳр-ха аппин… Тросна пӑхар.
— Ак, тормоз тросӗ.
Павел ӑна алара ҫавӑркаларӗ.
— Сыпма пулать. Электросваркӑпа. Тӗрӗссипе ал тормозӗ кирлех те мар, — тинкерчӗ каччӑ Марьене.
— Ман мотоциклӑн ура тормозӗ те тытмасть, — ҫӑлӑнӑҫ шыранӑн васкасах персе ячӗ Марье. — Сыпатӑн-н?!
— Кирлӗ пулсан, ма сыпас мар.
— Апла пулсан, манран ҫур литр, — кӑларса лартрӗ Марье коньяк кӗленчине. — Ҫӗр улми йӑтса панӑшӑн та ӗҫтереймерӗм.
— Кӑна эс ахалех илсе килнӗ, — кӑмӑлсӑрланчӗ Павел — Ӗҫлекен ҫыннӑн апачӗ мар вӑл.
— Халь мӗн ӗҫлен? — кулчӗ? Марье. Кулни те хӑй кулли мар-ха, анчах хумканни, ютшӑнни иртсе пырать.Паян манран ӗҫӗр. Эрех ӗҫмен, пирус туртман арҫын — ҫурма хӗрарӑм, теҫҫӗ.
— Апла эп «полнӑй» хӗрарӑмах ӗнтӗ, — кулчӗ Павел.
— Халӑх сӑмахӗ. Мӗн хакпа илнӗ, ҫав хакнах сутатӑп.
— Халӑх сӑмахӗ тӗрӗс пулакан. Вӑл-ку юрӗ… Хӑнана килнӗ ҫынна хӑваласа ямаҫҫӗ. Эрех пулсан, апат хатӗрлес пулать. Манӑн урҫан темех ҫук, ҫапах тупкалӑпӑр, — сӑмах вакларӗ Павел. Кухньӑ сӗтелӗнчен ҫӑмартасем, Володя илсе килнӗ шӑрттан юлашкине кӑларчӗ.
— Кӳр, хам хатӗрлетӗп, — сиксе тӑчӗ Марье. Вӑл йӑпӑр-япӑр пальтине хывса ҫакрӗ, тутӑрне салтрӗ, пӗр платйӗ вӗҫҫӗнех тӑрса юлчӗ. Павӗл ирӗксӗре унӑн стайлӑ илемлӗ кӗлеткине тинкерчӗ. Чи малтанах пилӗкӗ тӗлнех анакан ал хурси пысӑкӑш хулӑн ҫивӗч куҫа курӑнчӗ, ӑна шап-шурӑ капрон лентӑпа вӗҫленӗ. Платйин арки сарлакарах пулин те, пилӗкӗ ҫӑт-ҫӑт. Кӗске ҫӑматӑ кунчи ҫийӗн илемлӗ ура хырӑмӗ курӑнать.
— Павел, — терӗ Марье. — Сан пата никам та килмелле мар-и?
— Ҫук-ҫке, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Ҫапах, ҫенӗке ҫаклатсан аван пулмӗ-и? Атту килен-кӗрен тем шутлӗ.
«Юрӗ-и, питӗретӗн вӗт», — ыйтрӗҫ унӑн куҫӗсем. «Ҫаклатсан тата ытларах шутлама сӑлтав пулать», — Шухӑшларӗ Павел, ҫапах та тухса ҫаклатрӗ.
Марье вучах умӗнче вӑр-вар. Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунать, ҫатма та чашкӑрма пуҫларӗ. Юрать-ха, ырӑ кӑмӑллӑ хӗреснамӑшӗ пур. Атту ҫын куҫ умӗнче намӑс та курӑн. Вӑл ҫу, кӗрле килсе панӑ.
— Павел, турелккесем хатӗрле, — хушрӗ Марье. — Шӑрттанне хӑвах касса хур.
Сӗтел хушшине ларчӗҫ. Малтанхи куркана сӑмахсӑр, пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса шаккарӗҫ.
Эрех ӑша ҫурса анса кайрӗ. Павел ҫывлӑшне аран ҫавӑрса ячӗ. Ӗҫме хӑнӑхнӑ ҫын пек, ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршларӗ, питне-куҫне пӗркелентерчӗ. Марье чей сыпнӑ пек, ҫӳҫенмесӗрех, сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн ӗҫрӗ, Павел сасартӑках хырӑмӗ хытӑ выҫса кайнине туйрӗ. Кӑнтӑрла Петӗрсем патне каҫса кӑшт-кашт ҫырткаланӑранпа ӑша хӗлхем те яманччӗ. Вӑл ӑшаланӑ ҫӑмартана васкасах ҫиме пикӗнчӗ.
«Шеремете, апат пӗҫерсе паракан та ҫук», — шухӑшларӗ Марье.
Татах сыпрӗҫ.
— Кичем, Павел. Тӗлӗнмелле салху. Трофим Шупашкара тухса кайрӗ. Пӗчченех эп килте. Никампа калаҫса ӑш-чике пусарма ҫук.
— Эс ху савӑнӑҫ хуҫи. Санӑн пӗр пӳрт кӗнеке. Эп пырса пӑтратаймарӑм-ха. Тен, мана юрӑхлисем, кирлисем, тупӑнӗҫ, — хуравларӗ Павел хӗрарӑм-мӗн каласшӑн пулнине туйман пек.
— Пыр, — савӑнчӗ Марье. — Шыра. Тракторсем ҫинчен справочниксем те пур. Володя илкелесе каять.
— Ӗҫсем пур-ха. Пушансан санӑн библиотекунтан та тухма пӗлмӗп.
— Тем пекчӗ, — ҫиҫрӗ Марье. Хальхинче эрехне хӑех тултарчӗ, пӗрремӗш хут тав туса ҫӗклерӗ:
— Улах ӗҫкишӗн, Павел, — черккине арҫынла, шалтах ӳпӗнтерчӗ Марье. Пӗр хушӑ пуҫне аллисемпе тӗревлесе ларчӗ, унтан Павел ҫине чылай вӑхӑт хушши сӑмах чӗнмесӗр тӗмсӗлсе пӑхрӗ.
— Ҫапла пултӑр эппин.
Марье ҫаплах каччӑ ҫине пӑхрӗ.
— Юрататӑп, Павел, — сасартӑк сӑмах хушрӗ вӑл. — Сана юрататӑп.
Каларӗ те ҫапла, темӗнле йывӑр япалана хӑй ҫинчен илсе пӑрахнӑн ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
6. Асли вырӑнне асли тупӑнать
1
Трофим Матвеевич Шулашкара кӑйсан пушӑ алпа таврӑнмасть.
Ӗлӗк, предҫедателе суйличчен, суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен тусӗсем халь те ӗҫлеҫҫӗ-ха. Хӑшӗ-пӗрисем службӑ пусми тӑрӑх ҫӳлтен те ҫӳле хӑпарчӗҫ, теприсем вырӑнтах талӑртатрӗҫ, хӑшӗсем аялтан та аяла анса пычӗҫ. Теприсем… Ялти йӑла ютра юраман, терӗҫ. Социализм обществи, гигантла утӑмсем турӗ пулин те, тӗрлӗрен йӑх-яхсенчен хӑтӑлса ҫитеймерӗ. Пӗри патшалӑх кӗсйине хӑй кӗсйинчен уйӑраймарӗ, тепри хӑйне сӗрнине хирӗҫ пулаймарӗ… Вӗсене кирлӗ ҫӗре ӑсатрӗҫ. Анчах ахаль калаҫҫӗ-и ӑслӑ вырӑнне ӑслӑ, ухмах вырӑнне ухмах, вӑрӑ вырӑнне вӑрӑ тупӑнать, тесе. Шыв пулсан пулӑ пурӑнать. Трофим Матвеевичшӑн ҫынпа паллашасси темех мар: чӗлхе-ҫӑвар ҫаврӑнать.
Шӑпа такам патне те ҫитерет. Кирлӗ кунта ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ, асӑркамасан — ҫӗрӗк тунката та такӑнтарать. Кивӗ тусӗсемпе вӑл ӗлӗк мӗнле пурӑннӑ, халь те ҫаплипех: калаҫмӑ та, хӑналама та ӳркенмест. Лешсем те унӑн кӑмӑлне аван пӗлеҫҫӗ. Кирлӗ япала пуррине пӗлчӗ пулсан, таҫта-таҫта ҫитет те — илет. Ҫитменнине вӑл суту-илӳ работникӗсен мухтавӗ: вӗсен ятне варалама мар, чапа кӑларчӗ. Юлса пынӑ «Ҫавал» колхоз ҫинчен халь реопубликӑра та асӑнаҫҫӗ.
Виссарион Марковича ӑсатса ярсан виҫӗ кунталах Трофим Матвеевич Шупашкара ҫитрӗ. Тракторсемпе автомашинӑсем валли запаслӑ пайсем туянса ӑсатнӑ хыҫҫӑн республикӑри тавар базинчен тата ҫӗнӗ стройкӑсенчен хӑпма пӗлмерӗ. Района шӑнкравларӗ, райӗҫтӑвком председателӗпе нумайччен калаҫрӗ. Райсоюз счечӗпе икӗ тоннӑ белилӑ тата хӑмла ҫыртарса илчӗ. Колкоз председателӗн критикинчен хӑракан райсоюз председателӗ ырӑ кӑмӑллӑ Герасимов япаласене тиеме машинӑсем те ярса пачӗ.
— Вот кооператор. Оперативнӑ! Ҫапла ӗҫлесен сана ма мухтас мар! Маттур, Мӗн тӑватӑн унта? Отчет? Бухгалтерсене хӑвала. Кил, кил хам кунта чух, — калаҫрӗ Трофим Матвеевич телефонпа.
Чӑнах та, Герасимов ҫав кунах «Победӑпа» Шупашкара карлаттарса ҫитрӗ. Каҫхине вӗсем халӑхпа тӑках тулнӑ «Атӑл» ресторанта ларчӗҫ. Колхоз председателӗ шампански ҫеҫ ӗҫрӗ, тусӗсене е коньякпа, е шурӑ эрехпе хӑналӑрӗ.
— Матвейч! — кӑла, эп сана усал тунӑ-и? Туман. Хӑҫан эс мана пленумсемпе конференцисенче намӑслантарма пӑрахатӑн? — ҫыпӑҫрӗ Герасимов. — Района мӗн килет, чи малтан сана, — шӑлчӗ вӑл куҫӗсене.
— Ҫитӗ, ҫитӗ… Мӗн иртнине асӑнатӑн. Эс ҫавна шута ил: эп трибунӑ ҫине тухсанах оратор кӗҫҫипе чирлетӗп, — шӳтлерӗ Трофим Матвеевич. — Малалла тӗкӗнместӗп сана. Халь ӗҫлессе те лайӑх ӗҫле пуҫларӑн.
— Эп начар ӗҫлемен. План тулса пырать…
«Эрех сутнипе план тултарма ҫӑмӑл», — шухашларӗ предоедатель, анчах Герасимова урӑхларах хуравларӗ. — Вот маттур. Ҫавӑпта чӗннӗ те сана хӑнана. Ӗҫрӗмӗр. Ну-ну, мана чул тума эп хӗрарӑм мар, ӗҫрӗмӗр…
Ирхине бавӑра ӗҫлекен пӗр тусӗ Трофим Матвеевичран ҫапла ыйтрӗ:
— Мӗн тӑван кун чухлӗ хӑмлапа? Колхозна авлантаратӑн-им?
— Май уявӗнче колхоз ӗҫки тӑватӑп. Ку пӗрре. Унтан колхозниксене кирлӗ. Ку иккӗ, — пӳрнисене хутлатса нимӗн кулмасӑр пӗлтерчӗ вӑл. Куҫӗ ҫеҫ самантлӑха чее хӗлхемле ҫиҫсе илчӗ.
Машинӑсене ӑсатса ярсанах, Трофим Матвеевич ҫак таварсем колхоза мӗн чухлӗ тупӑш парассипе шутлама пуҫларӗ.
Белилӑ — дефицит. Колхозниксене кирлӗ. Ӑна халь йӑлӑр-япӑрах тупса илме ҫук. Хамӑр ҫынсене кӑшт хаклӑрах хакпа, ют ялсене икӗ хакпа сутӑпӑр. Пӗлтӗр илнине кӑҫал та илеҫҫӗ. Патшалӑх хакӗ те пӗр кило хӑмла хӗрӗх тенкӗ, пасарта кӗренкки вӑтӑр тӑрать. Иккӗмӗш сорт ӗнтӗ. Ял ҫынни сортне пӑхса тӑмасть, лавкка хӑмли хаяр, тет. Кӗҫ уяв тата: мункун, пӗрремӗш Май. Куҫпа курса юлаймӑн. Хӑмлах хӗрӗх пин енне тупӑш парать. Ҫул укҫи, тӑкак пур шӑртак. Тупӑшӗ вара…
Чӑнах та, Ҫавалкаса ытти ялсенчен колхозниксем кашни ҫуркуннех белилӑла пӑта патне пыраҫҫӗ. Колхоз патшалӑх хакне хӑпартса икӗ хакпа шӑйӑрать пулин те, кирлӗ япалашӑн укҫа шел мар. Ӑҫтан туятӑн урӑх? Пурнӑҫ лайӑхланса пырать, ҫурт-йӗр тӑвакансен йышӗ ӳсет. Пӑхатӑн та пӗр-пӗр урама, машинпа мар, лавпа иртсе кайма та вырӑн ҫук: пура ҫине пура, пӗрене кули ҫине пӗрене купи. Райсоюз ҫывӑрать. Ҫывӑрмасан та тепӗр чух республикӑ склачӗсенче тупса илейместӗн. Трофим Матвеевич вара Свердловска та, Мускава та, Чулхулана та каять е ярать. Шыракан тупать.
Ӑмсанаҫҫӗ ытти ял ҫыннисем Ҫавалкас председательне, колхозниксем умӗнчех мухтаҫҫӗ. Ку унӑн ятне, чанне тата ытларах хӑпартать.
Шупашкартан Трофим Матвеевич савӑнса таврӑнчӗ. Станцӑра ансан, парти райкомне кӗме шухӑша та илменччӗ, Василий Иванович вокзал умӗнче курчӗ те тӳрех хулран ҫавӑтрӗ: — Колхоз маршалне салам. Эп сирӗн пата кайма хатӗрленнӗччӗ.
— Халь тата каймастӑр-им? — секретарь аллине чӑмӑртарӗ колхоз председателӗ.
— Савӑнсах пыратӑп. Хуҫа ҫук ҫӗре кайма ырӑ мар. Йӑшӑншастӑп пулсан, эс Шупашкартан пулас…
«Ӑҫтан муртан пӗлет? — шухӑшларӗ Трофим Матвеевич, хура куҫӗсемпе секретаре сӑнаса. — Малтан унашкал марччӗ, халь пӗр утӑма та пытарма сук».
— Ӗҫ тупса патӑр мана чупмалӑх. Трактор та комбайн, жнейкӑ та молотилкӑ. Шыра ӗнтӗ ҫӗтӗк агенчӗ пек тӗрлӗ шеҫтернесем, коленвал та насуссем. РТС качча кайма шухӑш тытнӑ хӗрле: каяс килет — илӗртет, кӗпе-йӗм ҫитменни чӑрмантарать. Колхоз кивелнӗ кӗрӗкле: паян саплатӑн, ыран шӑтать, ыран саллатӑн — виҫмине ҫурӑлать. Председателӗн агент та, инженер та, ҫӗвӗҫ те пулмалла.
— Чӗлхӳне аннӳ лайӑх ҫакса янӑ вара, — йӑл кулчӗ Василий Иванович, председателӗн чеен ялкӑшакан куҫӗнчен тинкерсе. — Хӑш-пӗр ҫынсен пысӑк ҫитменлӗх пур: чухӑнланма, макӑрма юратаҫҫӗ. Вӑл мухтаннинчен ырӑрах, лайӑхрах. Ҫапах та пилӗк ҫӗр листа шифер туяннине ма пытаратӑн? Хӑмла тата? Сӑра завочӗ уҫатӑн-им? Колхоз купец мар, пӗрлешӳллӗ хуҫӑлӑх, — сасартӑк улшӑнчӗ райком секретарӗ. Халь кӑна вылякан кулли таҫта кайса ҫухалчӗ, тути ҫӑтӑланчӗ.
«Герасимов элеклеме те ӗлкӗрнӗ. Ах, тӑмсай. Сана текех коньяк мар, шыв та ӗҫтермӗп. Тӑхта ак тепӗр пухуччен», — шухӑшларӗ Трофим Матаеевич, куҫне секретарьтен пытарса.
— Хӑмли вӑл, Василий Иванович, пӑсмаҫть. Колкозник пӗр кӗрепенккешӗн пасара утать, ак сана пӗр ӗҫ кунӗ ҫухалать те. Колхозра кладовщик патне пырать те аванс шучӗпе ал пусать кӑна. Хӑвӑрах кашни пленумрах янратӑр: «Ҫын ҫинчен шухӑшламалла, ҫынна пулӑшмалла». Вӑт пулӑшатпӑр.
— Юптару, Матвеевич, юптару. Хам хресчен пулнӑ. Вӑрман ҫыннин хӑмла ҫук тенине ӗненместӗн.
— Ӗнентерме аташкаланӑ хӗр мар. Тарчӗ вӑрман, инҫете тарта…
— Хӑмла ҫинчен колхозӑн тахҫанах шухӑшламалла. Эсир ҫӗр хуҫиеем. Миҫе хутчен калатӑп: юпа ларатпӑр, пралук пур. Ма пӗр вунӑ гектар лартас мар? Унашкал суту-илӳпе колхоз экономикине яланах хӑпартаймӑн. Вӑл халлӗхе ҫеҫ. Темиҫе ҫултан пурте ҫителеклӗ пулать: белилӑ та, пӑта та, шифер та. Хӑмла сире ӗмӗрлӗх. Кашни гектартан, лайӑх пӑхсан, ҫитмӗлшер, ҫӗршер пин таран тупӑш парать.
— Ал ҫитмест, кӗркунне ӗлкӗрме ҫук: хӑмлине тат, ҫӗр улмипе кӑшманне кӑлар, кантӑрне те тат, — хирӗҫлет Трофим Матвеевич. Ашӗнче хӑй ҫаплах Герасимовпа ятлаҫать.
Райком секретарӗ вӗрентсе калама тытӑнсанах колхоз председателӗ лӑпкӑлӑхне ҫухатать, хӑвӑртрах унран хӑпма тӑрӑшать. Вӗрентме халь пурте ӑста, тума ӑс ҫитмест. Лешӗ, хумханнине сиссенех, ямасть, уйрӑлмасть. Колхозӑн кашни шӑтӑкне кӗрсе тухса хурапа шурра кӑтартать.
Райкома кӗчеҫ.
Трофим Матвеевич килнӗ пуйӑспах парти обкомӗн представителӗ те ҫитнӗ-мӗн. Ӑна вӗсем асӑрхаман. Лешӗ, калаҫса тӑнӑ хушӑра, вӗсенчен асӑрхамасӑр иртсе кайнӑ пулас.
— Каҫар, — терӗ Василий Иванович Прыгунова, — паян татах пырасси пулмарӗ. Тепрехинче, ак, уншӑн виҫӗ кунлӑхах персе ҫитетӗп.
— Шел, — хуравларӗ колхоз председӑтелӗ. — Мӗн тӑвӑн… Ҫапах кӗтетпер, — сыв пуллашрӗ вӑл. Хӑй ӑшӗнче: «Пыманни питӗ лайӑх… Хамсӑр колхозра тем туса хунӑ-ха», — тесе шухӑшларӗ.
Фойене анса Ҫавалкаса шӑнкӑравларӗ, Марьепе калаҫрӗ, ӑна машинӑпа хирӗҫ тухма ыйтрӗ.
— Вӑхӑт ҫук. Лаша ярса ларӑп, — хуравларӗ арӑмӗ.
— Ытти чух илме хӑех тухаканччӗ. Килте темӗскер пулман-ши? — канӑҫсӑрланчӗ упӑшки.
2
Микулай мучин кӑмӑлӗ паян ҫурхи хӗвел пек. Хӑй те ирӗлет, ҫынсене те хӑйӗн ӑшшипе ирӗлтерес килет унӑн. Ӗнер вӑл больницӑра пулнӑ, унта тӗр харӑсах вун тӑватӑ шӑл ларттарнӑ. Селӗплӗхӗ ҫухалнинчен паян пӗчӗк ача пек телӗнет.
— Арлан тӑпри тетӗн? Ҫавна ҫиеле кӑларса ҫӗре пӑсрӑр та эсир, катемписем, — шӗвер пӳрнипе Володя ҫине тӗллерӗ Микулай мучи. — Яраҫҫӗ акапуҫне трактор туртнӑ таран, ҫиеле кӗл кӑна сирпӗнсе пырать. Ӗлӗк ман ана та Хурӑнвар уйӗнче пулнӑ. Тислӗкне тӑкма та ытлашшиех тӑкайман пӗр ӗнепе пилӗк-ултӑ сурӑх тислӗкӗ анкарти валли те ҫитмест. Мулкач, кашкӑр тула тухнисене эп шута илместӗп, тӑкнӑ пуль теҫҫеттин ҫине пӗр вунӑ лав, ҫапах ҫур пилӗкрен тӑватӑ урапаран кая илмен. Мӗншӗн тетӗн? Тарӑн сухаласа кӗл кӑларман. Халь Хурӑнварта мӗн ӳсет? Тырӑ тес, тырӑ мар. Акма этемех акать те, шӑтса тухсан шуйттан акса кайнӑ пек. Ман пуҫра ҫӳҫ унран ҫӑрарах, — пӑхлатса кулчӗ хуралҫӑ. Вӑл Володьӑна хирӗҫ чӗнтересшӗн тӑрӑшать-мӗн. Лар-ха, пӗччен никампа сӑмах хушмасӑр? Ҫӗрле пӗччен, кантӑрла пӗччен. Халь чӗлхе хурҫӑ шӑлсене перӗнет те яш чухнехи пек кӗҫӗтсе каять.
— Эс, Микулай мучи, ҫын куҫӗнчи шӑрлӑка курма юратан. Катемпи, катемпи, тесе ларатӑн, — йӗкӗлтерех калаҫать Володя. — Сан вырӑнта пулсан, эп ӗҫлекен ҫын патне пыриччен, карчӑкне ыталаса выртмалла. Чӗлхӳ айне пӑрӑҫ хутӑн-им? Вообще эс, юлашки вӑхӑтра, сознанисӗр элемент пулса кайрӑн, — ӗҫне пӑрахсах тӳрлетсе тӑрать Володя. Хӑй гимнастеркӑ вӗҫҫӗнех, ҫӗлӗкне ӗнси хыҫне антарса лартнӑ. Тарпа йӗпеннӗ сарӑрах ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ. Чӗкеҫ шатриллӗ пичӗ кӑмрӑк тусанӗпе хуралнӑ.
Мучи хӑйен тӗллевӗ пурнӑҫланнӑшӑн савӑнчӗ. Каччӑ «вӑлтана хыпрӗ», текех пӗччен мар. Чӗлхене ҫӗтес тесен, ҫамрӑк та ӳксех юлмасть.
— Ӗҫӳнтен ытларах чӗлхӳ, Улати. Аҫу санашкал марччӗ. Карчӑк пирки сана ҫавна калам: малтан авлан, пурӑнса кур, кайран хӑвах пӗлетӗн. Суснанисӗр алимент пирки ытлашши палкан, эс хӑв Трофим Матвейчӑ пӳлӗмӗнчи телефонӑн типӗ алименчӗ пек алимент — сӑмаххисене юриех пӑсрӗ мучи. — Эс те телефон пек ытларах янкӑртаттаран. Авлавмастӑн, ҫӗршыва чун хушса усӑ кӳместӗн. Шухӑшла хӑвах: эсӗ-и е эпӗ суснанисӗр алимент. Эп «холостяк» тӳлеместӗп, — йӑл кулса ячӗ мучи. Ҫӑра куҫ харши айне путнӑ куҫӗсем шӑши тытнӑ кушакӑнни пек ялкӑшма тытӑнчӑҫ. Вӑл тӗпленсех калаҫма хатӗрленчӗ: хӗлӗх пӑралукпа чӗлӗм чӑпӑкне тасатса вӗрчӗ, пирус кӑларса табакне ватса кӑларчӗ.
— ВолоДя! Минутлӑха кил-ха, куваллӑ ҫапмалла, — кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ лаҫҫинчен Павел.
Каллех калаҫасси путланчӗ. Каччӑ хуралҫа пӗчченех хӑварса лаҫа чупрӗ. Тӑлаххӑн ларса юлчӗ трактор ҫуни ҫинче Микулай мучи.
Ҫӗркаҫ сырса илнӗ тӗтре шӗвелсе кайрӗ, ир енне тӳпенелле хӑпарса хӗвелле пӗлӗтсене ҫул уҫса пачӗ. Кантӑртан нӳрӗ те вӑркӑш ҫилсен кӗтӗвӗ кӑпса килчӗ. Акӑ халь те хӗвел тухни икӗ сехете яхӑн кӑна, анчах каҫхине те шӑнман шыв хӑй юхӑмне вӑйлатрӗ, ҫырмасемпе шырлансене васкарӗ, унти тӑлӑх йӑмрасен тымарӗсене ҫурӗ, хум ҫилхине вӗлкӗштерсе кӗрлерӗ.
Кӗскелчӗҫ ҫӗрсем. Хӗллехи каҫсенче Микулай мучи фермӑ ҫурчӗсем тавра вунӑ-вун икӗ хут ҫаврӑнма ӗлкӗретчӗ пулсан, халь вӑхӑт йӗппи ытла та хӑвӑрт куҫать. Дояркӑсем ӗне суса пӗтерсен апат ҫиесҫӗ. Ал ӗҫӗ тытнӑ чух ӗнтрӗк те пытанман-ха. Дежурнӑйсене икӗ-виҫӗ хут вӑратса витесене яратӑн, хӑв та вӗсемпе пӗрле тухатӑн. Сисмесӗрех тухӑҫра кӑвак ҫутӑ палӑрма пуҫлать. Хуралҫӑ пурнӑҫӗ йӑлтах пуҫ хӗрлӗ: ҫынсем ҫывӑрнӑ чух — ҫӳре, вӗсем ӗҫленӗ чух — ҫывӑр. Хӑнӑхнӑ та — пырать. Ирхине пӗр-икӗ сехет кӑтӑш пулатӑн та — каллех ура ҫинче.
3
Фермӑсенче хӗвӗшӳ пуҫланчӗ.
Колхозниксем кил хушшине тислӗкрен тасатрӗҫ, платниксем сысна витин урайӗсене коридорне ҫӗн хӑмасемпе сарма тытӑнчӗҫ. Кормокухньӑ алӑкӗ патӗнче шыв тӑкӑна-тӑкӑна пӑрланса ларнӑ лаптӑксем касрӗҫ. Хӗрачасем ҫурайман вут муклашкисем юр айӗнчен ирӗлсе тухрӗҫ. Атӑ-мӑтӑскерсене тиесе тимӗрҫӗ лаҫҫи латне кӑмрӑк тума кайса тӑкрӗҫ.
Пӗтӗм ӗҫе Трофим Матвеевич хӑй йӗркелерӗ. Вӑл Павелпа чип-чипер ӗҫлекен Володьӑна чӗнтерчӗ, вӑрман-промхозри пӑчкӑ ҫуракан завода кӗрпе тиеме кӑларса ячӗ. Тепӗр кунне ӗне витин коридорӗсене вӗтетнӗ улӑмпа хутӑштарса ӗнесен айне пӑчкӑ кӗрпи сарса тухрӗҫ.
Ҫынсем яла ыран-паянах пысӑк хӑна килмелли ҫинчен калаҫрӗҫ. Кам килмеллине лайӑххӑн никам та пӗлмерӗ. Колхоз председателӗ ӑна пысӑк вӑрттӑнлӑхра тытрӗ.
Кӑнтӑрла иртсен, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне РТСран куҫса ҫӳрекен сварочнӑй аппарат лартнӑ машинӑ персе ҫитрӗ. Хепӗртенӗ Павел «пиллӗк» илнӗ шкул ачи пек савӑнчӗ. Трактор ҫуни тата кивӗ муклашкасем ҫине хӑпартса лартнӑ плуг рамисем ҫумне пулас урапасен тӗревӗсене ҫыпӑҫтарма тытӑнчӗҫ.
Ӗҫӗ те тепрер сехетрен пӗтетчӗ пуль, лаҫ умне Трофим Матвеевич пырса тухрӗ. Чылай хушӑ пӑхса тӑчӗ вӑл ӑнланакан трактористсем ҫине. Унтан Павела кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ те:
— Ку мӗн амакӗ тата? — терӗ.
Каччӑ председателе малтанах асӑрханӑччӗ. Ӑна курсанах шухӑшсем салаланса кайрӗҫ. Хӑлхара ҫаллах Марье сасси янӑранӑн туйӑнать: «Сана юрататӑп, Павел». Хӗрарӑм ӑна хӑй юратӑвӗ ҫинчен уҫҫӑн калани пӗр енчен савӑнтарать пек, тепӗр енчен… Ӑсатма тухсан тӗттӗм ҫенӗкре чуп турӗ ӑна Марье. Каччӑ чӗри чӑтаймарӗ… Ӑсатма тухрӗ… Килнех ҫитерчӗ.
Председатель патне Павел хӗрелнӗ питпе пычӗ, унӑн ыйтӑвӗ ҫине вӑтанарах тата такӑнкаласа хуравларӗ. Плугпа унӑн пысӑк пуласлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ.
— Ӑҫта тӗрӗслесе пӑхнӑ ӑна?
— Ниҫта та.
— Апла пулсан мӗн… Усси ун виҫӗ пуслӑх та пулмӗ. Колхоз сӑнав станцийӗ мар. Кур-ха, тупнӑ тӑккаланмалли. Кам чӗнсе илчӗ мастерскоя?
— Эпӗ хам.
— Колхоз шучӗпе усӑ курма шутларӑн апла? Чарӑнӑр ӗҫлеме! — кӑшкӑрчӗ вӑл электросварщикпе шофера. — Курӑр-ха, тимӗрҫӗ лаҫҫинче частнӑй предприяти уҫнӑ. Петӗр, кил-ха. Хатӗрлесе ҫитертӗн-и колхоза ҫуракине? Сана эп Шупашкара кайичченех виҫӗ кунлӑх срок панӑччӗ. Ку плугсене хӑҫан юсатӑн? Хӑҫан сӳре шӑлӗсене лартса пӗтеретӗн? — кӑшкӑрашма тытӑнчӗ Прытунов.
Колхоз председателӗ ҫапла хӗрсе кайнине Павел пӗрремӗш хут курчӗ. Ҫавӑнпа вӑл ун ҫине художник пек интересленсе пӑхрӗ. Трофим Матвеевичӑн пит ҫӑмартийӗ вӗттӗн-вӗттӗн сиккелет. Ун умӗнче Петӗр, вӑрӑпа пӗрремӗш хут ҫакланнӑ ҫын пек, куҫне уҫаймасӑр пуҫне ҫӗрелле чиксе тӑчӗ.
— Колхоз тимӗрне тӑккалатӑр. Эс мар-и макӑран, Петӗр, вӑл ҫук та ку ҫук тесе? Халь колхоз япалинчен кӗпер тумалӑх та тимӗр тупӑнчӗ! — янӑрарӗ председатель.
— Ӑна Павел хӑй тупнӑ. Колхозӑн мар, — аран ҫеҫ ҫӑвар уҫрӗ Петӗр.
— Унӑн аслашшӗ хуҫа пулнӑ-и? Ӑҫтан туптӑр вӑл. Павел хӑюланать.
— Трофим Матвеевич. Йӑлтах мӑна айӑплӑр. Эп хирӗҫместӗп. Анчах пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтеретӗпех.
— Эс трактора юсаса пӗтер-ха. Атту килнӗ-килмен акӑш-макӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ. Колхоза усӑ ларас вырӑнне тӑкак кӳретӗн. Эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? — сиксе ӳкрӗ вӑл сварщикпе шофер ҫине. — Эп чӗнмен сире, яра парӑр.
Татах чылай шавларӗ председатель.
Чӑтаймарӗ Павел пӑрахса утрӗ.
Акӑ сана тӑван кӗтес саламӗ. Эс ӑна пуянрах, ырӑрах тӑвас шутпа тавранатӑн та ҫӗнӗ ҫӗртен, сана пулӑшас вырӑнне малтанах такӑнтараҫҫӗ. Неушлӗ Прыгунов ним те ӑнланман этем? Каласа пачӗ вӗт-ха вӑл ӑна, усӑ пуласса ӗнентерчӗ. Вӑл пур…
Ҫапах алла усмалла-и? Ҫук. Икӗ мулкачран пӗрне тытас хӑть. Вӑл килне кайса апат ҫисе тракторӗ патне таврӑнчӗ.
Усал хыпар унпа ҫӳрет. Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчи шӑв-шав ҫинчен ытти трактористсем те пӗлнӗ-мӗн. Элекҫипе Гришка Павела таҫтан вӗр-ҫӗнӗ магнето тупса илсе пырса пачӗҫ.
— Халлӗхе сур-ха эс плугӗ ҫине, таканласа пӗтер хурҫӑ утна, — терӗ Элекҫи.
— Лашине тытса кӳлсен, пушшине явма пулать, — ҫавӑрса лартрӗ Гришка.
— Совестнӑ, — ярса илчӗ Микулай мучи. — Контушӑн пулнӑ этем вӑл, Матвейчӑ. Пулкалать унпа унашкал-кунашкалли.
— Эс, Николай Андреевич, Арлан Аркайӗ калавне каласа пар-ха пӗрех хут, — куҫне чеен ялкӑштарчӗ Володя. — Паян тем ӗҫлес кӑмӑл хӑнана кайрӗ.
— Пӗр пуҫланӑ япалана каласа пӗтермелле ҫав… Ҫапла ӗнтӗ. Ийя… Ҫапла кумсумул пӗлтӗр маххӑ памарӗ, кӑҫал та аптрамасть пек. Пӗр Санькӑна ҫеҫ йӗркене кӗртейместӗн, — хушса хучӗ мучи.
— Суккӑр лаша пекех ҫултан пӑрӑнатӑн, — чӑтаймарӗ каччӑ. — Эс хӑвна Аркай мӗнле ислетни ҫинчен каласа катарт.
— Пулнӑ, пулнӑ унашкал-кунашкалли, Вӑл мар-ха халь… Ав, ҫын килет. Ваҫлей Иванчӑ мар-и ҫав? — ыйтрӗ мучи, ҫын еннелле тинкерсе.
— Тӗрӗс. Так. Райком секретарӗ килнӗ, — хавасланчӗ Володя. — Кахал йытта вил мулкач. Савӑн, Павел, халь каласа паратӑп.
— Ҫук, самах та ан шарла, — тавӑрчӗ ана Павел. — Элеклеме кирлӗ мар. Хамӑр вӑйпах пӗтеретпӗр.
Трофим Матвеевич унашкал такӑнтарсан, виҫӗ ҫулта та вӗҫлейместпӗр, — ҫине тӑчӗ комсорг.
Павел хӑйсем патнелле килекен ҫын ҫинелле тинкерчӗ. Ара ку, леш, парти активӗн пухӑвне ертсе пынӑскер-ҫке. Ҫавракарах пит-куҫлӑскер, янахӗ пӑч-путӑк. Путӑкӗ янахне икӗ пая пайлать, ӑна кирек кам та тӳрех асӑрхамалла.
— Салам Ҫавалкас маттурне, Николай Андреевича та салам, — терӗ вӑл, вӗсене ал парса. Павела пӗр хушӑ хӑйӗн кӑвак куҫӗпе чӑрлаттарса сӑнарӗ.
— Каҫарӑр, сире паллаймастӑп, — терӗ вӑл, Павела та ал парса.
— Кадышев, тракторист, — хуравларӗ каччӑ.
— Тахҫантанпах ӗҫлетӗр-и?
— Ҫук. Килни те икӗ эрне ҫурӑ кӑна.
— Ҫапла пуль терӗм. Ҫартан таврӑнтӑр-и?
— Казахстанран.
— Тарса килтӗр алла. Эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн пӗчӗк кӑна кӗтесӗмӗре ытла та чиксӗр юрататпӑр пулас. Ҫӗпӗре те, Казӑхстана та каяҫҫӗ, ҫав-ҫавах нумайӑшӗсем каялла таврӑнаҫҫӗ. Ку пирӗн те ырӑ ен, те ҫитменлӗх, — хӑйпе хӑй калаҫнӑ пекрех пуплерӗ вӑл.
— Василий Иванович, — калаҫӑва кӗчӗ Володя, — кунта та лайӑх механизаторсем кирлӗ. Унта вӑл виҫӗ ҫул ӗҫлесе панӑ. Ҫитет. Килме вӑл пысӑк сӑлтавпа килнӗ…
— Казахстӑнҫа хӗр сахал, теҫҫӗ. Авланма мар-и? — шӳтлерӗ секретарь.
Павел хӑй хӗрелнине туйрӗ. Володя ҫав вӑхӑтра, нимӗн пулман пекех, Павел плугӗ ҫинчен, Прыгунов вӗсене ятласа тӑкса, ӗҫе пӗтермесӗрех хуса яни ҫинчен пытармасӑр каласа пачӗ. Павел юнани те, куҫӗсене хӗсни те пулӑшмарӗ. Тракториста райком секретарӗ тимлӗн итлерӗ, лешӗ каласа пӗтерсенех Николай Андреевича ҫупӑрласа илчӗ те.
— Пӑхатӑп та, Николай Андреевич, эс шӑлусене ҫивӗчлетсех пыратӑн пек туйӑнать. Сывлӑху эппин, лайӑх пуль-ха. Анна еплерех? Матрена Никитична мӗнле чупать? — тесе ыйтрӗ.
Кӑна курсан, Павел ҫапла шухӑшларӗ: унӑн ӗмӗтне райком секретарӗ те ӗненмест, ача вӑййи кӑна тесе шутлать, ав, Володя каланине итлесе пӗтерчӗ те тӳрех урӑх ҫӗре сиксе ӳкрӗ.
Микулай мучи ӑна хӗрӗ ветеринари фельдшерӗнче ӗҫленине пӗлтерчӗ.
— Сывлӑх вӑл, Василий Иванович, хӑвӑнтан килет. Хурт шӑтарнӑ пан улми пек ҫӗрсе ӳкес мар тесен, ытларах шӳтлемелле, савӑнмалла. Яшлӑхра хуйхӑр, ватлӑхра хуйхӑр — вара этем утмӑла та ҫитеймест. Ак, кусем, Матвейчӑ ҫиллине курнӑ та пуҫ усасшӑн. Ун пек нелҫе…
— Кур-ха, санӑн пурнӑҫ пирки хӑвӑн тепри иккен, — кулчӗ райком секретарӗ.
— Ватлӑхра ҫын ытларах шухӑшлать.
— Тӗрӗс. Ҫавалкасра яшшисем те шухӑшлаҫҫӗ. Килнӗ-килменех, ав, тепӗр маттур тупӑннӑ. Ну мӗн эс, Кадышев, пилеш хыпнӑ евӗр тӑратӑн, атя, кӑтарт хӑвӑн плугна, — тесе ӑна хулран ҫавӑтрӗ. — Эс, Николай Андреевич, Матрена Никитичнӑна салам кала, ырӑ сун. Эп сан патна пӗр-пӗр чух пылпа чей ӗҫме кӗрӗп-ха, — сыв пуллашрӗ секретарь хуралҫӑпа.
— Паянах пыр, Василий Иванович. Пыл пур-ха. Ҫӗр выртмаллах пыр, — чӗнчӗ Мйкулай мучи.
Василий Иванович пальти вараланасса пӑшасӑрах Володьӑпа Павела хулӗсенчен ярса тытрӗ те сулӑмлӑн ярса пусрӗ.
Василий Иванович плуга пур енчен те пӑхрӗ, ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан, чылай хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫапла хуравларӗ:
— Ман шутпа та усӑллӑ пулма кирлӗ. Туса пӗтерме пулӑшӑп. Кӑҫал сӑнаса пӑхӑр. Усси пулсан, ҫитес ҫул плугне тума заводах заказ парӑпӑр. Ытти пуласлӑхӗ паллӑ, Трофим Матвеевич ку плуг пирки колхоз масштабӗпе ҫеҫ шутланӑ. Санӑн ӗҫсем тата еплерех? — ҫаврӑнчӗ вӑл Володя енне.
— Трактор та, агрегатсем те хатӗр. Паянах лар руль умне, колхоз пустӑр такине, — ҫурма шӳтлерех хуравларӗ каччӑ.
Володя хӑйне ытла та ирӗклӗн тыткалани Павела тӗлӗнтерчӗ. Вӑл райком секретарӗпе тахҫанах пӗлнӗ ҫын тек калаҫать.
— Эс сӑвӑҫ иккен, — кулать секретарь. — Сӑвӑлани те лайӑх. Ман шутпа, пӗр ҫитменлӗхе асӑрхамасть комсорг…
— Мӗне? — чӑтаймарӗ Володя.
— Техникӑна ҫапла уҫӑ ҫӗртех лартас тетӗр-и?
— Сарайсем тӑватпӑр.
Каллех Прыгуновӑн шабашниксене шырама тивет.
— Хамӑр вӑйпа, Василий Иванович. Пӗтӗм комсомола тытса кӳлетӗп. Так. Материалне ҫеҫ паччӑр.
— Комсорг апла калать пулсан — шанма юрать.
Ҫак вӑхӑтра колхоз правленин технички чупса ҫитрӗ.
— Трофим Матвеевич ҫук-и кунта? — ыйтрӗ вӑл.
— Такам шырать-им ӑна? — интересленчӗ райком секретарӗ.
— Телеграммӑ килнӗ те… Машинӑпах леҫсе пачӗҫ. Питӗ васкавлӑ тет-и?
— Мана вулама юрать-и? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Эсир хӑвӑр янӑ пуль ӑна? Вулӑр.
Райком секретарӗ телеграммӑна васкамасӑр вуласа тухрӗ. Каракуль ҫӗлӗкне хыврӗ. Таҫтан килсе тухнӑ ҫил унӑн ярӑм-ярӑмӑн кӑвакарнӑ хумлӑ ҫӳҫне сапала пуҫларӗ. Вӑл пӗрре техничкӑ, тепре каччӑсем ҫине пӑхса илчӗ, вара сасартӑках улшӑннӑ сассипе ҫапла каласа хучӗ:
— Пысӑк хуйхӑ, ачсемӗр. Виссарион Маркович вилнӗ…
4
Парторгӑн ҫула тухсан та пуҫ ҫинчен шухӑш сирӗлмерӗ.
Чӗре такам умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗн тунсахпа тулса ыратрӗ. Сисӗнмеллех ыратрӗ вӑл. Киле темӗскер, питех те кирлӗ япала манса хӑварнӑн туйӑнчӗ. Анчах мӗн? Ӑна вӑл тавҫӑраймарӗ.
Каясса ҫӗр улми вакунӗнчех кайрӗҫ.
Станцӑсенче чылай тӑнӑ хушӑра вӑл кӗнекесем кая-кая илчӗ, анчах вулани пуҫа кӗмерӗ. Аптранипе вара Виссарион Маркович ҫӗр улми сутма пыракан колхозниксен калаҫӑвне итлерӗ: пӗрин пура кӑлармалла, теприн ӗне улӑштармалла: хӑрах чӗччи йӑлтах типсе ларнӑ-мӗн. Виҫ чӗчӗпех хӗл каҫарма тивнӗ. Хапӑс Петӗрӗ темӗнле станцӑра карт тухса илчӗ. Анран кайичченех «ухмахла» вылярӗҫ.
«М» хулине талӑк ҫурӑран ҫитрӗҫ. Вӗсен вакунӗсене тепӗр икӗ сехетренех кӑнтӑралла каякан состав ҫумне кӑкарчӗҫ.
Каллех ҫул. Каллех чукун ҫулӗнчен хӑпма пӗлмен телеграф юписем, вӗтлӗх вӑрман, сапаланчӑк ҫуртлӑ ялсем, юрсенчен тасалнӑ хирсем. Пӗр эрнерех кирлӗ вырӑна ҫитрӗҫ. Ҫӗр улмине икӗ кунтах сутса пӗтерчӗҫ. Хакӗ те аван. Унашкалах пуласса кӗтменччӗ Виссаррон Маркович. Нумай облаҫсенче ҫӗр улми пулманни хака ытлашшипех хӑпартса янӑ-мӗн.
Пӗрле пынӑ колхозниксене Виссарион Маркович ытти чухне ҫул ҫинче тӑккаланнӑшӑн тесе ниҫта кӑтартмасӑр пин ҫуршар параканччӗ. Хальхинче икӗ пиншер пачӗ. Пӗлӗр вӑл епле уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине, ытлашши ан салтӑр чӗлхӳсене. Сутнӑ пек укҫине вӑл банк урлӑ куҫарчӗ, каҫсерен гостиницӑ пӳлӗмӗнче чылайччен шутларӗ, ҫырчӗ.
Кӑнтӑрта ҫуркунне. Садсем шурӑ шупӑрпа витӗннӗ. Колхозсем ҫур акине те вӗҫленӗ ӗнтӗ. Хӗвел ҫуллахи пек ҫунтарать. Виссарион Марковича катари тӑван Ҫавалкаса та тахҫанах ҫуркунне ҫитнӗн туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа васкарӗ вӑл. Мускавалла вӗҫекен самолет ҫине билет туянчӗ, хӑйпе пӗрле Хапӑс Петӗрне илчӗ. Ытти виҫӗ колхозникӗ ҫула пуйӑспа тухрӗҫ.
Мускавалла вӗсем ултӑ сехет кӑна вӗҫрӗҫ. Ытти чухне вӗсем унта япаласем туянма, курса ҫӳреме тесе талӑклӑха е икшер талӑклӑха юлаканччӗ. Хальхинче тем васкатрӗ ӑна. Мускав — Хусан пуйӑсӗ ҫине ахаль билетсем ҫукчӗ ӗнтӗ, йӑлтах сутса пӗтернӗ; ҫапах та колхоз правленийӗ тӳлеменннне пӗлсех, иккӗшӗ те ҫемҫе вӑкуна билет туянчӗҫ.
— Улпут пекех илсе ҫӳрерӗн, — елпеке тутине пӑрчӗ Хапӑс Петӗрӗ — Ӑҫта мура васкатӑн? Ку хутӗнче путлӗн ӗҫсе кураймарӑмӑр. — Каймаллаччӗ пӗр-пӗр ресторана. Ӗҫменнине ӗненеҫҫӗ тетӗн-и? — Ҫан ҫинчен те ав, мӗн кӑна калаҫмаҫҫӗ! — катаран пуҫларӗ вӑл. Ҫӗнӗрен туяннӑ сап-сарӑ чӑматанне сак айӗнчи ещӗке кӗртсе лартрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗ Виссарион Марковича хускатрӗ-ши тесе, сарӑ куҫӗсемпе ун ҫине тӗллерӗ.
— Мӗн калаҫҫӗ? — асӑрханарах ыйтрӗ Виссарион Маркович.
— Пӗлместӗн пулать, — тавӑрчӗ Петӗр, кивӗ пальтине хывса. — Пӳрт тума илнӗ кивҫене те колхоз ҫӗр улмине сутсах татрӗ, теҫҫӗ. Санӑн перекет кассинче те ҫирӗм пин укҫа выртать имӗш. Эп илтнине ҫеҫ калатӑп, — сарӑ куҫне тартрӗ Петӗр.
— Тата мӗн? Пуҫларӑн-тӑк, каласах пӗтер.
— Выльӑх илнӗ пирки те, йӳнӗпе илсе хаклӑ кӑтартатӑн пулать.
— Тата мӗн? — купе алӑкне хупса лартрӗ Виссарион Маркович.
— Ыттисене эс ҫынсенчен ыйт, — таварчӗ Петӗр.
— Ах, эс подлец! — сасартӑк ҫупса ячӗ Петӗре Виссарион Маркович. — Арҫын-и эс е хӗрарӑм? Ман ҫирӗм пин укҫа ӑҫта? Ну? Ӑҫта? Кала, ӑҫта? — силлеме пихенчӗ вӑл кладовщике.
Пичӗ ун кӑвакарса кайрӗ, куҫӗсем ҫаплипех типпӗн те ҫилӗллӗн ялкӑшрӗҫ. Сывлама хӑвӑрт сывларӗ, тути вӗттӗн-вӗттӗн сиксе чӗтреме тапратрӗ. Чӑтаймарӗ… тепре ҫупса ячӗ.
— Ҫын сӑмахӗшӗн мӗн эс мана ҫапатӑн? — тарӑхарах ыйтрӗ Петӗр.
— Пӗлетӗп эп кам сӑмахне, — вӑйсӑррӑн кайса ларчӗ парторг купен ҫемҫе сакки ҫине.
— Ме, кайса ил! — сасартӑк пӗр ывӑҫ укҫа кӑларчӗ Виссарион Маркович. — Кӑна эп урӑ пуҫпа манса каяс ҫук.
— Пуйӑс кӗҫех каять, — хӑравҫӑллӑн пӑхкаларӗ Петӗр.
— Тата ҫур сехет. Чуп — хушрӗ Виссарион Маркович.
Кладовщик тухса кайсанах чӗри чиксе илнине туйрӗ вӑл, пӗр хушӑ тапмах чарӑнчӗ тейӗн. Вара васкасах сылтӑм аллипе сулахай кӑкӑрне йӑвалама пикенчӗ.
Юлашки вӑхӑтра час-часах чӗрепе аптрать вӑл. Ыратни иртсе кайиччен, куҫӗсене хупса, хусканмасӑр ларчӗ, ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.
Кӗсйисене эрех кӗленчи чиксе тултарнӑ Петӗр ҫитрӗ. Вӗсене купе сӗтелӗ ҫине кӑларса лартрӗ.
Купене урӑх ҫын таврашӗ ларакан пулмарӗ.
Пуйӑс тапрансанах малтанхи стаканӗсене шаккамасӑр, пӗр-пӗрне ырӑ та хура та сунмасӑр ӗҫрӗҫ. Куҫӗсене пӗр-пӗринчен тартрӗҫ. Иккӗшӗ те хӑвӑрт хӗрчӗҫ… Петӗр чӗлхи чи малтан салтӑнчӗ.
— Йывӑра ан ил, Виссар, чун чӑтмарӗ. Мана та икӗ пин, ыттисене те икӗ пин. Эп вӗсемпе мӗнле тан пулам-ха? Хӑнана чӗнсен те ӑслӑ хуҫа хӑнисене тан пахмасть: юратаканине, хӑйне усӑ кӳрекеннине, кӗрекене лартать, эрехпе ытларах сӑйлать. Акӑ, — вӑрӑм та ҫинҫешке пӳрнисене тӑсрӗ кладовщик, — вӗсем те тан мар.
Виссарион Маркович сак айӗнчи пӗчӗк хура чӑматана сӑмах чӗнмесӗр туртса кӑларчӗ. Укҫа пачкисене курнӑ Петӗрӗн куҫӗсем выҫ кашкӑрӑнни пек ялкӑшса илчӗҫ.
— Ме тата пин! — вуншар тенкӗлӗх укҫа пачкине тӑсрӗ парторг. Тулӗк, тархасшӑн, ан макӑр. Тата ҫавна ан ман: вӑл ман укҫа мар, Марьен. Эп хама валли хальхинче пӗр пус та илмен.
— Эп, хосподи, эп… Сана айӑпламас. Тавтпуҫ, Виссар, ӗмӗрте манмӑп… Эп, хосподи, ҫынсем калаҫнине ҫеҫ пӗлтертӗм. Манмас, Виссар, манмас. Ман унта ытлашши пӗр мӑйӑх шурӑ ҫӑнӑх пур. Ҫитсенех ларса яратӑп, — епрерӗ кладовщик.
— Пулнӑ-иртнӗ, — сасартӑк ҫураҫрӗ парторг. — Кам палкать, ҫӑварне хупла. Ӗлӗкхи Виссара манса кай. Мана сан ҫӑнӑху кирлӗ мар. Ку таран вӑрласа мар, ӗҫленипех пурӑннӑ. Малалла та ҫапла пурнӑп. Ҫӑнӑкне ӑна Марьепех пар, лакки тултӑр.
— Мӗн эс, хосподи. Пӗлместӗп-им эс пӗтӗмпех Марьешӗн тӑрӑшнине? Мана та вӑл вӗренпех пӑвса лартрӗ. Матвеевич, тет, колхозшӑн тӑккаланать, сан ӑна пулӑшма «хура кассӑ» пулмалла. То укҫа кирлӗ ӑна, то аш-пӑш. Ӗҫер-ха пӗрех хут, — йӑпӑлтатма пуҫларӗ Петӗр.
Пӗрремӗш хут шаккарӗҫ.
— Сире эп хӗрхенетӗп, — шакӑлтатрӗ ӳсӗрӗлсе кайнӑ Петӗр. — Коммунистсем эсир. Ӗҫме юрамасть, инке-арӑмсем патне кайма чараҫҫӗ. Пурнӑҫ-и вӑл? Хӑвӑнтан хӑв хӑраса ҫӳретӗн. Унашкал пурӑниччен пурӑнманни лайӑх. Мана мӗн? Ӗҫеҫ килет — ӗҫетӗп, никам та партейца тесе тӗкмест, никам та выговор памасть. Хама хам кнеҫ эп. Виҫ те виҫ тарасапа тырру-ҫӑнӑхна.
— Палкатӑн ытлашши. Партие эс ан тӗкӗн, вӑл санашкал «кнеҫсем» валли мар, — касса татрӗ парторг.
— Шӳте те ӑнланмастӑн, — кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ Петӗр.
— Ҫывӑр выртса.
Ӳсӗрӗлсе кайнӑ Петӗр нумай кӗттерсе тӑмарӗ. Малтан вӑл кӑштах тӗлӗрем пекки турӗ, унтан кӗҫех харлаттарма та пуҫларӗ. Сӗтел ҫине ҫутса лартнӑ хӗрлӗ абажурлӑ лампӑран унӑн сарӑ ӳтлӗ пичӗ ҫине пӗрре вӑйсӑрланакан, тепре вӑйланакан ҫутӑ ӳкет.
Виссарион Мартович та куҫне хупрӗ. Пуҫа аса-илӳсем ҫавӑрса илчӗҫ.
Ашшӗне Виссар аван ас тӑвать. Килне Марк Осипович яланах ирхине таврӑнатчӗ. Чи малтанах вӑл Виссара пуҫӗнчен ачашласа вӑратать. Кушӑркаса хытнӑ ал тупанӗсем унӑн питне чӗркелеҫҫӗ, вӑл алсенчен яланах чапӑр курӑкӗн ырӑ шӑршипе хутӑшса кайнӑ лаша тарӗн шӑрши кӗретчӗ. Хӗлле те ҫак алсемпе пӗрле ешӗл ҫаранлӑ, ешерекен улӑхлӑ, симӗс вӑрманлӑ, сарӑлса кайнӑ Ҫаваллӑ ҫуркунне килнӗн туйӑнатчӗ.
— Тӑр, шкултан юлатӑн. Ирхи кайӑк тутӑ пулать, — вӗрентетчӗ вӑл. — Уроксепе хатӗрленӗ-и?
Ҫапла кашни кунах. Хӑй ликбеза пӗр хӗл кӑна утнӑскер, вӑл аслӑ ывӑлне темле пулсан та вӗрентсе ӑслӑ этем тӑвасшӑн ҫунатчӗ. Вырсарникун уншӑн яланах тӗлӗнтермӗш кунччӗ.
— Акӑ, совет влаҫӗ ачасене мӗн пӗчӗкренех кахала вӗрентет. Эпир вырсарникун та ӗҫлетпӗр, сире мӗншӗн кантармалла? Эсир улпут ачисем-и? Тӑр, тӑр, вӗрен. Шӑллусене вӗрент.
Виссарион ашшӗн иккӗмӗш пуслӑхӗ пулнӑ. Марк Осипович Шупашкара лава кайсан тахӑшӗ курайманнипе вут тӗртсе янӑ та, пӳртре ҫывӑракан арӑмӗпе икӗ пӗчӗк ачи те ҫунса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сурӑм енчи тӑван ялне пӑрахсах Ҫавалкаса куҫса килнӗ. Ҫапла инкек курнӑран-ши ашшӗ кил-йышӗпе питӗ кӑмӑллӑччӗ. Вӑтӑртан иртнӗ, килсӗр-ҫуртсӑр кӗтӳҫе Виссар амӑшӗ вунсаккӑртах качча тухнӑ. Пӳрчӗ вӗсен мунча пекех пӗчӗкчӗ. Амӑшӗ, Виссар ас тӑвасса, вырӑн ҫинче выртса курман: унта ура вӗҫлӗ тата икӗ пӗчӗк шӑллӗ ҫывӑратчӗҫ. Лешӗ килте ҫывӑрнипе ас тумасть вӑл: ҫулла ут кӗтӗвӗпе — улӑхра, хӗлле — лаша пӑхакансӗн ҫуртӗнче. Вӑрҫӑ умӗн вӗсем пысӑк пӳрт лартрӗҫ, ҫынсен ретне кӗчӗҫ.
Аса килеҫҫӗ те иртнисем, намӑс пек. Ашшӗ пурнӑҫне шутласан, темиҫе хут вӑйлӑ пурӑнать халь Виссар. Марк Осипович ҫыннӑнне шӑрпӑк та тивмен. Вилчӗҫ ваттисем. Таврӑнмарӗ ашшӗ вӑрҫӑран. Ашшӗ ачисене те ют ҫын пурлӑхне тӗкӗннине тӳсме пултараймастчӗ. Ҫапла пӗррехинче кӳршӗсен пахчине кишӗр-вӑрлама кӗрсен, урхалӑхпӑ туртса каснине халӗ те манман-ха.
— Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — тенӗччӗ ашшӗ. «Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — сиксе тапать тӑнлаври юн тымарӗ. Кирлӗ мар ҫыннӑн. Колхозӑнне кӑшт-кашт илни-и? Вӑл ҫыннӑн мар. Унта манӑн ӗҫ, манӑн вӑй-хал ҫуккӑ-и?»
«Эс йӑнӑштӑн», — сиксе тапать юн тымарӗ.
«Йӑнӑшатӑн? — ыйтать шухӑш.
— Пулма та пултарать, — килӗшет, вӑл. — Нумай кирлӗ-и ҫынна йӑнӑшма? Тепре чухне шурлӑх умне пыратӑн та, каҫса кайма та пулать пек. Ҫиелтен курӑк ӳссе ларнӑ. Ут та ут. Ярса пусатӑн та чӗркуҫҫи таран лапра ӑшне путатӑн. Уру вараланнипе, уру йӗпеннипех ҫырлахма та пулӗ, анчах ҫав путсӗр шурлӑх кӗлеткӳпех ҫӑтса яма пултарать…»
Виссарион Маркович, шухӑшӗнчен хӑтӑлас тесе, чей стаканӗ ҫине эрех тултарчӗ. Сывламасӑр ӗҫсе ячӗ. Нимӗн те ҫыртмарӗ. Сасартӑк ӑна пӑчӑ пек тӳйӑнса кайрӗ. Вӑл кӗпе тӳмисене те вӗҫертсе ӗлкӗреймерӗ: малтан чӗре чӑтмалла мӑр ыратса, чиксе килчӗ. Ӑна такам курӑнман та вӑйлӑскер кӑкӑртан пысӑк чӑмӑрпа ҫапнӑн туйӑнчӗ. Куҫ хуралса килчӗ, сывлӑш ҫитменнипе вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ… Чунсӑр кӗлетке сак ҫине вӑйсӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Яланах ӗҫнӗрен тӗлӗксемпе айланакан Петӗр тепӗр виҫӗ сехетренех вӑранчӗ. Пуйӑс ураписем ҫаплах рельсӑ сыпӑкӗсене шутлаҫҫӗ, купере ҫаплах хӗрлӗ абажурлӑ лампӑ ҫутӑ сапать. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан эрех кӗленчине ярса тытрӗ. Пушӑпа пӗрех. Эрехӗ тӗпӗнче кӑна. Ӑна кӗленче тутинченех ӗҫсе ярсан, ӑш кӑштах лӑпланнӑн туйӑнчӗ. Вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах кӳршине сӑнарӗ. Сӗтел ҫине витнӗ ейме усӑнса аннӑ, ҫавӑнпа вӑл Виссарион Марковичӑн питне курма памасть. «Аттине те хывайман иккен, урисем ҫӗрелле усӑнса аннӑ. Ман хыҫҫӑн татах ӗҫнӗ пулас…» — шухӑшларӗ Петӗр.
Кладовщик пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн куҫӗ умне турех парторгӑн кӑнтарса выртакан алли курӑнчӗ. Вал темшӗн шанса хытнӑ этемӗн аллине аса илтерчӗ. Ҫакна курсан, Петӗрӗн чӗри теме сиснӗ пек шиклӗн кӑртлатса илчӗ. Вӑл сиксе тӑчӗ.
Виссарион Маркович месерле кайса ӳкнӗ. Хулӑнман куҫӗсем маччаналла тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ… Ҫӑварӗнчен юн тухнӑ.
— Вӑрӑсем вӗлернӗ… — чӗтреме ерчӗ Петӗр. Вӑл тӳрех Виссарӑн хура чӑматанне ҫулса тытрӗ. Чӗтрекен аллисемпе чылай хушӑ чӑматана уҫасшӑн аппаланчӗ. Укҫа пачкисем курӑнса кайсанах вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, вӗсене васкавлӑн хӑй чӑматанне персе чикрӗ. Унтан тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ:
— Виссара вӗлернӗ!
Петӗр купе алӑкне пырса ҫапӑнчӗ. Ӑна питӗрнӗ иккен. Уҫмаллине тулса атӑрчӗ, ҫаплӑ тискеррӗн кӑшкӑрса коридора чупса тухрӗ.
Виссара вӗлернӗ!
Проводницӑ чупса пычӗ, юнашар купесенчен вӑраннӑ пассажирсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ. Ыттине Петӗр тӗлӗкри пек ҫеҫ ӑс тӑвать. Арзамасра шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ икӗ арҫын наҫилккапа вакуна кӗчӗҫ, Петӗр милиционерсем хушшинче хӑй чӑматанне ҫӗклесе пычӗ.
Касса пӑхсанах паллӑ пулчӗ: Чӗре порокӗ. Ӗҫме тата хумханма юраман. Инфаркт ӑна вилмеллех ҫалнӑ. Никам та айӑплӑ мар. Ирӗке тухнӑ Петӗр телеграммӑ пачӗ, урӑх пуйӑс ҫине ларса килне кайрӗ…
…Виссар Марковича ял масарӗ ҫинех пытарчӗҫ. Уҫланка халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Тупӑка антарса лартсан, тӑнран тухас пек макӑракан Нина темиҫе хутчен шӑтӑка сикме тӑчӗ. Анчах ӑна ҫынсем алӑран вӗҫертмерӗҫ.
Хӗрес вырӑнне юман юпа лартрӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Павел тимӗртен ҫалтӑр касса кӑларса, палӑк тӑррине ҫирӗплетрӗҫ. Райком, вӑрманпромхоз, вӑтам шкулпа колхоз правленийӗ чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Пытарсан та темиҫе кун хушши масар ҫине хутларӗ халӑх.
5
Хур кайӑксен тӳпене савӑлласа вӗҫекен картисем кулленех курӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем сассӑр, ӗречӗ-йӗркисене пӑсмасӑр Ҫавал ҫийӗн ҫурҫӗрелле вӗҫрӗҫ. Килчӗ вӗсен ҫуначӗсем ҫине ларса ҫуркунне, йӑлтӑр хӗвеллӗ, ӑшӑ ҫиллӗ ҫуркунне. Ҫичӗ ҫуллӑхӑн иккӗмӗш ҫуркунни килчӗ.
Кайӑк картине тапранмасӑр сӑнакан Павел пӗр сӑвва аса илчӗ. Ӑна вӑл сасӑпах каларӗ:
Хур кайӑксем темле инҫе вӗҫсен те,
Килеҫҫӗ пӗр иленнӗ вырӑнах.
Ҫапла, иленнӗ, ҫуралнӑ вырӑнсене таврӑнаҫҫӗ кайӑксем. Вӗсемпе пӗрле шанчӑк, вӗсемпе пӗрле тепӗр хут вӑн илсе чечекленекен тӑван ҫӗр хӑвачӗ килет. Пытаннӑ сӗткенсам каллех шӑнса ларнӑ ҫӑл куҫӗсем пек тапса тухаҫҫӗ, ҫывӑракан папка вӑранса ҫурӑлать. Йӑмрасем ҫинче кунӗпех кураксен сасси янӑрать, вӗсем хӗрсех хӑйсен йӑвисене тасатаҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ют йӑвасене йышӑнасшӑн талпӑнаҫҫӗ, анчах хуҫисем ямаҫҫӗ.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗнчи вӑрӑм шӑчӑ тӑррине Петӗр шӑнкӑрч вӗлли ҫакнӑ. Кӑнтӑр хӑнисем тимӗр сассипе янракан ҫурт патне пыма чылайччен хӑраса тӑчӗҫ. Анчах ӗҫ шавӗ вӑрҫӑ шавӗ мар, вӑл тупра, пуянлӑх, мул туптать. Акӑ вӗлле патне икӗ шӑнкӑрч вӗҫсе пычӗҫ. Малтан пӗри кӗрсе пӑхрӗ, унтан тепри. Тухрӗҫ те ячӗҫ юрра.
— Эй, чӗмере, — ҫиҫет Петӗр сӑнӗ. — Явӑҫрӗҫ вӗт. Мӑшӑрлӑ тата. Кур-ха, Павел, мӑшӑрлӑ. Кӑҫал хусах пурнӑҫӗпе сыв пуллӑшмаллах. пулать.
— Эп ӗнер хӑраххӑп куртӑм… Кӑҫаллӑха тахтамах тивет, — кулать Павел.
…Паян Павел тракторне юсаса пӗтерчӗ. Хурҫӑ ут ҫур акине хатӗр. Анчах плуг?.. Плуг латне ҫаплипех ал ҫитмест. Райком секретарӗ те пулӑшма пулнине манса кайрӗ пулас.
Павела колхоз правленин технички пырса чӗнчӗ. Парти пухӑвӗ пулать имӗш.
Председатель пӳлӗмне кӗрсенех вӑл алӑкӑн-тӗпелӗн утакан райком секретарьне курчӗ. Пичӗ-куҫӗ тарӑн шухӑшлӑ.
Пукан ҫинче ларакан Трофим Матвеевич тарӑн хуйхӑллӑ. Вӗтӗ-вӗтӗ юн тымарлӑ пичӗ хӑмачланнӑ. Ҫамки тӑрӑх сӑмси ҫинелле анакан сенӗк евӗрлӗ икӗ йӗр суран пек хӗрлӗн курӑнать. Тӑнлавӗ ҫинче юн тымарӗсем кӑвакарса ҫиеле тухнӑ. Вӗсенче чӗре таппи кӑлтлатса сикни палӑрать.
Сывлӑх сунса ал тытрӗҫ. Райком секретарӗ хӑйӗн шухӑшне вӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать.
— Пӗлми пуличченех ӗҫнӗ пулсан, унашкал вӑл пӗрре кӑна мар пулкаланӑ ӗнтӗ. Мӗнле-ха эс, Трофим Матвеевич, ҫавна асӑрхаман? Эсир юлташлӑ. Пире пӗлтерес пулнӑ. Ҫын, ак, пӗтрӗ. Ӗҫмен пулсан, пурӑнатчӗ. Тен, операци тума пулатчӗ. Халь хирургсем чӗре суранне те юсаҫҫӗ. Пӗтрӗ ҫын. Кам айӑпӗпе?..
— Ӗҫмесӗр кам пурӑнать? Эсӗ те, эпӗ те ҫветтуй мар. Ӗҫе пӗтернӗ ятпа сыпнӑ та пӑртак, — тавӑрчӗ председатель.
— Ҫын хӑй сывлӑхне пӗлсех хӑйне хирӗҫ каять пулсан, вӑл хӑй ҫине ал ҫӗкленипе пӗрех. Унашкал хӑтланма вӑйсӑр та чун хавалсӑр ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ. Виссарнон Марковича эп вӑрманпромхозра чухнех пӗлнӗ. Тен, мӗнле те пулсан сӑлтав пулнӑ? — тӗпчерӗ Василий Иванович.
— Мӗн сӑлтавӗ пултӑр? Парти умӗнче таса, ҫемьере лайӑхах. Шӑпӑл-шапӑл ҫын пулман, ялта ят яман,— хуравларӗ Трофим Матвеевич.
Председатель отвечӗ райком секретарьне ҫырлахтармарӗ пулас, вӑл калаҫнӑ май каллех утма пикенчӗ.
— Халь ӗнтӗ кулянса нимӗн те тӑваймӑн. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла, эп ӗҫленӗ районта, комсомол райкомӗнче питех те тӗлӗнмелле каччӑ Леонид Быков ӗҫлетчӗ. Пуҫаруллӑскер, хӗрӳскерччӗ вӑл. Пурнӑҫӗ те илемлӗ татӑлчӗ унӑн. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа шыракан пуйӑс айне пуласран ултӑ ҫулхи хӗрачана ҫӑлнӑ чух. Хӑй пӗтрӗ. Икӗ урине те касса кайнӑ. Юн нумай ҫухатнипе ҫӑлаймарӗҫ… Ҫапла вӑл этем ӗмӗрӗ, этем ӗҫӗ: пӗри вилет те, тепри тупа тӑвать, пӗри ялава ӳкерсен, тепри ярса тытать. Чӑвашсем ун пек чух ӑсли вырӑнне ӑсли тупӑнать теҫҫӗ-и? Эсир ларӑр, ларӑр, Кадышев юлташ, — Павела пукан шутарса пачӗ вӑл. — Коммунистсемпе, ахаль ҫынсемпе калаҫрӑмӑр. Сире ыр ятпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. Вӗренме, ӗҫлеме йывӑртарах тейӗр. Пӗлетӗп. Мӗнле коммуниста, вӑл пурнӑҫпа тан пырать пулсан, ҫӑмӑл? Эсир ларӑр. Мӗн хӗрача пек хӗрелсе кайрӑр? Ялав тыттарасшӑн сире. Пуху пуҫличчен хӑвӑнпа калаҫса пӑхас терӗм. Коммунистсен ирӗкӗ-ха вӑл хӑйсен секретарьне суйласси. Ҫапла-и, Матвеевич? — председатель енне ҫаврӑнчӗ секретарь.
— Эпӗ пултараяс ҫук, Василий Иванович. Кӗҫех уя тухатпӑр, яла та тепӗр чух талӑкшар таврӑнаймастӑн, — хуравларӗ Павел.
— Этем пултарайман ӗҫ ҫук.
— Манӑн опыт ҫук. Эпӗ парти членӗнче те виҫӗ ҫул кӑна. Пирӗн кунта опытлӑраххисем пур.
— Павел, ҫитӗ, — сасартӑк ура ҫине тӑчӗ Трофим Матвеевич. — Ална пар. Ҫавалкас республикӑ мар, сана обком секретарьне суйламаҫҫӗ. Пултаратӑн. Тулӗк ас ту, такӑнтармалла мар. Парти енӗпе эс манран аслӑрах пулатӑн, анчах хӑв аслине ан туй. Мана ӗҫлеме ан чӑрмантар. Кӑна Василий Иванович куҫӗ умӗнчех калатӑп. Эп темиҫе парторгпа та ӗҫлерӗм. Тӗрлӗрен пулчӗҫ вӗсем. Вӗреннисем ытларах ҫын аллипе кӑвар туртма юратаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ. Ун пек ан пул, — чӗтренсе тухрӗ председатель сасси.
Павела ку сӑмахсем чӗре патнех пырса тиврӗҫ. Унӑн ҫав самантрах колхоз председательне вирлӗ сӑмахсемпе касса татас килчӗ. Анчах унӑн пӗкӗрӗлнӗ кӗлеткине, шывланнӑ куҫӗсене курсан, хӑйне тытса чарчӗ, хумханмасӑр хуравларӗ:
— Элек пирки ан кулянӑр. Ҫырман, ҫырмастӑп та. Ачи ҫуралман, эсир ятне те хуратӑр.
— Тӗрӗс, Кадышев, Ну-и Матвеевич, суйличченех хӑйне сыхлама тӑрӑшать, — хушса хучӗ секретарь. Унӑн питӗнче пӗрремӗш хут йӑл кулӑ палӑрчӗ.
Пуху нумая тӑсӑлмарӗ. Коммунистсем те сахал калаҫрӗҫ. Ҫухату пуриншӗн те паллӑ. Ҫичӗ коммунист юлчӗҫ. Анчах вӗсем самкӑрӑнччӗ. Ҫук, ыттисем пуҫӗсене усмӗҫ, уншӑн та ҫаннисене тавӑрӗҫ. Пӗрререн — иккӗ, иккӗрен — тӑваттӑ пулӗ, мӗншӗн тесен парти вилӗмсӗр.
Павел пухура хӑйӗн кандидатурине хирӗҫ калаҫрӗ:
— Вӗренмелле. Экзаменсем вӑхӑтӗнче уйӑхӗпех ялта пулаймастӑп.
— Эпир ялтах пулатпӑр! — татса каларӗ Гришка. Райком секретарӗ пуху хыҫҫӑн Павела парти докуменчӗсене мӗнле тытмаллине, ҫывӑх вӑхӑтрах мӗн-мӗн тумаллине каласа пачӗ. Вӗсем ӑшшӑн, пӗр-пӗрне тахҫанах палланӑ ҫынсем пек сыв пуллашрӗҫ.
— Шӑнкравла, кӗрсе тух. Чӗнессе ан кӗт. Йывӑрлӑхсем пулассине пӗлетӗп. Пуҫна ан ус. Матвеевич хӑйне юратарах паракан этем. Ҫӳреме юраман тӑкӑрлӑка час-часах кӗрсе каять. Хӑйшӗн мар, хӑлӑхшӑн, тесе, тепӗр чухне кӑҫаратпӑр та. Парти йӗрне ҫирӗп тыт. Вӑл саншӑн паллӑ, вӗрентме кирлӗ мар. Ӗҫле, хӑнӑх. Плугна кӑҫал тӗрӗслесе пӑх, — аллине пачӗ райком секретарӗ Павела. — Ҫавна ан ман: йывӑрлӑхпа пӗччен ан кӗреш.
Пурте саланчӗҫ. Павел ҫеҫ ҫаплипех колхоз правленин пусма картлашки ҫинче тӑчӗ.
Пуҫ урлах кая юлнӑ кайӑк кӑвакалсен кӗтӗвӗ шӑхӑрса иртрӗ. Вӗсем шыв илнӗ улӑха васкарӗҫ. Кӗҫех папкасем кӑларма катӗрленекен йӑмра турачӗсем те ҫилле, те кайӑксен сулӑмӗн сывлӑшӗпе самантлӑха хумханса илчӗҫ. Сайра ҫӑлтӑрсем палӑрчӗҫ. Яла ӗнтрӗк хупласа илчӗ. Анатра купӑс сасси янраса кайрӗ, ҫамрӑксен кулли илтӗнчӗ. Вӗсем шӑпланчӗҫ ҫеҫ, Ҫавал еннелле самаях ҫутӑ кометӑ вӑркӑнса анчӗ.
Ҫӑлтӑр ӳксен, этем вилет, тенӗ ваттисем. Чӑн та ӗнтӗ, тӗнчере кӑшни минутрах ҫын вилет, ун вырӑнне темиҫе ҫын ҫуралать. Кашнин хӑйӗн пурнӑҫӗ, хӑйӗн теллевӗ. Кайӑксем ҫуркуннепе килсе кӗркунне ӑсанаҫҫӗ, курӑксем ешерсе чечекленеҫҫӗ, хӑйсен йӑхне тӑсма вӑрӑсем сапаҫҫӗ. Кашни ҫеҫкех, кашни чунах пурнӑҫ патне туртӑнать.
…. Шутламанччӗ кунашкал ӗҫе тытасса Павел. Ҫынсемпе ӗҫлесси машинӑпа ӗҫлесси мар. Машинӑн пӗр мотор, пӗр тӗрлӗ система. Йӑлтах урӑхла ҫынсен чӗрисем, шухӑш-кӑмӑлӗсем урӑхла. Ҫапах кашнинех пӗлмелле, ӑста механик пек пулмалла.
…Виссарион Маркович вилни пурнӑҫа йӑлтах пӑтратса ячӗ. Виҫӗ талӑк чӗлкӗм куҫ хупмасӑр ҫӳрени Трофим Матвеевича ҫапса антарчӗ, Уиӑшкин кӗпе тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те Марье тухтӑр патле тухса чупрӗ.
Аллӑ ҫулсене ҫывхаракан Илья Иванович, ангинӑ. хыҫҫӑл сассӑр юллӑскер, мӑйне ҫӑм шарфпа чӗркенӗскер, часах ҫитрӗ. Пӗчӗк чӑматанне сӗтел ҫине лартрӗ те васкамасӑр, нумайччен аллине ҫурӗ.
«Ҫын вилет, эс мӗн мӗшӗлтететӗн!» — тесе кӑшкӑрас килчӗ Марьен.
Фельдшер фонэндоскоп кӑларса председатель кӑкӑрне итлерӗ. Юлашкинчен укол турӗ.
— Начар, Мария Сергеевна, — пӑшӑлтатрӗ вӑл ҫӗтнӗ сассипе. — Район больницине леҫмелле пулать.
— Виҫӗ талак ура ҫинче. Ӑҫтан чӑттӑр этем? Лаша мар вӗт.
— Ҫавна калатӑп та. Халь ӑна канӑҫ, канӑҫ кирлӗ. Нимӗнте ӗҫлемелле мар. Ялта ӑна пӗри чӑрмантарать, тепри. Ҫавӑнпа больницӑнах леҫме тивет. Эп кайса шӑнкравлам, вӗсен васкавлӑ пулӑшу машини ҫирӗп. Сирӗн пата ҫитеймесен те яла кӗрет. Кунтан лашала та илсе тухатпӑр.
— Ниҫта та каймастӑп, — сасартӑк пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ Трофим Матвеевич. — Больницу-масару сан. Кӗҫех ҫур акине тухмалла. Сыватас тетӗн пулсан, ыран тепре килсе укол ту та — эп сывах, — тытӑнчӑклӑн сӑмах хушрӗ вӑл.
Фельдшер, кайма хатӗрленнӗскер, тепӗр хут арчине уҫса люминал пакетне кӑларчӗ, икӗ тӳмине харӑсах председателе пачӗ. Марьене чӗнсе илсе ҫапла каларӗ:
— Хӑҫанччен ҫывӑрать — ҫывӑртӑр. Ан вӑрат. Ӑна канӑҫ кирлӗ.
7
«Ҫын пӳртне кӗриччен уруна тасат», — тенӗ ваттисем. Темшӗн ҫав сӑмахсем аса килчӗҫ Хапӑс Петӗрне. Вӑл халхаран кӗрсессӗнех такам хӑйне кӗҫ-вӗҫ ярса тытас пек унталла-кунталла пӑхкаларӗ. Фуфайки витӗрех кӑкӑр кӗсйине хыпаларӗ. Укҫасем вырӑнтах. Кӑштах лӑпланчӗ. Унтан юр ӑшне кӗрсе кайса аттине тасатрӗ.
Карнӑ чӳречесенчен кил хушшине ҫутӑ ӳкет. Карта юпи ҫинче таҫтан пырса ҫакланнӑ курӑс пайӑрки вӗҫкелет. Малтан вӑл Петӗре хӑратсах пӑрахрӗ. Витере ӗне ӗнӗрлесе ячӗ, сысна нӑриклетрӗ. Ҫенӗк тӑрринчен тумла патлатса тумлать.
Уҫас тесе алӑк хӑлӑлӗнчен те тытрӗ. Каллех шухӑшсем сырса илчӗҫ. Трофим Матвеевич килтех пулсан? Паян ӑна Марье упӑшки ҫук чух пыма каланӑччӗ. Пӗл ӗнтӗ: хӑҫан упӑшки килте, хӑҫан — ҫук? Укҫа чӑматанӗ хӑй аллине лекнӗренпе вӑл йӑлтах канӑҫне ҫухатрӗ. Кӑнтӑрла ҫеҫ мар, каҫсерен те лӑпкӑ ҫывӑраймарӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ: е милиционерсем тытма килеҫҫӗ ӑна, е укҫине вӑрласа кайнӑ. Парторг ҫумӗнче пулнӑ укҫана милиционерсем акт ҫине кӗртрӗҫ. Вӑл Нина патне кайса темиҫе хутчен те йӗрсе кӑтартрӗ, анчах укҫа пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ.
Паян Марье ӑна йӑлтах тӑнран ячӗ. Вӑл ыйтса кӗллесе тӑмарӗ.
— Хӑҫанччен эс тарса ҫӳретӗн? Ман укҫана паянах пырса пар. Ас ту, Трофим тӗлне ан пул. Каҫпа пыр. Вӗсен паян парти пухӑвӗ.
— Мӗнле укҫа? — тӗлӗненҫи пулчӗ Петӗр.
— Хав пӗлетӗн мӗнлине. Ухмаха персе ан тӑр. Мана суяймӑн.
Кунӗпех шухӑшсем. Ӑна вӗт, ҫӗлен пек Марьене, улталаймӑн. Пӗлет.
«Ҫын пӳртне кӗриччен чуну тасала таса маррине тӗрӗсле», — сасартӑк урӑхланса тухрӗ Петӗр пуҫӗнче ваттисен сӑмахӗ. Вӑл ҫӳҫенсе, чӗтресе илчӗ. Ума Виссарион Маркович тухса тӑнӑн туйӑнчӗ. Хӑранипе вӑл ҫенӗк алӑкне пӗтӗм вӑйран туртрӗ. Пӳрте мӗн хушӑра кӗрсе тӑнине хӑй те сиссе юлаймарӗ.
Кӗтесри вырӑн ҫинче мӑйӗ таранах утиялпа витӗннӗ Трофим Матвеевич выртать. Марьӗ ҫывӑха пуканпа ларнӑ. Кладовщик куҫӗ умне тӳрех колхоз председателӗн вилнӗ ҫын тӗсӗ ҫапнӑ сӑн-пичӗ курӑнса кайрӗ. Халь ҫес ҫенӗк умӗнче хӑрани самантранах темӗнле савӑнӑҫпа улшӑнчӗ.
«Виссарион Марковичсемпе Трофим Матвеевичсем чирлеҫҫӗ те вилеҫҫӗ. Хапӑс Петӗрӗ пурӑнать», — ҫиҫсе илчӗ пуҫра шухӑш. Анчах унӑн хӑранӑ пичӗ нимӗнех те палӑртмарӗ. Вӑл хӑлхине антарнӑ ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ, вара аран илтӗнмелле сасӑпа:
— Ырӑ каҫ пултӑр кил хуҫисене, — тесе пӑшӑлтатрӗ.
Марье чӗнмерӗ. Трофим Матвеевича витнӗ утиялне юсарӗ те пӳрнипе кӑмака ҫумӗнче ларакан пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
Ӑнланчӗ Петӗр: лар, ан шавла.
— Ман вӑхӑт ҫук, Трофим чирлӗ, кӑларса хур та кайма пултаратӑн, — пӑшӑлтатрӗ ун умне сасартӑк пырса тӑнӑ Марье. Петӗре унӑн сӑмахӗсем ҫӗлен сӑхнӑ пек пӗҫертсе илчӗҫ, ялкӑшакан кӑвак куҫне курсан, ун ҫине каллех Виссарион Маркович пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Чун темӗнле сӑрӑлтатса кайрӗ.
— Ак мӗн пур укҫа. Спаҫҫипӑ, те, юрать милицисенчен ҫӑлса хӑвартӑм, — чӗтрекен аллисемпе кӑкӑр кӗсйисене хыпала пуҫларӗ вӑл.
— Кунта ҫурри те ҫук, — пӑшӑлтатрӗ Марье, укҫа пачкине сӗтел ҫине кайса пӑрахса. — Нина кумасем валли ӑҫта? Тата сакӑр пин пар та, манпа урӑх сӑмах-юмах ҫук, — каллех пӗҫертсе илчӗҫ сӑмахсем.
Петӗр, хӗрарӑма ӑнлантарма хӑтланса, ҫул ҫинче мӗн пулса иртнисене каласа пама тӑрӑшрӗ, Виссарион Маркович хӑйне ыттисенчен ытларах пӗр пин панине те пытармарӗ.
— Ӑҫтан пӗлем эп? Тен, почтӑпа куҫарнӑ? Мана каламан вӗт вӑл. Эп ун хуралҫи пулман. Эс пур, милици аллине кӗрес укҫасене хӑтарса килсе панӑшӑн тав тумастӑн. Ун чухлӗ янтӑ пурлӑх алла кӗрсен, эп урӑ ҫӳрес ҫук. Куратӑн пуль, килнӗренпе те ӗҫмен, — пӑшӑлтатрӗ кладовщик.
Сана тав тума эс сӑвайшӑн ҫеҫ кайса килмен. Юрӗ — сасартӑк килӗшрӗ Марье. — Мана ҫитет. Анчах Нинӑна е кӗҫӗрех, е ыран сакӑр пинне килсе пар. Памастан пулсан, ас ту, сана кама та пулин тара тытсах пӑвтаратӑп. Каях, — каллех упӑшки патне утса кайрӗ вӑл.
— Ӗнен, Марье, — ун хыҫӗнчен утрӗ Петӗр, — Виссарион Маркович хӑйне валли пӗр пус та хӑварман. Вӑл коммунист вӗт. Коммунист… Колхозӑнне тытса пирӗн пек ҫылӑха кӗрет-и? — ярса тытрӗ вӑл хӗрарӑма алӑран. Те хумханнипе, те куҫ тӗкӗ лекине унӑн хӑрах куҫӗнчен куҫҫулӗ тапса тухрӗ. Тӗлӗнче вӑл хӑй те куҫҫуль тухнинчен.
— Ан шавла. Куратӑн: Трофим чирлӗ. Юрать, тен, почтӑпа янӑ. Тата виҫӗ кун кӗтетӗп. Вара, ас ту…
Петӗр алӑк патне кайса тӑчӗ, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ. Урайне унӑн уринчен сӑрхӑнса юхнӑ пылчӑк шывӗ кӳлленнӗ.
«Ҫын пӳртне кӗриччен уруна тасат, — аса килчӗҫ каллех ваттисен сӑмахӗсем. — Таса пӳрте ҫаран та кӗме хатӗр, ҫакнашкал ҫӗлен патне кӗрсен тислӗке те тасатма кирлӗ мар…»
Сыв пуллашмасӑрах тухрӗ. Ҫенӗк алӑкне уҫсанах ун ҫине тумла патлатса тумларӗ. Такам ҫапнӑнӑх туйӑнчӗ Петӗре. Вӑл васкасах хапха алӑкӗ патнелле лӗпӗстетрӗ. Урама тухсан ҫеҫ ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
— Хӑрататӑп тет пуль. Эпир халь пурте пӗр карапра. Пӗри путсан, пурте путатпӑр. Эп те этемех, Петӗрех тӑрса юлакан-ха.
Кладовщик тухса кайсанах Марье чӗрине юлашки ҫулсенче курман тунсӑх сӑрхӑнса кӗчӗ. Ҫын вилни ыр тумасть, вӑл та Нинӑпа пӗрле виҫӗ талӑк ӗсӗклесе йӗчӗ. Хӗрелчӗҫ куҫ шуррисем, хутшӑнчӗҫ йӗрсем куҫ айне. Паян ӑнсӑртран тӗкӗр ҫине пӑхрӗ те кӗҫех кӑшкӑрса ямарӗ: кун-ҫул чуппи никама та хӗрхенмест-мӗн. Хуйхах темиҫе кун хушшинче ҫулталӑкшӑн ватӑлтарать: пит ҫӑмартисем хӑйсен хитрелӗхне ҫухатса шуралнӑ, хитре тута хӗррине те тунсӑх вырнаҫнӑ, ҫамки ҫинчи пӗртен пӗр йӗр те тарӑнланнӑ. Ҫухалчӗ халь чи ҫывӑх юлташ ӑна ача пек итлекен пӗтрӗ.
Акӑ, ҫамрӑклӑх та иртет… Иртрӗ те пуль ӗнтӗ, нимӗн паллисер, сахал савнӑҫпа, хирти пӗччен тӑлӑх йывӑҫӑн ӗмӗрӗ пек иртрӗ. Сисмерӗ те хӑй вӑтӑр енне ҫывхарнине. Ҫынсем ӑмсанччӑр тесе укҫа пухрӗ. Пулӗ ӑмсанакан та. Анчах мӗншӗн?..
Темшӗн райком секретарӗн сӑмахӗсем аса килчӗҫ. Трофим Матвеевичпа Василий Иванович апат ҫиме килнӗччӗ пулас. Ҫапла, апат ҫиме. Тем пирки тавлашатчӗҫ. Ӑна ас тумасть Марье. Ҫапах уйрӑм сӑмахсем халь те хӑлхарах янраҫҫӗ.
— Укҫа тӗнчене ҫуралса тухнӑ чух пӗр енче юнлӑ, тепӗр енче тарлӑ…
Ҫук, ӑна вӑл апат ҫиме килсен мар, клубра капитализма критиклесе лекци вуланӑ чух каланӑччӗ-тӑр.
Тунсӑх чӗрере. «Юнла, тарлӑ», — янрать хӑлхара. Камшӑн юнлӑ, камшӑн тарлӑ, тепришӗн таса.
Пӑхӑнмасть уйрӑм ҫын кӑмӑлне пурнӑҫ, шӑвать вӑл, васкать. Ав, иккӗмӗш хутне илнӗ чӳречерен юрӑ вӗҫсе кӗрет:
— Пулсан пултӑр кӑвак ут,
Пуҫӗнче пултӑр чӗн йӗвен.
Уринче пултӑр йӗс такан —
Атӑл пӑрне таптама.
Ах, какӑҫсӑр ҫамрӑклӑх! Чӑтайман килте ларма, клубра та тӑрас килмен, васкать, васкать ирӗке тухасшӑн.
Вӑйӑ карти ҫаврӑннӑ чух ҫӗре те кӑмӑллӑ, теҫҫӗ. Ун ҫийӗн хӗрсен юрри вӗҫет, тӑван ҫӗре те савӑнтарнӑн туйӑнать. Ун кӑкӑрне амӑшлӑх телейне ӑмсанакан хӗр урисем чуп тӑваҫҫӗ. Ҫав ҫылӑхсӑр урасенчен ешӗрекен улӑхпа уй-хир, тата уйрӑмах хӑлха ҫакки курӑкӗн шӑрши кӗрет. Мӗнле ырӑ, мӗнле хавас ҫӗре ун шӑршипе киленме.
Марье асне хӗр чухнехи ҫуллахи каҫсем тухаҫҫӗ. Вӑйӑ карти. Юрӑ. Юрӑ, вӑйӑ карти. Вӗсем уйрӑлми. Ӑҫта вӑйӑ карти — унта юрӑ. Ӑҫта юрӑ — унта вӑйӑ карти. Хурӑн кӑтрисем пӗр кас ҫил вӗрнипе сасартӑк ҫивӗчӗсене сапаласа яраҫҫӗ, унтан ташша тухас хӗрле ӑна тураса тӳрлетеҫҫӗ. Итлет хӗр юррине хӑй юрринчен хӑй вӑтанса курӑк ӑшне пытаннӑ шӑрчӑк; сарӑ ҫӑварлӑ хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе ҫӗр ҫумне канма выртнӑ ҫӗр улми ҫеҫки итлет. Ҫӑлтӑрсем те концерта васканӑн туйӑнаҫҫӗ, уйӑх та чӑтаймасть. Сӗт пек шурӑ та ҫӑмӑл тӗтрепе витӗннӗ вӑрман хӗрринчен унӑн вутлӑ урапи кусса тухать. Васкать, васкать вӑл. Ӑна юрӑ чӗнет. Ҫӗр ҫинчи телей кунта шӑнӑҫаймасӑр тӳпене те хӑпарма пултарать-мӗн. Юрӑ уйӑх пулать, юрӑ ҫӑлтӑр пулса тӳпе аркине ирхи сывлӑм мерченӗ пек ҫакӑнать. Те ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнать? Ӑҫта ҫав вӑхӑтсем? Пӗрисен иртекен ҫамрӑклӑхне теприсем улӑштараҫҫӗ. Ҫук, ҫӗннисем иртнӗ вӑхӑта кулянса та, хумханса та аса илесси пирки шухӑшламаҫҫӗ те.
Пулсан пултӑр савнӑ тус,
Пуҫӗнче пултӑр каракуль,
Уринче пултӑр ҫут калуш
Ҫын сӑмахне таптама.
Кивӗ юрӑ вӑл, анчах ӑна ҫӗнӗ ҫамрӑклӑх юрлать. Тен, ҫавӑнпа чӗрене татах тӑвӑр? Акапуҫ хире, ҫулсем чуна сухалаҫҫӗ тесе ахаль каламан-тӑр. Мӗн ӑнланаҫҫӗ вӑйари ҫамрӑксем?
Чӳрече уҫса яр,
Занавескӑ карса яр.
Чун савнине курас-тӑк
Хапха умне тухса лар.
Тем ӑса илнӗн, Марье сасартӑк тумланма пуҫлать. Упӑшки патне пырса тӑрать. Сывлӑшӗ халь ҫӑмӑлланнӑ, кӑкӑрӗ лӑпкӑн ана-ана хӑпарать. Кӑвакарнӑ пичӗ те шуралнӑ. Ҫамки ҫинче кӑна темиҫе тар пӗрчи, мӗн пур тӳссе ирттернӗ хурлӑх куҫҫулӗ пек, типмесӗр ялтӑртатать. Сӑмси ҫине аннӑ сенӗк пек йӗр татах та касӑлса тарӑнланнӑ.
Ал шӑлли илсе, Марье тарне шӑлать. Ҫук, ывӑннӑ, ӗшеннӗ тата чирленӗ ҫыннӑн ыйхи тарӑн, вӑл хускалмасть те.
Акӑ Марье тумланать те ҫамрӑклӑха хӑваласа ҫитме васканӑн пӳртрен тухать. Халь тытайӑн-ши вӗсене?! Эх!.. Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ никӗсӗ. Ӑна тӗрӗс мар, тарӑн хывмарӑн пулсан, пурнӑҫ — ҫурт тайӑлать, пурнӑҫ — ҫурт ҫӗрет, йӑтӑнать. Сахал ҫынсем тӳрлетме пултараҫҫӗ ӑна. Вӑйлисем кӑна.
— Е кӗҫӗр, е нихӑҫан та, — пашӑлтатаҫҫӗ Марье тутисем.
Таврӑнма вӑл шуҫӑм ҫути палӑра пуҫласан тин таврӑнать. Ҫунат пур тейӗн унӑн, уррисем те ҫӗре перӗнмеҫҫӗ. Ӑшӑ ҫӗре васкакан, е хӑй киленнӗ йӑвине ҫуркунне таврӑнакан кайӑкла вӗҫет Марье. Ӑна тӗнче те унпа пӗрле савӑннӑн туйӑнать. Уншӑн мар-им шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ытла та ҫуттӑн, кӑварланса кайсах ҫунать; уяшӑн мар-им Алтӑр ҫӑлтӑр ӳпӗнсе ҫӗр ҫине ҫынсем валли телей тӑкать? Ҫав телей ҫулла сывлӑм, халь ура айӗнчи пӑр кантӑкӗсем. Мӗнле вӗсем темӗнле ҫӗнӗ кӗвӗлле кӑнчӑртатаҫҫӗ! Унӑн телейне курса мар-им ыйхаран вӑраннӑ йӑмрасем темскер пӑшӑлтатаҫҫӗ?..
…Пӗр Микулай мучи ҫеҫ кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра темӗншен ир енне вӗри апат ҫисе килнипе аптракан пулчӗ. Ӑнмасть тип ҫӑкӑр, вӗри апатах кирлӗ. Хӑйшӗн хурал тӑма пӗр-пӗр дежурнӑй хӗре хӑварать те килне таврӑнать. Мӗн тӑвӑн пӗрре хӑнӑхнӑ йӑлапа? Эмелпе те иртмест вӑл. Карчӑкӗ те, ирех тӑрса, ӑна валли мӗн те пулин пӗҫерсе лартать: яшка-и, пӑтӑ-и, е ҫӑмарта, е чей вӗретет.
Ват ҫын урисем таканлӑ мар. Ҫырма урлӑ каҫнӑ чух вӑл икӗ хутчен шуса ӳкрӗ, пилӗкне ыраттарчӗ, чӗркуҫҫине шӑйӑрса пӑрахрӗ. Тарӑхрӗ мучи. Туя вӗҫне сӑнӑ тӑхӑнтарни пулӑшмасть-мӗн. Карчӑкӗ ӑшаласа панӑ ҫӑмартана ҫисен ҫеҫ унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнса кайрӗ.
Пӳртрен тухсан пӗр хушӑ ҫурхи ҫанталӑкпа киленсе тӑчӗ.
Кӳршӗсен хапха алӑке шартлатрӗ. — Кам вара ку? Павел ӗҫе каять-ши? — кӑсӑкланчӗ мучи. Яланах иртен-ҫӳренсене сӑнама хӑнӑхнӑ йӑлипе карта хушӑкӗнчен тинкерчӗ.
— Анна? Вӑл пӳртре. Кам вара ку? Утти ҫӗре те тивмест. Марье? Ҫав кӑна ялта икӗ аллине ҫунатлантарса утать.
Хуралҫӑн пилӗкӗпе чӗркуҫҫийӗ те, чӗри те ыратса кайрӗ. Вӑл сӑнӑллӑ туйине лӑр ҫине качлаттарса лартрӗ, — сасӑпах ятлаҫса илчӗ:
— Эй-яй-яй. Ҫав хӗсӗр ӗнешӗн мӗнешкел арҫын пӗтет. Шел Матвейча. Хӗрарӑма шан та — сыхлама ан ман. Ҫавах-ши? Тен, пӗр-пӗр майра? Пӗл хальхи ҫамрӑксене. Хӗресӗм те ҫав… Хӑйсемех пыраҫҫӗ. Эх, пӑсӑлса кайрӗ самана…
7. Улах тапхӑрӗ…
1
Василий Иванович ӑс ларса хӑварни сӗвӗрӗличчен тесе, Павел киле ҫитсенех апрель уйӑхӗн ӗҫ планне тума ларчӗ. Анчах мӗнрен пуҫламалла, малашне мӗне тӗпе хумалла — ӑна вӑл пӗлмерӗ.
Акана тухасси те инҫе мар. Тепрер вунӑ кунтан сӑрт ҫамкисем типсе ҫитмелле. Ӑшӑ пулманни ҫеҫ чарса тӑрать. Ҫанталӑк хӑйӗннех илет ҫав: хӗрӗх каҫпа хӗрӗх ир шӑнтмасӑр акана тухаймӑн, теҫҫӗ. Кашни коммунистӑн пӗр-пӗр ответлӑ ӗҫ пулмалла. Виссарион Маркович ун пирки шухӑшламан та курӑнать. Апла пулсан, каммунистсене ҫур акине тухиччен кашнинех пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫ хушмалла.
Урамри юрӑ Павел шухӑшне сирсе ячӗ. Питех те хӗн ҫуркунне каччӑ пуҫҫӑн пусӑрӑнса ӗҫлеме.
Пӳрте паян хутман, ҫапах пӑчӑ пек туйӑнать. Вӑл васкасах чӳречесен иккӗмӗш хутне илме тытӑнчӗ. Ултӑ ҫул каялла ҫӑнӑх шывӗпе сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ хаҫатсем хӗвелпе саралса кайнӑ, хытса ларнӑ. Уйӑрнӑ чухне вӗсем ҫатӑртатса сӗвӗнеҫҫӗ, тӗпренсе чӳрече ҫытарӗсем ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.
Уй енчи чӳречесене кӑларсан, Марье килчӗ. Хальхинче вӑл алӑка шаккамасӑрах уҫрӗ, ҫунакан куҫӗсемпе каччӑ ҫине савӑнса пӑхрӗ.
— Ан ҫиллен, Павел, эп сансӑрӑн пурӑнма пултараймастӑп. — Тӗпелелле иртрӗ те вӑтанмасӑрах чӳрече каррисене антарчӗ, кӑйран пальтине хывса ҫакрӗ.
Мӗн калатӑр ӗнтӗ хӗрарӑм хӑюлӑхӗнчен тӗлӗннӗ каччӑ? Мӗнле сӑмахпа ӳпкелетӗр?
— Марье, сана чирлӗ упӑшкуна пӑрахса килме намӑс мар-и? — аптранӑ енне персе ячӗ Павел.
— Эй, ун чирӗ-качки. Тытса пӑрахать те иртсе каять. Пӗрремӗш хут мар. Эмел панӑ ӑна. Халь ыран ирччен туйми ҫывӑрать, — тавӑрчӗ Марье. Илӗртӳллӗ куҫӗсемпе каччӑ ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗ. — Чунсӑрсем эсир, арҫынсем. Пӗлейместӗр хӗрарӑм шухӑшне. Пӗлсен вунӑ хут ӑслӑрах пулмалла.
Марье иртӗхӳлӗхӗ Павела ҫӳҫентерсе ячӗ. Те савӑнмалла вӑл килнӗшӗн, те хурланмалла?
…Ялта ҫутӑсем сӳнсе пычӗҫ. Уй хӗрринчи ҫуттӑн мӗншӗн тӑлӑха юлмалла? Ҫуркунне ял ҫыннисем ҫутӑпа ларма юратмаҫҫӗ. Ҫӗр ытла та кӗске. Каҫ та анчахрах пулнӑн туйӑнать, — ав ӗнтӗ Микулай мучисен автанӗ ҫур ҫӗр ҫитнине пӗлтерсе авӑтса ячӗ.
2
Володя Павел сассипе вӑранчӗ.
— Подьем! — терӗ лешӗ ҫурма сасӑпа. — Парторг ура ҫинче пулсан, комсорг ҫывӑрни килӗшӳсӗр. Тӑр хӑвӑртрах, ӗҫ пур иксӗмӗрӗн.
— Пушар тухрӗ-им? — васкасах сиксе тӑчӗ каччӑ. Вӑл салтакри йӑлана халь те пӑрахайман: костюмне пукан хыҫне ҫакать, брюкине типтерлӗн хутлатса хурать. Сӑран атти те кравать патӗнчех. Каҫхине вӑл клубра пулнӑ пулас: шап-шурӑ кӗпине пиншакӗ ҫине типтерлӗн саркаласа хунӑ.
— Мӗн тулнӑ?
— Эс тӑхӑн-ха. Пуласса темех пулман. Ӗҫ пур. Володьӑсен ҫурчӗ тухӑҫалла. Пӳрт ӑш-чикки те таса-тирпейле. Чӳречисене чечеклӗ тюльпе карнӑ, кӑмаки пӳрт варринче, анине алӑк патне кӑларнӑ. Пӳртне икӗ пая уйӑрнӑ.
— Паян ак уйра пултӑм.
— Фуфайкине хывса ҫакрӗ Павел. — Ҫавал хӗрринчи карталлӑ уя пӗлетӗн вӗт. Унта тӑватӑ шырлантан ҫырма пулса кайнӑ. Пӗчӗк шырлансен шучӗ те ҫук.
— Так, — шухӑша кайнӑ пек пулчӗ Володя. Вӑл кӗпине тӑхӑнчӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ. — Так. Тупнӑ ҫӗнӗ шапа. Вӗсем пӗлтӗрех пурччӗ-ха. Пӗлтӗр ҫеҫ-и? Пӗр пилӗк ҫул та ҫитет пуль. Кашни ҫулах тарӑнланаҫҫӗ. Кӗрхи ҫӗртме турӑм эп унта. Ҫӗрӗ чи начарри. Панкри кӑна. Трофим Матвеевич пычӗ те сӳрелеме хушрӗ. Выравненная зябь, теҫҫӗ-и, ӑна вырӑссем. Вара тин пӑртак ҫӗр майӗ килчӗ.
— Пулма пултараймасть, — ӗненмерӗ Павел. Эс пӗчӗк ача мар-ҫке Ҫавал енне сухалама. Кӑҫалхи шырлансене тӑваканни те апла эсех. Тата ма сӳрелерӗн? Кӗрхи ҫӗртмене никам та сӳрелеме хушмасть. Вӑл сӑтӑрла хӑтланни.
— Эс мӗн мана вӑрҫатӑн? Эс унта хӑв та урлӑ сухалаймастӑн. Ҫырмисем епле чӑнкӑланчӗҫ. Кашни ик ҫӗр метртанах никамӑн та трактора ҫавӑрса хӑвалас килмест. Горючие ахаль ҫунтар та — кайран хӑвӑнтан тытса лартаҫҫӗ. Ҫимун вӑл яланхи пекех чирлӗ. Элекҫипе Гришка тракторсем юсамалла тесе шӑлахая печӗҫ. Володя: атя, вӑл ӗҫлет. Так. Сӳрелеме те хам ӑспа мар. Маншӑн председатель сӑмахӗ саккун. Так. Пире, музыкантсене, ҫавах: кама пытармалла, мӗнле юрӑ юрламалла — хушчӑр кӑна, — хӗрӳлӗнчӗ каччӑ.
— Хӑй сассине тупайман музыкант — музыкант мар. Кӑҫалхи шырлансемшӗн эсех айӑплӑ, — терӗ Павел, Вододьӑн хӑмачланакан питне сӑнаса.
— Эппин, эпех пулам, — сасартӑк килӗшрӗ комсорг, — Мӗн тӑвас халь ман айӑплӑ, тесе? Хаҫат ҫине ҫырас-и, хама хамӑн суда ларас-и?
— Вӑт ку лайӑх. Айапне йышӑнакан ҫын турленессе шанма пулать. Итле эс, ҫавӑнпа килтӗм те сан патна. Ҫав ҫырмасен хӗррисене йывӑҫсем лартмалла.
— Ман ӗҫ мар вал, Павел. Пирӗн председатель пур. Ӑна пасартан выльӑхсем илсе патшалӑха пама ҫеҫ лартман. Вӑл шухӑшлатӑр, вӑл тутартӑр, — турккесленчӗ каччӑ.
— Самӑй пирӗн ӗҫ ӗнтӗ. Коммунистсемпе комсомолецсене ҫӗклемесен ыттисем хӑйсем пуҫӑнас ҫук. Манӑн пӗтӗм шухӑшӑм та ял халӑхӗпе воскресник ирттересси.
— Ун чухлӗ йывӑҫа ӑҫтан тупатӑн? — тӗленчӗ Володя. — Вӗсене лартма Салука йывӑҫҫи ҫитмест. Эҫ ӳркеҫ вӑкӑрла…
— Чӑвӑш йӑмри яла илемлетме ҫеҫ мар, ҫырмасемпе кӗрешме те каять. Шырлан тӗпне Ҫавал хӑвине касса пӑрахас. Ҫитменнине Колька пиччӳ парӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗн Салукара питомник пур. Эс ун патне кайса калаҫса пӑх, ҫавӑнпа кӗтӗм те сан патна. Эп паян коммунистсене пухатӑп, эс комсомолецсене пух. Ерҫместӗн пулсан, Санькӑна хушӑп.
— Колька парать пулсан. Ненай. Унтан хӗлле юр ыйтса илейместӗн.
— Пиччӗшӑпе шӑллӗ пӗр чӗлхе тупаймасан…
— Унпа эп мар, чӗр шуйттан та килештерес ҫук…
— Эс килӗшмесен, кам килӗштертӗр?
— Хӑтланса пӑхам.
Володьӑпа Павел иккӗшӗ те васкасах тумланчӗҫ. Выльӑхсене апат парса кӗрекен амӑшӗ аллисене шарт ҫанрӗ:
— Ирех ӑҫта каятӑр? Сысна ашӗпе ҫӗр улми ӑшаларӑм. Сӗт вӗретрӗм. Ҫимесӗр ӑҫта каятӑр? — хыпаланса ӳкрӗ вӑл.
Ывӑлӗ амӑшӗ сӑнлӑ-мӗн. Амӑшӗ те шӗвӗр сӑмсаллӑ шӗвӗр янахлӑ. Аллӑ урлӑ каҫнӑ пулин те, — йӑрӑ, Володя пекех хыпаланчӑк. Тем хушӑра сӗтел ҫине ҫимелли илсе пырса лартрӗ:
— Ҫак хусах хускатать, ҫывӑрма та памасть, — кулчӗ Володя. — Атя, хывӑн. Эпир апатран аслӑ ҫынсем мар.
Пӗр ҫатма тутлӑ шӑршӑллӑ ҫӗр улмирен нимӗн те тӑрса юлмарӗ.
Вӗсем амӑшне тай туса кил кушшине тухрӗҫ.
Уйрӑлчӗҫ. Павел анкарти витӗр колхоз правленийӗ еннелле утрӗ, Володя пиччӗшӗ патне кайма тесе урама тухрӗ.
Ирхи сывлӑш таса та тӑрӑ. Вӑл ҫӗр каҫиччен ҫӗрӗн пӗтӗм пуянлӑхне пухнӑн туйӑнать. Кайӑксем вӑраннӑ, анкарти хыҫӗнчи ҫырмара шыв сикки кӗрлет. Тӳпене пӗлӗтсем карса илнӗ пулин те, кӗҫӗр шӑнтман. Татӑлса аннӑ йӑмрасен хӑрӑк турачӗсем кӳпчесе кайнӑ, вӗсенчен каллех ҫӗнӗрен йывӑҫ ӳсессӗн туйӑнать. Тыт та чиксе ларт тӑртаннӑ ҫӗр ӑшне… Пӗр ҫӗр метр та каяймарӗ пуль, ӑна темӗнле палланӑ кулӑ чарса тӑратрӗ Софрон Васильевичсен йӑмри тӗлӗнче аллине пысӑках мар патак тытнӑ Александр Петрович Завьялов аттине тасатса тӑрать.
— Ҫавалкас вожакӗ, — ҫаллах кулчӗ вӑл. — Сӑмах ҫинех ҫитрӗн. Аптрал санпа. Вӑрман уписем. Ӑҫта сирӗн культурӑ? Хӑть халех фельетон ҫыр.
— Пирӗн ҫухатнӑ культурӑна тупрӑр-им? Тупрӑр пулсан, парса хӑварӑр, — райкомол секретарӗ ҫине пӑхрӗ Володя.
— Эс пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, — пӳрниле тӗллесе кӑтартрӗ Александр Петрович.
Кӗтеруксен алӑкӗ каллех йӑмра тӑрринче иккен. Вӗсем иккӗн пурӑнаҫҫӗ. Пӗри Кӗтерук, тепри Лисук. Кӗтерукӗ ватта юлнӑ ӗнтӗ. Ҫапах ҫамрӑксенчен юласшӑн мар. Лисукӗпе Володя та пӗр вӑхӑтра калаҫкаланӑччӗ. Вӗсем шатӗнче яланах улах кӗрлет, ҫак виҫӗ чӳречеллӗ пӳртре яланах савӑнӑҫлӑ. Кунта хӗрсем улах лараҫҫӗ, савнисем пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ. Миҫе мӑшӑр пӗрлешмен-ши ҫакӑнта паллашса? Ҫав паллӑ: улах шӑп пулмасть, кӗрлет. Юрату та ҫуралать кунта, хӗрача та хӑй ятне ярать. «Пӗрле улах ларнине ан ил, пӗрле тырӑ вырнине, пӗрле утӑ ҫулнине ил», — тенӗ ваттисем.
Мӗн туса хунӑ халь улах? Пысӑках мар алӑка тахӑшӗ тӑпсинчен кӑларсах юпленсе ӳсекен йӑмра тӑрне хӑпартса лартнӑ, ун ҫине пысӑк та шултра сас паллисемпе пурапа ҫапла ҫырса хунӑ:
«Каччӑсемпе хӗрсем!
Кӗҫӗртен улах тапхӑрӗ хупӑнать. Кам хӑй ӗмӗтне ҫак пӳртре пурнӑҫлайман, ан кулянӑр. Ҫулла улӑхра та улах.
Володя та ахӑрса ячӗ.
Анчах комсомол секретарӗ унӑн куллине татрӗ. Вӑл ҫамкине пӗркелентерсе?
— Актива явӑҫтарма пӗлместӗн. Ку пӗрре. Критикӑна юратмастӑн — ку иккӗ. Хӑв критиклеме ӑста. Ҫапла ҫав: ҫын куҫӗнче ҫӳп те курӑнать, хӑв умӑнтӑ пӗрене те курӑнмасть. Халех алӑка антарса хур. Атту ҫынсем курсан… — терӗ вӑл.
— Пулаймӗ, секретарь юлташ! — ҫаврӑнса утрӗ Володя. Ҫавах Завьялов ӑна униче патне ҫитеспе хуса ҫитрӗ те чӗнсе тӑратрӗ. Володя, секретаре кӗтсе, тумне сӑна пуҫларӗ: вӑл хӑтана кайнӑ чухнехи мӑйлах тумланнӑ. Тӳпе тӗслӗ макентошпа, кӑвак велюр шӗлепкепе, хром атӑпа. Шап-шурӑ кашне айӗнчен кӗмӗл тӗслӗ сӑрпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ кӑвак галстук курӑнать. Ытти чухне хӗрӗнни евӗр шурӑ пичӗ ҫурхи хӗвелпе тӑта ҫилпе кӑштах саралнӑ. Сухал вырӑнӗ, час-часах хырнипе пулӑс, тимреленсе кӑвакарлӑ. Александр Петрович якӑ тумланин сӑлтавне Володя аван пӗлет: ытла та час-часах вӑрманпромхоза пухусем ирттерме хӑй каять. Мӗн калӑн: унра унӑн савнийӗ Тоня Пуговкина ӗҫлет. Комсорг вӑл, райкомол бюровӗн членӗ. Юратмасть пулас хӗр районта ӗҫлекен йӗкӗте. Концертсем лартма Ҫавалкаса килсен, ҫаплипех бригадир Санька енне тунсӑхлӑн тилмӗрсе пӑхать. Юрату ҫын ӑҫта ӗҫленине пӑхмасть-мӗн.
— Ӑҫта эс таратӑн? Эп сан патна ӗҫпе, эс мана хирӗҫ хӗҫпе, — йӗплерӗ Александр Петрович. — Мӗншӗн тӑпӑлтарнӑ эс алӑка? Эх, Володя, Володя… Мӗн чухлӗ каламалла сана арҫыннӑн гуманнӑ пулмалла тесе. Алӑкне антарса памаллаччӗ. Кур-ха, ҫынсем мӗн чухлӗ пухӑнчӑҫ, — тӗллесе кӑтартрӗ вӑл. — Пӗтрӗ те сан авторитету ялта, ҫамрӑксен шанӑҫне ҫухатрӑн.
Чӑнах та, Кӗтеруксен тӗлӗнче ҫич-сакӑр хӗрарӑм кӗпӗрленсе тӑнӑ, Кӗтерук сасси те кӑшт илтӗнет.
— Ҫакна ҫеҫ каласшӑнччӗ-и? — ыйтрӗ Володя.
— Ан васка… Пӗлетӗн ак. Паян пуху пулмалла. Взнос маларах пухса хунишӗн те, ак тата ку улах комитечӗн мыскаришӗп те ответлеме лекет. Эп хам куҫпа курнине пытарма пултараймастӑп, — тӗксӗмленчӗ Александр Петрович.
— Пуху пухма каланӑ эп. Сан ыйтусенчен интереслӗреххисем пур. Так. Енчен эсир кашни чӗнтӗрлӗ кӗпеллӗ микрофонсенчен илтнӗ хыпара ӗненетӗр пулсан, тархасшӑн, сӳтсе явӑр.
Вартах ҫаврӑнчӗ Володя. Атӑ кели йӗрӗ ҫине шыв тапса тухрӗ:
— Ман ӗҫ пур. Эп кайрӑм. Санька унта, правленинчех.
Васкамасӑр, тем шухӑшласа утрӗ каччӑ.
— Володя! — кӑшкӑрчӗ Алексаддр Петрович. — Володя! — Тӑхта-ха.
Ҫук, чӗнмерӗ комсорг. Вӑрман енне талпӑнчӗ. Райкомол секретарӗ хуралса кайнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн пӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр тухнӑ ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ.
3
Уя тухсанах Володя питне ҫурхи ҫил ачашларӗ. Сӗлкӗшленнӗ юр ура айӗнче пӗр виҫелпе кӗввипе чӑштӑртатрӗ, атӑ питне ҫыпӑҫрӗ, урана ҫӗклесенех хӑпӑнса ӳкрӗ. Лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ирӗлсе тухнӑ хура ҫӗр ҫинче кураксем васкамасӑр, хуҫа пек утса ҫӳреҫҫӗ. Каччӑ ҫывӑхалла пырсан вӗсем лӳпперрӗн ҫӗкленеҫҫӗ, ҫуначӗсене ҫӑлса кӑларакан сывлӑш хумӗпе вӗсен урисене ҫыпҫӑннӑ пылчӑк хӑпӑнса ӳкни те курӑнать. Кӑшт аяккарах вӗҫсе каяҫҫӗ те, каллех лараҫҫӗ.
Тарӑхни хулленех иртсе пычӗ, ун вырӑнне ҫумӑр пӗлӗчӗ пек шухӑшсем каллашчӗҫ.
«Тӗлӗнмелле этемсенчен, — шутларӗ каччӑ, — ҫын пӑртак ят илме пуҫласан, кӑштах палӑрсан, ытларах вӗрентме, ӑслӑрах курӑнма тӑрӑшать. Хӑй урайӗнче упаленнине, ҫытмапа ҫӳренине, хӑяр е панулми вӑрлама ҫӳренине темшӗн аса илесшӗн мар. Анчах ҫынсенне курать, курать ҫеҫ-и — пӳрнепе тӗллесе кӑтартма та пӑхать…»
Александр Петрович Завьялов хӗлле ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗ парнине, сехет пама килсен, ҫапла каларӗ:
— Куратӑр-и, юлташсем, пирӗн ҫӗршывра ҫынсем епле ӳсеҫҫӗ! Кам пулнӑ Владимир Баранов? Никам пӗлмен этем. Халь вӑл кам? Республикипех паллӑ кукурузовод. Кам ҫын тунӑ ӑна? Эпир, пилӗк орден илме тивӗҫ пулнӑ комсомол пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ҫапла вӑл пирӗн совет ҫӗршывӗнчи чӑнлӑх…
Унтанпа ак ҫур ҫул та иртмерӗ. Каллех секретарь ялта. Халь ӗнтӗ ӑна калаҫмаллӑх сӑлтав тупӑнчӗ. Кам тупса пачӗ? Кӗтерук. Володя улах тӑшманӗ пулнине такам та пӗлет. Улаха кайиччен клуба каять вӑл. Анчах ларакана ӑҫтан чаратӑн? Пӗр пленумра Володьӑна улах пиркиех критикленӗччӗ.
Володя ҫулне пӗр-икӗ метр сарлакӑш шыв картларӗ. Вӑл пӑр ҫинчен асӑрханса сикрӗ. Ура шунипе лайӑхах тапса яраймарӗ, кӗрлекен шыв варрине анса тачӗ. Те шыв юхӑме ҫапниле, те кӗлетке шайлавне тытаймарӗ, ура тепре шуса кайрӗ те шыва тӑсӑлса ӳкрӗ.
Пиччӗшӗпе инкӗшӗ те килӗнче пулмарӗҫ. Пӳрте питӗрсех хӑварнӑ. Ултӑ ҫулхи Хветюк ӑна чӳречерен ашшӗ вӑрмана, амӑшӗ больницӑна ача илсе килме кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.
— Тупнӑ ача ҫуратмалли вӑхӑт, — ятлаҫрӗ Володя.
Вӑл шӑнсах кайрӗ, шӑлла шӑл тивми пулчӗ. Пӗлӗтсем ӑшӗнчен тухса, кӑшт йӑл пӑхнӑ хӗвел ӑшши те ӑна хӑйӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
Мунча кӗчӗ. Лапка тӑрне пӗрре хутмалӑх хурӑн вутти ҫурса купаланӑ, чӗлнӗ хӑйӑсем те пур. Анчах мӗнпе чӗртетӗн? Хветюкран шӑрпӑк ыйтрӗ. Ачана шанса парса хӑвараҫҫӗ-и?
Пӗлсех мӗнле шӑнса вилетӗн. Сарайӗнчен лум кайса илчӗ. Ҫенӗк алакне питӗрнӗ ҫӑраҫҫине тӑпсипех туртса кӑларчӗ те пӳрте кӗчӗ. Пӗччен тунсӑхланса ҫитлӗ Хветюк тӳрех ун латне тепӗртетсе пычӗ.
— Какуй санпа халь, вилетӗп шӑнса, — ҫӳҫенсе илчӗ вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе. Васкасах тумтирӗсене хывма пуҫларӗ. Аллисем те итлемеҫҫӗ. Кӗҫех ҫап-ҫара тӑрса юлчӗ. Урайне хывса пӑрахнӑ кӗпи-йӑмне кӑмака умӗнче ларакан таз ҫине лӑрма пуҫларӗ. Хветюк ӑна урайӗнчен е брюкине, е кӗпине иле-иле пачӗ. Хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра пӳрте палламан хӗрарӑм кӗрсе тӑнине те сисмен иккен вӗсем. Володьӑн кӑмака хыҫне тарса кӗме лекрӗ.
— Мӗ-ӗ-ен э-эс ыйт-м-м-а-сӑрак кӗ-ӗретӗн? — шӑлӗсене шаклаттарчӗ вӑл.
Хӗрарӑм та ӑна кая юлса асӑрхарӗ пулас, ҫухӑрса ярса кил хушшинелле тухса вӑркӑнчӗ. Таҫтан тупӑннӑ йытӑ туллама та пуҫларӗ пулмалла: вӑл шари! шари! ҫухӑра-ҫухӑра ячӗ. Пиччӗшӗ таврӑнчӗ-мӗн, сасси ҫенӗкрен илтӗнет, йытӑ ҫеҫ ҫаплипех чарӑнмасӑр хамлатса вӗрет.
— Калап вӗт Володя тесе. Ай, артист. Мӗн эс тарланӑ лашалла пӑсланатӑн? Уртса яр хуть мӗн те пулин, атту хӗрарӑм кӗме вӑтанать.
—Ш-шыва кайрӑм, М-мулкач ҫырми пуҫӗнче, — пӗлтерчӗ каччӑ.
— Хамах куратӑп. Уйпа ҫаврӑнмалла пулнӑ. Ме, тӑхӑн, — тӗпелти кашта ҫинчен кӗпе-йӗм туртса антарса пачӗ пиччӗшӗ.
Ҫӳллӗ те сарлака кӗлеткеллӗ Колькӑн тумтирӗсем хытанка Володьӑна пушӑ та, вӑрӑм та пулчӗҫ. Ҫанӑ вӗҫӗсене тавӑрма лекрӗ, анса ларакан брюкине чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ.
— Ме, анне валли ревматизмран сӑтӑрма денатурат илнӗччӗ. Пырса параймарӑм. Халь лӑпах сан валли пулчӗ. Хӑвӑртрах урусене йӑвала, — тыттарчӗ вӑл «яд» тесе ҫырнӑ кӗленчене. — Эккей, аллусем чӑх вӑрланӑ евӗр чӗтреҫҫӗ. Вырт, хамах сӑтӑратӑп.
Володьӑн вилнӗ ҫыннӑнни пек кӑвакарса кайнӑ, хур шатри тапса тухнӑ ӳтне хӗрлӗ тес ҫала пуҫларӗ.
— Тултан сӑтӑрнӑ, халь шала кирлӗ. Ӗҫ ҫакнах атту ӳпкӳне ларать, — хушрӗ вӑл. — Кӑшт шыв хушам-ха, атту ҫӑварна ҫунтарса ярӑн. Эрех ман ҫук, ху пӗлетӗн, унпа аташмастӑп.
— Эп сӑмакун илсе килтӗм, — илтӗнчӗ алӑк патӗнчи хӗрарӑм сасси. — Ӗне яма вырӑн тупса паран пуль тетӗп, Николай Ехимович.
Вӑрман хуралҫи хальхинче шарламарӗ. Шӑлне шаккакан Володя шывпа хутӑштарнӑ шупка кӑвак тӗслӗ шӗвеке пӗр-икӗ ҫӑвар сыпсанах кӗҫ ҫеҫ хӑсса ямарӗ.
— Ӗҫейместӗп. Краҫҫын шӑрши кӗрет.
— Эппин сӑмакун ӗҫ. Ӗҫ тума ҫын патне ӗҫкӗпе килмеҫҫӗ. Ҫулла пур пӗрех юмансен кутне кӑпкалатма тивет.
— Ара, ара, унсӑр епле тата, — сӗтел ҫине литр кӗленчи кӑларса лартрӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пӗр аллӑсене ҫывхаракан хӗрарӑм. — Ашшипех халь те, паян ҫеҫ юхтартӑм… Эп, Николай Ехимович, ӗҫлеме хӗрачана яратӑп…
— Хӑш ялтан эс?
— Ара, Хапӑссем пулнӑ. Халь Ҫавалкас. Мирун Хветучӗн пӳртне илтӗмӗр те, пӑсасси тесе куҫсах килтӗмӗр.
Колька шӑллӗне тултарса пачӗ.
— Эс мӗн пӗчӗк ачалла асӑрхамасӑр ҫӳретӗн? Анне лайӑхах пуль-ха?
— Аванах. Эп сан пата ӗҫпе килнӗччӗ. Колхоз валли йывӑҫ кирлӗ.
— Юр ирӗлсе пӗтсен ҫеҫ касмалла пулать.
— Ҫук. Пире лартма кирлӗ. Питомникрен. Вӑл пур. Лесхозран разрешени илӗр. Унсӑрӑн ҫук, параймастӑп. Хакӗ ун йыт ҫӳппи ҫеҫ. Мӗн, сад лартасшӑн-им?
— Ҫук, ҫырмасем хӗррине… Ҫӗр ишӗлесрен.
— Тахҫанах лартмалла. Халь тин тавҫӑрса илчӗҫ апла. Кам, Трофим Матвеевич хушрӗ-и?
— Ҫук, вӑл мар. Павел.
— Кадьшев-и? Вӑл ун заместителӗ мар пуль те?
— Ҫук, парторганизаци секретарӗ. Виссарион Маркович вырӑнне.
— Вӑн што.
— Апла эпир ыран кӑларма килетпӗр.
— Разрешени илсен — хӑть паянах. Володьӑн хӑйӗн йӗпе аттинех тӑхӑнма тиврӗ.
— Татах ӗҫ, — ҫыпҫӑнчӗ хӗрарӑм. — Ҫурхи шыв вӑл витӗр илет.
Володя пиччӗшӗие сыв пуллашса вӑрмана тухрӗ. Шӑнни иртсе кайрӗ, ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса пӗҫерчӗ. Утнӑҫем вӑл ӳсӗрӗлсе кайрӗ. Тӳрех колхоз правленине каясшӑнччӗ, анчах пиччӗш тумтирӗпе тата йӗпе атӑпа кайма май ҫуккине аса илчӗ те килнелле утрӗ…
4
— Йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир парти организацин секретарӗ пулас, — илтрӗ Павел хӑй хыҫӗнчи сассӑ.
Вӑл доклад ҫырма пӑрахса, пуҫне ҫӗклерӗ. Райкомол секретарьне тӳрех палласа илчӗ.
— Паллашар. Александр Петрович Завьялов.
— Павел, — пӗлтерчӗ каччӑ, райком комсомол секретарӗн хӗрӗнни пек ҫемҫе аллине чӑмӑртаса. —Питӗ хавас.
— Хавас-и, хавас мар-и, килтӗм, — пӗлтерчӗ Александр Петрович. — Клуб та вара сирӗн. Кунта шурӑ упасене ҫеҫ шӑнтмалла..
— Хутаҫҫӗ, ӑшӑнать. Телейлӗ эҫир. Пуху пулать паян. Ларӑр, — сӗнчӗ Павел пукан сӗнсе.
— Ларма та юрать. Калаҫмалли те пур, — килӗшрӗ вӑл, Павела хирӗҫ вырнаҫса. — Каҫарӑр, Павел, тӳрех сирӗнтен пуҫланӑшӑн. Ман шутпа парторганизаци секретарӗн пур тӗлӗшпе те таса пулмалла, Уйрӑмах ялта. Кунта культурӑ аялти пусӑмра тӑрать. Ҫавӑнва та пӑхӑр-ха хӑйӑр ҫине, — кӗсйинчен тӗкӗр кӑларса тыттарчӗ вӑл. — Пӑхӑр, пӑхӑр, — ҫине тӑчӗ Завьялов.
Павел хӑй питне мӗнпе те пулин вараланӑ пулӗ тесе тинкерчӗ. Ҫук, нимӗн те ҫук. Тасах. Вӑл Завьялов мӗн каласшӑн пулнине пӗлеймесӗр хумхана пуҫларӗ.
— Куртӑр-и?
— Мӗскер?— тӗлӗнчӗ Павел.
— Сухал, пиччеҫӗм, сухал. Чӑтма пултараймастӑп сухал хырман ҫынна. Мейӗр, — кӗсйинчен пысӑках мар ҫаврашка пластмассӑ коробкӑ кӑларчӗ вӑл. Ӑна будильник пек пӑрса заводить турӗ. — Мейӗр, хырӑнӑр.
Пӳлӗмре механизмлӑ бритвӑ чарлани янраса кайрӗ, Павел аптрасах ӳкрӗ. Салтакра, шӗр виҫӗ ҫул каялла, ӑна пӗррехинче сухал хырмалла тесе асӑрхаттарнӑччӗ. Унтанпа никам та шарламан. Хӑйне хӑй хуҫа халь. Виҫӗ кунта пӗрре хырать. Паян ӗнтӗ савӑнӑҫпа тата васканипе манса кайнӑ.
— Тавтапуҫ, пухуччен хырӑнатӑп, — хуравларӗ Павел хӗрелсе.
— Тасатӑр, тасатӑр, — ҫине тӑчӗ Александр Петрович. Итлеме тиврӗ.
— Пусарах, пусарах каллӗ-маллӗ шутар, — вӗрентрӗ райкомол секретарӗ.
— Вот, халь парторг тиме юрать, — Павел аллппчи бритвӑна илчӗ вӑл. Хупӑлчине уҫса вӗрчӗ, каллех макентош кӗсйине чиксе хучӗ.
— Тавтапуҫ, — тав турӗ Павел. Каччӑ ӑна килӗшрӗ. Тумланасса хӑй ҫӑмӑлттай пекрех тумланнӑ ӗнтӗ.
— Халь давай закурим по одной, — «Каэбек» пачкине кӑларчӗ Александр Петрович.
— Тавтапуҫ. Туртмастӑп.
— Шел… — пирус мӑштӑкне коробки ҫине шаккарӗ вӑл. — Никотин — наркӑмӑш, теҫҫӗ. Анчах вӑл пуҫ мимине ытларах ӗҫлеттерет. Пире тата парти работникӗсене хумханнине пытарма кирлӗ. Маркс та вӑйлӑ туртнӑ. Вӑл чӗлӗмне ҫӑвартан та кӑларман. Хӑвах шухӑшла: кашни ҫитменлӗхшӗн пире лекет, кашни сар сӑмса сана критиклет. Тӳсес пулать, ҫилленсен те ҫилленнине ан кӑтарт. Йытӑ пурнӑҫӗ. Сана ҫапаҫҫӗ — эс ан вӗр, сана хӑвалаҫҫӗ — эс ан кай. Хам эп историк. Аспирантурӑра вӗренетӗп. Комсомол мана темӑ пачӗ. Диссертаци ҫырма ӗмӗтленетӗп, атту пулсан тахҫанах шкула каймалла, — йӑл кулса илчӗ вӑл.
— Халӑхшӑн ӗҫлес япала ҫӑмӑлах мар, — килӗшрӗ унпа Павел. — Ҫапах пурнӑҫа йытӑ пурнӑҫӗпе танлаштарни ытла та гиперболизацилени пулать, Хӑлхана касать, хӑлхана ҫурать.
— Эсир шӳте ӑнланатӑр пулӗ тетӗп… Ҫитӗ сӑмах вакласа. Ӗҫ ҫине куҫар. Эп комсорг пирки канашласшӑн. Ман шутпа Володьӑна хӑтарма тивет.
Александр Петрович ӑна хӑй пӗлнине йӑлтах каласа пачӗ. Улах мыскарисем пирки сӑмахне шеллемесӗр ҫатӑртатрӗ.
— Ӑна ҫамрӑксем юратаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вута кӗме хатӗр. Унран лайӑх ҫамрӑка тупма та ҫук, — хирӗҫлерӗ Павел.
— Пӗлетӗп мӗншӗн юратнине. Володя вӗсем хыҫҫӑн каять. Унашкал туяннӑ авторитет — йӳнӗ авторитет кӑна. Комсоргӑн массӑ хыҫҫӑн мар, малта пымалла.
— Эсир бюропа йышӑннӑ пулсан, лартӑр вӑл ыйтӑва та. Атту иксӗмӗр те трактор бригадинчен. Пӗри хӑть ирӗкленет. Анчах комсомолецсем килӗшес ҫук…
— Эп ӑна пӗлетӗп… бюрора та йышӑнман, вӑл ман шухӑш кӑна. Ытла тулӑксӑр ача. Хӑйне тытма пӗлмест.
— Кунта сире пулӑшаймӑп.
— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Александр Петрович. — Ку Ҫурҫӗр полюсӗнче лариччен колхоз хуҫалӑхне пӑхар. Манпа пӗрле пымӑр-ши?
— Хаваслансах, — килӗшрӗ Павел. — Ӑҫтан пуҫлатпӑр? Эп хам та ҫӗнӗ ҫын вӗт. — Фермӑсене каяр.
Малтан сысна ферминче пулчӗҫ. Хром аттине пакӑлчак таран вараланӑ, макентошне хуратса пӗтернӗ Александр Петрович хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ:
— Сыснасене сысналла пӑхаҫҫӗ…
— Кӗҫех этемлех пӑхма пуҫлатпӑр. Кӑҫал ҫӗнӗ вите тӑватпӑр, сысна пӑхакансем каммунизмла ӗҫ ферми ятне илессишӗн кӗрешӗве тухаҫҫӗ, — хуравларӗ Павел.
— Ан тӗлӗнтер, — кулса ячӗ Александр Петрович. — Хӑвӑр шухӑшласан та ҫынна ан пӗлтерӗр. Атту Ҫавалкас чӑххисем кулса вилме пултараҫҫӗ. Мӗнле коммунизмла ӗҫ пултӑр ҫак фермӑра?
— Вӗсенчен пуҫлатпӑр тем тесен те. Куртӑн-и: хӗрсем епле салхуллӑ? Хӑйсен вӑйне ӗненмеҫҫӗ, ҫапах та пирӗн ӗнентермелле. Пирӗн фермӑ ҫине отачах та пӑхакан ҫук теҫҫӗ. Кунта эпир хамӑр айӑплӑ…
Комсомол райкомӗн секретарӗ шарламарӗ. Ӗне ферми ӑна йӑлтах савӑнтарса ячӗ. Общежитинче таса, вырӑнесене тирптерлӗ пуҫтарса хунӑ, хитре ҫи виттисемпе витнӗ. Стенасене хитре хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.
Фермӑ завадующийӗн пӳлӗмӗнчен шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ Лена тухрӗ. Павел пӗр самантлӑха ку хӗр ачана ӑҫта курнӑ тесе шухӑшласа тӑчӗ.
— Дояркӑ-секретаре, дояркӑ-пионервожатӑя салам, — терӗ Александр Петрович, хӗре ал парса.
Павел та вара тӳрех тавҫӑрса илчӗ: Гайкӑ Ваҫҫи ҫырусем ҫыракан хӗр-мӗн ку.
— Хӑнасене те салам — тавӑрчӗ хӗр. Павела вӑл хӑй ал пачӗ, куҫран тӳре пӑхса, ҫапла хуравласа хучӗ:
— Ҫӗнӗ шӑпӑр фермӑри ҫӳп-ҫапсене те шӑлма тытӑнасшӑн мар-и?
Павел куҫӗ умне ВЛКСМ комитечӗ малта пыракан дояркӑна панӑ вымпел курӑнчӗ, унӑн айне Ленӑн сӑн ӳкерчӗкне кӗртсе лартнӑ.
— Эсир хуҫалӑхри чи лайӑх дояркӑ иккен, — тӗлӗнчӗ Павел.
— Лайӑххи-качки… Ӗнесем ир пӑруларӗҫ. Малта Анна пыратчӗ те, ветеринари наукин фельдшерӗ пулса тӑчӗ. Ҫулла ак, мана иккӗшӗ-виҫҫӗшӗ хӑваласа ҫитеҫҫӗ.
— Эс ан ҫиттер. Комсомол путевкипе кайнине ан ман.
— Ҫавӑнпа вӑл ӑмӑрту: пӗри — малта, тепри — кайра.
Аслӑк ҫинче авӑн ҫапмаҫҫӗ. Хуҫа пӳрчӗ тӑрӑх витине те пӗлме пулать, тетчӗҫ. Тен, витисем урӑхларах? Кайса курар мар-и? — сӑмаха урӑх енне пӑрса ячӗ Александр Петрович.
— Мана курни — фермӑна курни пулмасть, — кулса тавӑрчӗ хӗр.
Заведующи пӳлӗмӗнчен халатсем илсе тухрӗ вӑл, вӗсене сӗтел ҫине хучӗ.
— Тӑхӑнӑр та, кайма пултаратпӑр. Виктор Андреевич та унтах пулма кирлӗ.
Александр Петрович халатне макинтош ҫинчен тӑхӑнчӗ. Лена ҫанӑ вӗҫӗсене ҫыхса ячӗ, аркисене юсаса тӳрлетрӗ.
Павел та тӑхӑнма хӑтланса пӑхрӗ, анчах юракан халат тупӑнмарӗ.
— Сирӗн валли икӗ халатран пӗр халат ҫӗлетмелле. Юрӑхли тупаяс ҫук, ҫаплипех айтӑр, — терӗ Лена.
Александр Петрович тӗкӗр ӳмне пырса пӑхрӗ, ҫӑврӑнкаларӗ, шӗлепкине хывса тепӗр хут тӑхӑнчӗ.
— Врач пулас пулнӑ. Халат ытла та килӗшет, — терӗ вӑл.
«Ҫынна тумтир мар, ӗҫ килӗшет», — кӑшт ҫеҫ персе ямарӗ Павел.
— Эсир ахаль те пӗр хӗрӗн врачӗ, — тавӑрчӗ Лена. Ӗне вити ҫырма хӗрнех тухать. Алӑк умне цементланӑ, таса. Уҫӑ алӑкран дояркӑсен сасси илтӗнет. Вите варринче ҫатан кӑрманлӑ ҫуна. Таврана силос шӑрши сарӑлнӑ. Цементланӑ урайне пӑчкӑ кӗрпи сапса тухнӑ. Ӗнесем айне саракан улӑма вакланӑ, ӑна та пӑчкӑ кӗрпипе хутӑштарнӑ. Таса та самӑр ӗнесем тапранмасӑр апат ҫиеҫҫӗ.
Ҫуна креслин вӗренӗсене хытаракан Виктор Андреевич пуҫне ҫӗклерӗ. Ҫывӑхран ҫеҫ куракан куҫӗпе витене кӗнӗ ҫынсем ҫине вӑл чылайччен пӑхрӗ. Палласа илчӗ пулас, ҫӗкленчӗ.
— Сӗт-ҫу корольне мухтав! — катаранах кӑшкӑрчӗ Александр Петрович.
— Ырра пулсан лайӑхчӗ, хӑнасем час-часах килме пикенчӗҫ, — хуравларӗ заведующи, пурне те ал парса.
Вӑл-хура халатпа. Така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне ҫамки ҫинех антарса лартнӑ. Сухалне таса хырнӑ. Мӑйӑхӗ сарӑрах, сухӑр тӗслӗ. Сарлака пит-куҫлӑ, янах шӑммисем чӗкеҫ ҫуначӗсем пек сарлака. Сарӑ куҫ шӑрҫиллӗ куҫӗ тӳлек, ҫын ҫине сӑнаса тата ӑслӑн пӑхать.
— Кайӑксем килсен — ҫуркунне, хӑнасем килсен ӗҫкӗ пулать, — кулчӗ Павел. — Эпир ӗҫкӗ ыйтмастпӑр, хуҫалӑхне ҫеҫ кӑтарт.
— Парторг, ав, килнӗ-килменех ӗҫкӗ ыйтать. Тем, фермӑсем енне ҫаврӑнсах пӑхасшӑн мар-ха вӑл, ӗҫпе те мӗшӗлтетсе тытӑнать, — куларах тавӑрчӗ Виктор Андреевич.
— Васкасан — халӑха култаран.
— Васкасси пирки, Павел, эпир иксӗмӗр калаҫӑпӑр-ха, эс тарас ҫук, атту пирӗн пата Александр Петрович сайра килет. Комсомол секретарьне сирен фермӑна ярса патӑмӑр тесе ытларах районта ларать. Килсен те хӗрсен пуҫне ҫавӑрса каять те, кайран мана тӑнран яраҫҫӗ. Хӑйсен те пӗр юрӑ кӑна: юрату ҫинчен лекци вулаканни хӑҫан килет те хӑҫан килет. Ӑҫтан-ха эп комсомол райкомӗн секретарьне хушма пултарӑп? Эс коммунист, унран аслӑрах, чӗн, теҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗшен коммунист айӑплӑ-и? Эй, чӗкеҫсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл витен леш пуҫӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ хӗрсене. — Килӗр-ха, ӗҫ пур.
Хура халатлӑ (ӗҫленӗ чух урӑх тӑхӑнмалли те пур иккен) хӗрсем васкамасӑр, аллинчи кӗреҫисене тӑратса хӑварса, силос ҫуни патне пухӑна пуҫларӗҫ. Александр Петрович чылайӑшӗсене паллать пулас, ятран чӗнсе ал ларать, шӳтлет.
— Эс, Лена, наряда вӗҫле. Ыттисем ӗҫ пӗтерӗр те — общежитине. Александр Петрович лекци вуласа парать, Верук тата ӑҫта?
— Тарчӗ. Эпир килнине курсанах тарчӗ, — пӗлтерчӗ Лена.
Хӗрсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.
— Ват чӗкеҫ, — кулчӗ Виктор Андреевич та. — Ытти чух хӑҫан килет тесе тӑнран ярать. Халь тарать.
— Лекторӗ те лайӑхскер: хӗр пуҫне ҫавӑрать те, килсе курмасть, — хушса хучӗ Лена.
Каллех хӗрсем кулса ячӗҫ. Виктор Андреевичпа Лена сӑмахӗсем райкомол секретарьне те хӗпертеттерчӗҫ курӑнать, куҫӗсем хаваслӑхпа ялкӑша пуҫларӗҫ.
— Эс пымастӑн-и? — ҫанӑран туртрӗ Виктор Андреевич Павела.
— Мӗншӗн пымастӑп? — тавӑрчӗ ӑна каччӑ.
— Акӑ хӑш фермӑран тытӑнмалла. Эп паян пухура калаҫу пуҫаратӑп. Мӗншӗн вӗсем коммунизмла ӗҫ ферми ятне илме тивӗҫлӗ мар? — хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Александр Петрович.
— Эпӗ сысна ферминченех пуҫласшӑн, — парӑнмарӗ Павел.
— Райӑна ан култарӑр. Корреспондентсем пӗлсен, фельетон хыҫҫӑн фельетон ҫырӗҫ.
— Мӗн эсир пӑшӑл пӑтти пӗҫеретӗр? Ҫиме мана та чӗнӗр. Каллех юрату вӑрттӑнлӑхӗ пулӗ-ха, — чарӑнсах тӑчӗ маларах кайнӑ заведующи. — Хӗрсемпе ӗҫлесси ачасем, чӗр тамӑк. Каҫхине улах каччисем аптратаҫҫӗ. Хӑть пӑшалпа хурал тӑр. Кашни уйӑхрах пӗр дояркӑ качча каять. Туйне чӗнесчӗ хӑть. Ҫук вӗт, чӗнмеҫҫӗ.
— Эпир те санне икӗ хӗр вӑрласшӑн, — кулса тавӑрчӗ Павел.
— Мотри, сире, — кулчӗ Виктор Андреевич.
Хӑнасене пуринчен ытла пӑру вити килӗшрӗ. Чылаях пысӑк ҫурта икӗ пая пайланӑ. Пӗринче пӑрусем йӑлтах ирӗкре. Урайне улӑм сарса панӑ. Тепринче клеткӑсем. Унта ҫамрӑкрах пӑрусене вырнаҫтарнӑ. Икӗ пӳлӗмӗнче е сулхӑнрах.
— Анна пуҫарӑвӗ, — пӗлтерчӗ Виктор Андреевич. — Пӑрусене «Караваево» совхоз меслечӗпе сивӗре ҫитӗнтеретпӗр. Пӗлтӗр виҫӗ кӑмака пулнӑ, талӑкра икшер хутнӑ. Кӑҫал пӗр кӑмака та ҫук. Вӑтӑр кубометр вутӑ перекетенет, утмӑл пӑру вилӗмрен ҫӑлӑнать.
— Мӗншӗн утмӑл? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Пӗлтӗр утмӑл пуҫ пӗтрӗ, кӑҫал пӗрре те катӑлман. Паратиф та илеймест, ӳпке те шыҫмасть, шӑршӑ та ҫук. Хам та тӗлӗнетӗп: хӗлле тулта вӑтӑр пилӗк градус сивӗ, витере пилӗк-ултӑ градус ӑшӑ. Пӑру сӑмсисенчен пӑс кӑна йӑсӑрланать, ҫппах нимӗн те мар. Тӗпӗртетеҫҫӗ кӑна. Вӑт чӗкеҫ, — йӑваларӗ вӑл пӑру мӑйнӗ, унтан ӑна ыталасах илчӗ, ачашласа лӑпкарӗ. Пӗчӗк хӗрлӗ вӑкӑр фермӑ заведующинчен ютшӑнмасӑр мӑйне тӑсса, ҫурӑмне авӑнтарса тӑчӗ. — Халь пурнатпӑр, — пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫрӗ вӑл пӑрупа.
Ҫурхи хӗвелпе ялкӑшакан кил хушшине тухрӗҫ.
— Паян ҫичӗ, сехетре парти пухӑвӗ. Сан пата чӗнме ямастӑн. Пыр, — терӗ Павел Виктор Андреевича.
— Матвеевич чирлӗ. Унсӑрах ирттерес терӗн-и?
— Вӑл сываласса кӗтсе тӑрсан… ӗҫсем нумай.
— Сан ирӗк ӗнтӗ. Пирӗн председатель унашкал хуҫаланаканнине юратсах каймасть.
— Юратасса ҫеҫ пӑхса тӑрсан… Валяй, валяй, парторг. Тӗрӗс тӑватӑн, — хутшӑнчӗ Александр Петрович.
Павел тӳрех колхоз правленине каймарӗ. Вӑл каллех сысна фермине таврӑнчӗ.
Кормокухня алӑкӗнчен пӑс явӑнса пӗтӗрӗнет, ҫурт хыпса кайнӑ тейӗн. Таврана пӗҫернӗ ҫӗр улми шӑрши тапса тухнӑ. Пӑс ӑшӗнче сысна пӑхакӑнсене палласа илме те ҫук, Федор Васильевич сасси ҫеҫ илтӗнет:
— Пӗр чанӗ пиҫнӗ. Хупӑр. Вутта ахалех ҫунтаратӑр.
— Эй, кам пур, тухӑр-ха, — чӗнчӗ Павел.
Федор Васильевич васкамасӑр пӑс ӑшӗнчен мӗкӗлтетсе тухрӗ, алӑк енне ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ:
— Вите тусанӗсене тасатӑр. Атту, леш, районтан килни, хитре плащне йӑлтах вараласа пӗтернӗ.
Павел енне ҫаврӑнса ҫапла каларӗ:
— Эс те ун пиркиех килтӗн пулӗ-ха.
— Ҫапла. Йӗрке ҫукрах фермӑра.
— Сысна пур ҫӗрте — пылчӑк ӗнтӗ. Ӗмӗртен, авалтан. Витене райком ҫурчӗ пек таваймастпӑр, — тесе, шыв пичкиллӗ ҫуна ҫине кайса ларчӗ вӑл. Кӗсйинчен шӑл тасатмалли порошок курупки туртса кӑларса хӑрах аллипе чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ. Павел ӑна кӑсӑкланса сӑнарӗ. Федор Васильевичӑн кашни хусканӑвӗнче ӗҫе тӑвас килменни курӑнать. Ӑна ниепле те Виктор Андреевичпа танлаштарма ҫук. Епле ялкӑшаҫҫӗ лешӗн куҫӗсем выльӑха курсанах, епле ачашлаҫҫӗ! Ак ку? Пысӑк уйрӑмлӑх. Акӑ вӑл чикарккине ҫавӑрса хыпрӗ. Чӗркуҫҫисем хушшине шӑрпӑк курупкине хӗстерсе хӑрах аллипех чӗртрӗ. Кӗҫех ҫӑварӗнчен кӑвак тӗтӗм палкаса тухрӗ.
— Ҫуркунне, — терӗ вӑл ҫине-ҫинех ҫӑтса. — Ҫуркунне. Нухрат айлӑмӗнче ыраш калчи кӑҫал. Унта халь икӗ метр тарӑнӑш шӑпӑл-шапӑлах шыв картланнӑ. Татса ямалла, Павел. Эп хам бригадир чух лашасемпех ӑштараканччӗ, кӗреҫесемпе тухаканччӗ. Ҫывӑрать Матвейчӑ, ҫывӑрать. Пӗтет ҫирӗм гектар, ахалех пӗтет, — ассӑн сывларӗ вӑл. Павел чӗнменнине кура каллех калаҫа пуҫларӗ: — Ҫил арманӗ уйне кӑҫал тислӗк мар, ҫара улӑмах кӑларса купаларӗҫ. Ав, кур, — тӗллесе кӑтартрӗ вӑл анаҫри сӑрталла, — икӗ эрне кӗтетӗп, ҫаплах хӗрме пуҫламасть. Ҫӗреймест акана тухиччен. Эп хам бригадир чухне сӗт бидонӗсемпе пилӗк-ултӑ така хуранӗ шыв вӗретсе кайса яраканччӗ. Халь Санька ӑша та илмест. Ҫамрӑкрах вӑл, пӗлеймест. Анна хыҫҫӑн чупсах пӗтелеймемт ача. Павел, сан трактору йывӑр, наряд парасса ан кӗт-ха, ачам, кайса пусӑрӑнтар паянах. Таптамасӑр купаларӗҫ вӗт, аҫа ҫапманскерсем, Прыгунов тухса та курмарӗ. Чун ыратать, пӗтет тислӗк ахалех. Кур-ха, — ҫанӑран туртрӗ вӑл йӗкӗте. — Атя-ха ҫырма хӗррине. Куртӑн-и?
Кунта юр ирӗлнипе кӑвакарса кайнӑ, катӑкӑн-катӑкӑн хытса ларнӑ кӗл выртать.
— Фермӑсенче вунӑ кӑмака, икӗ запарник ҫунтаратпӑр, унтан тухса тӑкатпӑр. Мӗнешкел удобрени сая каять. Ҫӗр улми анине тӑксан, улми пуҫ пек пулать. Кашни ҫулах эп, ытти бригадӑсемпе танлаштарсан, аллӑ- утмӑл центнер ытларах ҫӗр улми кӑлӑрнӑ. Мӗнле? Кӗлпе. Халь ҫилпе вӗҫтеретпӗр те шывпа юхтаратпӑр. Хума вырӑн тупаймаҫҫӗ. Кулӑшла. Эп ӑна колхозниксен кӗлетне пухнӑ, Халь? Эй, — аллипе сулчӗ вӑл, — чӗре ҫеҫ ыратать. Прыгунов пысӑк ӗҫсен масштабне юратать:
Кунашкалли енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Эх, тет, колхоза эрех завочӗ лартма ирӗк парсан, икӗ ҫултах малта пыракансене хуса ҫитсе иртсе каймалла та, тет. Куртӑн-и еплерех шутлать. Форменнӑ капиталист.
— Эс, Федор Васильевич, ҫын ҫитменлӗхӗсене куратӑн, вӑл аван-ха, хӑв пӗр фермӑна та йӗркелейместӗн, — чӑтаймарӗ Павел. Каччӑ фермӑ заведующийӗ ҫилленессе кӗтрӗ, анчах лешӗ лӑпкӑн ҫеҫ хуравларӗ:
— Мӗн пӗлетӗп эп сыснасемпе? Ячӗшӗн ҫеҫ мар-и? Чун тур туртмасть кунта…
— Чун туртмасан та япӑхтарсах ямалла-мар.
— Хуҫи ҫаврӑнса пӑхмасан тарҫи мӗн тутӑр? Пире Трофим Матвеевич «сӑрӑ хуртсем» тет, урӑх сӑмахӗ те ҫук тейӗн. Ӑна ирӗк парсан, паянах сысна фермине пӗтерме хатӗр. Тупӑшсӑр, тет.
— Кӑна эс ытлашши калатӑн. Сысна ашӗсӗр епле обязательствӑна пурнӑҫламалла?
— Эй, пурӑнсан куратӑн… Кӗҫӗн ҫынна та усал хуньамӑшӗ виҫӗ кун тӳсет. Кайран ҫӳп шӑтӑкӗнчен ирттермест.
— Манӑн алӑк патӗнче тӑрас хавасӑм ҫук-ха. Ахаль лариччен айта, хӗрсене пулӑшар.
Павел, лаҫҫа кӗрсен, витресем илчӗ, пӗверен ӑсса хӑпарса, кормозапарникри вӗри шывпа хутӑштарса лӗплентерчӗ. Витресем йӑтса витенелле утрӗ. Федор Васильевич, манӑн вӑхӑт ҫук тесе, общежитине кӗчӗ.
Юсама тытӑннӑ клеткӑсене те, сарма пуҫӑннӑ урайне те сарса пӗтереймен. Василий Иванович. килсе кайсанах Трофим Матвеевич юсассине чарса лартнӑ. Имӗш виҫӗ пус тӑман сыснасемшӗн аллӑ тенкӗлӗх хӑмасем сая каяҫҫӗ.
Хӗрсем пӳлӗм каштисене, чӳрече ҫытарӗсене, пӳлӗм пӗренисене сӗреҫҫӗ. Илемленет вите, тасалса, ҫутӑ сӑн кӗрет.
— Акӑ сире шыв, — лартрӗ витрисене Павел, Татах кайса ӑсса килчӗ.
— Ҫакӑн пек заведующи пулсан, — терӗ пӗчӗк Лисук. — Кил, Павел, пирӗн пата.
— Пӗчӗкреххине шыра, — кулчӗ вӑрӑм та ҫинҫе пӳллӗ Елуҫ.
— Хам пӗчӗкки те ҫитӗ, — тавӑрчӗ Лисук. Хӑй паксӑрлӑхӗнчен вӑтанса хӗрелчӗ, анчах ыттисене систерес мар тесе, ахӑлтатсах кулса ячӗ.
— Ун чаплӑраххисем пур терӗҫ-ха, — тавӑрчӗ Елуҫ. Халь Павел хӑй хӗрелнине туйрӗ. Неушлӗ ун патне Марье пынине пӗлеҫҫӗ? Е ахаль кӑна тӗртсе илеҫҫӗ-ши?
— Чӗлхӳсем пек хивре кастарса ӗҫлӗр. Ҫунӑ хыҫҫӑн акшарпа шуратӑр. Ыран обком секретарӗ килӗт, — чеен кулса суйрӗ Павел.
— Калатпӑр кам та пулсан килет пуль, тесе. Федор Васильевич та кӑшкӑркалать, — килӗшрӗ Лисук.
Ырӑ мар турӗ-ха Павел. Капла ҫынсене такам килет тесе хӑратса ӗҫлеттерни тӗрӗс меслет мар. Шӳтлерӗ ҫеҫ те, анчах ҫав шӳтре тӗрӗслӗх пулма пултарассине вӑл чӗрене те хывмарӗ. Тепӗр темиҫе кунтанах вара Шупашкартан самаях пысӑк хӑна персе ҫитрӗ.
Ҫула май Павел фермӑри ӗҫсене, ҫынсене тишкӗрме хӑтланчӗ. Федор Васильевич канӑҫ памарӗ ӑна. Павел ӑна тахҫанах ас тӑвать. Миҫе ҫул ӗҫленӗ-ши вӑл бригадирта? Ҫирӗм ҫулах пуль. Яланах ӑна ырӑ ятпа асӑнатчӗҫ. Ун бригади турпас пек пучахлӑ тырӑсем ӳстеретчӗҫ. Кайран ав, председателе те лартрӗҫ… Лавӗ йывӑртарах пулчӗ пуль, туртаймарӗ. Хутла сахал вӗреннӗ, колхоз та бригадӑ мар, кунта пин тӗрлӗ ҫын. Йывӑр ҫулсенче те колхозран пӑрахса кайман. Халь те ытлашши вӑйлах пурӑнмасть пулас. Нухрат айлӑмӗнче капланнӑ шыв, ҫӗрмен тислӗк ҫинчен калани аса килчӗ. Ҫӗре юратать этем, ҫӗре. Апла ӑна ҫӗр патне тавӑрмалла. Эс те ҫав, парторг, сан этем чунне курмалла, эс пур, ҫын мӗне юратнине те пӗлместӗн. Апла пулсан, ҫынсемпе ӑҫтан йӗркеллӗ ӗҫлетӗн? — вӑрҫрӗ вӑл хӑй ӑшӗнче..
Павел Володьӑна колхоз правленинче тӗл пулчӗ.
— Тепӗр хут салам, комсорг. Улах рыцарӗ. Эп сана сӑмахпа ҫеҫ мыскараҫӑ тесе. Эс ӗҫпе те кая мар-мӗн. Завьялов мана култарса тӑнран ячӗ. Калӑп: эс ир енне ытла та туйми ҫывӑратӑн. Ӑҫта пулнӑ ку, тетӗп. Вӑл пур, улах тапхӑрне хупма кайнӑ-мӗн, — ахӑрчӗ каччӑ кӗнӗ-кӗменех.
Володя кӑмӑлсӑрланчӗ, хӑйӗн чӗрӗ куҫӗпе Павела кӳренӳллӗн пӑхрӗ.
— Юлташ та чӗнтӗрлӗ кӗпесен юлашки хыпарӗпе усӑ курать. Завьялова ӑна мӗн? Кашни уйӑхри взнос вӑхӑтра пухӑнтӑр та, Тоня Пуговкина сыв пултӑр. Вара шӑл йӗрмелӗх ҫитрӗ.
— Тӑхта-ха, эс ӳсӗр-ҫке. Сан патна пыма ҫук, эрех шӑрши ҫапать. Мӗн эс, Кӗтерук ҫине тарӑхса-и?
Шыва кӗрсе ӳкрӗм. Шӑнса пӑсӑласран пичче сиплерӗ.
— Тата икӗ сехетрен пуху, эс ӳсӗр. Капла ҫамрӑксен куҫӗ умне епле тухатӑн? Ҫитменнине, Завьялов пулать.
Сана вӑл ахаль те хытӑ тарӑхнӑ.
— Тарӑхнипе лав туртаймӑн. Эп унччен урӑлатӑп. Медпункта кайса нашатырлӑ спирт шӑршла.
— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Володя.
— Тӑхта, йывӑҫ пирки мӗн хыпар?
Пур. Лесхозран решени ҫеҫ кирлӗ тата укҫа куҫарса памалла. Прыгуновпа ҫураҫ, ытти пурте пулать…
5
Пуху ирттерес вӑхӑт та ҫитрӗ, анчах комсомолецсем ҫаплипех ӳрӗк-сӳрӗк килкелеҫҫӗ-ха. Колхоз правленинчен коммунистсем калаҫкаласа тухаҫҫӗ, вӗсен пухӑвӗ пӗтрӗ курӑнать. Пысӑк чикарккӑ мӑкӑрлантаракан Хапас Хветӗрӗ, пӗртен-пӗр аллипе хӗҫ тытнӑ пек сулкаласа, Виктор Андреевичпа тем пирки тавлашать. Уйрӑм сӑмахӗсем ун клуб ратнех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, анчах мӗн пирки сӑмах пынине ӑнланса илме ҫук.
Клуб умӗнче тӑракан ҫамрӑксем патне Павел ҫитрӗ.
— Комсомолецсен дисциплинӑ ҫук, — пӗлтерчӗ ӑна Александр Петрович. — Парти организацин вӗсемпе вирлех ӗҫлеме тивет.
— Ытти чух йӗркеллех пулаканччӗ, — тавӑрчӗ Павел, тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек. — Ҫул япӑх тесе лараҫҫӗ ӗнтӗ. Комитет ларӑвне ирттерес те, ыран бригадӑсенче уйрӑм пухӑпӑр.
— Кунпа килӗшме пулать, — ҫураҫрӗ Завьялов. Комитет членӗсем тата тепӗр вунӑ комсомолец библиотекӑна кӗрсе ларчӗҫ. Комитет ларӑвне уҫсан, Володя Александр Петровича самах пачӗ.
— Эп колхозӑн пур участокӗсенче те пулаймарӑм, ҫапах та ҫакнашкал вывод тума пулать: чӑн-чан ҫӗкленӳ палӑрмасть. Ҫур аки ирттерме вӑрлӑх ҫитмест. Тракторсем пирки Кадышев каланине шанатӑп: вӗсем юсавлах пуль. Фермӑри ӗҫсем те мухтамалла мар. Сысна ферминче уйрӑммӑнах япӑх. Каплах ӗҫлесен, кам сире ырӑ сӑмах калӗ?Ытти колхозсенче фермӑсем те, уй-хир бригадисем те коммунизмла ӗҫлессишӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫавалкасра шӑпах. Камӑн ҫакна пуҫармалла? Обкомран, райкомран килессе кӗтетӗр-и? Ӑҫта сирӗн пуҫарулӑх?
Александр Петровичӑн сасси хӗрӳ, илемлӗ. Аллисемпе вӑл сӑвӑ вулакан артистпа пӗрех хӑлаҫланать, пӳрнисем ун пӗрре чӑмӑртанаҫҫӗ, тепре сарӑлса каяҫҫӗ.
— Чи малтанах комсомол организаци секретарӗн пуҫаруллӑ пулмалла. Вӑл пур, ҫынсене ыр ӗҫ тума ҫӗклес: чухне, вӗсен алӑкӗсене тӑпӑлтарса йӑмрасем тӑрне ҫакса лартать, улах тапхӑрне хупать. Мӗн вӑл? Вӑтӑрмӗш ҫулсенчи хулиганщинӑ! Пуху умӗн ӗҫсе ӳсӗрӗлет, член укҫи ҫур ҫул маларах илсе хурать. Ху лайӑх производственник пулнипе мухтанма кирлӗ мар. Комсомол, кирек кам пулсан та, хӑй уставне пӑсма ирӗк памасть. Устав маншӑн та, ВЛКСМ райкомӗн секретарӗшӗн те, Владимир Барановшӑн та, пур комсомолецсемшӗн те — пӗрре. Улах ларасси вӑл, ялта агитациллӗ ӗҫ начар пулнинчен килет. Куншӑн кам айӑплӑ? Каллех Баранов. Вуланӑ-и вӑл ку таранччен пӗр лекци? Вуламан. Пулӑ яланах пуҫӗнчен ҫӗрет. Кирлӗ-и пире чире кайнӑ ӑслӑ этем? Кирлӗ мар. Комсомол уставне пӑснӑшӑн, хӗрарӑмпа вӑрҫнӑшӑн тата ӗҫке ернӗшӗн эп Баранов юлташа строгий выговор пама сӗнетӗп. Шухӑшласа пӑхӑр, паянтан вӑл сирӗн пуҫлӑх пулса юлма пултарать-и?
Комсомол райкомӗн секретарӗ Санька ҫумне пырсак ларчӗ, ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ. Ҫӗтӗк кӗтессинче чавсипе пуҫне тӗревлесе ларакан Володя Александр Петрович бригадира ҫапла каларӗ тесе шухӑшларӗ: «Эп халь пӳҫарса патӑм, ытти йӑлтах сирӗнтен килет. Ӑна комсоргран та кӑлармалла, строгий выговор та памалла».
— Ертсе пыр комитета — илтрӗ вӑл Завьялов сассине.
— Кам сӑмах илет? — сиксе тӑчӗ Володя. Хӗрелнӗ куҫ шуррисемпе вӑл стена тӑрӑх лартнӑ пукансем ҫине ларса тухнӑ каччӑсемпе хӗрсене тинкерет. Ав, Петӗр ҫӗлӗкне ҫавӑрса ларать, унпа юнашар Верук дояркӑ, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк кӗлеткеллӗ те пӗчӗк пит-куҫлӑскер. Вӑл хӑй ӑҫта ларнине те манса кайнӑ; юратупа тулнӑ симӗс куҫне Александр Петрович ҫинчен илмест. Унӑн ҫумӗнчи Анна темӗнле кӑмӑлсӑртарах пек, пуҫне усса шухӑша путнӑ.
Чӗнмеҫҫӗ ҫамрӑксем. Шарламаҫҫӗ. Володя хӑй тӗплӗн пуху ирттернӗ чухне вӗсене чарма та ҫук, пӗри те тепри калаҫаҫҫӗ. Халь хӑна вӑтантарать пуль.
Ав, Петӗр ҫӗкленчӗ. Пӗр икӗ ҫул каялла йӑрӑччӗ вӑл, юлашки ҫулсенче утти те улшӑнчӗ: сумлӑ, хӑй хакне пӗлекен, хӑй вӑйне шанакан арҫын утти. Ӗҫ улӑштарать этеме. Петӗршӗн кану кунӗ ҫук. Ялти кашни килтех унӑн алли тунӑ япалана тупма пулать: турчка-и, ҫатма тимӗрри-и, шыв курки-и — сахал-и тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япала. Ҫурлине те вӑлах шӑллать, ҫавине те вӑлах туптать. Ҫавӑнпа ун ячӗ те пур: ҫынсем хисеплеҫҫӗ ӑна.
Акӑ, вӑл сӗтел умне ҫитсе тӑчӗ, васкамасӑр кашнин ҫинех пӑхса ҫаврӑнчӗ, йӑвалать хӑй ҫӗлӗкне, ҫӗлӗкрен сӑмах туртса кӑларас пек.
— Мӗн чӗнместӗр, ачасем? Е сире райком секретарӗн сӑмахӗсем хумхатмаҫҫӗ? Вӑн, вӑл выговор парас, тет, Володьӑна комсомол организаци секретарӗнчен кӑларас, тет. Мӗнле, килӗшетӗр-и? Эп комитет членӗ. Эп хирӗҫ. Мӗн пур ҫитменлӗхшӗн ма Баранова айӑпламал-ла? Ӑҫтан пӗр Володя пурне те туса ҫитертӗр? Клубне те вӑлах уҫать, вӑлах вӑйӑ йӗркелет, драмӑ кружокне ертсе пырать, вӑлах воскресник ирттерет. Ӑҫта клуб заведующийӗ? Марье мӗн тӑвать? Библиотекара кӗнеке парать те ӗҫ укҫи илсе пурӑнать. Ӑна ма райком курмасть? Хӑратӑр ҫав Трофим Матвеевичран. Хӑратӑр, Александр Петрович. Вӑл туххӑмрах тӗк татса ярать. Мана мӗн? Эп кунта Трофим Матвеевич пулсан та ҫаплах калатӑп, мана, ӗҫлетӗп пулсан, колхозникрен никам та кӑларас ҫук. Икӗ алла пӗр ӗҫ… Пӗрре кӑлтӑк шырама тытӑнсан, темӗн те тупма пулать. Улах пирки мӗншӗн Володьӑна айӑпламалла? Унта вӑл ҫынсене пӗлтерӳ ҫапса пуҫтармасть. Кӗтеруксен хапхине ӑна, саккун пулсан… Мӗн вӑл улах? Райком секретарӗ тӗрӗс каларӗ: кивӗ пурнӑҫ юлашки. Ҫав юлашкине хам тутанса пӑхнӑран калатӑп. Пӗррерӗн пӗрре кайрӑм та, питӗрсе лартрӗҫ. Киле каймалла, ӑҫтан тухас? Ҫенӗк урай хӑмине илсе ҫӗре сикрӗм ҫеҫ, кашкӑр капкӑнне ҫаклантӑм. Мӗн ку? Хулиганщинӑ, терӗ райком секретарӗ. Вӑл та тӗрӗс. Халь ак Володьӑна улахшӑн та выговор парасшӑн. Эп хирӗҫ. Ӗҫессе вӑл шыва кайнӑ пирки ӗҫнӗ. Ун ӗнтӗ комсорг тесе, пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех шӑнса пӑсӑлмалла. Ман шутпа, Володьӑна выговор пама та, комсомол организаци секретарӗнчен кӑларма та сӑлтавсем ҫителӗксӗр, Эп хирӗҫ, — Пӗтер хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.
— Тӗрӗс, — терӗ Анна.
— Володьӑна суйличчен ҫулталӑкра икӗ пухуран ытла пулман, — хушса хучӗ Санька.
— Ике ҫул каялла колхозӗпе те вӑтӑр комсомолец ҫеҫ пулнӑ, халь ҫитмӗлтен иртрӗ, — чӑтаймасть Володя.
— Пурринчен мӗн усси? Ҫурри те пухӑва ҫӳреҫҫӗ, — касса татать Завьялов.
Павел, комсомолецсем лӑплансан, сӑмах пачӗ. Ларнӑ чухне вӑл ҫамрӑксене сӑнарӗ. Пурне те паллама та хӗн. Парторгӑн кашнинех пӗлмелле: вӗсем — парти тӗрекӗ, партие пулӑшакансем. Ҫук, калаҫӑва Володя тавра ҫеҫ яма юрамасть, умра тӑракан ӗҫсене кӑтартмалла, кашни ҫамрӑках колхоз ӗҫӗшӗн хӑйӗн ответлӑхне туйтӑр.
— Пирӗн ҫитменлӗхсене курма пӗлнипе пӗрлех, ҫитӗнӳсене те курма вӗренмелле, — пуҫларӗ Павел — Юлашки вӑхӑтра ҫынсем районти организацисенче вӑрманпромхозран каялла таврӑна пуҫларӗҫ. Акӑ, вакун росторанта официантра ӗҫленӗ Ҫимӳн каллех трактор ҫине ларчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, питех те тупӑшлӑ вырӑн пулнӑ-мӗн. Анчах этем пӗрре ҫӗре юратнӑ пулсан, чунӗ: ун патнех туртать. Ку ҫын улшӑннине пӗлтермест-и? Е тата акӑ, Аннанах илер. Вӑтам шкул пӗтернисенчен вӑл колхозра чи малтан ӗҫлеме пуҫларӗ. Кӑҫал хӑй тӗллӗн техникумран вӗренсе тухать. Ку таранччен ялта хӑй : тӗллӗн вӗренни пулнӑ-и? Пулман. Ҫак тӗслӗх пирӗн этемсем улшӑнни ҫинчен каламасть-и? Халь ӗне ферминче ҫеҫ вӑтам шкул пӗтернӗ ултӑ хӗр ӗҫлет. Колхоз начар чухне вӗренме условисем пулман. Халь пур теме юрать Кала-ха, Вася, эс малалла вӗренес теместӗн-и? — ыйтрӗ Павел Гайкӑ Ваҫҫинчен. — Аннӳ чирленӗ, пӑхакан пулман, ҫавӑнпа парахнӑ. Вӗренес текенсем ялта сахал мар. Малалла каҫхи вӑтам шкул уҫас вӑхӑт ҫитрӗ.
— Вӑт ку тӗрӗс, — терӗ Верук дояркӑ.
— Хӗлле ӗҫ те сахал, — хушса хучӗ Санька.
— Шоферсен курсне уҫмалла, — персе ячӗ Гайкӑ Ваҫҫи.
— Шофер сана… Вакун ресторана Ҫимун вырӑнне официанта кай, — йӗплесе илчӗ ӑна Петӗр.
— Ан хумханӑр, кам мӗне вӗренес тенине шута илӗпӗр. Шоферсен курсне те ДОСААФ комитечӗ ҫумӗнче йӗркелеме пулать. Ял хуҫалӑх училищине те комсомол комитечӗ урлӑ механизаторсем пулма вӗренме яратпӑр. Ун чух улаха каяс текенсем те сахал пулӗҫ. Улах та, ман шутпа, пӑсӑк япалах мар. Анчах унта пирӗн, комсомолӗсен, пуҫ пулмалла. Мӗншӗн, пуҫтарӑнса, Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремне» вуласа сӳтсе явас мар?
—Джовӑнни Боккаччон «Декамеронне», — хушса хучӗ Александр Петрович.
Райком секретарӗ йӗпленине Павел илтмӗш пулчӗ, хӑп шухӑшне малалла тӑсрӗ:
— Мӗншӗн улӑхра тӗрӗ кружокӗ йӗркелес мар? Хӗр-ача клубра тӗрлеме вӑтанать пулсан, улӑхра тӗрлет. Тем те тума пулать, хамӑрӑн ҫеҫ тарӑшмалла. Вӑл-ку тарам, ҫамрӑксем пысӑк ӗҫрен тӑрса ан юлччӑр. Вӗсем ҫав тери нумай. Эсир пурте чӑваш уй-хирне пӗлетӗр. Юрӑсенче ҫеҫ вӑл ӗмӗт пек паха та куҫпа виҫейми анлӑ. Тӗрӗссипе унашкал мар. Ӑна ҫырма-ҫатрасем касса кайнӑ, кӑнтӑр ҫилӗсем унӑн питне пӗрре мар тӑрмала-тӑрмала тусан кӑларса вӗҫтернӗ. Ӑна ҫурҫӗр сиввисем шӑнта-шӑнта чӗререн хурланса кулянакан хӗр тути евӗр ҫуркалантарнӑ. Пирӗн тӑван халӑх шӑпи те ҫӗр шӑпи пекех хурлӑхлӑ пулнӑ, хӑйне тӑрантаракан кашни утӑм ҫӗрне вӑл вӑрман хӑртса туртса илнӗ, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Таван ҫӗр ӳстерекен тырӑ юмахри пек ҫӑкӑр пулса выртман, анчах унӑн шӑрши, унӑн тути чӑваш ҫыннишӗн темӗнле апатран та сиплӗ пулнӑ, пуласлӑха ӗнентернӗ, шанчӑк ҫуратнӑ. Ҫав ҫӑкӑра ҫисе ӳснӗ чӑвашсем ҫинчен Ҫеҫпӗл «Шанчӑк пуррисем телейлӗ», тенӗ. Кӑвас чӗресӗнче йӳҫӗтнӗ, йывӑҫ кӗреҫе ҫине лӑпкаса хунӑ, купӑста ҫулҫипе хывса вӗри кӑмакара пӗҫернӗ чӑваш ҫӑкӑрӗ паян та мана час-часах шухӑша ярать. Вӑл маншӑн паян йӳҫӗ. Мӗншӗн? Куратӑр-и эсир пирӗн колхоз ҫӗрне? Эпир ӑна пӗтерсе пыратпӑр. Ҫавна пулах ӗнтӗ пирӗн тыр-пул пӗчӗк. Эрози пирки кӑна эпир ҫулсерен тӑват ҫӗр-пиллӗк ҫӗр пӑт тырӑ ҫухататпӑр. Вӑл ӗҫ кунӗ пуҫне виҫ ҫӗршер грам валеҫме ҫитет. Кала-ха, Петӗр, эс миҫе ӗҫ кунӗ тӑватӑн? — сасартӑк ыйтрӗ Павел.
— Ҫулталӑкра-и?
— Ҫулталӑкра ҫав.
— Пин ытла.
— Халь хавах шутла: эрозие пула кӑна эс вун сакӑр пӑт тырӑ ҫухататӑн.
— Эп ҫеҫ мар.
— Тӗрӗс. Ҫакӑнта кашни лараканах, пӗтӗм колхозниксем ҫухатаҫҫӗ. Ӑна чарма пулать-и? Пулать. Эпир ун пирки халь ҫеҫ парти пухӑвӗ ирттертӗмӗр. Коммунистсем йывӑҫ лартма карах! тухатпӑр, терӗҫ. Комсомолецсем тӑрса юлмаҫҫӗ пуль тетӗп.
Тата тепӗр паха хыпар пӗлтересшӗн сире. Ҫитес уйӑхра вӑрманпромхоза пӗтереҫҫӗ, пӗтӗм варман симеҫ зонана кӗрсе юлать. Типмест текех пирӗн Ҫавал. Парти пухӑвӗ умӗн Василий Ивановичпа калаҫрӑм. Района электростанци килнӗ. Унсӑр пуҫне вӑрманпромхозӑн кивӗ электростанцине те пирех параҫҫӗ. Юписене Салукарах касмалла. Кӑҫал хамӑр тӑрӑшсан, ялсенче ҫутӑ пулать.
— Ур-ра! — сиксе тачӗ Володя. — Ҫутӑ пулать! Атту паян мана Александр Петрович йӗксе-тӗксе пӗтерчӗ. Вӑрман ялӗ. Ликарствӑ. Кӑтартар, тусӑмсем, эпир ҫавалкассем пулнине, ҫур аки пӗтерсенех комсомолецсене пухса юпасем касса турттаратпӑр. Вӑрман ҫынни чунӗ вӑраниччен упалла ҫывӑрать, ҫывӑрса тӑрсан упаллах ҫӗмӗрет!
Халь ӗнте лару та пӑсӑлса кайрӗ: шӑв-шав кӑна тӑрать. Пӗри те тепри калаҫаҫҫӗ, Володя ҫинчен никам та асӑнакан ҫук.
Ҫамрӑксем салансан, Александр Петрович Павел аллине пырса чӑмӑртарӗ.
— Ӑмсанатӑп. Таса чӗрепе ӑмсанатӑп. Эс мана манми урок патӑн. Тавтапуҫ. Ӑнланатӑн-и ман йӑнӑша?
— Мӗнле йӑнӑша? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Ларури йӑнӑша. Эп тӗп ыйтусенчен пӑрӑнса, хам чун ыратни хыҫҫӑн кайрӑм. Юратмастӑп Баранов хӑтланӑвӗсене. Персе пӑрахатӑп тесен те ҫураҫассӑм ҫук. Вӑт йӑнӑшрӑм та. Ҫавалкас ҫамрӑкӗсем ӑна юратаҫҫӗ иккен. Пӗлетӗн-и, мӗнле чӗнеҫҫӗ мана комсомолецсем? Ан тун…
— Ҫук, пӗлместӗп, — татӑклӑн каларӗ Павел. Шӑратса янӑ икӗ ураллӑ комсомол уставӗ. Кулӑшла. Баранов туртса кӑларнӑ, теҫҫӗ. Халь пӗтӗм район пӗлет. Пухусенче сан пек калаҫаймастӑп, ҫынсен чӗрине вут хыптараймастӑп. Вӑл-ку тарам-ха, суйланӑ та— ӗҫлесех пулать. Эп сана пӗр ӗҫ сӗнсе пӑхасшӑн. Килӗшетӗн-и?
— Мӗнле ӗҫ? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Пире пӗр инструктор кирлӗ. Пымастӑр-и? — Эп вӑл ӗҫе-хӗле пӗлсех каймастӑп. Районта ҫамрӑк сахал-и? Комсомолта ӗҫлеме ватӑлтӑм ӗнтӗ эпӗ.
— Миҫере?
— Ҫирӗм пиллӗк тултарнӑ. Вӑл темех мар пулӗ, ҫӗр туртать ман чӗрене. Чун туртмасан, мӗн ӗҫӗ пултӑр?
— Ҫӗр пирки паха каларӑр, — ырларӗ Завьялов. — Эп васкамастӑп. Анчах ман сӗнӗве ан манӑр-ха.
— Тавах ыр сӑмахшӑн. Вӑл-ку пулӗ тенешкел эсир паян выҫах вӗт. Апат ҫиме айтӑр хӑть.
— Комсомол вилмест. Фермӑра хӗрсем хӑналарӗҫ.
— Ҫывӑрма ӑҫта каятӑр?
— Хаваспах юлмалла. Анчах юрату, — кулса ячӗ Александр Петрович. — Вӑрманпромхоза каятӑп. Хӗр кӗтет.
— Ӑнлантӑм, — тавӑрчӗ Павел. — Апла телейлӗ пулӑр.
— Володьӑна асӑрха. Ытлашши ирӗке ан яр. Халь эл сана шанатӑп, — терӗ Завьялов, Павела ал парса.
6
Трофим Матвеевич колхоз правленине парти пухӑвне пуханнӑ коммунистсем салансан тин ҫитрӗ.
Вӑл турех хӑй пӳлӗмне кӗчӗ. Кунта ҫын пулман пулас. Тӑса сӗрнӗ шап-шурӑ урайӗнче пӗр йӗр те палӑрмасть. Сӗтел ҫинче юлашки кунсенче килнӗ хаҫатсем тата темиҫе ҫыру выртаҫҫӗ. Уҫрӗ. Пӗри районти ӗҫтӑвкомран, тепри ял хуҫалӑх инспекцийӗнчен. Иккӗшӗ те колхоза ҫителӗклӗ таран вӑрлӑх хатӗрлеме хушаҫҫӗ, хӑш колхозран илмеллине кӑтартаҫҫӗ. Шупашкарти тусӗ базӑна мӗнле таварсем килни ҫинчен хыпарлать. Вӑл Шупӑшкарпа ҫыхӑнчӗ, анчах тусӗ хваттерте пулмарӗ. «Ресторанта ӗнтӗ», — шухӑшларӗ вӑл. Василий Ивановича шырарӗ. Райком секретарӗ те ҫук, колхозсенче терӗҫ. Хаҫатсем пӑхкаланӑ ҫӗре тӗттӗмленчӗ. Трофим Матвеевич сӗтел ҫине лартнӑ лампӑна ҫутса ячӗ. Ҫаплипех хаҫатсене пӑхрӗ. Партин Тӗп комитечӗ Май уявӗ умӗн мӗн пур ӗҫ ҫыннисене чӗнсе калани пысӑк вырӑн йышӑнать. Кубӑра ҫӗр реформи ирттерни ҫинчен ҫыраҫҫӗ, лара-тӑра пӗлмен Фидель Кастро каллех пысӑк сӑмах тухса каланӑ. Мускавра уҫӑлакан «Туслӑх» университетне кӗме панӑ заявленисене пӑхса тухни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Тӗнче хай пурнӑҫӗпе пурӑнать: Ҫӗпӗрте ҫӗнӗ завод хута янӑ, Англине Америкӑн тинӗс тӗпӗнче ҫӳрекен ракетӑпа хӗҫ-пӑшалланнӑ лодкисем ҫитнӗ, Хӗвеланӑҫ Германире фашизм каллех хӑй пуҫне ҫӗклесшӗн. Францири ОАС йӗкӗчесем Парижра темиҫе бомбӑ пӑрахнӑ… Республикӑ хаҫатӗнче «Ҫавал» колхоза выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессине кӗске вӑхӑтрах икӗ-виҫӗ хут ӳстернӗшӗн редакцин статьинче ырланӑ, каллех Трофим Матвеевича пултаруллӑ организатор тесе мухтанӑ… Чуна ҫӗклет ҫавнашкал ырлани, ӗҫлес килет ытларах. Сан ӗҫне курни кама савӑнтармӗ?
Правленине иккӗн калаҫса кӗчӗҫ. Пӗрне вӑл сассинчен тӳрех уйӑрчӗ: Павел. Тепри?
Алӑка пырса уҫрӗ:
— Павел, кӗр-ха. Володя, эсӗ-ҫке. Эсӗ те кӗр, — алӑка яриех уҫса ячӗ вӑл.
— Ыр каҫ пултӑр, — сывлӑх сунчӗ Павел.
— Сывлӑх сунатӑп, Трофим Матвеевич, — чыс пачӗ Володя.
— Салам, салам.
Кӗтменччӗ Павел председатель халех ура ҫине тӑрасса. Марье тӗлӗкре ун ятне персе ямарӗ-ши? Ӑҫтан муртан ҫыпҫӑнчӗ вӑл?
— Сывалтӑр апла. Аван, — персе ячӗ Володя, ал парса.
— Сывалкалатӑп. Ватти ватӑлать, халсӑрри чирлет. Вӑл-ку тарам. Ну, каласа парӑр, мӗн ҫӗмӗрттеретӗр мансӑр? Камран пуҫлар малтан? Давай, комсорг.
— Хам пирки-и?
— Ху ҫинчен те, яш-кӗрӗм пурнӑҫӗ ҫинчен те.
Хам ҫаплипех. Авланман. Планпа ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫленнӗ ҫӗре палӑртнӑ. Пайтах кӗтмелле. Трактор ман лайӑхах, сеялкӑ хатӗр. Хӑть паянах акана тух.
— Йываҫсем лартасси пирки кала, — хушса хучӗ Павел.
— Паян комитет ларӑвӗ пулчӗ. Уйри тата ялти шырлансемпе ҫырмасене шыв ҫӗмӗресрен йывӑҫсем лартма йышӑнтӑмӑр.
— Охо, — тӗлӗннӗ пек пулчӗ колхоз председателӗ. — Вара?
— Вӑт лартмалла. Йывӑҫсемшӗн лесхоза укҫа куҫарса памалла. Вара хӑть ыранах ларт.
— Кам каларӗ, кам ӑс пачӗ сана кун пирки?
— Павел. Ҫитес вырсарникуи лартма тухатпӑр.
— Юрать. Сначӑт апла колхозӑн качакасемшӗн те, укҫа тӑкмалла пулать. Ӗҫ кунӗ… Аван шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫапах та ҫамрӑксен пуҫарӑвне путарма юрамасть. Ҫапла-и, парторг? — куҫне хӗссе илчӗ вӑл Павела.
— Парти пухӑвӗ те ырларӗ.
— Каҫхи ватам шкул йӗркелетпӗр. Ачасем ҫитеҫҫӗ.
Так. Керкунне шоферсен курсне уҫатпӑр. Так. Правлени пире вӗрентме пӗр автомашинӑ уйӑрса парать пуль тетпӗр.
— Унччен инҫе-ха. Пурӑнсан парасах пулать, — килӗшрӗ председатель.
— Ман ҫак кӑна. Эсир ирӗк парсан киле каясшӑн. Иртенпе апат ҫимен… — ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ Володя.
— Юрать. Яра пар, — килӗшрӗ унпа Трофим Матвеевич.
Володя кайсан, пӳртре пӗр хушӑ шӑплӑх тӑчӗ. Председатель аллинчи преса ҫавӑркалама пуҫларӗ. Хирӗҫ ларнӑ Павел тимлесех ӑна сӑнарӗ.
— Сначӑт ӗҫлетпӗр, — терӗ председатель, янахне сӑтӑрса. — Кала-ха, Павел: эс хӑҫан та пулсан ху тусна ҫухатса курнӑ-и?
Ыйту ытла та сасартӑк тата пӗтӗмӗшле пулчӗ. Тус тенинче нумай ӑнлану: ҫывӑх юлташ та, юратнӑ хӗр те. Тен, Марье пирки шак хурать?
Павел пичӗ пӗҫернине туйрӗ. Тӗлӗнмелле вӑл чӗререн: те ытла та хӗрачанни пек ҫемҫе, те хуҫине те пӑхӑнмасть?
— Мӗнле туса? — ыйтрӗ Павел, ӑна тӳррӗн пӑхса.
— Ну, эппин, — ҫывӑх юлташна?
— Ҫук… Казахстанрисем халь те ҫыру ҫыраҫҫӗ. Кунтисемпе тавлашса уйрӑлмалӑх вӑхӑт пулман…
— Йывӑр, Павел. Эс мана ӑнланмарӑн. Эп Виссарион Маркович пирки. Вӑл манӑн сылтӑм алӑ пулнӑ. Тен, унсӑрӑн эп колхоза та ҫӗклейместӗмччӗ пулӗ, — ассӑн сывласа ячӗ Трофим Матвеевич. Вӑл тӑрса пӳлӗм тӑрӑх утма пикенчӗ. — Председатель ӗҫӗ ҫав тери йывӑр. Канӑҫ ҫук, талӑкӗ-талӑкӗпех пуҫ канмасӑр ӗҫлет. Нервӑсем начарланса каяҫҫӗ. Акӑ, — тӑсрӗ вӑл аллисене. — Кур, епле чӗтреҫҫӗ пӳрнесем. Ҫын курсан, ку ӗҫке ернӗ темелле. Камшӑн пӗтеретӗн сывлӑхна? Халӑхшӑн. Енчен пӗр йӑнӑш турӑн пулҫан, вӑл санпа калаҫмасть те, кӑларса ывӑтать. Ҫапла вӑл председатель финалӗ. Ҫав япӑх финала курсах ӗҫлеме мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ! Эп ӗҫлетӗп. Чӗре туять усал пуласне, ҫапах ӗҫлетӗп. Юлӑшки райхаҫата куртӑн-и? Аш илессипе эпир ҫаплах малта. Хӑвалакансем нумай. Ҫитерме памалла мар. Акӑ ман задачӑ: халь пасарта выльӑх хаклӑ. Илме пайти. ҫук. Ҫавӑнпа хамӑр колхозниксенех хӗсме тивет. Ҫул типсенех пӗр икӗ машинӑ сысна пухса ӑсатас. Ют ялсенчен пӑрусем пухма та вӑхӑт ҫитет. Халь вӗсене чаплӑ ҫурт-йӗрех кирлӗ мар. Ӑшӑтать ӗнтӗ.
Павел Трофим Матвеевича пӳлмесӗр итлесе ларчӗ. Ҫурт ҫумӗпех каҫхине шӑварма кӑларнӑ лашасен кӗтӗвӗ тапӑртатса иртрӗ. Конюхсем чӳрече патӗнчех тем пирки шавларӗҫ.
— Сан шофер прави пур-и-ха?
— Ҫук, анчах ҫӳреме пултаратӑп эп машинӑпа. Шел. Эп сана ҫӑмӑл автомашинӑ парасшӑнччӗ.
Эс тракторист пулни мана пачах та ҫырлахтармасть, мана кӑпӑр-капӑр ӗҫсенчен хӑтӑлнӑ парторг кирлӗ. Ҫавӑнпа сана трактор бригадине те парасшӑн, агронома та лартасшӑн. Вӗсем ҫыхӑннӑ ӗҫсем. Йӗппинчен ҫиппи ан юлтӑр. Эп ӑҫта — парторг унта.
Председатель сӑмахӗсем Павела хускатса ячӗҫ, анчах вӑл темле пулсан та хумханнине палӑртма шутламарӗ. Пӗр енчен савӑнтарать, тепӗр енчен… Тепӗр енӗ кӑткӑс. Колхоз председателӗ унран хӑйӗнчен пӗр сӑмах та иртейми ҫын тӑвасшӑн. Вӑл паллӑ. Анчах йӗп ҫӑртинче пулнӑ ҫйпӗн йӗп те пулас килет.
— Тавтапуҫ, Трофим Матвеевич. Агрономне эп халех пултараяс ҫук, анчах бригадӑна ертсе пыма вӑй ҫитет пуль тетӗп. Хам трактора пӑрахма пултараймастӑп. Манӑн вара пӗтӗм ӗмӗт пӗтет.
«Хакне хӑпартать» — шухӑшларӗ Трофим Матвеевич, трактористӑн улӑп пек кӗлетки ҫине пӑхса.
— Шел пулсан та пӑрахма тивет. Тракторист тупатпӑр. Шухӑшла эс, шухӑшла. Опытна трактористра ӗҫлемесӗрех пухма пулать. Эс халь хӑвӑн ҫамрӑклӑхупа ӑнӑҫлӑх ҫине шанатӑн. Ӑнмасан? Плугу нимӗн тӗшне те тӑмасан? Пулать вӗт унашкалли? Пулать. Эс мана шанма пултаратӑп; пулать — пулмасть, эп такамах калас ҫук. Темиҫе центнер вӑрлӑх сая кайнӑшӑн колхоз тӑкаках тӳсмӗ. Иртнишӗн каҫар. Нервӑсем. Нервӑсем. Хӗрӳлентӗм кӑштах. Пулкалать ман унашкалли. Электросваркине чӗнсе илех. Пуҫӑнтӑн пулсан — пӗтер.
Павел ӑна каллех хӑй меслечӗ шанӑҫлӑ иккенне ӑнлантарма тытӑнчӗ.
— Юрӗ. Ӑнӑҫлӑ пултӑр. Ӗненетӗп. Сан шухӑшупа килӗшетӗп. Ӗнепетӗп. Анчах мӗншӗн сан трактористра ӗҫлемелле? Сӑлтавӗ ҫук. Ҫапла, Павел, правлени ларӑвӗ хӑй сӑмахне калӗ. Халь итле, — сӗтел ҫинчи счет патне пычӗ председатель. — Обязательствӑна пурнӑҫлама колхозӑн та, колхозниксен те выльӑхӗсем ҫитмеҫҫӗ. Сӗтпе те ларма пултаратпӑр. Партипе государствӑ умӗнчи парӑм мана ҫеҫ мар, сана та хумхантарать пулӗ тетӗп.
— Пӗчӗкрех, вӑй ҫитнӗ таран илмелле пулнӑ обязательствӑсене, — чӑтаймарӗ Павел.
— Пӗчӗкрех? — сасартӑк сассине хӑпартрӗ колхоз председателӗ. — Лар, эппин, лачакарах. Ҫаплипех Ҫавалкас юлса пытӑр. Ҫук уш. Каҫар, шӑллӑм. Ҫӗршыв уттинчен юлма ҫуралман эп. Рабочи класа аш кирлӗ — паратӑп, сӗт кирлӗ — паратӑп. Пирӗн ӗҫе парти продуктсем туса илнипе хаклать. Парторг ҫав ӗҫе хирӗҫле кайни е унран пӑрӑнса тӑни сутӑнни пулать, — хӗрсе кайрӗ вӑл. Питне те хӗрлӗ ҫапрӗ, счет шӑрҫине куҫаракан пӳрнисем ҫаплипех вӗттӗн чӗтрерӗҫ.
— Апла ман Виссарион Маркович пек выльӑхсем илсе пама каяс - и?
— Вӑт ку сӑмах. Сан аллунта ҫӑмӑл машинӑ, сан аллунта укҫа. Кирлӗ пулсан, илме кайма та тивет.
— Тавтапуҫ, Трофим Матвеевич. Урӑххине тупӑр. Манран сутӑҫ пулас ҫук. Тӗлӗнмелле сирӗнтен. Кирлӗ ҫӗре эсир колхоз укҫине пӗр пус та тӑккалама хӑратӑр, кирлӗ мар ҫӗре шеллеместӗр. Выльӑх илсе пани тӑкак ҫеҫ вӗт. Бухгалтер каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр подоходнӑй налог тӳлесе утмӑл пин ахалех пӗтернӗ. Кама усӑ вӑл?
— Ача-ха эс, ҫамрӑк. Патшалӑх вӑл манса каякан ҫынна: пӗр ҫӗртен илет те тепӗр ҫӗре хурса хӑварать. Пирӗн тӑкак вырӑнне вӑл ахалех ҫичӗ-сакӑр хут ытларах укҫа пырать. Унта кӗмелли-тухмалли шӑтӑкӗ нумай. Ҫӗр улми, сухан — пӗрре, ытти кирлӗ таварсем илсе сутни — иккӗ. Эп вӑл утмӑл пине пӗрре Шупашкара кайсах туса килтӗм. Виссарион Маркович тата ҫӗр улми сутса ҫӗр пин ытла тупӑш туса пачӗ. Сахал-и?
Шӑпланчӗҫ. Колхоз председателӗ тӑрса, утса ҫӳре пуҫларӗ. Павел ҫаплипех пукан ҫинче тапранмасӑр ларчӗ. Пӳрт кӗтессинчи урай хӑми хушӑкӗнчен шӑши пуҫне кӑларса пӑхрӗ те каллех ҫухалчӗ.
— Пуху ирттертӗмӗр, — пӗлтерчӗ Павел. — Сире эп сываличчен хускатма шухӑшларӑм.
— Шел… Пынӑ пулӑттӑм. Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?
— Ҫур аки пирки. Коммунистсене бригадӑсем тӑрӑх ҫирӗплетнӗ, боевод листоксем кӑларма уйӑрнӑ. Ҫитес вырсарникун — воскреснике. Ҫавал хӗрринчи шырлансене йывӑҫ лартасшӑн… Ман шутпа, Трофим Матвеевич, куншӑн ӗҫ кунӗ шеллеме кирлӗ мар. Ҫӗр хӑйне аван пӑхнӑшан аван тӳлет. Председатель чӗнмерӗ.
— Хӑш-пӗр колхозсем кӗр калчисене апат пама тухнӑ. Пирӗн те пуҫӑнмалла. Бригадирсем наряд ҫук тесе кӗтрӗҫ.
— Удобрени кукурузӑпа кантӑр валли кӑна. Наряд памастӑп.
— Василий Иванович ҫак кунсенчех удобренисем илсе килесси пирки пӗлтерчӗ.
Павел хӑй калас тенине каласа пӗтереймерӗ: алӑкра Федор Васильевич пуҫӗ курӑнчӗ, унтан пылчӑклӑ аттипех пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ. Ун хыҫҫӑнах Лисук курӑнчӗ. Фермӑ заведующийӗ пушӑ ал ҫаннине чӗн пиҫиххи хушшине хӗстернӗ, кӳпшекерех питӗнче салхулӑх палӑрать, сехӗрленнӗ куҫӗсем пӗрре Трофим Матвеевич, тепре пылчӑклӑ аттисем ҫине пӑхаҫҫӗ.
— Кӗтӗн пулсан, иртсе лар, — сиввӗнреххӗн чӗнчӗ Трофим Матвеевич.
— Пӑрахса кайрӗҫ. Свинаркӑсем пӑрахса кайрӗҫ, — хаш! сывласа ячӗ Федор Васильевич.
— Тата мӗн ҫитмест? Ҫамкине пӗрсех ыйтрӗ председатель.
— Санька йӑлтах пӑсса ячӗ. Фермӑра ӗҫлекенсене вутта кайма лаша памастӑп, тет. Лешсем — рат. Фермӑ мар, каторга теҫҫӗ. Халатсем ҫук, атӑ илсе паман, пылчӑк — ҫӑрӑлса тухайми.
— Вок што. Сначӑт, ман пырса тасатса парас пуль? Санька ҫине эс пустуй ан йӑвантар. Ӗҫлеме пӗлместӗн халӑхупа. Эп пӗр эрне пыраймарӑм та, ме сана… Пӑрахса кайнӑ. Эс мӗн пӑхатӑн? Мӗншӗн ӗҫ кунӗ илетӗн? — сассине хӑпартрӗ Трофим Матвеевич. — Пултараймастӑн пулсан заявлени ҫыр. Эпир ҫын тупатпӑр.
Ҫав самантрах заведующи ҫурӑмӗ хыҫӗнчен пӗчӗк Лисуч тухрӗ. Макӑрнипе хӗрелнӗ куҫӗпе вӑл председа-теле хӑюллӑн, хӑрамасӑр пӑхрӗ.
— Федор Васильчпа мӗн ятлаҫмалла?
Сасси ун такамран хӑранӑ пек, ытла та вӑйсӑррӑн та иккӗленчӗклӗн тухрӗ.
— Сӑлтавӗ ҫук ятлама. Вӑл пирӗншӗн тӑрӑшмасть-и? Унсӑр пуҫне пӑхакан та ҫук. Бригадӑра ӗҫлекенсене Санька кирек ӑҫта кайма та лаша парать. Пире? Эсир пирӗн ҫынсем мар, тет. Халь ҫунтармалӑх килте вут ҫук. Кӗтерук Салукаран хул пуҫҫипе йӑтать. Пурнӑҫ-и вӑл ҫакнашкал пурнӑҫ? — хӑюланчӗ Лисук.
— Сирӗн лаши пур вӗт. Тупатӑр тата сӑлтав. Кам чарать, кайса илсе, килӗр вуттине, — пӳлчӗ ӑна Трофим Матвеевич.
— Пур сана… Пӗр лашапа те шыва хутламалла, те ҫӗр улми, те ҫӑнӑх, те тырӑ илсе килмелле. Ахаль те мӑйӗнчен хӑмӑт тухаймасть.
Лисук сасси ҫирӗпленчӗ, куҫӗсем татах хӗрелчӗҫ.
— Хӑть вӑл лаша, хӑть эпир. Ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ҫулталӑкӗпех ӗҫлетӗн. Дояркӑсен кану кунӗ пур, пирӗн нимӗн те ҫук. Вӗсене укҫине те ытларах тӳлетӗр, пӗр атти ҫӗтӗличчен теприне илсе паратӑр, халачӗсем те пухнессӑрсеннипе пӗрех.
— Эсир кайнӑ-тӑк — ыттисене тупатпӑр, — ҫӗкленчӗ Трофим Матвеевич, — Пӑсса янӑ эс, Федор Васильевич, ҫыннусене. Ҫемҫе алпа тытатӑн.
— Тен, вӗсене дояркӑсене тӳленӗ пек тӳлемелле? Ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, — хутшӑнчӗ Павел. — Эс, Федор Васильевич, парти пухӑвӗнче мӗншӗн нимӗн те шарламарӑн?
— Ун чух лайӑхчӗ. Санька кӗрсе пӑснӑ унта. Каҫхи апата та Лисукпа иксӗмӗрех пама тиврӗ, — ҫӗр улмипе вараланса пӗтнӗ шӑлаварӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ заведующи.
— Тӳлев пирки шухӑшлӑпӑр. Санькӑна эп чӗнтеретӗп. Сана шанса панӑ пулсан, ӗҫле. Текех унашкал ыйтусемпе ман пата ан кил. Кам пӑрахса кайнӑ, кала: ыран ӗҫе тухмасан, вӗсен ҫемйисене ҫулталӑкӗпех машинӑ мар, лаша хӳрине те кӑтартмастӑп. Ман сӑмаха пӗлетӗр, — ҫиреппӗн каларӗ Трофим Матвеевич.
— Сан патна килмесен тата кам патне каяс? Эс председатель пуль? — тавӑрчӗ Лисук.
— Эс мӗн кунта адвокат пек кастаратӑн? Эп хамах пӗлетӗп мӗн тумаллине, — хӗрӳленчӗ председатель. — Давай, ӗҫлӗр, марш! Лаша ҫитмесен, Санькӑ бригадинченех илсе паратӑп.
Фермӑрисем тухса кайсан, каллех шӑллӑх ҫуралчӗ.
— Сысна фермине те Виктор Андреевичах памалла мар-ши? Федор Васильевичӑн чунӗ выртмасть фермӑ патне,— ларса тӗннӗ урисене ҫемҫетме ҫӗкленчӗ Павел.
Кӑлармалла ӑна. Унран заведующи пулмасть. Сан шухӑш тӗрӗс те пуль, — килӗшрӗ председатель.
— Анчах ӗҫ тупса памалла пулать. Вӑрҫӑран аманса килнӗ коммунист. Эсир тӑваттӑмӗш бригадӑ бригӑдире ӗҫет терӗр. Упта ярар мар-и?
— Пултарать пулсан…
— Ӗлӗк ун бригади чи йӗркелличчӗ. Ӗҫлеме пултарать вӑл.
— Юрӗ. Ларура кун пирки татӑлӑпӑр.
Павел каллех председателе ыран кӗр калчисене апатлантарасси пирки аса илтерчӗ, йывӑҫсемшӗн укҫа куҫарса пама ыйтрӗ.
— Парторг ыйтатех пулсан — юрӗ, паратпӑр. Кукуруза акиччен Василий Иванович тупса пама шантарать-тӗк.
Кӑшт шухӑшлӑн та пӗр-пӗрне сӑнаса сыв пуллашрӗҫ.
— Эп каланине ан ман, — аса илтерчӗ ӑна Трофим Матвеевич.— Ыран, сывах пулсан, лару пухасшӑн.
Ҫил ҫурҫӗр еннелле ҫаврӑннӑ. Ура айӗнче ҫиелтен шӑннӑ юр качӑртатать. Тӳпе янкӑр уяр: катари-катари ҫӑлтӑрсем те курӑнаҫҫӗ. Салука тӑрринче тулли уйӑх шӑвать. Ун шевлисем умри ҫула ҫутатаҫҫӗ.
Ҫӑмӑл пек чӗрене. Парти пухӑвӗ аван иртни те, комсомолецсен хӗрӳлӗхӗ те шанӑҫа ӳстерет. Ӗҫсем, хӗрӳ ӗҫсем ҫывхараҫҫӗ. Ӗҫлесчӗ те, ҫав вӑхӑтрах чи кирлине манса каяс марччӗ. Мӗн халь тӗппи? Трактор та, колхоз та.
«Кашни ҫын чунне курма пӗл, — аса илчӗ вӑл сасартӑк Василий Иванович сӑмахӗсене. — Акӑ мӗн тӗппи. Ҫынсем. Вӗсем колхоза та ҫӗклеҫҫӗ, трактора та илсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа тытса тӑраҫҫӗ».
Урасем хӑйсемех сысна ферми патнелле утрӗҫ.
7
Павел патӗнчен таврӑннӑ ир Марье килне ҫитсессӗнех диван ҫине тӑсӑлса выртрӗ. Упӑшки патне пымарӗ: вӑл лӑпкӑн сывлани е хушшӑн-хушшӑн куляннӑн ахлатса яни ахаль те лайӑх илтӗнет. Ҫывӑрать. Тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрать. Паян та часах тӑрас ҫук…
Куҫне хупрӗ. Унӑн умне чӳрече рамисене илекен Павел тухса тӑчӗ. Ҫын ҫине сӑнарах пӑхакан пысӑк хура куҫӗ ӑна сасартӑк хӑй ҫине пӑхнӑн туйӑнчӗ. Вӑл куҫне уҫрӗ. Павел ҫук, анчах ҫан-ҫурӑма халь те каччӑ аллисем ыталаҫҫӗ, тута халь те каччӑ чуп тунипе пӗҫерет.
Тӗкӗр патне пырса пӑхрӗ. Сӑн-пит темӗнле ҫамрӑкланса, яшланса кайнӑ. Пит ҫӑмартисем пӑртак хӗрелнӗ. Куҫсем? Мӗнле улшӑнса кайнӑ вӗсем! Палламалла та мар. Мӗнле телейлӗ те тарӑн, мӗнле илӗртӳллӗ! Унӑн айне вырнаҫнӑ йӗрсем те таҫта саланнӑ, ҫухалнӑ.
— Манӑн юрату пур. Павлик! — пӑшӑлтатрӗ Марье, ҫаплах куҫӗсене тӗкӗр ҫинчен илмесӗр. — Эп ӑна юрататӑп, вӑл мана? — куҫӗсене мӑчлаттарса пӑхрӗ вӑл хӑйне хӑй. — Мӗн ыйтатӑн, ухмах. Юратман пулсассӑн калаҫмасть те, юратман пулсан кӑларса ярать. Анчах мӗншӗн вӑл манран ҫамрӑкрах-ши? Хӑйпе тантӑш пулнӑ пулсассӑн унпа кирек ӑҫта та тухса кайма пулать. Чухӑн-им? Манӑн сана телейлӗ тумалӑх укҫа ҫитет. Эс ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре пурте хатӗр пулать. Эп сана кӗтсе ҫеҫ ларӑп. Кӗрсенех мӑйран пырса ҫакӑнӑн та, ҫӗрӗпех ачашлӑп. Ҫук. Пӗлейместӗн-ха эс мана. Ӑҫтан эп сана хамӑн чуна пӗр каҫрах кӑтартӑп?..
Марьене ҫак каҫ хыҫҫӑн темӗнле урӑх ҫӗршыва, урӑх вырӑна куҫнӑн туйӑнчӗ. Ку ҫӗршывра юрату телейӗ, юрату вучахӗ, юрату ҫӗкленӗвӗ, илӗртӗвӗ ҫеҫ пурӑнать пек. Унӑн пурнӑҫӗ пӗр Павелпах тулса ларчӗ, чӗринче пӗр уншӑн ҫеҫ вырӑн тупӑнчӗ.
Упӑшкине вӑл пӗрре тарӑхса, тепре шеллесе те ачашшӑн пӑхрӗ. Чӗлхи ҫине пули-пулми сӑмахсем килчӗҫ. Трофим Матвеевич сывалса ҫитсен, ун чӗрҫи ҫине пырса ларчӗ, ыталарӗ. Анчах куҫӗ ӑна мар, инҫетелле сӑнарӗ, аллипе вӑл ӑна мар, Павела ыталанӑ пек туйрӗ. Вӑл хӑй телейне, хӑйӗн юратӑвӗ пӳрнине, пилленине намӑсланмасӑр, вӑтанмасӑр илчӗ. Хӑратмарӗ ӑна ҫынсем сисессипе ҫынсем пӗлесси. Вӑл Павела кӗвӗҫӳллӗн сӑна пуҫларӗ.
Каччӑ ирӗклӗ. Марье ун ҫывӑхӗнче час-часах пулаймасть. Кам пӗлет, ӑна, тен, ҫак самантра пӗр-пӗр хӗрӗн алли ыталать, пӗр-пӗр хӗр чуп тӑвать? Чи малтанах Аннана палӑртса хучӗ. Марье шучӗпе Ҫавалкасра Павела килӗшмелли урӑх хӗр пулас ҫук. Ӗнер Анна библиотекӑна кӗнекесем илме кӗрсен, ӑна ытти чухнехи пек ӑшшӑн мар, сиввӗн кӗтсе илчӗ. Хӗрӗн тапса тӑракан таса ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулнӑ пичӗ ҫине пӑхсан, ҫавӑ сивлеклӗх тата ытларах вӑйланчӗ, вӑл Анна ыйтни ҫине кӗскен ҫеҫ хуравларӗ, хӑш-пӗр кӗнекесене пур ҫинченех парҫа ямарӗ. Хӗр тухса кайсанах кӗсйинчен пӗчӗк ҫеҫ тӗкӗр кӑларса хӑй ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ, ҫамка ҫанчи кашт кӑна палӑра пуҫланӑ йӗре сӑтӑрчӗ.
Халиччен вӑл нимӗнпе те сӗрӗнмен. Анчах унӑн пуҫӗнчен татах та хитререх, татах та илемлӗрех пулас шухӑш тухмарӗ. Библиотекӑра косметикӑ ыйтӑвӗпе ҫырнӑ кӗнекесем пулмарӗҫ, вӑл пылчӑк ашсах районти библиотекӑна кайрӗ. Ҫула май аптекӑна кӗрсе маҫсем, кремсем, хаклӑ йышши духисемпе пудрӑсем илсе тултарчӗ. Каҫсерен е упӑшки киле таврӑниччен, е ҫывӑрса кайсан, питне супӑньпе ҫуса кремпе сӑтӑрчӗ, библиотекӑна кайнӑ чух питне пудрӑпа шуратрӗ. Тумланасса та тимлесе тӑхӑнма тытӑнчӗ. Районти библиотекӑран модӑсен журналӗн тӗркине йӑтса таврӑнчӗ. Хӑйӗн чи юратнӑ платйине, тупе тӗслӗ хаклӑ трикоран ҫӗленӗскерне, тепӗр хут юсарӗ: пилӗкне тата аркине ансӑрлатрӗ, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тӑмалла турӗ. Раймагра ҫӗнӗ модӑпа ҫӗленӗ платйӗсем тупӑнмарӗҫ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗннех ҫӗлеме лекрӗ. Платйине вӑл кашни кунах улӑштара пуҫларӗ. Пӗрремӗш хут хӑй ҫӗленӗ ҫӑтӑ-ҫӑтӑ аркӑллӑ платйине курсан, упӑшки тӗлӗннипе пӗҫҫине шарт! ҫапса илчӗ.
— Мӗн эс, яла култарас тетӗн-им? Тупӑннӑ майра, — ахӑрчӗ вӑл. — Поселок майрисем те, учительницӑсем те тӑхӑнмаҫҫӗ, а эс..
— Ухмах, — пырса ҫупӑрларӗ ӑна Марье. — Пире модӑ тӑрӑх тӑхӑнма культурӑ пайӗн заведующийӗ хушать. Сирӗн ялта культурӑна саракансем пулмалла, тет.
Ку платйӗне курсан, ҫынсем культурӑна сарма мар, пӗрнӗ тейӗҫ, — кулса ячӗ упӑшки. Вӑл Марье хӑтланӑвӗсене час-часах сӑмах чӗнмесӗр, кӑштах кулакан куҫпа пӑхса ларчӗ. Тавҫӑрчӗ-ши? Ҫук пуль.
«Вӑхӑт иртет, — тунсӑхласа шухӑшларӗ Марье, — Сисмесӗрех ватлӑх та ҫывхарать. Ӑна курмастӑн, туймастӑн. Мӗн парать ҫынна ватлӑх? Пите-куҫа йӗрсем тулаҫҫӗ те хӗр ӗмӗрӗ ҫинчен тӗлӗкри пек ҫеҫ ас тӑватӑн. Кам пӑхтӑр сан ҫине? Ватӑлса йӳтенӗ старике хӗрарӑм хитри кирлӗ мар. Хитрелӗх ҫамрӑка ҫеҫ кирлӗ. Чечекне тӑкнӑ ҫеҫке хитре-и? Ҫук, ун чечекӗ ҫеҫ куҫа ытамлать. Тумланни те, хитреленни те ҫамрӑк чух кӑна. Мӗншӗн халь лайӑх тӑхӑнас мар? Арҫын — пыл хурчӗ, яланах хитрелӗх енне вӗҫет. Ватлӑхра санӑн арчунта вуншар ҫул хушши усранӑ кӗпӳсем мӗн тума кирлӗ? Пӗр йӗрсӗр, савӑнӑҫсӑр иртнӗ ҫамрӑклӑха аса илсе макӑрма-и?»
Библиотекӑра чухне Марье кашни самантранах Павел кӗрессе кӗтрӗ. Кашни ҫын уттипех вӑл сике-сике тӑчӗ, чӗри кӑртлата-кӑртлата тапрӗ, «Вӑлах, вӑлах», — вылянчӗ пуҫра шухӑш, анчах урӑх ҫын кӗрсессӗнех, унӑн телейпе ялкӑшакан куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ. Никамран пытармасӑрах вӑл ассӑн-ассӑн сывла-сывла илчӗ. Библиотекине те Марье хӑй евӗрлӗ хитрелетрӗ: стенисене ҫӗнӗрен тӗрӗллӗ шпалерпа ҫапса тухрӗ, сӗтел ҫи виттисене ҫӗнӗрен туянчӗ. Час-часах вӑл правлени енне тухакан пӗртен-пӗр чӳречерен Павел курӑнмасть-ши, тесе сӑнарӗ. Тухасса вара пӗрре ҫеҫ Трофим Матвеевичпа тухрӗ Яштака та илемлӗ кӗлеткеллӗ Павел ҫумӗнче унӑн упӑшки ытла та кӑнттамӑн курӑнчӗ. Ҫурӑмӗ те пӗкӗрӗлнӗ.
Ҫук, Павел кӗмерӗ. Марье тӗнчере мӗн пурри ҫинчен мансах вӑл утса кайнине сӑнарӗ. Илемлӗ каччӑн утти, кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ та кӗрнеклӗ.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн унӑн Павел патне ҫыру ҫырасси те килчӗ. Час-часах вӑл выльӑхӗсене е апат пама, е шӑварма мана-мана кайрӗ. Нина кумӗ патне чупса каҫрӗ. Хапӑс Петӗрне те аса илмерӗ, — вӑл илсе пынӑ укҫан ҫуррине Нинӑна пачӗ. Иккӗшӗ пӗрле ыталашса макӑрчӗҫ. Светланӑна ӗлӗкхи пек ачашлама пӑраха пуҫларӗ. Амаланнӑ пысӑк юрату вак-тӗвекленмест иккен.
Каҫсерен ҫывӑрса каяймасӑр аптӑрарӗ, вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнкаласа выртрӗ. Пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ ӑна: «Павел юратмасть, юратсан тӗл пулма тӑрӑшмалла».
Упӑшкине варатас мар тесе хуллен тӑра-тӑра ларчӗ чӳрече умне пычӗ, анчах уҫма хӑймарӗ. Ҫара йывӑҫ турачӗсем витӗр ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхри ҫырмара шыв шарлани илтӗнет. Каҫ тӗксӗмӗ тӗллӗн-тӗллен пӗрре хуралса, тепре ҫуталнӑ пек пулса каять. Тепре чухне пӳрт умӗнчи ҫулпах ҫын иртет: «Павел», — вӗҫсе иртет пуҫра шухӑш. Ҫук, вӑл мар, ӑна тӳрех палламалла. Ҫав самантрах чӗре вӗчӗрхенӳпе тулса ыратса каять. Вӑл пӗчченех… Тен, ҫак сехетре унпа юнашар кам та пулсан ларать? Ӑна Марье, хитре Марье юратнӑ пулсан, уншӑн ӑнланмалла мар е пӗрре ҫӗклентерекен, е пӗрре вӗчӗрхентерекен юрату вучӗпе ҫунать пулсан, ыттисем пӑхсах тӑрӗҫ-и? Ун патне такам пынӑнах, такам кӗнӗнех туйӑнать. Вӑл пӗччен мар. Тухса кайсан? Ҫук, Трофим Матвеевичӑн ыйхи ҫӑмӑл. Вӑл алӑк уҫнине ҫеҫ мар, урай тӑрӑх утнине те сисет. Юратать пулсан ҫакӑнта та килмелле. Вӑл вӗҫсех тухнӑ пулӗччӗ. Нумай кирлӗ-и телейлӗ пулма. Пӗрре кӑна, пӗрре кӑна тута пӗҫерсе кайиччен чуп тӑвасчӗ…
Катаран юрӑ вӗҫсе килет. Унӑн сӑмахӗсем те илтӗнмеҫҫӗ, ҫапах вӑл юна пӑлхатать, чӗнет. Тен, ӑна вӑйӑ картине тухнӑ Павел юрлать?
Каллех кайса выртать. Ыйхӑ ҫук, ыйхӑ читлӗхри кайӑк мар, вӗҫет, вӗҫет: Сисмесӗрех минтер питне куҫҫуль йӗпетет. Пӗр йӗрсӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӑн, иртнӗ телейсӗрлӗхӗн тата ҫуралнӑ юратӑвӑн куҫҫулӗ вӑл.
Юх, куҫҫуль, юх. Эх, эсӗ этемӗн мӗн пур йӑнӑшӗсене юхтарса тухас пулсан, куҫран ҫухатсан, ҫемҫе кӑмӑллисем мӗнле телейлӗ пулмалла!
Ир енне, кӑвак ҫути килсен ҫеҫ лӑш пулать вӑл, анчах ыйхи сисӗмлӗ, ыйхи тӗлӗклӗ, ыйхи лӑпкӑ мар. Хускалнӑ чун канӑҫ памасть. Сике-сике вӑранса каять.
Шухӑшсем… Каллех Павел. Чӗре ӑшӑ-ӑшӑ, тӳлек ҫу килессе кӗтет. Ун чухне савнипе таҫта та тӗл пулма пулать: уйра та, вӑрманта та. Малтанах ӑҫта тӗл пуласса палӑртса хурать. Ун шучӗпе Ҫавал хӗрринчи ҫӗмӗртлӗх — чи лайӑх вырӑн. Чечеке ларнӑ вӑхӑтра мӗнле илем унта! Ырӑ шӑршӑ катана-катана, темиҫе ҫухрӑма саланать. Варкӑш ҫилпе ҫӗмӗрт ҫеҫкисем пӗр-пӗр пысӑк та чаплӑ уява кайма тӑхӑннӑ шап-шурӑ перчеткеллӗ хӗр аллисем евӗр сӑпайлӑн хускалаҫҫӗ. Сан ҫине чечек ҫеҫкисем шурӑ лӗпӗшсем пек вӗҫе-вӗҫе ӳкеҫҫӗ. Савни ытамӗнче е пуҫа унӑн чӗрҫи ҫине хурса ҫӳлелле пӑхса выртасси темрен те паха пулӗ! Курман унашкаллине Марье, ҫавӑнпа ӗмӗтленет пулас тӗл пулу ҫинчен, ҫавӑнпа шутлать. Хитре ӗмӗтсемпе тулнӑ этем хитрешӗн ҫунать.
Павел чӗресӗр. Павел чӗнмест. Чӗнсен кайма та пулать, упӑшкинчен, ҫынсенчен вӑрттӑн. Района кайсан та каҫа юлма пулать, вара каччӑ патне кӗнине кам куртӑр?
Трофим Матвеевич вӑранать. Ах, мӗнле пытарас пулать унран шухӑшсене? Мӗнле упрас пулать вӑрттӑнлӑ-ха? Чӗрере пӗри пулсан, теприн валли вырӑн ҫук.
Васкать Марье. Выльӑхӗсем патне тухать, апат пӗҫерсе лартса парать те, тӑмасть килте, пускилсем патне те пулин каҫать. Унпа ҫеҫ ларса апат ҫиес марччӗ, унӑн куҫӗсене ҫеҫ курас марччӗ.
Упӑшкин ӑна ӑнланма вахӑт та, чӗре те ҫук. Вӑл ирех ӗҫе тухса каять. Манать пурин ҫинчен те. Унӑн каллех колхоз, каллех ӗҫ. Марьен те килте пӗр самант та ларас килмест. Ирех утать вӑл библиотекӑна. Кашни кунах, кашни каҫах ҫапла.
Ӗмӗтӗн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Тӗл пулчӗ вӑл Павела. Кӑнтӑрлахи апата кайнӑ чух. Колхоз правленийӗ патӗнчи тӑкӑрлӑкран тухрӗ, вара анкарти хыҫӗсемпе тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Кунта урамри пек мар, типӗ. Карта хыҫӗнчен пӑрӑнчӗ ҫеҫ — умра Павел та. Иккӗшӗ те тӑпах чаранчӗҫ, иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, иккӗшӗ те пӗр харӑсах, ним калама аптӑраса: «Сывӑ-и?» — терӗҫ.
Каччӑ ал пачӗ. Алли вӗри, ывӑҫ тупанӗсем кӑшӑрка, унран кӑштах мазут шӑрши ҫапать.
— Ма библиотекӑна кӗместӗн? — ыйтрӗ Марье. — Ман сана курас килет.
Павел пӗр хушӑ шарламарӗ. Унӑн хура куҫӗсем ӑна ҫупӑрларӗҫ, Марье каччӑн куҫ шӑрҫийӗ ҫинче самантлӑха, тӗкӗр ҫинчи пек, хӑй сӑнне курчӗ.
— Ӑнлан, Марье, пире тӗл пулма юрамасть… Ҫырлах хӑвӑн шӑпуна. Ан ман, эс председатель арӑмӗ. Сан хыҫран пин куҫ сӑнать. Эс йӑнӑш турӑн пулсан, упӑшкун ячӗ каять. Хытар чунна. Иртет вӑл…
Аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗҫ ҫав сӑмахсем… Вӑл нимӗн калама аптрарӗ. Каллех хӑйӗн сӑнне каччӑ куҫ шӑрҫийӗ ҫинче курасшӑн пулчӗ. Вӗсем ҫук, вӗсем куҫ хупаххипе витӗннӗ.
— Ухмах, — пӑшӑлтатрӗ Марье.— Эп сана хам виличчен юрататӑп. Мана хам ят та, упӑшка ячӗ те кирлӗ мар. Мана эс, эс кирлӗ.
Тапса тухрӗ куҫҫуль. Шӑлчӗ ӑна тутӑр вӗҫӗпе. Хӑйне часах алла илеймерӗ.
— Мана ҫӑмӑл тетӗн-и? — хуравларӗ Павел, — Сана та эп час-часах аса илетӗп.
Марье каччӑ хӑйӗнчен уйрӑлса каясран хӑранӑн, хӗрӳллӗн, кӗвӗҫҫине пытармасӑр айӑплама тӑрӑшрӗ. Хӑй мӗн каланине хӑй те Лайӑх ас тумарӗ. Сӑмахсем пӗтсен ҫеҫ каччӑ ури айне пӑхрӗ.
Карта хӗрринче пӗр пӗччен тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки тухса ларнӑ. Икӗ ҫулҫӑллӑ. Хытанка та начарскер. Ытла та ир, васкаса тухнӑ. Акӑ, каччӑ ӑна аттипе таптарӗ. Хӑй сисмесӗр, хӑй курмасӑр таптарӗ.
— Мӗн тӑватӑн? — пӑшӑлтатрӗ Марье. — Ан тапта ҫеҫкене.
Каччӑ ӑнланмасӑр шартах сикрӗ.
— Сыв пул, ав, Петӗр килет. Куҫусене шӑл, атту макӑрни паллӑ.
Павел правлени еннелле утрӗ. Тепӗр кунхине вӑл каллех апат ҫиме унтанах кайрӗ. Павел курӑнмарӗ. Вӗлтрен ҫеҫки кӑсӑклантарчӗ ӑна.
Унӑн юратавӗ ытла та хӗрӳллӗ те пӗҫертекен вӗлтрен пек туйӑнчӗ. Анчах ӑна каччӑ таптарӗ.
Марье ҫав вырӑнта пӗшкӗнсе ларчӗ. Тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки хӑйӗн икӗ ҫулҫипе ҫӗр ҫумӗнчен самаях ҫӗкленнӗ. Ҫӗркаҫ пӑт-пат ӳккеленӗ ҫумӑрпа ҫулҫисем, те тасалнӑ.
Каллех шанчӑк ҫуралчӗ чӗрере.
8
Ирхине колхоз правленине кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн Павел тырӑ кӗлечӗсем патне кайрӗ. Трофим Матвеевич килменччӗ-ха. Васкаса тӑнипе татах вӗрӗлсе кайнӑ, терӗҫ.
Трактористсем Павела кӗтсе, конюхсем пурӑнакан ҫурта пухӑнса ларнӑ. Кунта сывламалла мар махоркӑ тӗтӗмӗпе лаша тарӗ тата тикӗт шӑрши тӑрать. Стена ҫумне ҫапнӑ пысӑк йывӑҫ пӑтасем ҫинче тикӗтленӗ чӗн пӑявлӑ хӑмӑтсем, урхалӑхпа хырӑмсалӑхсем, шуҫпа хитрелетнӗ йӗвенсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑмасенчен ҫапса тунӑ нарсем ҫинче килте тӗртсе тунӑ ула-чӑла ҫи виттисем, аҫамсем тата фуфайкӑсем выртаҫҫӗ. Пуҫелӗкӗсене куҫарса хумалла, чусран ҫапса тунӑ. Плиталлӑ кӑмака умне ҫапнӑ хӗҫ тимӗр ҫинче ҫӗр улми хупписем тата турпас ҫӳпписем выртаҫҫӗ. Урайне ҫулталӑк ҫуманпа пӗрех. Пӳрт ӑшчикки ытла та ҫара: унта плакатсем те, картинӑсем те ҫук.
— Шӑнса кайрӑр-им? — сӑмах хушрӗ Павел, пурне те ал панӑ хыҫҫӑн.
— Петӗр ҫук. Мӗн тӑвас унсӑрӑн, — хуравларӗ Элекҫи.
— Часах килеймест пуль-ха. Ӗнер, вӑл арӑмне лавккаран пӗр литр илтерсе килтерчӗ, — хушса хучӗ Гришка.
— Кайрӑмӑр, — чӗнчӗ вӗсене Павел.
Сеялкӑсем — чусран ҫапса тунӑ сарайӗнче. Кӗркунне ыраш акса пӗтернӗ хыҫҫӑн юсасан, вӗсене никам та тӗкӗнмен. Вӑрлӑха пӑрахакан шеҫтернисем тутӑхса кайнӑ, ураписен сӑррисем кайса пӗтнӗ.
— Солидолпа сӗрмелле пулнӑ хӑть, ҫапла пӑхаҫҫӗ-и техникӑна? — ятлаҫрӗ Павел.
— Хуҫи шарламасан, тарҫи хускалмасть, — тавӑрчӗ Володя.
Теллӗн-теллӗн хӑмисене илнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв кӳленнӗ сарайӗнче тӗттӗм. Хӑма хушӑкӗсемпе уҫӑ алӑкран ҫеҫ ҫутӑ кӗрет. Ҫанталӑкӗ те паян кӗркуннехи пек тӗттӗм, тӳпе сӑра шӑналӑкпа витӗннӗ. Аялах аннӑ пӗлӗтсем хускалми тӑраҫҫӗ.
Павел паян трактористсене ятарласах сеялкӑпа акнӑ чух виҫене мӗнле лартмаллине вӗрентет. Пӗр йышши тырӑ акса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗрне акма пуҫласан, пурин патне те ҫитейместӗн. Халь виҫе туса палӑртсан, тракторист кайран хӑех куҫарма пултарать.
Гришка пӗр пысӑк вут пуленки, Элекҫи тепӗр вут сыппи илсе пырса пӑрахрӗҫ. Павел сеялкӑ урапинчен тытса ҫӗклерӗ. — Хурӑр, — терӗ вӑл. Каччӑ вӑйӗнчен тӗлӗннӗ трактористсем сошниксем хушшипе сеялкӑ рами айне пуленкесем чиксе хучӗҫ. Урапасем халь ҫӗре перӗнмесӗрех ҫаврӑнма пултараҫҫӗ. Миҫе хут ҫаврӑннине шута илме Павел урапасене курӑспа ҫыхса паллӑ турӗ.
Ҫимун та, ытти трактористсем те ҫитрӗҫ, анчах Хапӑс Петӗрӗ ҫаплипех килмерӗ. Тырӑсӑр ӑҫтан виҫине лартма пӗлетӗн? Таҫтан тупӑннӑ Гайкӑ Ваҫҫине кладовщике чӗнме ячӗҫ. Ҫур сехет те иртрӗ, кладовщик ҫаплипех ҫук. Сеялкӑсене те вырнаҫтарса пӗтерчӗҫ: халь сошниксем айне сарса хума шӑналӑкпа тырӑ ҫеҫ кирлӗ. Кӗтсе тӑма юратман Павел каллех конюхсен пӳртне кӗчӗ. Кунта Санька ҫитсе ларнӑ-мӗн. Пӗчченех. Хуҫисем ҫаплах витере-ха: лашасене пӑтратса параҫҫӗ ӗнтӗ.
— Сан бригадӑн вити-и? — ыйтрӗ Павел.
Кӑтра ҫӳҫне ҫар карттусӗ айӗнчен сӳс тӑпки пек кӑларса янӑ каччӑ ҫийӗнчех хуравламарӗ, кӗсйинчен кӗмел портсигар кӑларса, ҫӑварне пирус хыпрӗ, чӗртсе ярса пӗр-йкӗ хут ӗмрӗ те:
— Кунта икӗ бригадӑн, — тесе хучӗ. — Ку пӳрте час-часах кӗретӗн-и?
— Кашни кунах, — Павел шухӑшне ӑнланмасӑр хуравларӗ вӑл.
Мӗнле эс ҫак тасамарлӑха чӑтатӑн? — урайне тӗллесе кӑтартрӗ Павел. — Ӗлӗк хурал пӳрчӗ пулнӑ, теҫҫӗ, халь ку унтан та япӑхрах…
— Эй, хӑнӑхманран вӑл. Кунта фермӑ мар вӗт. Унта хӗрарӑмсем. Кунта йӑлтах арҫынсем. Кама, Сидӑр мучине ҫутарас-им? Паян ҫусан, ыран каллех хуп-хура. Ир те, каҫ та ҫын туха пӗлмест, — сӳнсе ларнӑ пирусне ӗмме пуҫларӗ Санька.
— Ҫуса пӑхнӑ-и?
— Уйӑхра пӗрре наряд парсах Мӗтри карчӑкне ҫутаратӑп.
— Эс хӑйсене ҫутар. Вара вӗренеҫҫӗ. Черет туса пар: кашни виҫӗ кунта пӗрре ҫумалла. Кам таса мар урапа килет, ан та кӗртчӗр.
— Эп аслӑ конюх мар вӗт.
— Ку сана парти порученийӗ. Конюхсене ху ҫине ил. Хаҫатсем килсе пар. Клубран плакатсемпе картинӑсем илсе кил. Обществӑлла ҫурт майӗ пултӑр хӑть.
— Тытсан тума пулать, конешнӑ…
— Тӑвас пирки калаҫатпӑр та, — кулса ячӗ Павел. — Итле-ха, Санька, мӗн эс хӗрарӑмланса кая пуҫланӑ? Фермӑ ҫыннисене пӑтрататӑн? Вӗсем те хамӑр колхоз ӗҫнех тӑваҫҫӗ. Мӗне кирлӗ сана унашкал хӑтланма?
— Эп тӗрӗс тӑватӑп. Раз фермӑсем пирӗн ялта мар, пӗтӗм ҫыннисене ман бригадаран илмелле-и? Манӑн вара ҫур аки хӑть кампа ирттер Ҫур акийӗ те ытлах хӑратмасть: ал ӗҫӗ мӗн чухлӗ. Хӑмла, махоркӑ лартмалла, тислӗк сапаламалла. Ирӗксӗрех фермӑна тӗкӗнме тивет. Ытти бригадӑсенчен фермӑсенче виҫшер-тӑватшар ҫын кӑна, ман бригадӑран хӗрӗх. Конюхсене кӑларса пӑрах та, бухгалтер, председатель, кладовщик. Вӑт сана алла ҫын. Наряд мана та ытти бригадӑсемпе танах параҫҫӗ, — сӳннӗ пирусне чӗртме пикенчӗ Санька. Анчах чӗртеймерӗ, кӑмака умнелле вӑркӑнтарчӗ. — Кӑлараҫҫӗ «Прибой». Пӗр пируса туртса яма ҫур коробкӑ шӑрпӑк кирлӗ, — ятлаҫрӗ вӑл.
— Парячӗ пирки Трофим Матвеевича калӑп. Сахалтарах парӗ. Ҫапах ҫынсене ан хускат, ӗҫлеччӗр. Индивидуалист эс, Санька. Хӑвӑн ӗҫӳ пултӑр, ыттисемшӗн чуну ыратмасть, — каччӑ куҫӗнчен тӳррӗн пӑхрӗ Павел. — Ху тата комсомол организаци секретарӗн заместителӗ.
— Пуҫланчӗ мораль, — кӑмӑлсӑрланчӗ бригадир. Гайкӑ Ваҫҫи Петӗре чӗнсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
— Тӗрӗслех, хӑлхана ыраттарсан та, чуна канӑҫтарать. Татӑлтӑмӑр апла, — алне тӑсрӗ Павел. — Конюхсене дежурствӑ валли график туса пар, фермӑ ҫинчен те ан ман. Эп кайрӑм.
— Манӑн та Петӗре курмалла. Лашасем валли сӗлӗ илмелле, — тесе, Санька та Павелпа пӗрлех тухрӗ.
— Кам права панӑ сире уҫма? Мал што трактористсем, кам утвет тытать сеялкӑсемшӗн? Эсир-и? Мана килсе лартса панӑ-тӑк — эп утветлӑ, — илтрӗ Павел кладовщик сассине.
— Кӗме юрамасан, питӗрмелле пулнӑ, — хуравларӗ Элекҫи.
— Каҫченех мухмӑрпа выртмаллаччӗ, вара сарайне мар, кӗлетне те кӗреттӗмӗрччӗ, — йӗкӗлтерӗ Володя.
Трактористсем Хапӑс Петӗрне хупӑрласа илнӗ. Вӑл вӗсем хушшинче тӑрать. Сарӑ воротниклӗ кӗске пальтийӗ урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хура сӑран ҫӗлӗкне чалӑшшӑн лартнӑ. Час касманнипе ҫӳҫӗ ӳссе кайнӑ, ӗнси хыҫӗнче ҫиветленсе явӑнма тытӑннӑ.
— Здравствуйте! — хыттӑн сывлӑх сунчӗ Павел. Кладовщик шартах сикрӗ, пуҫне Павел еннелле ҫавӑрчӗ.
— Здорово, — тавӑрчӗ вал хуллен. Ҫӗлӗкне тӳрлетрӗ, сумкине туртса юсарӗ.
— Мӗншӗн вӑхӑтра килмерӗр? — канӑҫ памарӗ ӑна Павел. Сана, пӗр ҫынна, вуннӑн-вуниккӗн кӗтеҫҫӗ. Ну-ка, пире хӑвартрах шӑналӑксемпе михӗсем пар. Каллех сыпнӑ… Мӗн пӑхса тӑратӑн? Ачасем, кайса илӗр, — хушрӗ Павел, тем каласшӑн пулнӑн кладовщик ҫине пӑхса. — Малтан тулӑран пуҫлатпӑр. Парса яр, парса яр, — хулӗнчен ҫавӑтса алӑк патнелле илсе тухрӗ ӑна каччӑ.
— Эп зарас. Эп… Эп эс кунтине пӗлмен, — мӑкӑртатрӗ вӑл.
— Так, иире нимӗн вырӑнне те хумасть, начальствӑран хӑрать, — ихӗрсе ячӗ Володя.
Кӑктӑрла ҫитнӗ ҫӗре пур сеялкӑсене те акмалли виҫене лартса ҫитерчӗҫ.
— Халь эп те пӗлетӗп, — тусанланнӑ аллисене сарай умӗнчи кӳлленчӗкре ҫурӗ Гришка.
— Ара, мӗн пӗлменни. Халь паллӑ пур. Тыт та картне куҫар, — йӗкӗлтерӗ ӑна Володя.
Ыттисенчен кая тӑрса юлнӑ Павела кладовщик тытса чарчӗ.
— Эс пит васкатӑн-и? — анасларӗ вӑл, сарӑ шӑлӗсене кӑтартса.—Санпа калаҫмалли пур.
— Калаҫакантан ма тарас? — кӑмӑлсӑрланчӗ Павел.
— Апат ҫиме ӑҫта каятӑн?
— Киле ӗнтӗ. Колхозра столовӑй ҫук.
— Хӑвах пӗҫеретӗн апла?
— Кама пӗҫерттерес?
— Шел, авланас пулать сан.
— Хӗр тупса памастӑн пулӗ те?
— Евчӗ-и эп? Сана пӗрре апат пӗҫерессинчен ҫеҫ хӑтарасшӑн. Айта ман пата. Ҫимелли-ӗҫмелли тупатпӑр. Виссарион Маркович манран пӑрӑнмастчӗ. Лайӑх ҫынччӗ. Шел…
Петӗр ҫиелтен пӑхма ҫеҫ ахаль ҫын пек. Пӗчӗк кӗлеткеллӗ. Сӑнӗ-пуҫӗпе те пачах пиччӗшне хывман. Ҫӑра куҫ харши айӗнчен хӑмӑр куҫӗсем чеен те вӑрӑлла, пӗр вырӑнта тӑмасӑр пӑхаҫҫӗ. Вӗсем пӗрре ҫын питне, тепре урине сӑнаҫҫӗ. Вӑл ӗҫнине пӗтӗм ял пӗлет. Ҫапах та ку таранччен кунта ӗҫлет ҫеҫ мар, колхоз правленин членне те суйланӑ ӑна, Трофим Матвеевич та чӑтать. Мӗншӗн?. Пӗлме питех те хӗн. Пухусенче тырӑ тухмасан: «Хухнӑ списать тӑвас!» тесе кӑшкӑракансем сахал мар, теҫҫӗ. Ахӑртнех хӑшне ӗҫкӗпе, хӑшне тырӑ парса ҫавӑрнӑ пуль. Яланах тата кладовщик колхоз суту-илӗвне хутшӑнать. Ун ҫине тӑракансем нумай, пачах хирӗҫ тӑма сӑлтавне тупаймаҫҫӗ пулас. Виссарион Марковича та ӑна хӑйӗнчен хӑварман, Парторг пулнӑ ҫын та ҫыхӑннӑ-ши унпа? Мӗнле тӗплӗрех пӗлес? Хӑй патпе кайсан? Ҫук, вӑл пӗрре ӗҫсе ӳсӗрӗлнипех сана нимӗн те каласа памӗ, ҫынсем вара: «Парторга кӗнӗ-кӗменех Петӗре сутӑннӑ», тейӗҫ.
— Тавтапуҫ, Петр Васильевич! Килех каятӑп. Ӗҫесси пирки эс е пӑрах, е чӑтма май ҫук пулсан, ӗҫ хыҫҫӑн халь те пӑрҫана тепӗр хут змеевик витӗр яман вӗт. Хушни кӗҫех эрне ҫитет, — эрех шӑрши кӗрекен кладовщик ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ Павел.
— Трофим Матвеевич чирлӗ. Наряд памасан эп пӗччен мӗн тӑвайӑп. Эс ан хӑра. Ӑна туххӑмра. Ӗҫессипе ан тӗк, Павел. Камӑн пырӗ тӑвалла? Укҫа ҫук ҫын е курка паман ҫын ҫеҫ ӗҫмест. Хресчен эрехпе тӑккаланмасть. Ҫӗр улми ҫук-и, салат ҫитмест-и? Сӑра та ту, сӑмакункӑ та юхтар, — кулса ячӗ кладовщик. Тӑтӑшах эрех ӗҫсе ҫӗтсе ларнӑ сасси пыр тӗпӗнчех ҫухалчӗ.
— Наряд партарма ху кай. Ачи макӑрмасан, амӑшӗ чӗчӗ памасть,—сыв пуллашрӗ Павел.
— Эс пымастӑнах-и?
— Ҫук. Ерҫӳ ҫук.
Кӑнтӑрла иртсенех ҫанталӑк пӑсӑла пуҫларӗ. Ахаль те пӗлӗтлӗ тӳпе анӑҫ енчен килекен пӗлӗтсемпе хуралса кайрӗ. Малтан ҫумӑр ӳккелерӗ. Ҫил вӑйланчӗ. Юлашкиичен ҫерҫи пуҫӗ пек юр пӗтӗрӗнсе ӳкме тапратрӗ, пӳрт тӑррисемпе хуралтӑ тӑррисем каллех шурӑ така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑханчӗҫ…
8. Виҫине пӗл, секретарь…
1
Иртнӗ ҫулхи январь уйӑхӗнче района Ял хуҫалах Министрӗн заместителӗпе КПСС обкомӗн инструкторӗ килнӗччӗ. Вӗсем пӗр кун хушши райком секретарӗн кабинетӗнчен тухмасӑр ларнӑччӗ, Василий Иванович умне ҫӗнӗ резервсем, усӑ курман майсем кӑларса тӑратнӑччӗ. Пӗр ҫулталӑк хушшинчех район аш илессине икӗ хут ӳстерме пултарать имӗш. Тӗслӗхе вӗсем «Р» облаҫне илсе кӑтартнӑччӗ. Унта кӗрешӗве пӗтӗм халӑх ҫӗкленнӗ иккен, вӗсем пӗр ҫулталӑкра аш илессине виҫӗ хут ӳстернӗ. Пӗтӗм облаҫ ҫавнашкал ӗҫлет пулсан, район епле ӗҫлеймӗ? Пысӑк хурана тултарма шыв ытларах кирлӗ, район пӗчӗк хуран кӑна. Сысна йышлӑрах самӑртмалла пӗр пӑрӑва та пусма памалла мар. Ҫӗр пине яхӑн чӑх-чӗп ӳстерсе парсан, кроликсем ӗрчетме тытӑнсан… Майсем пур, майсем пӗчӗк мар.
Министр заместителӗ хистемерӗ, теплӗн шухӑшласа пӑхма ҫеҫ ыйтрӗ.
Василий Иванович вара хӑй шухӑшне тӳрех каларӗ: ҫавнашкал пысӑк обязательствӑ илме районӑн нимӗнле резерв та ҫук, вӑл хут ҫине ҫеҫ ҫырӑнса юлма пултарать. Ытах райком секретарӗ йӑнӑшать пулсан, районти актива пухса канашлӑр, вӗсем мӗн калӗҫ.
Тепӗр кунне бюро членӗсем пухӑнчӗҫ. Чи малтан бюрона Трофим Матвеевич ҫитнӗччӗ. Министр заместителӗ колхоз председательне хӑй малтан пырса ал пачӗ, сӗтел хушшине лартрӗ.
— Прыгунов ак пӗтӗм ӗҫе татса парать. Иртнӗ ҫул «Ҫавал» колхоз ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер енне аш-какай илнӗ. Кӑҫал миҫе илме пултаратӑр? — ыйтрӗ пысӑк хӑна.
— Ҫынсенчен юлас ҫук. Сакӑр вунӑ центнер… Лайӑхрах, татах тӑрӑшарах ӗҫлесен, тӑхӑр вуннӑ пама пулать Эсир ҫавна ан манӑр, — «ку цифрӑ та сахал», тесе калассӑн туйӑнчӗ колхоз председательне,— эп пыриччен колхоз ҫӗр гектар пуҫне вун виҫшер центнер ҫеҫ илнӗ.
— Куртӑр-и, Василий Иванович? Кам тӗрӗс: эсӗ-и е эпӗ? Юлнӑ эсир пурнӑҫран. Куртӑр-и, епле вӑй халӑхра? Вӗсенчен вӗренес пулать. Хуҫалӑха ертсе пыма пӗлни чи лайӑх политика. Ӑнӑ эп мар, Ленин каланӑ. Райком секретарӗ манса кайнӑран ҫеҫ ас илтеретӗп.
— Ҫак обязательствӑна пурнӑҫлама ун чухлӗ выльӑх ӑҫтан тупатӑр? — ыйтнӑччӗ Прыгуновран райком секретарӗ.
— Колхозниксен пӑрушӗсене сутӑн илсе, ӳстерсе паратпӑр. Атту ахалех ҫамрӑкла пусса пӗтереҫҫӗ. Тупатпӑр унта, — тенӗччӗ Трофим Матвеевич.
Тата виҫӗ колхоз председателӗпе парти организаци секретарӗсен отчечӗсене итленӗ хыҫҫӑн, министр заместителӗ хӑй шухӑшне хистесех пурнӑҫа кӗртме пикенчӗ. Бюро ирттернӗ каҫхине телефонисткӑсем Василий Ивановича Шупашкар шырани ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Министрсен Советӗнче чылаях пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ҫын калаҫать-мӗн. Ӑна Василий Иванович лайӑхах пӗлмест, анчах ытти парти работникӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав тери принциплӑ та ӑшра мӗн пуррине тӳрех калакан этем-мӗн. Чӑнах та унӑн дипломатилӗх тени-и, сӑпайлӑх-и ҫав тери сахал. Вӑл килнӗччӗ пленум ирттерме, халь хӑй те ун сӑн-питне, калаҫӑвне ас турӗ.
— Эпир сире райком секретарьне суйлама сӗннӗ чухне пӗр пысӑк ҫитменлӗхе асӑрхаман. Эсир хӑравҫӑ иккен, — тӳрех пуҫларӗ вӑл.
Василий Иваиович ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ: Ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Министрсен Советне шӑнкравланӑ. Райком секретарӗ кӑвакарсах кайрӗ. Ӑна, виҫӗ ҫул хушши ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, икӗ хутчен танкра ҫунма тӑнӑ, тӑватӑ хутчен аманнӑ, пилӗк орденпа ултӑ металь илнӗ ҫынна, ҫак сӑмахсем чӑтма ҫук кӳрентерчӗҫ. Анчах Василий Иванович хӑйне алла илчӗ, шӑлӗсенс ҫыртса лартрӗ. Унран кӗҫӗн, тар шӑршине шӑршламан ҫамрӑк ӑна ҫапла каласа кӳрентерме хӑять. Парти ӗҫӗ вӑл урра! кӑшкӑрасси мар, вырӑнсӑр кӑшкӑрашнипе халӑх шанчӑкне ҫеҫ ҫухататӑн. Ахаль те юлашки вӑхӑтра ытлашши шавлама тытӑнтӑмӑр.
— Пурте хӑюллӑ пулсан, кам кама пӑхӑнтӑр? Камӑн та пулсан хӑравҫах пулма лекет, — лӑпкӑн хуравлама тӑрашрӗ вӑл.
— Хам каланине эп тепӗр хут ас илтерме пултаратӑп, — илтӗнчӗ трубкӑра ҫӑвар туллин калаҫма вӗреннӗ ҫын сасси. — Вӗреннӗ хушӑра эсир пурнӑҫран юлнӑ. Юлнӑ… Эсир ытти районсене курӑр-ха. Мӗнле пысӑк обязательствӑсем илеҫҫӗ. Икӗ-виҫӗ хут ытларах. Мӗншӗн? Халӑх вӑйне пӗлеҫҫӗ, халӑх вӑйне шанаҫҫӗ. Мӗнле ҫӗклекӳ халь республикӑра! Ҫавал пек мар, Атӑл пек сарӑлса кайрӗ. Сире ҫав юхӑм тӗкӗнмен те. Обкомпа Министрсен Совечӗ, кур-ха, райкомӑн пӗрремӗш секретарьне агитацитеҫҫӗ. Ҫулталӑк кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, сирӗн района аш-пӑш тата сӗт суса илнӗшӗн ялав памалла тӑвасшӑнччӗ. Хам шухӑша обком секретарӗсене пӗлтерме тивет. Пӑмалла-ши сире?
— Эпир хамӑр вӑя пӗлетпӗр, ҫынсем — хӑйсенне. Ҫӗклеймен ҫӗклеме ма ҫӗклеме тӑрӑшас? Ялавне парсан та, памасан та пултаратӑр.
— Ӗҫ-хӗл, канӑҫсӑрлӑх ытларах пуласран хӑратӑр. Тӑватӑ ҫул хушши шкулта вӗренсе лӑпкӑлӑха хӑнӑхрӑр. Халь хускатма та тарҫӑ кирлӗ.
— Эсир мана тем те калама пултаратӑр. Эп халлӗхе районшӑн нимӗнле сӑмах та калама пултараймастӑн. Малтан колхозсем обязательствӑсем илччӗр, вара, пӗтӗмӗшлетсе, эпир те хамӑр сӑмаха калӑпӑр, — тавӑрчӗ Василий Иванович.
— Хвостизм ку. Хвостизм! Райком колхозсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет. Бюро пухӑр, колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене чӗнӗр. Хам пыратӑп. Курӑпӑр кам тӗрӗсне, — Шупашкартан калаҫаканни трубкӑна пӑрахрӗ.
Тепӗр куннех районти парти активӗ колхозсене тухса кайнӑччӗ. Обязательствӑсем пирки хистеме хушманччӗ Василий Иванович. Чӑнахах та халӑх ҫӗкленӗвӗ-ши е районтан кайнисем хӗснипе, колхозсем пысӑк обязательствӑсемсех илчӗҫ. Икӗ каҫ бюро членӗсем хуҫалӑхсен цифрисепе пӗтӗҫтерчӗҫ. Ҫапла курӑнчӗ картинӑ: аш илессине район пӗрре те ҫурӑ, сӗт илессине ҫӗр хӗрӗх процента ҫитерме пултарать.
Совманри хӑна хӑй сӑмахне тытрӗ. Вӑл ҫитнӗ кунне парти активӗн пухӑвне ирттернӗччӗ. Нумай колхоз председателӗсене, парти организаци секретарӗсене, выльӑх-чӗрлӗх патӗнче ӗҫлекенсене хаклӑ парнесем панӑччӗ.
Парти обкомӗпе Министрсен Совечӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх район икӗ куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава тивӗҫ пулчӗ.
Капӑшсӑр пысӑк тиенӗ лав кирек хӑҫан та палӑртнӑ вырӑна тӗрӗс-тӗкел ҫитеймест. Унтан та кунтан ҫуйпахсем, валемсем татӑла-татӑла анаҫҫӗ, лав тӳне-тӳне каять е тевӗш татӑлать, е турта хуҫӑлать. Нумай колхозсенче симӗс конвейер йӗркелемен. Ун вырӑнне нумай ҫул ӳсекен курӑксене, силослӑх акнӑ кукурузӑна ҫулса ҫитерме тиврӗ. Василий Иванович хӑш-пӗр хуҫалӑхсем колхозниксенчен выльӑх сутӑн илсе патшалӑха панине тӗ сисрӗ. Куршӗ районсенче те ҫавнашкалах хӑтланнине пӗлсен, ҫав фактсем ӑна ӗлӗкхиллех канӑҫсӑрлантарма пӑрӑхрӗҫ. Темле пулсассӑн та сӑмаха тытмалла. Парти сӑмахӗ яланах хурҫӑ, ӑна Василий Иванович мӗн ҫамрӑкранпах пӗлет.
Ҫапла, пысӑк лав тунет. Чиркӳллӗ Вакшӑра сиксе тухнӑ ящур чармалла мар хӑватпа пӗр колхоз хыҫҫӑн тепӗрне ҫула-ҫула илчӗ. Ялтан-яла выльӑхсем ҫӳретме чарчӗҫ. Сӗт сӑвасси ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чака пуҫларӗ. Ирсерен Василий Иванович колхоз председателӗсемпе телефонпа ҫыхӑнчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен хӑй те хуҫалӑхсене туха-туха кайрӗ. Райком секретарӗ, начар апатпа хӗл каҫарнӑ выльӑх пек, начарланчӗ, янах шӑммисем палӑракан пулчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул иртсен, «принциплӑ» ҫын Шупашкартан каллех шӑнкаравларӗ.
— Ҫӗнтерӳпе саламлатӑп, Василий Иванович. Маттур. Каллех обязательствӑна пурнӑҫларӑр. Сире савӑнтарма пултаратӑп: района пысӑк преми панӑ, сана «Урал» радиоприемникпе премиленӗ. Халь ӗнтӗ хӑвӑн вӑйна шанатӑн пулӗ, тетӗп. Ҫӗнӗ обязательствӑ илме пӗлтӗрхи пек пулӑшу кирлӗ мар-и? Кирлӗ мар апла. Унта Владимир Сергеевич пырать. Прыгунов пирки… Ӑна пирӗн шеф хӑй курасшӑн. Шупашкара килсен кӗрсе тухмӗ-и?
Райкомра пӗчӗк ӗҫ ҫук. Пысӑкки те, пӗчӗкки те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Суйлав компанийӗ Василий Ивановича та, Трофим Матвеевича та республикӑри аслӑ Советӑн депутатне суйларӗ. Суйлава хатӗрленнӗ тата ирттерне май, райком ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине, ӳстерессине пӗрремӗш вырӑна хучӗ. Каллех Трофим Матвеевич обязательстви ыттисене хускатрӗ, район каллех тӳсме ҫук пысӑк тиеве туртма пулчӗ.
Сӗт сӑвасси март уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт чака пуҫларӗ. Район тӑваттӑмӗш вырӑнтан вун улттӑмӗшне кайса ларчӗ, урӑх хӑпараймарӗ те.
Василий Иванович ял хуҫалӑх инспекцин главнӑй агрономне хӑй патне чӗнтерчӗ. Вӑл колхозсенче-мӗн, ун вырӑнне секретарь кабинетне Мирон кӗрсе тӑчӗ.
Ашшӑн иртсе ларма сӗнчӗ ӑна секретарь.
— Район кӑҫал гектартан миҫе центнер кукурузӑ туса илнӗ? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Преми те илтемӗр-ҫке. Мана та пачӗҫ. Икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал. Анчах эп унпа мӗн тӑвам? Эп сунара ҫӳреместӗп. Эсир преми улӑштарса парас теместӗр пулӗ те?
Василий Иванович хӑй ӗмӗрӗнче тӗрлӗрен ҫын курнӑ: хӑравҫӑсене те, хастаррисене те, йӑпӑлтисене те, пуҫтахсене те. Анчах преми улӑштарса пама унран никам та ыйтман. Агронома кӳрентерес мар тесе, вӑл ҫапла каласа хучӗ:
— Премине ӑна Ял хуҫалӑх министерстви панӑ. Эпир мар. Унта ҫырса ярӑр.
— Мана вӑт фотоаппарат пулсанччӗ, — хӑйӗннех печӗ Мирон.
— Эсир гектартан миҫе центнер симӗс массӑ илнине каламарӑр-ха.
— Улт ҫӗр енне.
— Ӑна эсир епле виҫнӗ?
— Кашни квадратлӑ метртан. Паллах, лайӑхрах ҫӗртине суйласа илнӗ те, пуртӑпа касса — тараса ҫине. Вӑт пулчӗ те, гектарта миҫе метр пулни паллӑ.
— Силос массине мӗнле виҫнӗ?
— Симӗс массӑран вунӑ процент чакарнӑ ҫеҫ.
— Силос ешел массӑран ҫурри кӑна тухать.
— Ҫапла. Анчах район патриочӗ пулсан, епле чакаратӑн? Сахал тухсан ятлаҫҫӗ, лайӑх пулсан мухтаҫҫӗ. Камӑн усал сӑмах илтес килет?
— Колхоз председателӗсем те отчет ҫине шухӑшламасӑрах ал пусса параҫҫӗ-и?
— Ма памаҫҫӗ. Алла ҫыхмалли ылтӑн сехетрен е радиоприемникран кам пӑрӑнать?…
— Эсир комсомолец-и? — пӳлчӗ Мирона ранком секретарӗ.
— Вун пилӗк ҫултах кӗнӗ. Тен, ман парне пирки ВЛКСМ райкомне кӗрес? Хама ҫырма аван мар, — пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ агроном.
Пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ. Василий Иванович района килнӗренпе пӗрремӗш хут хӑй ҫиллине шӑнараймарӗ:
— Очковтирательсем! Суеҫӗсем! «Преми» мар, тӑварпа авӑрласа ҫеҫ пемелле сире. Ӑҫта силос? Выльӑх апачӗ ӑҫта? Халь ӗнесене суя отчет ҫитерес тетӗн-н?
Хӑраса ӳкнӗ агроном кабинетран ыйтмасӑрах тухса шурӗ.
Василий Иванович хӑй ҫиллине чарайманшӑн пӑшӑрханчӗ. Ку ахаль агрономӑн ӗҫӗ ҫеҫ пулас ҫук. Кунти пысӑкраххисем айӑплӑ. Анчах кам? Райӗҫтӑвком председателӗ унашкал кӑтартусем парас ҫук. Ял хуҫалӑх инспекцин начальникӗ мар-ши? Кам хушнине пурнӑҫланӑ агроном?
Райком секретарӗ каҫхине ЦСУран илнӗ сводкӑсене тишкерчӗ. Катартусем начар. Апла пулсан, кӑҫал обязательствӑсене тултарасси пирки сӑмах та пуҫарма кирлӗ мар.
— Прыгунов хӑйне еплерех туять-ши?
Вӑл Ҫавалкаса кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах каясси пулмарӗ. Райком секретарӗн кабинетне шаккамасӑрӑх Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Сиввӗнреххӗн сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑй мӗн ӗҫпе килни ҫинчен тӳрех пӗлтерчӗ:
— Райкома обком бюровӗнче итлесшӗн. Материалсем хатӗрлемелле пулать.
— Планпа пӑхманччӗ пулас.
— Отделта ҫапла йышӑнчӗҫ. Ӗҫсем, ӗҫсем хушаҫҫӗ итлеме. Ӑҫта анса пыратӑр? Ӑҫта? Района сив чир ернӗ темелле. Икӗ ҫул обязӑтельствӑсене тултарать, ялавсем илет, кӑҫал мӗн тӑватӑр? Заведующи бригадӑ ярасшӑнччӗ, анчах пӗтӗм ответлӑха хам ҫине илтӗм. Пӗрле вӗреннӗ, пӗрлех ӗҫлетпӗр. Мӗншӗн ҫынна валли шӑтӑк алтас? Эпир гуманистсем… — тавӑрчӗ инструктор.
Владимир Сергеевич ял хуҫалӑх пайӗнче шӑпах вӗсен районӗпе ӗҫлет. Час-часах пулать вӑл кунта. Килни хӑрушах та мар, анчах бюрона хатӗрленесси ҫӑмӑл мар.
Райком секретарӗ чӗнменнине кура Владимир Сергеевич пӗчченех калаҫрӗ:
— Ытти районсемпе танлаштарсан, тӳсмелле мар контраст. Вӗсем хӑпараҫҫӗ, эпир анатпӑр. Районтах виҫӗ-тӑватӑ колхоз малта пыраҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ыттисем хӳрере ҫапкаланаҫҫӗ. Философсем пек каласан, форми ҫавах, содержанийӗ урӑх. Хирӗҫ-тӑру пур кунта, ҫав хирӗҫ-тӑрӑва татса памалла, — шӳтлеме пӑхрӗ инструктор.
— Ҫур аки ирттериччен кӗтмеллеччӗ хӑть, ун чух хирӗҫ-тӑрӑвне часах татса панӑ пулӑттӑмӑр, — кулӑрах тавӑрчӗ Василий Иванович.
— Йывӑр самантра та шӳтлени лайӑх. Эсир ытлашши чӑрмавлӑсран ӑн хӑрӑр. Малтан колхозсенче пуласшӑн эп, ҫынсенчен ыйтмаллисем пур, калаҫкалас тата. Кайран пӗрле хатӗрленме пуҫлӑпӑр.
Ытти чух «эҫпе» калаҫакан инструктор «эсир» теме пуҫлани, вӑл темле сиввӗнреххӗн тыткалани Василий Ивановича шухӑша ячӗ. Тен, «эсир» тесе вӑл пӗтӗм райкома шута илсе каларӗ. Тен, обком бюровне ыйту лартасси район ҫак юлашки икӗ уйӑхра сӗтпе аш-пӑш илессине чакарнинче ҫеҫ мар? Тата мӗн пур-ши урӑх?
2
Юратать ирхи кӳлӗме Василий Иванович.
Райкомра никам та ҫук, шӑпах. Сайра-хутра кӑна колхоз председателӗсем, пӗр-пӗр питех те кирлӗ ыйту сиксе тухсан, шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫывӑрса каннӑ пуҫ уҫӑ, шухӑш кал-кал ӗҫлет.
Ҫак сехетсенче бюрон, райкомӑн ӗҫ планӗ ҫуралать, ҫак сехетсенче Василий Иванович тухса кӑлаҫма хатӗрленет е доклад ҫырать. Анчах паян пуҫа нимӗнле уҫӑмлӑх та килмест. Шухӑшсем аякра, ҫырма хӑнӑхнӑран кӑна ҫырать райком секретарӗ. Пысӑк тетрадь листи ҫине вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисем шӑрҫаланса выртаҫҫӗ. Этем — хӑйне евӗрлӗ виҫе.
Ҫав виҫене пӑтпа, сарлакӑшпа е ҫӳллӗшпе кӑтартса параймӑн, ҫулпа та шутласа кӑлараймӑн.
Пурнӑҫ та — виҫе. Ҫав виҫе аркансанӑх этем хӑй картӗнчен тухать, пурнӑҫ та арканать. Ҫын ҫуралсанах обществӑпа ҫыхӑнать, унсӑрӑн пурӑнаймасть.
Пӗтӗм ҫут тӗнче тата унти япаласем виҫепе тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсен пуҫламӑшӗ, аталанӑвӗ хирӗҫ-тӑруран пуҫланнине никам та хирӗҫлеймӗ. Ҫав хирӗҫ-тӑру та виҫеллӗ. Пӗр енӗ вӑйлӑрах, сулмаклӑрах пулсан, тепӗр енӗ шар тӳсет.
Виҫен улшӑну ҫук мар. Улшӑну — сисӗнӳсӗр те, сисӗнӳллӗ те. Вӑл е хуллен, е хӑвӑрт пулса иртет. Эволюцисӗр революци пулмасть, теҫҫӗ философсем…
— Мӗн тума ҫыратӑп эпӗ ун ҫинчен? — хуллен кулса ячӗ Василий Иванович. — Хама хам лӑплантарма-и?
Юрать, шӑпах тетрадь варри пулчӗ, ҫырнине тӑпӑлтарса илсе чӑр-чар ҫеҫ чӗрсе тӑкрӗ. Сасартӑк туртас килсе кайрӗ. Пӑрахни тӑватӑ ҫул, тепре чух хумханма тытӑнсан, е калас шухӑша ҫавӑрса калаймасан, тӗтӗм шӑрши аса килет.
— Этем, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ райком секретарӗ. Ҫын вӑл хурлӑх килсен ҫеҫ тарӑнрах шухӑшлама пуҫлать. Ҫӗнтерӳ ҫынна ӳсӗртет: таврарине курма пӑрахатӑн, малалла та хӑвна ырӑ ятпа асӑнтарас килет.
Шухӑшсем паян сапаланчӑк, Владимир Сергеевич аса килчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑ каялла ӑна Володя тесе кӑна чӗнетчӗ Василий Иванович. Володя… Палланӑ вӗсем пӗр-пӗрне унчченех. Партин аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ чух паллашнӑ. Пӗрле экзамен тытнӑ. Кайран, вӗренме пуҫӑнсан, группӑсем ҫеҫ урӑх пулнӑ. Ытлашши юлташланман. Туслашман. Курсан сывлӑх суннӑ, тӗл пулман чух аса илмен. Пулать-ҫке пурнӑҫра ҫавнашкал: ҫыннине те, унӑн биографине те аван пӗлетӗн, анчах вӑл сана ҫав тери кирлине туймастӑн. Урӑх туссем, урӑх юлташсем пуртан ҫапла-и вӑл?
Малтан Владимир Сергеевич пӗр районта ВЛКСМ райкомӗнче ӗҫленӗ, кайран ВЛКСМТӗп Комитечӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Комсомол обкомӗнче икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, каллех — вӗренме. Кӗпепех ҫуралнӑ пулас вӑл, ӑмсанмаллах телейлӗ. Ултӑ ҫул комсомолпа парти шучӗпе вӗреннӗ, пилӗк ҫул ҫурӑ ӗҫлет.
Володя хӑйне хӑй нумай пӗлекен ҫын вырӑнне хунине, час-часах хӑй пӗлӗвӗпе мухтанма юратнине кам пӗлмен пуль парти шкулӗнче вӗрӗннӗ чух? Унпа туслашаканах пулман: ахальтен мар пулӗ тӑватӑ ҫулта тӑватӑ пӳлӗме ҫитрӗ, тӗрлӗ ҫынсемпе пурӑнчӗ вӑл. Ун чухне пысӑк кӑшӑллӑ чакӑр куҫлӑхпа ҫӳретчӗ. Вӗренекенсем тӑрӑхланӑ тӑрӑх, куҫлӑхӗ ахаль кантӑкран ҫеҫ пулнӑ-мӗн. «Хӑйне мӑнаҫлӑрах кӑтартма тӑхӑнать», тетчӗҫ. Шӳтленине, хӑйӗнчен кӑштах юлташла тӑрӑхланине чӑтма пултараймастчӗ. Шкулта пурте пӗр танах — вӑл парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ-и, парти обкомӗн инструкторӗ-и, райӗҫтӑвком председателӗ-и е райком инструкторӗ. Анчах Володя хӑйне уйрӑмрах кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Пуху пулать-и — вӑл калаҫать. Пӗр ҫӗнӗ шухӑш пуласчӗ хӑйӗн! Трибунӑ умӗнчен: «Ҫитет!» тесе, хӑваласа та яркалатчӗҫ. Калаҫасса та вӑл зал енне пӑхса мар, президиумра ларакансем енне кӗлеткипе ҫурмалла ҫаврӑнса тӑрса калаҫатчӗ. Халь кӳршӗ районта секретарьте ӗҫлекен Борис Горелов шӳтленӗ тӑрӑх, Владимир Сергеевич калаҫма тухсан, трибунӑ та ыйту палли пек авӑнать имӗш. Василий Иванович ӑна чӗререн шеллетчӗ, унпа пӗрре ҫеҫ мар калаҫса пӑхнӑччӗ.
Тен, халӗ ӑна тарӑхнипе ҫеҫ иртнисем аса килеҫҫӗ. «Тата мӗншӗн тарӑхмалла-ха ӑна? Бюрона ыйту лартма хатӗрленнӗшӗн-и?» Владимир Сергеевич вырӑнӗнче те-пӗр инструктор пулнӑ пулсан та ҫавнах тунӑ пулӗччӗ.
Хӑйсен районне ӑна ҫирӗплетсе панине пӗлсенех, Василий Иванович малтан хирӗҫлеме те шухӑшласа пӑхнӑччӗ. Кайран аллипе сулчӗ ҫеҫ: ӗҫлетӗр. Опытлӑраххине панӑ пулсан авантарах пулмаллаччӗ ӗнтӗ. Халь хӑвӑн вӑю, хӑвӑн пӗлӗвне ытларах шанмалла. Тепре чухне обком секретарӗсемшӗн, пай заведующийӗсемшӗн инструктор пӗлтерни те хаклӑ. Ун тӑрӑхах вӗсем райкомӑн ӗҫ меслетне, пӗтӗм ӗҫне хаклама пултараҫҫӗ.. Ҫапах та райком секретарӗ те чӗлхесӗр мар: хӑйӗн ӗҫне такам курмалла та кӑтартма пултарать. Ҫитменнине Василий Иванович КПСС обкомӗн членӗ.
Иртнӗ ҫулта, район лайӑх та кал-кал пынӑ чух, Владимир Сергеевич сайра-хутра ҫеҫ килетчӗ. Кӑҫал йӑлӑхтаракан хӑна евӗрлех: тухма та пӗлмест.
Паян ӗҫлесси пулмарӗ.
Сакӑр сехет ҫурӑра Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Вӗсем темӗнле ютшӑннӑ пек пӗр-пӗрне пусӑрӑнчӑклӑн сывлӑх сунчӗҫ. Василий Иванович ҫеҫ хӑй кӑмӑлсӑрланнине палӑртмасӑр, инструкторӑн яланах пӑр пек сивӗ аллине ҫирӗппӗн тытса чӑмӑртарӗ.
— «Восток» колхозран-и? Мӗн ҫӗнни пур унта? — чӑтаймарӗ Василий Иванович.
— Мӗнех калас?. Эп хам шухӑша пӗлтерме халех васкам мар-ха. Тӗрлӗрен вӗсем, — калаҫӑва аяккалла пӑрма тӑрӑшрӗ Владимир Сергеевич. Сасси ун ҫӗтсе ларнӑ, хӑйӑлтатса тухать. Халь ҫеҫ райком секретарӗ унӑн урисем ҫине пӑхса илнӗччӗ: сап-сарӑ туфлисем ытла та пылчӑкланнӑ курӑнать, ӑна вӑл ҫуса тасатнӑ, ботинкӑ пичӗ ҫинчи шыв йӗпи те ҫухалман. Брюки вӗҫӗсене тӑм хыта-хыта ларнӑ.
«Апла вӑл колхоза та ҫак тумпах кайнӑ», — шухӑшларӗ Василий Иванович.
— Ыррине калама та пултаратӑп, — секретарь хӑй ҫине тимлесех пӑхнине сисрӗ Владимир Сергеевич. — Пӗлетӗн-и, мӗн килӗшрӗ мана?
—Ҫук.
— Улӑма хуҫа пек тыткалани. «Родинӑрӑ» улӑм ури тӗпӗсене, тиесе тухса, пресласа хураҫҫӗ. Ҫитес хӗлте айне сарма каять, выльӑхсене ҫитерме те.
— «Родинӑра» ҫеҫ мар, районӗпех ҫапла. Кивӗ улӑм ури тӗлӗсене ҫунтарса янашӑн виҫӗ председателе бюрона та чӗнме лекрӗ. Тата мӗн?
— Тислӗке пӑхма вӗренсе ҫитнӗ теме те юрать. Кашни фермӑрах навозохранилище пур. Хире кӑларнисене те компостланӑ.
— Ҫапла. Анчах ӑна пур хуҫалӑхсенче те йӗркене кӗртеймерӗмӗр-ха, пайтах тар юхтарма тивет. Тата мӗн лайӑххи пур?
— Урӑх темех асӑрхамарӑм.
— Паллах, пӗр колхозра пулнипех район сӑн-сӑпатне курма йывӑр. Тен, ытти колхозсене те каятӑр? Паллашӑр лайӑхрах. Обком умне тӗрӗс мар информаци тӑратма ырӑ мар, — тесе, Василий Иванович инструкторӑн сӑн-питне сӑнарӗ. Курмарӗ нимех те. Владимир Сергеевич симӗс куҫӗпе секретаре йӑпӑрт пӑхса илчӗ те маччаналла тартрӗ.
— Справкӑна эп обьективлӑ ҫырма тӑрӑшӑп. Эп альтруист. Манӑн сана хура сӑрпа сӑрлама е район пурнӑҫне тӗрӗс мар кӑтартса пама нимӗнле интерес те ҫук. Ытти колхозсене те каймаллаччӗ. Анчах гландӑсем шыҫса тухрӗҫ. Сурчӑк та ҫӑтаймастӑп. Ӗнер пӗр-икӗ хутчен кӗрсе лартӑм. Эп хӑшпӗр колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене кунта чӗнтересшӗн. Пирӗн тӗллев бюрона хатӗрленмелле ҫеҫ мар, колхозсене те пулӑшмалла — тесе, Владимир Сергеевич пукан илсех секретаре хирӗҫ ларчӗ.
— Шел. Эсир ботинкӑпах килнӗ. Пылчӑкран пуян эпир. Кирлӗ пулсан, эл килтен атӑ илсе килсе пама хушӑп. Пирӗн урасем пӗрех пуль.
— Хӗрӗх пӗрремӗш размер тӑхӑнатӑп.
— Апла пулсан, шӑпах.
Чирчертен хытӑ хӑракан инструктор ал тупанӗпе ҫамкине сӑтӑрчӗ, сурчӑкне ҫӑта-ҫӑта янахӗ айне хыпаларӗ.
— Температурӑ, — ассӑн сывларӗ вӑл. — Эпир, парти работникӗсем, чирпе-чӗрпе те ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Шухӑшланӑ-и эс, Вася, хӑҫан та пулсан парти ӗҫӗ пирки? Мана час-часах ҫак шухӑш канӑҫ памасть, уҫал сӑмахне эпир пуринчен те ытларах илтетпӗр, кашни ҫитменлӗхшенех пире лекет, анчах никамах та ӑшӑ сӑмах каламасть. Хама эп альтруист тетӗп, чӑнахах та хамшӑн тӑрӑшман. Сирӗн ранон ҫитӗнӗвӗшӗн кӑштах ырлаҫҫӗ пулӗ, теттӗм.
Темӗнле пулсан та, кунта манӑн пайӑм та пурах. Эсир ак ӑна пуҫларӑр. Мӗншӗн? Мӗн сӑлтавпа? Атя, чирне те пӑхмӑп, атӑ илсе килсе пама хуш-ха. Прыгунов патне ҫитме ҫул пурччӗ вӗт. Хӑвӑр пымасан, машинӑпа леҫсен тав тунӑ пулӑттӑм, — каллех вӑл нумайлӑ хисепе куҫса, «хӑвӑр» тесе калаҫма пуҫларӗ.
— Кур-ха эс ӑна, пурнӑҫ сухари пек типӗ ҫынсене те шухӑшлаттарма вӗрентет. Ахалех кӳреннӗ эп ӑна, — шухӑшларӗ Василий Иванович. — Ҫавалкасах кӗреес ҫук, ял хӗрне ҫитерме пулать. Хам та пӗрлех пымалла, ерҫӳ ҫук. Кӗҫӗр заводра пуху. Районти чи пысӑк парти организацийӗ. Икӗ уйӑх патнех пулман. Коммунистсем кӗтеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ вӑл.
— Кайиччен тепӗр ыйту. Виҫмине чӗнтерес председательсемпе парторгсене? Маларах пыракан колхозсене чӗнсен аван. Ҫӗнӗ ҫын калаҫса пӑхни усӑллӑрах пулӗ-и? Сире хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӗсем.
— Юрӗ, икӗ сехет тӗлне чӗнтӗрӗпӗр.
3
Уяртса янӑ ҫанталӑк Трофим Матвеевича та савӑнтарса пӑрахрӗ. Вӑйсем чакнӑ пулин те, каҫхине ыйхӑ канлӗ пулчӗ; вӑл пӗр тӗлӗксӗр, ҫӗр каҫиччен пӗрре аташмасӑр ҫывӑрчӗ. Вӑранасса кӑвак ҫутӑллах вӑранчӗ, тахҫан ача чухнехине аса илсе, вырӑн ҫинче чылайччен хускалмасӑр выртрӗ.
Юнашар пӳлӗмре Марье лӑпкӑн сывлани, стена ҫумне ҫакнӑ сехет шаккани илтенет. Арӑмӗ тӗлӗк курать пулмалла: темӗн мӑкӑртатса илчӗ. Ҫук, сӑмахӗсем ӑнланмалла мар тухаҫҫӗ.
Ҫӳреме пуҫлани те икӗ кун ҫеҫ: пӗр эрне вырӑн ҫинчех иртсе кайрӗ, пӗр эрне хушши колхозри ӗҫсем ҫинчен Марье каласа панӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлчӗ. Килмест вӗт никам та чирлӗ чух, фельдшер кӑна кӗрсе тухса каять. Ӗнер ирхине тата Хапӑс Петӗрӗ эрех йӑтса килчӗ. Кӑмӑла кӑтартни аван. Ыттисем? Ӗлӗк Виссарион Маркович тухма та пӗлместчӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче неушлӗ пӗр юлташ та тупӑнмарӗ?
Пӗр эрне. Улшӑну, ав, эрне хушшинчех сахал мар. Павел хуҫалана пуҫланӑ. Ку пӗр енчен аван-ха, председателе яланах сылтӑм алӑ кирлӗ, тепӗр енчен ытла та хӑйне евӗрлӗ этем. Пуҫне пӗр-пӗр шухӑш кӗчӗ пулсан — савӑлпа ҫапса та кӑлараймӑн. Ҫамрӑк чухне хӑй те ҫавах пулман-и ара? Мӗн туни пӗтӗмпех тӗрӗс пек туйӑннӑ. Тен, вӑл Павел хӑйӗнчен ӑслӑрахшӑн вӗчӗрхенет? «Эй, — шухӑшлать Трофим Матвеевич, — вӗренекен халь нумай та, ӑсли сахал. Пурнӑҫ шкулне пӗтермен этем — этем мар. Пурнӑҫ институт та мар, мӗн ҫӗре кӗричченех вӗренмелли шкул. Йывӑр унта вӗренме, унӑн уттинчен юлмасӑр вӗренме йывӑр. Юлтӑн-тӑк — ятлаҫҫӗ, урӑх класа куҫармаҫҫӗ».
Фермӑсем. Пӗр эрне хушшинче халӑх пӑсӑла пуҫланӑ. Павел калашле, унта пӗр хуҫах кирлӗ пулать. Лартас Виктор Андреевича. Лару та пухма вӑхӑт. Хӑшне-пӗрне кӳрентерме тивет. Павела хӑйне трактор бригадине парас, агроном та хӑех пултӑр. Пулать, итлекен пулать. Ӗҫ кунне хӗрхенмӗпӗр, хам илнин тӑхӑр вунӑ процентне тӳлесен…
Акӑ Марье те тӑчӗ. Юрласах ҫӑвӑна пуҫларӗ.
— Ир юрласан макра пулать, — сӑмах хушрӗ ӑна упӑшки.
— Пустуй вӑл. Вӑрантӑн-и? Тӑр. Чир вырӑнне вӑй кӗрет, хуйхӑ вырӑнне вӑй кӗмест, — упӑшки ҫывӑракан пӳлӗме кӗчӗ Марье. Аллине тӑсса пачӗ. Тутисем йӑл кулса илчӗҫ. Юлашки кунсенче ҫамрӑкланса кайнӑскерӗн кашни хусканӑвӗнче сӳнми хаваслӑхпа тапса тӑракан вӑй палӑрать. Трофим Матвеевич ҫав улшӑнӑва урӑхла ӑнланать: упӑшки сывалнӑшӑн савӑнать, тесе шухӑшлать. Ҫук, Марьене халь Павел анкарти хыҫӗнче «пире урӑх тӗл пулма юрамасть» тени хумхантарма пӑрахрӗ. Каччӑн куҫӗсем суймаҫҫӗ, епле ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ вӗсем Марьене. Халь вӑл ун аллинче. Кӑштах пуҫ ҫаптарӗ те, кӑштах хӑйне пӑхӑнтарӗ те… Кашни кунах ан-карти хыҫӗпе килнӗ чух Марье ҫав вӗлтрен ҫеҫкине пӑхать. Юр та ҫуса лартрӗ, сивӗсем те пулчӗҫ, вӑл ҫаплах аталанать, типсе лармасть.
Упӑшки ҫине Марье шеллевлӗн пӑхрӗ: «Мӗн пӗлет, мӗн ӑнланать вӑл? Выртать, ав, маччаналла пӑхса. Пӗчӗк куҫӗсем путсах кӗнӗ. Ҫапах та палӑртма юрамасть, ху пӗрин ҫинчен шухӑшласан та чӗлхӳпе урӑххи пирки калаҫмалла».
— Тӑр. Выртсан пушшех нишленсе каятӑн, — татах аллине тӑсрӗ арӑмӗ.
— Чир вӑл тулли лав пек пусса хурать, тухнӑ чухне вара йӗп ҫӑрти витӗр тухать, — арӑмӗн аллинчен тытса ҫӗкленчӗ упӑшки.
— Эс ан васка. Сана кам хӑвалать? Лар килте. Тухса ҫӳре. Паянхишӗн наряд панӑ, каҫхине хамах тӗрӗслетӗп, — терӗ Марье. «Каймасассӑн пырӗччӗ, вара Павела та курма пулать, колхоз правлени техничкине Тарьене те ярсах чӗнтернӗ пулӑттӑм», — шухӑшларӗ вӑл.
— Ӗнер пырса килнине паян ма пырас мар?
— Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн, ас ту ак, татах вӗрӗлетен. Тепӗр сехетрен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Трофим Матвеевич фермӑна кайрӗ. Сысна пӑхакансем таврӑннӑ-мӗн. Витине кӗрсен те, тӳрех тасалӑх курӑнать. Пӳлӗм чусӗсене те, пӗренисене те, маччана та — пӗтӗмпех акшарпа шуратса лартнӑ — кӑна кам шуратма хушрӗ, тесен, Трофим Матвеевич «Федор Васильч» тесе каласса кӗтрӗ, анчах фермӑ хӗрӗсем пӗр харӑс: «Павел!» — тесе хуравларӗҫ.
Хӗрсен хуравӗ колхоз председательне ҫиллентерсех ячӗ. «Федор Васильӗвич-качки, кӑларатӑп, — шухашларӗ вӑл. — Ӗҫ кӳнӗ ахаль илсе пурӑнать».
Хӗрсем, унӑн улшӑнӑвне курманпа пӗрех, ҫаплах калаҫрӗҫ:
— Павел пире кӑҫал ҫӗнӗ вите туса паратпӑр, тесе каларӗ. Чӑнахах пулать-и, Трофим Матвеевич? Атту намӑс пулӗ: эпир ҫӗркаҫ ӗне ферминчи хӗрсене ӑмӑртӑва чӗнтӗмӗр, коммунизмла ӗҫ ферми ятне илессишӗн кӗрешӗве тухма пултӑмӑр.
— Витине тӑватпӑр, — хуравларӗ Трофим Матвеевич. — Коммунизмла ӗҫлени те аван. Анчах урӑх пӑрахса ан кайӑр.
— Резинӑ атӑпа халатсем пулаҫҫӗ-и? Павел паратпӑр, терӗ те, вӑл председатель мар вӗт.
«Канашламасӑрах калать», — шухӑшларӗ председатель, анчах хӑй ятне ӳкересшӗн пулмарӗ. — Тӗрӗс, — терӗ вӑл, — йӑлтах илсе паратпӑр. Ун ҫинчен пӗлтерме Павела эп хам хушрӑм.
Председатель мӑн кӑмӑлланчӗ. «Тӑватпӑр», — шухӑшларӗ вӑл. — Шӑратса янӑ пек сысна вити тӑватпӑр. Василий Иванович та ӑмсанӗ-ха. Атту тек йӗксе-тӗксе пӗтерет. Кив витинче чӗртмексене усрама пулать. Ҫулла юсаттарсан… Тӑхта, — урайне сарнӑ ҫӗнӗ хӑмасене курчӗ вӑл: — Кусене кам илсе килме хушнӑ?
— Иртсе ҫӳреме май ҫук та — Павелтан ыйтрӑмӑр. Вара хамӑрах ултӑ хӑма илсе килтӗмӗр.
Председателе ку килӗшмерӗ. Хӑма ахаль те сахал, вӗсем ҫак ҫӗрӗк ҫуртшӑн пӗтереҫҫӗ. Анчах шарламарӗ.
— Урӑх ан тивӗр, ҫӗнӗ вите валли кирлӗ, — тесе хучӗ.
Кӑнтӑрлаиртсен, вӑл тырӑ кӗлечӗсем патне ҫитрӗ.
Ӑна Володя кӗтсе илчӗ. Вӑл савӑнӑҫпа ҫиҫекен куҫне ялтӑртаттарса катаранах хирӗҫ утса пычӗ:
— Комсомолпа текех ятлаҫма пӑрах, Трофим Матвеевич, — терӗ вӑл, алӑ парса. — «Осетинская» текен кукурус вӑрлӑхне аллӑ гектарлӑх тӑпӑлтарса килтӗм. Ытти колхозсенчен пынӑ та пурте вир ҫине тӑрӑнчӗҫ, а эп вӗсене пушшех: тӗрӗс, тесе ырлама пуҫларӑм. Виртен ытларах симӗс массӑ йӑракан сорт та ҫук, тетӗп. Хам вара «Осетинскаяпа» «Воронежскаяна» ҫаклатрӑм. Вунӑ гектар тешӗлӗх акатӑп. Хӑвах шутла-ха, гектартан вӑтӑр центнер ҫеҫ илсессӗн те, сире Володя кӑҫал виҫӗ ҫӗр центнер кукурус тӗшши парать.
— Юмах ҫапма ӑста эс, — тавӑрчӗ председатель мухтас вырӑнне. Ку сӑмахсем Володьӑна кӳрентерсех пӑрахрӗҫ.
— Юмахпа мар, ӗҫпе кӑтартатӑп, — тавӑрчӗ вӑл.
— Тӗшӗ пирӗн патра пулмасть.
— Пулать, — тавӑрчӗ Володя ҫирӗппӗн. — Пулӑть. Ку сортӑн вегитаци тапхӑрӗ кӗске, пӗрремӗш сентябрь тӗлне пиҫсе ҫитет. Эп ӑна улӑха, чи варрине акатӑп, тавралла вара симӗс массӑлӑх пулать. Атя, тавлашар: тӗшши пулсан, мана мӗн паратӑр? Кӳр аллуна.
— Трофим Матвеевич кукурузӑ уссине аван пӗлет, кукурузӑ выльӑхсене тутӑ усрать ҫеҫ мар, ыр ят та илсе килет. Ӗҫлессе Володя пӗччен тенӗ пекех ӗҫлет, анчах ырӑ ячӗ ытларах председателе лекет. Тӗшӗ илсен… Ку таранччен нихӑш колхозра та илмен вӗт-ха.
— Ме, — Володьӑна алӑ пачӗ вӑл. — Колхозран пин тенкӗ преми, хамран — ҫур литр коньяк. Туса илеймесен, санран вӑтӑр ӗҫ кунӗ тытса лартатӑп, унтан хама ӗҫтеретен.
— Килӗшрӗмӗр, — тавӑрчӗ Володя.
Пуш кӗлетре хӗрарӑмсем пӗр пек виҫеллӗ кукурузӑ тӗшшисене суйлаҫҫӗ, пӗчӗккисене, хӑйпашкараххисене, уйрӑмман, урӑх михӗсене тултараҫҫӗ. Тепӗр кӗлетре вӑрлӑхлӑх пӑрҫана змеевик витӗр яраҫҫӗ. Ӗҫлеме пынӑ колхозниксемпе калаҫма тӳр килмерӗ ӑна: колхоз правленине обкомран килни чӗнет, тесе пӗлтерчӗҫ.
Владимир Сергеевичпа вӗсем юлташсем пек тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрипе хул пуҫҫирен ҫапсах ал пачӗҫ.
— Ҫӳреме пуҫлани те виҫҫӗмӗш талӑк ҫеҫ, — пӗлтерчӗ ӑна Трофим Матвеевич. — Илтнӗччӗ. Василий Иванович каларӗ. Эп хам та аран ҫеҫ сывлакалатӑп. Ангинӑ. Чуна илет. Врачсем ниҫта та тухма хушмарӗҫ. Вӗсене ӑҫтан итлесе тӑран, — тем паттӑр ӗҫ тунӑ пек пӗлтерчӗ Владимир Сергеевич. — Ӗҫӗ пирӗн ҫавнашкал, — хӑйӑлтатрӗ вӑл. Хул айне хӗстернӗ портфельне сӗтел ҫине хучӗ, куҫлӑхне хывса ал тутрипе шӑлса тасатрӗ.
— Ангинӑ мӗн вӑл? Ӑна самантрах юсатпӑр. Нумайлӑха-и эсир? Пӗрер талӑк пурӑнма май пулсан, чир-чӗртен тап-тасах каятӑр, — куҫне хӗссе илчӗ Трофим Матвеевич, хӑнана ахаль ярас маррине систерсе.
— Ыран Хирпуҫне ҫитсе килмелле пулӗ, тетӗп. Колхозсенче ытларах пуласшӑн-ха.
— Апла-тӑк, — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ колхоз председателӗ, — сире мӗнле те пулсан пӗр-пӗр ыйту интереслентерет ӗнтӗ. Ӑна пӗлтерӗр-ха. Апат ҫинӗ-и? Ҫимен, паллах. Тӑхтӑр, кӗҫех хушатӑп эп. Тарӗс! — кӑшкӑрчӗ вӑл правлени техничкине, — кала-ха, Марье килтӗр.
— Халь ан чӑрманӑр. Ҫисех тухнӑ.
— Уй урлӑ каҫсан выҫать, теҫҫӗ.
Владимир Сергеевич ӑна республикӑри ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерме тытӑнчӗ, иртнӗ икӗ ҫул хушшинче курортра мӗнле каннине каласа пачӗ. Колхоз председателӗ, хӑна пӳртрен те тухма шутламаншӑн савӑннӑскер, калаҫӑва чӗртсех пычӗ. Анекдотсем те аса килчӗҫ, тата тепрер сехетрен обком инструкторӗ колхоза хӑй мӗнле ыйтупа килни ҫинчен те манса кайрӗ. Сайра-хутра ҫеҫ вӗсене бухгалтеринче ӗҫлекенсем пырса чӑрмӑнтарчӗҫ. Марье кӗрсе тухса кайрӗ.
Ҫав вӑхӑтра фермӑсенче айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнчӗ. Дояркӑсем ӗне витисене тасатса проходсене пӑчкӑ кӗрпи сарса тухрӗҫ, свинаркӑҫем витене ҫеҫ мар, кормокухньӑна та тасатрӗҫ, общежитисен урайне ҫурӗҫ. Анчах хӑна курӑнмарӗ…
— Акӑ пирӗн парторг та ҫитрӗ, — ҫӗкленчӗ Трофим Матвеевич кӑшт куларах. — Сӑмах ҫинех, ҫылӑху ҫук. Паллашӑр: Владимир Сергеевич, КПСС обкомӗн инструкторӗ.
— Павел, — пӗлтерчӗ каччӑ.
— Лар, Павел, — куланҫи пулчӗ Владимир Сергеевич. — Павел мар ӗнте, — аҫу ячӗ те пурах. Парторгӑн чи малтан авторитет пулмалла. Авторитет тени хисеплесе чӗннинчен те килет. Парти ӗҫӗ комсомол ӗҫӗ мар, унта, ав вӑтӑра ҫитсен те Павел та Ваня. Ҫапла, парторг.
— Апла-тӑк, Павел Сергеевич.
— Вӑт, паллашрӑмӑр та, Павел Сергеевич, — каллех куланҫи тума хӑтланчӗ вӑл.
Павел, пукан илсе, сӗтел пуҫне ларчӗ, аллинчи велюр шӗлепкине, ҫавӑракан инструктора лайӑх сӑнаса илчӗ. Пӗчӗкрех тӳрӗ ҫамки сарлака, сӑмси кайӑкӑнни пек, тути хулӑнрах. Ҫырӑ ҫӳҫӗ шӗвек куҫ харши ҫӑра. Сӑнра темӗнле сивлеклӗх палӑрса тӑнӑн туйӑнать.
— Вӑт, Павел Сергеевич, эсир килни шӑпах вырӑнлӑ. Акӑ мӗн пирки сӑмах пырать. Сирӗн район пуҫлӑхӗсем колхозсенче государствӑна аша пама выльӑх ҫук теҫҫӗ. Трофим Матвеевич пур, тет. Ӑнланатӑр-и? Пур, тет. Апла-капла шухӑшласан, район пуҫлӑхӗсем — пурнӑҫран тӑрса юлнӑ пиҫмен пашалусем, колхоз председателӗ вара вӗсенчен нумай малта тӑрать, — ҫаплах шӗлепкине ҫавӑркаларӗ Владимир Сергеевич. Кӑлаҫнӑ хушӑра вӑл никам ҫине те пӑхмасть. Хӑйне пӳлекен пулас ҫуккине туйнӑн, шухӑшне малалла тӑсрӗ: — Эсир партин декабрьти Пленумӗсем ҫинчен пӗлетӗр ӗнтӗ. Вӗсем — аш Пленумӗсем. Ҫӗршыва аш кирлӗ. Ӑнланатӑр-и? Кам патӑр ӑна, эпир памасан? Халь кирлӗ. Кайран, кӗркунне пуласпа такам та пӗлет. Туй иртсен шӑпӑр каламаҫҫӗ. Эс парти организаци секретарӗ. Вӑт кала: Май уявӗччен миҫе тоннӑ пама пултаратӑр?
Ку ыйту Павелшӑн ытла та кӗтмен ҫӗртен пулчӗ. Вӑл фермӑсенчи выльӑх шучӗсене аван пӗлет, анчах аша памалли выльӑхсене?.. Чӗртме хупнӑ сыснасем пӗр утмӑл пуҫ пур. Вӗсен чӗрӗ виҫи пысӑк мар. Пӑрусене парсан? Ӗнесен хисепӗ пысӑк теме ҫук. Вӗсене ӳстермелле. Виҫӗ вӑкӑр пур. Анна искусственнӑй майпа пӗтӗлентермелли пункт уҫрӑмӑр тесеччӗ…
— Каҫарӑр, Владимир Сергеевич. Манӑн хурав сире килӗшмӗ. Эп ӗҫе анчах йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫын. Фермӑсенче кашни кунпа пӗрех пулатӑп, анчах миҫе тоннӑ парасси пирки калама пултараймастӑп, — хӳтлӗх шыранӑ пек пӑхрӗ вӑл Трофим Матвеевич ҫине.
Колхоз председателӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗн, самантрах калаҫӑва хутшӑнчӗ:
— Кадышев халлӗхе кӗҫӗн ҫын-ха. Ытларах вӑл уй-хир ӗҫӗсемшӗн тата механизаторсемшӗн ответлӑ. Тепрер икӗ эрнерен, ак пурне те пӗлсе ҫитет, — хул пуҫҫинчен юлташла ҫапса илчӗ вӑл Павела.
— Хуллен ӗҫе кӳлӗнетӗн, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич, — хуллен. Пӗлетӗн-и, Михаил Иванович Калинин пӗр колхоз председательне мӗнле каланӑ? Лешӗ эп ҫӗнӗ ҫын, пӗр эрне анчах ӗҫлетӗп тесен, Михаил Иванович ӑна! «Эп пӗр талӑкра ҫӗршыври ӗҫсене йышӑнса пӗтертӗм», тенӗ. — Эс ҫавна шута ил: пултаракансем талӑкрах хӑйне шаннӑ ӗҫе алла илеҫҫӗ. Ку сӑмах май ҫеҫ. Каялла таврӑнар-ха. Трофим Матвеевич вӑтӑр тонна, тет.
Павел шалтах тӗлӗнсе кайрӗ.
— Ӑҫтан, мӗнле? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ вӑл.
— Халь тин интереслентерет-и сире ку ыйту? Трофим Матвеевич пӗлет, — хӗрсех кайрӗ Владимир Сергеевич. — Вӑл резервсем тупма пултарать. Хӑвах шухӑшла: колхозӑн халь техникӑ пур. Мӗн тума сире тракторсем, автомашинӑсем ҫителӗклӗ чухне ҫӗр ҫитмӗл пуҫ лаша кирлӗ? Вӑтӑрӑшне пӑрахӑҫласа — аша. Акӑ сана сахалтан та вун икӗ тоннӑ. Тепӗр ик ҫӗр пуҫ сысна.
— Пирӗн пӗтӗм ферминче те ик ҫӗр аллӑ кӑна, — тӳрре тухма тӑрашрӗ Павел.
— Вӑт чӑтӑмсӑр ҫамрӑклӑх. Сан Трофим Матвеевичран вӗренмелле. Колхозра тӑват ҫӗр кил. Кашнинче пекех хӗл каҫнӑ сыснасем пур. Ҫапла-и, Матвеевич? Пирӗн, парти работникӗсен, пӗр йӑнӑшӗ ҫавӑ та: вӗсем ҫӗнӗ юхӑма курмаҫҫӗ. Халӑх Америкӑна хуса ҫитес тесе чунне парать, а хӑш-пӗр консерваторсем, е халӑхран уйрӑлнӑ догматиксем халӑх ҫӗкленӗвне асӑрхамаҫҫӗ. Асӑрхама мар, киввишӗн ҫунаҫҫӗ. Кив ҫулпа ҫӳреме кӑмӑллӑрах, ӑна хӑнӑхнӑ, ҫӗннипе кайсан тем пулать? Вӗсене ҫав ҫӗнни хӑратать те. Мӗншӗн халӑх юхӑмне картламалла? Вӑл пур пӗрех киввине аяла тӑвать. Атӑла ҫулталӑкӗпех пӑрпа витсе тӑратаймастӑн. Ҫапла вӗт? — Павел ҫине хавӑрт пӑхса илчӗ Владимир Сергеевич. «Куртӑн-и, — терӗҫ унӑн куҫӗсем, — пуласлӑха пӗлсе ӗҫлес пулать».
— Калатӑп вӗт сана, — каллех хул пуҫҫинчен ҫапса илчӗ Трофим Матвеевич. Вӑл парторг хирӗҫлеме пуҫласса туйрӗ пулас, ҫавӑнпа сӑмаха пӑрса яма тӑрӑшрӗ. — Паратпӑр, Владимир Сергеевич. Лашине вӑтӑр пуҫ мар, хӗрӗх те паратпӑр. Халь колхозра уса кӳменнисем — лашасемпе арҫынсем кӑна, — кулса ячӗ вал. — Кӑҫал пушшех хӑрамалли ҫук. Халь тракторсем пур, Тракторисчӗсем тата мӗнле! — куҫне хӗсрӗ вӑл Павела. — Кӑҫал эпир, Владимир Сергеевич, хӑшне-пӗрне хӑрӑмпах хуратса яратпӑр. Кӑтартатпӑр ак упасем хӑш шӑтӑкра хӗл каҫнине. Кукурузӑ тӗшши туса илетпӗр. Обязательствӑна пурнӑҫлатпӑр. Обкома та пӗлтерме пултаратпӑр. «Ҫавал» колхоз маяксен шутне кӗчӗ пулсан хам председательтен тухмасӑр та тухас ҫук.
— Ӗненетӗп, Матвеевич. Ыр сӑмаххушӑн тавтапуҫ. Кун пирки эп обком секретарьне те пӗлтерме тӑрӑшӑп.
— Палкатпӑр пӗр виҫе, хамӑр апат ҫимен, — сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ колхоз председятелӗ. — Эп иртенпех апат ҫимен. Павел та выҫах ӗнтӗ. Эх, эс, хусах, сана ман столовӑн уҫса парас штоль? Хатӗрленӗр. Пурте апата каятпӑр. Ухмахӑн пӗр юрӑ, теҫҫӗ: ҫур аки те аш, сӗт те ҫӑмарта. Тӗнче вӗсемпе тытӑнса тӑрать-и? Айтӑр, хатӗрленӗр, каяр, — васкатрӗ вӑл.
Ҫанталӑк уяра кайнӑ.
Анакан хӗвел хӑйӗн шевлисене хӗрхенӳсӗр тӑкать. Тӳпери, сурӑх кӗтӗвӗ пек, кӑтра пӗлӗтсем хӗвел йӗпписенчен хӑранӑн йӑлтах тухӑҫалла пухӑнни. Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрет. Кӗҫӗр шӑнтмасть пулас.
— Ҫуркунне! — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Трофим Матвеевич тула тухсанах. — Ҫӗр шӑрши кӗрет. Пӗлместӗп, эсир мӗнле-тӗр, анчах ҫуркуннене эп ытларах юрататӑп. Пурӑнас килет, — ача пекех савӑнчӗ вӑл, Павелпа Владимир Сергеевича хулӗсенчен ҫавӑтса.
4
— Ангинӑ, тетӗн? Ӑна самантрах юсатпӑр. Эсир, интеллигентсем, ытларах эмелсемпе сипленетӗр. Пирӗн мӗн, эмелӗ те иккех: вӗри мунча та эрех. Кайса ҫӑвӑнатӑн та, киле ҫитсен, пӑрӑҫ эрехӗ ӗҫетӗн, унтан — утиял ӑшне. Ирхине ӗмӗрте чирлесе курман ҫын пекех сывӑ тӑратан, — текех калаҫрӗ Трофим Матвеевич сӗтел ҫине кӗленчесем лартнӑ май.
Председатель паянхи улшӑнӑвӗнчен Павел тӗлӗнсех кайрӗ. Темӗнле савӑнӑҫлӑ вӑл. Пӗчӗк хура куҫӗсем ытти чухнехи пек шӑтарса пӑхмаҫҫӗ, вӗсенче хавхалану ҫулӑмӗ палӑрать. Унӑн кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ, чӗлхи те ҫӗпӗҫ. Кӗҫӗр вӑл хӑй рольне лайӑх вӗренсе ҫитнӗ артистпа пӗрех.
— Ларӑр, лӑрар, хӑнасем, тӗпелелле иртерсем, тетчӗ ӗлӗк пирӗн атте. Ларӑр, обкомран хӑна тек-тек килес ҫук. Ялта пурнать тесе, ан айӑплӑр: эпир хула ҫынни валли деликатессем те тупӑпӑр, — пырса лартрӗ Трофим Матвеевич ҫӗчӗрен те ҫӗнӗ турелккесем. Вӗсенче севрюга, пӗрчӗллӗ вӑлча, шпротсем пулчӗҫ. — Юрататӑп пулла, уйрӑмах эрех пулсан, — шӳтлерӗ вӑл. — Хӑнана свежи пулӑ яшки ҫитермеллеччӗ. Ҫавал пирӗн пулӑллӑ, анчах хам тытма ӑста мар. Лавккара тытнипе те ҫырлахӑр.
Ҫитсӑпа карнӑ кухньӑра Марье ӗҫлени курӑнать. Вучахра ҫунакан вут унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗпе кӗлеткине ҫутатать. Унӑн хусканӑвӗсем вӑр-вар, ҫаврӑнӑҫуллӑ. Унта та, кунта та ӗлкӗрет: ӗҫне те ӗҫлет, хӑнасене те тухса сӑмах хушать.
Павел кӗрсессӗнех хӑйне аванах мар туйрӗ, анчах Марье сӑнран пачах та улшӑнмасӑр Владимир Сергеевича та, ӑна та ал парсан, лӑпланчӗ, пальтине хывса ҫакрӗ.
Трофим Матвеевичсем ҫур пӳртӗнче ҫеҫ пурӑнаҫҫӑ пулин те, ӑна та пӗчӗк теме ҫук. Кунта кухньӑсӑр пуҫне тата икӗ пӳлӗм. Хуҫи вӗсене тӳрех чи пысӑк пӳлӗмне илсе кайрӗ. Кунта виҫӗ чӳрече: иккӗшӗ урамалла, пӗри картишнелле тухать. Ҫаврака юман сӗтел шӑпах урай варринче. Ун тавра таянмалли ҫемҫе пукансем. Чӳрече умӗнче урапа ҫавӑрмалли ҫӗвӗ машини, кӗтесре — сарӑлса кайнӑ фикус. Ҫывӑрмалли пӳлӗме пысӑк тӗкӗрлӗ юман шифоньер картлать. Унпа юнашарах сарлака та лутра тумбочкӑ. Варринчи этажӗ ҫинче ҫич-сакӑр кӗнеке, журналсемпе хаҫатсен тӗрки, тӑрринче — радиоприемник. Урайне алӑк патӗнчен пуҫласах хаклӑ кавир сарнӑ. Павел чи малтан килнӗ чух вӑл ҫукчӗ, халь ахӑртнех, хаклӑ хӑна ятне сарнӑ пулас. Начар мар пурӑнать председатель.
Каччӑ обком инструкторӗ ҫумӗнче хӑйне вӑтанчӑклӑрах тыткаларӗ.
— Телейлӗ эс, Павел Сергеевич. Трофим Матвеевичпа ҫулталӑк ӗҫлесен, мӗнле паха опыт туянатӑн. Ҫамрӑкшӑн яланах кам та пулсан идеал пулмалла. Вӑл сан пур. Ӗҫлетӗн, опыт туянатӑн, кайран парти ӗҫне те куҫма юрать. Эсир ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренетпӗр терӗр, пире шӑпах ял хуҫалӑх спедиалисчӗсем кирлӗ, — куҫлӑхне васкамасӑр ал тутрипе шӑлма тытӑнчӗ Владимир Сергеевич.
— Тӗрӗс, — калаҫӑва хутшӑнчӗ кухньӑран тухнӑ кил хуҫи — Райкома ҫамрӑклатас пулать. Атту унта вӑӑне парса ӗҫлекенӗ те Василий Иванович кӑна. Парти ра-ботникӗ тени райкомра эрнере пӗр кунран ытла ан тӑтӑр. Колхозсенче ҫӳретӗр.
— Килӗшетӗп, — куҫлӑхне тӑхӑнчӗ обком инструкторӗ.— Килӗшетӗп. Эп хам шухӑша вӗҫлеймерӗм-ха. Мухтасата мар, йӑпӑлтатса та мар, тӗрӗсне калатӑп. Санӑн, парторг, Трофим Матвеевичран вӗренмелле. Санӑн кумир пултӑр вӑл. Эпир ҫынна пӗрре пӑхсах пӗлетпӗр. Эп ҫакӑнта сӗтел хушшинче ларсах, Трофим Матвеевича нихӑҫан курман пулсан та, ун пирки ҫапла каланӑ пулӑттӑм: ылтӑн ҫын, хуҫалӑх ҫынни, чаплӑ организатор. Мӗнле пӗлет, тейӗн? Ак ҫак закускӑсенченех. Севрюга районта пур-и? Кунта мар, Шупашкарта та ҫук. Апла пулсан ӑна вӑл урӑх ҫӗртен тупнӑ е малтанах хатӗрлесе хунӑ. Ҫапла пулмалла чӑн-чӑн хуҫалӑх ҫыннин. Пӗчӗк тӗслӗх, тейӗр. Ҫав пӗчӗк тӗслӗхренех шултри курӑнать.
— Эсир ытлашши мухтатӑр вара, — вӑтаннӑ пек пулчӗ Трофим Матвеевич. — Шыв хурчӗ темех мар-ҫке.
Марье кӑлпассипе ӑшаланӑ ҫӑмарта турилккесемпе пырса лартрӗ.
— Хӑнана калаҫма ҫеҫ чӗнмеҫҫӗ, чӗнтӗн пулсан, ӗҫтереҫҫӗ, — тӗксе илчӗ вӑл упӑшкине.
— Каҫарӑр, мансах кайнӑ, — черккене эрех яма пуҫларӗ Трофим Матвеевич.
— Кунашкал хаклӑ хӑнасемшӗн эпӗ те ӗҫетӗп, — Павел ҫумне пырса ларчӗ Марье.
— Вӑт ку тӗрӗс, хамарла, — ырласа илчӗ Владимир Сергеевич.
— Эсир килнӗ ятпа, сирӗн сывлӑхшӑн, Владимир Сергеевич, — ыр сунчӗ Прыгунов.
— Тавтапуҫ. Эп сирӗн сывлӑхшӑн ӳпӗнтерем, — кулса ячӗ Владимир Сергеевич, ура ҫине тӑрса.
Павел хӑйне мӗнле тыткаламаллине те пӗлмерӗ. Темшӗн-ҫке унӑн асне ҫав кӗрсе юлнӑ: парти ӗҫӗнче ӗҫлекен ҫынсем — чи таса ҫынсем. Ӗҫкӗпе те ашкӑнмаҫҫӗ, сӑн-сӑпатне те нихӑҫан вараламаҫҫӗ. Малтан вӑл Владимир Сергеевич ячӗшӗн ҫеҫ тытса лартать пуль терӗ. Лешӗ шалтах ӗҫсе ячӗ те ҫӑкӑр татӑкӗ хуҫса илсе шӑршларӗ.
— Чӑн та, лайӑх эмел ку, Трофим Матвеевич, — ырларӗ инструктор. Павел черккине ҫаплипех тытса ларнине асӑрхарӗ те ӑна сӑмах хушрӗ:
— Мӗншӗн ӗҫместӗр? Вӑт, парторг. Санӑн халӑхран юлма мар, малта пымалла. Ҫавна ҫеҫ ас ту: ӗҫ, анчах ан ӳсӗрӗл тата ҫынсем ан сисчӗр. Эп ҫынна ӗҫнӗшӗн мар, ӗҫме пӗлменшӗн ятлатӑп.
— Хӑнӑхман, — ҫӳҫенсе илчӗ каччӑ сӑмсине эрех шӑрши пырса ҫапнипе. Ҫапах ӗҫрӗ те, чыхӑнса кайрӗ.
— Вӑт, пулчӗ те, — ырласа илчӗ инструктор.
— Хӑнӑхать. Халь ҫамрӑк-ха. Пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар. Пуҫӗ пулсан, ҫӳҫӗ те шӑтать, — кулса ячӗ Трофим Матвеевич.
— Ҫи, ҫи, — хистерӗ ӑна Марье.
Пурте сасартӑк ун ҫинчен калаҫни, ун ҫине пӑхни ӑна самантлӑха вӑтантарса ячӗ. Вӑл хуҫсӑ тытнӑ аллинчи ҫӑкӑр татӑкне те асӑрхамарӗ, ҫӗнӗрен хуҫса илчӗ. Сӗтелтен катара ларма кирлӗ пулман: шап-шурӑ ҫи витти ҫине хытса ҫитеймен ҫӑмарта шурри, ҫу тумларӗ. Павел татах та вӑтанса кайрӗ: Марье курчӗ вӗт-ха. Кӗҫех лӑпланчӗ: ахаль ҫеҫ пурте ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать-мӗн.
— Юрататӑп йӳҫӗтнӗ пан улмине… Юрататӑп пуҫлӑ купӑстана, — вӑхӑтӑн-вӑхатӑн сӑмах хушкаларӗ Владимир Сергеевич.
Тата шаккарӗҫ.
Хӑнасем те, кил хуҫисем те хӑйсене ирӗклӗрех тыткала пуҫларӗҫ. Трофим Матвеевич Владимир Сергеевич енне ҫаврӑнса ларчӗ:
— Йӑлӑхтармастӑп пулсассӑн, итлӗр. Акӑ мӗн каласшӑн сире: пирӗн пӗтӗм ӳсӗм кадрсенчен килет. Эп политикӑ ҫынни мар, йӑнӑшма та пултаратӑп. Пире турлетесси сирӗн ӗҫ. Такӑнакана ал пама хушнӑ. Района пӗтӗмпе вӑтӑр пинсен шучӗпе сакӑр ҫын ярса пачӗҫ. Кам юлчӗ вӗсенчен? Пӗр эп кӑна. Ыттисем ӑҫта? Е кӑларса ҫапрӗҫ, е хӑйсем тухса тарчӗҫ. Хула ҫыннисем, — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Трофим Матвеевич… Е арӑмӗсем килмерӗҫ, е хӑйсене ял пурнӑҫӗ килӗшмерӗ. Пирӗн, чӑн та, урамсем асфальтлӑ мар, таҫта та пылчӑк. Анчах пылчӑк ҫинче тыр ӳсет вӗт-ха, мур илесчӗ. Эпир, ҫӗр ҫыннисем, ҫӗртен уйрӑлаймастпӑр, вӗсен ури вараланать имӗш.
— Тепрер ҫирӗм ҫултан ял та хула пекех пулать, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич.
— ПуЛать, — килӗшрӗ унпа Трофим Матвеевич. — Ӑна камӑн тумалла? Пирӗн. Вӗсем чӑтаймарӗҫ, пыршисем татӑлса каясран хӑрарӗҫ, пӳсӗр тухасран сехӗрленчӗҫ. Мӗншен ҫапла пулса тухрӗ? Эпир председателе суйласа лартасси ҫине компанилле ӗҫ тесе пӑхрӑмӑр. Кам лекет ал айне — ӑна яраҫҫӗ. Тӗрӗс мар-им? Райком ытти ӗҫсене те ҫавнашкалах тума пикенет. Тырӑ пиҫнӗ-тӗк — тырӑ вырмалла, патшалӑха памалла, ҫӗр улми пулнӑ-тӑк — кӑлармалла. Ӗҫ ҫине ӗҫ, ҫынсем ҫинчен вара йӑлтах манса каятӑн.
— Эсир кунта йӑнӑшатӑр, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич, — парти ӗҫӗ вӑл — ҫынсемпе ӗҫлесси. Чи малти вырӑнта ҫын пулмалла. Ун пирки сирӗн районта маннӑ пулсан кӑна.
— Йӑнӑшсан — тӳрлетӗр. Эп каласа пӗтермен-ха. Ярса пачӗҫ пӗр харӑс ҫакӑр ҫын. Кама улӑштармалла? Кам райкома тӗк майлӑ шӑлмасть, кам ҫивӗч чӗлхеллӗ — ҫав председательсене чи малтан хуса ячӗҫ. Кам хиреҫлӗ: кушак та тӗк майлӑ шӑлнине юратать. Мана та улӑштарасшӑн пулчӗҫ. Пухрӗҫ пуху. Районтан килнисем тухса калаҫрӗҫ. Прыгунов пултараймасть, Прыгунов — спекулянт, Прыгуновӑн аслӑ пӗлӳ те, диплом та ҫук. Шухӑшлатӑп: невушлӗ эп ҫав териех ӗҫлеме пӗлмен этем? Вӗсенне итлесен, тӗнчере эп чи юрӑхсӑрри. Мӗн тетӗр? Пӗр ҫич-сакӑр ҫын, мана кӑларас тесе, ал йӑтрӗҫ. Ыттисем хӑварас тесе сасӑларӗҫ.. Куҫҫуль тухрӗ хама шаннӑшӑн. Халӑх вӑл хурапа шурра час уйӑрать. Кам политики вӑл? Василий Ивановиччен райком секретарӗ пулнӑ Бугурков политики. Вӑл вӗт-ха парти ячӗпе ӗҫленӗ. Пӗр ҫын йӑнӑшӗ районта парти авторитетне хавшатма пултарать.
— Бугуркова тивӗҫлипех лекнӗ. Партирен те кӑларна, — хушса хучӗ инструкор.
— Уншӑн тавтапуҫ. Мана дипломсӑр, тет. Хӑй мӗн пӗтернӗ тетӗр? ЦПШран вӗренсе тухнӑ та вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулсенче ҫур ҫул вӗренмелли парти курсӗнче пулнӑ. ЦПШна эсир мӗн тетӗр? Центральная партийная школа тетӗр-и? Ҫук ҫав! Церковно-приходская школа вӑл, — ахӑлтатсах кулса ячӗ Трофим Матвеевич. — Халь вӑл пекарньӑ директорӗ. Куратӑп та — сывлӑх сунса, пуҫа таятӑп. Кам сана дипломсӑр ҫӑкӑр пӗҫерттерет, мӗншӗн сана пысӑк ӗҫех шанса панӑ, тетӗп. Е тата: ма яланах ҫӑкӑр питне ҫунтарса яратӑн, тетӗп. Вӑл шарламан пирки хамах хуравлатӑп: — Эсир, тетӗп, ҫунтарма вӗреннӗ, анчах пӗҫерме вӗренеймен.
— Вӑт, ҫынран кулма ырӑ мар, — асӑрхаттарчӗ Владимир Сергеевич.
— Уксах-суккӑртан кулма хушман, ватӑ-вӗтӗрен кулма каланӑ, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ кил хуҫи. — Бугуркова кӑларчӗҫ те, Василий Иванович килчӗ. Эсир пирӗн зонӑна лекрӗр. Мӗн тетӗр? Ҫурхи ҫил вӗрсе ячӗ темелле. Шанӑҫ ҫуралчӗ. Пулман-и районта лайӑх ҫынсем? Пулнӑ. Вырӑнти ҫынсене председателе суйлассинчен пахи тата тӗрӗсси мӗн пур? Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Иван Евдокимович Шубина Бугурков кӑларса ячӗ. Пӗрре кӑларнӑ ҫынна тепри пулсан тепӗр хут колхоз председательне вил те суйлаттарас ҫук. Василий Иванович ав Шубинах лартрӗ. Тӗрӗс турӗ. Шубин йӗплӗрех этем, ҫапах вӑл хӑй ӑсӗпе пурӑнать. Районти хӑш-пӗр начальниксене хӑй ӑсӗпе пурӑнакан председатель килӗшмест. Мӗн хушнине пурнӑҫла, вара эс ырӑ. Ҫак черккене, Владимир Сергеевич, сирӗншӗн тата Василий Ивановичшӑн йӑтатӑп. Тавтапуҫ сире мана вӑтӑр пинсен шучӗпе шанса янӑшӑн, — Владимир Сергеевичпа шаккарӗ вӑл.
Марье, Павел ҫумӗнчех лараканскер, темиҫе хут та качча урипе тӗрте-тӗрте илчӗ. Вӑл упӑшкин калаҫӑвне итленҫи турӗ, хӑй вара куҫне Павел ҫинчен илмерӗ. Каччӑ хӑйне сиввӗнрех тытма тӑрӑшрӗ.
— Трофим Матвеевич, эсир хӑть пире критиклерӗр. Пур кунта тӗрӗслӗх, пур. Ҫапах та хӑвӑр районпа ан виҫӗр. Сахал-и республикӑра вӑтӑр пинсен шучӗпе кайнӑ лайӑх председательсем? Кашни районтах тупма пулать. Парти ӑна питех те тӗрӗс турӗ. Ял хуҫалӑхне кадрсемпе ҫирӗплетме кирлӗ пулнӑ, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич.
Церковно-приходская школа тенӗрен Павела Арҫук Гени аса килчӗ. Хӑйне вӑл халь хӑюллӑрах туйрӗ. Ҫапах та ӑшра иккӗленсе тӑчӗ: каласа парас-ши, парас мар-ши? Халь каламасан, кайран пур пӗрех пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫавӑнпа чӑтаймарӗ. Пытармарӗ хай пӗлнине пачах та. Арҫук Гени вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех туберкулезпа чирленӗ. Вӗренсе тухсан та чир иртмен. Юсанма кайма путка илес тесе комсомол райкамне те, комсомол обкомне те ҫыру ҫырнӑ, анчах ӑна никам та пулӑшман. Тарӑхнипе вал митрополит патне ҫыру ҫырать, лешӗ кӑнтӑрти пӗр санаторие сывалма кайма путевкӑ тата пин тенкӗ укҫа ярса парать имӗш. Тытать те тухса каять каччӑ. Владимир Сергеевич кӗсйинчен блокнот кӑларсах ҫырма пуҫларӗ. Трофим Матвеевич «анра» тенӗ пекле шӗвӗр пӳрнипе тӑнлавне тӗллесе кӑтартрӗ, Павела куҫ хӗсрӗ, пуҫӗпе сулларӗ, анчах хӗрсе кайнӑ каччӑ ӑна-кӑна ӑҫтан асӑрхатӑр?
— Айӑпӗ пирӗнте те пур. Начартарах пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Колхозӑн пулӑшмалла пулнӑ, — пӗтерчӗ Павел хӑй сӑмахне.
Пӗр вӑхӑт пурте шӑп пулчӗҫ.
— Райком пӗлмест апла? — ыйтрӗ Владимир Сергеевич ҫырма чарӑнмасӑр.
— Куртӑр-и? Районта пӗр чиркӳ ҫеҫ. Пуп ӗҫлет, эпир пӑхса ларатпӑр, — хӑйӑлтатма пуҫларӗ Владимир Сергеевич. — Куншӑн чи малтан Василий Ивановича лекет. Вӑйлах лекет. Халь эпир ытларах хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе чакаланса, атеизмла пропагандӑна мантӑмӑр…
— Тупнӑ кулянмалли, — калаҫӑва сирсе ярасшӑн пулчӗ Трофим Матвеевич. — Эсӗ те ҫав, Павел, калаҫу тупрӑн. Ҫитӗ сире. Ыран калаҫӑпӑр, тытӑр. Атту, кукша ҫын пуҫ ҫӑвиччен туй иртсе кайнӑ, теҫҫӗ. Ӗҫӗр, пуҫ патне пытӑр хӑть.
— Безобрази ку, Трофим Матвеевич. Василий Иванович ҫав ача валли те путевкӑ тупса парайман. Хам пата шӑнкӑравламалла пулнӑ.
— Ҫитӗ пур вак-тӗвекшӗн пуҫа ҫӗмӗрсе. Чиркӳн халь авторитет ҫук. Вӑл путевкӑпах тӗнчене улӑштараймӑн. Пирӗн халӑх пупсене ӗмӗртен курайман, ӗмӗртен юратман… Ну, ҫитӗ, ӗҫрӗмӗр, — васкатрӗ кил хуҫи хӑнасене. — Ӗҫрӗмӗр, Павел, ӗҫрӗмӗр, Владимир Сергеевич.
— Эс калани тӗрӗс, Матвеевич, — черккине ӗҫсе лартрӗ Владимир Сергеевич. — Ҫапах та вӗсен ӗненекенсем умӗнче ят пур. Кунта кам айӑплӑ? Ман шутпа, пирӗн айӑп. Эпир вӗсене ҫемҫе алӑпа тытатпӑр. Юлашки вӑхӑтра ахаль те ӑнланмалла мар япала пулса пырать: те демократи, те анархи? Укӗтлетпӗр, пӗчӗк ачасем пек вӗрентетпӗр. Законсем ҫинчен йӑлтӑх манса кайрӑмӑр. Сталин вӑхӑтӗнче лайӑхчӗ: каланӑ пулсан, хирӗҫсе ан тӑр. Хирӗҫме ҫеҫ пӑх, — сасартӑк чышкине чӑмӑртарӗ вӑл. Унӑн ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, пичӗ ула-чӑлаланчӗ. Умӗнчи черккине пӗр хушӑ ҫавӑрса ларчӗ, унтан никампа шаккамасӑр, сӑмах хушмасӑр ӳпӗнтерчӗ.
— Ҫук уш, ун пек ӗмӗрех тӑсӑлас ҫук. Пулать вӑхӑт. Хӑйсемех ӑнланаҫҫӗ ҫӳлтисем, — пуҫне усрӗ вӑл. Унӑн пӗтӗм кӗлетки шӑм-шакки ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ.
Трофим Матвеевич шӑпӑрт, шарламасӑр ларчӗ. Хӑна калаҫӑвӗ ӑна та килӗшсех каймарӗ курӑнать, анчах вӑл сӑнран нимӗн те палӑртмарӗ.
Марье сиксе тӑрса: «Эп татах ҫыртмаллисем хатӗрлем-ха», тесе, кухньӑна кӗчӗ.
Павел мӗн хушӑра ҫилленсе кайнине хӑй те сисмерӗ. Малтан унӑн ҫунакан куҫӗсем инструкторӑн чӑмӑртанӑ чышки ҫинчен каймарӗҫ, кайран ула-чӑлаланнӑ пичӗ ҫине куҫрӗҫ. Вара чӑтаймарӗ, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ. Ҫавна ҫеҫ аван ӑнланчӗ вӑл: ҫын, хӑй ӑҫта ӗҫленине пӑхмасӑрах, йӑнӑшать. Пичи пысӑк та тӑрри шӑтӑк, тесе ахаль калаҫҫӗ-и?
— Апла эсир кив йӗркесемшӗн?.. — васкамасӑр ыйтрӗ Павел. Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ. Трофим Матвеевич ун патне пычӗ, каялла лартма пикенчӗ. Владимир Сергеевичӑн пичӗ шурса кайрӗ. Кулас килмесӗр кулса ячӗ. Кулли сивлек те ют тухрӗ.
— Парторг, ма апла хӗрӳлемелле? Эсир мана ытла та пӗр енлӗ ӑнланатӑр. Эп лайӑх пурнӑҫа хирӗҫ-и? Каҫар, шӑллӑм, каҫар.
— Лар та итле. Эппей, пӑхсан пӑхаттир, ытла та эс хӑвӑрт ӳсӗрӗлетӗн, — каяллах лартрӗ Павела Трофим Матвеевич. Вӑл каллех ӑна куҫ хӗсрӗ. — Пире эсир, ухмахсене, каҫарӑр. Пирӗн ӗҫ-и вӑл политикӑ? Эпир ҫӗр-шыва тыр паратпӑр та, аш-пӑш. Мӗн тӑвассине аслисем пирӗнсӗрех тӑвӗҫ. Ҫапла хӗрӳленмелле-и? Итлӗр ӑсла ҫынсем мӗн калаҫнине, — хӑй вырӑнне кайса ларчӗ предссдатель. — Марье, — чӗнчӗ вӑл, — ҫыртмаллисем хурсӑ пар. Хӑна чашӑкӗ тулли пултӑр.
Шӑпланчӗҫ. Трофим Матвеевичпа юнашар ларакан инструктор вилкӑна ҫавӑркаласа ларчӗ.
— Ҫамрӑк-ха эс, парторг. Ох, ҫамрӑк. Пурнӑҫа курман. Ӑна хаҫатсемпе кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ ӑнланатӑн, — пуҫларӗ каллех Владимир Сергеевич. — Эп сирӗн шутпа колхозсене хирӗҫ-и? Ҫук. Йӗрке пирки ҫеҫ каларӑм вӗт. Тен, тӗслӗх тӗрӗсех пулмарӗ пуль. Тен, каҫарӑр, эп сире тӗрӗслесе пӑхӑсшӑн пултӑм? Ун пек те пулма пултарать вӗт? — тӳррӗн Павел ҫине пӑхрӗ вӑл. — Парти ӗҫӗнче ӗҫлекенӗн хӗрӳленме кирлӗ мар. Ҫемҫе нервӑ — пирӗ тӑшман. Эс ҫамрӑк. Ҫавна яланах ас ту: ҫемҫе нервӑ тӑшман. Ҫитет пуль политикӑпа. Атту антагонизма кӗрсе кайрӑмӑр. Хӑнана килнӗ пулсан, ӗҫер. Ҫураҫса шаккар, Павел Сергеевич. Аттесен ячӗсем пӗрешкел пулнишӗн шаккар. Сывӑ пултӑр Бахус, — черккине Паве енне тӑсрӗ вӑл.
Трофим Матвеевич ӑна куҫӗпе паллӑ пачӗ. «Алӑ сул, мӗн тӑватӑн унпа ҫыхланса?» — терӗҫ ҫамка айӗнче пӑхакан икӗ хура шӑрҫа.
Каччӑ хӑйне алла илчӗ. Ҫапах та чӗре лӑпланаймӑрӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапрӗ, тӑнлавра сиксе тухасла юн тымарӗ картлатрӗ.
— Кайма вӑхӑт. Каҫ та пулчӗ. Эп, Трофим Матвеевич, правленине ирех пыратӑп, — каллех ҫӗкленчӗ каччӑ. Инструкторпа шакканӑ черккене каяллах лартрӗ.
— Лар, ӑҫта васкатӑн? — чӗререн ыйтанҫи турӗ Трофим Матвеевич, анчах хистемерӗ. — Кӑясах тесен, чарай мӑп. Ҫул куркине тыт.
Ӗҫме тиврӗ. Васкасах тумланчӗ. Владимир Сергеевич хӑех ун патне пычӗ, аллине тӑсрӗ.
— Йытӑпа кушак та вӑрҫса паллашаҫҫӗ. Эпир тавлашса паллашар, айӑпне Бахус ҫине йӑвантарар. Шупашкара пырсан-тусан, кӗрсе тух.
— Тавтапуҫ, — инструкторӑн сивӗ аллине чӑмӑртарӗ каччӑ.
— Тархасшӑн…
— Хӑнана ӑсатмасан, ыйхӑ тӑрать. Эпӗ те ҫу илме тухатӑп, — алӑк патне васкасах пычӗ Марье.
Ҫенӗке тухсанах, йӗкӗте ыталаса илчӗ.
— Павлик! Чӑтаймарӑн пулать ҫав этемпе тавлашмасӑр. Эх, эс те ҫав. Куртӑн-и: ман ҫине епле пӑхать вӑл? Хӑй Трофима итленҫи тӑвать те, мана куҫ хӗсет. Ҫӗленпе пӗрех. Куҫлӑхлӑ ҫӗлен пек.
— Тупрӑн танлаштармалли, — кулса ячӗ Павел, ҫенӗк алӑкне уҫса.
— Тӑхта. Ман сана ярас килмест. Эх, май пулсан, иккӗшне те кӗҫӗрех хуса ямалла та санпа юлмалла. Чунӑм, — каллех ҫупӑрларӗ вӑл. — Ыран, каҫ пулсан, сан пата хамах пыратӑп.
— Кӗр, кӗр, тем шутлӗҫ тата, — Марьене алӑ пачӗ Павел.
Киле таврӑнсӑн та ыйхӑ килмерӗ. Пӗтӗм пӳрт ӑшчикки кичем пек туйӑнчӗ ӑна. Кивелерех панӑ чӳрече каррисем те, ҫулсем иртнипе сарӑхса ларнӑ чӑрӑш хӑмаран сарнӑ мачча та, кӗнекесен шкафӗ те — пурте хуҫана кӗтсе: эс пӗччен, эс тӑлӑх, тесе кӑшкӑрнӑн туйӑнчӗҫ. Хутман кӑмака татах та сивлеккӗн курӑнчӗ.
— Ҫулласӑр куҫмалла марччӗ. Йӑлӑхтарать пӗччен пурнӑҫ, йӑлӑхтарать. Пӳрчӗ те ӗнтӗ, председатель пӳрчӗпе танлаштарсан… Тупмалли юмахри ҫурӑк ҫамка Ваҫҫинка ҫеҫ. Ҫапах май уявне хатӗрленме тивет. Диван-кравать туянас, пӗренесене шпалерпа ҫыпӑҫтарас. Ҫынсем кӗрсен, Павел ашшӗ ҫуртне япӑхтарса янӑ, тейӗҫ. Районтан килсен те кӗрсе тухӗҫ. Кӗтмен хӑна хапхара, хуҫи-тарҫи ыйхӑра, тенӗ пек те пулса тухма пултарӗ, — шухӑшларӗ вӑл хывӑнса.
Пӗччен пурнӑҫ ытла та кичем. Кунта санӑн, Павел, иккӗленме юрамасть. Юратупа шӳтлемеҫҫӗ. Сан хӑвна кӗҫӗрех, халех татса калас пулать. Тем тесен те, ҫын ҫемйине ҫӗмӗрме кирлӗ мар. Ку вӑл юрату мар, вӑхӑтлӑх йӑпану кӑна.
Пур юратакана та юратупа хуравлаймастӑн. Тепре курсан, Марьене татсах калатӑп: ҫитет.
Лена? Мӗнех, аван хӗр пулма кирлӗ. Анчах пӗлмест вӑл ӑна. Куҫне ас тӑвать вара. Ҫапла, ас тӑвать. Фермӑра чух хӑй тӗлсӗр персе янӑ сӑмахсене ас турӗ Павел.
— Куҫусем те ҫав сирӗн…
Каччӑ каллех инструктора аса илчӗ. Нумай вуланӑскер, нумай пӗлекенскер пулас. Тем килӗшмест ун хӑтланӑвӗнче. Эрех туррине Бахуса ырласа ӗҫни-и? Е…
— Ир-ха мана ҫынсене хаклама. Пӗрре тӗл пулни — тӗкӗр ҫине пӑхни мар. Халь ҫывӑрас пулать сан, Павел. Хӗрӗнкӗ эс, хӗрӗнкӗ, — сасӑпах калаҫрӗ каччӑ.
5
Колхозсенчен таврӑнсан, обком инструкторӗ колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене райкомӑн иккӗмӗш секретарӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗ. Василий Иванович ӑна чӑрмантарма шухӑшламарӗ: тӗпчетӗр, пӗлтӗр. Вӑл Владимир Сергеевич пурри ҫинчен манса кайсах хӑй ӗҫне турӗ: колхозсемпе ҫыхӑнчӗ, ҫитес плеиум валли доклад хатӗрлерӗ. Анчах кӑнтӑрла лӑпкӑн ӗҫлеме майӗ ҫук, ҫынсем киле пуҫларӗҫ. Помощник ирхи почтӑпа килнӗ хутсене кӗртсе пачӗ. Вӗсене пахса пӗтерчӗ кӑна, пӳлӗме Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Иван Евдокимович Шубин кӗчӗ. Вӑл кӑвакрах шевиот костюмпа, хура ҫӳҫне каялла янӑ. Сӑнран пӑхсан, ӑна хӗрӗхсенче ҫеҫ теме пулать. Хура мӑйӑхӗ кӑна кӑшт ватӑлтарать.
— Ырӑ кун пултӑр, Василий Иванович, — пырса ал пачӗ вӑл. Ыйтмасӑрах секретарь сӗтелӗ умӗнче ларакан пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, юн тымарӗсем палӑрса тӑракан сылтӑм аллине сӗтел ҫине хучӗ.
Райком секретарӗ пӗлет: Шубин райкома сӑлтавсӑрах килмест. Анчах паян мӗн тата?
— Мӗнле шутлатӑн, Василий Иванович, эп преступник-и? — ялкӑштарчӗ вӑл тилӗрнӗ куҫне. Чӑтаймарӗ, татах ыйтрӗ: — Мӗн чӗнместӗн? Кала эс: эп преступник-и?
— Сана мӗншӗн айӑпламалла, пӗлместӗп. Ӗҫӳ ку таранччен кал-кал пыратчӗ. Тен, ҫемьере шӑв-шав кӑлартӑн? — хурав ҫине хуравпах тавӑрчӗ секретарь.
— Эп хам ҫемье пирки ӗмӗрте те райкома ура ярса пусас ҫук. Унашкал ыйтупа камӑн вӑхӑт ытлашши — вӑл ҫӳретӗр. Турра шӗкӗр, халиччен арӑма пӳрнепе тӗкӗнмен. Юптару яратӑн, Василий Иванович, юптару. Юнашар пӳлӗмре Владимир Сергеевич республикӑ прокурорӗ пек ҫӗмӗрттерет. Ҫын аллипе кӑвар туртма шутларӑн-и, Василий Иванович? Эп сана унашкал ҫын мар тесе.
— Нимӗн те ӑнланмастӑп, Иван Евдокимович. Секретарь лӑпкӑлӑхӗ колхоз председательне татах тилӗртсе ячӗ:
— Ӑҫтан эп Мӑй уявӗ тӗлне вӑтӑр тоннӑ аш пама пултаратӑп? Виҫӗ ҫӗр сысна вӑл. Чӗртме хупни те халь икӗ ҫӗр кӑна. Вӗсем те кашни тӑватӑ пӑтран мала мар. Кунашкал виҫепе пани мӗн усси? Вӗсем халь кашни талӑкра икшер кӗрепенкке хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра кашни пӑт ҫурӑ аш парать. Тата икӗ уйӑхсӑр тем каласан та, такам ятласан та памастӑп. Эс, тет, Май уявне хирӗҫ пыратӑн. Эп коммунист мар-и? Капиталист-и эп Май уявне хирӗҫ пыма? Ыранах виҫӗ вӑкӑр ӑсататпӑр, ӗнер искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт йӗркелерӗмӗр. Лашасем пур тепӗр вунӑ пуҫ. Ҫичӗ тоннӑ пулать. Урӑх халлӗхе нимӗн те ҫук. Трофим Матвеевич пек колхозниксен выльӑхӗсене илсе памастӑп. Ята яман, ямастӑп та. Владимир Сергеевич ун пирки тӳрех каларӗ: резервсемпе усӑ курма пӗлместӗн, тет. Мана унашкал резерв кирлӗ мар. Хӑть выговор парӑр, хӑть председательтен кӑларӑр. Кунашкал председательте ӗҫлессинчен — конюха каятӑп, — ура ҫине тӑчӗ Иван Евдокимович.
— Лар, лар. Мӗн хуранти шыв пекех вӗретӗн? — хул пуҫҫинчен пусса лартрӗ ӑна Василий Иванович. — Мана эс ахалех хутшӑнтаратӑн, ҫын аллипе кӑвар туртма хӑнӑхман. Калас пулсан, сана хамах калатӑп. Ас тӑватӑн-и мартри актив пухӑвне? Баранов ҫӑмарта илсе пани ҫинчен каларӗ. Ҫавӑнтапах эп канӑҫа ҫухатрӑм. Районти виҫ-тӑватӑ колхозра выльӑх сутӑн илсе патшалӑха парасси йӑлана кӗчӗ. Шанмастӑп эп: «Р» облаҫӗ пӗр ҫултах аш илессине виҫӗ хут ӳстернине. Пӗр ӗне виҫӗ пӑру пӑрулаймасть. Хаҫатсем те вӗсем ҫинчен анчах ҫыраҫҫӗ, халӑх ҫӗкленӗвӗ, халӑх юхӑмӗ, теҫҫӗ. Шутласан, халӑх ҫӗкленӗвне хирӗҫ кайма юрамасть. Прыгунов мӗнтен пуҫласа ячӗ? 1957 ҫулта планран ирттерсе аш панишӗн патшалӑх укҫа хушса тӳлетчӗ. Кӑҫал хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулта «Ҫавӑл» колхоз ик ҫӗр пин енне преми илнӗ. Ҫав преми аташтарса ячӗ. Юрать-ха, ӑна пӑрахӑҫларӗҫ, анчах выльӑх илсе парасси йӑлана кӗрсе юлчӗ. Ӑнлан эс мана, Иван Евдокимович, хам та ӗнтӗ иккӗмӗш уйӑх мӗн тумаллине пӗлместӗп. Ху шухӑшна ҫапла тӳррӗн пӗлтерекенӗ те эс пӗрремӗш председатель. Хама ҫавӑнпа ҫеҫ ятлатӑп: каярах ӑнланса илтӗм. Сутӑн илсе парасси ҫине шанса, хӑш-пӗр колхозсем выльӑха пӑхми пулчӗҫ. Прыгуновӑн сысна ферми начар. Пӗр эрне каялла «Сельская жизнь» хаҫатран корреспондент килчӗ. Республикӑра такам каланӑ ӑна, тӳрех, «Ҫавал» колхоза каясшӑн. Эп ӑна тӳррипех, нимӗн пытармасӑр каласа патӑм. Ан тив, ҫырать пулсан ҫыртӑр тесех, ҫавах айӑпа пӗрре каҫармалла. Вӑл пур, хул пуҫҫипе кӑна сиктерсе илчӗ. «Сирӗн патри вӑл мӗн, ытти облаҫсенче колхозсене колхозниксемех туртса пыраҫҫӗ», — терӗ. Неушлӗ ҫаплах? — тетӗп. «Ҫаплах», — терӗ вӑл. Ун хыҫҫӑн обком секретарӗ патне ҫырса ятӑм, паян-ыранах илет пуль. Ҫитес пленумра ятарласах ҫак ыйтӑва ҫӗклесшӗн. Хальтерех хамӑр йӑнӑша тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр?
— Тавтапуҫ, — секретарь аллине чӑмӑртарӗ Иван Евдокимович. — Ытла та йӑтайми обязательствӑсем илтӗмӗр ҫав. Халь вил те пурнӑҫла. Эпир мекӗрленмесӗрех ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер аш паратпӑр. Хамӑр вӑйпах. Пирӗнешкелли ҫич-сакӑр колхоз пулӗ. Ыттисем? Район пурнӑҫламасан сӑна ҫулса илеҫҫӗ. Парти работникӗн ӗҫне обязательствана пурнӑҫлани хаклать тетпӗр. Ҫавӑнпа Обком та хӗсет пуль. Ав, епле тустарать Владимир Сергеевич, тӳс кӑна.
— Владимир Сергеевич вӑл обком мар. Ӑна вӑл хӑй пуҫарӑвӗпе те хӑтланма пултарать.
— Тарҫи хуҫа хушмасӑр ура та ярса пусакан мар.
— Мӗнле тарҫӑ ӗнтӗ.
— Ӑсӑрха. Пленум пирки те васкамастӑн-и? Эпӗ сана юрас тесе, мухтаса каламастӑп: юлашки вӑхӑтра пирӗн район сан пек секретаре курман. Ыттисем хайсен пуҫӗпе сахал ӗҫлетчӗҫ, санӑн хӑвӑн шухӑшу пур. Хуҫалӑха та аван пӗлетӗн, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ура хумастӑн. Тепри, Бугорков пекки лексен, аслисем умӗнче юрра тухасшӑн тырӑпа ҫӗр улми планне икшер хут тултарттарать те, халӑх нуши ҫине, фермӑсем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Уншӑн рапортласа пултӑр.
— Эхе, хӑраса чакма пуҫларӑн, — кулса ячӗ Василий Иванович. — Тепӗр хут калатӑп: хамӑр тунӑ йӑнӑша хамӑр тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр. Суйма пӗлекен пуйма та пӗлет, тенӗ ваттисем. Партие суйрӑмӑр ӗнтӗ, пуясси пирки вара… Ҫапах та хуран хӑлӑпӗн те хӑлхи пур. Шанатӑп эп хамӑра каҫарасса. Шел: обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ чирлӗ. Вӑл пулнӑ пулсан, халиччен хӑй сӑмахне калатчӗ. Ыттисемие эп канашлама хӑнӑхман, — утса ҫӳреме пикенчӗ Василий Иванович.
— Да, вӑл пуҫ ӗнтӗ. Тен, ун патне ҫыру ҫыратӑр? — ҫӗкленчӗ Иван Евдокимович та.
— Тепрер эрнерен ҫитмелле, теҫҫӗ. Пиҫиччен кӗтнине антариччен кӗтӗпӗр.
— Капла та тӗрӗс, — ал пачӗ председатель.
— Сывӑ пул.
Иван Евдокимович хысҫӑнах Василин Иванович та приемнӑйне тухрӗ. Стена ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче колхоз председателӗсем да парти организаци секретарӗсем лараҫҫӗ. Кашнин куҫӗнче тарӑн шухӑш.
«Йанӑш турӑм эпӗ, манӑн та Владимир Сергеевич патӗнче пулмалла», — шухӑш чупса иртрӗ пуҫра, вара сасӑпах ҫапла каласа хучӗ:
— Эсир ман пата-и? Мӗншӗн кӗместӗр тата?
— Аслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах пӗтмест, — чӑтаймарӗ Карл Маркс ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Авдеев. — Эп райкома чӗннӗ тесе килетӗн те, мана обкомах чӗннӗ-мӗн. Ак еплерех хисепле пуҫларӗҫ пире. Текех, Василий Иванович, сирӗнпе калаҫма та кирлӗ мар пуль? Мӗн пире райком? — юптара пуҫларӗ вӑл.
— Владимир Сергеевич патӗнче пултӑр-и?
— Пулнӑран калатпӑр.
— Мӗн кунта тӑратӑр. Кӗрӗр, кӗрӗр.
Пӳлӗме кӗрсе вырнаҫсанах калаҫӑва Василий Иванович хӑй пуҫарчӗ:
— Каласа парӑр ӗҫсем-хӗлсем ҫинчен. Виҫҫӗмӗш кун райкомран тухаймастӑп. Йӑпӑх-япӑх ямшӑкра, пур кахал ҫын кантурта, тенӗ пек мар-и? Кахаллана пуҫларӑм.
— Ой-ой, чее те эсир, Василий Иванович. Хӗрӗме калам та, кинӗм илттӗр, тетӗр ӗнтӗ. Чӑнласах пӗр эрне чирлесе выртрӑм. Эсир шӑнкӑравланӑ терӗҫ. Ӑшӗ пирки, Василий Иванович, эпир ӑна обком инструкторӗ чӗнтермесӗрех паратпӑр. Нивушлӗ эпир райком каласан итлемен? Паянах пама халь ҫул ҫук. Мӗнпе турттӑрса килес ман сыснасене ҫухрӑмран? Вертолет ярса паратӑр пулсан кӑна, — чӑтаймасть каллех Авдеев.
— Эпир сире васкатмастпӑр та, — тавӑрчӗ райком секретарӗ.
— Епле васкатмастӑр? — тӗлӗнчӗ Авдеев.
Анчах ӑна хуравласси пулмарӗ, помощник Василий Ивановича обком инструкторӗ чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ Владимир Сергеевич, хӗрелсе кайнӑскер, пирус тӗтӗмӗпе тулса ларнӑ пӳлӗмре утса ҫӳрет. Туртма пӑрахнӑ ҫынна ку тӳрех сисӗнет, темӗнле ырӑ мар, анчах Василий Иванович хӑй кӑмӑлсӑрланнине кӑтартмарӗ. Сӗтел умӗнчи уйрӑм пукан ҫинче ларакан аш-какай комбиначӗн директорне Доброхотова асӑрхарӗ вӑл. Директор аялисемпе пуҫне тӗревлесе ларать. Унӑн пӳрнисем кӳпшеке питне путарса кӗнӗ. Акӑ вӑл пуҫне ҫӗклерӗ пӳрнисем вырӑнӗнчи шап-шур йӗрсем каллех кӗрен тӗспе витӗнчӗҫ. Вӑл та хаштах сывласа ҫӗкленчӗ, анчах, калаҫу пӗтменнине туйса пулас, каллех йывӑррӑн ларчӗ, каллех арбуз пек ҫаврака пуҫне аллипе тӗревлерӗ.
— Василий Иванович, эсир ахалех хӑратӑр. Эп тӳрех ҫапла сарӑнтарма пултаратӑп: бюрора района итлеме кирлӗ те мар. Мана заведующи ҫапла каларӗ: начарах пулсан, материал хатӗрле, начар мар-тӑк — хӑвӑн ирӗкӳ. Райкомӑн ҫине тӑни ҫеҫ ҫук. Тата… Тата хӑвӑр резервсене пӗлместӗр. «Ҫавал» колхоз Май уявне миҫе центнер аш парать тетӗр?
— Вӑтӑртан ытла параймасть, — тавӑрчӗ Василий Иванович.
Вӑл инструктор ҫине тинкерчӗ. Чирли чӑпласах чирлӗ пулас: сасси татах та ҫӗтсе ларнӑ, куҫ хупахӗ тӑртаннӑ.
Ҫапла, вӑтӑр. Анчах центнер мар, тоннӑ. Ӑнланатӑн-и, вӑтӑр тоннӑ. Райком шутланӑ тӑрӑх, колхозсем пӗрремӗш майччен утмӑл тоннӑран ытла параймаҫҫӗ. Паян чӗннӗ пилӗк колхоза илсен кӑна ҫӗр тоннӑ пулать. Леш, леш мӑйӑхли, мӗнле хушаматлӑччӗ вӑл? — сӗтел патӗнчи хучӗсем патне пычӗ Владимир Сергеевич.
— Иван Евдокимович Шубин-и?
— Во-во. Шубинӑн чӗртме хупни кӑна ик ҫӗр сысна.
— Вӗсем тӑватшар пӑтран ытла мар. Ҫӑвӑрсене патшалӑха пани преступлени пулать.
— Каллех сан хӑвӑн юрру. Ак, Александр Михайловичпа калаҫрӑмӑр. Вӗсене вӑл йышӑнать, «Заготскотра» пӗр уйӑх хушши усраса чӗртме пулать.
— Заготскочӗ ахаль те ҫавнашкал ҫӑвӑрсемпе тулса ларнӑ.
— Паян ик ҫӗр пуҫ пусма ӑсатрӑмӑр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Доброхотов.
— Пӗлмесӗр калаҫмастӑп эп, — сиввӗнреххӗн касса татрӗ Владимир Сергеевич.
— Шубин ҫеҫ мар, ыттисем те ҫав виҫепе парас ҫук. Ку таран ӳстернине сахал апат единици пӗтерсех чӗртме пулать.
— Эсир ан хӗрӳленӗр, — пӳлчӗ секретаре инструктор. — Кашниех хӑй шухӑшне хӳтӗлеме пултарать, вӑл — ун ирӗкӗ. Анчах парти интересӗсене кирек камӑн та хӑй интересӗсенчен ҫӳлерех хумалла. Ҫул начарри, виҫи сахалли ҫине йӑвантарни вӑл кивӗ юрӑ, мещенсен кӗвви вӑл. Парти паян пиртен аш ыйтать. Колхозсенче ҫителӗксӗр пулсан, колхозниксен пур. Пӗлместӗп, мӗншӗн ҫывӑрать райком, мӗншӗн консерватизм тыткӑнӗнче ларать?
«Тен, эп чӑнласах пурнӑҫран юлтӑм пулӗ?» — ӑшӗнче иккӗленчӗ Василий Иванович. — Тен, вӗсем ҫавнашкал кӑтарту илнӗ? Мур пӗлет-и?» Анчах вӑл хӑй шухӑшӗ вӗҫне тухаймарӗ, хӳтӗленме шут тытрӗ:
— Пире лейборист тесе те айӑплама пултаратӑр. Тен, эп пурне те ӑнланмастӑп? Парти виҫӗ ҫул каяллах колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтарнӑ. Апла эпир вӑл политикӑна пӑсатпӑр.
— Пачах та пӑсмастпӑр. Хӑйӗнчен ытлашшине колхоз ячӗпе сутать. Александр Михайлович ак, пире пулӑшрӗ те. Паянхи куна Май уявӗ ячӗпе ик ҫӗр тоннӑ аш йышӑннӑ тесе, квитанци ҫырса пачӗ. Ашӗ вӑл пур, ҫул пулсанах пырса кӗрет. Сан, Василий Иванович, ӗҫӳ те ҫак кӑна: район ҫур ҫул планне тултарчӗ тесе, «Советская Чувашия» хаҫата шӑнкӑравламалла, — тыттарчӗ вӑл ӑна квитанци. Унӑн сӑн-питӗнче мӑн кӑмӑллӑх хытса ларчӗ, пуҫне каҫӑртса маччана тинкерчӗ. Пӗр-пӗр пысӑк ҫапӑҫура тӑшманӑн темиҫе генералне тыткӑна илнӗ тейӗн. Аллисене брюки кӗсйине чиксе, ҫӗнтерӳллӗн утса ҫӳрерӗ.
— Ҫиреплӗх ҫук райкомӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл.
Василий Иванович, квитанцие хӑвӑрт пӑхса тухса, сӗтел ҫине ывӑтрӗ, комбинат директорӗ умне пырса тӑчӗ.
— Александр Михайлович! Пуҫ пур ҫинченех ал пусрӑр-и? Мӗншӗн паман выльӑхсемшӗн суя квитанци ҫыратӑр? Кам хушнипе?
Доброхотов хӑйне такам ҫапасран хӑранӑ пек сиксе тӑчӗ.
— Эп, Василий Иванович, нимӗн те ӑнланмастӑп. Ҫыртӑм, хамах ал пусрӑм. Ашӗ вӑл халь парӑнмасан та, тепрер икӗ эрнерен парӑнать. Обком ыйтать те, райком хирӗҫ мар пуль терӗм, — хуравларӗ директор.
— Инструктор обком мар вӑл, — касса татрӗ секретарь.
— Айван! — персе ячӗ Владимир Сергеевич, куҫлӑхӗ витӗр Василий Иванович ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса. — Парти тӗллевне ӑнланакан ҫынна партирен кӑларассипе хӑрататӑн. Ак, бюрона чӗнсен, урӑхларах юрлама пуҫлатӑн, — сӗтел ҫинчи квитанцине, ҫулса илсе, кӗсйине чикрӗ вӑл. Ахӑртнех, секретарь ятне директор умӗнче йӑлтах пӗтерсе тӑкас терӗ пулас, хушса хучӗ:
— Кам сана секретаре суйланӑ? Эс ку вырӑнта лармалли ҫын мар.
— Тӗрӗс, — лӑпкӑ пулма тӑрӑшса хирӗҫ тавӑрчӗ Василий Ивановнч. — Ухмах ҫын кӑна ҫынна ухмах теме пултӑрать. Кам вырӑнтӑ маррине коммунистсем калӗҫ, — шӑтарасла пӑхрӗ вӑл инструктор ҫине. — Квитанцие эс хама пар. Бюрора ман вырӑнне хӑвна итлемелле ан пултӑр.
— Нет уж, — вырӑсла калаҫа пуҫларӗ Владимир Сергеевич, — ухмахсене леш тӗнчере шыра, — чӗрсе тӑкрӗ вӑл квитанцие. Унтан сасартӑк хӗрӳлӗхӗ иртсе кайнӑ пек, ура ҫинче тӑракан директора тинкерчӗ. Чӑтаймарӗ-ши е хай аслине кӑтартма тӑрӑшрӗ, ун ҫине те кӑшкӑрса тӑкрӗ:
— Тӑрать тепӗр айвайӗ. Аслисем тавлашнӑ чух кӗҫӗннисем итлемеҫҫӗ. Ну-ка, марш!
Доброхотов тухса кайсан, тавлашу хӗрсе кайрӗ. Пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнчӗҫ, анчах Василий Иванович хӑйне алла илчӗ, ӑша пусара-пусара ҫапла каларӗ: — Виҫерен ан тух, секретарь. Виҫерен ан тух.
Вӑл сыв пуллашмасӑрах алӑка шартлаттарса хупрӗ. Приемнӑйра ҫеҫ пӗр хушӑ сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, унтан ҫурхи хӗвелпе ҫиҫекен урама чупса тухрӗ.
— Умра кӗрешӳ пулать. Пайтах вӑй хума тивӗ-ха. Лӑплан та, виҫерен ан тух.
9. Ҫуркунне
1
… Марье хӑй сӑмахне тытрӗ.
Ҫенӗкри ура сассинченех пӗлчӗ Павел кам кӗнине. Ҫутӑ ҫутмасӑрах хирӗҫ тухрӗ.
Уртӑнчӗ Марье унӑн мӑйӗнчен. Хӗрарӑм пуҫласа чуп тунине Павел курман. Кушӑркаса типнӗ тути Павел тутине пӗҫертет.
— Тусӑм, — пӑшӑлтатрӗ Марье. — Салука вӑрманӗнче кун каҫрӑм. Пӗлесчӗ сан эпӗ епле тунсӑхланине?! Аран каҫа кӗтсе илтӗм.
— Трофим Матвеевич килтех-ҫке.
— Эп ҫӗр выртмаллах семинара кайнӑ. Пӗлесчӗ сан ҫӗркаҫхине… Иккӗшӗ те ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗҫ. Пӑхма халӑм пӗтрӗ. Сан пата пыма тесе те тухрӑм, шаккасан ял илтет пуль тесе ҫеҫ хӑрарӑм. Тусӑм, Павлик, — чуп тӑвать те чуп тӑвать Марье, — ма эпир маларах тӗл пулман-ши? Мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑр иксӗмӗр.
Марьепе тӗл пулсанах хирӗҫӳллӗ шухӑшсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ. Каччӑна пӗтӗм пурнӑҫ ҫитнӗн, ҫав хитре хӗрарӑмпах тулса ларнӑн туйӑнать. Пӑчӑртанать ун ҫумне Марье, аллисем епле тата илӗртӳллӗ. Вӗсем е пӗрре каччӑн ҫӳҫе ӑшне чӑмса кӗрсе ачашлаҫҫӗ, питне, ҫурӑмне. Чечен тути, урӑх сӑмах тупаймаи евӗрлех тӑтӑшах ҫак сӑмахсене калать:
— Тусӑм, мӗншӗн эпир маларах тӗл пулман-ши? Мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑр. Ӑҫта ҫӳренӗ эсӗ, тусӑм?
Павел шартах сикет: ҫын арӑмӗ! Ҫак сӑмахсем ӑна пӑрлӑ шывпа сапнӑнах туйӑнҫҫӗ. Унӑн Марьене юратма нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук, вӑл этемлӗх моральне пӑсать. Мӗнле кӑмӑлпа юнашар ӗҫлекен упӑшки куҫӗнчен тӳррӗн пӑхатӑн. Икӗ питленни пулать вӑл. Ҫӑмӑл шухӑшлисем ҫеҫ ют ҫын арӑмӗ патне кайнипе мухтанаҫҫӗ.
— Тӑнран тухатӑн эс, Марье. Ҫынсем сисме пултараҫҫӗ. Кӗҫӗр сана Трофим Матвеевич та шырама пултарать.
— Сисчӗр, пурте сисчӗр. Трофим та шыратӑр. Эп хӑрамастӑп. Ҫӗр ҫинче телейсӗр мӗншӗн пурӑнас? Эп ӑна тупрӑм. Тусӑм, эсӗ манӑн телей. Эс ман телей, — ыталать вӑл качча. — Санпа пулсан, темӗнле ют вырӑн та тӑван кӗтес пек пулмалла. Каяр хӑть кирек ӑҫта. Ҫавалкаса ӗмӗр таврӑнмӑпӑр. Каяр-и эс пурӑннӑ ҫӗре? Ӗҫлемесӗр пурӑн эс, ман сана вунӑ ҫул усрамалӑх укҫа ҫитет.
— Мӗн тӑвас ман унта? Эп анчах таврӑннӑ, — шӳтлет каччӑ.
Марье кӳренет, кӗвӗҫет.
— Унта сан чун савни е арӑму юлнӑ пулӗ-ха.
— Ҫавӑнпа каймастӑп, — кулать Павел.
Каллех Марьен акӑш тӗкӗ пек ҫемҫе аллисем ыталаҫҫӗ, пиҫӗ кӗлетки ун ҫумнех сӗртӗнет, вӗри тути чуп тӑвать. Каллех ҫухалаҫҫӗ шухӑшсем, туйӑм хуҫаланма тытӑнать…
— Тусӑм, эпӗ кайрӑм…
— Ӑҫта?
— Салукана. Паян поселока ҫитсех кӗнекесем илсе килетӗп.
Павел пӗчченех тӑрса юлать. Марье анкартисем хыҫӗпе, шаннӑ ҫӗр тӑрӑх Салукана васкать.
2
Им-ҫам тиенӗ машинӑпа Павел хире тухрӗ.
Каҫхине хытах шӑнтнӑ иккен. Йывӑр тиенӗ^ машинӑ та кӗрсе лармарӗ. Шыв кӳлленчӗкӗсем ҫухалнӑ, вӗсене ҫиелтен кӑчӑр пӑр кӑна хупласа тӑрать.
Ҫитсе чарӑнсассӑнах колхозниксем машинӑна хупӑрласа илчӗҫ. Кузов ҫине хӑпарса та кайнӑ Нина ҫынсене витрепе аммиак селитрине ӑса-ӑса пачӗ. Пӗр машинӑ мӗн хушӑра пушанса юлни те сисӗнмерӗ. Хӑшӗсем тыр акмалли кунтӑксемпе тухнӑ, хӑшӗсем витресемпе. Хур кайӑксем пек карталанса, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ӗлӗк алпа тырӑ акнӑ пек, пӳрне хушши витӗр сапрӗҫ имҫама.
— Хытса ларнӑ чӑмӑрккисене ҫӗмӗрӗр, — вӗрентрӗ Павел.
Калчасем лайӑх хӗл каҫнӑ. Тавралӑх сарӑлса выртакан симӗс тӗс куҫа лапкать, чуна савӑнтарать.
Каччӑ шофертан кӗреҫе илсе, айлӑмри калчана, пӗр пӗчӗк ывӑс пек тӑприпех касса кӑларса, кабинӑна кӗртсе хучӗ.
— Кунпа мӗн тӑватӑн? — тӗлӗнчӗ шофер.
— Ӑшӑ пӳртре чӗрӗлнине тӗрӗслесе пӑхатӑп.
Сапса пӗтернӗ халӑх хумхана пуҫларӗ: ытти машинӑсем темшӗн часах ҫитмерӗҫ.
— Вӗсем тӳрӗрен кайса лекрӗҫ пулас, — терӗ шофер.
Чӑнах та, Алтан ҫырминче виҫӗ автомашинӑ тӑрать. Малти кӗрсе ларнӑ. Шоферсем аптракан халӑх мар, вӗсем Элекҫие чӗннӗ, лешӗ вӗсене Павел ҫитнӗ ҫӗре пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне каҫара-каҫара ячӗ.
Павел, хӑй плугне «туса пӗтӗртӗмех-ши?» — тенӗ пек, ӑна тепӗр хут пӑхма тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Ҫитеймерӗ унта: хӑй тракторӗ патӗнче темӗнле ача хӗрсех ҫунашка тапса туртни кӑсӑклантарчӗ ӑна. Ҫывхарсан, кӗпе ҫуса ҫакмалли шап-шурӑ кантрапа гусеницӑн икӗ трактне сӗтӗрнине асӑрхарӗ. Трактчӗсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн, вӗсене вӑл арман кӗлетне кайса пӑрахма мансах кайнӑ.
— Кусемпе мӗн тӑватӑн? — ыйтрӗ Павел.
Каччӑ ҫине машӑр симӗс куҫ тӗлӗнсе тата хӑраса пӑхса илчӗҫ. Шкул ачи ҫӑм алсишпе сӑмсине шӑлчӗ, чӗлхине ҫӑтса янӑ пек, каллех Павел ҫине тинкерчӗ.
— Кам хушрӗ-ха сана кусене сӗтӗрме? — ҫине тӑчӗ Павел.
Ача куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса хуравларӗ:
— Шкултан хушнӑ. Тимӗр пухатпӑр.
— Ыйтса илмелле. Кам пухтарать сире?
Елена Егоровна. Ав, тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче тӑрать вӑл, — тӗллесе кӑтартрӗ ача.
— Кам вӑл Елена Егоровна?
— Вожатӑй.
Трактчӗсем кивӗ ӗнтӗ, парса яма та юрать, анчах чармасан, вӗсем кирлӗ детальсене те илсе кайма пултараҫҫӗ. Тата плугшӑн хӑйсен те тимӗр пухса памалла.
— Кам ачи эс?
— Элекҫин.
— Мӗнле Элекҫин?
— Тракторист Элекҫин, — хӑюланчӗ ача.
Апла эппин, — куллине пытарчӗ Павел. — Ну, кӳр, сана пулӑшам. Малашне ыйтмасӑр ан ил, Ку вӑл колхоз япали, — тесе, ҫӗклерӗ Павел трактсене.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче, хурт ҫӑвӑр янӑпа пӗрех шавлӑ: шкул ачисем пӗр ҫӗре тӗрлӗрен тимӗр татӑкӗсем купалаҫҫӗ. Кунта кивӗ витресем те, хуҫӑк сенӗкпе татӑк кӗреҫесем, плуг тӗренӗсемпе сӳре шӑлӗсем, куса тӑран шинисем, тутӑхса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр. Тимӗр кӑшӑлӗ тавра шкул ачисем кӗпӗрленнӗ, варринче Петӗрпе темӗнле ҫӳллӗ хӗрарӑм тӑраҫҫӗ.
— Сӳре шӑлӗ тетӗн эс. Эп унран фермӑсем валли вӑрам пӑта тӑватӑп. Кӗреҫи сашулка тума каять. Сенӗкне илӗр, тарама. Кӗске татӑк кӗсӗкӗсене илӗр, харама, ыттисем хама кирлӗ. Атту куҫ кӗрет ҫарататӑр, — янрать Петӗр.
— Хыт кукар эс, Петӗр. Тимӗр-тӑмӑрӗ тепловоз тума каять, — тавӑрать Павел еннелле ҫурӑмпа тӑракан хӗрарӑм шӑнкӑрав пек уҫӑ сассипе. — Ну-и Плюшкин эс, Петӗр.
Сассине Павел таҫта илтнӗ, анчах ҫийӗнчех аса илеймест.
— Какой такой плюшкӑ? — янрать Петӗр. Вӑл Павела асӑрхать, вара ҫӑмӑллӑн сывласа ярать. — Ак, парторг та ҫитрӗ. Павел, кала-ха ҫаксене витӗмлӗ сӑмах. Куҫ кӗретех ҫаратаҫҫӗ вӗт!
Хӗрарӑм вӑштах ҫаврӑнчӗ.
Павел каллех кӑвак куҫсене асӑрхарӗ.
— Павел? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Лена, унтан хӑвӑрттӑн калаҫма пикенчӗ.
— Кур-ха эс, Павел, ҫак хыт кукара. Тӑн пар та эс ӑна, хӑвӑн шкул умӗнчи парӑмна ан манса кай. Кислородпа ацетилен илнине мантӑр-и? Илсе тухса кайрӑр та, пырса пӑхмастӑр? Володя пӗр суеҫ, хӑйне валли япала кивҫен илес тесен, Ҫавалкаса Казбек тӑвне илсе килсе лартма шантарать, парторгӗ те тусӗнчен ӳксе юлмасть.
— Здравствуйте, — нимӗн пулман пекех сывлӑх сунчӗ те хӗре Павел, ун ҫине тинкерчӗ. Икӗ куҫ харши варринче кантӑр вӑрри пысӑкӑш тур палли пур иккен унӑн. Вӑр ҫаврака та илемлӗ янах. Куҫӗсем кӑна мар хӳхӗм иккен Ленӑн.
— Судья мар та, татса парӑпӑр, — терӗ Павел. — Петӗр хӑйне кирлине илсе юлтӑр, ыттисене илсе кайӑр.
— Во! — савӑнчӗ Петӗр. — Тӗрӗс решени.
Вӑл васкасах тимӗрсене суйла-суйла ачасен пуҫӗ урлӑ ывӑта пуҫларӗ.
— Сирӗн критикӑна, Елена Егоровна, йышӑнатӑп, хам айӑпа каҫарма хатӗр. Ачасене халех тракторпа паллаштарма пултаратӑп. Пыратӑр-и, ачасем? — ыйтрӗ Павел.
Шӑпӑрт тӑракан вӗлле кӗрлесе кайрӗ. Тимӗр купи патӗнче тӑракан ачасем Павела сырса илчӗҫ.
— Сводить туса кӑтарт!
— Кабинӑра ярӑнтар, — кӗрлеҫҫӗ вӗсем.
Павел хӑйне сырса илнӗ ачасене трактор ҫинчен каласа пачӗ, моторне тапратса кӑтартрӗ, анчах радиатора шыв яман пирки нумай ӗҫлеттермерӗ. Ыйту хыҫҫӑн ыйту тӑкрӗҫ ачасем:
— Лачакана путать-и?
— Миҫе сеялкӑ, миҫе тӗренлӗ плуга туртать?
— Сакӑр вунӑ лашана харӑс кӑкарса турттарсан, лашасем е трактор вӑйлӑрах?
Павел каласа панине Лена та тимлесех итлерӗ.
— Паянлӑха ҫитет. Сирӗн халь каникул, ыран татах каласа парӑп. Тӑхӑр сехетре килӗр, — пӗтерчӗ Павел.
— Чӑнласах килетпӗр, — тавӑрчӗ Лена. Унтан вӑл ачасене тимӗр-хӑмӑра шкула йӑтма хушрӗ. Пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр тӑрсан, йӗкӗте ҫапла каларӗ:
— Санран, Павел, начар мар пионервожатӑй пулма пултарать.
Каларӗ те кулса ячӗ.
«Е ниҫта кайса кӗми ҫамрӑклӑх вӑйӗ вӗрет, е шухӑшсӑрскер», — шухӑшларӗ Павел, ачасем хыҫҫӑн утакан Ленӑна сӑнаса.
Кӑнтӑрлахи апата вӑл каллех фермӑсем патӗнчек турӗрен кайма тухрӗ. Пӗве урлӑ каҫса ҫӳле хӑпарчӗ, типсе ҫитнӗ ҫеремпе килнелле утрӗ. Тем ҫӗклентерчӗ пуҫа. Ҫурхи шывпа тулса шавлакан ҫырма леш енче Марье ӑна хирӗҫех утать. Аллинчи сеткине кӗнекесем тултарнӑ. Ҫӳхе косынки вӗҫне ҫил хӑмпӑҫлантарса вӗҫтерет. Вӑл Павела малтанах асӑрханӑ пулас, аллине ҫӗклесех тем кӑшкӑрать. Илтӗнмест ун сасси, шыв сиккин шавӗнче ҫухалать. Каччӑ та самантлӑха тӑчӗ. Марье ҫыран хӗрнех пычӗ те аллипе ун енне сӗлтрӗ.
Фермӑран тухнӑ лав тӑпах чарӑнчӗ, лавҫи урапа ҫинчен ансах пӗр хушӑ вӗсем енне тинкерчӗ.
— Хӑрамасть, арҫури, — шухӑшларӗ Павел, малалла утса.
Вӑл ҫыран хӗррине пымарӗ.
Павел асне тулли шывпа кӗрлекен фермӑ патӗнчи ҫырма Марьерен ӗмӗрлӗхех уйӑракан ҫырма пек кӗрсе юлчӗ.
3
Ҫуркунне…
Ҫак сӑмаха Лена иккӗмӗш хут чунпа туять. Пӗр вӑрман варринчи поселокра ӳссе ҫитӗннӗскер иккӗмеш хут вӑл ял ӗҫченӗсен сывлӑшӗпе сывлать, вӗсен пурнӑҫӗпе пурӑнать. Амӑшӗ ӑна ҫаплипех вӑтам шкулта пионервожатӑйра ӗҫлет тесе шухӑшлать, хӗрӗ икӗ ҫул хушшинче пӗр эрнене кӑна канма килсе кайнӑшӑн пӑшӑрханать. Дояркӑра ӗҫленине те, хӑй ирӗкӗпех колхоза килнине те пӗлмест вӑл. Тата кирлех-ши пӗлтерме? Лена аслашшӗ Константин Васильевич Ивановпа пӗр вӑхӑтра Чӗмпӗр шкулӗнче вӗреннӗ, учителе тухнӑ. Ӑшшӗ врачра ӗҫленӗ. Анчах Лена ӑна ас тумасть. Амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет. Вӑл ҫие юлнӑскер кӑна пулнӑ. 1938 ҫулта илсе кайнӑ та, таврӑнман урӑх. Упрать амӑшӗ унӑн виҫе ҫырӑвне, сайра хутра вуласа кӑтартать.
Юрать, 1956 ҫулта ашшӗн ырӑ ятне тавӑрчӗҫ. Ҫавӑнтанпа Лена ҫын куҫӗнчен вӑтанмасӑр пӑхать, хӑйне те ыттисемпе танах шутлать. Пулнӑ вӑхӑт — юлташсемех ӑна «эсерка» тесе те кӳрентеретчӗҫ. Унӑн амӑшӗ, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи пӗр салара ӳссе ҫитеннӗ вырӑс хӗрарӑмӗ, чӑваша качча тухнӑ врач, хӑй те чавашла таса калаҫаканскер, нихӑҫан та кӗҫӗн хӗрне пуҫ усма вӗрентмен. Тен, ҫавӑнпах савӑнӑҫлӑ ӳснӗ Лена?
Ҫуркунне…
Кам малтан вӑранать-ши? Дояркӑ е автан? Е иккӗшӗ те пӗр харӑсах вӑранаҫҫӗ-ши?
Васкасах питне ҫӑвать те Лена, фермӑна васкать. Шӑнтман чухне ҫурхи пылчӑка ҫӑрса, шӑнтсан, тумках тӑрӑх кӑчӑр-кӑчӑр пӑрлӑ кӳлленчӗксем урлӑ сике-сике чупать. Фермӑри ӗҫе пӗтерсе шкула хыпаланать. Тӗлӗнеҫҫӗ тантӑшӗсем:
— Лена, санӑн икӗ чӗре пулӗ?
Чӗри ун пӗрре кӑна, анчах ывӑнманскер. Каҫсерен вӑл тӗксӗмрех ҫутӑ лампӑ умӗнче чаваланать: ҫуллахи семестрта виҫҫӗмӗш курсшӑн виҫӗ экзамен памалла.
Ҫуркунне…
Лена чӗрине кӑҫал тем пулчӗ. Итлесшӗн мар вӑл ӑса. Тепре чухне уҫса хунӑ страницӑ ҫинчех пӗр сехет иртсе каять. Шухӑшлать, шухашлать хӗр.
Ҫур ҫӗрте хваттер умӗнчи пӗве хӗррине ҫамрӑк юлан утҫӑ лашасене шӑварма хӑваласа килет. Юрлать, юрлать хӑй юррине. Час-часах сӑмахӗсене те илтме пулать, кӗвви те чунӑ хумхантараканскер. Тепӗр чухне сӑмахӗсене те ӑнланма хӗн, кӗвви те халиччен илтменскер. Илюш сӑмахне те, кеввине хӑех хурать, теҫҫӗ. Ҫакна ҫеҫ туять Лена: ҫав юрӑ-кӗвӗре ҫӑмӑл тунсӑхпа каччӑ йыхравӗ пур. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет.
Ленӑн пӳртрен тухса юрӑ чӗнекен асамлӑ вырӑнсене васкас килет. Кӑларать вара вӑл альбомне. Педучилищӗре вӗреннӗ юлташӗсем. Епле ун чухне нумайччӗ уншӑн ҫунакансем, хӑй ҫеҫ тахӑшне кӑмӑлламаллине, тахӑшне юратмаллине пӗлме иккӗленетчӗ. Парнеленӗ сӑн ӳкерчӗксем. Пӗр ӑльбомӗнче парнеленӗ сӑвӑсем. Хӑшне-пӗрне хӑйсемех те ҫырнӑ пулӗ, нумайӑшӗсем — поэтсен сӑввисем. Уҫать страницӑсене Лена, тӗлли-паллисер уҫать…
«Да, мне нравилась девушка в белом,
А теперь я люблю в голубом…»
Кӑна Алеша, Лена шапах вун ҫичӗ ҫул тултарнӑ кунхине ҫырса панӑччӗ. Кулӑшла пулса тухрӗ ун чухне. Амӑшӗн парнине, ҫутӑ кӑвак платйине тӑхӑннӑччӗ Лена. Алешӑпа Таня килнӗччӗ. Алеша вара парне вырӑнне альбом ҫине ҫак сӑвва ҫырса панӑччӗ. Вуласа пама ыйтнӑччӗ унран хӗрсем. Юлашки йӗркисене илтсенех, Таня пӳлӗмрен тухса тарнӑччӗ. Каярахпа вӑл Ленӑна икӗ эрнене яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗ. Иртнӗ ҫул кӑна Лена Алеша ҫырса панӑ сӑвӑ Есенин сӑвви пулнине пӗлчӗ. Ытла та айван пулнӑ ҫав, сӑвӑшӑн та кӗвӗҫнӗ. Халь Алешӑпа Таня мӑшӑрлӑ ӗнтӗ, иккӗшӗ те шкулта ӗҫлеҫҫӗ.
— Ҫуркунне…
Нумай улшӑнчӗ Лена Ҫавалкаса килнӗренпе. Хӑйне те ирӗклӗрех, пӗр шухӑшсӑртарах кӑтартма: тӑрӑшрӗ, анчах ӑшри ҫирӗплӗх пӗтме мар татах та вӑйланса пычӗ. Ҫуркунне.
Анна ӑна Павел ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑрттӑн сӑна пуҫларӗ Лена йӗкӗте. Йӑрӑс та ҫӳллӗ кӗлетке. Тыткалама хӑйне ял каччисем пек тыткалать. Анна каласа панӑ тӑрӑх, вӑл темӗнле уйрӑмрах, лайӑхрах пулмалла пек. Клубран пӗрле хӑпарнӑччӗ. Ун чухне Лена ун пирки ҫапла шухӑшларӗ: тӳрккесрех. Акӑ фермӑна Завьяловпа пӗрле пынӑ кун. Лена куҫӗсем пирки калани асрах. Уҫӑмлӑ, ӑшра мӗн пуррине пытарма пӗлмест, тесе шухӑшларӗ. Акӑ, паянхи тӗл пулу. Ачасемшӗн каҫсах кайрӗ. Хӑй ӗҫне аван пӗлет, хӑй ӗҫне тата юратать. Тата… Тата куҫӗсем ытти каччӑсеннинчен урӑхларах: пысӑк та хура вӗсем. Фермӑра тӗл пулнӑ чух ӑшшӑн пӑхнӑн туйӑнатчӗҫ, паян темӗнле ҫирӗпрех…
Ҫуркунне…
Чӳрече хушӑкӗсенчен кӗрекен вӑш-вӑш ҫил сӗтел ҫинчи лампӑ ҫутине вылятать. Сиксе ташласах ҫунать хӑю. Кашта ҫинчи автан шарлаттарсах авӑтса ярать. Конюх Илюш лашисене шӑварма ҫитрӗ, юрӑ юрлать — сӑмахӗсене уйӑрма ҫук. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, шап-шурӑ ҫӗмӗртлӗ Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет. Анчах халлӗхе пахча та чечексӗр, уй та хура, ҫӗмӗртсем те папаккисене ҫеҫ кӑлараҫҫӗ.
Хаш сывлать Лена.
Умра ҫав-ҫавах малалла уҫӑлман кӗнеке страници.
4
Каҫалапа Павел пӑтне Володя пырса кӗчӗ.
— Бригадира, агронома лартнӑ ятпа саламлатӑп, — алӑ тытрӗ вӑл.
— Тавах. Ларура ма пулмарӑн?
— Завьялов чӗнсе илчӗ. Кӑштах калаҫмаллисем тупӑнчӗҫ…
Володя Павел кӗнекисене ухтарма тытӑнчӗ. Пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ.
— Кичем сан патра, Павел. Улах сезонне хупрӑмӑр ӗнтӗ, вӑййа тухайман-ха, каяр мар-и клуба? — тет Володя. — Тен, хӗр тупса, авланса ярӑпӑр…
— Авлан, — кӗскен ответлет ӑна Павел.
— Парторг тапранмасть-ҫке…
— Эп ватӑлнӑ ӗнтӗ. Кам хӗр патӑр мана?
— Эп ҫитӗнсех ҫитеймен, — шӳтлет Володя. — Иксӗмӗр те эпир пӗр каткари шыв. Хӗрарӑма мӗнрен тунине-пӗлетпӗр. Макар Нагульнов калашле, хӗрарӑм арҫынсемшӗн опиумпа пӗрех.
— Мӗншӗн опиум? — тӗпчет Павел. Вӑл Володя мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар пӗлтерессе кӗтет, — хӑй пирки мӗн те пулин каламӗ-ши?
— Малтанах ман юмаха итле, вара ҫавнашкал ӑссӑр ыйтусем пама пӑрахӑн. Так… Итле… Арҫынна тӗнче пуҫланса кайсанах пӗччен кичем пулнӑ, тет. Вара вӑл турӑ патне каять. Турӑ шухӑшлать-шухӑшлать те хӗрарӑм туса пама шут тытать. Анчах мӗнрен тумалла? Пӗтӗм япалине арҫынна тунӑ чух пӗтернӗ. Ирӗксӗрех туррӑн пур ҫӗртен те тӗрлӗ япала илме лекет. Хайхискер хӗвелӗн виҫӗ пайӑркине, уҫӑлтарса яракан шыв хӑватне, мамӑк ҫемҫелӗхне, пыл шерпетне, хур акӑшсен тӑпӑлккалӑхне, кӑвакарчӑнӑн йӑвашлӑхне, хир качаки куҫӗсен илӗртӗвне, пӑшин хумханӑвне илет те пӑтратать. Ытла те шерпет пек пылак ан пултӑр тесе, тилӗн чеелӗхне, мулкач хӑравҫӑлӑхне, чакакӑн сӳпӗлтилӗхне, вӑрман кушакӗн хаярлӑхне, ҫилӗн улшӑнӑвне, ҫумӑр пӗлӗчӗсен макравлӑхне хушать те пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн хӑрушлӑхне вӗрсе кӗртсе чун парать. Ҫапла майлаштарать вӑл хӗрарӑма. Илсе тухса парать вара ӑна арҫынна, унтан ҫапла калать: — Лайӑх упра, лайӑх усра, кунашкаллине урӑх кураймӑн, тет. Тӗрӗс мар-и юмах? — пӗтерет юмахне Володя, вара иккӗшӗ те харӑҫ ахӑлтатса кулма тапратаҫҫӗ.
— Халӑх сӑмахӗнче тӗрӗслӗх пур, — килӗшет Павел. Володьӑн иксӗлми шӳт. Вӑл юптарма тытӑнсан, хӑй хуна ҫеҫ тӑратса лар. Анчах Володя сӑмах виҫине пӗлет, вӑхӑтра чарӑнать.
— Итле-ха, Павел, шӳчӗ тарам, мана пӗр шухӑш канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа килнӗ те эп. Эс пире ялти рабочи клас тетӗн. Эп килӗшетӗп. Так. Таҫта та ҫынсем коммунизмла ӗҫ бригади тӑваҫҫӗ, эпир ҫеҫ теме кӗтетпӗр. Ыран пуху пухар та, обязательствӑ илер. Эпир мӗнрен кая? Сан кӗҫ аслӑ пӗлӳ пулать, виҫӗ тракторист аттестатпа, ыттисене каҫхи шкула хатӗрлеме пулать. Эп хам пӗлӳ илесшӗнех ҫунмастӑп, маншӑн ӗҫ пултӑр. Енчен эс начар ӗҫлетӗн пулсан, хӑв ҫураличчен кахаллу ҫут тӗнче курсан, мӗне кирлӗ вӑл аттестат? Трофим Матвеевич калашле, пирӗн ахаль те вӗреннӗ ҫын нумай, ӑслисем сахал. Ячӗ те пирӗн — ӗҫ бригади. Вӗренӳ бригади мар. Атту шухӑшласа кӑлараҫҫӗ халь тем те пӗр, хитре шухӑшах пӑсса яраҫҫӗ, кайран ҫав шухӑш урӑх енне пӑрӑннине курсан, хӑсас килет.
Павел урай тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумать.
— Тӗрӗс, Володя. Эп кунта ҫӗнӗ ҫын-ха, ҫавӑнпа ҫак шухӑша эсир пуҫарса каласса кӗтнӗ. Пирӗн пуҫаруҫӑсем пулмалла. Эпир — колхоз механизаторӗсем. Пирӗн йывӑр ӗҫсене ҫӑмӑллатмалла. Эпир ӗҫлекен ӗҫ ытла та пӗр енлӗ: тырӑ акатпӑр, тырӑ выратпӑр, ака тӑватпӑр, фермӑсенче вара ҫаплипех витрепе шыв йӑтаҫҫӗ, кӗреҫепе тислӗк хыраҫҫӗ. Икӗ ҫӗр ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халь те ҫавах. Эпир хӗрарӑмсем, хӗрсем тертленни ҫине пӑхса тӑратпӑр. Пире мӗн? Уйра пухса кӗртнӗ, икӗ алла — кӗсьене. Ҫулталӑкра тракторист миҫе уйӑх ӗҫлет? Кӑшт-кашт хӗлле, апрельпе май уйӑхӗнче. Унтан — тырӑ пиҫсе ҫитсен. Эс кукурузӑ кӑпкалатан, пухса кӗртен. Ыттисем ыраш акаҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Тракторпа ҫулталӑкра тӑватӑ уйӑхран ытла ӗҫлейместӗн те. Комбайнерсем тата? Вӗсен тырӑ вырсан ӗҫӗ пӗтет. Механизаторсене фермӑна куҫармалла. Фермӑна.
— Каҫар, Павел, эп сысна пӑхма каймастӑп. Анчах шухӑшна ырлатӑп. Так. Шухӑшу лайӑх. Анчах электричествӑ ҫук. Хулара урамсене ҫутатма та ҫитет, пирӗн электросваркӑ тума та энерги ҫук.
— Кӑҫал пулать. Мускав та пӗр ҫулта, пӗр ҫул хушшинче ӳссе ларман.
— Пулать тенипех пулакан мар. Прыгунов вӑл тӑрӑх пӑхать те урлӑ утать.
— Тӑватпӑр, Володя. Хӑравҫа хӑйӗн хӑти те хӑяматӑн курӑннӑ тет. Эпир хӑрасах тӑмӑпӑр.
— Чи малтан водопровод кӗртмелле.
— Силос кӑларассине механизацилемелле… Калаҫсах иртсе каять ҫӗр.
Володя ҫывӑрма та Павел патнех юлать.
Тепӗр кун, ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн, ун патне Элекҫипе Гришка ҫитрӗҫ. Иккӗшӗ те хӗрӗнкӗ, анчах хӑйсем ӑна палӑртасшӑн мар.
— Ир тӑракан куракӑн сӑмси шурӑ, теҫҫӗ. Эпир паян пыра йӗпетмелли тупрӑмӑр. Аш сӑра кӑпӑк пекех. Анне паян ҫеҫ сӗрчӗ, — пукан ҫине ларчӗ Элекҫи.
— Сӑран мӗн ун, хапи пур та, хӑвачӗ ҫук. Тула ҫеҫ чуптарать. Ҫавӑнпа ҫутти кӑмӑллӑрах. Сахал та, хӑватлӑ та, — сӗтел ҫине эрех кӗленчи кӑларса лартрӗ Гришка.
— Хамӑр ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫӑвас терӗмӗр, — Павела куҫ хӗсрӗ Элекҫи.
— Хатӗрле стакансем, бригадир. Ҫур аки пуҫлансан, ҫутти ҫинчен мар, арӑму ҫинчен те манатӑн. Аса илӗн ун чух опытлӑ тракторист сӑмахне, — пуканне сӗтел ҫывӑхнерех шутарчӗ Гришка.
— Сума сунӑшӑн тавтапуҫ, атьсемӗр. Ҫумасан та чӑкӑлташмӑп. Эсир паян мункунне манса кайнӑ-им? — ыйтрӗ Павел.
— Эпир ялта пурӑнатпӑр вӗт, — сӗтел ҫывӑхнех куҫса ларчӗ Элекҫи те. — Ҫавӑнпа туяннӑ ку эрехе.
— Туяннӑшӑн ырлатӑп пуль тетӗр-и? Ҫук. Воскресник ҫинчен те манса кайрӑр. Эсир коммунистсем-ҫке. Эпир тухмасан, комсомолецсем кутӑнлашса тӑрсан, ял кулать пирӗнтен. Шавларӗҫ-шавларӗҫ те, хут ҫине ҫырса хунипех ирттерсе ячӗҫ, тейӗҫ. Акӑ сана парти организацин авторитетне чакармалли сӑлтав тупӑнчӗ те. Кӑна эс, Гришка, аяккарах пытар, — эрех кӗленчине илсе хуҫине пачӗ Павел.
— Эпир воскреснике кайма тухнӑ та, — иккӗшӗ те харӑсах персе ячӗҫ трактористсем. — Хӗрсен ӗҫлеме аванрах терӗмӗр. Чӗлхе те лайӑхрах ҫаврӑнкалӗ, терӗмӗр.
— Ӗҫлеме кам ӗҫсе каять?
— Ну, мӗн турткалашса тӑратӑн, — эрех кӗленчине аллинче ҫавӑркаларӗ Гришка. Унӑн куҫӗсем Павел ҫине иккӗленчӗклӗн пӑхрӗҫ: уҫмалла-ши, уҫмалла мар-ши? — Виссарион Маркович пыра йӗпетни урана йӗпетни мар, тетчӗ. Шӑнса пӑсӑлас хуйхӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра кӗрсе ларасси те часах. Тухтӑрсем пек каласан, профилактикӑ тумалла.
— Ҫук, Гришка, ӗҫки пирӗнтен тарчӗ. Май уявӗнче е ҫур аки пӗтерсен ӗҫӗпӗр. Халь мар. Атьӑр, — хыпалантарчӗ Павел хӑнасене — ир ӗҫекен ҫынна тӳсме пултараймастӑп.
— Кӑна эс ытлашши. Юлташсене хисеплемен пек пулать. Эпир ыр сунса, парнепе, эс пире хирӗҫ кӗреҫепе, — хутшӑнчӗ Элекҫи.
— Юлташлӑх ӗҫкӗре мар, ӗҫре ҫуралать. Ак, ҫур аки пӗтерсен… Бригадира лартрӗҫ тесе мӑнна хуни мар ку. Тракторист тупиччен сирӗнпе ӗҫлетӗп. Ӗҫлекен ҫын нушине ӗҫлекен ҫын пӗлмест-и? Халӗ эсир уйри шырлансем патне кайӑр, эп ялти ҫырма хӗррине йывӑҫ лартнӑ ҫӗре кайӑп. Сирӗн пата йывӑҫсем Володя тиесе пырать.
Хапха умӗнче сыв пуллашрӗҫ.
— Апла каҫчен тӑхтама лекет, — кӗсйинчи эрех кӗленчине тӳрлетрӗ. Гришка.
— Тӑхтама лекет, — ассӑн сывларӗ Элекҫи. — Ку бригадир, Виссар мар, шӑнӑрлӑ…
Ав, Ҫавал леш енне каякан ҫулпа прицеп кӑкарнӑ «Беларусь» шӑвать. Маттур Володя, вӑл авӑ Салукана кайса йывӑҫ тиесе килет.
«Ӗҫӗпе те, чӗлхипе те пултарать, — шухӑшларӗ Павел. Ӑсӗ те ҫителӗклӗ. Пур колхозниксем те ун пек пулсан, пурте унашкал умрине курса ӗҫлесен, колхоз мӗншӗн юлса пытӑр?»
Кӗреҫе йӑтнӑ ҫынсем Ҫавал хӗрринелле те, уялла та, яла касса каякан ҫырмасем еннелле утаҫӗ. Ҫак хусканӑва эрнипех лӑпланма памалла мар. Мункун ӗҫкине пусарса ларттӑр вӑл. Кӗҫӗр клубра — мункун сиенӗ ҫинчен лекци. Лекцине ахаль ҫын мар, Хыркасси чиркӗвӗнче пачӑшкӑра тӑнӑ, халь учительте ӗҫлекенскер вулать. Ун хыҫҫӑн — «Чудотворная» кинокартинӑ. Ӑна колхоз тӳлесех кӑтартать. Анаткасра шкул ачисем концерт параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх клуба пухӑнмалла кӗҫӗр. Пылсӑрашӑн мар ҫунтӑр этем, ыррӑн та лайӑххӑн кантӑр. Ҫапнӑ пӗлтерӳ ват ҫынсене те хускатрӗ. Ӗнер авӑ миҫе старикпе карчӑк Павелран: «Клубра мӗнле пуп тухса калаҫать вара?» — тесе, чарсах ыйта-ыйта пӗлчӗҫ. Вӗсене халиччен курман япала ытла та кӑсӑклантарать-мӗн. Тавтапуҫ Василий Ивановича. Унӑн шухӑшӗ вӑл. Пуп пулнӑ ҫынна лайах кӗтсе илме хушрӗ вӑл.
Муталка хӗрринче хӑлӑх хӗвӗшет.
Ҫурхи шыв кунта яланах хастар: хӑвӑрт та чӑрсӑр.
Нимӗнпе те чарма ҫук пек туйӑнать ӑна: вӑл ҫырана ишӗлтерет, ҫулран ҫулах тарӑнлатса, сарса пырать. Ҫавах та кунта йывӑҫ лартма никам та шухӑшламан пулӗ ку таранччен. Колхозӑн ал ҫитмен, колхозниксем пирӗн ҫӗр мар, тенӗ пуль ҫав.
Ҫулла ҫырма типсе ларать. Шывӗ автан качине те йӗпетенмест. Ҫыранне вара кӑвакал курӑкӗ, шыв хупахӗ ӳссе ларать.
— Эхе, парторг, кая юлтӑн! — аякранах кӑшкӑрчӗ колхоз председателӗ.
Трофим Матвеевич ҫӗлӗкне пуҫ тӳпине хӑпартса лартнӑ. Кӗске сӑран тужуркине карта юпи ҫине хывса ҫӑкнӑ. Хӑй хӑмӑр ӑшӑ кӗпепе, галифепе, кирзӑ атӑла.
— Йӗкӗте нумайрах ҫывӑрсан та юрать, — Павел хутне кӗчӗ колхоз председателӗпе юнашарах шӑтӑк алтакан Санька.
— Кайри мала тухакан-ха, — тавӑрчӗ вӗсене Павел.
— Сан кӗлеткепе кая юлсан, ҫӗр те чӑтас ҫук, — сасартӑк пырса тӑчӗ тимӗрҫӗ Петӗрӗ. — Вӑрман енче ҫын сахалтарах, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтма килтӗм, — терӗ вӑл.
— Тӑхтӑр, унталла анатпӑр. Килекен ҫынсене сирӗн пата ярса тӑрӑп, — хуравларӗ председатель.
Ҫынсем ҫырман икӗ енӗпех саланнӑ. Хӑшӗсем колхозниксен анкартисене те кӗрсе кайнӑ.
— Трофим Матвеевич, — кӑшкӑрать леш енчи ҫырантан Анна, — хуҫисем тухсан, пире ҫапса пӑрахаҫҫӗ.
— Ан хӑрӑр, — тавӑрать председатель. — Хам кунта, йывӑҫ лартамасан, анкарти картисем ҫеҫ мар, сарайӗсем те ҫырмана каяҫҫӗ. Хӑйсене кайса чӗн-ха, тухса алтчӑр.
— Вӗсен килӗнче комсомолец ҫук, — тавӑрать Анна.
— Ку колхоз воскресникӗ.
— Юрӗ эппин, — кӗреҫине лартсах чупать Анна. Павел пӗр пирус туртса ярас вӑхӑтрах икӗ шӑтӑк алтса пӗтерчӗ, виҫҫӗмӗшне пуҫларӗ.
Ҫырма икӗ енӗпех икшер рет лартма килӗшрӗҫ. Ҫырма хӗрнерех — йӑмрасемпе тирексем, шаларах — ҫӑкасемпе вӗренесене. Кунта йывӑҫ пӗр вунӑ сехет тӗлнелле ҫеҫ тиесе ҫитме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, шӑтӑк алтса пӗтерме тӑрӑшрӗҫ.
— Кур-ха, ал тупанӗ хӑпарса та тухрӑ, — Павел патне пычӗ Трофим Матвеевич. — Ытла тур пилӗкленсе кӑйнӑ.
— Эсир хӑвӑр ан чавар, кӑтартусем пӑрса ҫӳрӗр, — кулчӗ Павел.
— Иксӗмӗр тухман пулсан, ҫакӑн чухлӗ ҫын тухатчӗ тетӗн-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх! Унашкал ӗҫ ҫинче ҫеҫ пулать. Учительсем те юлман. Вӗсене Ҫавал хӗррипелле ятӑм. Тӳлӗк, Василий Иванович калашле, «Сизов ӗҫе» анчах ан пултӑр. Хуппа ҫыхмасан качакасемпе сурӑхсем пӗр йывӑҫне те хӑварас ҫук.
— Сизов мар, — кулчӗ Павел, — «Сизиф ӗҫӗ». Эсир калани тӗрӗс. Ял хушшинчисене ҫыхма тивет.
— Эп ҫӗтӗк михӗсем илме яратӑп. Витесем патӗнчи пӗве хӗрринче пӗлтӗрхи курӑс хупӗ тӗ сахал мар. «Сизиф ӗҫӗ» ан пултӑр, — кулӑпах тавӑрчӗ председатель. — Кам вал Сизиф? Тутар-и, туркӑ-и? — кӑсӑкланчӗ вӑл.
— Авалхи легендӑ паттӑрӗ вӑл. Турӑсене ҫиллентернӗшӗн Зевс ӑна ӗмӗр тӑршшепех ту тӑррине пысӑк чул хӑпартма хушнӑ. Лешӗ хӑпартса ҫитерме кӑна тӑрать — унӑн чулӗ аялалла кусса анса каять. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла, — хуравларӗ Павел.
— Тулӑксӑр ӗҫ, эппин. Эп тӗрӗс ӑнлантӑм-и?
— Тӗрӗс.
— Вӗреннин усси пурах. Манӑн тепре чух кӗнеке мар, хаҫат вулама та вӑхӑт ҫук… — тӗксӗмленчӗ Трофим Матвеевич. — Ну, эп кайрӑм. Йывӑҫсем ҫитнӗ ҫӗре ҫыхмалли те пулать.
Председатель кӑмӑллӑ пулин Павела хумхантарать. Унӑн сасартӑк Трофим Матвеевича пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа кӑтартса, каҫару ыйтас килет. Нимӗн пытармасӑр. Ан тив, вӑл судья пултӑр, вӑл татса калатӑр. Анчах ҫӑвар уҫӑлмасть.
…Кӑнтӑрла иртсен йывӑҫ лартса пӗтерчӗҫ, ял варринчисене курӑс хупӗсемпе, ҫӗтӗк михӗсемпе ҫыха-ҫыха лартрӗҫ. Анчах ҫынсем саланма васкӑмарӗҫ, Муталка урамӗнчи йӑмрасем патӗнче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.
— Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫур ял ӳсӗр, кӑҫал юрӑ та илтӗнмест, — калаҫма пуҫларӗ Санька.
— Эсӗ те урах та, кам ӗҫтер? — тӗксе илчӗ Петӗр.
— Маншӑн ан кулян, санӑн та пыр тӑваллах мар. Май уявне пур пӗрех тӑватӑп, — хӗрӳленчӗ Санька.
— Саншӑн хӗлӗпех Май уявӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Трофим Матвеевич. Кӑнтӑрла ӳсӗр курсан, турех пилӗк ӗҫ кунӗ штрафлатӑп.
— Маншӑн пилек ӗҫ кунӗ мӗн вӑл, — кулса ячӗ Санька.
— Вӑл-ку, тарам. Эсир, арҫынсем, яланах ӗҫкӗ ҫинчен калаҫатӑр. Паян ак чиркӗве каякансем те ҫук, — хушса хучӗ Анна.
— Мӗнле ҫук? Ҫӗркаҫах Прухур мучи тухса утрӗ.
— Пӗр ҫын-и?
— Ҫук, тата Манах Яккӑвӗн арӑмӗ.
— Вӑт мӑшӑр! Прухур мучи Яккуран арӑмне туртса илетех пуль, — кулса ячӗ тахӑшӗ.
— Каҫхине пурте клуба пырӑр. Халь кам ӳркенмест, Ҫавал леш енне Володьӑсене пулӑшма айтӑр, — чӗнчӗ Павел.
— Вӗсен хӑйсен те йыш пысӑк, — хирӗҫлерӗ Петӗр.
— Ма каяс мар? Апат ҫиес те, атьӑр, — килӗшрӗ Санька. — Анна, эс пыратӑн-и?
— Йӗппинчен ҫиппи ӑҫтан юлтӑр? — тӗксе илчӗ каллех Петӗр.
Санькӑпа Анна иккӗшӗ те тимӗрҫе кӳренӗҫлӗн пӑхса илчӗҫ.
— Тӗрӗс, парторг. Воскресник воскресник пек пултӑр. Кунӗпех ӗҫлес. Эпӗ те пыратӑп, — кӗреҫине хул пуҫҫи ҫине хучӗ Трофим Матвеевич.
6
Юлашки вӑхӑтра иккӗшӗн хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсех пычӗ. Иртсе кайрӗ Санькӑн кӳлешесси те, хӑюлланчӗ вӑл. Кинора та час-часах пӗрле ларчӗҫ, каҫсерен каччӑ фермӑна ҫӳрерӗ, хӗре килне ӑсатса ячӗ. Юрату татуллӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем сисрӗҫ пулин те, нимӗн те шарламарӗҫ, ҫамрӑксем хӑйсем каласса кӗтрӗҫ. Санька ҫӗркаҫ Аннапа пӗрле вӗсем патне кӗчӗ. Ашшӗ фермӑраччӗ, хӗр амӑшӗ ӑна савӑнӑҫпах кӗтсе илмерӗ пулсан та, каччӑ аптӑраса ӳкмерӗ.
— Эпир Аннапа калаҫса татӑлтӑмӑр… Пӗр сӑмахпа, ҫур аки иртсен туй тӑвасшӑн… Акӑ ман философи…
Кирек те мӗнле хӗр амӑшӗ те ҫав хыпара кӗтет. Ҫапах та ӑҫтан пӗлетӗн-ха вӑл хӑш вӑхӑтра ҫитессе? Акӑ вӑл нимӗнех те калаймасть халь. Каччи те хӑйне урапа тапсах ятлаҫасса кӗтет. Ҫук, ятлаҫмасть амӑшӗ, хӗрӗ ҫине ҫеҫ иккӗленӳллӗ те ыйтуллӑ куҫпа пӑхса тӑрать.
Ҫамрӑк хӑй савӑнӑҫне пытараймасть: пытарма, палӑртмасӑр тӑма вӗренеймен-ха. Аннан куҫӗсем епле илӗртӳллӗ ав, утмӑл турат чечеке пек, ҫав чечеке сывлӑм шӑрҫи ҫутатнӑ тейӗн: ялкӑшаҫҫӗ вӗсем, каччӑ ҫинчен те кайма пӗлмеҫҫӗ. Тути те телейлӗ, унта йӑл кулӑ хуҫаланать.
— Халь ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшӗсенчен ыйтмаҫҫӗ пулӗ, — хуравларӗ амӑшӗ чылайран. — Эп мӗн ашшӗпе калаҫӑр.
— Эсир хирӗҫместӗр пулсан, эп сире паянтан апай теме пуҫлатӑп. Юрать-и, апай? — ыйтрӗ каччӑ.
Епле хӗрарӑм чӗри ан ҫемӗҫтӗр хӑйне хисеплесен? Ав, самантрах иртсе ларма та сӗнчӗ, каччӑн ашшӗпе-амӑшӗн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Вӑл хирӗҫес ҫукки палӑрчӗ ӗнтӗ.
Анчах ашшӗ?
Микула мучи Санькӑна юратманнине пурте пӗлеҫҫӗ. Паян вӗсем тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫывӑхӗнче тӗл пулчӗҫ. Яланхи йӑлипе Микулай мучи ӑна каллех ятлама пикенчӗ.
— Какуй эс бригадир, ӗҫке ҫеҫ хӑваласа ҫӳретӗн. Ҫаксем кам плугӗсем? Ыттисем илсе кайса пӗтерчӗҫ, эс пур, ҫаплах ал ҫитерейместӗн. Шкул ачисем, ак, ураписене тимӗр-тӑмӑршӑн пама кӑларса каяҫҫӗ. Кайран ман шыраса ҫӳре. Пӗччен епле ӗлкӗрӗп-ха эп? Ферми те, тракторӗсем те, тимӗрҫӗ лаҫҫи те манӑнах. Йытӑ мар вӗт эп таҫта та чупма.
Ҫук, мучи хальхинче ытла кӳрентермеллех каламарӗ. Ҫавна сиссе каччӑ хӑюланчӗ.
— Вырӑн ҫук. Вырӑн тупӑнсан илсе каятӑп. Ӑнлантӑн-и, атте? — персе ячӗ вӑл.
Хуралҫа ку вӗри шывпа сапнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӑл пит-куҫне шӑмарса каччӑ патнех ҫывхарчӗ.
— Ас ту, тӑмана! Эп хам чӗрӗ чух сана хӗр чӗрине кӑтартас ҫук. Мана улталаймӑн, ман пуҫа ҫавӑраймӑн! Эп хӗрарӑм мар…
Санька пӑрахса утрӗ ун чух. Пӑсӑлчӗ унӑн кӑмӑлӗ. Анчах ӑш канӑҫа ҫухатрӗ. Халӗ вӑл хӗрпе шарламасӑр утса пычӗ-пычӗ те тӳрех персе ячӗ:
— Анна, сан аҫу хирӗҫ. Мана вӑл хӗр памастӑп, терӗ.
— Тупнӑ кулянмалли, — кулать хӗр, — вӑл мана кашни кунах ятлать пулсан та, эпӗ сана каламастӑп. Эп ӗмӗрех аттепе пурӑнас ҫук, вӑл манӑн тӑшманах пулмӗ…
Санькӑсен ӗни чирлесе ӳкнӗ, ҫавӑнпа Аннана чӗнсе илчӗ вӑл.
Амӑше вӗсене пусма вӗҫӗнче кӗтсе илчӗ. Вӑл хыпӑнса ӳкни палӑрать.
— Ҫӗркаҫах асӑрхарӑм: апат ҫимест, паян ирхиие пӗр-икӗ ҫӑвар хыпрӗ те — чӑмлаймасть, вӑйӗ ҫук. Ҫӑнӑх шывӗ патам, ӗҫмерӗ. Темскер пулчӗ, темскер пулчӗ Красунькӑна. Хирӗҫ вӑрӑннӑ пуль тесе, тӑвар шывӗ те патӑм. Ни карӑнмасть, ни кавлемест, — терӗ вӑл, ҫул парса.
Санька амӑшӗ пысӑках мар карчӑк, сӑнран пӑхсан, утмӑлсенчен иртнӗ пек курӑнать. Ҫавракарах питне ҫулсен эрешменӗ картасем карса пӗтернӗ. Тутӑр айӗнчен кӑшт ҫеҫ палӑракан йӑрӑм-йӑрӑм шуралнӑ кӑтра ҫӳҫӗ, тӗсне ҫухатайман хура куҫӗ, малти шӑлӗсем ӳкнипе шаларах путса кӗнӗ ҫӳхе тути хӗр чухне вӑл хитре пулнине кӑтартаҫҫӗ.
— Санька. Каснӑ-лартнӑ Санька, — шухӑшларӗ Анна, ун ҫине пӑхса. — Мӗнле-ха эп ӑна ку таранччен асӑрхаман?
— Алла ҫӑватӑп та кайса пӑхатӑп, — терӗ Анна, хул пуҫҫинчи сумкине вӗҫертсе.
— Ҫу ҫав, ҫу… Кӗр хӑвӑртрах, — чӗпчӗ кил хуҫи васкавлӑн.
Ҫенӗхӗ пысӑк, пӗренеренех пуранӑ. Пӳрчӗ ултӑ кӗтеслӗ. Анна кайри пӳлӗмре хывӑнчӗ те сумкинчен халат кӑларса тӑхӑнчӗ, аллине ҫунӑ хыҫҫӑн термометр, фонэндоскоп илсе витене тухрӗ.
Пиҫсе ҫитнӗ чие тӗслӗ ӗне имшеррӗн мӑйне тӑсса тӑрать. Унӑн самӑр кӗлеткине курсанах хуҫисем ӑна хӗл каҫиччен аван пӑхнине пӗлме пулать. Йӑптӑх та курӑнмасть, ӑна вӑл сисӗнкӗсӗр тӑкса пӗтернӗ ӗнтӗ.
Анна термометр лартрӗ, фонэндоскоппа чӗрине, ӳпкине, каярахпа хырӑмлӑха итле пуҫларӗ.
Выльӑх калаҫмасть, хӑйӗн мӗн ыратнине те пӗлтермест. Ҫавӑнпа унӑн чирне пӗлме питех те хӗн. Анна ӗнене кикен курӑкӗн настойкине кӗленчепе ӗҫтерчӗ, ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ пачӗ.
— Халь йӗтӗн вӑрри шывне ӗҫтермелле.
— Ӑҫтан тупас ӑна? — ыйтрӗ Санька амӑшӗ.
— Чӑнах та тулма ҫук. Колхоз акмаст, ҫынсем ҫапах Трофим Матвеевичсенчен кайса илетчӗҫ. Марье ашшӗ ӑна пӗр пӑт еннех хӑтӗрлесе хунӑ.
— Урӑх мӗн тумалла?
— Тепрер сехетрен ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ парӑпӑр. Ыранччен сывалма кирлӗ, — хуравларӗ хӗр. — Тата шыв ӑшӑтма лекет. Клизмӑ лартӑпӑр.
Йӗтӗн вӑрри шырама Санькӑна чуптарчӗҫ. Хыпӑнса ӳкнӗ карчӑк нимӗн тӗлне те пӗлмерӗ. Вучах чӗртсе ячӗ те пушӑ хуранах ҫакса хучӗ. Аллисене ҫунӑ хыҫҫӑн Анна ӑна пулӑшса пычӗ: шыв та ӑсса кӗчӗ, хуранне те ячӗ, урайне те шӑлса пачӗ. Санька амӑшӗ хӗр ҫине, систерес мар тесе, час-часах куҫ хӳрипе пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл: кин пуласси. Ассӑр мар ҫав карчӑк: хуранне те юриех шыв ямарӗ, хӗре тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ. Вӗреннӗ ҫынсем вӗсем килти ӗҫ тӗлне пӗлсех каймаҫҫӗ. Ҫавнашкал кин лексен, мӗн ҫӑмӑлӑхӗ пултӑр? Кин тени пӗҫернине ҫеҫ ларса ҫиекенни ан пултӑр, хӑй те пӗҫертӗр, хӑй кил-ҫурт тирпейлетӗр. Ара, ку хулара ӳсмен-иҫ, кин аллинче пур ӗҫ те вӑр-вар, — савӑнчӗ карчӑк.
Кӗҫех Санька ҫитрӗ йӗтӗн вӑрри тупайман хӑй.
Анна ӗнене ҫу тухса пачӗ. Санька амӑшӗ сӗтел ҫине апат пуҫтарчӗ. Кӑмакаран хӑпартнӑ ҫӑмарта, ӑшаланӑ чӑкӑт, вӗретнӗ сӗт кӑларчӗ, сакайне анса тирӗкпе сӑра ӑсрӗ.
Ваттисен йӑлипе карчӑк ҫурта ҫутма та пӑхрӗ, анчах Санька ӑна ирӗк памарӗ:
— Тупӑннӑ ӑрӑмҫӑ, асӑнатӑн пулсан, эпир кайсан асӑн. Анна лар, — чӗнчӗ вӑл хӗре. — Апай, эс ху та лар.
Хӗр турткаланса тӑмарӗ, Санькӑпа юнашарах кӗрсе ларчӗ. Амӑшне ку килешмерӗ. «Хӑюллӑ, ытла та хӑюллӑ. Ку манӑн сӑмахсене итлес ҫук, Санька айне те пулмӗ», — шухӑшларӗ вӑл, анчах каласса йӑлтах урӑхла каларӗ:
— Ларах, Анна, лар. Эсир ҫийӗр-ха, сӑрине те ӗҫӗр, эп мункун кӗпи ҫӗлеме панӑччӗ те, ҫавна кайса илем, — тесе, тухса кайрӗ.
Клуба кайма иккӗшӗ пӗрлех тухрӗҫ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ трибунӑ умӗнче пӗр хӗрӗх пиллӗк-аллӑ ҫулсене ҫитнӗ арҫын тӑрать. Хура ҫӳҫнӗ вӑл каялла тураса вырттарнӑ, сухалне те, мӑйӑхне те таса хырнӑ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӑмӑр галстук ҫыхнӑ. Президиумра хӗрлӗ пусмапа витнӗ сӗтел хушшинче Павелпа Володя, Трофим Матвеевич лараҫҫӗ. Халӑх туллиех. Ҫавӑнпа Санькӑпа Аннан чи хыҫалти рете кайса ларма тиврӗ. Вӗсене вуншар ҫын куҫӗ пӑхса ӑсатрӗ.
Калаҫаканнин сасси хулӑн, ҫынсем ӑна шавламасӑр шӑпӑрт итлесе лараҫҫӗ.
— Сӑхсӑхни мӗне тата кама кирлӗ? Турра-и? Ҫук. Ан тив, ӗненекенсем турӑ пур, тетчӗр. Эпир ӑна ырӑ кӑмӑллӑ, хӑй ывӑлне ҫынсене ҫӑлма панӑ тетпӗр пулсан, мӗншӗн ӑна кӗл тумалла? Вӑл вӗт, саккун тӑрӑх, хӑйне пуҫ ҫаптарма юратмасть, вӑл хӑйне хӑй юратакан ҫеҫ мар. Эпир ҫылӑх каҫарма чиркӗве пырса кӗл тӑватпӑр, чи ҫепӗҫ сӑмахсем калатпӑр, чиркӳрен тухсан вара, каллех пӗр-пӗринпе ятлаҫатпӑр. Усал сӑмахсем калатпӑр. Турӑ пулас пулсан, вӑл сире икӗ питленнӗшӗн йӑлтах вӗлерсе пӗтермеллӗ. Ҫавӑнпа ҫук япалана ниепле те пур тесе калама пултараймастӑп… — васкамасӑр та сулмаклӑн калаҫать оратор. Кашни сӑмахне ӗнентерме тӑрӑшать вӑл. — Е турӑшсене сӑнасарах пӑхӑр-ха эсир! Вӗсене, сӑрланӑ чухне чаплӑ ӑстасем пысӑк шухӑш пама тарӑшнӑ, мӗншӗн тесен авалхи ӑстасем ҫав сӑхсенче хӑйсен ӗмӗтне, ҫынлӑхне кӑтартасшӑн ҫуннӑ. Ҫынсем турра ырлассине хӑйсем майлӑ, хӑйсем евӗр ӑнланнӑ, ҫав вилӗмсӗр художник произведенийӗсене ылтӑнпа та кӗмӗлпе сӑрланӑ, мещен хваттерӗсенчи пек вӗсем тавра ал шӑллисем ҫакнӑ, курӑс е хут чечексемпе илемлетнӗ. Пуҫ ҫапать ӑна мӗскӗн, пуҫ таять, ӑста художник ӳкерчӗкне турӑ тесе ӗненет. Хӑҫанччен эпир вӗсене пӳртре лартӑпӑр? Хӗрӗх виҫӗ ҫул ӗнтӗ совет саманинче пурӑнатпӑр. Ҫавах та хамӑрӑн вӑйсӑрлӑха тӳрре кӑларса, ваттисем ҫине йӑвантаратпӑр: вӗсем турра ӗненеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ-мӗн. Ку пирӗн ҫемҫелӗх, ку пирӗн ҫитменлӗх.
«Тӗрӗс, — шухӑшлать Санька, — пирӗп те турӑшсем лараҫҫӗ, атте чиркӗве ура та ярса пусмасть, апай вара кашни уяврах ҫурта ҫутать. Эпир кайсанах ҫутса ячӗ пуль ӗнтӗ. Ҫитет турӑшу-масарупа, ыранах илсе пӑрахатӑп».
— Анчихрист, — терӗ малти ретре ларакан пӗр хӗрарам. — Сана усал ернӗ, сана шуйттан турӑран сивӗтнӗ.
— Ҫирӗммӗш ӗмӗрте шуйттан ҫинчен чиркӳ кӑна ӗнентерме тӑрӑшать. Эс ӑна та ӗмӗрне те курман, мӗншӗн тесен тӗнчере турӑ та, шуйттан та ҫук, — нимӗн пулман пекех малалла калама пуҫларӗ трибунӑ умӗнчи ҫын.
Нумай калаҫрӗ оратор: хӑй турра мӗнле ӗненме пӑрахни ҫинчен те, хӑйне чиркӳ ҫыннисем хӗсӗрлеме, хӑратма пӑхнине те каласа пачӗ. Санька урӑх итлемерӗ, нумайӑшне вӑл ӑнланаймарӗ.
Пуп пулнӑ ҫын хӑй сӑмахне пӗтерсен, ыйту паракансем нумай тупӑнчӗҫ. Мӗншӗн малтан ӗненнӗ, мӗншӗн пупа вӗренме кайнӑ, пупсем укҫа нумай илеҫҫӗ-и — тем тӗрлӗ ыйту та пулчӗ унта. Васкамасӑр, йӗркеллӗ хуравларӗ вӑл.
Кино умӗн тӑхтав пулчӗ. Сценӑ ҫинчен аннӑ Володя хӑй тавра пӗр кӗтӳ ҫамрӑк пуҫтарса тӑнӑ.
— Илтрӗр-и, — хӑлаҫланать вӑл пурне те илтӗнмелле. — Комсомолецсене турӑшсенчен тасалма виҫӗ кун срок паратӑп. Тӗслӗх хамран илӗр: пирӗн пӳрт тап-тасах — нимӗнле турӑш та ҫук. Ҫапах ҫынсем пекех пурӑнатпӑр.
— Атте илтермесен? — ыйтать тахӑшӗ.
— Илтермесен турӑш вырӑнне Хапӑс Петӗрӗн сӑнне ҫапса хур. Аҫу самантранах ӗненме пӑрахать, — ахӑрать Володя ытти ҫамрӑксемпе пӗрле.
— Атя, — сасартӑк чӗнчӗ Анна Санькӑна — Темшӗн чӗре вырӑнта мар. Ӗне хавшамарӗ пулӗ те.
Вӗсем, клубран тухса, васкасах килелле утрӗҫ.
10. Тарӑн касӑ
1
Тарӑн касӑ анана йӑранлать.
Пуҫ тӑрринчи тӑри Павела хӑй юррипе савӑнтарать. Итлет каччӑ тӑрсах, хӗвелтен ҫамкине ал тупанӗпе картласа, тӳпене сӑнать. Тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ кайӑк пирки. Епле вӑл телейлӗ! Тӑван ҫӗре вӑл ҫӳлтен-ҫӳлтен курать. Ӑна ҫӗр хӑвачӗ, ҫӗр пуянлӑхӗ вӑй-хӑват парса ҫӗкленӗ. Вӑл тӳпене савать, тӳпене пиллет, анчах вӑл та тӳпе чухӑннине пӗлет-ши? Ҫав хушӑрах тӑри каллех ҫӗре анать. Кайӑкӑм, пӗчӗк кайӑк, сухаҫӑсен чӗрине ҫунатлантармах ҫуралман-ши эсӗ? Вӗсен шухӑшӗсене те хӑвпа пӗрнех тӳпене ҫӗклетӗн, ҫав хушӑрах аннемӗр-ҫӗр ҫинчен мантармастӑн.
Павел хӑйӗн плугӗпе сухалама Салука вӑрманӗ хӗрринчи кӗллӗ тӑпраллӑ ҫӗре суйласа илчӗ. Аллӑ гектар. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла ҫав лаптӑка сухаласа та, акса та пӑхнӑ. Акнӑ вӑрлӑхӗ те каялла тухмарӗ. Унтанпа ун ҫине алӑ сулчӗҫ. Ӳсет халь унта чӑлтӑр-чӑлтӑр хӗрлӗ мӑк курӑкӗпе чӗкеҫ курӑкӗ, урӑх нимӗн те ӳсмест. Сурӑх кӗтӗвӗсем чӗпӗткелеҫҫӗ кӑшт-кашт курӑка. Правленинче Трофим Матвеевич ҫапла каларӗ:
— Тырри пулмасан, вӑрлӑхне те хӑвӑнтанах шыраса илетӗп. Опыт тесе аксан ҫеҫ. Саланма сакӑр алӑк, пуҫтарма пӗр алӑк.
Тата тепӗр улшӑну пулса иртрӗ паян. Павел хӑйпе ӗҫлеме плугарь тупаймарӗ. Павел Трофим Матвеевичран ҫын тупса пама ыйтрӗ.
— Мана ярӑр, кум, — терӗ Павел сӑмахне илтнӗ Нина.
— Эс мӗн, ӑсран тайӑлтӑн-и? — ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ председатель.
— Килте пӗччен ларса ӑсран мар, сывлӑхран та тайӑлатӑн. Халӑхпа пӗрле хуйхи-суйхи иртекен.
— Плугарь хӗрарӑм ӗҫӗ мар.
— Ӗҫ никам ҫумне те ҫыпӑҫмасть.
— Виссарион Маркович пулсан, сана плугарь тунӑшӑн мана пуҫран шӑлатчӗ-и?
Анчах, калаҫсан-калаҫсан, килӗшрӗҫ.
Каччӑ тракторӗпе плугне кӑнтӑрла иртсенех Салука хӗрне кайса лартрӗ. Ыран яла каймалла ан пултӑр.
Паян хӗвел тухичченех вӑранса ҫӑвӑнчӗ Павел. Нина та персе ҫитрӗ. Арҫын евӗрлех тумланнӑ хӑй: фуфайкӑпа, шӑлаварпа, резинӑ атӑпа. Шупка тӗрӗллӗ кӑвак тутӑрӗ айӗнчен уйрӑлса тухнӑ ҫӳҫ пайӑрки палӑрать. Ывӑнчӑклӑрах сӑнлӑ симӗс хурлӑхан тӗслӗ куҫӗ те паян улшӑннӑ: вӗсем савӑнӑҫлӑрах. Ҫилпе тата ирхи сивӗпе пичӗ хӗрелнӗ, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи тур палли татах та лайӑхрах палӑрать.
— Эп куҫлӑ та илтӗм. Унта курӑнмиех тусан вӗҫет пуль. Мана эс вӗрент, атту эп тӗренсене антарма вай ҫитмесрен хӑратап, — терӗ вӑл пӳрте кӗнӗ-кӗменех.
— Тусан та вӗҫмест, хӑрама та кирлӗ мар. Эп сана, ҫур аки пӗтиччен плуг тӗренӗсене антарса хӑпартма мар тракторпа ҫӳреме те вӗрентӗп, — хавхалантарма тӑрӑшрӗ ӑна Павел.
— Аюк. Эп трактор ҫине лармас. Ӑна чарма та пӗлес ҫук.
— Вӗренен, — кулчӗ Павел. — Кур-ха, эс тумланасса та чӑн-чӑн тракторист пек тумланнӑ.
— Вӑрманпромхозра эп грузчикре ӗҫленӗ. Ҫав тум-тирсемех, — терӗ Нина, Павелпа тан утма васкаса.
Акӑ мотор ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме тытӑнчӗ. Павел, вараланнӑ аллисене ҫӗтӗкпе шӑлса, Нинӑна плуг антарса хӑпартма вӗрентрӗ.
— Ҫул урлӑ каҫнӑ чух ҫеҫ хӑпарт тата ҫаврӑннӑ чух. Ак ҫапла. Каҫма тытӑнсанах е касса ӳксен, антар. Ак ҫапла. Мана тӑратас тесен, ак ҫак пралукран турт, вара эп чаратӑп, — вӗрентрӗ Павел.
— Ку плугӗ те трактор плугӗ евӗрлӗ мар. Тӗве ҫине ларса пынӑ пек.
— Ҫӗр ӑшне ансан пӗчӗкленет. Малтанхи утӑм.
Мотор сасси вӑйланчӗ, плуг туртӑнса хытрӗ те, суха кассисем ҫӗр ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хӑвӑртрах тапа пуҫларӗ чӗре, кӑкӑрта темӗнле юрӑ кӗвви карталанчӗ. Куҫсем умра выртакан парлака ҫӗре ҫеҫ курчӗҫ. Павела самантлӑха каллех Казахстан ҫеремне уҫнӑн туйӑнчӗ. Павел чӑтаймасть, трактора чарать те сухаланӑ ҫӗре пырса пӑхать:
— Плуг ӗҫлет! Ӗҫлет плуг! Нина! Урра! — кӑшкӑрать Павел. Вӑл хӑй патне пынӑ хӗрарӑма пилӗкӗнчен тытса ҫӳлелле ҫӗклет. — Плуг ӗҫлет! Тырӑ пулать!
— Мӗн ухмахла кӑшкӑратӑн, — чарать ӑна плугарь. — Ӗҫлемест сан плугу.
— Мӗн пӗлен эс, апӑрша. Лар, лар хӑпарса. Тепӗр ҫирӗм метртан каччӑ каллех тракторне чарать. Халь малтанхи савӑнӑҫа шухӑшлӑх хуплать: мӗншӗн кӗллӗ тӑпра йӑлтах аяла анса пӗтмест? Виҫҫӗмӗш сий тӗренне маларах куҫармалла мар-ши?
Куҫарса пӑхать, Анчах ҫаплах тӗллӗн-тӗллӗн хӑпаракан амӑш тӑпри ҫинче кӗллӗ тӑпра ҫийӗҫем курӑнкалаҫҫӗ.
Тата мӗн, тумалла? Ӑҫта йӑнӑшнӑ вӗсем?
Павел тӗренсене хӑпартать, йӑнӑшсем ҫакӑнтах. Вӑл иккӗмӗш сий тӗренне ытларах авма хӑтланать, анчах мӗнех тӑвӑн пӗр мӑлатукпа?
Чунне хытарсах тӑрӑшать Павел. Унӑн халь намӑс курас килмест. Ӗҫне тӑвичченех шавлама лекни, унӑн плугӗ ҫинчен райком секретарӗ пӗлни ӑна пӑшӑрхантарать. Час-часах чарса тӑратать, тӗрлӗ хӑвӑртлӑхсемпе ӗҫлесе пӑхать, анчах ҫаплах кӗллӗ тӑпра пытанмасть.
Кӑнтӑрлахи апат ҫӗклесе Арҫук Гени амӑшӗ Кулине инке ҫитрӗ. Трактористсемпе килӗшсе Павел ӑна хӑех повар турӗ. Час-часах пӗрле пулмалла, чиркӳрисем сырӑнсан та вӗсенчен хӑптарма ҫӑмӑлтарах пулать, терӗ.
Каччӑн хӑйӗн хумханӑвне Нинӑна кӑтартас килмест. Вӑл савӑнӑҫлӑрах пулма тӑрӑшать.
— Эс манӑн чаплӑ плугарь пулса та тӑтӑн, — ырлать вӑл.
— Хӑнӑхма пулать, — килӗшет Нина.
Апата ҫерем ҫине ларса ҫирӗҫ. Йӳҫӗтнӗ купӑста яшки ытла та тутлӑн туйӑнчӗ Павела. Нина та юратсах ҫирӗ, ашне ҫеҫ хурларӗ:
— Чӗн пек хытӑ. Ват выльӑх ашӗ пулас.
— Чӑмла та, ҫисе ярайманнине хама пар, — шӳтлерӗ каччӑ.
— Икӗ сехете яхӑн вӗретрӗм, яшки те тухса кайрӗ, ҫаплах пиҫмен пек, — хӑйне айӑплӑн туйрӗ апат ҫитерме килнӗ Кулине инке. — Каҫхи апатпа килес-и е хӑвӑр пыратӑр?
— Кил. Ыттисене ҫитер малтан.
— Вӗсем патне ачасене ярӑп.
Павел Нинӑна та киле ячӗ, хӑй плугне кӑкарсах тимӗрҫӗ лаҫҫине кайрӗ. Петӗрпе вӗсем иккӗмӗш сий тӗренӗсене паяльнӑй лампӑпа хӗртсе аврӗҫ. Татах хире васкарӗ каччӑ. Кӗллӗ тӑпра сахалланчӗ. Павел ҫаплипех ӗҫлеме шут тытса хучӗ. Урӑххи шухӑшлаттарчӗ-ха ӑна: тен, ҫиелти касне те тӑпрана сирсе пӑрахмаллах тумалла пулнӑ? Мальцев меслечӗпе курӑк тымарӗсем начар ванаҫҫӗ. Сӳре, ав, вӗсене еплерех пуха-пуха сиктерсе хӑварать. Епле пулсан та, гербицид тупмалла, унсӑрӑн кӑҫал кунта ҫумлӑ пулма пултарать.
Гусеницӑллӑ тракторсем пурте ҫур акире. Павел ҫине тӑнипе лашасемпе иккӗмӗш кун сӳрелеҫҫӗ. Сӳреленӗ лаптӑксем типӗ, паян Элекҫи тӳрех культиваци тума тухрӗ. Гришка кӗр калчи сӳрелет.
— Сӳреленин усси ҫук. Ӗҫ кунӗ тӑккалани кӑна, — хирӗҫ пулчӗ Трофим Матвеевич.
— Ваттисем каланӑ тӑрах, кӑҫалхи ҫур шӑрӑх килет. Ҫавӑнпа нӳрӗк сыхласа хӑвармалла, — ҫине тӑчӗ Павел. — Сӳрелени хӑй хакне кӑларать.
Вӑл хушнипех платниксем кӗреш юмансене чутласа катоксем тума тытӑнчӗҫ. Кӑҫал вӑл пӗр лаптӑка та пусмасӑр хӑварасшӑн мар. Капла тырӑ хӑвӑртрах шӑтать, ҫурхи нӳрӗк пӗтиччен вӑй илсе юлать.
Кӗрлет трактор. Ӗҫлеме ырӑ. Павел кабинӑ алӑкӗсене иккӗшне те илсе хучӗ. Варкӑш ҫил кӗлеткене, ҫан-ҫурӑма уҫӑлтарать.
Хӗвел анас чух Трофим Матвеевич ҫитрӗ. Йӗнерлӗ юлан утпа. Ҫӗре сиксе анса лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтрӗ. Чарӑнчӗ. Чӗлпӗрне вӗҫермесӗрех аттипе сухаланӑ ҫӗре сире-сире пӑхрӗ, унтан кукленсе ларсах аллипе чавалама тытӑнчӗ. Трактор ун патнелле ҫывхарнӑ май, хӑранӑ лаша хуҫине каялла сӗтӗрме пикенчӗ.
«Эккей, ӑнман чӗрчун, — шухӑшларӗ Павел, моторне чарса. — Ӗмӗрӗнче трактор курман пекех хӑрать.
Председатель кӑмӑлсӑр. Ӑна Павел ҫӗре аничченех сисрӗ. Акӑ, хӑй патне пынӑ-пыманах калама та пикенчӗ:
— Тӑранмаслах хӑтланатӑн, парторг. Кунта эс аллӑ гектарах ҫавӑрса илтӗн. Ҫав курӑк тымарӗсем ҫинче тыр пулать тетӗн-и? Ахалех ҫунтаратӑн соляркӑна. Мӗн усси пултӑр? Каларӑм эп сана: вунӑ гектарпа ҫитет тесе. Кирек епле ватӑран ыйт: кунта Ҫавалкас пуҫланнӑранпа тырӑ мар, курӑк та ӳсмест. Мӗн ку сан! Сыснасене кӑларса ярсан, лайӑхрах ҫемҫетеҫҫӗ. Пӗлмес: мӗн тума кирлӗ ҫак плуг? Чи вӑйлӑ трактор унпа ларать. Ме, вула райхаҫат: уй енчи колхозсем акса пӗтереҫҫӗ, эпир тытӑнман. Ҫынсем Хисеп хӑми ҫине лекеҫҫӗ, пире хура хӑма кӑна, — хӗрӳленчӗ Трофим Матвеевич.
— Коммунист сӑмахӗ: ҫӗр сая каймасть, — ҫиелех хӑпарнӑ арлан тӑприне чавса кӑтартрӗ Павел. — Тырри те улӑхринчен кая пулмасть. Хисеп хӑмине ӑна, Трофим Матвеевич, ҫур акине хӑвӑрт вӗҫленӗшӗн мар, вӑйлӑ тыр-пул пухса кӗртнӗшӗн тумалла. Ят илес тесе, лапра ҫине акаймастпӑр.
— Район ӑна пӗлмест. Паян та инспекцинчен виҫӗ хут шӑнкӑравларӗҫ: акӑр та акӑр. Мӗн тетӗн эсӗ? Ҫӗр гектар акрӑмӑр, тесе сводкӑ патӑмӑр.
— Акма тытӑнман та, — пӳлчӗ председателе Павел. — Тытӑнмалла ӗнтӗ. Эс те кунта лапӑртатса ларатӑн. Тӑватӑ сеялкӑ кӑкарса кӗрлеттермелле кӑна.
— Эп кӑна, Трофим Матвеевич, сухаласах пӑрахатӑп. Ыран урапаллӑ тракторсене кӑларатпӑр.
— Эх, кутӑн та эс, — терӗ председатель. Унтан, кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, атӑ кунчине чӗлпӗрпе ҫапкаларӗ. Тусанланнӑ кунча ҫинче йӗрсем тӑрса юлчӗҫ.
— Трактортан сан уйрӑлмах тивет. Эс кунта аппаланатан, ыттисем тем мурӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсене кам тӗрӗслет? Эс бригадир вӗт. Кам ыттисен ӗҫне виҫет, кам ӗҫ кунӗ парать? Манӑн пӑхса ҫитерме вӑхӑт ҫук.
— Ҫемене эп каҫхи сменӑна тухма хушрӑм, — тавӑрчӗ Павел.
— Эп Якур Типушкина тупрӑм. Вӑл ыран ӗҫе тухма пултарать. Паллатӑн-и? Вӑрманпромхозри тракторист. Вӗсене халь шала. Сӑр хӗрне хӑвалаҫҫӗ. Якур каймасть. Килӗ-ҫурчӗ ялта, арӑмӗ колхозра ӗҫлет.
— Аван ҫын.
— Эп усаллисене суйламас, — куланҫи пулчӗ председатель. — Пӗтӗм шанчӑк халь сан ҫинче. Ыран эп вӑрманпромхоза каятӑп. Унта икӗ-виҫӗ кун иртет. Ҫынсем тырӑ акчӑр, эп, ак, укҫа пухса кӗртетӗп. Вӗсен ҫурчӗсене илесшӗн, — куҫӗсене чеен ялкӑштарчӗ Прыгунов. — Давай, тӗрӗслесех тӑр.
— Пирӗн ӗҫ, тырӑ шӑтсан, хӑех курӑнать, — тавӑрчӗ Павел.
— Шӑтсан тин, кая юлать, — утланса ларчӗ председатель.
Сыв пуллашмасӑрах лашине юрттарчӗ.
2
Вӑрманпромхоз директорӗ каҫхине шӑнкравласан, Трофим Матвеевич йӑлтах канӑҫне ҫухатрӗ, чан сассине илтнӗ пушар лаши евӗр тӑпӑртатрӗ: пӗрре бухгалтерине кӗчӗ, счет ҫинчи укҫа хисепне тӗрӗслерӗ, клубран Марьене чӗнтерсе пычӗ. Ыран ирех каймасан, ытти колхозсем ӗлкӗрме пултараҫҫӗ.
Укҫа. Ҫав хытах шухӑшлаттарчӗ ӑна. Пулас тупӑш ҫунатлантарса ячӗ. Анчах колхоз счечӗ, ҫинчи пӗр ҫурт илме ҫитӗ-и, ҫук-и? Перекет кассине хӑй хунипе усӑ курсан?
Марье сӑмах та чӗнтермерӗ.
— Ҫири кӗпене хывса парса, хӑв ҫатта ҫарамас юл, — тавӑрчӗ арӑмӗ.
Трофим Матвеевич укҫана хай ячӗпе хуманшӑн кулянса кайрӗ. Пӗрре амӗш хут вӑл хӗрарӑма виҫесӗр шаннипе хӑй ытла та вӑйсӑр тӑрса юлнине ӑнланчӗ. Каллех техничкӑна чӗнсе илчӗ. Ирхине, тӑватӑ сехет тӗлне, правленине Павела, Виктор Андреевича, бригадирсене чӗнме хушрӗ. Ҫивӗчленсе кайнӑ ӑс-тӑнӗ тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ӗҫлерӗ: вӑл укҫа тупатех.
Каҫхине вӑл пӗр-икӗ сехет кӑна ҫывӑрчӗ, Марьене вӑратас мар тесе, хӑех ҫӑмарта ӑшаласа ҫирӗ. Правленине ҫитнӗ ҫӗре чӗннисем пурте пухӑннӑччӗ ӗнтӗ. Кашнинех ал пачӗ. Тӗлӗнчӗҫ вӗсем: Трофим Матвеевич унашкал пулакан Марччӗ.
— Юлташсем, — пуҫларӗ вӑл, — Май уявӗ ҫывхарать. Эпир государствӑна уявччен вӑтӑр тоннӑ аш сутма обкомах сӑмах патӑмӑр. Самӑртнӑ сысна сахал, пӑрусем начар, ҫавӑнпа пӗр аллӑ пуҫ лаша ӑсатма тивет. Кашни бригадӑран вуншар лаша.
— Мӗнле лаша? — тӗлӗнчӗ Санька, — Ман бригадӑра пӑрахӑҫлани ҫук, кӳлмеллисем пурте сӳрере.
— Анкартисене мӗнпе сӳхалас? Свет юписене мӗнпе куҫарас? Вунӑ лаша парсан, кӳлмелли те бригадӑра сакӑр пуҫ кӑна юлать, — хутшӑнчӗ пӗр эрне каялла бригадира лартнӑ Федор Васильевич.
— Унпа ҫитет. Тракторсем пур халь, сухалӑр. Павел пурин валли те ҫитерет.
— Пӗтӗм уя сӳрелесе пӗтермесӗр пӗр лаша та ямастпӑр, — татса каларӗ Павел. — Хӗвел епле ҫунтарать, вӗри ҫил епле вӗрет… Ҫуллахи пек шарӑх халь. Нӳрлӗхе хупласа хӑвармасан, кӑҫал тырӑсӑр юлатпӑр.
— Лашасемсӗр епле юлас? — иккӗленчӗ Митрофанов бригадир. — Виҫҫӗшӗ паян вӑрлӑх патӗнче, пӗри горючи турттарать, тепри — шыв. Вунӑ лаша ярсан, пӗтӗмпе те ҫиччӗ юлать. Сӳрелемелли тата ҫӗр гектар.
— Ҫур аки пӗтмесӗр ямастпӑр, — ҫине тӑчӗ Павел.
— Яратӑр! — сасартӑк ҫӗкленсе сӗтеле чышкипе ҫапрӗ Трофим Матвеевич. — Кунта кам хуҫа? Эпӗ-и е Кадышев? Эс ху сакӑр вунӑ лаша вӑйлӑ тракторпа лӗпӗрти ӗҫпе супатӑн. Сӳрелемелле пулсан, сӳре! Манпа ан хуҫалан.
Павел татах ҫакна ӑнланчӗ: председатель унӑн ӗҫне сая каякан ӗҫ тесе ӗнентерме пӑхать. Ӗнер ҫынсем вӑл сухаланине тухса пӑхрӗҫ, хӑшӗсем куҫранах, «уссӑр ӗҫ», тесе кӳрентерчӗҫ.
«Йыварлахсем сахал мар пулӗҫ, ан хӑра, ан чак..» — шухӑшларӗ Павел хӑй ӑшӗнче.
— Ачи ҫураличчеяех суккӑр пулать, тесе ӗнентеретӗр, Трофим Матвеевич. Аксан куратӑр. Анчах сӳре пӗтмесӗр пӗр лаша та ямастпӑр — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Павел. — Май уявӗччен тата икӗ кун.
— Яратӑр! Кӑнтӑрлаччен сӳрӗр, кайран тӑварса ҫитерӗр те — мясокомбината. Хушнине пурте тунӑ пултӑр, ахаллӗн ыранах бригадирсене улӑштаратӑп. Марш ӗҫе! Тӑратӑр кахал салтак пек палкаса, — янрарӗ председатель.
Павелпа Виктор Андреевич тата бригадирсем пӗрле урама тухрӗҫ.
— Аслати иртрӗ, ҫанталӑк уяртать, — терӗ Виктор Андреевич, фермӑсем еннелле утса. Павел, эс молодец. Матвейч пуртӑпа касать, эс чул пек хӑнк та тумастӑн.
— Ун кантри пиҫӗ пулакан, — хутшӑнчӗ Федор Васильевич.
— Тепӗр тесен, — чарӑнчӗ Виктор Андреевич, — юмана ҫил-тӑвӑл кӑкласа пӑрахсан та, ӳкнӗ чух тӗпӗ йывӑҫ ҫине ҫапӑнсан та, вулли хуҫӑлмасть. Председатель тесе, пӗлнӗ ҫӗртех йӑнӑш ҫулпа каяс-и?
— Павел майлӑ ма пулмарӑн? — йӗкӗлтерӗ ӑна Санька. — Халь сан урӑхла философи.
— Эп вӑл мӗн тӑвасшӑнне ӑнланса та юлаймарӑм, — тӳрре тухма хӑтланчӗ Виктор Андреевич.
— Коммунистсем халлӗхе пӗр шухӑшлах мар-ха, — шухӑшларӗ Павел, хирелле утса…
Трофим Матвеевич конюх илсе килнӗ ӑйӑр ҫине утланса района тухса кайрӗ. Ӗҫ пуҫланнӑ тӗле вӑрман-промхоза персе ҫитрӗ.
Директорпа вӗсем туслӑ. Пӗр чӗлхе часах тупӑнчӗ:
— Клуба параймастӑп, ӑна райӗҫтӑвком йышӑннӑ тӑрӑх, шкула памалла. Пысӑк ҫуртсенчен столовӑя, икӗ общежитие илме пултаратӑн. Ыттисене хӑв кайса суйла. Асӑн Михаил Петровича. Шел, урӑх ӗҫлейместӗп, пенсие кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — пӗлтерчӗ директор.
— Трофим Матвеевич ырӑ тунине манмасть, уяв чух апат-ҫимӗҫӗ манран, — ялкӑшрӗ председатель, директора лӑпкаса.
Бухгалтер ҫуртсен хакӗсене ҫырса хунӑ баланс кӗнекисене йӑтса кӗчӗ. Ҫурчӗсен хакӗсене усӑ курнӑшӑн тата ҫулсем иртнӗрен мӗн чухлӗ чакарнине шутласа кӑтартрӗ. Йытӑ ҫӳппи ҫеҫ-мӗн.
Трофим Матвеевич вӑрман пункчӗсӗне тухса кайрӗ. Ҫулне вӑл вӑрман витӗрех, утара каякан сукмакпа тытрӗ. Уйӑх ытла кӳлмесӗр тӑнӑ кӑвак ӑйӑр вырӑнтан ташласа хускалчӗ.
Вӑрман ҫӗрӗ типме те шухӑшламасть. Лаша ури пусмассеренех палӑрмалла йӗр юлать, чӗрни айӗнчен е лачӑртатса, е сирпӗнсех шыв тухать. Унта та кунта ҫеҫпӗл чечекӗсем курӑнаҫҫӗ, темӗнле палламан вӗтӗр-вӗтӗр курӑксем симӗсленсе кайнӑ, сап-сарӑ чечексем тапса тухнӑ. Сертесем пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ пулсан та, вӑрмана ун шӑрши сарӑлнӑ. Киленсех сывлать Трофим Матвеевич.
Кайӑксем юрлаҫҫӗ. Вӗтӗ-вӗтӗ кайӑксем. Хӑш чухне вӗсем лаша ури айӗнченех, тепӗр чух пуҫ тӑрринчи турат ҫинчен ҫӗкленсе, пӑр! ҫеҫ вӗҫсе каяҫҫӗ. Ҫывӑхрах улаппа макӑрать: «У-ӳ-кӗп — ви-лӗп, ӳ-кӗп: — ви-лӗп». «Ухмахшӑн ӳксе вилмелле-и, пурнас пулать ӗҫ ӑннӑ -чух», — шухӑшлать Трофим Матвеевич. Улаппа кӗвви ӑна урӑхла илтӗнет: «Васка-васка». Юман тӑрринчи курак икӗ хутчен кӑшкӑрчӗ. Унӑн пӗр тӗрлӗ сасси те хальхинче урӑхларах тухнӑн туйӑнчӗ: «Каях! Кая-ях!»
Утма ҫул умӗнчи санкӑлтара лаша чарӑнса тӑчӗ, ҫӑварлӑх витӗр сӑрӑхтара-сӑрӑхтара шыв ӗҫрӗ. Хыҫалта, хӑрнӑ хыр ҫинче, таккаса ларакан ула такка шӑпланчӗ, унтан кӗҫех пулемет пек ҫатӑртаттарма пуҫларӗ: «Ан-тӑр, ан-тӑр, — тӑр-тӑр, ан-тӑр, ан-тӑр!»
Трофим Матвеевич утне тӑраниччен ӗҫтермесӗрех чӗлпӗрӗнчен туртрӗ.
— Тупнӑ ӗҫмелли шыв, — мӑкӑртатрӗ вӑл, лашине юртӑпа ярса. — Васкас пулать, тӑванӑм, васкамалла. Кам маларах ҫитет, ҫав тутӑ пулать.
Кӑнтӑрла ҫитиччен колхоз председателӗ лесничествӑна кӗчӗ. Унӑн куҫӗнчен нимӗн те пытанмасть, сисет вӑл ҫынсем хускалнине. Унта та кунта ҫуртсен алӑкӗсене хӑмасемпе хӗреслесех ҫапса лартнӑ. Ҫуртсен ҫывӑхӗнче тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑксем, кӗнеке е хаҫат тӗркисем, савӑт-сапа ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен ӗнерхи пурнӑҫӗнчен ытлашшине паян йӑлтах кивӗ вырӑна тӑкса хӑварнӑ. Пӗр ҫурт умӗнчи пахчара тимӗр кӑмака ларать. Унӑн урисем кӑна кӑштах лапчӑннӑ. Трофим Матвеевич карта урлӑ сиксе каҫсах ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ.
«Эккей, — шухӑшларӗ вӑл, — пур ҫав тӗнчере тӑмсайсем. Цыганла ҫуркунне киличченех тӑлӑпне хывса пӑрахаҫҫӗ, кайран хӑйсемех кирлӗ кунта катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнине ӑнланаҫҫӗ. Кӑна колхоза илсе кайсан, путексен ҫуртне хутса пурӑнма юрать е чӗпсен витине…»
Кӑмакана, йӑтса тухса, ҫенӗк картлашки айне пытарсан кӑна вӑл, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, малалла утрӗ.
Комендант пӗр хӗрӗхсене ҫитне типшӗм питлӗ, ҫырӑ куҫлӑ тӑсланкӑ арҫын кӑмӑллах пулмарӗ:
— Ҫӳретӗр вӑхӑтсӑр, — шӑмарчӗ вӑл. — Манӑм общежитисенчен ҫынсем кӑлармалла, ҫемйисене ӑсатмалла, обществӑлла япаласене пӗр ҫӗре пухмалла. Ҫулӗ тата мӗнле! Ӳсӗрсене ҫӳреме кӑна юрӑхлӑ. Начальствӑна мӗн? Панӑ та приказ — пурнӑҫла. Пӗтӗм шӑрпӑкӗ сан ӳте тӑрӑнать. Автомашинӑ тупса пар, лав е трактор тупса пар, вакуншӑн заявкӑ пар. Тракторпа ӑсататпӑр. Мӗншӗн ҫуллаччен тӑхтамалла пулман? Куҫакан этем вӑл йӑваран ҫӗрле хускатнӑ кайӑкла: кивӗ йӑвинех анасшӑн, ҫӗннине шырама ҫӑмӑл мар. Халь анкартишӗн тапранчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна ҫитсе ҫӗр улми лартасшӑн. Сан пур, юлашкинчен тухса каймалла. Сана акӑ ҫуртсем кӑтартмалла, — палкарӗ комендант..
— Эс ан хӑра. Прыгунова усӑ тӑвакан пайтасӑр юлман. Эс вӑн вӑхӑт ҫук та, вӑхӑт ҫук, тетӗн. Вӑхӑт вилсен ҫеҫ пулать. Кӗртсе пӑрахаҫҫӗ те сана, ҫывӑр тӑраничченех. Чӗрӗ чух кайса ӳкичен ӗҫлемесен, вилсен сана пӗр шуйттан та ӗҫлеттерес ҫук, — тавӑрчӗ председатель, директор ҫырса панӑ хута кӑларса. — Ме-ха, вӑрҫиччен вула.
Комендант хута икӗ хутчен вуласа тухрӗ, кӗсйинчен блокнот кӑларчӗ те ун ӑшне чиксе хучӗ.
— Начальствӑ хушать пулсан, мана мӗн? Куҫакансен кӗтмелле пулать вара, — терӗ вӑл, — Эй, Борис! — кӑшкӑрчӗ кил хушшинче хӗрсех велосипед юсакан ачине. — Ҫӑраҫҫи ил те Семеновсен хваттерне кайса питӗр. Асӑрха, чӳречисене вӑтса ан хӑварччӑр.
Комендант ертсе ҫӳреипе Трофим Матвеевич ҫуртсене тулашӗнчен те, шалтан та сӑнарӗ, пӗренисем ҫӗрнипе ҫӗрменнине тӗреслеме килтен илсе килнӗ ат пӑрипе чике-чике пӑхрӗ. Ҫыннисем тухса кайма ӗлкӗреймен хваттерсене ҫеҫ шала кӗме хӑймарӗ.
Ҫурчӗсем нумайӑшӗ пӗрешкелтерех: е икшер, е тӑватшар хваттерлӗ. Кашни ҫемье валли уйрӑм алӑк каснӑ.
Трофим Матвеевича уйрӑмах общежити ҫурчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫамрӑксем клуб туса пар тесе антратаҫҫӗ. Пӗр икӗ общежити илсен, клуб мар, чиркӳ тума пулать.
Хӑйне килӗшнӗ ҫуртсен алӑкӗсем ҫине Трофим Матвеевич кӑмрӑкпа «Ҫавал» колхоз тесе ҫыра-ҫыра хучӗ.
— Мӗн ахалех варалатӑн? — вӑрҫрӗ ӑна комендант. — Директор каланӑ пулсан, сирех сутаҫҫӗ.
— Кун пек ҫырсан, туяннӑ пекех туйанать.
Вӑл тӗп поселокран ҫирӗм пӗр ҫурт суйларӗ, вӗсен виҫине, мӗнпе витнине хӑйӗн блокночӗ ҫине ҫырса хучӗ, Вара тин столовӑйне апат ҫиме кайрӗҫ. Коньяк тупӑнмарӗ, ҫуттипех ҫырлахма лекрӗ. Типшӗм комендантӑн салху сӑнӗ ӗҫсен те улшӑнмарӗ.
Унӑн кӑмӑлне ҫавӑрас тесе, эрехне ытларах та ытларах ярса пачӗ:
— Эпир санпа кунашкал мар хӑналанӑпӑр-ха. Тӑхта ак. Пирӗнпе вилместӗн эс. Ҫурчӗсене халех куҫармастпӑр. Ҫапла-и? Унччен колхозран хурал ярас пулать. Эпир ямастпӑр. Сана шанатпӑр: Иксӗмӗр договор ҫыратпӑр та, пӑхса усранӑшӑн — сана улт ҫӗр тенкӗ. Мӗн, сахал-и? — комендант йӗрӗнчӗклӗн кулнине асӑрхарӗ председатель. — Сахал тетӗн пулсан, ҫич ҫӗр паратпӑр.
— Килӗшетпӗр, — сасартӑк унӑн аллине чӑмӑртарӗ тӑсланкӑ. — Эп уншӑн мар. Ултӑ ҫул хушши тӑрӑшрӑм поселокшӑн. Пӗлетӗн-и, вӑрман ӑшӗнче тесе, материалсем тупма ҫӑмӑл пулнӑ тетӗн-и? Эй-ей, йӑнӑшатӑн. Тепре чух патшалӑх валли хатӗрленӗ йывӑҫа та хамӑр валли илсе юлнӑ. Ҫӳлтисем пӗлсен? Лекетӗн вӗт. Халь ак, салататӑп. Сыв пуллаш вара Герман Филиппович поселокпа, каллех ҫӗнӗ вырӑн туп. Вун тӑватӑ ҫул комендантра. Иккӗмӗш вырӑнта. Вӑрман тырӑ мар, кашни ҫулах шӑтса ӳсмест. Вырма вара ҫулталӑкӗпех выратпӑр. Техники тата мӗнле? Куҫ умӗнчех ҫаратса пырать.
— Вӑл тӗрӗс. Ху аллупа тунӑ япалана аркатма тимӗр чӗре кирлӗ, — Герман Филипповича тӗк май шӑлма тӑрӑшрӗ председатель.
— Ҫавӑнпа кашни ҫемье тухса каймассерен мӑкӑрас килет.
— Договорне паянах ҫырӑпӑр-и? — калаҫӑва хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшрӗ Трофим Матвеевич.
— Сирӗн ирӗк. Хӑть паянах ҫыр.
— Юрать. Аштӑрти поселок та сан ҫинех кӗрет-и?
— Манӑнах.
— Апла унта та кайса килер…
— Мӗнпе? Каҫ та пулать.
— Лаша тупатпӑр. Юлан утпа.
— Ман ӗҫ кунӗ вӗҫленчӗ, — сехечӗ ҫине пӑхрӗ комендант.
— Уншӑн эп татах хушса паратӑп. Ан хӑра, ахаль тӑвас ҫук.
— Кайсан, кӗҫӗр таврӑнаймастпӑр, Унта вун икӗ ҫухрӑм.
— Ҫӗр выртмаллах кайӑпӑр апла-тӑк. Ӗҫмелли-ҫимелли илӗпӗр.
Алӑ тытрӗҫ. Трофим Матвеевич телефонпа вӑрманпромхоз директорӗпе, унтан тӑван ялӗпе калаҫрӗ. Вӑл ыйтнипе Марьене чӗнсе пычӗҫ:
— Наряд пар ырана валли. Павел тракторӗ те акма пуҫлатӑр. Эп ыран кӑнтӑрласӑр ҫитейместӗп, — терӗ вӑл арӑмне.
Аштӑрта Трофим Матвеевич виҫӗ общежитипе чылаях пысӑк вите суйласа хучӗ. Юписем юман, пӗренисем шултра, маччапа урай та сарнӑ, тӑррине чус витнӗ. Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сыпӑ хушсан, виҫ ҫӗр пуҫ сысна вырнаҫмалӑх лайӑх вите пулать.
Вӗсем Аштӑрти общежитире ҫӗр каҫрӗҫ.
Тепӗр кунне вӑл ирех вӑрманпромхоза васкарӗ. Ҫитсен, бухгалтера ҫуртсен хакне шутлаттарчӗ те, директор патне кӗрсе, тав туса тухрӗ. Вара тин ялалла ҫул тытрӗ.
Таврӑнасса вӑл хаваслӑ таврӑнчӗ. Ӗнерхи тавлашу ҫинчен те манса кайрӗ.
3
Марье упӑшки шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑнах правлени техничкине хӑй пӳлӗмне чӗнсе кӗртрӗ.
— Чи малтанах Павела туп, — хушрӗ вӑл. — Ҫула май бригадирсене кала. Кладовщик Петӗре те чӗнме ан манса кай.
— Каҫ пулать, ӑҫтан эп пурне те тупса пӗтеретӗп, — хирӗҫме пӑхрӗ техничкӑ.
— Пурне те тупмасан та, Павела туп!
«Мӗншӗн Павела? — шухӑшларӗ Марье, пӗччен тӑрса юлсан. — Ҫавӑншӑн, — тавӑрчӗ вӑл хӑйне хӑех, — унпа эп эрне ытла калаҫман. Манран тарса ҫӳрет… Ӑна эп хӳтӗлетӗп, упӑшка умӗнче яланах юрлатӑп, вӑл пур эп ҫуннине, эп тӑрӑшнине шута та илмест».
Павел ҫак вӑхӑтра хирте пӑрҫа акакансем патне пырса тухрӗ. Элекҫи кӑна акать-мӗн, Гришка тракторӗ ларать.
— Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ Павел.
— Ак, — илсе пычӗ Гришка йӗкӗте пӑрҫа миххисем патне. — Кӑна эп акмастӑп. Кунта пӑрҫинчен ытларах утмӑл туратпа пукра вӑрри те сӗлӗ. Вӑрлӑх вырӑнне фуражлӑха хӑварнине парса янӑ. Вӑт жулик, — вӑрҫрӗ тракторист.
— Бригадир ӑҫта?
— Яла кайрӗ. Элекҫин, ав, таса вӑрлӑх. Илсе килни пӗтмерӗ те, ӗҫлет. Манӑн пӗр сехет ҫухалчӗ, кӗҫ сменӑ улӑштармалли вӑхӑт ҫитет, — пӑшӑрханса пӗлтерчӗ тракторист.
Юрать нумаях кӗтмелле пулмарӗ, кӗҫех ял уничинчен автомашинӑ курӑнчӗ. Тепрер темиҫе минутранах ҫитсе чарӑннӑ машинӑран Федор Васильевич тухрӗ. Брюки айне хӗстернӗ пушӑ кӗпе ҫанни тухса кайнӑ. Тути ҫунса кушӑрканӑ.
— Давай! — кӑшкӑрчӗ вӑл кузовра михӗсем ҫинче ларакан колхозниксене, — курмастӑр-им трактор тӑнине? Давай!
Ҫӳлтисем сиксе аничченех машинӑ бортне уҫса ячӗ, хӑрах аллипех михӗ ҫыххинчен ҫулса тытса ҫурӑм ҫине ҫавӑрса хучӗ. Йывӑр миххе пула суллана-суллана сеялкӑ патнелле тапаҫланчӗ.
Павел та пулӑшма пычӗ.
Машинӑ пушанса юлни сисӗнмерӗ те.
Трактор акма пуҫласан ҫеҫ Федор Васильевич Павелпа калаҫма пуҫларӗ:
— Сволочь! Астарса ячӗ те ӑна Трофим Матвеевич, ӗҫет… Отне ӗҫет.
— Ҫитӗ-ҫке ятлаҫса… Ахаль те ура ҫине тӑраймиех хӗнерӗн, — тавӑрчӗ шофер. — Ыран, ак, ӗҫе те тухаймӗ.
— Парӑп эп ӑна тухаймӗ. Мӑйӗнчен вӗренпе сӗтӗрсе кӑларатӑп.
Федор Васильевич йӗркйпех каласа пачӗ. Кӗлетри пӑрҫана колхозниксем миххе тултарса лартнӑ пулнӑ. Уя ярас вырӑнне Петӗр вӑрлӑхлӑх пӑрҫана фермӑсем валли авӑртма армана, фуражне уя тиеттерсе янӑ. Хӑй ӳсӗр-мӗн.
— Чӑтаймарӑм, Павел. Шӑллӑм вӗт, шӑллӑм. Ҫапрӑм пӗрре те — сирпӗнсе кайрӗ. Мӗн тӑван урӑх унпа?
Тӑнне те ҫухатрӗ. Юрать-ха машинӑ тупӑнчӗ, халь унта, ак, виҫсе паракан та ҫук, кӗлечӗсем те уҫах. Арӑмӗ патне ятӑм та…
— Ҫапма кирлӗ пулман. Пире ал йӑтни килӗшӳсӗр. Усала ватнипе ылтӑн тӑваймӑн.
— Ҫаплах-ха та… Анчах ху пулсан та чӑтас ҫук.
— Суда парӗ ак.
— Патӑр ҫеҫ. Хӑй те вӑл тасах мар. Эп шӑллӑм тесе пӑхсах тӑмӑп. Хамах сиснӗ, паян та шофер каларӗ те…
— Мӗн каларӗ? — тӗпчерӗ Павел.
— Тӑхта-ха, лайӑх пӗлмесӗр каламӑп. Тӗрӗс пулсан, пытарас ҫук. Каҫармастӑп. Хам председательте чух кӑларса ҫапнӑччӗ. Трофим Матвеевич татах лартрӗ.
Павел Ҫавал леш енчи шырлансене лартнӑ йывӑҫсене пӑхма кайрӗ. Чӗрӗлнӗ, пурте пекех чӗрӗлнӗ йывӑҫсем. Папаккисене кӑларнӑ. Шырлансене акса хӑварнӑ клеьерпа люцернӑ вӑррисем ҫеҫ шӑтман-ха. Вӗсем те шатӗҫ.
Ҫавал тӗлӗрет. Пулӑсеп каҫхи вӑййи иртнӗ. Пӗр кая юлнӑ партас ҫурхи шыв ҫийӗн чалт! сиксе илетте ункӑ хӑварса каялла чӑмать. Кӑптӑрла шурлӑхсенче ларса ирттернӗ кайӑк-кӑвакалӗсен кӗтӗвӗ пуҫ тӑрринчех ҫунаттисемпе шӑхӑрттарса иртрӗ.
Ҫур ҫӗр иртсен пулӑ юхма пуҫлать, паян тетел тухса каратӑп», — шухӑшларӗ Павел Ҫавал ҫыранӗ тӑрӑх килнелле утнӑ май. — Вӗсем халь вӑлча сапнӑ, тытма юрать.
Килне кӗрсе, тетел илсе анчӗ.
Амӑшӗ ҫыхнӑччӗ ӑна. Лартманни те халь ҫичӗ ҫул ҫитет. Ҫирӗп кӗр ҫиппинчен ҫыхнӑ пулсан та, шӑтӑкӗсем епле вӗтӗ. Чӑн-чӑн ӑсталӑхпа ҫыхнӑ ҫав. Халь те ҫирӗп. Хӑйӑр ӑшпе чиксе лартмалли патакӗсем те тухса ӳкмен.
Лартма анкарти хыҫнех, юхӑм пӗр енне перӗнсе тарӑнланнӑ ҫӗре лартрӗ. Шыв ӑшӑнсах ҫитеймен-ха, юхӑм та йӑлтах чакман. Шӑлаварне хывмах тиврӗ. Ҫырана тухсанах хӑй шӑнса кайнине туйрӗ. Ҫапах пӳрте кӗрес килмерӗ.
— Ҫур ҫӗр иртмесӗр ҫывӑрас марччӗ, — шухӑшларӗ вӑл килнелле утнӑ май.
Пӳртре вӑранмасла ҫывӑрса каясран хӑраса ҫенӗкех, ашшӗн кнвӗ тӑлӑпне урайне сарса тӑсӑлса выртрӗ.
…Колхоз правленинчех Павела кӗтсе ывӑннӑ Марье тарӑхсах ҫитрӗ. Ҫук, тупайман ӑна техничкӑ ниҫта та.
Вӑл хут татӑкӗ ҫырчӗ те Павела пама хушрӗ.
— Ыран ирех килне кайса пар, — хытарчӗ вӑл техничкӑна.
Лешӗ ӑна ҫиллентерес тенӗнех, ҫапла хуравласа хучӗ:
— Пӗл хальхи хусахсене.. Вӗсем те килте ҫывӑраҫҫӗ, те тӑлах арӑмсем патӗнче? Марье шарламарӗ.
Чунсӑр Павел пиркиех мӗнешкел каҫ ҫухалать. Эх, тамсай! Чунсӑр этем вӑл, ҫын хуйхи уншӑн ют.
Салхуллӑн килнелле утрӗ Марье. Унӑн асне пӗр сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем аса килчӗҫ:
Юрамасть унашкал юратмашкӑн
Хӑвпа ҫеҫ ҫак паха тӗнчере.
Ҫын хуйхи сан хуйху пулмасассӑн,
Ниме юрӑхсӑр санӑн чӗре.
Ҫын телейӗ сана тивмесессӗн,
Ҫын кулли култармасть-тӗк сана —
Тӗнчене мӗншӗн килнӗ-ха эсӗ?
Тӗнчере — эсӗ ҫӗрӗк кӑна.
Тӗлӗнмелле улшӑнать чун юлашки вӑхӑтра. Нихҫан та сӑвӑ вулама юратман Марье кашни пушӑ вӑхӑтрах сӑвӑ кӗнеки тыта пуҫларӗ. Хӑш-пӗр сӑввисене хӑй ҫинченех ҫырнӑн туйӑнчӗ. Мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ-ха поэтсем ҫын чунӗнче пӑлханусене? Аса та часах кӗрсе юлаҫҫӗ унашкаллисем. Виҫӗ-тӑватӑ хутчен вуласан, пӑхмасӑрах калама пулать…
Ӗне суса ӑш сӗт ӗҫрӗ, ҫухӑракан сыснисене апат пачӗ, вара, чи лайӑх платйине тӑхӑнса, пӗр пӗчӗк тӑкӑрлӑкпа Ҫавал хӗрне тухрӗ. Кӗсйине чиксе ҫӳремелли фонарьпе вӑл сайра хутра ҫеҫ усӑ курчӗ.
Кӗме анкартипех кӗчӗ. Ҫенӗк алӑкӗ уҫах пулни ӑна хӑратсах пӑрахрӗ. «Пӗччен мар пулсан? Ытти трактористсем те инҫе каясран кунтах ҫывӑрсан? Наряд пама килнӗ», тейӗп.
Хӑраса чылай хушӑ сарайран тухмасӑр тӑчӗ. Юрату хӑранине ҫӗнтерчӗ. Вӑрра каякан кушак пек сассӑр утса ҫурт хӗррипе ҫенӗк патне ҫывхарчӗ. Хӑпарнӑ чӳх аттине хывса йӑтрӗ. Шалта лӑпкӑн сывлани илтӗнет. Ҫук, иккӗн мар пулас. Фопарьне ҫутатса ячӗ те хӑвӑрт сӳнтерчӗ. Сасӑ пуласран хӑраса, ҫенӗк алӑкне хӑлӑпӗнчен йӑтса хупрӗ, тӗккине печӗ. Каччӑ вӑранмарӗ.
Павел месерле выртнӑ. Сылтӑм аллине пуҫӗ вӗҫне хунӑ. Ывӑннӑ сӑн-питӗнче шухӑшлӑх палӑрать. Акӑ вӑл тутипе амӑшӗн кӑкӑрне ӗмсех ҫывӑракан ача пек хускатса илчӗ, сулахай алли вӑйсӑррӑн кӑкӑрӗ ҫинчен шуса анчӗ.
Чӗриклетрӗ хӗрарӑм пуснӑ хӑма. Марье Павел сарнӑ тӑлӑп ҫине чӗркуҫленчӗ.
— Павлик, — пӑшӑлтатрӗҫ тутисем.
Тулта таҫтан сасартӑк тухнӑ ҫилпе йӑмра турачӗсем хусканса шӗпӗртетсе илчӗҫ.
Хыттӑн, ҫунатне ҫапсах авӑтса ячӗ Микулай мучисен автанӗ.
…Вӗсем Ҫавал хӗрне аннӑ чухне тул ҫутӑлса килнин палли те ҫукчӗ-ха. Павел витрисене ҫырана лартса хывӑнчӗ, вара ҫутатакан фонарь ҫутипе хуллен асӑрханса Ҫавала кӗрсе кайрӗ. Тетел ҫуначӗсене пӗр ҫӗре пуҫтӑрчӗ.
Чӑтаймарӗ Марье. Ҫыран хӗрринченех витресем йӑтса сикрӗ, кӗлетке кӳлепине чараймасӑр шыв патне ҫитичченех шуса анчӗ.
— Эх, платйӗне чӗртӗм ӗнтӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
— Васкатӑн ҫав. Эп йӑтса хӑпараттӑмччӗ, — хуравларӗ Павел.
Икӗ витри те кӑшт кӑна тулаймарӗ. Кунта партассем те, темиҫе хура куҫ, ытларахӑшӗ вара ыраш пӑтрисем кӗрсе тулнӑ.
— Телейлӗ эс, — терӗ Марье, ассӑн сывласа. Ҫыран хӗррине хӑпарчӗҫ. Каччӑ васкасах тумланчӗ.
— Илсе каях пӗр витрине, — хушрӗ Павел. — Теприне Кулине инкене паратӑп. Ыран трактористсене пулӑ яшки пӗҫерсе патӑр.
— Эх, Павел, пулӑ кирлӗ-и мана? Эс, эҫ кирлӗ, — пӑшӑлтатрӗ Марье. Эс чунсӑр, эс ҫурхи Ҫавал шывӗ пек сивӗ. Сывӑ пул. Хирӗҫ тавӑрман юрату — юрату мар. Аса илӗн-ха, Павлик, мана, пайтах аса илӗн.
Вӑл качча ыталаса илчӗ, чуп турӗ, вара нимӗн сӑмах чӗнмесӗрех Ҫавал хӗрринчи сукмакпа утрӗ. Тем терирен ҫеҫ фонарь ялтлатса сӳнчӗ.
Павел йӗпе тетелпе тата икӗ витрепе анкарти хыҫнех тӑрса юлчӗ.
Тул ҫутӑлас чух тин ҫывӑрса кайрӗ каччӑ. Ыйхи те канлӗ пулмарӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ. Ун умне хӗреснашшӗ тухрӗ. Николай Андреевич пуҫне тухӑҫри халӑх ҫынни пек чалма ҫыхнӑ, урисене хуҫлатса, тӗпелти сак ҫинче ларать. Павел, ача чухнехи пек, урисене тӑсса урайне ларнӑ. Вӗрентет хӗреснашшӗ, пӳрнипе юнаса вӗрентет.
— Сыхлан, Павел. Юрату тени ӑслӑ этеме те час-часах ӑссӑрлатать. Тепӗр чухне чун савнине калама кирлӗ мар вӑрттӑнлӑхсене те каласа паратӑн. Хӑрушӑ, питӗ хӑрушӑ хӗрарӑм ҫилленсен. Сыхлан, Павел, сыхлан.
— Марье ман арӑм мар, эп унран уйрӑлмаллипех уйрӑлтӑм, — хирӗҫлет каччӑ.
— Арӑму пекех пулчӗ ӗнтӗ вӑл. Ял пӗлет халь сирӗн ҫинчен. Пӗтӗм Ҫавалкас калаҫать, — тавӑрать чалма ҫыхнӑ хӗреснашшӗ.
— Пӗлеҫҫӗ пулсан — пӗлччӗр! — кӑшкӑрса ярать каччӑ.
Хӑй сассинчен хӑй шартах сиксе вӑранать Павел. Чӳречерен шаккаҫҫӗ-мӗн.
Колхоз технички ӑна хут тыттарчӗ, Марье ҫырнӑскер.
«Кадышев юлташ! Паян С-80 тракторпа е культиваци тума, е тулӑ акма кай. Трофим Матвеевич вӑрман таврашӗнче сухалама чармашкӑн хушрӗ. Прыгунова».
— Акӑ, тавӑрать те, — тӗлӗкне аса илчӗ Павел. Неушлӗ тӗлӗк тени тӗрӗсех пулать? Пулма пултараймасть.
Ӑна Марье каҫхинех ҫырнине пӗлеймерӗ каччӑ.
4
Владимир Сергеевич бюросем ирттерекен залран такам тапса кӑларса янӑ пек васкаса тухрӗ. Тулти алӑкне шартлаттарса хупрӗ, приемнӑйри пӗртен-пӗр чӳрече кантӑкӗсем сиксе чӗтренчӗҫ. Асӑрханса тем шухӑшланӑн, икӗ-виҫӗ утӑм турӗ, тарланӑ ҫамкине шӑлма аллине ҫӗклерӗ. Сисеймерӗ пулас, шӑлса илнӗ чухне куҫлӑхӗ аяккалла ывтӑнса кайрӗ. Чӑнкӑр! — турӗҫ куҫлӑх кантӑкӗсем юман паркет ҫинче. Ванчӑкӗсем урайне салаланса сирпӗнчӗҫ.
Хӗрелнӗ пичӗ сасартӑках шурса кайнӑн туйӑнчӗ, куҫӗ хӑйӗн тӗлсӗррӗн пӑхать. Вӑл ҫухалса кайни таҫтанах палӑрать. Куҫлӑхӗ ӳкнӗшӗн ҫеҫ кӑштах ҫӳҫеннӗ пек пулчӗ.
Прнемнӑйра паян Оля дежурствӑра тӑрать. Пӗр вӑтӑрсенчен иртнӗ хӗрарӑм вӑл. Ҫивчӗ чӗлхеллӗскер. Владимир Сергеевича куҫлӑхне илсе пачӗ.
— Савӑт-сапа телее сиссе арканать, теҫҫӗ. Куҫлӑх мӗне сиссе арканать? — ыйтрӗ Оля, инструкторпа ҫепӗҫрех пулма тӑрӑшса. Вӑл та пулса иртнӗ трагедие ӑнланчӗ пулас, ытти чухнехи пек, Владимир Сергеевича йӗкӗлтемерӗ.
— Тавтапуҫ, — хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ Владимир Сергеевич. — Куҫлӑх вӑл, Олечка, инкек-синкеке сиссе ванать. Пушкин пек каласан: «То вознесет его высоко, то броснт в бездно без следа». Ҫӳле илсе хӑпартрӗҫ малтан. Кайран тӗпсӗр авӑрах пӑрахрӗҫ. Мӗншӗн? Альтруист пулнӑшӑн, парти, ҫӗршыв интересӗсене чи малти вырӑна лартнӑшӑн. Кӑтартрӑм районта хам инициативӑна, — терӗ Владимир Сергеевич. Унӑн питӗнче йӗрӗнчӗклӗ кулӑ ҫуралчӗ.
Оля ӑна йӑпатасшӑн кулчӗ курӑнать, анчах хӑй инструктора юратманни палӑрчӗ-палӑрчех. Е чӗлхине чараксӑртарах тыткалама хӑнӑхнӑран ҫапла пулса тухрӗ-ши?
— Аптрамӑр-ха эсир… Хӑшӗсем авӑра ӳксен те путмаҫҫӗ.
Инструктор хӑйне вӑйлах тивертнине ӑнланчӗ, ҫапах шутлеме пӑхрӗ:
— Тӗрӗс, Олечка. Тислӗк путмасть, шлепке путмасть. Ҫапах мана асӑнма васкасах ҫурта лартрӗҫ. Ҫӳле ҫыратӑп. Вӗсем вӗрсе сӳнтерме пултараҫҫӗ. Эп хамшӑн мар, парти интересӗсемшӗн тӑрӑшнӑ, — хурав-ларӗ вӑл, секретарь илсе панӑ куҫлӑх ҫаврашкине хыпаласа. Приемнӑйӗнчен вӑл коридора пӗкӗнмесӗр, пуҫне каҫӑртса тухса кайма тӑрӑшрӗ. Алӑка уҫсан каялла ҫаврӑнчӗ, тӗссӗрлене пуҫланӑ куҫӗсемпе Оля ҫине пӑхрӗ те:
«Будь, словно, дуб, который,
Попав под ураган,
Хоть выворочен с корнем,
Но не согнул свой стан», —
тесе хӑварчӗ.
«Артист — шухӑшларӗ секретарь, — пулса ҫитеймен артист».
Кӑштах тӑхтасан обком бюровӗ саланчӗ. Варринче кавир сарнӑ приемнӑя бюро членӗсем, пай заведующисем тухрӗҫ, сектор заведующийӗ хутсем йӑтса, хыпалансах иртрӗ. Шӑп коридор калаҫупа тулчӗ.
Советсен ҫурчӗн вестибюльне ансан, Василий Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Акӑ, иртрӗ те вӑл кӗтнӗ бюро. Виҫӗ сехет еннех тӑсӑлчӗ пӗр ыйту. Малтанах ҫырса хунӑ йышӑнӑва та пӑсма лекрӗ. Райком секретарьне айӑпламалла ҫырнӑччӗ унта Владимир Сергеевич. Обком инструкторӗ хӑй такӑнасса шута та илмен. Василий Иванович хӑйӗн тата райком йӑнӑшӗсене йышӑнчӗ. Халӑх пуҫарӑвӗ тесе, хӑш-пӗр колхозсем ҫӑмӑл ҫул ҫине тӑма пикеннӗ, вӗсене вӑхӑтра тӳрлетмен. Акӑ ун айӑпӗ. Анчах вӑл ҫеҫ айӑплӑ-и? Мӗншӗн патшалӑха улталама хӑш-пӗр ҫӳлте ӗҫлекенсен те хӗтӗртмелле? Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем района пысӑк обязательствӑ илме хистеҫҫӗ? Вӗсем пӗчӗк ачасем мар, хӑйсен вӑйне хӑйсем пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн Владимир Сергеевич паман аш-какайшӑн панӑ тесе, суя квитанци ҫыртарттарать? Мӗншӗн колхозниксенчен аш сутӑн илсе плана тултармалла?
Василий Иванович сӑмсине столовӑйран тухакан апат шӑрши кӳ-кӳ пырса ҫапрӗ. Вӑл халь тин иртенпе апат ҫименнине аса илчӗ, хырӑмӗ выҫса кайнине туйрӗ. Киле кайиччен апат ҫиме, тесе, Советсен ҫуртӗнчи столовӑя кӗчӗ.
5
Марье нарядне Павел пӗр сӑмахсӑрах пурнӑҫларӗ. Ҫеменпе иккӗшӗ вӗсем ҫӗнӗ плугпа пӗр ҫирӗм гектар ытларах сухаласа пӑрахма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫав лаптӑк ҫине Павел Володьӑна дисклӑ культиваторпа культиваци тутарчӗ, хӗреслӗ майпа тулӑ акса хӑварттарчӗ.
— Мӗнех вара, малтанлӑха ҫирӗмпе те ҫитӗ, кӗркунне кӗрхи ҫӗртме лаптӑкне ытларах сухалӑпӑр, — шухӑшларӗ каччӑ.
Павел, тракторне Ҫемене парсан, хӑйне ирӗклӗн туйрӗ. Сӳререн тӑварсах лашасене аша панӑ хыҫҫӑн тата хӑй тракторне сухаланӑ ҫӗртен акма куҫарнӑранпа Трофим Матвеевичпа каччӑ хушшинче сивлеклӗх ҫуралчӗ, хӑйсене вӗсем хӗсмет ҫыннисем пек ҫеҫ тыткаларӗҫ. Колхоз председателӗ унпа канашлама пӑрахрӗ, правленине ҫитсе кӗнӗ ҫӗре ун валли хатӗр нарядсем выртатчӗҫ.
Каччӑ ал сулчӗ кӑна: унӑн халь чӑркӑшланса тӑма вӑхӑт юлмарӗ. Вӑл агитаторсене пухса канашларӗ, вӗсене бригадӑна ячӗ, боевой листоксем кӑларма пулӑшрӗ. Запаслӑ пайсем илме РТСа кайса килчӗ, пӗр хутчен куҫса ҫӳрекен мастерскоя чӗнме тиврӗ. Пушӑрах вӑхӑтра вӑл хӑех ҫӗр картти тума тытӑнчӗ: йӳҫек тӑпраллӑ лаптӑксене палӑртрӗ.
Тата тепӗр ыйту хумхантарчӗ Павела: ӑвӑслӑх уйӗнче ҫӗр гектар еннех клеверпа тимофеевкӑ ҫӗрсе кайнӑ. Ӑна халех сухаласа акмалла-ши е кӗркунне кӑна пӑсса ыраш акмалла? Ҫак ыйтупа вӑл Трофим Матвеевич патне кайрӗ, анчах ӑна тӗл пулаймарӗ. Техничкӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл кунӗпех вӑрманта-мӗн; ӑна уй енчен килнӗ колхоз председателӗсем, колхозииксем канӑҫ памаҫҫӗ. Ҫаплипех вӑл илнӗ ҫуртсене сутать имӗш, колхоз машинисем те йалтах ҫуртсем пӑсса турттараҫҫӗ. Вӑрлӑхсене лашасемпе илсе тухаҫҫӗ, ӗлкӗрмен чух тракторах яма тивет.
Паян ирхине Павел чӳрече умӗнчи машинӑ сассипе вӑранчӗ. Тахӑшӗ чӳречерен хытах шаккарӗ. Павел васкасах тумланса чӳрече каррине сирчӗ, чӳречине уҫрӗ.
— Сирӗнпе эп кӑмӑллӑ, — терӗ председатель, типпӗн, сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн. — Акса пӗтернӗ терӗҫ. Ҫаплах-и?
— Тӗрӗсех, — тавӑрчӗ Павел, анасне пытарса. — Кантӑр та акнӑ, ҫӗр улми лартатпӑр. Хура тулпа вир кӑна юлать.
— Маттур. Ҫавна ан ман: уй-хир ӗҫӗсемшӗн эс полнӑй ответ тытатӑн. Ман ерҫӳ ҫук. Колхоза эрнере пӗр аллӑ пин тупӑш патӑм. Ӗҫ пӗтмен-ха, тепрер аллӑ пин ҫаклатма пулать пуль. Трактористусене савӑнтар: икӗ электростанци туянтӑмӑр. Айта, ӑҫта каймасть, патшалӑх лини килсе парасса кӗтмӗпӗр. Йывӑҫӗ халь мастерской тумалӑх та, сутлӑх та пур. Ерҫӳллӗ тракторусене вӑрмана яр, — наряд панӑ пекрех каларӗ председатель.
— Авӑслӑх уйӗнчи клеверпа мӗн тумалла? Унта курӑкӗ ҫуккӑпа пӗрех. Пушанакан тракторӗсене ҫавна пӑсма куҫарасшӑн.
— Клевер. Юлтӑр. Катаран сип-симӗсех курӑнать.
— Ҫум курӑкӗ вӑл, Трофим Матвеевич.
— Ну, тӑхта, хам пӑхмасӑр ан пӑсӑр, — машинӑ кабинине кӗрсе ларчӗ председатель. Хӑй ӑҫта каяссине те шарламарӗ, хирелле тухнӑ тӑрӑх ҫеҫ вӑл каллех вӑрмана кайнине ӑнланчӗ.
Тӑпрари нӳрӗк пӗтмен-ха, Павел, мӗн пулать те мӗн килет тесе, Ҫемене каллех хӑй плугӗпе кивӗ лаптӑках сухалама хушрӗ.
6
Володьӑн чӗри тинех хӑй вырӑнне ларчӗ.
Кукурузӑ ани ҫине тислӗк ҫителӗклӗ таран кӑларчӗ.
Витесем патӗнчи янкара РТСран чӗнсе илнӗ мӑшинӑсемпех турттарчӗҫ, колхозниксем вара салатса пачӗҫ.
Унтан пӗр хут культиваци туса пӗтерчӗ. Татах ҫум курӑкӗ шӑтасса кӗтрӗ. Тухма пуҫӑнсанах иккӗмӗш культиваци турӗ. Кӑҫалхи пек ӗҫ ӑнсах пыманччӗ-ха ун. Кӑпӑк пек ҫемҫе, пӑрҫа пек структурӑллӑ тӑпра унӑн чунне ҫунатлантарсах ячӗ.
— Гектартан пин центнер симӗс массӑ илетӗп. Вӑрри аллӑ центнертан кая мар пулать. Кӑтартам сире комсомол мӗн тума пултарнине, — ывӑҫласа юхтарчӗ вӑл тӑпрана.
Кашни кунах Володя ҫӗр температурине виҫсе пӑхрӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, градуснике ӗненмесӗр, Ҫавал хӗрринчи ҫӗмӗртлӗхе чупрӗ. Ҫук, ҫӗмӗрт ҫурӑлайман, сапакисем лаштӑрах усӑнса аннӑ, анчах чечек чӑмӑрккисем уҫӑлса каяйман. Ытти ҫулхи сӑнавсем тӑрӑх, вӑл ҫавна пӗлет, ҫӗмӗрт ҫурӑлсан, кукурузӑ акма юрать.
Кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗр ирхине ирех Ҫавал хӗрринчи улӑха кукурузӑ вӑрлӑхӗ тиенӗ лав тухрӗ. Володя сеялкӑсен витрисем ҫине вӑрлӑхлӑха хӑй тултарчӗ, аллипе тикӗслерӗ. Малтан туп-турӗ йӗр тума ӳлӑх леш енне Гайкӑ Ваҫҫин карттусне ҫакнӑ шӑчча кайса лартрӗ. Хусканчӗ трактор. Пӗр ҫирӗм метр кайсанах сеялкӑ мӗнле акнине анса тӗрӗслерӗ:
— Витрисене сӑнаса пыр, вӑрлӑх юхать-и? — хистерӗ тракторист Ваҫҫука.
Тӗрӗс тӑваткалсем тумалли виҫӗ пӑралукне вӑл малтан хӑех анса куҫарчӗ, ҫав хушӑрах хӑйпе пӗрле акма тухнӑ ачана та вӗрентрӗ. Халиччен туман ӗҫ ҫӑмӑлах мар: е хытӑ карӑнтармастӑн, е тӗрӗс лартаймастӑн.
Малтанхи кунне ӗҫ кал-калах пымарӗ: пӗрре тракторӑн картерӗнчен системӑна ҫу пыма пӑрахрӗ. Айӑпне тупса юсассишӗн икӗ сехет иртрӗ. Ҫапах тултарчӗҫ нормӑна. Ваҫҫук та хӑнӑхсах пычӗ. Ҫамрӑк ача ҫивӗчлӗхӗ Володьӑна савӑнтарчӗ: трактор ҫавӑрӑннӑ ҫӗре виҫе пӑралукне те куҫарнӑ, тракториста турӗ тытса пыма кӑтартакан йӗр тумалли диска та антарнӑ. Улӑхра мӗн хевел тухса сӗм ҫӗрлечченех трактор сасси кӗрлере. Виҫҫӗмӗш каҫхине тракторист Ваҫҫука килне те ямарӗ:
— ГЭС пӳртӗнче ҫывӑратпӑр, — терӗ вӑл. Ҫӑвӑнма вӗсем Ҫавал хӗррине анчӗҫ. Володя пилӗк таранах хывӑнса ҫӑвӑнчӗ, Ваҫҫук аллипе питне ҫеҫ йӗпеткелерӗ.
— Мӗн сивӗрен хӑратӑн? Хывӑнсах ҫӑвӑн, — хистерӗ вӑл хӑйне пулӑшакана. — Салтака илсе кайсан, хӗлле те ҫарамасах урамра физзарядкӑ тутараҫҫӗ. Хӑнӑх.
Ҫывӑрма ӑшах пулмарӗ Ваҫҫук улӑм ури тӗпӗнче юлнӑ улӑма темиҫе ҫӗклем илсе килсе хучӗ. Вӗсене урайне тӑсӑлса выртрӗҫ. Ывӑннӑ каччӑ тӗлӗрсе кайма пуҫласанах, Ваҫҫук ӑна тӗрлӗрен ыйтусемпе аптратрӗ:
— Мӗншӗн сана Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне памаҫҫӗ?
— Пурне те парсан, ҫур ҫӗршыв герой пулать. Ҫывӑр.
— Гектартан пин центнер илсен, мана Мускава яраҫҫӗ-и?
«Мускава?» сасартӑк ыйхи вӗҫет Володьӑн. Ку шухӑш ӑна та канӑҫ памасть. Унӑн тахҫанах ҫӗршыв чӗрине ҫитсе курасси килет. Ӑҫтан пӗлтӗр вӑл ярассипе ярас маррине. Хыт кукар Трофим Матвеевич путевкӑ парсассӑн та урӑх колхоза сутса ямалла. Анчах епле-ха ача кӑмӑлне хуҫатӑн?
— Яраҫҫӗ. Кӗркунне кукурузӑ пухса кӗртетпӗр те, иксӗмӗр Мускава тухса каятпӑр. Выставкӑна ҫитсе куратпӑр, метрора тӑраниччен ярӑнатпӑр, университета, Кремле ҫитсе куратпӑр.
— Мавзолея кӗретпӗр-и?
— Унсӑрӑн мӗнле Мускава кайни пултӑр.
— Сана ярӗҫ те, мана ярас ҫук, — ассӑн сывлать Ваҫҫук. Унӑн айӗнчи улӑм чаштӑртатать.
— Тупрӑн юрӑ. Эпир иксӗмӗр ҫӗр гектар ҫинче ӳстеретпӗр. Асаннепе мар. Мана чӗнсессӗн, сана та чӗнеҫҫӗ. Ҫывӑр. Ҫитет халап ярса. Сана ыран виҫҫӗрех тӑрататӑп.
— Тӑхта-ха, Володя, партие миҫе ҫула ҫитсен илеҫҫӗ? — каллех аптратать Ваҫҫук.
— Тунрӑн калаҫу. Унта иксӗмӗр пеккисене илмеҫҫӗ. Малтан ӗҫпе чапа тухмалла. Ленин коммунистсем пирки мӗн каланӑ? — сасартӑк ыйтать Володя. Ку ыйтуран вӑл хӑй те хӑраса каять. Мӗн каланӑ, чӑнах? Эх, ҫакӑнта Завьялов пулсан…
— Эп ӑҫтан пӗлетӗп, — хаштах сывласа ярать Ваҫҫук.
Ӑҫтан намӑс куртӑр-ха комсорг? Ӑнлантараймасан, вӑл комсорг та мар.
— Ленин ҫапла каланӑ: малтан коммунистла ӗҫлеме вӗренмелле, вара партие кӗме юрать. Сан ӗҫӳ ҫине пӑхса ял ҫыннисем: вӑт ку Ваҫҫук, партие кӗме тивӗҫ ҫын теччӗр.
— Пин центнер илсен, эп кӑҫалах кӗресшӗн.
— Вӑт, санпала. Кам илет сана вун саккӑра ҫитмесӗр?
— Тепӗр уйӑхран эп вун ултта каятӑп. Гектартан пин центнер илсен, Василий Иванович яла килет-тӗк, тӳрех ҫапла калӗ ак: кӗр, Ваҫҫук, партие, ҫитет комсомолра тӑрса, эс самай парти этемӗ.
— Ҫывӑратӑн-и эс кӗҫӗр, парти этемӗ, е ҫук? — тарӑхнӑ пек тӑвать Володя.
— Юрӗ, ҫывӑратӑп, — тавӑрать Ваҫҫук.
Ирхине вӗсем тухӑҫ кӑвакара пуҫласанах шӑнса кайнипе вӑранчӗҫ. Ыйту палли пек хуҫланса выртнӑ Ваҫҫука Володя ҫӗклесе тӑратрӗ:
— Марш зарядкӑна! — канӑҫ памарӗ вӑл. — Чуп, чуп! Мӗн ревматизмлӑ старик пек тӑратӑн? Ху тата партие кӗресшӗн, — аллинчен ҫавӑтсах чуптарчӗ Ваҫҫука каччӑ. — Санран эп тата ҫулталӑкран чӑн-чӑн этем тӑватӑп, — ахӑлтатрӗ комсорг, пилӗк таран хывӑнна Ваҫҫука шывпа сирпӗтсе.
— Эс мана тракторпа ҫӳреме вӗрент, — пачах та кӳренмерӗ лешӗ.
— Вӗрентетӗп ҫеҫ мар, ҫулталӑкран трактора ху хӑлхуна курнӑ пек пӗлме пуҫлатӑн.
— Яланах сан шӑл йӗресси.
Ҫур сехетрен трактор сасси пӗтӗм улӑха янратса ячӗ. Кунӗ уяр пулчӗ, ҫавӑнпа мӗн тӗттӗм пуличченех вӗҫлерӗҫ.
— Миҫе гектар акрӑмӑр пулӗ? — кӑсӑкланчӗ Ваҫҫук.
— Ҫирӗме ҫитрӗ пуль…
Тепӗр ирхине те уяр пулчӗ. Кӑнтӑрла иртсен, вӗсем акса пӗтерчӗҫ. Юлнӑ вӑрлӑх миххисене лавҫӑран парса ярса Володя акнӑ участока катокпа тикӗслесе тухасшӑнччӗ, анчах вӑрман хыҫӗнчен кӑвакарса ҫӗкленекен пӗр лаптӑк пӗлӗте курсан, вӑл шухӑша пӑрахрӗ.
— Ҫутҫанталӑк хӑех пулӑшать, — терӗ вӑл, тракторне тапратса. Вӗсем, сеялкине кӑкарса, кивӗ ГЭС ҫурчӗ патне те ҫитеймерӗҫ, ҫумӑр вӗтӗртетме пуҫларӗ. Вӑйланчӗ. Чарӑнсах тӑма тиврӗ. Иккӗшӗ те хӑйсем ҫывӑрнӑ ҫурта тарса кӗчӗҫ.
— Турри хамӑрпах мар-и? — савӑнчӗ Володя. — Ак ислетет. Трофим Матвеевича ӗҫ кунӗ перекетлесе парать. Хыт кукарӑн таҫтан та ӑнать мар-и? Так, — аллине ҫӗмрӗк чӳрече витӗр тӑсрӗ вӑл. Ҫурт аркинчен тумлакан тумламсем, ывӑҫ тупанӗ ҫине ҫапӑнса, чӑлтӑр та чӑлтӑр саланаҫҫӗ.
— Кукурузӑ пулать, — ӳсӗрсе илчӗ Ваҫҫук.
— Пулать ҫав. Пирӗн пулать.
Ҫӗр улми лартакан Элекҫипе Гришка тракторӗсемпех кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ. Моторӗсене чарса, иккӗшӗ те Володьӑсем патне чупса кӗчӗҫ.
— Эпир те лартса пӗтертӗмӗр. Сире тӑнине куртӑмӑр та килес теремӗр. Вунӑ кун курман пуль, — кепкине хывса силлерӗ Элекҫи.
Трактористсем улӑм ҫине ларчӗҫ, Гришкӑпа Элекҫи пирус пачки кӑларса мӑкӑрлантара пуҫларӗҫ.
— Санькӑн туйӗ хӑҫан? — ыйтрӗ Гришка Володьӑран.
— Пӗлсех каймастӑп ҫав. Ҫитес шӑматкун, терӗҫ.
— Мӗнле вара вӑл комсомол туйӗ? Мӗн вӗсен ҫынсем пек авланма килӗ ҫуккӑ-и? Беда хальхи яш-кӗрӗмпе. Клубра авланаҫҫӗ тата. Сӑра-эрех пулать-и унта? — тӗпчӗрӗ Гришка.
— Хам та пӗлместӗп. Елена Егоровна шухӑшӗ вӑл. Туй мӑн кӗрӗвӗ — комсомол райкомӗн секретарӗ, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Эс ху ма авланмастӑн? Хӗр ҫуккӑ-им? Елена Егоровнах ил. Ма ӑна Ҫавалкасран ярас? Завьялов пек тӳрккес мар, чӗлхи-ҫӑварӗ шӑпчӑкӑнни пек. Юрри мӗне тӑрать. Кулли тата. Нарспи пек кулать. Ӑна качча илсен, ик эрне апат ҫимесӗр пурӑнмалла, — чӗлхипе чаплаттарса илчӗ Элекҫи.
— Пирешкел трактористсене интеллигентсем пырас ҫук, — тавӑрчӗ Володя. — Вӑл Павел енне ытларах пӑхать.
— Эс калаҫӑва аяккалла ан пӑр, кала-ха, ма авланмастӑн? — ҫыпҫӑнчӗ Гришка та.
— Ма тесе сурӑх ҫеҫ макӑрать. Тӗрӗсне пӗлес килет пулсан, каласа пама пултаратӑп, — кулса ячӗ Володя. Вӑл малтан чӳречерен тӳпе ҫине пӑхса илчӗ.
— Ҫумӑр халех иртес ҫук, анӑҫ кӑн-кӑваках, — лӑплантарчӗ Гришка.
— Ҫук, Салука енче ҫумасть. Павелӑн участокне ҫумасарах хӑварать. Ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, — хуравларӗ Володя.
Вӑл улӑм ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ те аллине кивӗ эрӗм ути тунине илсе ҫавӑркаларӗ. Пурте вӑл каласса кӗтсе шӑплансан, вӑл йӑлтӑр кулса илчӗ те сиксе тӑчӗ вара:
— Ҫумӑр иртет. Ҫитет сӑмах акса. Машинӑсем патне! Улӗмрен йӑлтах каласа парӑп, — тесе, пӳртрен хӑвӑрт тухрӗ.
7
Трофим Матвеевич чӗринче кунашкал ҫӗкленӳ сахал пулнӑ. Утти те ун йӑрӑланчӗ, ҫывӑрасса та талӑкра виҫӗ-тӑватӑ сехетрен ытла ҫывӑраймарӗ. Хӑй ӗҫӗпе хӑй йӑпанчӗ вӑл, хӑй кӑмӑлне уҫрӗ. Кӑҫалхи уй-хир ӗҫӗсем кал-кал пыни те савӑнтарчӗ ӑна, Марье каласа панине тимлесе итлерӗ.
Пӗр каҫхине колхоза телеграммӑ килчӗ. Трофим Матвеевича «Ч» хулинчи тусӗ васкасах тухса пыма чӗнет-мӗн. Ахальтен ҫак хӗрӳ вӑхӑтра вӑл телеграммӑ ярас ҫук, ахӑртнех, хӗҫ тимӗр тупса парать пулӗ. Каҫхине вӑл ҫула хатӗрленчӗ, ирхине ирех ӑна Марье машинӑпа станцӑна леҫрӗ…
…Колхоз председателӗ пӗтнӗ клевера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӑсма ирӗк панӑ пулӗ тесе, Павел ирех колхоз правленине чупрӗ. Техничкӑ ӑна председательпе арӑмӗ машинӑпа района кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Каччӑ наряд кӗнекине илчӗ, анчах унта уй пӑсасси ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук.
Кампа канашламалла? Коммунистсемпе-и? Правлени членӗсемпе-и? Мӗнле пухас халь вӗсене? Трактористсем вӑл хушасса кӗтсе лараҫҫӗ. Павел Марьене кӗтме шутларӗ.
Правление ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ. Хул пуҫҫи урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хӑрах хулӗ хушшине шагалкӑ хӗстернӗ Федор Васильевич ҫитрӗ. Председатель пӳлӗмне те вӑл хутлатса хунӑ шагалкипех кӗчӗ, Павела сывлӑх сунса, наряд кӗнеки ҫине тӑрӑнчӗ. Виктор Андреевич фермӑна ҫырса панӑ фураж пӗтет, анчах никама та ал пустарса илме май ҫук, тесе вӗтеленчӗ. Кӗткелерӗҫ те, иккӗшӗ те тухса утрӗҫ.
Марье правленине сасӑсӑр кӗчӗ. Ахӑртнех, анаталла аннӑ чух машинӑн моторне ӗҫлеттермен пулас. Вӑл кӑвак свитер тӑхӑннӑ. Хӑмӑр тӗрӗллӗ тутӑр вӗҫне, ҫивӗтне ӗнсе хыҫне пуҫтарса, майралла ҫыхнӑ. Сӑнран пӑхсан, вӑл 20 — 22 ҫулсенчи хӗр пекех ҫамрӑк курӑнать. Кӗрсенех, Павелпа иккӗшӗн хушшинче нимӗн те пулман пекех, каччӑ аллине ҫирӗппӗн, арҫынла чӑмӑртарӗ. Куҫсем тӗл пулчӗҫ. Павел ҫине вӗсем киленсе те илӗртсе пӑхрӗҫ. Каччӑн куҫӗсем Марьене салхуллӑн тинкерчӗҫ.
— Ҫӗрнӗ клевер уйне пӑсма хушман-и? — ыйтрӗ каччӑ.
— Трофима ӑсатрӑм, — тавӑрчӗ Марье ыйтӑва илтмен пек.
— Мария Сергеевна, эп трактористсене пӑсма хушатӑп, — терӗ каллех Павел. — Е хӑвӑр пырса пӑхатӑр-и? Атту халь машинӑсене пирӗн те вӑрмана ямалла, те акана?
Марье бухгалтерире ӗҫлекенсем панӑ хутсене алӑ пусса пӗтерчӗ те, тутӑрне ӗнсе хыҫне ҫавӑрса ҫыхса, ҫӳхе хром перчеткине тӑхӑнчӗ.
— Илтрӗр-и? — терӗ вӑл бухгалтеринчисене, — Эп уйра пулатӑп. Кӑнтӑрласӑр ан кӗтӗр. Ыйтсан-тусан Трофим пирки… калӑр: вӑл чирленӗ… Василий Иванович ыйтсан, командировкӑра тейӗр. Кадышев юлташ, — ниме пӗлтермен сасӑпа чӗнчӗ вӑл. — Кайрӑмӑр.
— Эп те сирӗнпех пыратӑп, — ҫыхланчӗ вӗсен ҫумне Санька.
Юрать Санька асӑрхамарӗ: Марье ун ҫине самантрах курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ, ҫав самантрах, роле лайӑх вылякан артист пек, сӑнне улӑштарса йӑл кулчӗ:
Клеверӗ сан бригадӑн-и?
— Манӑн, ӑнманскер, — тавӑрчӗ бригадир. Павелпа Санька хыҫалти ларкӑч ҫине ларчӗҫ. Калаҫу ытларах ҫанталӑкпа Санькӑн пулас туйӗ ҫинчен пычӗ, унта Марье те хутшӑнчӗ, кула-кулах вӑл Николай Андреевич хӑй хӗрне Санькӑна парас мар пирки Трофим Матвеевич патне пырса калаҫнине каласа кӑтартрӗ.
— Курнӑҫланать вӑл старик, — тавӑрчӗ бригадир. Хирте вӗсем час-часах машинӑна тӑрата-тӑрата анса пӑхрӗҫ. Бригадирпе Марье ӑнланчӗҫ: клевер ҫӗрнӗ, пӑсмалла.
Машинӑ тракторсем патне ҫитрӗ. Санька ансанах, Марье Павела тӑхтама хушрӗ, вара хӗрӳлӗн пӑшӑлтатрӗ:
— Кӗҫӗр эп сана тул ҫутӑличчен кӗтетӗп. Илтетӗн-и? Пымасан, эс этем мар.
Каччӑ нимӗн те шарламарӗ. Вӑл хӑйне кӗтсе ларакан трактористсем патне ҫывхарчӗ.
— Ӗҫӗ, ачасем, талӑк ҫурӑлӑх. Кунти тӑпра кӗллӗрех, тарӑнӑшне пӗр ҫирӗм пилӗк сантиметр ярас, — пуҫларӗ вӑл. — Акма сӗлӗпе хутӑш викӑ, сӗлӗпе хутӑш пӑрҫа акмалла пулать. Урӑх вӑрлӑх ҫук.
— Апла, «по машинам»! — тракторӗ патне васкарӗ Володя. Колхозӑн пӗтӗм тракторӗсем уя тухса ларнӑ иккен.
Хир мотор шавӗпе тулса ларчӗ.
Тӑватӑ гусеницӑллӑ трактор хӑй хыҫҫӑн шоссерен те сарлака лаптӑка ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахса шӑвать. Вӗсем Павела самантлӑха ҫерем уҫнӑ малтанхи ҫулсене аса илтерчӗҫ. Ун чухне те ҫапла, пӗтӗм бригадипе, вун тӑватӑ тракторпа тухнӑччӗ. Анчах унти лаптӑкӗ куҫпа виҫеймиех сарӑлса выртатчӗ. Ҫавалкас ҫӗрӗ Казахстан мар, кӗске. Ав, Авӑслӑх тӑвайккинченех Ҫавал ҫыранӗ курӑнать, Карталлӑ уй вӑрманӗ ешерет. Тракторсем кӗр калчи хӗррине ҫитсе ҫаврӑнаҫҫӗ, айлӑм тӑрӑх шӑваҫҫӗ.
Мӗнле аван пӗрле ӗҫлеме!
8
Лена пурнӑҫӗнчи улшӑну ытла та сисӗнкӗсӗр те хӑвӑрт пулса иртрӗ. Комсомол райкомӗн пленумне кайрӗ те, Ҫавалкас фермине ӗне сума та, шкулти ачасем патне те таврӑнаймарӗ. Ӑна комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйларӗҫ. Унӑн ятне харӑсах икӗ-виҫе ҫамрӑк асӑнчӗҫ. Завьялова хирӗҫ вара чылайӑшӗ куренсе калаҫрӗҫ, халӑхпа ӗҫлеме пӗлмест тесех критиклерӗҫ.
Кӑнтӑрла иртсенех, ҫав тери пӑшӑрханса ӳкнӗ Александр Петрович — ӑна сейф уҫҫипе пичет пачӗ.
— Эс ссылкӑра икӗ ҫул еннех пурӑнтӑн, халь мана черет ҫитрӗ, — мӑкӑртатрӗ Завьялов, пӑшӑрханса.
Ленӑн ӑна ятласа тӑкасси килчӗ, колхоза ӗҫлеме хӑй ирӗкӗпе юлнине пӗлтерме шухӑшларӗ, анчах каччӑн ахаль те пӑтранчӑк та пусӑрӑнчӑк кӑмӑлне пӑсас темерӗ.
— Ялта кунтинчен виҫӗ хут лайӑх. Командировкӑсене ҫӳрес ҫук, хӑвна валли вӑхӑт та ҫителӗклӗ, — тавӑрчӗ хӗр.
— Пурӑнсан курӑпӑр, — хуравларӗ Завьялов. Ленӑшӑн ӗлӗкхи пекех канӑҫсӑр кунсем пуҫланчӗҫ…
Малтанласа вӑл гостиницӑра ҫывӑрчӗ, ӗнер кӑна юлташӗсем пӗр-пӗччен карчӑк патне хваттер тупса пачӗҫ.
Хваттер ӑна килӗшрӗ. Ҫавалкасри япаласене кӑна илсе килмелле.
Ҫавалкас тенӗрен… Пӗр эрне пурӑнсах аса килекен пулчӗ. Каҫсерен вӑл тӗп урамра вырнаҫнӑ гостиницӑра ҫывӑрса каяймасӑр тӗрлӗ шухӑшсемпе асапланчӗ. Чӳрече умӗнченех ҫурта кисрентерсе машинӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ, юнашар пӳлӗмре шавла-шавлах картла выляҫҫӗ. Пӗчӗк ҫеҫ пӳлӗм те, больницӑри пек шурӑ ҫи виттипе витнӗ икӗ таянмалли пукан, пӗр пӗчӗк сӗтел, шап-шурӑ сӑрпа сӑрланӑ тумбочкӑ уншӑн ют. Вун икӗ сехетпе ҫывӑрма выртать. Хӑлхара кӗҫ-вӗҫ юрласа лаша шӑваракан Илюш конюхӑн кӗвви илтӗнессӗн туйӑнать. Ҫук юрӑ. Ҫук. Ҫаплипех юнашар пӳлӗмре картла выляҫҫӗ, ҫаплипех кая юлса таврӑнакан машинӑсем чӳрече кантӑкӗсене чӗтрентереҫҫӗ…
Ирхине вӑл райкомолта ӗҫлекенсене пухрӗ, кашни валлиех ӗҫ тупса хӑварчӗ, хӑй, вырсарникунччен тесе, командировкӑна Ҫавалкаса тухса кайрӗ. Райкомра машинӑ та, лӑша та ҫук, ҫавӑнпа тӳрӗрен вӑрман ҫулӗпе ҫуранах утрӗ.
Мирон Ленӑна ҫур ҫулта хӑваласа ҫитрӗ. Палларӗ курӑнать: мотоциклне чарса, сӑпкин брезентне уҫса пачӗ.
— Елена Егоровна, тархасшӑн, ларма ыйтатпӑр, — мотоциклӗ ҫинчен сиксе анчӗ те брезент ҫине ларнӑ тусанне силлерӗ, ларкӑчне шӑлса тата вӗрсе тасатрӗ. — Тархасшӑн, Елена Егоровна. Эсир те Ҫавалкаса пулас, — вӗтеленчӗ вӑл.
— Тавтапуҫ сире, — хуравларӗ хӗр, мотоцикл сӑпки ҫине меллӗн вырнаҫса ларса.
— Каҫарӑр, сире суйланӑ ятпа саламлама мансах кайнӑ. Кая юлса та пулин, пӗтӗм чӗререн ӗҫре телей сунатӑп, — аллине тӑсрӗ каччӑ. — Инспекципе комсомол хушшинче тачӑ ҫыхӑну пуласса шанатӑп. Райкомола кӗрсе калаҫмалли ыйтусем пур-ха. Мӗнле калас, аванах та мар, личнӑй ыйту пур. Паллах, халӗ каламастӑп, унашкаллине уй варринче калаҫмаҫҫӗ. Ерҫсессӗн, кӗретӗп ак. Атту Завьялов, трагикпа пӗрех вӑл, унпа чӗререн калаҫма ҫук.
Ҫул ҫинче сӑмах ӑнмарӗ, Салука тӳпинче ҫеҫ хӗр чарӑнса тӑма ыйтрӗ.
Лена куҫӗ умне Ӑвӑслӑх айлӑмӗ тухрӗ. Катаран шӑрпӑк коробки пек кӑна курӑнакан тракторсем шӑваҫҫӗ. Карталлӑ уй вӑрманӗ патӗнчи хир сип-симӗс калчапа витӗннӗ.
Лена самантлӑха куҫне хупрӗ те ҫавӑнти пӗр трактор ҫинче ларса пыракан Павела ас илме тӑрӑшрӗ. Анчах вӑл мӗнле ӗҫленине, мӗн тунине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ. Самантлӑха каччӑн хура та пысӑк куҫӗ кӑна ун ҫине ҫунтарса ярасла пӑхнӑн туйӑнчӗҫ.
— Мана эсир ҫав тракторсем патне леҫеймӗр-ши? Комсомол организаци секретарӗ Баранов ҫавӑнта пулма кирлӗ, — хӗрелсе кайрӗ хӗр.
— Хаваспах, — хуравларӗ Мирон. — Тен, унта кӑштах бензин та тупма пулӗ…
…Павел, карттӑ кӑларса, ҫӗрсе кайнӑ клеверӗн лаптӑкне виҫме пикенчӗ. Чарусӑр ҫил ӗҫлеме чӑрмантарасшӑн пулнӑ пекех сумкинчен кӑларакан хутсене тӑрмаларӗ. Виҫсе пӗтерме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ют мотор сассипе пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫинеллех чылай пысӑк хӑвӑртлӑхпа мотоциклет килет, рулӗ умӗнче лараканни ҫилпе тусанран сыхланмалли куҫлӑх тӑхӑннӑ пулин те, Павел ӑна тӳрех палласа илчӗ: Мирон.
Мотоцикл чарӑнчӗ, сапка ҫинче курпунланса тӑракан брезент ваштах уҫӑлчӗ. Унтан самантранах яштак пӳллӗ хӗр сиксе тухрӗ, ҫӗре аннӑ-анманах янӑравлӑ кулли шӑнкрав пек янӑрарӗ.
— Шофер та вара! Тусантан тармалӑх хӑвалаймасть, — кӑвак кофтине хывса, ларнӑ тусана силлерӗ хӗр. Ҫав вӑхӑтра майне чӗркенӗ шап-шурӑ кашнене ҫил ҫулса тытрӗ, сисеймерӗ те, вӗҫтерсе ячӗ. Вӑл лӗпӗш пек вӗлтӗртеткелесе илсе, ҫӗре ҫапӑнчӗ, унтан каллех, сывлӑш хумӗпе ҫӳлелле ҫӗкленсе, Павел ури ҫывӑхӗнчи кӑвак эрӗм утинчен пырса ҫакланчӗ. Каччӑ кашнене васкамасӑр, хуратасран хӑраса, икӗ пурнипе тытрӗ. Хӗр, сиссе илсенех, кашне хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Павел умне чупса ҫитрӗ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне пӑхса кулса ячӗҫ, иккӗшӗ те сывлӑх сунма манса кайсах пӗр-пӗрне тинкерчӗҫ.
— Каҫарӑр, хуратрӑм пулас, — вӑтаннӑ пекрех персе ячӗ каччӑ.
— Темех мар, — тавӑрчӗ хӗр кашнене илсе.
Павел кашне ҫинче хӑйӗн пӳрнин йӗрӗсене асӑрхарӗ, питех те пысӑк айӑпа кӗнӗн аван марланса кайрӗ. Темӗнле таса та ҫутӑ япалана ытла та сарӑмсӑр хуратса тӑкнӑн туйӑнчӗ ӑна.
— Кӑна сире эп хам ҫуса парӑп, — нимӗн шӳтлемесӗр сӑмах хушрӗ Павел.
— Халь Ҫавал тӑрӑлнӑ, кашне мар, тем те ҫумалла, — тавӑрчӗ хӗр.
— Здрасте — сасартӑк вӗсем патне пырса тӑчӗ Мирон, анчах алӑ памарӗ. Темӗнле хаклӑ япалана алран туртса илнӗнех туйӑнчӗ Павела. Вӑл Мирон пурри ҫинчен те манса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак айлӑм тӳпемӗнче вӗсем Ленӑпа иккӗшӗ кӑна хире-хирӗҫ пӑхса тӑнӑн туйӑнатчӗ.
— Ну, здравствуйте, — тавӑрчӗ Павел, хӑйне чӑрмантарнине пытарма тӑрӑшса.
— Эсир ҫаплах акса пӗтереймен-ҫке. Района сводкӑ панӑ. Эпир — республикӑна. Ку мӗн? Очковтирательствӑ-и? — пачах кулмасӑр ыйтрӗ вӑл. — Халь акма та кая юлнӑ.
— Мӗнле очковтирательствӑ? Курмастӑн-им, уҫман ҫереме уҫатпӑр. Планран ирттерсе акнишӗн кам ятлать. Акма та кая юлман. Ваттисем Микулнӑ, ҫитиччен акма юрать, теҫҫӗ. Вӑл вырсарникун пулать. Тата виҫӗ кун-ха.
— Эс карчӑксен сӑмахӗ тӑрӑх ан анраш. Илтетӗр-и, Елена Егоровна, вӑл тӗн уявӗсене те пӗлет. Тахҫанах ӑна комсомол пухӑвӗнче сӳтсе явмалла, — кӑмӑлсӑрланчӗ агроном.
Павел ун ҫине куларах пӑхрӗ. Лена ӑна пӗрремӗш хут курать пулас, ҫавӑнпа вӑл Мирон калаҫнине тӗлӗнсе итлерӗ, хӑйне мӗнле тыткаламалли пирки шухӑшларӗ.
Мирон никам та чӗнменнине кура ун-кун пӑхкаларӗ, вара пуҫне ҫӗре чикрӗ. «Пысӑк шухӑшсем ӑнсӑртран килеҫҫӗ», тенешкел, вӑл та тупсӑмне ҫаклатрӗ.
— Тӑхта, тӑхта. Ак ку вӗт клевер, — ҫӗре пӗшкӗнчӗ Мирон.
Шуранкӑрах ҫаврака пичӗ хӗрелсе кайрӗ, пиншакӗ айӗнчен тухса кайнӑ вӑрӑм галстукӗ ҫӗрелле ӗне хӳри пек тӑсӑлса анчӗ.
— Ӑнлантӑм, — тӳрленсе тӑчӗ вӑл. — Вильямс системине критиклекенсем хыҫҫӑн кайнӑ. Пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑсма кам ирӗк панӑ сире? Райком-и, инспекци-и? Прыгунов ӑҫта? Да, эп ӑна паянах райком бюровне чӗнтеретӗп. Унта часах юсаса яраҫҫӗ, — хӗремесленчӗ Мирон.
— Трофим Матвеевичӑй кунта айӑп ҫук. Эп хушрӑм пӑсма, — тавӑрчӗ Павел.
— Кам эс? Эс кам?
— Ыйтмасӑрах пӗлме кирлӗ. Колхозник эп. Ҫӗр хуҫи. Эс ху кам? — лӑпкӑн хуравларӗ Павел. — Мана эс ан кашкӑр: эп сан ачу мар.
Лена кулса ячӗ. Анчах Мирон комсомол райкомӗн секретарӗ умӗнче хӑйӗн ятне яма шутламарӗ. Павел унран хӑрамасӑрах ответлени ӑна ҫиллентерсе ячӗ.
— Эс бригадир. Чар сухалама! Пӗл эс хӑв кама пӑхӑннине! Эс ман подчиненинче, — сурчӑкне сирпӗтсех хирӗлме пикенчӗ Мирон.
— Ятлаҫиччен эс аяларах анса пӑх. Унта клевер йӑлтах ҫӗрсе кайнӑ. Уру айӗнчине ан пӑх эс, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Павел.
Тракторсем ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Мала ӳкнӗ Элекҫи каллех анаталла кайма хатӗрленчӗ. Тӑпах тӑракан Мирон сасартӑк трактор патнелле ыткӑнчӗ, машинӑпа юнашар утса мотора чарма хушрӗ. Тракторист ӑна те асӑрхамасӑр, те юри ӑсӑрхасах тӑратасшӑн пулмарӗ. Вара хӑна трактор умне чупса кайса тӑчӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана чарӑнма хушрӗ.
— Каҫарӑр, Лена, — терӗ Павел, хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса. — Кунта вӗреннӗ ҫынсен дуэлӗ пырать. Сире эп кӑштах пӑрахса хӑварам.
Павел та васкасах тӳпемрен айлӑмалла анчӗ.
— Сухалама пӑрах! Юрамасть! Инспекци ячӗпе калатӑп! — янрарӗ Мирон.
Павел тракториста ал сулса малалла кайма хушрӗ.
Элекҫи вӑл кӑшкӑрнине лӑпкӑн итлесе каллех кабинӑна кӗрсе ларчӗ. Мирон мотора чарасса, Павел — тапратасса кӗтрӗҫ.
Тракторист агронома «сыв пул» тенӗн пӗчӗк ача евӗрлех темиҫе хутчен аллипе сулчӗ, унтан трактора вырӑнтан хускатрӗ. Мирон хӑйне итлеменнине туйса илчӗ. Ҫук, парӑнма шутламарӗ вӑл, каллех трактор умне чупса кайса тӑчӗ. Элекҫи татах кула-кула малалла кайрӗ. Агрономӑн чунӗ шикленчӗ пулас, пӑрӑнчӗ, маларах чупса кайса тӑсӑлса выртрӗ.
Мотор чарӑнчӗ. Гусеницӑ ҫине кабинӑран Элекҫи тухса тӑчӗ.
— Эй, ыр ҫын! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Тӑр! Атту гусеницӑна лапчӑтатӑн. Тӑр, ан ухмахланса вырт.
Мирон сиксе тӑчӗ, Элекҫи патне чупса пырса тӑвӑлса ҫитнӗ сассипе хӑйӑлтатрӗ:
— Эс, айван, эп каланине те итлеместӗн-и? Мӗншӗн лайӑх клеверах пӑсан? Чарӑн, тетӗп сана, эс малалла каян!
— Клеверӗ ӑҫта? — сиксе анса хулӗнчен ҫулса илчӗ ӑна тракторист. — Ну, ӑҫта? Парам эп сана айван! — аллине ҫӗкленҫи пулчӗ тракторист.
Мирон карт! туртӑнса вӗҫерӗнчӗ те ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, куҫлӑхне кӑларса тӑхӑнчӗ, темӗн шырама тытӑнчӗ.
Ытти тракторсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ, трактористсем сике-сике анчӗҫ. Халь Павел та вӗсем патне ҫывхарчӗ. Пурте Мирон ҫине кӑсӑкланса та кулса пӑхаҫҫӗ. Тӑрса юлнӑ Лена та ҫитрӗ.
— Мирон Семенович! Эс чӗкеҫ курӑкне клевертан уйӑрса илейми пулнӑ-мӗн, — йӗкӗлтерӗ ӑна Гришка.
— Клеверне шырама микроскоп илсе кил, — ахӑлтатрӗ Якур Типушкин.
Лешӗ шарламасть. Туять вӑл хӑй ырӑ мар хӑтланнине, анчах пурин куҫӗ умӗнчех йӑнашне юсас килмест. Хӑй йӑлтах хӗремесленсе кайнӑ, куҫлӑхне пӗр хывать, пӗр тӑхӑнать. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермелле, ҫавӑнпа кӗпӗрленсе пынӑ трактористсем патне пычӗ.
— Кунта ҫуккӑ тейӗпӗр, вӑн, лери ҫӗрмен, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл.
— Мирон Семенович, — пуҫларӗ Павел. — Нивушлӗ эс колхозра ухмӑхсем ӗҫлеҫҫӗ тетен? Эпир пӗрре касиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхнӑ. Ху пысак пуҫлӑх пулнине кӑтартас тетӗн пулсан, эс ӑслӑ шухӑш сӗнетӗн пулсан, сана эпир кӑшкӑрмасӑр та итлетпӗр. Ма халь ӗҫе тулӑксӑр чарса тӑратрӑн?
— Кадышев, эс айӑплӑ. Малтан мана тӗрӗс информировать тумарӑн, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл, куҫлӑхне тӑхӑнса. — Ӗлӗкхинех манаймастӑн, тавӑратӑн халь.
— Эх, анкӑ-минкӗ иккен эс, Мирон, — хаш сывласа ячӗ Павел. — По машинам! Ҫитет ӗҫсӗр тӑрса! — шӳтлерех кӑшкӑрчӗ те вӑл трактористсене, Лена еннелле ҫаврӑнчӗ. — Комеди пӗтрӗ, эсир хирӗҫ мар пулсан, яла ҫуран каяр мар-и?
— Мотоцикл урӑх тупӑнас ҫук ӗнтӗ, — куларах хуравларӗ Лена.
Мирон сӑмах чӗнмесӗрех тӑрса юлчӗ, хутлатмалли метр кӑларса, сухалакан ҫӗре виҫсе пӑхрӗ, мотоциклӗ ҫине ларса айлӑмалла анса кайрӗ. Вӑл лайӑх клевера пӑсаҫҫӗ тесе шутларӗ пулас.
Павелпа Лена пӗр хушӑ сӑмах хушмасӑр утрӗҫ.
— Ҫитес шӑматкун комсомол туйӗ тӑватпӑр, — терӗ хӗр, шурӑ кашнине юсаса.
— Мӗнле туй тата? Кам авланать? — пӗлмене печӗ Павел.
— Парторг пӗлмесен намӑс. Санька Аннана илет.
— Савни савнине илет те, савманнине кам пырать, — шӳтлесе юрласа ячӗ Павел. — Алли ҫӑмӑл пултӑр. Пирӗн хусахсен союзӗ арканать. Ваттисенчен ялта эп те, Володьӑпа Петӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.
— Сире те авлантаратпӑр, — кулчӗ хӗр. — Володьӑпа Петӗрӗнне комсомолла туй, сирӗнне коммунистла туй тӑватпӑр.
— Мӗнлескер вӑл коммунистла туй? — кӑсӑкланчӗ Павел.
— Ӑна вара хам та пӗлместӗп.
— Пӗлмесӗрех каламӑр. Халь темӗнле ҫӗнӗ йӑла та йӗркене кӗрет. Хам авланас пулсан, туй туса авланас ҫук. Мӗншӗн телейпе ҫын умӗнче мухтанас? Каламалла тӳрех: савнӑ тусӑм, эс манӑн мӑшӑр пулма хирӗҫ мар-тӑк, ҫав самантран манран ан уйрӑл. Эп ӑҫта каятӑп, эс те ҫавӑнта пыр. Эп ЗАГС та йӗркешӗн тунӑ учреждени ҫеҫ тетӗп. Тырри пулсан, виҫи нумай, теҫҫӗ. Юрату пулсан, пурте пур, пулмасан законпа та тытса тӑраймастан. Коммунистлӑ туй тенӗрен, Коммунизм вӑхӑтӗнче ЗАГС пулмасть, анчах мӑшӑрсем паспорт ҫине штамп лартмасӑрах обществӑ умӗнче вунӑ хут ответлӑрах пулӗҫ. Эпир халь тепре чухне ятлаҫса-хирӗҫсе пурӑнакан мӑшӑрсене сӑмах чӗнейместпӗр. Икӗ аякки-тӑвайкки. Ун чухне кашни ҫын шӑпи сана хумхантарӗ, — вӗҫлерӗ Павел.
— Эс коммунизм теоретикӗ иккен, — кулса ячӗ хӗр. — Анчах йӑнӑш ҫулпа ан кай. Мӑшӑрланнӑ ҫынна паракан свидетельствӑ ун чухне те пулӗ. Ман шутпа, уйрӑласси ҫинчен хаҫатсене ҫапакан пӗлтерӳсене пӗтермелле. Ҫын мӑшӑрланни ҫинчен нимӗнле хаҫат та шарламасть, уйрӑласси ҫинчен райхаҫатран пуҫласа республикӑ хаҫачӗсем таранах пичетлеҫҫӗ. Вуласан хӑраса каятӑн: эй, ҫынсем, ҫав териех ҫураҫаймастӑр-ши эсир? Халь мӑшӑрланнинчен ытларах уйрӑлни курӑнать. Эпир комсомолла туй туса, паянхи ҫамрӑк пӗрлешнине кӑтартасшӑн. Райхаҫатран корреспондент килет. Анчах, эс каланӑ пек, телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — хирӗҫлерӗ Лена, «эс» ҫине куҫса.
Калаҫни ун вырӑнлӑ, хусканӑвӗсем чипер йӑрӑ та кӑвак куҫӗсем паян шухӑшлӑрах, куҫ шӑрҫинчи кантӑр вӑрринчен пӗчӗк пӗрчӗсем кӑна темӗнле ҫут ахах кӗртсе хунӑ пек ялтӑртатаҫҫӗ. Унпа калаҫнӑҫем, унпа паллашнӑҫем ҫав куҫсенчи ҫутӑ вӗресе тӑракан яшлӑх хӑвачӗ ҫынна ыр сунакан кӑмӑлран килнине ӑнланатӑн.
— Санькӑна халь комсомолла туй туса парасшӑн. Ху ӑна пула Ҫавалкасра ӗҫлерӗн, — терӗ Павел.
— Вӑл килме пулӑшрӗ. Эп ӑна тав тӑватӑп кӑна. Мана вӑл пурнӑҫа пӗлме вӗрентрӗ. Ялта ӗҫлени халь комсомол ӗҫӗнче пулӑшать.
Мирон вӗсене мотоциклпа хӳса ҫитсе иртсе кайрӗ. Урапа айӗнчен ҫӗкленекен тусан Павелпа Ленӑна пӗр хушӑ хупласа илчӗ.
— Хӑй те тусанпа пӗрех. Пӗрре килсе хуратса хӑварать те ҫухалать. Шӑрши те юлмасть, — терӗ Павел.
Лена кам ҫинчен калаҫу пынине ӑнланчӗ, вӑл та ҫапла хушса хучӗ:
— Кулӑшла этем. Тем ҫитмест унӑн хӑтланӑвӗнче.
— Ӑс-тӑн, — тавӑрчӗ Павел.
Хӗре ӑсатасси пулмарӗ. Пӗр тракторӗ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Павела кӑшкӑрса илсех чарчӗҫ. Шӑпланчӗ тавра. Каччӑпа хӗр каҫхине клубра тӗл пулма килӗшсе уйрӑлӗҫ. Павел трактор патне кайрӗ.
Таврӑнасса вӑл хӗвел анас чухне тин таврӑнчӗ.
Чӳречесем умӗнчи пахчасене лартнӑ сиреньсенчен, шап-шурӑ ҫӗмӗртсенчен таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ. Ӑна ялта ҫеҫ мар, униче патне ҫитнӗ чухнех туятӑн. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн чи капӑр илемне пытармасӑр, ҫынсем пӗлмелле, ҫынсем курмалла, ӑнланмалла уҫса панӑн туйӑнать.
— Телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — Лена сӑмахӗсене аса илчӗ Павел.
Халь ҫеҫ йӳҫсе ҫитнӗ, хӑмлине сӗрме вӑхӑт ҫывхаракан сӑра пек уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлать Павел. Чӑнах та сӑра евӗрлех-мӗн: юна хускатать, тӑна ҫивӗчлетет, шухӑша улӑштарать.
Ҫуркунне малтанах ӑшшипе савӑнтармарӗ. Халь ӗнтӗ ҫуллахи евӗрлех шӑрӑх. Чечекӗсене ҫурса яраймасӑр тунсӑхланӑ йывӑҫсем туй тӑваҫҫӗ: кашни ҫеҫке, кашни ҫулҫӑ савӑннӑн туйӑнать. Ҫӗр сӗткенне пухса ҫамрӑкланнӑ ҫӗмӗртсемпе чиесем, улмуҫҫипе сиреньсем ачипе юнашар выртса ҫывӑрнӑ телейлӗ амӑшне аса илтереҫҫӗ.
Пӳрте кӗнӗ Павел хӑй чӗринче сасартӑк тунсӑх капланнине туйрӗ. Мӗнтен ҫуралчӗ вӑл? Хӑлхара мотор шавӗ янрама пӑрахнӑран-и? Этем умӗнче тӗллев пулсан, ӑна пурнӑҫлассишӗн ҫуннӑ чух вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чӗре тунсӑх мӗнне пӗлмест. Кӑшт кӑна канӑҫ ҫеҫ пултӑр, ирӗклӗ пушӑ вӑхӑт ҫеҫ тупӑнтӑр, шухӑш, тунсӑх сырса илет. Чӑнах та, телей тени, чи пысӑк телей ӗҫре кӑна. Павела паян ӗҫлеттерме пӑрӑхсан, вӑл хӑйне обществӑран уйӑрнӑ пекех туймалла. Тен, уявлӑха хӑнӑхман чӗре ҫеҫ ҫавнашкал канӑҫсӑр?
Ыран Авӑслӑх уйӗнче ака-суха пӗтет. Вӑрман пунктӗнчен ҫуртсем куҫармалла, витесем, мастерской тумалла, электричествӑ кӗртме юпасем касса тутармаллӑ, фермӑри ӗҫсене механизацилеме тытӑнмалла. Пӗрлешӳллӗ пуху пулманни икӗ уйӑх. Шарламасть ун пирки Прыгунов. Ӑна аса илтермелле. Халӑха ӑнлӑнтармасӑр мӗн тӑвӑн?
Агитаторсен отчечӗсем тӑрӑх, кӑҫал халӑх нихӑҫанхинчен те лайӑх, нихӑҫанхинчен те хастартарах ӗҫлет иккен. Ҫынсем вӑрманпромхозран колхоза таврӑнчӗҫ, пӑчкӑ вырӑнне пуртӑ е сенӗк тытрӗҫ. Ҫав халӑх ҫӗкленӗвне халь пӗр самант та чакармалла мар…
Павел васкасах ҫӑвӑнчӗ, сухалне хырса, питне хӗп-хӗрлӗ пуличчен одеколонпа сӑтӑрчӗ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑнса ҫухине пиншак ҫухави ҫинчен кӑларса ячӗ.
Пӗлет вӑл: ӑна Марье кӗтет. Самантлӑха Павел унӑн илӗртӳллӗ куҫӗсене курать, шап-шурӑ та тикӗс шӑлӗсем йӑлтӑртатса кулаҫҫӗ. Ҫухалать Марье куҫран. Вӑл Ленӑпа улшӑнать.
Павел килӗнчен тухса клубалла утать.
11. Телейлӗ чӗре тунсӑха йышӑнмасть
1
Кадышев правленирен тухса хире кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, ӑна телефон патне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл трубкӑна пырса тытрӗ. Райком секретарӗн сассине тӳрех палласа илчӗ.
— Кахал йытта вил мулкач, теҫҫӗ. Телее пула, тӳрех сире тупрӑм, — янрарӗ хӑлхара Василий Иванович сасси ҫывӑхра калаҫнӑ пекех. — Мӗн эсир унта тӳрем ҫӗрех кӗпер хыватӑр?
— Мӗнле кӗпер? — ӑнланмарӗ Павел.
— Лайӑх клевер уйнех пӑсатӑр, теҫҫӗ. Мирон Семенович паян ятарласах килсе пӗлтерчӗ. Ҫапла хаҫатсем ҫыраҫҫӗ. Анчах эпир выльӑх-чӗрлӗх валли утӑсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр. Васкама кирлӗ мар. Пирӗн улӑх-ҫарансем сахал, ҫавӑнпа клеверпа люцернӑнах пуҫ ҫапма тивет. «Сельская жизнь» Мускав облаҫне критиклет, пире мар.
Павел райком секретарьне йӗркипех хӑй шухӑшӗсене каласа пачӗ.
— Курӑкӗ пӗтнӗ пулсан, тӗрӗс тунӑ. Атту пирӗн хӑшӗ-пӗрисем лайӑх курӑксенех аркатма тытӑнчӗҫ. Паян ятарласа бюро пухрӑмӑр, ыран е виҫмине решени ярса паратпӑр. Тӗплӗн паллашӑр. Да, сирӗн плуг мӗн пачӗ унта? Эп сирӗн ҫинчен обком секретарьне каласа патӑм, ҫав тери интересленчӗ. Вырсарникун ятарласах килме пулчӗ.
— Канмалли кун-и? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Унӑн вӑхӑт ҫукрах. Районта ытларах пуласшӑн. Павел Василий Ивановича малтан сухаласа акнӑ ҫирӗм гектар ҫинчи тулӑ питех те паха шӑтни, каярах юлса сухаланӑ вӑтӑр гектарӗ те шанӑҫ пани ҫинчен пӗлтерчӗ, хӑй хумханнине пытараймасӑр, васкаса, сӑмахсене пӑт-пат перкелесе калаҫрӗ.
— Парти ӗҫне те аван тытӑнтӑр. Анчах Ҫавалкасра пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: пирӗн йыш ӳсмест. Виссарион Маркович икӗ ҫул хушшинче пӗр ҫынна та илеймерӗ.
— Ҫыннисем пур, Василий Иванович. Икӗ колхозник заявлени пачӗ, Баранова хатӗрлетӗп, анчах выговор пирки тытӑнса тӑрать.
— Выговорӗ вӑл тарама-ха. Баранов партире пулма тивӗҫ каччӑ…
Райком секретарӗ шухӑшне пӗтереймерӗ, ӑна Шупашкар линийӗ чӗнсе илчӗ.
Павел, телефон трубкине хурса, урама тухрӗ. Марье ӑна кӑнтӑрла иртсен хирте тупрӗ. Улшӑннӑ вӑл пӗр талӑкра, нумай улшӑннӑ. Пит ҫӑмартисем туртӑннӑ, куҫӗ айӗнче ҫӗнӗ йӗр ҫуралнӑ, пӗтӗм куҫ таврашне кӑшт палӑракан кӑвак ункӑ сырса илнӗ. Пӗчӗк те кӑвак тути ҫилпе тата хӗвелпе кушӑрканӑ.
— Акӑ эпир ют та, — терӗ вӑл машинӑ ҫинчен аннӑ-анманах. — Сана паян ҫывӑрмасӑрах кӗтрӗм, — хаш сывларӗ вӑл. — Эп пачах та йӑнӑшман: сивлек те чунсӑр этем эс.
— Эп хам кӑмӑла ҫӗнтеретӗп, — тавӑрчӗ Павел. Ҫук, апла каласшӑн марччӗ вӑл урӑхларах каласшӑнччӗ. Ленӑпа паллашнине те пӗлтересшӗнччӗ.
— Кур-ха, тупӑннӑ пӑхаттир: кӑмӑлне ҫӗнтересшӗн, — кулнӑ пек турӗ Марье. Унтан тутине ҫырта-ҫырта пӗр хушӑ шӑпӑртах тӑчӗ.
— Чунсӑр эс, ҫапах манаймӑстӑп. Ав, куратан-и, Ҫавал леш енче ҫӗмӗртлӗх шап-шурӑ. Миҫе каҫ ҫывӑрса каяймасӑр ӗмӗтленнӗ эп ҫавӑнта санпа ларма. Тӑсӑлса выртӑттӑм та йывӑҫ айне, пуҫӑма сан чӗрҫӳ, ҫине хӳрса ҫур сехет сӑмах хушмасӑр сана куҫран пӑхнӑ пулӑттӑм.
Марье пӗр хушӑ шӑпланчӗ, унтан каллех шухӑшне малалла тӑсрӗ:
— Пӗлмен эп юрату мӗнне. Курман. Телей те, курман сансӑр пуҫне, юрату та… — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
Марье сӑмахӗсем Павела вӗрилентерсе пӑрахрӗҫ, унӑн ӑна ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем калас килчӗ, анчах ҫемҫелӗхӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулчӗ, вӑл йӑлтах урӑхла хуравларӗ:
— Иксӗмӗр хушӑра чӗре мар, ӑс-тӑн пулмалла.
— Кивӗ юрӑ, — тӳрех татса хучӗ Марье. — Лар, халь те пулин ҫӗмӗртлӗхе ҫитсе курар. Темиҫе минутлӑха кӑна.
Павел пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, унӑн каясси те килчӗ, анчах хӑйне вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ятларӗ, куҫне тартса ҫапла хуравларӗ:
— Вӑхӑт ҫук, Марье. Трактористсене ӗҫ кунӗ ҫырса памалла, килте те ӗҫсем мӑй таранах. Ҫынсем ҫӗр улма лартса пӗтерчӗҫ, манӑн вӑрлӑхӗ те ҫук. Ҫынсем ҫӗре хуратрӗҫ, манӑн та хуратмалла пуль.
— Хӑть кӗҫӗр юлашки хут пыр. Ыран-виҫминех Трофим таврӑнать. Эх, Павел, — ҫывхарчӗ вӑл каччӑ патнех, тунсӑхлӑ куҫӗсем ӗлӗкхиллех илӗртсе пӑхрӗҫ. — Эп сана ҫакӑнтах чуп тума хатӗр.
— Тупрӑн вырӑн. Кунта уй та курать, вӑрман та илтет.
— Маншӑн пур пӗрех, — темӗнле ютшӑннӑрах сасӑпа кулса ячӗ Марье. — Эс манашкал тунсӑхласа пӑх, вара пасарта чуп тума та хатӗр пулӑттӑн. Апла кӗҫӗр пыратӑн…
— Шантармастӑп, Марье.
Хӗрарӑм чӗнмерӗ. Ваштах ҫаврӑнса мотоциклӗ патне пычӗ. Мотор кӗрлесе кайрӗ. Марье каллех анса Павел патне пычӗ.
— Лар, ерҫӳсӗрскер. Килне илсе ҫитерӗп. Маншӑн сана курни те ҫителӗклӗ.
— Илсе каякан пур чухне мӗншӗн кутӑнлашас? — килешрӗ Павел.
— Пилӗкрен тыт, ӳксе юлӑн, — типпӗн кулса илчӗ Мӑрье.
Каччӑ самантлӑха унӑн куҫне асӑрхарӗ. Темӗнле ӑссӑрлӑхпа чунсӑрлӑх вучӗ ялкӑшнӑн туйӑнчӗ унта ӑна.
Клевер пуссинчен тухакан сукмак Ҫавалкас уничи патне анакан ҫулпа пӗрлешрӗ. Вырӑнӗ кунта айлӑмалла, тикӗс, ҫӗрӗ хытнӑ, ҫавӑнпа ҫул асфальтланӑ пекех.
Марье мотоциклне Май килне таран хытӑ хаваларӗ. Павел унӑн хул пуҫҫийӗ урлӑ спидометр стрелки ҫине пӑхса пычӗ: аллӑ, ҫитмӗл, тахӑр вуннӑ, ҫӗр… Сехетре ҫӗр ҫухрӑм каякан хӑвӑртлӑх. Мотоцикл мар, вӗсене хирӗҫ ҫӗр ҫиҫӗмле хавӑртлӑхпа шӑвать тейӗн, Ҫавалкас пӳрчӗсем вӗсенӗ хирӗҫ вӗҫеҫҫӗ. Хӑлхара ҫил шӑхӑрать. Какӑр умӗнче вӗлкӗшсе пыракан Марье тутӑр вӗҫӗ качча мӑйӗ ҫӳмне ҫыпаҫса тӑпланчӗ. Ҫиветрен тухсӑ кайнӑ темиҫе ҫӳҫ пӗрчи кӑна хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр е Павел мӑйне, е янахне кӑтӑклаҫҫӗ. Ҫав ҫӳҫсенчен халь ҫеҫ сунӑ сӗт шӑршипе хутӑш ҫӗмӗрт чечекӗсен шӑрши кӗнӗн туйӑнчӗ йӗкӗте.
Униче патне ҫитесси те инҫе мар, анчах Марье хӑвӑртлӑха татах ӳстерет. Темӗнле сисӗм ҫуралчӗ пуҫра. Каччӑ хӗрарӑма пилӗкрен ыталаса хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, сылтӑм урипе тормоз рычагне шыраса тупрӗ. Тормоз чӗриклетрӗ, кайри урапа хытӑ тытса лартнипе машинӑ унталла-кунталла сулӑнса тӳрленчӗ. Марье те сисеймесӗрех газ ручкинчен алне вӗҫертрӗ пулас! Машинӑн малти урапи униче хапхине пырса тӗкӗнчӗ. Ҫаклатнӑ кантра татӑлнипе хапха уҫӑлса каясшӑн икӗ-виҫӗ хут сиксе илчӗ.
Каччӑ ҫӗре сиксе анчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫласа курнӑ пек тинкерсе пӑхрӗҫ.
Марьен пичӗ шурса кайнӑ, ҫил каснипе-ши е чӑнласах куҫҫулӗ шӑпӑртатать, Тутине хӑй ҫиллессӗн ҫыртса лартнӑ.
— Телейлӗ эс, — терӗ вӑл хуллен кӑна. — Каҫар усал шухӑшшӑн.
— Ох, Марье, — тӗлӗнчӗ каччӑ. — Эс вӑйлӑ та, вӑйсӑр та.
— Уҫ! Мӗн курман пек пӑхса тӑратӑн! — тавӑрчӗ вӑл хирӗҫ.
Павел хапхана уҫрӗ. Каллех мотор кӗрлесе кайрӗ.
«Вӑт характер, — шухӑшларӗ каччӑ. — Нивушлӗ ҫав териех вӑйлӑ юрату? Вӗлерме, паллах, вӗлерейместчӗ ӗнтӗ, сиксе юлнӑ пулӑттӑм, анчах хӑй пӗтетчӗ. Ытла та ӑссӑрскер. Тен, эп ӑна ахалех кӳрентертӗм?»
Пӑтранчӑк кӑмӑлпа кӗчӗ Павел килне.
2
— Тӳрӗ калакан тӑванне юрайман, тайма пуҫа хӗҫ витмен, — тетчӗ пирӗн атте. Манӑн тӳрех каламалла пулать, унсӑрӑн чӑтма ҫук, — пӑхса ҫаврӑнчӗ Трофим Матвеевич ларӑва пухӑннисем ҫине.
Хӑй вӑл сӗтел умӗнче тӑрать, урине яланхи пек пукан урлашки ҫине пуснӑ. Шалта ларакан куҫӗсенче тарӑху палӑрать, пӳрнисем ӗҫке ернӗ ҫынӑнни пек сиксе чӗтреҫҫӗ. Вӑл вӗсене пытарма тӑрӑшать. Чышкине чӑмӑрта-чӑмӑрта сӗтел хӗррине пусать.
Тӑрӑхла сӗтел тавра Хапӑс Петӗрӗ, Санька, тимӗрҫӗ Петӗр, Федор Васильевич тата ытти правлени членӗсем параҫҫӗ. Кладовщик карттусне сӗтел ҫине хывса хунӑ. Тураман сайра ҫӳҫе сапаланса куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ. Вӑл, сӗтел умнех пӗкӗрӗлсе ларнӑскер, ҫамка айӗн Трофим Матвеевича хуҫа ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса парасса кӗтекен йытӑ пек сӑнать. Унпа юнашарах тимӗрҫӗ Петӗр. Унӑн кӑмрӑк пек хура куҫӗсенче шухӑшлӑх, иккеленӳ. Вӑл час-часах сӗтел пуҫӗнче ларакан Павел ҫине пӑха-пӑха илет, ӑна чӗререн хӗрхеннӗн туйӑнать.
Санька вырӑн тупаймасть. Тепӗр сехетрен туй пуҫланмалла, клуба халӑх пухӑннӑ, ял Совет председателӗпе секретарь хӑпарнӑ, Анна та кӗҫех ҫитмелле. Вӑл хумханать: аллинчи хут татӑкне пӗрре сӗтел ҫине хурать, тепре каялла илет. Юлашкинчен ӑна аллипе чӑмӑртаса йӑвалать.
— Эс ман распоряжение мӗн тӑван, — Хапӑс Петӗрӗ ун аллинчен лӳчӗркенӗ хута илет.
Володя кая юлса тата шавлӑн такампа калаҫса пырса кӗчӗ. Пурне те илтӗнмелле хыттӑн сывлӑх сунчӗ.
— Мансӑрах лару пуҫлама сире кам ирӗк панӑ? — янратрӗ вӑл. Пукан илсе, чӳрече умне кайса ларчӗ. Колхоз председательне курсанах ӑнланчӗ: шӳт вырӑнсӑр, ларӑва ахаль пухман.
Колхоз председателӗ пӑснӑ клевер уйне кайса курнӑ, тенине илтрӗ Павел, Иккен, ӑна хӑй ирӗкӗпе страхланӑ пулнӑ, анчах Кадышев госстрах инспекторне чӗнсе илмен, ҫавӑнпа халь колхоз страховой укҫи аллӑ пинех илеймест.
Вӑл-ку йӗркене Павел чӑнласах пӗлмен, анчах халь кая юлнӑ-ши вара, ӗненмӗҫ-ши халь илсе килсе кӑтартсан та.
— Ҫинҫе ҫипренех ҫӑмха пулать. Хулленех ҫӗклетпӗр колхоза. Колхоз аталанӑвӗ кам мӗнле тӑрӑшнинчен килет. Акӑ эпӗ икӗ эрнере колхоза ҫӗр аллӑ пин услам туса патӑм. Ытти председательсем хӗҫ тимер шыраҫҫӗ, районти пуҫлӑхсене тархаслаҫҫӗ. Эп унсӑрах тупатӑп. Тепӗр эрнерен тӑватӑ контейнер хӗҫ тимӗр персе ҫитет. Эп пӗччен, ӑнланатӑр-и, пӗччен! — кӑшкӑрса ячӗ Трофим Матвеевич. — Сӗр те ҫывӑрмастӑп, кӗмен тӑкӑрлӑк хӑвармастӑп. Ӑна эсир пурте аван пӗлетӗр. Теприсем вара? Усӑ параҫҫӗ тетӗр-и? Сӑтӑр тӑваҫҫӗ. Ан тив, тӳре калакан никама та ан юратӑр. Ҫапах эп паян тӳрӗ каланипех те ҫырлахас ҫук. Тӑрса пуҫ тай халӑха, Кадышев юлташ. Сӑтӑрҫӑ эс, акӑ кам!
Кӑштах шухӑшласа тӑчӗ, каллех хӗрӳлӗн калаҫма пикенчӗ.
— Иртнӗ ларура ӑна шанса агронома лартрӑмӑр, трактор бригадин бригадирне суйларӑмӑр. Вӑл эп илекен ӗҫ укҫин тӑхӑр вунӑ процентне илет. Тепри пулсан, ман ура тупанне ҫуламалла. Вӑл сурчӗ. Ман ҫине сурчӗ, ак, сирӗн ҫине сурчӗ. Икӗ талӑкра колхозӑнне аллӑ пин тенкӗ ҫунтарса ячӗ. Ҫынни ӑслӑ пек, институт пӗтерет, страх инспектора чӗнме пӗлмест. Тепӗр тесен, пӑсма та кирлӗ пулман клевера, эпир унта выльӑхсем ҫӳрететтӗмӗрччӗ. Кадышев аллине тилхепе кӗчӗ те мӗн туса хучӗ? Анархи, мать честная! Паян райфона шӑнкӑравларӑм, райӗҫтӑвкома. Ма пирӗн представительсӗр пӑснӑ, теҫҫӗ. Камран шыраса илес халь аллӑ пин?
— Павӑлран! Атту пӗтерет вӑл колхоза! — кӑшкӑрать Хапӑс Петӗрӗ.
«Хуҫа хӑй вӑйсӑрланнине, тӗрӗс мар тунине сиссен, халӑх умне яланах тарҫине кӑларать», — шухӑшлать Павел, кладовщик ҫине пӑхса.
— Представитель пулман тесе, район ӗненмесӗр тӑрӗ-ши? — чӑтаймасть Володя. — Райкомпа ҫыхӑнас.
— Сансӑрах пӗлетӗп, Баранов. Колхоз сӑтӑрла ӗҫсемшӗн никама да каҫармасть. Эп Кадышева агрономран та, трактор бригадин бригадирӗнчен те хӑтарма ыйтатӑп. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ал ҫӗклӗр.
— Хӑйне сӑмах памасӑрах-и? — чӑтаймасть Володя.
— Тав ту, Кадышев, юрать укҫа шыраса илмест-пӗр, — аллине ҫӗклет председатель. Ун хыҫҫӑн — Хапӑс Петӗрӗ, икӗ Анаткас ҫынни аллисене ҫӗклерӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Федор Васильевич иккӗленчӗҫ пулас. Ларура паян фермӑ заведующийӗ Виктор Андреевич ҫук. Вӑл вӑрманта, ҫуртсем пӑснӑ ҫӗрте. Павела кӑларма тӑватӑ сас та ҫителӗклӗ. Анчах колхоз председательне ку ҫырлахтармасть.
— Эсӗ те, Петруш, сӑтӑрҫӑ майлӑ-и? — сассине хулленлетет председатель. — Эсӗ те ун урапипе супатӑн-и? Ун ҫуни ҫинӗ лартӑн та ун юррине юрлатӑн-и? Е саншӑн Кадышев туслӑхӗ колхоз интересӗнчен те пысӑк? — ун хыҫнех пырса тӑрать Трофим Матвеевич.
— Эп мӗн… Пӗлмес нимен те… Сӑтӑр туре пулсӑн… Ӗненмес эп Павел сӑтӑр турӗ тенине. Ачаран пӗрле ӳснӗ, — хумханарах калаҫрӗ тимӗрҫӗ.
— Ҫӗкле, ҫӗкле, Петӗр, — терӗ Павел ӑна куларах.
— Ху айӑпна йышӑнан пулсан… Эп мӗн… Ҫӗклеп, — ҫӗклерӗ вӑл аллине.
— Федор Васильевич сасӑлас ҫукки паллӑ. Эп ун вырӑнне ларнӑ. Мана тӑшман тесе шутлать, — хуллен шӑл витӗртерех сӑрхӑнтарчӗ Прыгунов. Вӑл Павел ҫине тинкерчӗ. Ларӑва пынӑранпа вӗсен куҫӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулчӗҫ. Пӗрисем тарӑхупа ҫунчӗҫ, курайманлӑхпа тулса тӑкӑнчӗҫ, теприсем хӑйсен тӗрӗслӗхне туйса, ӑшри вӑя шанса, кӑшт куларах та лӑпкӑн пӑхрӗҫ. Шала кӗнӗ куҫсем вӗсенчен шикленнӗн аяккалла тарчӗҫ.
— Эп тӗрӗслӗхшӗн ҫеҫ сасӑлатӑп, — тавӑрчӗ Федор Васильевич.
— А эс? — Санька умне пычӗ бригадир.
— Эп правлени членӗ мар.
— Клеверӗ сан.
— Колхозӑн вӑл. Пӗтнӗ япалашӑн ларатӑр шавласа. Ӗмӗрте пӗрре авланатӑп та унта та канӑҫ памастӑр.
— Эп хирӗҫ! — кӑшкӑрать Володя. — Мӗншӗн Павела сӑмах та памастӑр?
— Сайька! Ӑҫта каятӑн? Тӑхта, ыйту пӗтмен, — чарать председатель бригадира. Володя сӑмахне вӑл илтмӗш пулать. — Ҫапла вара, пилӗк сасӑпа Кадышева ӗҫрен кӑлартӑмӑр. Ун вырӑнне эп бригадир пулма Баранов юлташа ҫирӗплетме сӗнетӗп. Каччи маттур, хастар, кукурузӑ ӑсти, комсорг. Пӗр сӑмахпа — тивӗҫлӗ ҫын.
Председатель шӑпӑрт ларма пӗлмен качча йӑлтах хӑй майлӑ ҫавӑрма шухӑшларӗ курӑнать, анчах пӗлмест-ха вӑл Володьӑна.
— Мана? Бригадира? Кукурузран уйӑрса? Ача вӑййи вылятӑр, Трофим Матвеевич. Коммунизмла ӗҫ бригади ятне илессишӗн ӑмӑрту пуҫартӑмӑр, ӑна район пӗлет, бригадирне пӗлет. Ак сана халь, ме. Хӑвах ырламастӑнччӗ-и Кадышева? Ырлама та тивӗҫ. Уй енчи колхозсенчен виҫе кун каярах юлса акана тухрӑмӑр, чи малтан пӗтертӗмӗр. Ҫук, эп ача мар, мана пӗремӗкпе астарса илӗртеймӗр. Бригадира лартатӑп та, шарламӗ тетӗн-и? — васкаса калаҫрӗ комсорг.
— Тӗрӗслӗх вӑл Ҫавалкасрах! — пӳлчӗ ӑна председатель. — Нечевӑ аллӑ пинлӗх шар кӳнӗ ҫынна хӳтӗлеме. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ҫавсене ал ҫӗклеме ыйтатӑп, — хӑй чи малтан йӑтрӗ Трофим Матвеевич. — Пулчӗ. Пилӗк сасӑ. Ҫапла вара ырантан, Баранов юлташ, бригадир ӗҫне йышӑнатӑн.
— Шуйттансем йышӑнччӑр. Мӗн ку? Лару мар ку, спектакль. Чӗнетӗр тата ҫынсене, — терӗ Володя. Вӑл ыйтмасӑрах тухса кайрӗ, алӑка шанлаттарса хупса хӑварчӗ.
Павел хӑй лӑпкӑлӑхне ҫухатмасӑр, куларах пӑхса ларчӗ. Каччӑ хӑйне йӗркеллӗ тыткалани председателе тарӑхтарсах ячӗ.
— Мӗншӗнне калас-и? — ҫӗкленчӗ Павел. — Мана эсир ӗҫрен кӑларни хумхантармасть. Эп коммунист. Пур пӗрех ман алран ӗҫ каяс ҫук. Бригадир мар пулсан — тракторист. Трактористран кӑларсан, лашапа ӗҫлетӗп, лаша та шанса памасан, тырӑ выратӑп, тислӗк тасатӑтӑп, пуртӑ йӑтса платнике каятӑп. Ак ҫак алсем, — тӑсрӗ вӑл аллисене, — вунӑ ҫулта ака тунӑ, сӳре сӳренӗ. Эсир мана ӗҫлеме чараяс ҫук. Ӗҫпе эп телейлӗ те. Ан тив, эп йӑнӑшам, анчах райком, обком урлӑ ҫав йӑнӑша юсама пулать. Нивушлӗ парти колхоз интересӗсене хӳтӗлемест?
— Сана сӑмах паман, сӑтӑрҫӑ эс! Сан кунта мар пулмалла! — сӗтеле чышкипе ҫапрӗ вӑл. Кӑранташ ҫӗре ӳкрӗ, чернил приборӗ сиксе илчӗ.
— Мана сӑмах калама никам та чармасть. Правлени членӗ мар пулсан, парторг. Сан нервусем ҫемҫе пулнӑшӑн эп айӑплӑ мар. Тухса уҫӑлӑр та — шӑрту иртсе каять. Эп унччен хам шухӑша ыттисене каласа парӑп.
— Кирлӗ мар мана ӑнлантарни. Ку лару, парги пухӑвӗ мар. Унта эс хуҫаланма пултаратӑн. Ман нервисене ан тӗкӗн. Эп вӗсене ҫӗршыва сыхласа пӗтернӗ, — куҫӗсене ҫутӑлтарчӗ Трофим Матвеевич.
— Ҫӗршыва пурте сыхланӑ. Ман атте нервисене мар, пурнӑҫне ҫухатнӑ. Кирлӗ пулсан, эп паянах пӑшал тытма хатӗр. Унпа ан мухтан, Трофим Матвеевич. Ҫынна тӳрех айӑплама та ан тӑрӑш, пурнӑҫ хӑех кам тӗрӗсне кӑтартӗ.
— Пурнӑҫпа мана ан тӗк. Ҫӑмарти чӑххине вӗрентет. Ман чухлӗ пурӑн, ман чухнӗ ӗҫле, вара вӗрент, — утса ҫӳреме пикенчӗ председатель.
— Пӗтрӗ-и суд? — ыйтрӗ Павел. — Эп кайма пултаратӑп-и?
— Таси паха, — тавӑрчӗ председатель.
— Тавтапуҫ. Эп ӑшӑ сӑмаха юрататӑп, — тухса утрӗ Павел.
Хӗвел каҫ енне сулӑннӑ. Унӑн шевлисем Салукана сарӑрах ҫутӑ тӗспе сӑрласшӑн, анчах симӗс тӗс парӑнасшӑн мар, ҫуталать кӑна. Кӑтрашка пӗлӗтсен кӗтӗвӗ анӑҫран тухӑҫалла шӑвать. Кунӗпех янкӑр тӑнӑ тӳпе кӑштах хӑйен кӑмӑлне пӑснӑн туйӑнать.
Урама тухсан, Павел чарӑнса тӑчӗ. Вӑл питех те хӑвӑрт пулса иртнӗ лару-тӑрӑва шӗкӗлчеме тӑрӑшрӗ. Хӑйне вӑл пачах та айӑплама шухӑшламарӗ. Ҫук, урӑх сӑлтавсем шырарӗ вӑл. Мӗншӗн вара председатель ӑна сасартӑках ҫилленнӗ? Начар ӗҫленӗ-и вӑл е начар ӗҫлет? Ахӑртнех, кунта урӑх сӑлтав.
— Каҫар, Павел, — сасартӑк унӑн хулӗнчен сӗртӗнчӗ тимӗрҫӗ Петӗр. — Пире малтан Прыгунов паян сана ӗҫрен кӑлӑрмасан, ӑна судах паратӑп терӗ те… Эп ӗнентӗм.
— Тупнӑ калаҫмалли, — пӳлчӗ ӑна Павел. — Эпӗ сана ҫилленместӗп. Этем йӑнӑшсан, кайран ӑслӑрах пулать.
— йӑнӑшрӑн ҫав, Павел. Колхозниксем те ҫилленнӗ. Павел хӑй шухӑшласа кӑларнӑ плугӗпе сухаласа пирӗн выльӑхсене ҫеремсӗр тӑратса хӑварчӗ, теҫҫӗ. Ӑна мӗн, унӑн чӑх та ҫук, тесе пуплеҫҫӗ, — Павел шухӑшне урӑхла ӑнланчӗ тимӗрҫӗ.
— Эх, Петрушка, юлатӑн эс пурнӑҫран. Тухса кур хӑть пӗрре уя. Кам тӗрӗсне хӑвах ӑнланатӑн? Мӗн курӑкӗ ӳснӗ унта? Сурӑх чӗпӗтмелӗх курӑк пулман. Халь еплерех тулӑ кашлать.
— Павел, Петӗр! Туя айтӑр! — кӑшкӑрать Санька клуб пусми картлашки ҫинчен. Лешӗсем тапранманнине кура, чупса пырса вӗсене хулӗсенчен ҫавӑтать.
— Ҫитӗ сире кулянса. Трофим Матвеевич ҫилли ҫуллахи ҫумӑр пек. Шавласа килсе тӑкать те, иртсе каять. Ман, ав, хуйхӑ такамӑнчен те пысӑк. Елена Егоровнӑпа Володя тип шар тупса пачӗҫ. Темскер туйӗ тата. Атте-апай ҫисех яраҫҫӗ. Ача пулмарӑн эс, авланма та ҫынсем пек килте мар, клубра авланатӑн, теҫҫӗ. Эсир те пулин кӑмӑла пусарӑр, — туртрӗ каччӑсене Санька.
— Эсир кайӑр, эп тепрер пилӗк минутран кӗретӗп. Хумханни иртсе кайтӑр. Хӗрелнӗ питпе халӑх умне тухасси.
Санька хирӗҫмерӗ, Анна килеймен-ха, тесе, Петӗрпе иккӗшӗ клуба утрӗҫ.
Каччӑ шухӑшӗсене йӗркене кӗртме пуҫларӗ, асӗнче комсомолла туйра сӑмах тухса калама хатӗрленчӗ. Пуҫлама ваттисен сӑмахӗнчен пуҫласан? Начар-ши? Мӗнле аван вӗрентсе каланӑ вӗсем! Лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр, хӑвӑр хушӑра килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ват ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан — ватӑ пек пулӑр, ҫамрака курсан — ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Вӑйлӑ каланӑ. Унтан пуласлӑх ҫинче чарӑнса тӑма юрать. Ҫамрӑксем умне ҫавнашкал тӗллев лартмалла: каччӑпӗр икӗ-виҫӗ ӗҫе пӗлсен ҫеҫ авланма пултарать, хӗрсен тутлӑ апат пӗҫерме, пур ал ӗҫӗсене, килти ӗҫсене тума пӗлмелле. Ҫамрӑк ҫемьере нихӑҫан та харкашу ан пултӑр.
— Павел… Ну, Павел, теп. Хӑлхасӑр пултӑн-и? — илтрӗ каччӑ хӑй ҫурӑмӗ хыҫӗнче Федор Васильевич сассине. Вартах ҫаврӑнчӗ.
— Итле, Василий Иванович шӑнкаравларӗ. Ыран вӗсем обком секретарӗпе колхоза килеҫҫӗ. Сан пирки ыйтрӗ. Трофим Матвеевич: «Килӗнче, кунта ҫук», — тесе евитлерӗ. Эс кунтах ак…
— Мана ӗҫрен кӑларни ҫинчен каласа пачӗ-и?
— Ҫӑвар та уҫмарӗ. Эп ҫавна ӑнлантӑм: сана ыран килтех пулма хушрӗҫ.
— Эп ун пирки пӗлетӗп. Ҫавах ыр хыпаршӑн тавтапуҫ, — терӗ Павел, бригадирӑн пӗртен-пӗр аллине чӑмӑртаса. — Туя каяр. Атту эпир пымасан, пуҫламӗҫ, — васкатрӗ каччӑ.
3
Ҫамрӑк мӑшӑрсене килне колхозӑн ГАЗикӗпе леҫрӗҫ. Вӗсем кайсассӑнах клуб пушанма пуҫларӗ, каччӑсемпе хӗрсем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшне Санька хӑйсем патне пыма чӗнчӗ.
Пӗрремӗш комсомолла туя курма пынӑ халӑх ҫамрӑк мӑшӑр хыҫҫӑнах ҫенӗке кӗпӗрленсе тухрӗ, туйӑн кашни вак-тӗвекнех асра тытма тарӑшрӗ.
— Туй-и ку? Туйра тукмак йӑванать, теҫҫӗ. Ак кунта типсе вилмелле. Ӗҫкӗсӗр туй — туй марах, — терӗ тахӑшӗ.
— Эс ӗҫкӗсӗр ирттер. Ӗҫкӗпе ухмах та авланать.
— Хӗрӗн япалисене те кураймарӑмӑр.
— Ак халь машинӑпа кайса илеҫҫӗ. Кайса тӑр Иван Андреевич хапхи патне. Куратӑн.
— Эхей, ҫавнашкал парне парсан, карчӑкран уйрӑлсах эп те комсолла авланмалла, — терӗ ҫитмӗл ҫула ҫитнӗ Ҫтаппан мучи, шурӑ сухалне якатса.
Каччӑпа хӗр кайнине курма тухнӑ халӑх ахӑлтатсах кулса ячӗ.
Клубра ташӑ пуҫланчӗ. Малтан мӑшӑрсем вӑтанарах, хӑюсӑртарах тухрӗҫ. Камӑн ури ҫӑмӑл пулать?
Павел патне Лена хӑех пычӗ, ташлама чӗнчӗ. Тепӗр самантран ҫамрӑк мӑшӑр урай варринче вальс кӗввипе ҫаврӑнма пуҫларӗ.
Ҫурхи шыв та малтан пӗр-пӗр хысакран е сӑрт ҫамкинчен пуҫламасть-и хӑй юхӑмне? Кайран вӑйланса ытти шывсемпе хутшӑнать, сарӑлать. Акӑ, пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ, ташӑ ҫаврӑнӑвӗ вӑйлӑланчӗ, самантрах клубра пукансем шутарса уҫнӑ чылаях пысӑк вырӑн тӑвӑрланчӗ. Клубри сывлӑш духи, одеколон шӑршипе тулчӗ.
Марье, сценӑ ҫинче тӑраканскер, Павел ташлама пуҫӑннине курсанах, чаршава карса хучӗ. Чаршав хушӑкӗнчен зал ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Ҫапах вӑл пурне те асӑрхамасть. Пурте кирлӗ-и тата ӑна? Павела шыраса тупма йывӑр мар. Кунта вӑл пуринчен те ҫӳллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑтралатнӑ пек каялла хумлӑн выртать. Сылтӑм тӑнлав патӗнчи пӗр ҫаврашка кӑна чурӑссӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ. Пит-куҫӗнче савӑнӑҫ: хӑй авланать тейӗн. Хушӑран пуҫне аялалла пӗкет те Ленӑна темскер калать. Кулать хӗр. Куҫне каччӑ ҫинчен илмест. Ытла та савса пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ вӗсем Марьене. Ун чӗринче темӗнле курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшет.
Ташланине курас мар тесе, Марье сценӑ ҫинчи пукан ҫине кайса ларать. Хӑйне хӑй лӑплантарма пикенет вӑл: шутласа хунине яланах пурнӑҫланӑ, малашне те пурнӑҫлать. Пӗлет хӑй ӑсне Марье, темӗнле йывӑрлӑхра та вӑл тарӑн малашлӑха курса шухӑшлама пӗлет.
Трофим Матвеевич яла таврӑнсанах ун патне Мирон Семетович шӑнкӑравланӑ. Павел ҫинчен элекленӗ. Клевер вырӑнне пӑсни темех мӑр имӗш, Кадышев Прыгунова председательтен кӑларса ун вырӑнне ларасшӑн. Кунашкал хыпар Трофим Матвеевича уртарсах янӑ, лару пухиччен вӑл Марье патне питех те ҫилленсе те пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫитрӗ, хӑй шухӑшне йӑлтах ӑна каласа пачӗ.
Мотоциклпа ҫапӑнма шухӑшланӑ хыҫҫӑн, Марье тул ҫутӑличчен Павела кӗтрӗ. Килмерӗ каччӑ. Мӑн кӑмӑлланчӗ, сӑмахран хӑрать. Камӑн-камӑн, арҫыннӑн мар, хӗрарӑмӑн хӑрамалла сӑмахран. Марье ытларах пӗлет. Нина куми ӑна ҫынсем Павела сырӑнать тенине пӗлтерчӗ. Кулса ҫеҫ ячӗ вӑл. Ялта вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть, тесе тавӑрчӗ. Унтан пӗр пытармасӑрах хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен каласа пач. Нина ахлатрӗ, кулянчӗ, чӗр упӑшка пур ҫӗртен юттине юратни ял кулли пулать, терӗ.
Марье ӑсӗ йӗркеллех ӗҫлерӗ. Калаҫҫӗ пулсан, ҫын ҫине сӑмах тухсан… Упӑшкин хуйхи-суйхи шепех пулчӗ. Марье Павела тем тӗрлӗ хуратса сӑнлама пикенчӗ.
— Сана вӑл купец, тет. Эсир Хапӑс Петӗрӗпе иксӗр колхоза ҫарататӑр пулать. Пур пӗрех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп, тесе ҫӳрет. Нивушлӗ, Трофим, ҫавна та аваймастӑн? Кӑлар ӑна вырӑнтан.
— Эс ырлаканччӗ-ҫке яланах.
— Ҫӗлене сӑхмасӑр пӗлейместӗн. Те пур ун сӑнни, те ҫук, — тавӑрчӗ Марье. Вӑл пӗр харӑсах икӗ мулкача вӗлерме шутларӗ. Ялти сӑмах кӗҫех упӑшкин хӑлхине те кӗрет. Сахал-и колхозра элекҫӗсем, сахал-и йӑпӑлтисем? Халь темӗн те калаччӑр. Юратакан ҫын пирки упӑшкине мӗнле хӗрарӑм ҫапла калама хӑйтӑр? Вӑл тасипех тӑрса юлать: упӑшки элек ахаль пулнине ӗненет. Павела ӗҫрен кӑларсан, унӑн мӑн кӑмӑллӑхӗ чакать. Калас темӗ текех колхоза. Хура ӗҫре яланах тар юхтарса ӗҫлес килмӗ. Казахстанах каялла тухса кайӗ. Марьене те пӗрлех илсе каять. Вӑл качча тухма ҫунакан ик-виҫӗ кӗпеллӗ хӗр мар, перекет кассинче кӑна ҫӗр пин енне ҫывхарать. Йӑлтах ӑна хӑй ячӗпе хывнӑ. Ҫавӑн пек мул умӗнче Павел мар, юмӑхри хитре каччӑ ирӗлмелле. Пулас пурнӑҫ та хӑратмасть ӑна. Савни лайӑх пулсассӑн, кӗпер айӗнче те пурӑнма пулӗ.
Павела ларура ӗҫрен кӑларнине пӗлсенех, клубран тухмасӑр ӑна кӗте пуҫларӗ. Акӑ, халь ташлать вӑл. Унӑн пӑшӑрханни те палӑрмасть. Апла-тӑк, Казахстанах каять. Ҫуртне-йӗрне сутса хӑварӗ те, мен тӑвас ун кунта, Ҫавалкасра? Институт пӗтерекен ҫын колхозра ӗҫлет-и?
Купӑс шӑпланчӗ. Шӑв-шав та мӑкалчӗ. Марье пырса сирчӗ чаршав хӗррине. Павел патне Володя пынӑ, вӑл ӑна тем каласа парать пулас: иккӗшӗ те кулаҫҫӗ. Лена ӑҫта ҫухалнӑ тата? Кур-ха эс ӑна, Ҫавалкасра икӗ ҫул манашкӑ пек пурӑнчӗ-пурӑнчӗ те, пӗлет кама куҫ хывмаллине. Хитре каччӑ тупасшӑн.
«Анса ташлас Павелпа е Володьӑйа. Вӗсем иккӗшӗ туслӑ. Хӑшӗ те пулсан, ҫӗнӗ хыпар пӗлтерӗҫ. Арҫынсем сӑмаха тытма пӗлекенех мар», — шухӑшларӗ Марье, сценӑ ҫинчен анса. Кӑштах вӑл Трофим Матвеевичпа ҫапӑнмарӗ.
— Эс кунта тӑратӑн-и? Кил ҫинчен мантӑн-им? Ыран обком секретарӗпе Василий Иванович килеҫҫӗ. Сан пӗр хуйхӑ та ҫук. Туй пӑхать, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн.
— Клуба халех питӗрес-им? — тавӑрчӗ Марье кӑмӑлсӑррӑн.
— Ас ту, сансӑр ташлаймаҫҫӗ пуль…
Упӑшкипе арӑмӗ клубран кӑмӑлсӑр тухрӗҫ.
Вӗсене ӑсатса купӑс янрарӗ, ҫамрӑксен савӑнӑҫлӑ кулли илтӗнчӗ…
4
Ҫенӗкре Павелпа Ленӑна Гришкӑпа Элекҫи тӗл пулчӗҫ.
— Тӑхта, Павел, — чарчӗ ӑна Элекҫи. — Ӑҫта тӗрӗслӗх? Эпир коммунизмла пурӑнас тетпӗр. Пӗри — пуриншӗн; пурте — пӗриншӗн. Мӗншӗн эс пире лару пулассине пӗлтермен? Пӗчченех кӗрешес тетӗн-и? Пӗччен путеке тукмак тытать, — кӑштах ҫыхланакан чӗлхепе калаҫрӗ тракторист.
— Пур путеке те тытакан мар, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Эпир Матвейча шыратпӑр, — шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ Гришка. — Ҫур аки ирттертӗмӗр-и? Лайӑх пахалӑхпа ирттертӗмӗр. Вӑл уя тухса курчӗ-и? Курман. Неччу ун, ларусем пухса, сана ӗҫрен кӑларма. Пулман сан пек бригадир. Механикрен те ӑста эс, ӗҫкӗпе аташмастӑн. Ҫавӑнпа ларман пӗр трактор та ҫур акинче.
— Ну, айӑплӑ эп, Гришка. Мӗнле эс ӑнланмастӑн, — вӗсенчен хӑвӑртрах хӑпма тӑрӑшрӗ Павел. Анчах хӗрӗнкӗ ҫыннӑн хӑйӗн юрри.
— Эс, Елена Егоровна, пире каҫар, — пӳлчӗ пуҫанине Элекҫи. — Сирӗн комсомолла туй, пирӗн ҫур аки пӗтнӗ. Пӗр енчен уяв теме юрать, тепӗр енчен — хуйхӑ, Матвейч пӑсрӗ пирӗн уява. Вӑт, ятӑмӑр пухӑнса. Павелпа Володя ҫеҫ пулмарӗҫ. Вӗсем пирӗн тӑн параканӗсем, пӗри — парторг, тепри — комсорг. Айӑп ан тӑвӑр, Елена Егоровна, коммунизмла ӗҫ бригади ятне илме тапаҫланакансем ӗҫеҫҫӗ тесе. Мункунта сыпман, Май уявӗнче сыпман, паян мунча кӗрсе тасалнӑ, ӗҫ пӗтернӗ. Шӑм-шака ҫунӑ пулсан, ӑша та ҫумалла. Володьӑпа Павел ячӗпе пӗр кӗленче шампански пур. Ҫыртмалли те кунта, стакансем те, — пысӑк сӑран сумкине силлесе кӑтартрӗ Элекҫи.
— Володя ӑҫта? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Гришка.
— Шалтах вӑл, — тавӑрчӗ Павел.
Клубра ҫаплипех купӑс кӗвӗлет, ҫаплипех мӑшӑрсем ташлаҫҫӗ. Ҫенӗке тухакан чӳречерен ӳкекен ӗмӗлкесем пӗрре хуралаҫҫӗ, тепре ҫуталса каяҫҫӗ. Ташлакансен сулӑмӗпе ҫенӗк хӑми те чӗтренет.
— Пӑрӑнас — мӑн кӑмӑллӑ тейӗҫ. Каятпӑр-и? — ыйтрӗ Павел Ленӑран.
— Юлташусенчен мӗншӗн пӑрӑнмалла? Эс кӑштах сыпса пар, — вӗрентсе каларӗ хӗр.
Гришка Володьӑна ҫавӑтса тухрӗ. — Пахчана ай-тӑр, — терӗ вӑл комсорга алран ямасӑр.
— Павел, сан хуйхӑ — ман хуйхӑ. Пӗрлех ӗҫлетпӗр. Эпир гвардеецсем. Ял гвардеецӗсем! — кӑкӑрне ҫапрӗ Элекҫи. — Марш, уполномоченнӑйсен пахчине, марш, Алексей Филиппович! — хӑйне хӑех хушрӗ вӑл.
Хӗрӗнкӗ трактористран Павелпа Лена сассӑр кулса утрӗҫ.
Пахчара сыпман улмуҫҫисем ҫатӑркаланса ӳссе кайнӑ. Вӗсен айне каҫ тӗттӗмлӗхӗ кӗрсе вырнаҫнӑ. Клуб чӳречисенчен ӳкекен ҫутӑ ешерсе ҫӗкленекен курӑка, чие тӗмӗсене, улмуҫҫисене хыпалать. Ҫав ҫутӑ, асамлӑ тӗртевҫӗ евӗр, курӑксенчен, туратсенчен хӑйне евӗрлӗ тӗрӗ ҫыхать, катари йывӑҫсене татах та ҫӑрарах, татах та тӗксӗмрех сӗмлӗхпе хуплать. Тӗмсем ӑшӗнчи шӑрчӑк пӗрре шӑпланса, тепре вӗҫӗмсӗр чӗриклетет.
Ҫурӑлнӑ шап-шурӑ садран мар, клуб чӳречисенчӗн пӗтӗм таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑн туйӑнать. Хутран-ситрен вӑранакан ҫил, кассӑн-кассӑн юхса килет, пӗтӗмӗшпе сарӑлса ҫитеймен йывӑҫ ҫулҫисем тӗрлӗ саслӑн чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ.
— Епле паха! — пӑшӑлтатать Лена.
— Ытарма та ҫук, — тавӑрать Павел.
Пахчана пуринчен малтан кӗнӗ Володя икӗ улмуҫҫи хушшинче чарӑнса тӑрать, кӗсйинчен фонарь кӑларса, хӑй ури айӗнчи курӑка ҫутатать. Аялтан, ҫӗр ҫумӗпех сарӑлса кайнӑ туратсем хӑйсен аллине ҫутӑ патне тӑснӑн туйӑнать.
— Клуб ҫути айӗнче ҫутта тухар, — кулать Володя. Элекҫи ҫӑмах чӗнмесӗр сумкинчен курӑк ҫине хаҫат кӑларса сарать. Хӑй сӑмси витӗр ҫилленнӗ ҫын евӗрлӗ мӑшлатать. Вӑл хӑйен ҫӳхе пиншакне хывать, ӑна Ленӑна тӑсса парать.
— Эс, Елена Егоровна, лар. Ак, ман пиншака сарса лар. Ан тирке. Эп унпа ӗҫе ҫӳремен, вӑл хура мар, — сӗнет вӑл чӗререн.
— Павел, эс тошӑ каччӑ. Хӑнана пӑхма пӗлместӗн, — тӗксе илет Кадышева Гришка. — Вӗрен ман пуҫанаран. Анчах пурне те мар.
— Сумкине хама парӑр, — сасартӑк хутшӑнать Лена. Элекҫи пиншакне вӑл хаҫат ҫине сарать, унтан чӗркуҫленсе ларать. Сумкӑран хӗр хаҫатпа чӗркенӗ стакансене, тӑварланӑ сысна салине, пӗҫернӗ чӑх, йӳҫӗтнӗ икӗ хӑярпа селедкӑ туртса кӑларать. Ун ҫумне пырса тӑнӑ Володя фонарьпе ҫутатса пулӑшать.
— Ҫыртмалли кунта трактор бригади валли ҫитет. Вилкӑсем ӑҫта?
— Пуҫана, эс чикмерӗн-и? — ыйтать Элекҫи.
— Эп сан сумку патне пырса перӗнмен, — тавӑрать Гришка. Вӑл хӑйне валли ӗҫ тупӑйманшӑн тунсӑхлать, улмуҫҫи туратне ҫулса тытнӑ та чечекӗсене, сӑмси патне илсе пырса, шӑршлать. — Ах, аромат! — ахлатать хӑй.
— Ак ку тата мӗн? — «Московская» эрех кӗленчине ҫавӑркалать Лена. — Эсир шампански кӑна терӗр мар-и?
— Вӑл, Елена Егоровна, пирӗн Элекҫипе иксемӗрӗн нормӑ. Эпир чӑвашсем, шампань эрехне хӑнӑхман. Пире хаяртараххи пултӑр. Ҫур аки пӗтерсен ҫавӑрса хуратӑн та, тыр-пул пухса кӗртиччен пурӑнатӑн. Унтан ҫӗнӗ тырӑ салачӗн сӑрине сыпатӑн, — тавӑрать Гришка.
— Нумаййи сахалли мар. Заправкӑ вӑйлӑрах пулать, ытларах ӗҫлеме ҫитет, — тесе, Элекҫи эрех кӗленчине ҫулса тытӑть. Ахӑртнех, вӑл Елена Егоровна эрехе хӑйсене памасран шикленчӗ пулас.
— Павел, Володя, Елена Егоровна, уҫӑр шампанскине. Вӑл сире валли. Эсир, ҫамрӑксем, йӳҫҫе хӑнӑхман. Каҫарӑр, ҫыртма пан улми ҫук, халь ҫеҫ ҫурӑлаҫҫӗ. Сӑто канфет пур. Эп ӑна та шута илнӗ, — мухтанса илчӗ Элекҫи, брюки кӗсйинчен пӗр ывӑҫ шоколадлӑ канфет кӑларса.
— Эс пурне те шута илнӗ те, стаканӗ тӑваттӑ ҫеҫ, — тӗксе илет ӑна Володя.
— Ӗҫсен сан, пуҫана, вакката ҫеҫ каяс пулать.
— Пуррипе пӗр стаканпа та ӗҫме пулать. Ҫуккине ҫӗр стаканпа та ӗҫеймӗн, — тавӑрать Элекҫи. Пуҫани умӗнче те парӑмра юлмасть. — Вакката мар-ха эп, тӑхта ак, пӗр грам сыпмасӑр калаҫма вӗренеп. Рас эпир ырӑ ятшӑн кӗрешетпӗр-тӗк, ӑна ҫӗнетпӗр. Кайран, чапа тухсан, пирӗн Ҫавалкаса республикипех килме тытӑнӗҫ. Кам пуҫараканӗ, тейӗҫ. Ак, эпир. Павел, Володя, пуҫана, тойӑҫ, Григорий Михалч тата эп — Алексей Филипч. Камсем эпир? Коммунизмра пурӑнма хатӗр, пурӑнма юрӑхлӑ ҫынсем. Во камсем! — кӑкӑрне ҫапса илчӗ тракторист.
— Коммунизм чух кунашкал ҫутти пулмасть, — йӗкӗлтет ӑна Володя.
Паян тракториста ҫиллентерме хӗн.
— Ан пултӑр ҫав. Кирлӗ мар. Сато ун чухне ман телевизор пулать. Ҫук, ахалли мар, урӑххи. Хам килте кино куратпӑр та, тӗрлӗ музӑк-юрӑ итлетӗп, радиопа хам трактора ӗҫлеттеретӗп. Вӑл мӗнле сухаланине экран ҫинче курса ларатӑп. Ҫӗмӗрӗлсен, машинӑ ҫине ларатӑп та, кайса юсатӑп. Ӗҫлесе пӗтертӗм те — бесплат мунчана. Ваннӑ ӑшӗнче пӗрер сехет тӑсӑлса кӑна выртатӑп. Тухҫан хӑть кино кур, хӑть музӑк итле. Ман мур тӑвас-и ҫакӑнпа? — эрех кӗленчине ҫӗклет Элекҫи.
— Хама пар, — хушса хурать Гришка.
— Эс, тӑхта, халь хамӑн та пыр ярӑнать. Паян ҫиленсе те савӑнса ӗҫетӗп. Ун чухне усал ҫынсем пулмаҫҫӗ.
— Эс, пуҫана, ытла шала кӗрен. Каялла тухаймастӑн ак. Фронтра ҫӗршер грам паратчӗҫ, ҫакнашкал ҫур аки пӗтерсен, коммунизм чух ҫӗр грам параҫҫех, — хирӗҫлет Гришка.
— Парсассӑн та ӗҫместӗп. Ман ун чух культурӑ пысӑк пулать, — тавӑрать Элекҫи.
Гришка кӗсйинчен пӗчӗкрех хура курупкӑ кӑларать, хупӑлчине уҫса ваштах силлет. Самантрах пӗчӗк стакан пулса тӑрать.
— Тултар стакансене, — хушать вӑл Элекҫие. Атту вӗҫӗмсӗрех сӑмахран пир тӗртен.
Павел шампански кӗленчине уҫрӗ.
— Пирӗн туслӑхшӑн! — сӗнчӗ вӑл. — Бригадӑри, колхозри туслӑхшӑн!
— Виличчен пӗрле ӗҫлессишӗн! — хушса хучӗ Элекҫи. Ӗҫсе ярса ҫыртреҫ. Лена вӗҫӗмсӗрех Элекҫие мухтарӗ, унӑн, имӗш: хӗрарӑм чунӗ те кӑштах пур. Тепӗр хут ҫавӑрчӗҫ.
Володя, Павел ҫумӗнче лараканскер, хуллен пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ:
— Трофим Матвеевич чӗнчӗ те, ҫапла калать: эс, тет, Баранов, кӑҫал герой пулатӑнах. Пурнӑҫла эп ыйтнине, эп те сан умра парӑмра юлмӑп. Илсе кай ыран комсомолецсене вӑрманпромхозри ҫуртсене пӑсса турттарма. Павела чӗн, тет. Пӗлетӗн-и мӗншӗнне? Пире вӑл ыран ялтан пӑрасшӑн. Каҫарӑр, терӗм эп, ыран ман канмалли кун, ахаль те виҫӗ эрнере шӑмӑпа тир кӑна тӑрса юлчӗҫ. Так. Вӑт еплерех хӑрать вӑл пуҫлӑхсене эпир тӗрӗслӗхе каласа парасран.
— Тавтапуҫ хыпаршӑн.
Ленӑна ӑсатса ямалла тесе, Павел юлташӗсенчен каҫару ыйтса, пахчаран тухрӗ.
— Тусусем сан маттур, — ырларӗ хӗр. — Йывӑрлӑхра та пӑрахмаҫҫӗ. Госстрах пирки эп хам Василий Иванович патне кӗретӗп. Эс ан кулян, Павел.
— Кулянма шухӑша та илмен. Эп оптимист, — тавӑрчӗ каччӑ.
Вӗсем Лена хваттерӗ тӗлне ҫитрӗҫ. Пӗр хушӑ шарламасӑр карта ҫумӗнчи сӑк ҫинче ларчӗҫ. Каччӑ хӗмленсех Казахстан ҫинчен каласа пачӗ. Вӑхӑт ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа шунӑн туйӑнчӗ вӗсене.
Шуҫӑм тухӑҫах ҫитеймен. Анӑҫра унӑн хӑйӑвӗ хӗп-хӗрлӗ. Унтан тухӑҫалла ҫӗр ҫийепе кӑвак лентӑ тӑсӑлать, ӑна ҫӳлтен шупка хӑю эрешлет. Таҫти катари-катари тинӗсе пулас ҫӗнӗ кунӑн пушарӗ ҫутатнӑн туйӑнать. Тухӑҫ еннелле ҫав тинӗс кӑвакрах. Ун ҫийӗнчи пӗлӗтсем парлак ҫӗрсене сухаласа кайнӑ плуг кассисем пек кӑпӑшкан та чӗллӗн-чӗллӗн тӑсалса выртаҫҫӗ. Катари-катари йывӑҫсен ӗмӗлки палӑрма пуҫлать. Вӗсем хирте ятарласах туса лартнӑ пушар вышкисем пек курӑнаҫҫӗ.
— Лена, паян,сирӗн канмалли. Хире тухар мар-и?
— Халь, чӑнах та, ҫывӑрас килес ҫук. Ахаль те эп ире хирте кӗтсе илме юрататӑп. Унта ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралнӑн туйӑнать, — хуравларӗ хӗр.
Ҫывӑракан ял урамӗпе вӗсем шӑппӑн, сайра хутра ҫеҫ ахаль сӑмахсем перкелешсе утрӗҫ.
Хирелле утнӑ май ҫӗнӗ кун ҫуралчӗ.
Улшӑнчӗҫ пӗлӗтсем. Вӗсем сентре ҫине касса пӑрахнӑ сурӑх ҫӑмӗсем пек, кӑпӑшка та сапалӑнчӑк. Пӗр сентри — тухӑҫра, тепри — анӑҫра. Тӳпе варри — тӗпсӗр авӑр. Уйӑх кӑна тӑп-тӑрӑ шыв тӗпне пӑрахнӑ ылтӑн укҫа пек курӑнать. Сасартӑк унта пӗр хура пӑнчӑ ҫуралать, вӑл аялтан та аяла анса пырать. Ку вӑл — ҫунаттисене сарса янӑ хурчӑка. Ыйхинчен уҫӑлсах ҫитеймен курӑнать, унӑн чӗпсене йыхӑрма хӑнӑхнӑ юрри те илтӗнмест, вӗҫев хӑвӑртлӑхӗ те пӗчӗк. Ак, сасартӑках, сунарҫӑ персе антарнӑ пек, ҫунаттисене пӗвӗ ҫумне хӗстерсе кивӗ улӑм ури пулнӑ вырӑна ӳкет. Тепӗр самантран вирлӗ сӑмсапа ҫапнӑ шӑши-юс мунчаланса выртать. Хӑпармасть текех хурчӑка: халь вӑл улӑм купи ҫинче хускалмасӑр, пӗчӗк ҫеҫ чул тӗмески пек хутланса ларать.
Каччӑпа хӗр Салука хӗррине ҫывхарчӗҫ. Вӑрман вуншар тӗрлӗ кайӑк юррипе тулса ларнӑ, Вӗсен умӗнчех мӑшӑр шӑкӑлчи сикет. Пӑр-р! — вӗҫсе каяҫҫӗ те вӗсем анса лараҫҫӗ. Каччӑпа хӗре хӑйсем хыҫҫӑн утма чӗннӗн туйӑнать.
Сикчӗллӗ ҫунӑ ҫумӑр Салука хӗррине ҫитеймерӗ. Ҫур акине тухнӑранпах тӑракан шӑрӑх кунсем хӑйсем хуҫаланнине сисӗнтереҫҫӗ: ҫӗр тытамак чирӗ тытнӑ ҫын тути евӗр ҫуркаланса каннӑ. Тӑпра ӑвӑс пек шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ.
Павел хӑй плугӗпе сухаланӑ лаптӑка кӑна шӑрӑх тивмен. Тӑпра халь ҫеҫ сӳрелесе кайнӑ пек ҫемҫе. Ҫӑра та патвар шӑтса тухнӑ калча вӑш-вӑш ҫилпе хумханса хум хыҫҫӑн хум кӑларать. Ачашланать хум, мухтанать хум, хӑйӗн хӑвачӗпе курнӑҫланать, илӗртет этем куҫне. Пӗрре вӑл симӗссӗн-тӗксӗммӗн, тепре симӗссӗн-ҫуттӑн хумханса илет.
— Акӑ, ҫӗнелнӗ ҫӗр, ӑка пирӗн мӑлтанхи таран касӑ. — терӗ Павел.
— Калча пур ҫӗртинчен те вӑйлӑ, — саванчӗ Лена. — Ахальтен мар обком секретарӗ интересленет.
Каччӑ шарламарӗ. Вӑл хӗр аллине тытрӗ. Лена ӑна туртса илмерӗ. Вӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ.
— Эх, куҫу та сан — терӗ Павел.
— Мӗнлескер? — ыйтрӗ хӗр куларах.
— Ашӑ кӑмӑллӑ та илемлӗскер, — ӑшшӑн каларӗ каччӑ.
Ҫавал хӗрринчен ҫӗкленнӗ текӗрлӗк вӗсен тӗлнех вӗҫсе ҫитрӗ. Анчах хальхинче яланах макӑракан кайӑкӑн тунсӑхлӑ юрри илтӗнмерӗ. Ирхи сывлӑм шывне ӗҫсе киленчӗ-ши? Е уяр кун савӑнтарчӗ ӑна? Ҫаврӑнчӗ те, каллех. Ҫавал улӑхне кайса ҫухалчӗ. Кӑшкӑрмасӑр, макӑрмасӑр кайрӗ? Тен, ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнчӗ?
Ҫук, телейпе тулнӑ чӗре нихӑҫан та тунсӑхлӑ кӗвве йышӑнмасть.
Пӗрремӗш кӗнеке вӗҫӗ
1960 — 1964 ҫулсем.
Хусан — Мускав — Ленинград — Шупашкар.